Чăваш хĕрарăмĕ 22 (1352) № 13.06.2024

13 Июн, 2024

«Пурăнас тесен çаврăнăçуллă пулмалла»

Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Патăрьелте «Суши Эра» апат-çимĕçе киле леçекен кафесен сечĕн филиалĕ уçăлнă. Унăн хуçи — Надежда Басынина. Вĕсем мăшăрĕпе Сергейпе Ульяновск хулинче пурăнаççĕ, Чăваш Ене эрнере пĕрре килсе çӳреççĕ.

20 çул пĕрле

Надеждăн ашшĕ-амăшĕ малтан Мордва Республикине кĕрекен Дубен районĕнчи Морга салинче пурăннă. Каярах, Ульяновск хулине куçсан, çут тĕнчене хĕрĕ килнĕ. Надежда çитĕнерехпе аслашшĕпе асламăшĕ патне тăтăшах кайса çӳренĕ. 15 çулта вăл çав ялта пурăнакан каччăпа Сергейпе паллашнă. Яш пĕр çул кĕçĕнрех пулсан та çамрăксен хушшинче туслăх çуралнă. Надежда шкул хыççăн Ульяновскри ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Сергей, Мордва Республикинче пĕлӳ илекенскер, савнийĕ патнелле çывăхрах пулас тесе 3-мĕш курсра Ульяновска куçса килнĕ. Мăшăр 2010 çулта пĕрлешнĕ. Тепĕр çултан Надежда товаровед-эксперт профессине алла илнĕ. Сергей агропромышленноç комплексĕн ертӳçине вĕренсе тухнă. «Эпир — 20 çул пĕрле, 14 çул арлă-арăмлă пурăнатпăр. Пирĕн икĕ ывăлпа пĕр чиперкке хĕр пĕрчи çитĕнет. Асли Павел — 12-ре, Роман 9 çула çитрĕ. Арçын ачасем футболла выляма кăмăллаççĕ. Асли шкулта футболпа кăсăкланса кайрĕ те, кĕçĕнни те унран юлас мар терĕ. Вара эпир тĕпренчĕкĕмĕрсене хамăр хулари спорт комплексне яма шут тытрăмăр. Халĕ вĕсем «Ореон» командăра тĕрлĕ ӳсĕм категорийĕнче выляççĕ. Вĕсен кашни эрни ăмăртупа пуян. Эпир упăшкапа иксĕмĕр — командăна хавхалантаракансем. Вĕсемпе пĕрле автобуспа ăмăртусене çӳреме те ӳркенместпĕр. Хăш-пĕр чухне ачасем 2-3 куна каяççĕ. Эпир те юлмастпăр, паллах. Çитес вăхăтра Ромăпа ăмăртăва кăнтăра кайăпăр. Кĕçĕнни Софья 2 çул тултарчĕ çеç-ха. Кĕçех ача садне çул такăрлатма пуçлĕ пĕчĕк чиперук. Хĕрĕм мультфильм пăхма кăмăллать, чĕр чунсене юратать. Килте çемçе тетте тем чухлех унăн. Вĕсене ытараймасть! Аслашшĕпе аслăмăшĕ патне кайсан чăхсене хăваласа чупать. Эпир вĕсем патне Мордва Республикине уйăхне 1-2 хут çитсе килме тăрăшатпăр. Ачасем аслашшĕасламăшне, кукашшĕ-кукамăшне питĕ юратаççĕ. Пирĕн кирек ăçта та пулин каймалла чухне ачасем ытларах манăн аттепе анне патĕнче юлаççĕ. Çывăх çыннăмсем пепкесене пăхма пулăшаççĕ. Халь ывăлсем кукашшĕ-кукамăшĕпе тинĕс хĕррине канма кайнă авă. Кĕçĕнни хамăрпах çӳрет. Çул çинчи 2 сехете аванах чăтса ирттерет. Софья ир калаçма вĕренчĕ, питĕ ăнкаруллă хĕр пĕрчи. Наччасра пиччĕшĕсене йĕркелесе илет вăл. Вĕсене çеç мар, хамăра та «алла илнĕ» чи кĕçĕнни», — çемйипе паллаштарчĕ Надежда. Торт та хатĕрлет Ывăлĕсем умлăн-хыçлăн çурал¬нăран Надя пĕр декретран теприне кайнă. Вырăнта ларма юратманнипе кондитер ĕçĕпе аппаланма шут тытнă вăл. Ӳркенменскер 8 çул килĕнче торт пĕçерет. «Юлашки çулсенче пĕрмай саккас тăвакан нумайланчĕ. Пĕçерме юратни мана укçа ĕçлесе илме май панăшăн питĕ савăнатăп», — терĕ пултаруллăскер. Темиçе кондитер лавккинче сутуçăра та ĕçлесе ĕлкĕрнĕ Надя. Çав хушăра виççĕмĕш ачипе çие юлнине пĕлнĕ. Нумай ачаллă амăшĕ пулса тăрсан вăл кондитер ĕçĕ-хĕлне тарăнрах вĕренме пуçланă. Çапла пĕр курсра Ульяновскра «Амăшĕ предприниматель» программа пуррине пĕлнĕ. Çав кун хăйшĕн çĕнĕ «алăк» уçăлнине ăнланнă Надя. Малашне мĕн пуласса шутламасăрах, хăйне шанса суйланă çулпа утнă. Пăва хулинчи «Суши Эра» филиалĕн хуçипе паллашнă. Алина Халитова апат-çимĕçе киле леçекен кафесен сечĕ пирки тĕплĕнрех каласа панă хыççăн Надьăн кăсăклану çуралнă. «Тĕп кафе Ульяновскра вырнаçнă. Ăна икĕ пĕртăван ертсе пыраççĕ. Эпир мăшăрпа вĕсенчен франшиза туянтăмăр. Чăваш Енри Канаш тата Çĕрпӳ хулисенче, Патăрьелте арендăна илмелли вырăнсем тупрăмăр. Вĕсене кайса пăхрăмăр, Патăрьелти вырăн кăмăла кайрĕ. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

♦   ♦   ♦


Сăвă вулама юратнăран хĕрачана «Пушкин» тесе чĕннĕ

«Шкул тетрачĕсем çине хама яланах Оксана тесе çырнă. Чăн ятăма пĕлмен. Аттестат илме вăхăт çитсен çуралнине çирĕплетекен хута илсе килме хушрĕç те — унта Аксана иккен!» — калаçăва пуçларĕ Патăрьелте пурăнакан Аксана Смирнова

«Эпĕ сан тăван аçу мар»

Мĕншĕн Аксана? Ма Оксана мар? Çуралсанах амăшĕ Оксана ят хурасшăн пулнă. Ун чухне вырăс ялĕнче пурăннă Луканинсем. Больницăран тухсан, çуралнă хутне çыртарма кайсан, сельсоветра ĕçлекен хĕрарăм амăшĕнчен: «Оксана сăмах мĕнле çырăнать? Пуçламăш сас палли «А» е «О»?» — тесе ыйтнă. «О» пулас», — тенĕ амăшĕ. Вырăс хĕрарăмĕ: «Давай через «А», так красивее», — тенĕ те çав сас паллипе çырса хунă. Аксана Александровна Чĕмпĕр облаçĕнче çуралнă. Ашшĕ хĕрĕ пĕр уйăхра чухне çĕре кĕнĕ. Александр Николаевич вырăс пулнă. Амăшĕ Патăрьеле куçса килнĕ. Виçĕ çултан иккĕмĕш хут мăшăрланнă, Владимир Егоровича качча кайнă. Вĕсен икĕ ывăл çуралнă: Андрей тата Николай. Аксана 4-мĕш класа çитиччен тăван мар ашшĕпе пурăннине пĕлме те пултарайман. Ашшĕ купăс каланă. Пĕррехинче ĕçкĕрен таврăннă хыççăн: «Хĕрĕм, пĕлетĕн-и, эпĕ сан тăван аçу мар», — тенĕ. Хĕрĕ ĕненесшĕн пулман малтан. «Пулма пултараймасть, атте!» — тĕлĕнсе каланă вăл. Ашшĕ хăйне ыттисенчен уйăрнине пĕрре те асăрхаман Аксана. Хушамачĕ шăллĕсеннинчен урăхлине вара тимлемен. Çавăнпа ку хыпара йĕркеллех йышăннă. «Пирĕн атте сĕре лайăх çынччĕ. Ачисене питĕ юратнă, лайăх пăхнă. Тăван ывăлĕсенчен ытларах та юратнă вăл мана. Хырăм тутă пулнă пирĕн, çи-пуç çитсе пынă. Шел, эпĕ 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне çĕре кĕчĕ вăл...» — аса илчĕ Аксана Смирнова. Вăл ача чухне шăллĕсене мĕн тумаллине, мĕнле пулмаллине вĕрентме юратнă. «Асли Андрей шухă, маттур яшчĕ. Хитре, яка тăхăнса çӳреме кăмăллатчĕ. Ялти пĕрремĕш каччă пулнă вăл. Хĕрсем чупатчĕç ун хыççăн. Аттеанне илемлĕ тумтир туянса патăр тесен пӳрт тăррине хăпарса ларса юрлама та хатĕрччĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. Кĕçĕн шăллĕ Коля йăвашрах ӳснĕрен уншăн ытларах пăшăрханма тивнĕ. Аксана хăйĕн çемйипе тата шăллĕпе пĕр килтех пурăнать халĕ. Пĕчĕкрех чухне, паллах, хирĕçесси те пулнă. Ача ачах- çке! «Пĕррехинче Андрейпа питĕ хытă çапăçса кайрăмăр. Эпĕ ăна хĕнерĕм. Унăн та мана тавăрасси килнĕ. Йывăç çуртра пурăнаттăмăр ун чухне. Каланккă тавра чупрăмăр. Вăл мана хăваласа çитме тăрăшрĕ. Акă тинех тытрĕ. Каланккă çинче гитара çакăнса тăратчĕ. Çавна ярса илтĕм те Андрейăн пуçĕнчен шарт! çапрăм. Унăн пуçĕ гитарăна шăтарса витĕр тухрĕ. Çапла пĕчĕк чухне питĕ вăйлă çапăçнă эпир. Халĕ вăт пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр. Коля йăвашрах пулнăран ăна хӳтĕлеме тăрăшаттăм. Каçхине çывăрма выртсан та ăна Турă сывлăх патăр тесе шухăшлаттăм», — пĕлтерчĕ Аксана Александровна. Юратнă ĕçре тăрăшать Аксана аслисене итлекен ача пулнă. Шкула 7 çулта кайнă вăл. 3-мĕш класа çĕнĕ хĕрача Люба Тарасова килнĕ. Иккĕшĕ тӳрех туслашнă та мĕн 11-мĕш класс пĕтеричченех пĕрремĕш парта хушшинче, вĕрентекен куçĕ умĕнче ларнă. Хĕр пĕрчисем, уйрăмах Люба, шкулта лайăх вĕреннĕ. Шухă арçын ачасем тантăшне кӳрентерме тăрсан Аксана ăна хӳтĕленĕ. Любăн амăшне Елена Тарасовăна урамра тĕл пулсан хайхискер: «Хĕрĕм сана хăйне хӳтĕленĕшĕн паянхи кунчченех тав тăвать», — тет. Аксана вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине питĕ юратнă. Уйрăмах чăваш литературине кăмăлланă. «Анне те çак предметсене килĕштернĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула çак енпе вĕренме каяйман. «Вăрçă хыççăнхи вăхăт йывăр пулнăран çиме те çăкăр çукчĕ», — каласа паратчĕ вăл», — аса илчĕ хĕрарăм. Шкул вăхăтĕнче Аксанăна «Пушкин» тесе чĕннĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, вăл сăвă вулама юратнă вĕт. Маттурскер хурлăхлă хайлав вуланă вăхăтра çынсем макăрса ларнă, шӳтлĕ сăвă янăраттарнă чухне куракансен сăнĕнче кулă çиçнĕ. Халĕ хăйĕн ачисене сăвă илемлĕ калама вĕрентет амăшĕ. Патăрьелти смотр концертсене шăпах Аксана Александровна сăвă вуласа уçнă. Хăй те сăвăсем шăрçалать вăл, хăшне-пĕрне пичетлесе, рамкăна вырнаçтарса хăнана кайсан кĕреке хуçисене парнелет. «Эпĕ паянхи кунчченех сăвă вулама кăмăллатăп. Юратнă сăвăç — Митта Ваçлейĕ. Унăн пултарулăхĕ тăрăх диплом ĕçĕ çырнăччĕ», — терĕ поэзие юратаканскер. Предмета юратасси вĕрентекенрен килнине нумайăшĕ çирĕплетет. Аксана Александровна та çаплах каларĕ. «Валентина Алексеева чĕлхепе литературăна çав тери тарăн пĕлекен вĕрентекенччĕ. Унăн хусканăвĕ, калаçăвĕ, уроксене ертсе пыни куç умĕнчех. Валентина Геннадьевна декрет отпускне кайсан çамрăк вĕрентекен Мая Селендеева килчĕ. Мая Геннадьевна та — малтанхи вĕрентекен пекех хăйĕн патне илĕртме пултаракан учитель. Чĕлхене чăннипех парăннă çынсем вĕсем, нихăçан та ачасем çине сасă хăпартса курман», — каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Шкулпа сыв пуллашсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă хĕр. Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче чăваш чĕлхипе литература учительне вĕреннĕ. Аспирантурăна куçсан университетăн Патăрьелти филиалне ĕçлеме килнĕ. Пулас юристсене, экономистсене тата филологсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Каярах Патăрьелти интернат шкулта, агропромышленноç техникумĕнче ĕçленĕ. Халь нумай çул ĕнтĕ Аксана Смирнова вырăнти 1-мĕш шкулта библиотекарьте вăй хурать. «Ĕçĕме питĕ юрататăп. Ачасем шкула пырса кĕрсенех ыталаççĕ мана. Шăпа шăпах çав. Эпĕ пĕчĕкренпех кĕнеке вулама кăмăллатăп. Библиотекăна пырсан Валентина Еслюкова библиотекарь пире, ачасене, ĕç хушатчĕ: формулярсем çыртаратчĕ, вулакансенчен кĕнекесем йышăнтаратчĕ. Мана килĕшетчĕ ку. Пирĕн библиотекăн кăтартăвĕ пысăк. Ачасем каçса кайсах вулаççĕ. Кĕçĕнреххисем приключени, фантастика, юмахсене кăмăллаççĕ. Уйрăмах, Пушкинăнне. Аслăраххисем ытларах ют çĕршыв çыравçисене суйлаççĕ: Джек Лондон, Уильям Шекспир, Проспер Мериме. Вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Унсăр пуçне районти ытти библиотекаре электрон кĕнекесен сайчĕпе мĕнле ĕçлемеллине вĕрентетĕп. Шкул директорĕ Наталья Андреева пире яланах пулăшса пырать», — сăмаха тăсрĕ библиотекарь. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

♦   ♦   


Кĕмĕл туй тăвайман, ывăлне пытарнă

«Мĕншĕн? Паянхи кунчченех çак ыйтăвăн хуравне шыратăп — тупаймастăп. Ирхине тăрсан та, каçхине выртсан та пуçран тухмасть ывăлăм. Паянхи кун та сывă пекех туйăнать вăл, чĕре кĕтет», — терĕ икĕ çул каялла ятарлă çар операцийĕнче 24 çулта пуç хунă Владимир Сергеевăн амăшĕ Елена Гавриловна. Анчах хĕрарăм çак хăрушă чăнлăха ĕненеймест.

Çар тумĕ илĕртнĕрен

Вăрмар округĕнчи Кĕçĕн Чак ялĕнче çуралса ӳснĕ Елена Сергеева Патти ялĕнче пурăнать. Шкул хыççăн Елена Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Зоотехника вĕреннĕ вăхăтра яла Канаш витĕр çӳренĕскер пĕррехинче çак хулара Патти каччипе паллашнă. Хайхискер хĕр ăçтан пулнине ыйтса пĕлнĕ, хутаçне йăтса пулăшнă. Хĕсметрен нумаях пулмасть таврăннă яшпа пике туслашнă. 1997 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче çемье çавăрнă Петрпа Елена Сергеевсем. Петр Владимирович 6 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕрен çамрăк мăшăра çĕр уйăрса панă. Пĕчĕккĕн хăйсем валли йăва çавăрнă çамрăксем. Çав çулах раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче аслă ывăлĕ Володя çут тĕнчене килнĕ. Аслашшĕн ятне панă ăна. Лешĕ Владимир Петрович асли пулсан, ку — Владимир Петрович кĕçĕнни. «Ачасен аслашшĕ те, асламăшĕ те сывах-ха. Хамăн аттепе анне çук ĕнтĕ. Тăваттăн пĕртăван пулнă эпир. Атте тутарсем патĕнче кĕтӳ кĕтнĕ. Çавăнта пĕр арçынпа çапăçса кайса ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Аннене вĕлле хурчĕн çăвăрĕ сăхса вĕлернĕ», — аса илчĕ ачаранах хура-шурне астивнĕ Елена Гавриловна. Вăтам ывăлĕ Данил Мускавра чукун çул çинче ĕçлет. Хĕрĕ Иустина Чупай шкулĕнче вĕренет. Аслă ывăлĕ Владимир вара 2022 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Луганскпа Донецк халăх республикисене хӳтĕленĕ çĕрте ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Пысăк çухатăва чăтса ирттерме Сергеевсене питех те йывăр пулнă. Амăшне ачине пытарма пӳрнĕ-çке шăпа… Володя 9-мĕш класс таран — Чупай шкулĕнче, тепĕр 2 çул Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта ăс пухнă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хăй кам пуласса палăртса хунă арçын ача. Ашшĕн шăллĕ Сергей Сергеев, Хусанти танк училищинче ĕçлекенскер, тăван тăрăха çар çи-пуçĕпе килнĕ. Володьăна питĕ килĕшнĕ формăллă çын, ун пек пулма ĕмĕтленнĕ. «Пирĕн йăхра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнакан та, полицире ĕçлекенсем те пур. Упăшка ĕмĕрĕпе калăма çӳренĕрен ачасем вăл çулпа ан кайччăрах теттĕм. Сергей тетĕшне ывăл училищĕне вĕренме кĕреймесен пулăшмалла мар тесе каларăмăр. Телее, Володя экзаменсене тытрĕ, хăй ăсĕпех вĕренме кĕчĕ. Вăл ачаранпах спортпа туслăччĕ. Футбола, çăмăл атлетикăна çав тери юратнă, йĕлтĕрпе те чупнă. Ача чухне чирленипе операци тунăччĕ ăна. Физкультура вĕрентекенĕ урока справкăсăр килме ирĕк паман. «Справка илсе парăр-ха мана», — йăлăнатчĕ Володя. Унăн физкультурăна питĕ çӳрес килнĕ. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне куккăшĕ йĕлмерен йĕлтĕр хатĕрлесе пачĕ. 5-мĕш класра пушмаклă вăрăм йĕлтĕр туянса патăмăр ывăлăма. Вăл питĕ савăннăччĕ ун чухне», — сăмахне тăсрĕ хĕрарăм. 2019 çулта училищĕрен 2 дипломпа /каччă психолог профессине те алла илнĕ/ вĕренсе тухсан ашшĕ-амăшĕ питĕ мăнаçланнă. Володьăна «Училищĕне — 100 çул» медальпе чысланă. Елена Гавриловна ывăлĕ патне присягăна кайнă. Унтан таврăннине паянхи пек астăвать: «Хамăр яла кайиччен малтан Вăрмарта чарăнтăмăр. Физкультура вĕрентекенĕ патне хăнана кĕрсе тухрĕ. Александр Михайлович иккĕмĕш ашшĕ евĕрех пулнă уншăн. Çар тумĕллĕ ывăл урам тăрăх утрĕ. Юлташĕсемпе тĕл пулчĕ. Унпа пĕрле хамăр та питĕ савăнтăмăр, чăнах та», — каласа кăтартрĕ Елена Сергеева. Тĕлĕк 2022 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕ. Елена Гавриловна ялта Çĕнтерӳ парадне курма тухнă. Çав кун амăшĕ ывăлĕпе юлашки хут калаçнă. Видеоçыхăну урлă шăнкăравланă Володя. «Парад кăтартрăм. Хăй çакăнта утнине аса илчĕ. Ялти лару-тăрăва ыйтса пĕлчĕ, аслашшĕ-асламăшĕн сывлăхĕпе кăсăкланчĕ. Эпĕ ун çине пăхатăп та: сухаллă хăй, куçĕ унталла-кунталла тарать. «Ыран салют куратпăр, анне!» — тет. «Салютне» кашни кунах куратăр пуль-ха», — хуравларăм шӳтлесе. Каçхине лайăх çывăрнине, ĕçмелли-çимелли çителĕклине пĕлтерчĕ. «Ĕнер шашлăк пĕçерсе çирĕмĕр», — терĕ. Вăл мана лăплантарса каланă-ха ĕнтĕ. Шӳтлетчĕ ялан çапла. «Сухал хырмастăр-ха эсир…» — терĕм. «Çара питпе кунта чире кайма пулать», — пуплерĕ Володя. Ăçта çӳренине нихăçан та пĕлтерместчĕ. Çар задачисене пурнăçлама кайни пирки те каламан», — калаçрĕ салтак амăшĕ. 2 кунран Елена Гавриловна чиркĕве çитсе сывлăхшăн çурта лартнă. Сергей Владимирович шăнкăравласа кăсăкланнă: «Инке, Володя çыхăнмарĕ-и сирĕнпе?» Çав каç хĕрарăм тĕлĕк курнă. «Çырма. Унта кĕтӳ çӳрет пек. Эпĕ çӳлте тăратăп. Аялта 3 çын танк юсать. Вĕсенчен пĕри — Володя. «Мĕнле аннă эсир унта? Епле хăпартатăр танка каялла?» — тесе ыйтрăм. «Тракторпа хăпартатпăр. Танка киле илсе кайса çын курасран пытармалла», — хуравларĕ Володя. Вăрантăм та тĕлĕке мăшăра каласа патăм. Ывăла тата командирне шăнкăравларăм — телефонне тытмарĕç. Упăшка Хусана ĕçе тухса кайрĕ. Каярах эпĕ ĕнене кĕтме тăкăрлăка тухса тăтăм. Акă хĕрлĕ машина курăнса кайрĕ. Упăшка çав кунхине çеç кайнăччĕ, халех килмелле марри пирки шухăшларăм. Хыççăнах пысăк машина чарăнчĕ. Петьăпа Сергей иккен. Тавçăртăм: кусем ырă хыпар илсе килмен. Мĕн пулнине тĕпчеме пуçларăм. «Володя çук», — терĕ мăшăр. Виллине илсе килсе парасса пĕлтерчĕ», — чунне уçрĕ Елена Гавриловна. «Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Володьăна цинк тупăкра киле илсе килчĕç. Тепĕр кунхине пытартăмăр. Çын нумай пухăнчĕ», — куляннине пытармарĕ Володьăн амăшĕ. Пахча çимĕç лартма çав çул тăванĕсем, ывăлĕн юлташĕсем пулăшнă. Халь пĕчĕккĕн вăй пухса пырать Елена Гавриловна, çуртне хăтлăлатаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. 2020 çулта Володя салтака контрактпа кайнă. Иустинăна йĕлтĕрпе чупма хушса хăварнă. Йăмăкĕ кĕçĕн классенчех ăмăртусене хутшăннă-ха. Малти вырăнсем йышăннă. Округри «Хĕрлĕ ялав» хаçат ирттернĕ ăмăртăва вара каяйман. Володя çакна пĕлнĕ хыççăн амăшне шăнкăравласа йăмăкĕ хутшăнманшăн хăйне намăс пулнине пĕлтернĕ. «Ай-уй, Володя, эсĕ хăвăн ачу пулсан нуски тăхăнтартичченех урине йĕлтĕр сырăттăн пуль?» — ыйтнă амăшĕ. «Çапла. Ывăла — йĕлтĕр, хĕре коньки тăхăнтартăп», — хуравланă салтак. Çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн кĕрешме каяс умĕн 2 уйăх маларах йĕлтĕрпе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Володя. Ăмăрту Мускав облаçĕнче иртнĕ, ывăлĕ савăнăçлă хыпара тӳрех амăшне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара Луганскпа Донецк халăх республикисене хӳтĕлеме кайнă. Взводри салтаксемшĕн питĕ пăшăрханнă вăл. «Тыткăна ан лекĕр», — тесе асăрхаттарса тăнă. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.