- Чăвашла верси
- Русская версия
Ватти-вĕтти - зарядкăна
Пĕрлехи зарядка ирттересси пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр: «Ирхи зарядкăна» республикăн тĕп хулинче пуçласа 2011 çулта ирттернĕ. 2013 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче «çăлтăрпа» тунă зарядка «Чи массăлла ирхи зарядка» категорире Раççей тата Европа рекорчĕн официаллă статусне тивĕçнĕ. Шупашкар хулин кунĕнче иртнĕ мероприятие ун чухне 28250 çын хутшăннăччĕ. 2013 çулти зарядкăна паллă актер, Виктор Логинов /халăхра Гена Букин пек паллă/ телеертÿçĕ хутшăннăччĕ. Хальхинче Шупашкарсемпе Раççей телекуравĕн паллă, сумлă спорт комментаторĕсенчен пĕри Дмитрий Губерниев зарядка ирттерчĕ. 2007 çулта вăл интереслĕ репортажсемшĕн Раççей наци телекуравĕн ТЭФИ премине тивĕçнĕ.
«Шупашкар паян - спорт хули, Раççей вара - мăнаçлă спорт çĕр-шывĕ. Чăваш Республикин тĕп хулине паян Раççей вăйлă спорт çĕр-шывĕ пултăр тесе нумай вăй хунă Олимп чемпионĕсем, паллă спортсменсем килнĕ. Спорт уявĕпе сире пурсăра та!» - терĕ Дмитрий Губерниев сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене саламланă май. Вăл пухăннисене ирхи зарядкăна паян кăна мар, кашни кун тума, харпăр хăй сывлăхĕпе спорт пирки кашни минутра асра тытма сунчĕ. Зарядкăна хутшăнакансене çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар мэрĕ Леонид Черкесов саламларĕç. «Ырă ир пултăр сире, Шупашкарсем, пирĕн хаклă хăнасем! Сире, спортпа туслă çынсене, саламлатăп! Яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнăр, хăвăрпа пĕрле ыттисене те çак çул çине тăма пулăшăр. Спортпа туслисен йышĕ çулран-çул нумайланса пытăр. Юлашки вăхăтра эпир республикăра спорт юхăмĕ аталантăр тесе нумай вăй хуратпăр. Сире тухăçлă, пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе хутшăннăшăн тав тăватăп. Шанатăп: Олимп чемпионĕсемпе призерĕсем тата та тухĕç Чăваш Енрен. Сывă пултăр спортпа туслă Раççей! Сывă пултăр спортпа туслă Чăваш Ен!» - çĕкленÿллĕ кăмăлне пытармарĕ Михаил Васильевич.
Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинăпа спорт шкулĕнче вĕренекенсем ертсе пынипе республика влаç органĕсен ĕçченĕсем, хулари предприяти-организацире вăй хуракансем, студентсемпе шкул ачисем, спорт ветеранĕсем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем - зарядка турĕç.
Комментировать