- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 27 (4898) № 18.07.2024
Ăна кашни пленэрта ÿкереççĕ
Патăрьел округĕнчи Турхан ялĕнче утă уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен Алексей Кокель ячĕллĕ XVII Пĕтĕм тĕнчери пленэр-симпозиум иртрĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă ӳнерçĕсем вун икĕ кун çĕнĕ ӳкерчĕксем турĕç, хăйсен ытарайми ĕçĕсемпе курма килекенсене савăнтарчĕ. Унта Чăваш Енрен, Мордовирен, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Мари Элтан, Мускавран тата Хабаровскран пултаруллă çынсем килнĕ. Çавăн пекех Беларуçри хастар ӳнерçĕсем те хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем инçе çула парăнтарса килни — Турхан шкулĕшĕн кăна мар, пĕтĕм Чăваш Еншĕн, мĕн пур Раççейшĕн пысăк савăнăç.
УНĂН СĂНАРĔ — ЧЫЛАЙ ŸНЕРÇĔН ĔÇĔНЧЕ
Ӳнерçĕ — пурнăçри чăн асамçă. Унăн ĕçĕсене куратăн та тĕлĕнетĕн: этем алли çавăн пек илемлĕ ĕçсем тума пултараять-ши тесе ирĕксĕрех шухăшлама тытăнатăн. Асăннă пленэрта «çуралнă» ӳкерчĕксенче пурнăç вĕресе тăрать, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ, унăн илемĕ кашни тĕсре, кашни йĕрте палăрать. Тĕслĕхрен, пĕр ӳкерчĕкре шухăша путнă хӳхĕм те сăпайлă чăваш пики аяккалла пăхса ларать. Тепĕр самантранах вăл куçне хупса ассăн сывласа ярассăн туйăнать. Кунта Патăрьел округĕнчи Турхан шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекен Людмила Ершовăн сăнне хут çине куçарнă. Хĕрача кашни çулах çак мероприятие хутшăнать. Унăн таса та черчен сăнарне чылай ӳнерçĕ хăйĕн ĕçĕсенче усă курнă. — Сехечĕ-сехечĕпе пĕр вырăнта хускалмасăр ларма, паллах, йывăр. Анчах ӳнерçĕ аллинчен тухнă хатĕр картинăна курсан ывăнни пирки пачах манатăн, — пĕлтерчĕ хĕрача.
ПЛЕНЭРСЕНЕ ХУТШĂНАТЬ, ТЕАТР КРУЖОКĔ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ
Люда хăй те калама çук хитре ӳкерет. Вăл Валентин Сергеев ертсе пыракан Турханти ӳнер шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Яланах пленэрсене хутшăнать, тăрăшулăхĕпе ытти ӳнерçĕрен пĕрре те кая мар. Пушă вăхăтра та киçтĕке алăран ямасть. Люда Ершова — «Ровесник» театр кружокĕн ертӳçи. Сăмах май, кашни çулах вĕсем пленэра килнĕ хăнасене «Кокель» ятлă сценка кăтартаççĕ. Хĕрача пăхмасăр сăвă вулама кăмăллать, тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене тивĕçет. 2021 çулта иртнĕ «Айхи вулавĕсем» видеоконкурсра призер пулнă вăл. Спортпа та туслă Люда. Çăмăл атлетика ăна уйрăмах килĕшет, ку енĕпе секцине çӳрет. Йĕлтĕрпе чупассипе те ăна çитекен сахал. — Эпĕ кашни кунах çуран чупатăп, тĕрлĕ хăнăхтару тăватăп. Спортра чи кирли — дисциплина. Паллах, унсăр çитĕнӳ пулмасть. Çавăнпа ăна çирĕп пăхăнатăп, — тет вăл. Люда — шкулти «Зарница» ушкăнĕн командирĕ. Нумай пулмасть вăл ертӳçĕсен хушшинче иртнĕ тупăшура мала тухса «Чи лайăх ертӳçĕ» пулса тăнă. Хĕрачан çитĕнĕвĕсем унпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Вăл волонтер ĕçĕнче те хастар. Ытларах хăйне эковолонтер тесе палăртать. — Эпир, эковолонтерсем, çут çанталăк хӳтĕлевçисем. Çӳп-çап пуçтарасси, йывăç- курăк лартасси, чĕр чунсене пулăшасси, кайăк-кĕшĕке тимлĕх уйăрасси… — çакă пирĕн тивĕç. Тавралăха упрамасан, çĕранне мĕн панипе киревсĕр усă курсан çыннăн малашлăхĕ те ырăпа вĕçленмĕ, — тет çамрăк эколог. <...>
Елена КИРИЛЛОВА.
