Тантăш 21 (4892) № 06.06.2024

6 Июн, 2024

«Тарават» ушкăн Мускавсене тыткăнланă

Елчĕк тăрăхĕнчи «Тарават» фольклор ансамблĕ çамрăк-ха. Ăна иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче кăна пуçарса янă. Çапах та ушкăн кăçал Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориадине хутшăнма мехел çитернĕ. «Тарават» ансамблĕн ачисем ВДНХра эстафетăна Тутарстана пама тивĕçнĕ. Елчĕк тăрăхĕн çамрăк артисчĕсем акцие хутшăнакансен асĕнче юлнă. Сцена çине тин çеç тухнă ачасем пурне те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе тыткăнланă.

Хула каччи ялсăр пурăнаймасть

«Тарават» ушкăна йĕркелесе яраканĕ — Кирилл Петров. Хăй те çамрăк, 21 çулта çеç. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш шкулта вĕреннĕ, кайран асăннă хулари политехника техникумĕнче строитель профессине алла илнĕ. Кирилл хулара ӳссен те чăвашла кăна калаçать. Алла диплом илсен хулара юлас темен вăл, тӳрех кукамăшĕ патне, Елчĕк тăрăхĕнчи Питтĕпелне, вĕçтернĕ. Операци хыççăн хăйне йывăр туякан кукамăшне пĕр вăхăт пăхса пурăннă каччă. Çав вăхăтра та ахаль ларас темен, «Комбайн» хуçалăха выльăх-чĕрлĕх пăхма вырнаçнă ĕçченскер. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекенскер Кавал ферминче ветеринар фельдшерĕнче ĕçлеме тытăннă çав вăхăтрах. Ял хăй патнех туртнă йĕкĕте. Питĕ хăтлă туйнă вăл хăйне кунта. Хулана таврăнма шухăшламан та. Каччă юнашарти Кивĕ Эйпеç ялĕнче çурт туяннă та унта пурăнма куçнă. Пĕчченех хушма хуçалăх йĕркеленĕ. Пуриншĕн те тĕслĕх каччă темиçе ĕне тытать, сурăхсем ĕрчетет. Картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал унăн халь. «Пушă вăхăтра ялти культура çуртне, «Хĕлхем» ансамбле çӳреме тытăнтăм. Пĕррехинче Акатуя кайсан Елчĕкри культура çуртне ĕçе вырнаçма сĕнчĕç. Килĕшрĕм, çапла майпа художник-постановщик пулса тăтăм», — каласа кăтартрĕ Кирилл. Каникулта та пухăнаÇÇĕ Халăх йăли-йĕркине упрасси, манăçнине çĕнĕрен чĕртсе тăратасси тата унпа çамрăк ăрăва паллаштарасси те Кирилшăн тĕп вырăнта. Юрра-ташша ăста каччă культура çуртне вырнаçсан шкул ачисен хушшинче пултаруллисене асăрханă. Мĕншĕн вĕсенчен ушкăн йĕркелес мар? Нумай шухăшламан, ашшĕамăшĕпе, вĕрентекенсемпе калаçса округри пултаруллă ачасене пĕр чăмăра пухнă. Çапла майпа «Тарават» ушкăн йĕркеленĕ. Унта Елчĕк тăрăхĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 16 ача çӳрет халь. Çак кĕске хушăра ăçта кăна çитменши «Тарават»! Мускавра, ВДНХра пурне те тыткăна илнĕ хыççăн тата хавхаланса кайнă вăл. Шупашкарта, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ «Елчĕк Ен» ентешлĕхĕнче хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă. Патăрьелти «Черчен чечексем» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку çитĕнӳ мар-и-ха? Репертуарта ытларах – фольклор юррисем. Ачасем чăваш юрри-кĕввине питĕ килĕштернине калать ансамбль ертӳçи. Ушкăн эрнере икĕ хутчен пуçтарăнать. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Учиться в кадетском классе – очень круто!»

Они – настоящие патриоты и будущие защитники нашей страны. Когда-то совсем еще юные мальчишки и девчонки переступили порог кадетских классов. За время обучения они научились быть настоящими защитниками, стали мудрее, решительнее, сильнее, ответственнее. На прошлой неделе на плацу Чувашского кадетского корпуса имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова собрались кадеты нашей республики на последний звонок. Всего приехали ребята из 14 школ.

Казалось бы, что только-только они надели свою первую кадетскую форму, дали клятву любить и уважать свою страну, быть честными и верными товарищами, с уважением относиться к старшему поколению, приняли участие в первом в их жизни кадетском балу. Но время летит неимоверно быстро и за ним не угнаться. Настал тот миг, когда выпускники кадетских школ прощаются с юностью, наставниками, званиями и знаменами. Перед началом торжественного мероприятия знаменные группы кадетского корпуса, кадетских классов внесли свои знамена, прозвучали гимны Российской Федерации и Чувашской Республики. С окончанием учебного года кадетов-выпускников поздравил Глава Чувашской Республики Олег Николаев. – От всей души желаю вам, чтобы вы смело шагали по жизни, чтобы взяли себе в качестве целей большие высоты и действовали очень уверенно. В рамках кадетского движения вы уже почувствовали важность выносливости, смекалки, самоотверженности и умения работать в команде, – напутствовал Олег Алексеевич. Также в своем поздравлении он отметил, что кадетское движение в нашей республике из года в год набирает обороты. Кадетский последний звонок – это грустный, но в то же время радостный праздник не только для самих выпускников, а также для их родителей. На протяжении всей жизни именно они являются опорой, поддержкой для детей. Мамы и папы, руководители, наставники с волнением и переживаниями следили за моментами этого праздника. Флаг России, показательные выступления, прощание со знаменем школы Далее на плацу Чувашского кадетского корпуса состоялся общий танец кадетов и появилась группа флагоносцев, которая пронесла флаг Российской Федерации над головами кадет. Очень завораживающими и впечатляющими были показательные выступления по тактической подготовке. А песня солиста Чувашского кадетского корпуса Максима Борисова «Пĕр çĕршыв» вызвала сильные эмоции у каждого присутствующего на мероприятии. Самым волнующим моментом праздника стало прощание со знаменем. Этот ритуал является особенным, означающим прощание с кадетской жизнью, детством и юностью. На торжественном мероприятии выпускники также показали строевую подготовку, торжественным маршем прошли по плацу. А в конце мероприятия не забыли еще об одной интересной традиции кадетов, которой уже более двадцати лет. Одиннадцатиклассники прошлись через «живой коридор», который сформировали девятые классы. А затем они, выстраиваясь в колонну, кидали свои фуражки наверх! По следам двоюродного брата Последний звонок – это одновременно и грустный, и радостный праздник, а также начало взрослой жизни. А выпускнику девятого класса Глебу Розову предстоят еще два года учебы в Чувашском кадетском корпусе. – Я сам из деревни Верхнее Буяново Шемуршинского округа. В Чувашском кадетском корпусе имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова учусь уже с шестого класса. Мой двоюродный брат Никита также военный. Смотря на него, и у меня появилось желание стать военным, решил поступить сюда. Поделился своими планами с родителями. Они поддержали меня. Перед поступлением сдал экзамены по русскому языку, математике, а также физической подготовке. Обучаясь в кадетском корпусе, я стал более дисциплинированным, в жизни появился свой распорядок дня, начал его соблюдать. Здесь нас учат быть настоящим патриотом! – поделился с нами Глеб. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Эковолонтер отрячĕ вăйланать

Çут çанталăк пурлăхне упрама вĕрентес тĕлĕшпе шкулсенче экоотрядсем йĕркеленнине лайăх пулăм тесе палăртмалла. Шăпах унта çӳресе вĕренекенсем тавралăхăн илемне курма, туйма çеç мар, ăна тасалăхра, тирпейлĕхре тытмаллине ăса хывса çитĕнеççĕ. Шупашкарти 53-мĕш шкулта ăс пухакансене те çут çанталăкпа яланах туслă пулма хăнăхтараççĕ. Çавна май кунта 2021 çулхи авăн уйăхĕнче эковолонтерсен отрячĕ йĕркеленнĕ.

— Эковолонтерсен ушкăнне уçнă вăхăтра пирĕн ачасем улттăмĕш класра кăна вĕренетчĕç пулин те, çак йыша хаваспах кĕчĕç, тĕрлĕ конкурса, экологи енĕпе иртекен мероприятисене, субботниксене, акцисене хăйсемех хутшăнма пуçларĕç. Çакă вĕсене пĕр шухăшлă пулса ĕçлеме хавхалантарчĕ. Эпир, çак проектăн кураторĕпе Татьяна Михайловăпа, вĕсене пур енчен пулăшса пыратпăр, — каласа кăтартрĕ экоотряд ертӳçи Екатерина Савельева. Шупашкарти 53-мĕш шкулти экологи отрячĕн волонтерĕсем çут çанталăкăн чăн-чăн управçисем тесен те йăнăш мар. Ку енĕпе çыхăннă мĕн пур мероприятие, акцие хаваспах хутшăнса пирĕн тавралăха пулăшаççĕ, ăна усă кӳме тĕллевлеççĕ. Шкул, округ, хула е республика шайĕнче-и — нихăшĕнчен те айккинче юлмаççĕ хастарсем. Акă кашни çулах шкулта «Атте тата эпĕ» акци йĕркелеççĕ, вĕçен кайăксем валли сырăшсем хатĕрлеççĕ. Кунта экологи отрячĕн хастарĕсем çеç мар, ытти ача та хутшăнать. Шкул таврашне илем кĕртессипе те проект пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн, кашни класс чечек клумби лартса çитĕнтерет. Экологи отрячĕн хастар волонтерĕсем çулсеренех икĕ хутчен Шупашкарти ботаника садне тирпейилем кĕртме çӳреççĕ. Ку вăл — хăйне евĕрлĕ вăйă-ăмăрту. Унта хулари шкулсем, техникумсем, çавăн пекех çемьесем те хутшăнаççĕ. Ăна усă курнă япаласене уйрăм пуçтарас енĕпе ĕçлекен Шупашкарти «Чистая среда» организаци йĕркелет. Çавăн пекех хăйсен микрорайонĕсенче иртекен субботниксенчен те айккинче пăрăнса юлмаççĕ ачасем, аслисемпе пĕр танах тирпей-илем кĕртеççĕ, çӳп-çап пухаççĕ, хамăр пурăнакан тавралăх тасарах пултăр тесе тăрăшаççĕ. Йывăç-тĕм лартасси те ырă йăлара. Вĕрентекенсем пулăшнипе чăрăш тĕмĕсене строительство ĕçĕсем пыракан вырăнтан кăларса шкул таврашне куçарса лартнă. Волонтерсем Раççей шайĕнче иртекен «Астăвăм йывăçĕ» проекта та хутшăнаççĕ. Кивĕ хут пуçтарассипе эковолонтерсем хастар ĕçлеççĕ. «Бумажный БУМ» акцие хутшăнса кивĕ хут пуçтараççĕ. Кунта кĕçĕн классенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнса пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Пухнă юрăхсăр хута иккĕмĕш пурнăç парнелеме ятарлă вырăна ăсатаççĕ. Чĕр чунсем — пирĕн туссем. Апла вĕсене те тимлемеллине Шупашкарти 53-мĕш шкул вĕренекенĕсем лайăх ăнланаççĕ. Акă хуçасăр юлнă, Шупашкарти приютра пурăнакан йытăсене апат çитереççĕ. «Ырă пăкăсем» акципе килĕшӳллĕн, вĕренӳ учрежденийĕнче ятарлă контейнер вырнаçтарнă. Вăл тулсан ăна Лев Кассиль ячĕллĕ Шупашкарти вулавăша илсе каяççĕ, хыççăнах вĕсене пластик тирпейлекен завода ăсатаççĕ. Эковолонтерсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çитĕнӳ сахал мар тунă. Раççей шайĕнче онлайн мелпе иртнĕ «Ubirator» олимпиадăра иккĕмĕш пулнă вĕсем. 2022 çулта «Мусорята» эко-квестра хутшăнса волонтерсем экологи енĕпе пĕлӳ илнĕ. Ачасем унта çӳп-çапа тĕрĕс уйăрма, япалана иккĕмĕш пурнăç парнелеме май пуррипе çуккине тата таварсен маркировкине пĕлме вĕреннĕ. Ку квестра хăйсен маттурлăхне кăтартнăшăн Шупашкарти 53-мĕш шкулăн волонтерĕсем ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин дипломне тивĕçнĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.