- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 23 (1353) № 20.06.2024
Нимĕнле яваплăхран та шикленсе пăрăнман
«Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта çуралса ӳснĕ эпĕ», — пуçларĕ калаçăва Елчĕк округĕнчи Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Надежда Кузнецова.
«Мерчен» тыткăнласан
Патăрьел тăрăхĕнчи Сител ялĕнче кун çути курнă хĕр пĕрчи чăнласах тавралăх илемĕпе киленме юратнă. Çу пуçламăшĕнче шавласа юхакан Пăла, каш! кашлакан хырлăх, сулхăнĕпе астаракан хутăш вăрман… «Атте-анне шăллăмпа иксĕмĕре, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, — каласа кăтартрĕ Надежда Михайловна. — Вĕсемпе пĕрле çӳресех эпир çырла пуçтарма, кăмпа паллама вĕрентĕмĕр. Мĕн тĕрлине пухман пулĕ вăрманта! Ӳсерехпе пĕр касри ачасемпе пуçтарăнса хамăр тĕллĕнех çӳреме хăнăхрăмăр унта. Çавăн пекех пулла та тăтăш каяттăмăр. Çуллахи шăрăхра Пăлара шыв чĕркуççи таран кăна юлатчĕ, пурпĕрех вăлтана пулă çакланатчĕ. Мĕн каласси, ачалăх кашни çын чунĕнчех ырă та çутă йĕр хăварать». Ялти пуçламăш шкулта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн Надя ыттисемпе пĕрлех юнашарти Пăлапуç Пашьел шкулĕнче пĕлĕвне малалла туптанă. Вĕренӳре лайăх паллăсем кăна илнипе пĕрлех общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăрнă вăл. Надежда Картузовăна — унăн хĕр чухнехи хушамачĕ — шкулăн комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Çавăн пекех спортра та çитĕнӳсем тунă пике. Хăвăрт чупас енĕпе Надеждăна хăваласа çитекен тупăнман районта. Тăрăшса вĕренекен хĕре учительсем те мухтанă. Хăйне ăс панă педагогсене паян та тав тăвать вăл. Клавдия Сакмарова класс ертӳçи ачасене хăйĕн чунне панă тейĕн. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне ачасене тивĕçлĕ воспитани пама та тăрăшнă вĕрентекен. Вăл ирттернĕ уçă уроксене, класс сехечĕсене халĕ те астăваççĕ унăн вĕренекенĕсем. Зинаида Козловăн, Григорий Сапожниковăн тата ытти вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăса хывма тăрăшнă ачасем. Тен, вĕрентекен профессине алла илес ĕмĕт шăпах çавăн пек самантсенче çуралнă та Надьăн? Çак çула суйласа илмешкĕн тепĕр сăлтав та хĕтĕртнĕ иккен пикене. Хăйсен ялĕн хĕрĕ Вера Козлова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче, чăваш уйрăмĕнче, вĕреннĕ. Пултаруллăскер студентсен «Мерчен» ансамблĕнче юрланă. Çамрăксем пушă вăхăтра гастрольсене тăтăш çӳренĕ. Сител ялĕнче те пĕрре кăна мар савăнтарнă пултарулăхĕпе «Мерчен». Çакă тыткăнланă та Надеждăн чунне. Чăваш уйрăмĕнче пурнăç вĕресе тăнă пек туйăннăран хăй килĕштернĕ хими тата математика предмечĕсене мар, тăван литературăпа чĕлхене суйланă вăл. Çапла вара 1985 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн университет алăкне ăнăçлă уçнă, асăннă факультетăн студентки пулса тăнă. Ача çуратсан та вĕреннĕ Яланах хастарлăхпа палăрса тăнăскер, паллах, кунта та вăхăта ахаль ирттерсе ларман вăл. Тӳрех спорт секцине çырăннă, тĕрлĕ ăмăртура факультет, университет чысне хӳтĕленĕ. Надежда Картузовăна чăваш чĕлхи уйрăмĕн комсомол секретарьне суйланă. Хĕр хайхи «Мерчен» ансамбльте те пултарулăхне туптанă. Чăваш чĕлхи уйрăмĕнче пурнăç чăнласах вĕресе кăна тăнă… Пултаруллă, хастар, вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пынă студентка. Унсăр пуçне йăрăс пӳллĕ, чипер… Кун пек хĕре кам асăрхамĕ, ăшă куçпа