♦ ♦ ♦
Письмо неизвестному солдату
Мы, мирные жители, не видим всех ужасов, происходящих в мире, не знаем, что значит специальная военная операция на самом деле. Мы, как и раньше, живем тихо и спокойно. Все это благодаря храбрым солдатам, которые под страхом смерти защищают нашу страну и оберегают нас от невзгод.
Чтобы хоть немного поддержать защитников Отечества, ребята из деревень Нижнее Турмышево и Верхнее Атыково Батыревского округа решили написать им письма. 10 июля работники Нижнетурмышевского сельского дома культуры собрали детей из вышеупомянутых деревень и устроили мероприятие, посвященное нашим отважным бойцам. Ребята, усевшись за стол, писали на чистых листках бумаги наилучшие пожелания, добавляли красочные рисунки, чтобы нагляднее показать свои мысли. С их лиц не сходила улыбка, радость переполняла каждого. Важно заметить ‒ все они сворачивали письма в треугольник. Таким образом подрастающее поколение смогло отдать дань уважения своим прадедам, которые также бесстрашно сражались за Родину. Письмо кажется для нас чем-то незначительным и малополезным, но для солдат, изнеможенных на поле битвы, оно равносильно надежде на лучшее, с верой в то, что их дома кто-то ждет. «Мы не раз отправляли солдатам из Чувашии подобного рода поддержку. Говорят, что бойцы, читая эти письма, смеются, радуются, тоскуют и даже плачут. Они благодарят нас за наши труды. Значит все, что мы делаем ‒ не зря. От этой мысли у самой наворачиваются слезы. Слезы радости…» ‒ поделилась культорганизатор Нижнетурмышевского сельского дома культуры Наталья Ильина. После написания писем ребята дружно принялись за плетение маскировочных сетей. Занятие было не менее увлекательным, чем предыдущее. Дети быстро научились пользоваться рабочими материалами и в скором времени доделали одну из сетей. Ученица 4-го класса Первомайской школы Карина Петрова поделилась своими впечатлениями о данном мероприятии: «Я понимаю, солдатам сейчас нелегко, и слова поддержки ‒ это меньшее, что мы можем сделать для них. Но я надеюсь, что мое письмо сможет хоть немного скрасить горькую учесть бойцов и вселить в них уверенность в завтрашнем дне». <...>
Лена КИРИЛЛОВА, Батыревский округ, Нижнее Турмышево.
♦ ♦ ♦
«Эпир те Çĕр чăмăрне пулăшаятпăр»
Çут çанталăк хăйне усал тăвакана – усалпа, юратакана ырăпа тавăрать. Экологи ыйтăвĕ хальхи вăхăтра аслисене кăна мар, шкул ачисене те пăшăрхантарать. Çавăнпа вĕренӳ учрежденийĕсенче эко-отрядсем йĕркеленеççĕ, кружоксем ĕçлеççĕ. Çамрăк экологсем тĕрлĕ акцие, мероприятие, конкурса хутшăнса хăйсен хастарлăхне кăтартаççĕ çеç мар, çут çанталăка пĕр пĕчĕк пулăшу та пулин пама тăрăшаççĕ. Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăк шкулĕнче вĕренекен Наталья Алексеева та шăпах ку йышра. Тавралăха сиен кӳрсен чĕр чунсене, ӳсен-тăрана, çынна, Çăр чăмăрне йывăр пулнине хĕрача лайăх ăнланать.
