Çамрăксен хаçачĕ 28 (6529) № 25.07.2024

25 Июл, 2024

«Чăвашла вĕренсен чун савăнăçпа тулчĕ»

Кашни ыннăн — хăйĕн шăпи. Пурнăне вăл хăй пĕлнĕ, пултарнă пек пурăнса ирттерет. Алена СМИРНОВА та алă усса лармасть, вăй тата ăс çитнĕ таран малалла ăнтăлать. Телее, ăна ăнланакан, пулăшакан çын нумай.

Чи интересли — гримеркăра

— Алена, сана час-часах чăваш эстрада концерчĕсенче куратăп. Пĕрне те сиктерместĕн вĕт. Мĕн туртать-ха культура керменне?

— Эпĕ ачаран артистсен пурнăçĕпе кăсăкланатăп. Мана уйрăмах чаршав хыçĕнче мĕн пулса иртни шухăшлаттаратчĕ: мĕн тăваççĕ-ха унта артистсем? Сцена çине тухма епле хатĕрленеççĕ вĕсем? Çитĕнсен вара концертсене çӳреме пуçларăм. Ача чухне эпĕ чăвашла калаçманнине кура нумайăшĕ тĕлĕнетчĕ: «Мĕн çухатнă эсĕ кунта?» «Мана чăваш юрри-кĕвви килĕшет», — тесе хуравлаттăм.

— Сана, чăваш эстрадин тĕнчи пуçĕпех тыткăна илнĕ — вăл хистенипе тăван чĕлхене çине тăрсах вĕреннĕ эсĕ. Халĕ ав епле илемлĕ калаçатăн.

— Çывăх çынсене мана чăвашла вĕрентме пĕрре мар ыйтрăм. Яланах вĕсем: «Кайран, кайран», — тетчĕç. Килте хам тĕллĕн чăвашла калаçрăм. Машинăра ларса пынă чухне чăваш юррисене итлесе ăнланма пуçларăм. Туссенчен чăваш сăмахĕсене вырăсларан куçарма ыйтаттăм, астуса юлаттăм. Ерипен предложенисем йĕркелеме хăнăхрăм. Хам та сисмерĕм, чăвашла калаçса кайрăм. — Мĕн калам, эсĕ предложенисене самаях тĕрĕс тăватăн…

— Тăван чĕлхене питĕ килĕштеретĕп. Ку эпĕ Чăваш Енре çуралса ӳснипе те çыхăннă пуль. Ача чухне кукамай манпа чăвашла калаçкалатчĕ-ха. Эпĕ вара вырăсла хуравлаттăм. Анчах ӳснĕçем чăвашла калаçманнипе чĕлхене манса кайма пуçларăм. Артистсемпе ирĕксĕрех чăвашла калаçма тивет. Сăмахран, эпĕ маларах Алексей Шадрикова вырăсла ыйту параттăм, вăл вара чăвашла хуравлатчĕ. Вăт вара вăл мĕн каланине вырăсла куçараттăм. Халь унпа чăвашла калаçатăп.

— Тăван чĕлхене вĕренес текен ашшĕ-амăшне, шкула, ыттисене айăпламасть — тытать те вĕренет. Сан тĕслĕхӳ те çакна çирĕплетет.

— Çине тăрсан хăть хăш чĕлхене те вĕренме пулать. Мĕнле майпа — кашни хăй суйлать. Кам словарьпе усă курать, кам педагог, куçаруçă пулăшнипе вĕренет, кам ятарлă курса çӳрет. Эпĕ, ав, тăван чĕлхене концертсем, юрăсем урлă ăса хыврăм. Вĕренес килчĕ те — вĕрентĕм. Йывăрлăхсемсĕр мар паллах.

— Чăваш эстради тăван халăха питĕ кирлĕ апла. Тăван чĕлхене вĕренни сана мĕн пачĕ?

— Чун савăнăçпа тулчĕ. ЮТВ телеканал ирттерекен конкурссене хутшăннă чухне чăваш тумне тăхăнсан мана вăй кĕнине туяттăм. Вăл шалтан тапса тухатчĕ. Тăван чĕлхепе мăнаçланма пуçлаттăм.

— Чăваш артисчĕсемпе çывăх туслашни сана ачаран ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме, чаршав хыçне кĕме, май панă ав…

— Концерт вăхăтĕнче чи интересли гримеркăра пулса иртет пуль. Кунта артистсем еплерех тум улăштарнине, шӳтленине, хумханнине куратăн. Пĕрремĕш хут эпĕ чаршав хыçне ЮТВ телеканал проектне хутшăннă чухне лекрĕм. Эпир, виçĕ хĕр тус, Трактор тăвакансен культура керменĕ умĕнче хĕрлĕ кавирпе утнă хыççăн япаласене гардеробра хăвартăмăр та гримеркăна кайрăмăр, артистсене сăнарăмăр. Кун пеккине залра та, телекуравпа та кураймастăн. Пурте унталла-кунталла чупкалаççĕ, хыпаланаççĕ… Чи пахи — юратнă юрăçпа сăн ӳкерĕнме май пурри. Кашнинпе киленӳ илсе калаçма тăрăшатăп. Туслашсан тум улăштарма пулăшма та пуçларăм. Артистсен пурнăçне астуса юлас тесе сăн ӳкерчĕксем тăватăп. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Кĕсьери телефон чĕркуççине çăлса хăварнă

Вăл 36-ра кăна-ха. Чи çывăх юлташĕпе Андрей Патинпа вара 30 çул туслă. Пĕчĕк чухнех кирек мĕнле йывăрлăхра та пĕр-пĕрне пулăшма сăмах панă вĕсем. Ăна паянхи кунччен те пăрахăçламан.

Виççĕмĕш хут кайсан çеç

«Тăнăç пурнăçра çывăх тусшăн вута-шыва кĕме хатĕр çын сахал. Çапах та эпĕ çĕр çинче çирĕп туслăх пуррине ĕнентеретĕп. Тусăмпа Анрейпа эпир пĕр урамра пурăннă, пĕр шкула çӳренĕ. Çамрăкрах чухне кирек хăш вăхăтра та ним шухăшласа тăмасăрах, хăш-пĕр чухне çур çĕр варринче такси тытсах, пĕр-пĕрне пулăшма васканă. Çав туслăх паянхи кун та çирĕп. Тĕрĕссипе, ятарлă çар операцине те Андрее пула лекрĕм. Малтан вăл контракт çырса тухса кайрĕ. Эпĕ те унпа пĕрлех пуçтарăнтăм. Анчах малтан мана илмерĕç, çавăнпа унпа пĕр чаçе лекеймерĕм», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Шупашкарта çуралса ӳснĕ Руслан Николаев. Руслан — Зинаидăпа Игорь Николаевсен çемйинче йĕкĕреш хăраххи. Унран темиçе минут каярах çут тĕнчене килнĕ йăмăкĕ — Людмила. Русланпа Людмилăсăр пуçне çулталăк аслăрах аппăшĕ Ольга пур. Пĕчĕк чухне виçĕреш евĕрех ӳснĕ вĕсем. Каччă 2006 çулта 53-мĕш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хулари 8-мĕш ПТУна электрика вĕренме кĕнĕ. Спортпа питĕ туслăскер алăпа кĕрешес енĕпе иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса нумай хулана çитнĕ, çĕнтерӳçĕ те сахал мар пулнă. Тренер унра пысăк шанăç курнă. Анчах та 18 çул тултарнă çамрăкăн вĕреннĕ вăхăтрах çемье çавăрма тивнĕ: савнийĕ ача кĕтнĕ. Уншăн халĕ пĕрре те ӳкĕнмест Руслан. Шăпи çапла пулса тухнă тăк мĕнех тăвайăн? Анчах çамрăк çемье çирĕп пулайман, часах саланнă. Хĕрĕпе Василисăпа паянхи кун та тачă çыхăну тытать ашшĕ. Диплом илнĕ хыççăн пурнăç урапи ăна таçта та илсе çитернĕ. Дронсем те пуçтарнă вăл, ун валли тĕрлĕ пайсем те шыранă. Уйрăм предприниматель пек те ĕçлесе пăхнă. Юлашкинчен поварта тăрăшнă. Шупашкарта, Мускавра кафе-ресторанта ĕçленĕ. Тепĕр хут çемье çавăрсан мăшăрĕпе иккĕшĕн ывăл Эльдар çуралнă. Анчах каллех çемье урапи кукăр-макăр çулпа чупма тытăннă. Куншăн вара Руслан çав тери пăшăрханнă. Çемье аркансан Русланшăн питĕ йывăр вăхăт пуçланнă. Килтисем те, çывăх юлташĕ те ăна хавхалантарма тăрăшнă, анчах вĕсен сăмахĕ аманнă чуна витереймен. Тĕлĕкре Николай Угодник килсе: «Руслан, хуçăлса ӳкме кирлĕ мар, малашлăха пăх», — тесе калани арçынна пурнăç çине урăхла пăхма хистенĕ. Руслан чиркĕве çӳреме пуçланă. Канăçлăхне пĕчĕккĕн унта тупнă. Кĕçех ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Русланăн юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри унта хăйсен ирĕкĕпе кайма тытăннă. Хальччен Руслан Николаев çарта пулса курман. 18 çул тултарсан хĕр пĕрчийĕ ытла пĕчĕк пулнăран салтака илес вăхăта тăснă. Каярах тата урăх сăлтавсем тупăннă. Руслан та юлташĕсемпе пĕрле контракт çырса пăхнă. Дронсемпе ĕçлеме пĕлнĕрен оператор тивĕçне лайăх ăнланнă вăл. Çав енĕпе каясшăн пулнă — ăна тӳрех илмен. Вара вăл Шупашкарти Раççейри ĕненӳшĕн асап курса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсен чиркĕвне повара ĕçе вырнаçнă. Анчах хăй ирĕкĕпе СВОна каяс ĕмĕтне пăрахăçламан. Андрей контракт çырса тухса кайсан тепре çар комиссариатне çул тытнă. Ку хутĕнче те ăна илсе кайман. Виççĕмĕшĕнче çеç, 2024 çулхи çу уйăхĕнче, арçыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хăй ĕçлекен чиркӳри çынсем ăна çывăх тăванне ăсатнă пекех ăсатнă. Çветтуй Георгий турăшне, унсăр пуçне Кăшарни шывне парса янă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Килти тутлăрах, усăллăрах

Суетновсем патшалăх пулăшнипе пысăк хуçалăх йĕркеленĕ

Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнчи Суетновсен çемйинче сыр юратса çиеççĕ. Ăна вĕсем хăйсемех хатĕрлеççĕ. 2021 çулта çемье пуçĕ Владимир Александрович ĕне сĕтне туса илес енĕпе социаллă контракт çырнă. Производствăна аталантарма 250 пин тенке тивĕçнĕ.

Ялта çурт туяннă

Хуçалăхĕ те пĕчĕк мар: 5 ĕне, 1 вăкăр тата 5 пăру усраççĕ. Чĕрĕ тавара сĕт пуçтаракана та параççĕ, ял-йыша та сутаççĕ. «Упăшка выльăх-чĕрлĕхе хăех пăхать. Эпĕ вара пулăшу кирлĕ чухне яланах çумра», — пĕлтерчĕ арăмĕ Татьяна Николаевна. Суетновсем пĕрремĕш ĕнене 3 çул каялла хăйсем валли тесе туяннă. Çав çулах Владимир Александрович хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. «Хăй вăхăтĕнче кукамайпа кукаçи карта тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Çавăнпа та ку — пирĕн юнра», — хушса хучĕ Татьяна Суетнова. Сăмах май, ку нумай ачаллă çемьешĕн патшалăхран тивĕçнĕ пĕрремĕш пулăшу кăна мар. Суетновсем «Çамрăк çемье» программăпа усă курса ялта çурт туяннă. «Патшалăх пулăшăвне тивĕçсен эпир яла куçса кайма шухăшларăмăр. Пирĕн вăтам ачан сывлăхĕ хавшакрах. Килте туса илнĕ апат-çимĕç çав-çавах усăллă. Çитменнине тата ун чухне пандеми пуçланнăччĕ. Ĕçсĕр юлас мар тесе эпир хамăр районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытрăмăр. Мăшăр вăл вăхăтра вахта мелĕпе Мускава çӳретчĕ. Пире центрта соцконтракт çырма сĕнчĕç. Мăшăр шухăшларĕ те: «Атя, тытăнса пăхар», — терĕ. Эпĕ ăна çак ĕçре хавхалантарса кăна тăтăм», — пĕлтерчĕ Татьяна Николаевна. Выльăх-чĕрлĕхе пăхма, вĕсем валли апат хатĕрлеме ашшĕ-амăшне ачисем пулăшаççĕ. Суетновсен 3 ывăл çитĕнет. Александрпа Федор шкулта ăс пухаççĕ. Асли 8-мĕш класс пĕтерсе 9-мĕшне куçнă, вăтамми — 3-мĕшĕнчен 4-мĕшне. Кĕçĕнни Даниил ача садне çӳрет, çитес çул 1-мĕш класа кайма хатĕрленет. Суетновсем социаллă контрактпа килĕшӳллĕн, хальлĕхе халăх валли сĕт туса илсе тирпейлес енĕпе кăна тимлеççĕ. Производствăна малалла анлăлатас шухăшсем те пур вĕсен. Çемье сыра хăйсем валли кăна мар, халăх валли те туса илесшĕн. Татьяна Николаевна çак тутлă çимĕçе, ытти кил хуçи арăмĕсем пекех, интернетра рецептсем пăхса тума вĕреннĕ. Çакă уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Кăçал социаллă контрактăн вăхăчĕ вĕçленет, çавăнпа та çемье çĕнĕ ĕçе аталантарса пырса сыр бизнесне уçма палăртать. Чĕр чунсене юратать Владимир Александрович тул çутипе вăранать те тӳрех выльăх-чĕрлĕх патне васкать. Татьяна Николаевна та ĕçрен таврăнсан мăшăрне пулăшма тухать. Чĕр тавара сăрăхтарса банкăсене тултарать, саккассем йышăнать. Мăшăрĕ выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрмашнă вăхăтра Татьяна Николаевна пахчара тимлет. Тĕттĕмленсен тин ĕç пĕтет. «Канмалли кунсемсĕр ĕçлетпĕр. Кӳршĕсем ирĕк панипе эпир вĕсен лаптăкĕсенчен утă çулса илетпĕр, çавăн пекех туянатпăр та. Малашне патшалăх пулăшсан трактор туянма та ĕмĕтленетпĕр», — палăртрĕ Татьяна. Вăл чĕр чунсене юратмасан яла ура ярса та пусмалла маррине ĕненет. «Выльăх-чĕрлĕх те çынсем пекех: туять, ăнланать. Вĕсене те тимлĕх кирлĕ. Вĕсем валли тырă туянмалла, утă хатĕрлемелле, чирлесен — ветеринара чĕнмелле. Ĕнесем — тĕлĕнмелле чĕр чунсем. Авă пирĕн анкарти хыçĕнче улмуççисем ӳсеççĕ. Хайхисем чĕввĕн тăрса пан улми патне кармашаççĕ, çăварĕпе татса илсе çиеççĕ. Епле ăслă вĕт!» — хушса хучĕ кил хуçи арăмĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Темшĕн çав ачан амăшĕ пулас килчĕ»

Çĕнĕ Шупашкарти Валентина аптекăра провизорта ĕçленĕ, Хусанта интернатурăра вĕреннĕ. Икĕ аслă пĕлӳллĕскер ăнăçлă карьера пирки ĕмĕтленнĕ. «Виççĕмĕш ачана çурататăп та малалла ĕçлĕп», — шухăшланă вăл. Çук иккен, Туррăн хăйĕн планĕсем…

Пурнăç тĕпрен улшăннă 2007 çулта Валентинăпа Александр Мешковсен çемйинче хăйне евĕр хĕрача çуралнă. Тухтăрсем унăн Даун синдромĕ пулнине палăртнă. «Ку пирĕншĕн кĕтмен те хăрушă хыпар пулчĕ. Унсăр пуçне те ытти диагноз нумайччĕ. Кун пек ача çуралсан чылайăшĕ больницăра пăрахса хăварать. Пире те тухтăрсем тем те пĕр каласа хăратрĕç: «Кун пек ача мĕн тума кирлĕ? Вăл сире те палламĕ». Амăшĕсем çакна ĕненеççĕ, ачана пăхаймасран хăраççĕ, пурнăç пĕтрĕ тесе шухăшлаççĕ. Упăшка: «Темле пулсан та, ку пирĕн ача. Начар шухăшсене пуçран кăларса ывăт», — терĕ те калаçу вĕçленчĕ. Манăн пепкеме часрах йăтса больницăран тухса тарас килчĕ. Çавăн пек çуралнăшăн вăл айăплă мар вĕт-ха. Кун пекки кирек камăн çемйинче те пулаять. Пире Турă ăна ахальтен паман. Çакна тӳрех мар, кайран ăнлантăм эпĕ. Кирлĕ мар çынсем сирĕлчĕç. Эпĕ «хĕвеллĕ» ача ӳстерекен чылай амăшĕпе хутшăнма тытăнтăм, интереслĕ çынсемпе паллашрăм. Анечка çуралнă хыççăн пурнăç тĕпрен улшăнчĕ, вăл туллирех те, пуянрах та», — каласа пама тытăнчĕ нумай ачаллă амăшĕ. Валентина Михайловна Даун ачана епле аталантармалли пирки интернетра тăтăшах информаци шыранă. Ытти ачасем епле ӳснине пĕлес килнĕ унăн. Çапла майпа вăл ашшĕ-амăшĕ пăрахса хăварнă Даун ачасене ӳстерекен учреждени сайтне лекнĕ. «Страницăна уçсан «хĕвеллĕ» хĕрачана Алинăна куртăм. Чун пăчăртанса ыратрĕ. Вăл манăн Анечка пекехчĕ. «Ăна хамăр пата илсе килсен аван пулмалла та…» — сăрхăнса кĕчĕ пуçа шухăш. Темшĕн çав ачан амăшĕ пулас килчĕ. Ку мĕн тери тăрлавсăр шухăш пулнине хам та ăнлантăм. Çавăнпа упăшкана çăвар уçма та хăрарăм. Эпĕ компьютерта çав ачан сăн ӳкерчĕкне пăхса ларнине хĕрпе ывăл курчĕç те: «Ку пирĕн Анечка-и?» — тесе ыйтрĕç. «Ку урăххи, ăна ашшĕ-амăшĕ пăрахса хăварнă», — хуравларăм эпĕ. «Пирĕн ача пултăр-ха вăл, атя ăна илсе килетпĕр», — ыйтрĕç аслă ывăлпа хĕр. Вара тин упăшкана каларăм. Вăл шухăша тӳрех ырламарĕ: ахаль те 3 ача-çке пирĕн, кĕçĕнни хăйне евĕрлĕ тата. Çине тăмарăм. Тепĕр уйăхран хăех документсем пуçтарма сĕнчĕ. Алина Мускаври ача çуртĕнче пурăнатчĕ. Пĕтĕмпех хатĕр пулсан, усрава илекен ашшĕ-амăшĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан унпа паллашма кайрăм. Вăл — ăнăçлă çамрăк çемьерен, пĕрремĕш ача. Диагноза пĕлсен пысăк çĕрте ĕçлекен ашшĕ-амăшĕ йывăрлăхсене тӳсеймесрен хăраса ăна йышăнман. Алина Анечкăран 4,5 уйăх аслăрах кăна. 2009 çулта раштав уйăхĕнче хамăр пата илсе килтĕм. Иккĕшне выляса ӳсме аван пулĕ терĕмĕр. «Йăл куллишĕн савăнтăм» Ача çуртĕнче ӳснисем япăхрах аталанаççĕ. Анечка калаçма тытăннăччĕ ĕнтĕ, Алина упа çури пек хулăн сасăпа мĕкĕретчĕ. Хытă макăрнă теместĕп. Амăшĕ пепке çуралсанах ăна алла илет, кăкăр çитерет, юратать, ачашлать, юрласа çывăратать... Ача çуртĕнчи тĕпренчĕксем амăшĕн ăшшине туйса курман. Вĕсем макăрсан пырса алла илекен çук та йĕме те пăрахаççĕ. Ку стресс кайран та палăрать. Усрава илекен ашшĕ-амăшĕн куншăн хăрамалла мар. Ачана тимлĕх, юрату парнелесен кайран пĕтĕмпех иртет, йĕркеленет. Çав хушăра кăна чăтăмлăх кирлĕ. Алина малтанах ютшăнатчĕ, туйăмĕсене палăртмастчĕ. Кайран, ăна юратупа шăварса тăнă хыççăн, вăл чечек евĕр уçăлма тытăнчĕ. Анечкăпа иккĕшĕ вылянă чухне пĕрремĕш хут çепĕç сассипе кулса ярсан савăннипе куççуль тухрĕ, ӳт тăрăх сив шатри чупса иртрĕ. «Алина, эсĕ мĕн тери хитре кулатăн!» — тесе ачана ыталарăм. Вăл савăнма, кулма, йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе интересленме тытăнчĕ, сасси уçăлчĕ. Кайран аталанăвĕпе Анечкăран иртсе кайрĕ. Массаж, бассейн, спорт кĕлеткине пиçĕхтерме пулăшрĕç. Музыка, ташă… — ачасене темпе те кăсăклантартăмăр. Малтанах пире ниçта та питех хапăл пулмарĕç. Кун пек ачасемпе ĕçлеместпĕр тесе хирĕçлерĕç. Тхэквондо тренерĕ йышăнма килĕшрĕ те ачасем унта хаваспах çӳреме тытăнчĕç. Тӳрех мар пулин те, ачасем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Кайран ăмăртусене кайма тытăнчĕç, малти вырăнсем йышăнса савăнтарчĕç. Вĕсем хыççăн «хĕвеллĕ» ытти ачасем те килчĕç. Хĕрачасене ахаль садикех ятăмăр. Кайран ятарлине куçартăмăр. Эпĕ шухăшланă тăрăх, вĕсен сывă ачасемпе хутшăнмалла. Пĕрле аванрах аталанаççĕ. Сывă ачасен те пĕлмелле — обществăра çавăн пек çынсем те пулаççĕ. Ӳсерехпе Çĕнĕ Шупашкарти коррекци шкулне çӳреме тытăнчĕç. Пăхасси йывăр пулчĕ теместĕп. Мĕн чухлĕ юрату парнелеççĕ вĕсем! Ахальтен мар вĕсене «хĕвеллĕ» теççĕ. Чунра йывăр чухне Алина: «Аннеçĕм, сана питĕ юрататăп, ан кулян», — тесе ыталать те пĕтĕмпех манăçать. Çавăн пек ачасем панăшăн Турра тав тăватăп», — хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ йывăрлăхсенчен хăраман хĕрарăм. Мешковсен çемйинче пурăна киле тата тепĕр ывăлпа хĕр çуралнă. Çапла Александр Геннадьевичпа Валентина Михайловна 6 ача ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă. Халĕ вĕсем Алинăна опекăран хăтарса усрава илесшĕн. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.