Чăваш хĕрарăмĕ 21 (1351) № 06.06.2024

6 Июн, 2024

Раççей çăлтăрне шăрттанпа сăйланă

Вăл çĕршыври паллă артистсем, сăмахран, Дима Билан е Надежда Кадышева, Сергей Жуков е Николай Расторгуев, е тата ытти чылай çăлтăр мĕн çиме-ĕçме кăмăлланине аван пĕлет. Нумайăшĕпе куçа-куçăн калаçса та курнă. Çак çын хăйĕн кумирне ăссăрла юратнăран унăн биографине тĕпĕ-йĕрĕпе тишкерекен пĕр-пĕр хастар фанат тесе шутлама ан васкăр. Вăл — концерт йĕркелӳçи. Шупашкарти Ольга Никифорова ăнăçлă уяв-мероприяти йĕркелес тĕлĕшпе чăн-чăн профессионал.

Чăваш Ене юратнипе

Хĕр Германире çар çыннин çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Красноармейски районĕнчен тухнăскер — авиаци техникĕ. Вăл Совет Союзĕнчи тĕрлĕ хулара, унсăр пуçне Германире те служба тухнă. Амăшĕ — Элĕк тăрăхĕнчен. Оля 3 çулта чухне Никифоровсем Раççее таврăннă. «Тăван çĕршыва килсен аттене Мурманск хулине янă, унта çур çул пек службăра тăнă хыççăн Рязане куçнă. Эпир 9 çул çак хулара пурăнтăмăр. Çуллахи каникула вара кукамай-асанне патне Чăваш Ене каяттăмăр. Çав кун яланах уярччĕ, эпĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтеттĕм — вăрăм çул çӳреве хатĕрленеттĕм. Чăваш Ене питĕ юрататтăм пĕчĕк чухне. Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирте чупнă, çырла пухнă, ял ачисемпе хутшăннă. Ун чухне ялта ача нумайччĕ. Вĕсем чăвашла илемлĕ пуплетчĕç, шӳтлетчĕç. Манăн çав шӳтсене ăнланас килетчĕ те туссен кашни сăмахне ăса хывма тăрăшаттăм. Кукамайăн та манпа чĕлхе хуçса вырăсла калаçма тиветчĕ, çавăнпа ăна çăмăлрах пултăр тесе чăвашлах сăмахлама хăтланаттăм. Кайран, каникул вĕçленсен Рязане таврăннă чухне çул çинче чăваш юррисене итлеттĕмĕр, тунсăхланăран тепĕр чухне куççуль те тухатчĕ. Çулталăк тăршшĕпе яла каясси пирки ĕмĕтленнĕ эпĕ, иккĕмĕш сыпăкри аппана çыру çыраттăм. «Эсĕ телейлĕ çын — кирек хăш самантра та яла кайма пултаратăн», — çапла шăрçаланине астăватăп. Аттепе аннерен Чăваш Республики хăш енче вырнаçнине ыйтса пĕлтĕм те теттесене те килте çав енне лартрăм. Чун туртатчĕ унталла. Аттен служби вĕçленсен, 2002 çулта, çывăх çыннăмсем манпа тата йăмăкпа канашларĕç: эпир ăçта пурăнасшăн? Пирĕн Мускава кайма та май пурччĕ. Эпир Чăваша таврăнма кăмăл турăмăр. Çапла Шупашкара çитрĕмĕр. Анне пурнăç тăршшĕпе медицинăра тăрăшать, атте пенсие тухсан хулари харпăр заводра ĕçе вырнаçрĕ. Вăл пире, виçĕ хĕрне, çирĕп воспитани панă. Хирĕçӳ тухсан айăплине шырамастчĕ, кашниех явап тытатчĕ. Дисциплина çирĕп пулнă килте. Йывăрлăхсем тухсан алă усмасăр вĕсене çĕнме вĕреннĕ эпир. Халĕ çакă мана ĕçре те пулăшса пырать», — сăмах çăмхине сӳтме пуçăнчĕ пултаруллăскер. Ольăпа йăмăкĕ лицее вĕренме кĕнĕ. Оля чăваш чĕлхипе йывăрлăхсем тухма пултарасран шикленнĕ, анчах лару-тăру вуçех урăхла çаврăннă: вăл класра тăван чĕлхене пуринчен те лайăхрах тĕшмĕртет иккен! Анчах ку кулянтарнă хĕре: еплеха тăван тăрăхра ачасем чăвашла пĕлмеççĕ? Ун чухне вăл «модăра пулман», нумайăшĕ унран ютшăннă. «И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан, чăвашлăхпа кăсăкланнăран Чăваш наци конгресĕпе çыхăнтăм. Унăн хастарĕсем ытти регионти ентешсемпе хутшăннине пĕлсен савăнтăм. 2016 çулта Крымри Акатуя йĕркелӳçĕ пек хутшăнтăм. Каярахпа Байкала кайрăмăр. Çак ĕç питĕ хавхалантарчĕ: эпĕ те чăвашлăхшăн тăрăшса тӳпе хыватăп-çке!» — терĕ пике. Тăрăшнин, ăнтăлнин витĕмĕ пулнах, халĕ Ольăна унччен чăвашла вуçех пĕлмен тееймĕн — чĕлхе тĕлĕшпе тепĕр чăвашран та ирттерет. Сăмах май, вăл конгреспа хальхи вăхăтра та çыхăну тытать, уявсем йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлет. Йăмăкĕпе пĕрле Мероприяти йĕркелесси ăна студентлăхрах кăсăклантарнă. Анчах тĕрĕслĕхе мала хураканскер юридици енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах çынсен прависене хӳтĕлекен центра ĕçе вырнаçнă. «Унта ытларах кӳреннĕ клиентсем килетчĕç, пĕр-пĕрне ӳпкелетчĕç пĕрмай. Эпĕ куç умне пачах урăх чăнлăха кăларнă юрист çулне суйланă самантра. Çавăнпа шухăш улшăнчĕ. Кӳренӳпе çыхăннă ĕçре мар, çынна савăнăç кӳрекеннинче тăрăшас килчĕ. Уявсемпе мероприяти йĕркелесси шăпах ман валли. Университетпа сыв пуллашсан çак енĕпе ĕçлеме пикентĕм. Вĕреннĕ вăхăтра кăштах опыт пухнăччĕ: «Студентсен çуркуннине», ыттине йĕркеленĕччĕ. Уяв агентстви уçас шухăш çуралсан республикăри бизнес-инкубатора юристпа канашлама кайрăм. Эпир калаçнă хушăра пӳлĕме пуçлăх кĕчĕ. Çывăх вăхăтра Пĕтĕм Раççейри пахалăх форумне ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ те ăна йĕркелеме мана сĕнчĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Çапла хам кĕтменшутламан çĕртен ĕçе вырнаçрăм. Паллах, çĕршыв шайĕнчи мероприятие ирттересси çăмăл мар, вăл маншăн пĕлтерĕшлĕ опыт пулчĕ. Килĕшме килĕшрĕм-ха та, кайран, эрнерен, ку ĕç вуçех те ансат маррине ăнлантăм. Форума тивĕçлĕ хатĕрлеймесрен шиклентĕм, йĕтĕм те. Юрать, коллектив пулăшрĕ, хавхалантарчĕ. Веçех планпа килĕшӳллĕн ирттерес тесен йĕркелӳçĕн йăлтах маларах палăртмалла, хатĕрлемелле. Тăрук программăра кĕтменлĕх тухас пулсан лару-тăрăва епле йĕркелесси пирки те шухăшламалла. Урăхла каласан, «А» план çеç мар, «Б» план та кирлĕ. Кĕтмен çĕртен улшăннă лару-тăрăва епле майлаштарни йĕркелӳçĕн ăсталăхне кăтартать. Сăмахран, Крымри Акатуйра çанталăк тăрук япăхланчĕ, вăйлă çил тухрĕ, çумăр çума пуçларĕ. Микрофон ĕçлеме чарăннăран уява çĕнĕ лапамра тăсасси пирки çынсене пĕр ушкăнран теприн патне чупса пĕлтерме тиврĕ». Вăхăт иртсен Ольга мероприяти ертсе пырас енĕпе вĕреннĕ, ĕçрен кайса хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕскер туй-юбилей хатĕрлеме пуçланă. Пĕр вырăнта тăма хăнăхманскер тăтăшах тĕрлĕ курсра пĕлĕвне анлăлатать. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Хаваслă кану кунĕсене инкек ан тĕксĕмлеттĕр