ИНТЕРНЕТ УÇЛĂХĔНЧЕ КУРНĂ ТА…
Алексеевсен çемйи Чурачăк ялĕнчех пурăнать. Тĕрĕссипе, вĕсен йăхĕнче çак кăткăс наукăпа кăсăкланаканни пачах пулман. Шăпах Наташа ку енĕпе çул уçакан тесен йăнăш мар. — 6-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне экологипе интересленме тытăнтăм. Интернет уçлăхĕнче ларнă чухне куç тĕлне пĕрин хыççăн тепри ку енĕпе иртекен тĕрлĕ мероприяти, акци, конкурс пирки çырнă постсем лекетчĕç. Ыттисем пекех эпĕ те хамăрăн Çĕр чăмăрне усă кӳме, ăна пулăшма пултараятăп-çке. Çак тĕллевпех тĕрлĕ çĕрте хутшăнма пуçларăм та, — аса илчĕ Наташа. Таврари тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн тăрăшакан хĕрача экологи енĕпе иртекен мероприятисене никам каламасăрах, хистемесĕрех хăй тĕллĕн хутшăнать. Кашни çуркуннех Çĕрпӳ хулинче, округра, ялта е шкулта субботниксем йĕркелеççĕ. Наташа айккинче юлмасть. Паллах, вĕсем пирки интернетран вуласа пĕлет, ятарлă сайтра регистрациленсе палăртнă кун çав вырăна çитме васкать. ШКУЛ АЧИСЕМПЕ ТĔЛПУЛУСЕМ ИРТТЕРЕТ Çут çанталăка упрасси — пирĕн тивĕç. Вăл таса мар пулсан хĕвелĕ те урăхларах пăхнă евĕр туйăнать, хăйĕн ăшшине парнелеме пăрахать, çумăрĕ кирлĕ чухне çумасан пахча çимĕçĕ ăнса пулмасть… Апла ăна кӳрентермелле мар. Çакна тĕпе хурать те ĕнтĕ Наташа. Хăй хутшăнни кăна мар, ыттисене те ку ĕçе явăçтарма тăрăшать вăл, ачасемпе тĕлпулусем йĕркелет. «Вĕрентӳ вырсарникунĕ» проектпа килĕшӳллĕн, ытти хастарпа вĕсем Çĕрпӳри 1-мĕш, 2-мĕш тата Михайловка шкулĕсене çитсе унти ачасемпе тĕл пулнă. Çуллахи каникулта Чурачăк шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ лагере çӳрекенсемпе те экологи ыйтăвĕсене хускатать Наташа. Шăпăрлансемпе пĕрре кăна мар субботник ирттернĕ, шкул йĕри-тавра тирпей-илем кĕртнĕ. — Ку ĕçе ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Кашни отряда пĕрер лаптăк уйăрса паратпăр. Субботнике ăмăрту евĕр ирттерме тăрăшатпăр: хăшĕ нумайрах çӳп-çап пуçтарать, камăн лаптăкĕ ыттисенчен тасарах… Çак номинацисенче кайран çĕнтерӳçĕсене палăртатпăр, Хисеп хучĕ парса хавхалантаратпăр. Субботник вĕçленнĕ хыççăн ачасем килĕсене, ывăннă пулсан та, хаваслă кăмăл-туйăмпа саланаççĕ. Хăшĕ-пĕрин малалла та унашкал ĕçсене хутшăнас ĕмĕт çуралать. Унсăр пуçне эпир экологи темипе çыхăннă ӳкерчĕксен конкурсне те ирттеретпĕр. Лагере çӳрекенсем унта хутшăнса хăйсен хастарлăхне, пултарулăхне кăтартаççĕ. Шкулта усă курнă батарейкăсене те пуçтаратпăр. Сăмах май, икĕ шăллăма тавралăхшăн хамăрăнах тăрăшмаллине яланах калатăп. Саккăрмĕш класа каякан Николай акцисенче, субботниксенче пĕрмай хастар, — хăйĕн юратнă ĕçĕ çинчен каласа кăтартрĕ Наташа. Хĕрача çавăн пекех пластмасс кĕленче пуçтарас, ăна çуса тасатас ĕçсенче те маттур. Çавăн пекех вăл чĕр чунсене юратать. Ытти волонтерпа пĕрле кашни çулах Шупашкарти приютра пурăнакан йытăсем валли апат кайса парать. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Хăнара — Валентин Михайлович
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула мĕн чухлĕ йывăрлăх тӳссе ирттермен-ши пирĕн халăх? Кашни çемьенех пырса тивнĕ вăл. Вăрçă хирĕнче пулнисем, çак йывăрлăх витĕр тухнисем çултан-çул сахалланса пыраççĕ.