кам пăхмĕ? Çак факультетрах истори уйрăмĕнче ăс пухакан студент Петр Кузнецов туйăмĕсене палăртсан Надежда та хирĕçлемен. Çапла хĕр виççĕмĕш курса çитсен çамрăксем пĕр çемьене чăмăртаннă. Çулталăкран асли, ывăл, çуралнă. Йывăрлăхсене парăнма хăнăхман çамрăк амăшĕ куçăн мар майпа вĕренмелли уйрăма куçман. Пепкене асăрхама амăшĕ те, хунямăшĕ те пулăшнă. Пĕрле вĕренекен тантăшĕсем те пĕчĕк пăхаттире хаваспах тимленĕ. Çапла çулталăк хыççăн çулталăк хыçа юлнă, сесси хыççăн сесси иртнĕ. Алла диплом илнĕ çамрăк арăм мăшăрĕ ĕçлекен шкула, Елчĕк районĕнчи Тĕмере, вырнаçнă. Кунта хăй алла илнĕ специальноçпах тăрăшнă вăл, ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ, çыравçăсен произведенийĕсемпе, биографийĕсемпе паллаштарнă. Çапах та Курнавăшран, çемье арçыннăн ялĕнче тĕпленнĕ, Тĕмере çӳреме çул çывăх пулман. Çав сăлтавпах хĕрарăм çывăхарах, Çĕнĕ Пăва ялĕнчи ача садне, ĕçлеме куçнă. Пĕр вăхăт шкулта та, садикре те вăй хунă вăл. Унтан университетăн Курнавăшри шкулти лицей класĕсен методистĕнче тăрăшнă. Социаллă педагогра та вăй хунă. Халĕ хăй пурăнакан ялти шкулта, Курнавăшра, ачасене тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене ăса хывма пулăшать пултаруллă педагог. Çиччĕмĕш класăн ертӳçи те вăл. Надежда Михайловна паян çамрăксем тăван чĕлхерен писсе пыни пирки чунне ыраттарса сăмах пуçарчĕ. Телее, пурин пирки те çапла калама çук. Вăл вĕрентекен ачасен хушшинче тăван чĕлхе предметне чунтан юратакан сахал мар. Тĕрлĕ шайри конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса пысăк çитĕнӳсемпе палăраççĕ вĕсем. Кăçал кăна пĕр ача регион шайĕнчи олимпиадăра призерсен йышне кĕнĕ. Тепри Халăхсен хушшинчи олимпиадăра çĕнтернĕ. Сочинени çырас тĕлĕшпе уйрăмах ăсталăхпа палăраççĕ ачасем. Сăвă вулас енĕпе те пултаруллă Надежда Михайловнăн вĕренекенĕсем. Çавăн пекех çамрăксене оратор ăсталăхне те алла илме пулăшать учитель. Ачасем — ачасемех, тепĕр чухне киле панă ĕçе пурнăçламанни те пулать-тĕр. Кун пек чухне кăткăс лару-тăруран мĕнле тухатьши вĕрентекен? «Иккĕ» паллă лартни никама та чыс кӳмест… «Мĕн тăватăп-ши? — пĕр авăк шухăша кайрĕ Надежда Михайловна. — Ачасем киле панă ĕçе пурнăçламасăр килнине астумастăп та. Тепĕр чухне кăлтăклăрах самант сиксе тухсассăн йăлтах вăййа çавăрма тăрăшатăп. Хам каласа кăтартатăп. Вĕрентекен мĕн каланине астуса юлаççех вĕсем». Кунта Надежда Михайловна, ахăртнех, хăйĕн шкул вăхăчĕсене аса илет. Ара, хăйсем те вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăса хывма тăрăшнă вĕт. Кăмăла каякан, хисеплекен учительсем мĕн тăхăннине, вĕсен тыткаларăшне сăнанă, хăйсем те юратнă вĕрентекенсем пек пулма тăрăшнă. <...>
М.МИХАЙЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Хир варринче кăшкăрса йĕтĕм»
Ытларах чухне пĕр çемьере упăшки, тепринче арăмĕ пуç пулса тăрать. Елчĕк округĕнчи Аслă Таяпари Яковлевсем вара мĕн пур ыйтăва пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ. Ольга Николаевнăпа Александр Витальевич ятсăр пӳрнисене ылтăн çĕрĕ тăхăнсан тин çеç упăшка ятне илтнĕ яш арăмне çапла каланă: «Эпĕ пысăк çемьере çитĕннĕ — манăн ултă пĕртăван. Пирĕн те йышлă çемье пултăр». Пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ мăшăр. Аслă ывăлĕ Павел хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Салтак амăшĕ маттур ывăлĕ, çемйи пирки каласа кăтартрĕ.
Тӳрĕ кăмăллăхĕ килĕшнĕ
— Мăшăрпа пĕрлешсенех пысăк çемье пирки шухăшлани чăнлăха çаврăнчĕ. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çут тĕнчене килчĕç. Аслисем çитĕнчĕç ĕнтĕ, кĕçĕннисем пĕлӳ илеççĕ. Пурнăç урапи яланах тикĕссĕн кусмасть, пире Турă сыхланă хальччен — пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пултармарĕ. Ача-пăчана сунас ермесĕр пулмасть паллах, пĕчĕк чухне пушшех те тăтăшах аптăраççĕ. Анне çывăхра пурăннăран мăнукĕсене астума чылай пулăшрĕ, пăянам та айккинче юлман. Мăшăр аякри хулана ĕçлеме çӳренĕрен мана ачасемпе çăмăл пулнă тееймĕн. Малтанхи вăхăтра вăл колхозра водительте ĕçлерĕ, кайран хуçалăх аркансан Мускава вырнаçрĕ. Паянхи кун та унта машинăсем юсас енĕпе тăрăшать. Эпĕ кил хуçи арăмĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп, сусăр аннене Валентина Васильевнăна тимлетĕп. Вăл виçĕ килĕ урлă пурăнать, хăй тĕллĕн çӳрекелет-ха, çапах тимлĕх кирлĕ. Эпир виççĕн пĕртăван çитĕнтĕмĕр, эпĕ — кĕçĕнни. Аппа Светлана çемйипе кӳршĕ ялта пурăнать, тете Сергей — Шупашкарта. Аттепе анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, çынна хисеплеме, ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма вĕрентсе ӳстернĕ. Хамăрăн ачасене те çакна тĕпе хурса воспитани паратпăр. «Сиртен усал сăмах ан тухтăр. Ĕçрен пăрăнмалла мар», — тетчĕç аттепе анне. Атте Николай Васильевич, шел те, 14 çул каялла çĕре кĕчĕ… Пулас мăшăра эпĕ каçхине ялти клуба хĕр туссемпе ташă каçне тухсан тĕл пултăм. Ăна унччен те, шкулта вĕреннĕ чухне те, курнă-ха ĕнтĕ, анчах асăрхаман. Эпир çĕнĕрен паллашнă чухне вăл, Владимир хулинчи техникумра вĕренекенскер, çуллахи каникула яла килнĕччĕ. Саша киле ăсатса яма ирĕк ыйтрĕ те хирĕçлемерĕм. Çавăн чухне пĕр-пĕрне килĕштернине туйрăмăр. Техникумран вĕренсе тухсан вăл хĕсмете кайрĕ, эпĕ кĕтрĕм, пĕр-пĕрин патне чылай çыру вĕçтертĕмĕр. Вăл — тӳрĕ кăмăллăха мала хураканскер, çавăнпа килĕштертĕм те пуль ăна. «Эпĕ сана нихăçан та улталаман», — тет вăл паянхи кун та, чăннипех пĕр суя сăмах илтмен унран. Иксĕмĕр те выльăхсене юратнăран зоотехник профессине алла илтĕмĕр, халĕ ĕне-сурăх усратпăр. Икĕ çул хĕрпе каччăлла çӳренĕ хыççăн тăвансене туй кĕрекине пухрăмăр. Саша салтак аттине хывсанах авланмалли костюм тăхăнчĕ темелле. Çемье çавăрсан ял вĕçĕнчи колхоз çуртĕнче пурăнтăмăр, каярахпа пушă ларакан çурт туянса унта куçрăмăр. Аслă ывăл Павлик халĕ — ятарлă çар операцийĕнче, хĕрĕмĕр Илемпи çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕн ывăл Ваня, Кӳкеçри аграрипе технологи техникумĕнче автомеханика вĕренекенскер, диплом илме хатĕрленет. Кĕçĕн хĕр пĕрчисем Варварăпа Даша шкул сукмакне такăрлатаççĕ. Кĕтмен шăнкăрав Павлик кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче çут тĕнчене килчĕ. УЗИ тунăччĕ-ха паллах, анчах арçын ача е хĕр пуласса тухтăрсем пĕлтермерĕç. Шалти туйăм ывăл пуласса систеретчĕ: улталамарĕ иккен вăл. Аттепе анне сĕннĕрен ачана Павлик ят хутăмăр. Мĕн пĕчĕкренех çав тери лăпкăччĕ ывăл. Атте трактор паркĕнче трактористра ĕçлетчĕ те Павлик ача чухне пĕрмай кукашшĕ патне чупатчĕ. Техника кăсăклантарнă ахăр ăна, арçын ача-çке-ха. Тракторпа та ярăнас килнĕ ĕнтĕ. Шкул сукмакне такăрлатма пуçласан та Паша пирки япăх сăмах илтмен. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Людмила Макова ăна мухтатчĕ: «Павлик хĕрачасене кӳрентермест, питĕ лăпкăскер вăл», — тетчĕ. Ыттисемпе çапăçса, хирĕнсе çӳремен ывăлăм. Физкультура тата математика предмечĕсене килĕштеретчĕ, задачăсене ăсра питĕ хăвăрт шутласа тĕлĕнтеретчĕ. Техникăпа кăсăкланаканскер шкулпа сыв пуллашсан Шупашкара Н.В.Никольский ячĕллĕ колледжа автомеханика вĕренме кайрĕ. Виçĕ çул пĕлӳ илчĕ. Паллах, ăна, тин кăна 9-мĕш класран тухнăскере, хамăртан шикленсех уйăрма тиврĕ. Хулара пурăнакан аппан хĕрне Катьăна Павлике тимлеме шантăм. Колледжра ывăлтан пĕр çул аслăрах хамăр ял ачи Андрей ăс пухатчĕ те вăл Павлике хула пурнăçне хăнăхма пулăшнă. Ял ачине хулара малтанласа çăмăл мар-çке-ха. Вĕренсе пĕтерсен çар комиссариатĕнче медкомисси тухрĕ вăл. «Анне, манăн салтака каймалла», — терĕ пĕр кунхине ывăлăм. Диплом та илейменччĕ-ха, повестка килчĕ. Пĕр кунрах киле дипломпа тата повесткăпа таврăнчĕ. Çапла Павлике сĕт çулĕпе кайса пыл çулĕпе таврăнма пиллесе хĕсмете ăсатрăмăр. Вăл çулталăк Улан-Удэ хулинче мотострелоксен çарĕнче служба тухрĕ. Колледжра вĕреннĕ вăхăтрах водитель правине илнĕскер çарта машинăпа медбратсене полигона леçнĕ. Çакăнпа çыхăннă кăсăклă самант та пур: манăн мăшăр та çав хуларах тата чаçрех хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. «Йĕрке хуралне ĕçе вырнаçас пулĕ», — терĕ çартан таврăнсан Павлик. Эпĕ хирĕçлемерĕм, ырларăм кăна. Анчах вăл шухăшне улăштарса çĕршывăн тĕп хулине ĕçлеме каясшăн пулчĕ. Унта тусĕсемпе вăй хучĕ. Тулли мар мобилизаци пуçлансан пĕр кунхине ман пата шăнкăравларĕç те: «Ятарлă çар операцине каякансен списокĕнче Павлик та пур», — тесе пĕлтерчĕç. Эпĕ ун чухне уйра чĕкĕнтĕр çумлама кайнăччĕ. Хир варринче кăшкăрса йĕтĕм. «Ан йĕр-ха анне, пĕччен каймастăп-çке», — лăплантарчĕ ывăлăм шăнкăравласа. Унтан вăл Мускавран килчĕ, медкомисси тухрĕ… Çапла тепĕр хут ырă-сывă çӳремешкĕн пиллесе ăсатрăмăр ăна. 24 çултаччĕ ун чухне Павлик. Вăл ятарлă çар операцине тухса кайнăранпа иккĕмĕш çул ĕнтĕ. Ывăлăма СВОна ăсатни пурнăçăмри чи пысăк стресс пулчĕ, пăшăрханнăран кĕске вăхăтрах çӳç шуралчĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Матроскин кушак: Печкин почтальон…
Конкурсра мала тухас тĕллевпе Пермяковсем тĕрлĕ сăнар калăпланă
«Хĕрĕм пĕлтĕр авăн уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ку пирĕн çемьен» конкурс пирки таçтан пĕлнĕ те пире хутшăнма сĕнчĕ. Ку шухăш ывăлăн кăмăлне те кайрĕ. Эпир хамăр ачасене шанатпăр. Çавăнпа килĕшрĕмĕр. Акă, нумаях пулмасть финала тухрăмăр», — калаçăва пуçларĕ Дина Пермякова. Асăннă конкурса пиллĕкĕн — çемье пуçĕ Василий, мăшăрĕ Дина, ывăлĕпе хĕрĕ Дашăпа Антон тата вĕсен асламăшĕ Галина Михайловна — хутшăннă.
Курăк пухать Пермяковсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Вĕсен йăхĕ Мари Эл Республикине кĕрекен Звенигово районĕнчи Сидельниково ялĕнчен тухнă. Галина Михайловнăн мăшăрĕ 1975 çултах «Химпрома» химик технологра ĕçлеме килнĕ. Пĕррехинче вĕсен ывăлĕ Василий туя видеооператор пек кайнă та хĕр çумĕпе Динăпа паллашнă. Вăл вăхăтра хĕр Йошкар-Олара пурăннă. Каччă чун савнийĕ патне 2 çул кайса çӳренĕ хыççăн туй кĕрлеттернĕ. Кăçал çурла уйăхĕнче Динăпа Василий Пермяковсен çемйи чăмăртаннăранпа 20 çул çитет. Галина Михайловна чечексем ӳстерме кăмăллать. «Вăл тĕнчери чи ырă асанне» — тет ун пирки кинĕ. Ватăскер геранĕн тĕрлĕ сортне пухать. Йăла-йĕркесене кăмăллать. Сăмахран, çемьере камăн та пулин çуралнă кун пулсан, вăл ятарласа какайпа тата кĕрпепе çаврака кукăль пĕçерет. Çакăн пек кукăле хăй вăхăтĕнче унăн амăшĕ Марина тата кукамăшĕ Иустиния хатĕрленĕ. Çулла тăван кĕтесне пурăнма каять Галина Михайловна. Халĕ шăпах ялта кун кунлать. Дина Çĕнĕ Шупашкарти пĕр больницăра медсестрара ĕçлет. Унсăр пуçне тĕрлĕ курăк пухса хатĕрлет. Çывăх çыннисене техĕмлĕ чейпе сăйлама кăмăллать. Василий Шупашкарти строительство компанийĕнче инженер строительте тăрăшать. Алли ылтăн унăн. Вăл хăйсем валли хăтлă çурт хăпартма пуçланă. Пермяковсен хĕрĕ Даша Калининград хулинче куçаруçа вĕренет. 19 çулти хĕр акăлчан, француз, испан чĕлхисене тăрăшсах ăса хывать. Пушă вăхăтра ӳкерме, юрлама кăмăллать чиперук. Çул çӳреве тухасси уншăн — чун уççиех. Антон вара апат-çимĕç пĕçерме ăста. Каччă кашнинчех кухньăра мĕн те пулсан çĕнни янтăласа пăхма тăрăшать. Антон пĕçернĕ какай, тĕрлĕ пылак çимĕç уйрăмах тутлă. Амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, темиçе кун каялла вăл çывăх çыннисене тутлă лимонадпа сăйланă. 13 çулти арçын ача Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире ăс пухать, 7-мĕш класс пĕтернĕ. Мультфильм та евĕрленĕ Çурма финалтан иртнĕскерсемшĕн мĕнпе асра юлнă-ха «Ку пирĕн çемьен» конкурс? Мана Дина Яковлевнăпа калаçма çеç тӳр килчĕ. Вăл каланă тăрăх, тупăшу çемьене тата та ытларах туслаштарнă, çирĕплетнĕ. «Пĕлтĕр юпа уйăхĕнче дистанци тапхăрĕ пуçланчĕ. Хушусене пурнăçланă май видео тата сăн ӳкерсе конкурс сайтне вырнаçтарса пытăмăр. Кашниех хăйне евĕрччĕ, çăмăлччĕ. Тума пултарайманни нимĕн те çукчĕ. Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Сăмахран, ачасен пирĕн вăхăтри юрра юрламаллаччĕ, пирĕн — хальхине. Антонпа Даша «Браво» ушкăн репертуарĕнчи «Вася — стиляга из Москвы» юрра шăрантарчĕç, эпир, аслисем, «Звери» ушкăнăн «Районы, кварталы» хайлавне юрларăмăр. Видео ӳкертĕмĕр те сайта вырнаçтартăмăр. Йăх-несĕл йывăççине тумаллаччĕ. 71 çулти хуняма ăна хаваспах хатĕрлеме пулăшрĕ. Вăл Пермяковсен йăхне 6 сыпăк таран пĕлет. Мăшăрпа иксĕмĕрĕн несĕлсене те çырма хушнăран тăрăшсах икĕ йăха пĕр йывăçа пĕрлештертĕмĕр. Маларах ачасем шкулта хатĕрленĕччĕ ăна. Халь тем пысăкăшши пур. Ытти тăванран та ыйта-ыйта пĕлтĕмĕр. Хамăр çеç мар, куккасемпе аппасем те хутшăнчĕç пулса тухать вара конкурса. Çемьепе пĕрле юратнă апат-çимĕç пĕçермелли чухне хуран кукли янтăларăмăр. Ăшне ăшаланă суханран, çăмартаран, тăпăрчăран тата çĕр улмирен хатĕрлерĕмĕр. Ку — Галина Михайловнăн рецепчĕ. Эпир тăватсăмăр Çĕнĕ Шупашкарта, Даша вара Калининградра пĕçерчĕ. Конкурсри правилăсенчен пĕри — пур ĕçе те пĕрле пурнăçламалла. Хальхи технологисем пуртан йĕркене пăсмарăмăр, 2 видеоран пĕрре турăмăр. Шарлотка та çапла майпах пĕçертĕмĕр. Тепĕр хушура Çĕнĕ çула мĕнле хатĕрленнине кăтартмаллаччĕ. Питĕ хавхаланса пурнăçларăмăр ăна. Кулленхи ĕçсене ӳкерсе пĕр вырăна пуçтартăмăр та видео питĕ кăсăклă пулса тухрĕ. Кашни кун пурнăçлакан ĕçсем те çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантăмăр. Уяв умĕн тата пасара кайса тĕрлĕ çип туяннăччĕ эпĕ. Дашăн каникула киле таврăнмаллаччĕ те пĕрле ларса мĕн те пулин çыхăпăр-ха тесе шухăшларăм. Ун чухне шăпах килте вăхăт мĕнле ирттернине кăтартса памалли хушу тухрĕ. «Çипсемпе усă курмаллах!» — сĕнчĕ Даша. Пĕрле тĕрлĕ япала çыхрăмăр, сăн ӳкерсе сайта вырнаçтартăмăр. <...>
Валентина СЕЛЕНИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать