Хресчен сасси 25 (3015) № 3.07.2024

3 Июл, 2024

Çемье хаклăхĕсене тĕпе хураççĕ

Çемьере йăла-йĕркене пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ, паха. Çапла шухăшлаççĕ Элĕк округĕнчи Тимĕрçкассинче пурăнакан Павловсем.

Çак çемьере сывă пурнăç йĕркине пăхăнассине, пĕр-пĕрне пулăшассине, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та ăшă сăмахпа хавхалантарассине йăлана кĕртнĕ. Канмалли кунсенче вара Павловсем йышпа кĕрекене лараççĕ. Сĕтел хушшинче техĕмлĕ апатпа, тутлă чейпе сăйланса кун мĕнле иртнине сÿтсе яваççĕ. Уявсенче наци апатне хатĕрлессине те йăлана кĕртнĕ. Акă нумаях пулмасть округра иртнĕ Акатуйра амăшĕпе хĕрĕсем, мăнукĕсем хуран кукли пĕçернĕ.

Любовь Анатольевнăпа Алексей Васильевич 25 çул каялла çемье çавăрнă, вĕсем 5 ачана ура çине тăратаççĕ. Павловсем пысăк çурт хăпартнă, унта ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланаççĕ. Çемье «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри амăшĕн капиталне тивĕçнĕ, патшалăх уйăрнă укçапа çурт çĕклеме илнĕ кредита тÿлесе татнă.

Любовь Анатольевнăпа Алексей Васильевич пĕр-пĕрне шкул саккинченех лайăх пĕлеççĕ. Алексей Павлов пулас мăшăрне пуçламăш класра вĕреннĕ вăхăтрах куç хывнă. «Ку пирĕн класри чи хитре хĕрача», — пĕррехинче юлташĕ Любовь пирки çапла каланă. Кун хыççăн Алексей чиперккене кашни кун сăнама тытăннă. Унтан вĕсем спорт ăмăртăвĕсене пĕрле çÿренĕ. Аслăрах классенче вара туслăх майĕпен юра тăва куçнă, каярахпа çамрăксем çемье çавăрнă. Кил хуçи пĕр вăхăт агрономра та, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче те тăрăшнă. Мăшăрĕ кирпĕч заводĕнче, шкулта, ача садĕнче ĕçленĕ. Нумай ача амăшĕ республикăри «Анне» палла та тивĕçнĕ. Сăмах май, Любовь Анатольевна хăй те йышлă çемьере çитĕннĕ.

Павловсен аслă ачисем Эмилийăпа Сергей йăваран вĕçсе тухнă ĕнтĕ, халĕ хăйсем те çемьеллĕ. Никита Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче вĕреннĕ. Халĕ вăл ял хуçалăхĕ енĕпе тăрăшать, çырла çитĕнтерет. Полинăпа Ульяна ялти шкулта ăс пухаççĕ. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ

♦   ♦   ♦


Тыл ĕçченĕсен пурнăçне пир çине тĕрленĕ

Куславкка округĕнчи Чăрăшкассинче пурăнакан Зоя Белоусова икĕ çул каялла тĕрлеме тытăннă. Ял клубĕнчи ал ĕç ăстисен кружокне çÿрени ăна йĕппе çипе алла тытма хавхалантарнă.

— Ал ĕçĕ тума, паллах, ача чухнех хăнăхнă. Анне çыхатчĕ, çĕлетчĕ, тĕрлетчĕ... Эпĕ те унран вĕренсе пынă. Шкул çулĕсенче те хĕрачасем ĕç урокĕсенче ал ĕçĕ тунă. Университетра вĕреннĕ чухне чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллашнăччĕ. Вăл вăхăтра ку ĕçпе аппаланма ерçеймен. 2022 çулта кăна тĕрлеме пуçларăм, — пĕлтерчĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Сăмах май, Зоя Николаевна Куснарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан малтан Канашри педагогика училищинче, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл Шупашкарти 157 тата 82-мĕш ача сачĕсенче 37 çул ытла тăрăшнă. Икĕ ывăла пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван яла пурăнма куçнă.

Çак кĕске тапхăрта вăл чăваш тĕррипе илемлетнĕ чылай япала ăсталанă. Ĕçĕсене тăванĕсемпе çывăх çыннисене парнеленĕ. Тĕслĕхрен, ашшĕ вилнĕ хыççăн тунă паннона килти стена çине çакнă. Пĕлтĕр Зоя Николаевна округ тата республика конкурсĕсене хутшăннă, вĕсенчен дипломпа таврăннă. Черетлĕ ĕçне — тĕрленĕ панно — вăл хÿтĕлев чикки тума хутшăннă кукамăшне тата тыл ĕçченĕсене халалланă. Ку ĕçе тăвас шухăш пĕлтĕр конкурс вăхăтĕнче çуралнă-мĕн, Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн ĕçе пуçăннă. Нумаях пулмасть вăл паннона Чĕмсĕр чикĕсене тума хутшăннисене халалласа уçнă музее /вăл Куславкка округĕнчи Аслă Куснар çывăхĕнче вырнаçнă/ парнелерĕ. «Çĕнтерÿшĕн, çĕршыв пуласлăхĕшĕн ырми-канми, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне ялан асра тытасчĕ», — терĕ тĕрĕçĕ.

Зоя Белоусова каланă тăрăх, унăн кукамăшĕ Клавдия Павловна 1904 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чĕнер ялĕнче çуралнă. «13-ре чухне ăна Куславкка районĕнчи Пишенкассинче пурăнакан пиччĕшĕ усрава илнĕ. Вĕсен çемйинче ача пулман. Клавдия çав килте ÿснĕ. 1925 çулта хĕр кÿршĕ каччипе Егор Петровпа çемье чăмăртанă. Çамрăк мăшăр упăшкин ашшĕ-амăшĕн килĕнче тĕпленнĕ. 1927 çулта вĕсен пĕрремĕш ачи Лидия çут тĕнчене килнĕ, 1929 çулта — Дмитрий», — каласа кăтартрĕ Зоя Николаевна. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.