Пирĕн ялта та вĕсем çук. Анчах ачалăхĕ çав вăхăта лекнисем пур-ха. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен пĕлмеллех. Çак тĕллевпе эпир хамăр шкула Валентин Михайлова чĕннĕччĕ. Тĕлпулăва питĕ кĕтрĕмĕр, тĕрлĕ ыйту хатĕрлерĕмĕр. Валентин Михайлович Михайлов 1931 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Михаил Максимович Граждан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Амăшĕ Ксения Ивановна ку ялтах çуралса ӳснĕ. Михайловсем ултă ача çуратса ӳстернĕ: асли — Николай, иккĕмĕшĕ — Валентин, ун хыççăн Манефа, Петĕр, Михаил тата Иван. Валентин Михайловичăн ачалăхĕ шăпах вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Тăхăр çултанах ĕçе пикеннĕ вăл: кĕтӳçĕ те пулнă, ака-сухара та вăй хунă, йывăç касма кайма та тивнĕ, лаша та пăхнă. Вун пилĕк çултан «Арапуç» ятлă колхозра вăй хума пуçланă. 19 çул тултарсан Валентин Михайлович çар ретне тăнă. Виçĕ çул çурă службăра тăнă, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Лăпкă океан флотĕнче моряк пулнă. Тăван яла таврăнсан колхозра шоферта ĕçлеме тытăннă. Çирĕм сакăр çулта Энĕшпуç хĕрĕпе, Нина Соколовăпа, çемье çавăрнă. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ, тивĕçлĕ воспитанипе аслă пĕлӳ панă. Валентин Михайлович халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Унăн ĕç стажĕ аллă çул. Паянхи кун килти хуçалăхра тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Валентин Михайловичăн «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ветеранĕ» наградăсем пур. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе вăхăчĕ сахал мар иртнĕ пулин те çак çулсем йывăрпа аса килеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшне кашниех астăвать. Эпир те, ачасем, куляннă, макăрнă та. Çапах мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Эвакуациленнисем пирĕн яла килни халĕ те асра. Пĕрисен ывăлĕ Станислав, 1927 çулхи каччă, фронта пирĕн патран тухса кайрĕ. Пурте пĕр тан ĕçленĕ: вăрман та каснă, кĕтӳ те кĕтнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ пирки Иван пичче пĕлтерчĕ. Çав кун ырă хыпар илтсен шкулта ачасене вĕрентмерĕç. Пуриншĕн те пысăк уяв пулчĕ. Пĕтĕм çын савăнчĕ. Çакă паянхи кун та асра, — иртнине тепĕр хут куç умне кăларчĕ Валентин Михайлович. <...>
Максим СПИРИДОНОВ. Вăрмар округĕ, Арапуç шкулĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать