- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 11 (3012) № 11.06.2024
Чун-чĕрипе ĕçе парăннăскер
Элĕк тăрăхĕнче хуçалăх тилхепине çирĕп тытма пĕлекен сахал мар. «Алмаз» общество ертӳçине Геннадий Денисова шăпах тăрăшуллисен йышне кĕртмелле.
Тӳрех палăртмалла: 60 çула çитнĕ арçыннăн вăй-халĕ иксĕлми. Çавăнпа кирек епле ĕçре те маххă памасть. Иртни патне таврăнсан «Звезда» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынине аса илмелле. Çакă та интереслĕ: ертӳçе суйличчен водительте вăй хунă вăл. Автомашинăпа кунсерен тенĕ пек кирек епле çанталăкра рейса тухнă — ăçта кайма хушнă, çавăнта çитнĕ, руле алăран вĕçертмен. Водительте тӳрĕ кăмăлпа вăй хураканскер ялан ĕçе юратнипе палăрса тăнă.Техникăна алăри пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек лайăх тĕшмĕртнĕ. Аркансан кĕске вăхăтра юсама пултарнă. Çынна пулăшма та ӳркенсе тăман. Геннадий Денисов ĕçе ялан тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ĕçченлĕхпе палăрнă. Çăкăртан асли çук текен каларăша ялан асра тытнă. Ял çыннисем унăн тăрăшулăхне асăрхаман мар. 1998 çулта хуçалăхăн отчетпа суйлав пухăвĕнче ертӳçе суйлас ыйту тухса тăнă. «Геннадий Денисова хуçалăх ертӳçин тилхепине тыттарар. Çамрăкăн ĕçлес пултарулăхĕ пысăк», — сĕннĕ ял çыннисем. Çук-ха, çав самантрах ĕçе кӳлĕнме килĕшмен Геннадий Васильевич, хирĕçленĕ пулин те унăн кăмăлне çавăрма пултарнă пухăва пуçтарăннисем. Вăт, шутламан çĕртен водительтен председатель пулса тăнă та. Вăл çĕнĕ ĕçе кӳлĕнсен чи малтанхи кунсенче канăçсăрлăха кĕрсе ӳкнĕ, хуçалăха епле майпа малалла туртса пымалла? Парăмсем те пĕчĕк мар. Вăй питти çын хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: шалу парăмне чакармалла, çавна май ял çыннисене ĕç патне ытларах явăçтармалла. Чăн та, малтанхи вăхăтра хăйне çынсем итлемесрен шикленнĕ, анчах кунсем хыçа тăрса юлнăçемĕн ку туйăм сĕвĕрĕлнĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсене майĕпен ĕç укçи тӳлеме тытăннă, дисциплинăна çирĕплетнĕ. Хуçалăхра машинăпа трактор паркне çĕнетнĕ. Кантур çуртне çĕкленĕ, ял çыннисене çут çанталăк газĕ кĕртме пулăшнă. Чăрăшкассине колхоз вăйĕпе асфальт çул çитернĕ. Пĕр сăмахпа — хăйне шеллемен ертӳçĕ. Ĕçе чун-чĕререн парăннăскер «Звезда» хуçалăха çичĕ çул ăнăçлă ертсе пынă. — Ĕç планĕсем те самай пулнă. Вĕсене вара çулсерен тултарса пыма тăрăшнă. Тыр-пул кăна мар, сĕтне те, ашкакайне те туса илнĕ. Ял çыннине ĕçпе тивĕçтересси тĕп вырăнтаччĕ. Шалăва вăхăтра панă. Тăрăшуллă ĕçченсене тĕрлĕ майпа хавхалантарнă. Хĕрӳ тапхăрта ял ĕçченĕсемпе вăхăт тупăнсанах тĕл пулса калаçнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ, шухăшĕсене пĕлнĕ. Çавăн пекех çитменлĕхсене те асăрханă. Халăхпа вăл е ку ыйтăва пĕрле сӳтсе явни ĕçре те пулăшнă мана, — терĕ пултаруллă арçын. — Вăл вăхăтра хуçалăхсем пĕр-пĕринпе ăмăртарах ĕçлетчĕç. Çавăнпа та районта кăтартусемпе кая юлас килменрен çулталăк тăршшĕпех чуна парса вăй хунă. Килти ĕç вара иккĕмĕш вырăна тăрса юлнă. Каçхине килнĕ те ирхи шуçăмпа пĕрле ура çине тăнă. Тӳрех ĕçе вĕçтернĕ. Вăхăтăн ытларах пайне хуçалăхра ирттернĕ. Юрать-ха мана мăшăр ялан ăнланнă, килти хуçалăхри ĕçсем ытларах ун çине тиеннĕ. Геннадий Денисова 2006 çулта шăпа Юнтапана илсе çитернĕ. Кунта ял халăхĕ ăна пысăк парăмсем айне путнă «Слава» хуçалăхăн председательне суйланă. Чăрăшкасси арçынни ĕçе çĕнĕ вăй-халпа пикеннĕ. Чăрмав нумай пулнă пулин те ертӳçĕ пуçа усман, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхнă. «Слава» хуçалăх никĕсĕ çинче «Алмаз» общество туса хунă. Çĕнĕ çул-йĕр çине çăмăллăн тăман. Халăх ĕненĕвĕ шанăçа çунатлантарнă, ыран паянхинчен тухăçлăрах ĕçлемеллине мала хунă. Тăрăшулăха тĕпе хунăран кăтартусем çултан- çул лайăхланса пынă. Пĕлтĕрхи çула илес пулсан обществăн уй-хирĕсенче тыр-пул ăнса çитĕннĕ — кашни гектартан вăтамран 30 центнер ытла тухнă. Тухăç япăхах мар, анчах ертӳçĕшĕн ку кăтарту чикĕ мар. Кăçал пĕлтĕрхинчен те ытларах ӳсĕм тăвасшăн. Кĕрхи çĕртмене мĕн пур лаптăк çинче пурнăçланă. Геннадий Денисов темле йывăрлăх умĕнче те пуçа усма хăнăхман. Çавăнпа малашлăха ялан çутă ĕмĕтпе пăхать. Юлашки çулсенче машина-трактор паркне чылай çĕнетме пултарнă. — Малалла аталанассипе тата нумай ĕçлемелле, — терĕ ертӳçĕ. Геннадий Васильевич каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Ертӳçĕ çине пысăк яваплăх тиенет. Ĕçе вăхăтра тата пĕлсе тумарăн — çитĕнӳ пирки шутламалли те çук. Ăнланакансем пурри вара чун-чĕрине хавхалану хушать. Мехпаркра чуна парса ĕçлекенсене мухтать. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарать. Çамрăксене те ĕç патне туртать. <...>
Юрий КОРНИЛОВ.
Элĕк округĕ.
♦ ♦ ♦
Республикăри çăл куçсене шкул ачисем те тĕпчеççĕ
Чăваш Енре пурăнакансем çĕр айĕнчен тапакан çăл куçсене яланах типтерлĕ тытнă. Шыва ĕçме кăна мар усă курнă, ун пирки легенда та хывнă. Çăл куçсен пĕлтерĕшĕ анлă. Вĕсем ытти шыв-шура тăрантараççĕ, таврари çут çанталăка упраса хăварма пулăшаççĕ. Тен, çавăнпа та çак вырăн сăваплă шутланнă, юнашар часовньăсемпе купельсем вырнаçтарнă… «Экологи культурипе çут çанталăка перекетлĕ усă курас çулталăкра çăл куçсене тирпейилем кĕртес ĕçе пуçарни питех те пĕлтерĕшлĕ», — палăртрĕ Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕн председателĕ, географи наукисен кандидачĕ Инна Никонорова.
Шыв пробине тишкереççĕ
«Раççей шайĕнче çăл куçсемпе çыхăннă проект пуррине кура ăна хамăр республикăра та пуçарса яма шут тытнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 3 пине яхăн çăл куç тапать. Анчах вĕсен тĕрĕс шучĕ хальлĕхе паллă мар-ха. Пĕрисене хăтлăлатаççĕ, вĕсемпе типтерлĕ усă кураççĕ тĕк теприсем юхăннă, типме пуçланă. Округсенче çăл куçсене пăхса тăрассипе ĕçлекен ятарлă уйрăмсем те, çынсем те çук. Тепĕр чухне çак яваплăх ялти хастарсем çине тиенет. Çак ĕç ăруран ăрăва та куçать. «Чăваш Ен çăл куçĕсем» проекта ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕпе пĕрле 2023 çулта хута янă. Ку проект шайĕнче тĕрлĕ ĕç йĕркелеме палăртнă: субботниксем, ăсталăх класĕсем, лекцисемпе конкурссем. Çулталăк тăршшĕпех субботниксем йĕркелесе кашни округах çитмелле. Тĕп тĕллев — çăл куçсене тасатасси, вĕсене иккĕмĕш пурнăç парасси. Çак ĕçе вырăнти çынсем те, ялтан тухнисем те хутшăнаççĕ. Проект шайĕнче иртекен ăсталăх класĕсенче шкул ачисене, вĕрентекенсене, тавра пĕлӳçĕсемпе экологсене явăçтарасшăн. Вырăнти çăл куçсен даннăйĕсене пĕлмешкĕн ятарлă анкета хатĕрленĕ. Унта çăл куç хăçан пуçланса кайнине, çывăхра мĕнле ӳсен-тăран, тавралăх мĕнле пулнине, шыв пахалăхне кăтартмалла. — Кун йышши анкетăсене кашни округах çитернĕ. Ачасем географи, биологи тата хими предмечĕсене вĕрентекенсемпе пĕрле çăл куçсем патне çитеççĕ. Паллах, вĕрентекенсене ку енĕпе маларах пĕлӳ паратпăр. Олимпиада, конференци шайĕнче ятарлă лекци йĕркелетпĕр. Уй-хире кутамккана вырнаçакан пĕчĕк лабораторипе тухса анализ илме пулать. Малтанах шыв пробине илетпĕр. Тĕрлĕ элемент пуррипе çуккине палăртатпăр. Хыççăн çăл куç ĕçме е хуçалăхра çеç усă курма юрăхлине пĕлетпĕр. Çавăн пекех Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн преподавателĕсем экологи, географи, çĕр енĕпе пĕлӳ илекен студентсем валли лекцисем вулаççĕ. «Чăваш Ен çăл куçĕсем» проект шайĕнче пĕрремĕш çул «Чи хăтлă çăл куç» конкурс пуçартăмăр. Республикăри пур муниципалитетран та заявка илтĕмĕр. Пĕтĕмпе 124 ĕç ярса панă. Çĕнтерӳçĕсене Республика кунĕнче чыслатпăр. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Чăваш Ен — пин-пин çăл куç çĕршывĕ» конкурс пырать. Ку ытларах тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă. Унта шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнма пултараççĕ. Пирĕншĕн истори саманчĕсем те пĕлтерĕшлĕ. Конкурс июль пуçламăшĕччен пырать», — пĕлтерчĕ çак ĕçпе çунатланнă Инна Никонорова. Регион шай.нче ирт. Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе пĕлтĕр Тăвай округĕнче пуçласа «Родники, Черные ключи» фестиваль иртнĕ. Ăна ирттерме ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви, Вырăс географи обществи тата округ администрацийĕ пулăшнă. Фестиваль тĕллевĕ — çăл куçсене тĕпчесси тата упраса хăварасси. Вăл округ шайĕнче иртнĕ. Унта шкул ачисем хутшăнма кăмăл тунă. Тăвай округне ахальтен суйламан-тăр. «Черные ключи» çăл куç — Тăрмăш ялĕнче пурăнакансен юратнă вырăнĕ. Пĕтĕмпе кунта 4 çăл куç вырнаçнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 3,9 гектар, упрамалли зона 15 гектар йышăнать. Çак çăл куçсем — çут çанталăкăн уйрăм сыхланакан палăкĕ. Вĕсем Турмышка юхан шыва юхса кĕреççĕ, Аль юхан шывăн юппи пулса тăраççĕ, кайран Кĕтнене юхса кĕреççĕ. Çăл куçсен ячĕ мĕнле пулса кайни çинчен легенда та çӳрет. Хура çăлсем вырнаçнă вырăнăн хĕвел тухăç енче ĕлĕк Çĕрпӳ-Чĕмпĕр суту-илӳ тракчĕ выртнă. Çул çинче вăрă-хурах пуянсене çаратнă, вĕлернĕ, унтан тĕрлĕ çĕрте чавса пытарнă. Ку шутра — çăл куç çывăхĕнчи вăрманта та. Таврари ялсенчи хресченсем çула «хура çул» тесе каланă. Каярах «хура çăл» ят та пулса кайнă. Тепĕр легенда та пур. Çăл куçсем тавра çирĕклĕх пулнă. Уяр, хĕвеллĕ çанталăкра та çăл куçри шыв хура, тĕттĕм тĕслĕ курăннă. Çавна май çак вырăна çынсем «Хура çăл куçсем» ят панă. Çăл куç Тăрмăш тата Тăвай ялĕсен хушшинче вырнаçнă. Кунта çынсем канма килеççĕ, шыва ĕçме тата тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме усă кураççĕ. «Кашни çăл куç хăйне пăхнине юратать. Пирĕн фестиваль те экологи акцийĕнчен пуçланчĕ. Ачасемпе аслисем кар тăрса çăл куçсене тирпей-илем кĕртрĕç, пĕтĕмпе 20 михĕ çӳп-çап пухрĕç. Унтан вырăс географи обществин представителĕсем ăсталăх класĕ йĕркелерĕç, çăл куçсене тĕпчеме вĕрентрĕç. Сăмахран, шыв юхăмне шутлама, шыв тĕсне, шăршине, температурине уйăрма хăнăхтарчĕç. Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче шкул ачисем çăл куçсен территорине хăтлăлатмалли дизайн-проектсене хӳтĕлерĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Усăллă сĕнӳ пайтах пулчĕ, округ администрацийĕ канашсене шута илессине пĕлтерчĕ», — каласа кăтартрĕ Инна Витальевна. Фестиваль хыççăн вырăнти Вырăс географи обществине çырусем, шăнкăравсем киле пуçланă, ытти округра пурăнакансем те унта хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Çавна май кăçал июль уйăхĕнче ăна республика шайĕнче ирттерме тĕллев лартнă. Çавăн пекех кăçал июнĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел округĕнче «Раççей çăл куçĕсем — Чăваш Ен çăл куçĕсем» республика фестивалĕ ирттерме йышăннă. Халĕ хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Глаукомăпа катаракта çамрăксене те шар кăтартаççĕ
Республикăра мĕнле куç чирĕсем ытларах аталанаççĕ? Куç çивĕчлĕхне упраса хăварас тесен мĕн тумалла? Тухтăрсем пациентсене сиплеме мĕнле диагностика хатĕрĕсемпе усă кураççĕ? Кун пирки Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕпе, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп офтальмологĕпе Ирина Васильевăпа калаçрăмăр.
— Ирина Вячеславовна, Республикăри офтальмологи клиника больницинче пациентсем мĕнле пулăшу илме пултараççĕ?
— Пирĕн пата хамăр республикăран кăна мар, ытти регионтан та сипленме килеççĕ. Вĕсен йышĕнче ачасем те, аслăраххисем те пур. Медицина учрежденийĕнче тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме пулать: планпа пăхса тухнă консультацисем те, васкавлисем те. Клиникăра талăкĕпех васкавлă пулăшу кабинечĕ ĕçлет. Çуллахи вăхăтра пулăшу ыйтма пыракан самай. Аслисем — пахчара, кил картинче ĕçленĕ хушăра, ачасем вылянă вăхăтра суранланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пăхса ĕлкĕрейменрен шăпăрлансем пĕр-пĕрне тăруках патакпа, вичкĕн япаласемпе чышаççĕ. Суран малтанласа ыратмасть, каярахпа кăна палăрать. Кун пек чухне вăраха тăсмасăр куçа тухтăра кăтартмалла. Аслисен хушшинче катаракта тата глаукома чирĕсем анлă сарăлнă. Катаракта чухне операци тунă хыççăн çыннăн куç çивĕчлĕхĕ каялла таврăнать пулсан глаукома хăрушăрах чир. Ăна пула çын яланлăхах суккăрланса юлма пултарать. Сăмах май, юлашки çулсенче глаукома тата катаракта чирĕсем çамрăксене те шар кăтартма тытăннине асăрхама пуçларăмăр. Республикăри офтальмологи клиника больницинче çулталăкне 15 пине яхăн операци ирттереççĕ, консультаци тата васкавлă пулăшу илме 40 пине яхăн пациент пырать.
— Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Медицинăра та çĕнĕ технологисемпе, сиплев хатĕрĕсемпе, хальхи йышши мелсемпе усă курма тивет.
— Паяхи кун тĕлне больницăра çĕнĕ йышши сиплев майĕсемпе тата хальхи вăхăтри хатĕрсемпе туллин усă куратпăр. Çынсене уколсемпе, лазерпа сиплетпĕр, куç çивĕчлĕхне тавăрмалли операцисем, блефаропластика ирттеретпĕр. Амбулатори тата стационар шайĕнче хирурги пулăшăвĕ паратпăр. Пациентсене май пур таран пулăшма тăрăшатпăр.
— Чиртен вăхăтра сипленес тесен куç тухтăрĕ патĕнче çулталăкне миçе хутчен пулмалла?
— Çын хăйне сывă тесе шутлать пулсан çулталăкне пĕр хутчен пулни те çителĕклĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр аптăратать тĕк 3 уйăхра пĕрре куç давленине, куç вичкĕнлĕхне тĕрĕслеттермелле. 40 çултан иртнисен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ачасемпе çамрăксен те çулталăкне икĕ хутчен тухтăр патĕнче пулни пăсмасть. Гаджетпа тата кĕнекепе нумай вăхăт ларнăран вĕсен куç çивĕчлĕхĕ чакма пултарать. Профилатика тĕрĕслевĕ вара сывалас шанăçа темиçе хут ӳстерет. — Куç çивĕчлĕхне упраса хăварас тесен мĕн тумаллаха?
— Режима пăхăнмалла. Монитор умĕнче ĕçленĕ май куçа кашни сехетре 10 минут кантармалла. Чӳречерен инçете 3-4 минут пăхмалла. Ятарлă хăнăхтарусем тумалла. 8 сехетрен кая мар çывăрмалла, организмăн лайăх канмалла. Тĕрĕс апатланмалла, рационра куç валли усăллă çимĕç ытларах пулмалла. Хĕрлĕ тата сарă тĕслисене çиме тăрăшмалла.
— Халĕ ачасен куç çивĕчлĕхне упраса хăварас тĕллевпе муниципалитетсенче «сывату кабинечĕсем» ĕçлеççĕ.
— Муниципалитетсенчи офтальмологсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Округсенче час-часах пулатпăр. 2018 çултанпа республикăра ачасен куç çивĕчлĕхне упраса хăвармалли кабинетсем ĕçлеме пуçларĕç. Унта хальхи йышши тĕрлĕ аппарат вырнаçтарнă, 10 кун сипленмелле. Çавнашкал сывату кабинечĕсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Республикăри ача-пăча клиника больницинче, офтальмологи клиника больницинче, çавăн пекех 28 пĕлӳ учрежденире, ку шутра Шупашкарти «Антошка» ача-пăча садĕнче пур. Паянхи кун тĕлне 60 пин ытла ача кабинетсенче сиплев илнĕ те.
— Уçă алăксен кунне йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Больницăра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене, вĕсен çемйисене те йышăнатăр. — Уçă алăксен кунĕ – сывлăха тĕрĕслеттермелли, тухтăртан консультаци тата назначени илмелли лайăх мел. Палăртса хăвармалла: кун пек тĕлпулусем куç чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма тата вăхăтра сиплеме май параççĕ. Уçă алăксен кунĕсем пирĕн больницăра кашни уйăхра пулаççĕ. Аслисем те, ачасем те килеççĕ. Унсăр пуçне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тата вĕсен çемйисене те пулăшу паратпăр. Сăмах май, çулсерен Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун Республикăри офтальмологи клиника больницинче пĕчĕк пациентсем валли уçă алăксен кунне йĕркелетпĕр. Кăçал акă 100 ытла ача комплекслă диагностика тĕрĕслевĕ илчĕ. Кунсăр пуçне клиника больници пирĕн республика шефа илнĕ Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнче пурăнакансене вырăна тухса медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать