- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 31 (1361) № 15.07.2024
Ашшĕне кура алла гитара тытнă
Университета вĕренме кĕмелли экзаменсене тытма вăл спорт костюмĕпе, гитарăпа пырса кĕнĕ. Рок жанрĕнчи юрă шăрантарса экзаменаторсене тĕлĕнтернĕ… Шăпах çакăн пек пуçланнă «Çеçпĕл» ансамбль солисчĕн Константин Живулинăн артист карьери.
Сетнере выляма йыхравласан
— Константин, музыкăна кăмăлланине хăçан ăнланса илтĕр?
— Эпĕ чылай артист пек музыка шкулĕнче вĕренмен. Атте гитара калама кăмăллатчĕ те ăна итлеме юрататтăм. Профессипе вăл — летчик, парашютпа виçĕ пин хут ытла сикнĕ. Анне кил-тĕрĕшре тăрăшатчĕ. Атте аэродромра ĕçленĕ вăхăтра шăпах музыка чуна çывăххине туйса илтĕм. Унта каçсерен ĕç хыççăн пултаруллă çынсем пуçтарăнатчĕç те — пĕри юрă шăрантаратчĕ, тепри сăвă калатчĕ… Çавăн чухне пуçласа çывăх çыннăм юрланине илтрĕм: «Милая моя, солнышко лесное…» — йĕркесем чуна кĕрсе вырнаçрĕç. Халĕ ку юрра илтсен яланах шухăшсемпе ачалăха вĕçетĕп: куç умне тӳрех атте гитара калани тухать. Ӳсерехпе пичче Вася /эпир çемьере иккĕн çитĕнтĕмĕр/ та çак инструмента алла тытма пуçларĕ, ăна кура эпĕ те музыка енне туртăнтăм. Гитара калакансем пикесене те килĕшеççĕ вĕт! /кулать/. Тантăшсем вара унашкал ачасене хисеплетчĕç. Пĕрремĕш аккордсене пичче вĕрентрĕ. Эпĕ гитарăпа каланă пĕрремĕш юрă Виктор Цой репертуарĕнчи «Звезда по имени Солнце». Вăхăт иртнĕçемĕн майĕпен ăсталăха ӳстерсе пытăм, юрă тетрачĕ уçрăм. Унашкалли юлташсен те пулнă. Пушă вăхăтра подћездра пухăннă та пĕр-пĕрин тетрачĕсемпе ылмашăнса çĕнĕ юрăсен кĕввисене калама вĕреннĕ. Эпĕ Шупашкарта çуралнă, 3 çулта чухне çемьепе Хусана куçнă, унта шкултан вĕренсе тухиччен пурăнтăм. Çуллахи каникула Шупашкарта кукамай патĕнче ирттереттĕм. Ача чухне хама çак хулана таврăнма сăмах панăччĕ — ăна тытрăмах. Темшĕн яланах кунта чун туртатчĕ. 16 çулта Хусанпа сыв пуллашса Чăваш Ене килтĕм. Малтан 4-мĕш училищĕре строительство ĕçĕсен маçтăрĕн профессине алла илтĕм. Аслă пĕлӳллĕ пулас шухăш тĕвĕленсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыка факультетне çул тытрăм. Сольфеджио дисциплинăпа экзамен пурччĕ унта. Эпĕ, мĕн пур пушă вăхăта урамра ирттернĕ ача, çак сăмахăн пĕлтерĕшне те пĕлмерĕм, çавах пĕтĕм тĕрĕслеве тухма пултартăм. Рок жанрĕнчи юрра янраттартăм. «Подмосковные вечера» юрра пĕлетĕр-и?» — кăсăкланчĕç экзаменаторсем. Ăна та шăрантартăм. Мĕн пур экзамена тытса аслă шкул алăкне уçрăм. Питĕ артист пулас килетчĕ. 2-мĕш курсра пирвайхи хут чăн-чăн сцена çине тухрăм. Хумханнăран чĕре хыттăн тапрĕ. Çапла майĕпен куракан умĕнче юрлама-ташлама хăнăхрăм. «Ача-пăча музыка театрĕ» специальноçа алла илтĕм.
— Дипломлă пулсан тӳрех ĕçе вырнаçрăр-и?
— Çук — салтак атти тăхăнтăм. Анчах унччен эпĕ кавирсем сутакан лавккара ĕçлесе пăхма ĕлкĕртĕм. Кăштахран Чăваш патшалăх ансамбльне вырнаçрăм, хорта юрларăм. Çичĕ уйăхран вара повестка çитрĕ. Оренбург облаçĕнче тип çĕр çарĕсенче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм. Хĕсметре те музыка пултарулăхне аталантартăм. Çулталăкран салтак пурнăçĕпе сыв пуллашрăм та ансамбле таврăнтăм. Тем вăхăтран гастрольпе Тайване кайрăмăр, хыççăнах — Швейцарие.
— Ют çĕршыв çыннисем мĕнле йышăнчĕç?
— Питĕ аван. Тайваньре уйрăмах килĕшрĕ. Кашни апатлану ресторанта иртетчĕ, хăна çуртĕнчи номерсем те чаплăччĕ. Вырăнти халăх хăйсене тытма пĕлет, дисциплина вĕсен лайăх аталаннă. Питĕ чĕрĕ, уçă кăмăллă çынсем. Швейцарире урăхларахчĕ паллах. Кирек мĕнле çул çӳрев те тавра курăма, шухăшлава улăштарать. Гастрольтен таврăнсан мана Чăваш патшалăх филармонине Сетнер рольне выляма йыхравларĕç. Ун чухне шăпах «Нарспи» мюзикл хатĕрлетчĕç, Сетнер дублерĕ кирлĕччĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Анчах Сетнер рольне калăплама тивмерĕ. Эпĕ ытларах мюзиклсенче вылярăм. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Кĕнеке туянма укçа кирлĕ пулнăран пасарта тырă сутнă
«Эпĕ паянхи кунчченех ташлама юрататăп. Шкул çулĕсенче тăхтавра полька, вальс ташлаттăмăр. Кĕçĕн классенче Елизавета Родионовна вĕрентекене питĕ килĕштереттĕм. Хĕллехи шартлама сивĕсенче уроксем хыççăн çав учитель пире тутăр çыхтарса киле ăсататчĕ. Класри 44 ачана вăл ручка тытма, вулама-çырма вĕрентнĕ. Пĕррехинче тута çине шатра тухсан килĕнчен ятарласа зеленка илсе килсе сĕрсе янăччĕ. Физкультура вĕрентекенĕ вара пире чупнă хыççăн термосран чей ĕçтеретчĕ. Учительсем пирĕншĕн атте-анне пекех пулнă», — сăмахне пуçларĕ виçĕ ача амăшĕ, 6 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук кукамăшĕ.
Артистка пĕремĕкпе сăйланă
Вера Задорова Патăрьелте çуралса ӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан амăшне 1942 çулта хĕсмете илсе кайнă. 17 çулти хĕре салтак юрри юрласах ăсатнă. Шупашкарти çар заводĕнче мирлĕ пурнăç пуçланичченех снаряд тунă çĕрте тăрăшнă вăл. Çĕнтерӳ хыççăн та унтах темиçе çул ĕçленĕ. «Кукамай чирлесе ӳксен аннене килне чĕнсе илнĕ. Вăл йывăр çын пулса таврăннă. Аттепе иккĕшĕ пĕрлешме шухăшланă-ха, анчах та анне текех Шупашкара каяйман. Мĕншĕн тесен кукамай эпĕ çуралнă çулах çĕре кĕнĕ. Анне вара кукаçине пĕччен пăрахса хăварайман», — çывăх çыннисене аса илчĕ Вера Георгиевна. Амăшĕ Мария Еслюкова «Ленин çулĕ» колхозра ĕçленĕ. Ăна çулталăкне пĕрре çеç ĕç укçи — 100 тенкĕ — тӳленĕ. «Кукаçи эпĕ 5 тултарсан çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Анне мана тăтăшах кӳршĕсем патĕнче хăваратчĕ. Ют çĕрте çывăрас килменнипе вĕсем ыйха путсанах киле вĕçтереттĕм. Эпĕ Патăрьелти 2-мĕш шкулта ăс пухнă. Кĕнеке туянма укçа кирлĕ пулнипе мана пасара тырă сутма кăларса лартатчĕç. Çуллахи каникулсенче Мускава аннен йăмăкĕ патне пĕчченех пуйăспа каяттăм. Дуся аппа шкул валли чаплă çи-пуç туянса паратчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен валли кучченеç те илсе килеттĕм. Вăрттăн хăйне çеç параттăм. Вăл вара пур ачана та валеçетчĕ: канфет, пĕремĕк, печени... Манăн ачалăхпа çамрăклăх питĕ кăсăклă иртнĕ. Утта çӳреттĕмĕр. Юрласа каяттăмăр, юрласа килеттĕмĕр. Лав тӳнсен каçса кайса ăш хытиччен кулаттăмăр. Унтан утта çĕнĕрен тиеттĕмĕр. Ĕçе вĕçлесен Пăла шывĕнче çăвăнаттăмăр. Каçхине кинона, ташă каçне çул тытаттăмăр. Крепков урамĕнче купăспа ташлаттăмăр. Кӳршĕ Толя яланах «Черный кот» юрра купăспа калатчĕ. Кинона 14-шарăн пухăнса каяттăмăр. Кинотеатр хальхи ЗАГС вырăнĕнче ларатчĕ. Инди фильмĕсем пăхса киленеттĕмĕр. Хам пăхнă пĕрремĕш фильма, «Цветок в пыли» ятлăскере, курнă хыççăн йĕрсе тухрăм. Ара, унта кăтартни чуна тыткăнларĕ-ха та! Пĕчĕк ачана вăрманта хăварнине, ун патне çĕлен шуса пынине кам лăпкăн пăхайĕ? Экран çинче хĕрпе каччă ыталанса чуптунă самантра вара фильма тăрук сӳнтеретчĕç. Вара эпир урайне тăпăр-тăпăр! тапаттăмăр. Клубри смотр концертсенчен те юлман эпĕ. Шупашкартан хор килетчĕ. Анчах пире, шкул ачисене, кĕртместчĕç вĕсен концертне. Сцена çинче мĕн пулса иртнине тулта чӳречерен черетпе пăхаттăмăр. Артистсене курас килнĕ ĕнтĕ пирĕн. Хор темиçе кунлăха концерт лартма юлатчĕ. Пĕр-икĕ артиста киле çĕр каçма та кĕртнĕ. Тепĕр кунхине вара вĕсем пире çавăтса концерта илсе кĕретчĕç. Пĕррехинче юрăçсене грузотаксипе лартса янăччĕ. Пĕр артистка мана пĕремĕкпе сăйланăччĕ те эпĕ çав тери савăннăччĕ», — каласа кăтартрĕ хĕрарăм иртнине куç умне кăларнă май. <...>
Валентина СЕЛЕНИНА.
♦ ♦ ♦
СВО пуçлансанах систернĕ: «Диплом илсенех çар операцине тухса каятăп»
«Кара» позывнойпа çӳрет вăл. Ятарлă çар операцийĕнчи пĕрлештернĕ медицина ротин тухтăрĕ. Çирĕм тăваттăри чăваш хĕрĕ. Пĕчĕкренех çар хирургĕ пулма ĕмĕтленнĕскер. Нумаях пулмасть Кара офицера палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пуçаруллă, тăрăшуллă пулнăшăн полк командирĕ Тав хучĕпе чысланă.
Руль умне те ларнă
Карина Егорова Вăрмар округĕнчи Эçпепе ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çынсене сыватас килни чунра пулни тĕллевне пурнăçлама хавхалантарнă. — Карина пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех çар тухтăрĕ, хирург, пулма ĕмĕтленни пирки сочиненире çырнăччĕ. Пĕрремĕш класранах Вăрмарти шкула çӳрерĕ. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ. Аттестатĕнче икĕ «тăваттă» çеç. Тăрăшуллă хĕр вăл. Ялта пурăннă май ачасене ĕçе хăнăхтарнă эпир. Пирĕн хуçалăх пысăккине кура нимĕнле ĕçрен те хăраман, пурне те пурнăçланă. Карина — асли, ун хыççăн — виçĕ ывăл. Иккĕмĕш ывăл та кăçал ЧПУн стоматологи факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Кĕçĕннисем – йĕкĕреш, шкул ачисем, — каласа кăтартрĕ Каринăн ашшĕ Андрей Николаевич. Çемье пуçĕ нумай çул полицире ĕçлет. Вăл Чечняри хирĕç тăрăва та хутшăннă. Çавăнпах-и, тен, çар тумĕллĕ ашшĕне курса, аслă хĕрĕ унран тĕслĕх илсе çирĕп кăмăллă ӳснĕ. Çемьере дисциплинăна пăхăнаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, ĕçрен хăрамаççĕ. Карина, ав, трактор рулĕ умне ларса ашшĕ-амăшне час-часах пулăшнă. — Çынна куçран пăхма хăнăхман вăл. Комбайн рулĕ умне лартсан та хирĕçлеместчĕ пуль. Карина пĕчĕкренех хăйне тĕрлĕ енчен аталантарса ӳсрĕ. Спортра та хастарччĕ. Çăмăл атлетикăна килĕштерчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ăмăртусене хутшăнатчĕ. Сочинени çырма юрататчĕ. Килти ĕçсене яваплăха туйса хатĕрленетчĕ. Урама тухмасăр вĕренетчĕ. Сăвă çырма та кăмăллать вăл. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра унăн ĕçĕсем сăвăсен пуххинче пичетленнĕ. Университета вĕренме кĕрсен те йывăр тесе нихăçан та каламан. Тĕллевне пурнăçлама юратакан хĕр. Вĕреннĕ вăхăтрах медсестрара ĕçлерĕ. Унтан Шупашкарти Калинин районĕн васкавлă пулăшу подстанцийĕнче аслă фельдшерта тăрăшрĕ. Ачасем валли Шупашкарта хваттер туяннăччĕ ĕнтĕ. Студент чухне унта пурăнчĕç. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле хĕрĕме тăрăшуллă, ăслă, ĕçчен пулнăшăн çăмăл машина парнелерĕмĕр. Руль умне ларма кăмăллать вăл. Аслă фельдшерта ĕçленĕ вăхăтра ЧПУран вĕренсе пĕтернĕ май ятарлă çар операцине тухса кайрĕ, — терĕ полици майорĕ Андрей Егоров. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать