Хресчен сасси 37 (3027) № 25.09.2024

25 Сен, 2024

Чăвашпотребкооперацийĕ – чи тухăçли

Шупашкарта потребительсен кооперацийĕн Пĕтĕм тĕнчери «Коопераци: малашлăха пăхса иртнине хаклатпăр» форумĕ иртрĕ. Программа анлă та пуян пулчĕ. Хăнасем 25 çĕршывран килсе çитнĕ. Мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе асра юлчĕ-ха вăл?

РАЙПОСЕН ĔÇĔ-ХĔЛĔ. Форума хутшăнакансем Чăвашпотребсоюз организайĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, республика тăрăх çичĕ маршрутпа çула тухрĕç. Пысăк делегаци Элĕк, Мăн Сĕнтĕр, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Октябрьски, Çĕрпӳ райповĕсене çитсе курчĕ. Палăртмалла: пĕлтĕр Чăвашпотребсоюз организацийĕсем обћектсен строительствине, реконструкцине, модернизацине 390 миллион тенкĕ хывнă. Раççей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов делегаци йышĕнче Муркаш округне çитрĕ, Лантăш ялĕнчи пекарня, аш-какайран çурма фабрикат хатĕрлекен цех, лавккасемпе кафе ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, потребкоопераци тытăмĕнче ĕçлекен Бардасовсемпе тĕл пулчĕ. Династие пуçлаканĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Ананий Бардасов. Вăл Муркаш райповĕнче тĕп бухгалтерта, правлени председателĕнче ĕçленĕ. Унăн ĕçне ывăлĕсемпе мăнукĕсем — Георгий Ананьевич, Вячеслав Георгиевич, Елена Вячеславовна — малалла тăснă. Хальхи вăхăтра Вячеслав Бардасов суту-илӳ центрĕн директорĕнче, хĕрĕ Алена сутуçăра ĕçлеççĕ. Çемьен потребкоопераци тытăмĕнчи ĕç стажĕ — 100 çул ытла.

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТУСЛĂХ КЛУБĔ. Шупашкарти коопераци институчĕ паянхи кун республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсем валли кадрсем хатĕрлекен вĕренӳ заведенийĕ. Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци форумне килнĕ хăнасем унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, потребкоопераци тытăмĕнчи пĕлӳ организацийĕсен ертӳçисемпе общество канашĕ иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери туслăх клубĕ уçăлни пирки калакан сертификата çамрăксемпе ĕçлекен Федераци агентствин ертӳçи Дамир Фаттахов Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тыттарчĕ. Клуб Республикăри пуçаруллă çамрăксен центрĕнче никĕсленĕ, 5 енĕпе ĕçлеме тĕллевлĕ. Тĕлпулура Иордани, Камерун тата Марокко кооперативĕсемпе малашнехи аталану çул-йĕрне сӳтсе яврĕç. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Паттăрлăхпа шанчăклăх символĕ

Кунта малтан шурлăхлă вырăн, икĕ хăма тата тутăхнă пăрăхсем çеç пулнă. Халĕ çăл куç вырăнне паллама та çук. Шупашкар округĕнчи Ишек салинче «Татнефть-АЗС центрăн» Чăваш Енри филиалĕн вăйĕпе «Аса илӳ çăл куçне» хăтлăлатнă.

Çăл куç вăй илнĕ тейĕн. Йĕритавра карта тытнă, йывăç-тĕм, чечек лартнă, çул-йĕр сарнă, çынсене канма саксем вырнаçтарнă, ачасене выляма ятарлă лаптăк йĕркеленĕ. Тĕп вырăнта, паллах, çăл куç. Унти шыв тутлă та сиплĕ. Авалтан вăрçа каякан салтак çăл куçри шывпа сăйланнă. Çапла майпа тăшмана çĕнтерме вăй-хал илнĕ. «Аса илӳ çăл куçĕ» вырăнĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса стела вырнаçтарнă. Вырăнти халăхшăн «Аса илӳ çăл куçĕ» — паттăрлăх, шанчăклăх символĕ. Çăл куçпа юнашарах информаци стенчĕ пур. Çăл куç патне килекен çыннăн çӳп-çап пăрахма, вут-çулăм чĕртме, выльăх-чĕрлĕхе ирĕке яма юрамасть. Сăмах май, ĕçе пуçăниччен çăл куçри шыв пахалăхне лабораторире тĕрĕсленĕ. Тĕпчев ку шыва чăнласах ĕçме юрăхлă тесе çирĕплетнĕ. «Тасалăхпа тирпейлĕх пирки яланах асра тытмалла. Туса ирттернĕ ĕçе хаклама пĕлмелле», — терĕ «Татнефть-АЗС центрăн» Чăваш Енри филиалĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен Эльмира Халикова инженер. Сăмах май, çăл куçсен шыв пахалăхне лайăхлатас, ун тавралăхне хăтлăлатас тĕлĕшпе асăннă компани вун-вун çул ĕçлет. Кашни регионтах кун йышши ырă тĕслĕх пур. Проект пулăшнипе Чăваш Енре кăçал пĕрремĕш çăл куçа хăтлăлатнă. Тен, пулăшу малалла та пулĕ-ха. Шупашкар округĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал муниципалитетри виçĕ çăл куçа тирпейлемелле. Вĕсенчен пĕри — Тутаркасси тата Юртукасси ялĕсен хушшинче вырнаçнă «Семистрельная» Тур Амăшĕн турăшĕн çветтуй çăл куçĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Тавралăха çÿп-çаппа варалас марччĕ

Çăл куçсене тирпей-илем кĕртес ĕçре Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри — П.Х.Бухтулов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе хисепленекен Тăвайри вăтам шкул никĕсĕнче йĕркеленнĕ уйрăм. Унăн председателĕ — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Елена Павлова.

Вырăс географи обществин Тăвайри уйрăмĕ икĕ çул каялла йĕркеленнĕ. Çак хушăра чылай ĕç туса ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, пĕлтĕр, вырăнти уйрăм тăрăшнипе Тăвай округĕнче пуçласа «Родники, Черные ключи» фестиваль иртнĕ. Ăна йĕркелеме Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви, Вырăс географи обществи тата округ администрацийĕ пулăшнă. Çăл куçсене тĕпчесси, чĕртесси, упраса хăварасси — проектăн тĕп тĕллевĕ. Малтанласа фестивале округра ирттернĕ. Кăçалтан — республика шайĕнче. «Фестиваль ирттерес шухăш пуçа мĕнле пырса кĕчĕ-ха?» — тесе ыйтрăм Елена Павловăран. «Ачасемпе ĕлĕкренех çак çăла пăхса тăнă, экскурсисене çӳренĕ. Юлашки çулсенче ку вырăн пăрахăçа тухрĕ. Çӳп-çап купи выртнине, çăл куç юшкăнланнине асăрхарăмăр. Вырăс географи обществин экспедицийĕн председателĕпе Дмитрий Алексеевпа курса калаçнă хыççăн «Хура çăл куçсем» фестиваль йĕркелес шухăш çуралчĕ. «Çак çăла тасатсан мĕнле аван пулĕччĕ. Ку ыйтупа ял пуçлăхĕ патне тухрăмăр. Шухăша ырларĕç. Фестиваль умĕн субботник ирттертĕмĕр, вырăна йĕркене кĕртрĕмĕр», — пĕлтерчĕ проект пуçаруçи Елена Павлова. Фестиваль хыççăн вырăнти Вырăс географи обществине çырусем, шăнкăравсем киле пуçланă, ытти округра пурăнакансем те унта хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Çавна май кăçал июль уйăхĕнче ăна республика шайĕнче ирттернĕ. Çитес çул регион шайĕнче йĕркелес шухăш пур. Палăртмалла: пĕрремĕш фестивальте шкул ачисем çăл куçсен территорине хăтлăлатмалли дизайн-проектсене хӳтĕленĕ. Çамрăк архитекторсен сĕнӳ-канашне пĕтĕçтерсе пĕр проект хатĕрленĕ, спонсор шырама пуçланă. «Хура çăл куç» — ял çыннисен юратнă вырăнĕ. Кунта çынсем канаççĕ, шыва ĕçме, апат- çимĕç хатĕрлеме усă кураççĕ. Çăл куç Тăрмăш тата Тăвай ялĕсен хушшинче вырнаçнă.1981 çултанпа çак вырăн çут çанталăкăн уйрăм сыхланакан палăкĕ шутланать. Шывĕ таса, сиплĕ, хĕллехи вăхăтра та шăнмасть, ĕçме юрăхлă. Çăл куç ячĕ пирки тĕрлĕ легенда çӳрет. Хура çăлсем вырнаçнă вырăнăн хĕвел тухăç енче ĕлĕк Çĕрпӳ — Чĕмпĕр суту-илӳ тракчĕ выртнă. Çул çинче вăрă-хурах пуянсене çаратнă, вĕлернĕ, унтан тĕрлĕ çĕрте чавса пытарнă. Ку шутра — çăл куç çывăхĕнчи вăрманта та. Таврари ялсенчи хресченсем çула «хура çул» тесе каланă. Каярах «хура çăл» ят пулса кайнă. Тепĕр легенда та пур. Çăл куçсем тавра çирĕклĕх пулнă. Уяр, хĕвеллĕ çанталăкра та çăл куçри шыв хура, тĕттĕм тĕслĕ курăннă. «Хура çăл куç» республикăри «Чи хăтлă» çăл куç ята тивĕçнĕ. Кашни çăл куç хăйне пăхнине юратать. Çавна май географи учителĕ Елена Павлова ачасемпе пĕрле çул çӳрев экспедицине тухать. Ку ĕç апрель уйăхĕнчен пуçланать. Вырăнти çăл куçсене тĕпчесси – тĕп тĕллев. Паянхи кун тĕлне Вырăс географи обществин хастарĕсем Тăвай округĕнчи 6 ялти 19 çăл куçа тĕпченĕ, кашнин валли реестра кĕртмелли паспорт хатĕрленĕ. Ытларах çак ĕçе 8-мĕш, 9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекенсене явăçтарнă. Ачасем тĕпчев ĕçне кăмăллаççĕ. Вĕсем пĕрмай тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, хăйсен проекчĕсене хӳтĕлеççĕ. Паллах, кунта вĕрентекенсен тӳпи те пур. Çак ĕçре шкул директорĕ Евгений Моряков, историпе общество учителĕ Ирина Порфирьева, хими предметне вĕрентекен Надежда Гаврилова пулăшса пыраççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Çăмăл атлетсем яланах хисепре

Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа ялĕн ачисем мĕн авалтан çуран утма тата чупма хăнăхнă. Ахальтен мар иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчен пуçласа Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ яшсемпе хĕрсем районти тата республикăри спорт ăмăртăвĕсенче тăтăшах малти вырăн йышăннă.

Çут тĕнчене 75 çул каялла килнĕ Петр Самсонов 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне çăмăл атлетика енĕпе шкул ачисен хушшинче Елчĕк районĕн чемпионатĕнче çӳллĕшне 140 сантиметр сиксе тата 800 метра чупса чемпион ята тивĕçнĕ. Çак ăмăртусенче чи хаклă хăнасенчен пĕри СССР тата Европа чемпионĕ, 16-мĕш Олимп вăййисен бронза призерĕ Ардалион Игнатьев пулнă. Вăл ăмăртусем хыççăн Елчĕк йĕкĕтне саламлама пынă та: «Петя, сана, спортра пысăк çитĕнӳсем тума пуçланăскерне, Канашри педагогика училищине вĕренме кайма сĕнетĕп. Унта санăн тренер Равиль Бикчурин пулĕ, тепĕр 4-5 çултанах республика чемпионĕ таран çĕкленĕн. Шанатăп…» — тенĕ. Петр Самсонов малтан Канашра, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Хăйĕн ăсталăхне республикăра, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче кăтартнă. Совет çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла Лаш Таяпари вăтам шкулта физкультура учителĕнче, пĕр вăхăт Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче тренер-преподавательте ĕçленĕ. Çак шкулта манăн ентеш – пурĕ 16 çын — тĕрлĕ çулта спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вĕсенчен ытларахăшĕ Петр Самсоновăн вĕренекенĕсем. Унăн çулне Николай Анисимов та суйласа илнĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче ылтăн тата кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ, СССР спорт мастерĕ пулса тăнă. Çĕнĕ Шупашкарта тренерта ĕçлеме пуçласан Николай Ивановичăн вĕренекенĕсем пысăк ăмăртусенче палăрнă. Ку шутра — Ольга Россеева, Ольга Егорова. Кӳршĕллĕ Яманчурел ялĕнче çуралса ӳснĕ, Лаш Таяпари шкулта сакăр çул вĕреннĕ Владимир Андреев 20 çухрăм — утассипе 2002 çулта Европа кубокне çĕнсе илнĕ, 27-мĕш Олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. <...>

Владислав СИДОРОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.