Çамрăк мăшăра пехилленĕ май туйра ашшĕ-амăшĕ яланах çак сăмахсене калать: «Иккĕн выртса виççĕн тăрăр». Çамрăк хĕрарăм варĕнче çĕнĕ чун тĕвĕленни яланах савăнăç кӳрет. Акă кĕтнĕ вăхăт çитет — тĕнчене тин çуралнă пепке сасси кисретет. Паллах, тимлĕ ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш вырăна тухать шăпăрлан. Вăхăтра апат çитермелле, кирлĕ пек тумлантармалла… Шел те, нумай чухне ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çакăнпа чикĕленет. Çи-пуçĕ питĕ, хырăмĕ тутă — урăх мĕн кирлĕ? Ача ӳссе пынă май та улшăнмасть лару-тăру. Çапла вара пепке хăйне ăнланакан тепĕр чуна урамра, е, унтан та ытла, интернетра шырама пуçлать. Çакă мĕнле хăрушлăха çаврăннине, хăйне мĕнле инкек кĕтме пултарнине чухлама та пултараймасть вăл. Интернетра хăй кампа хутшăннине курмасть-пĕлмест вĕт ача. Унта вара, экран тепĕр енче, çамрăк та, ватă та, саккуна пăснă çын та пулма пултарать.

Тимсĕрлĕхе пула

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче тĕнчипех Ачасене хӳтĕлемелли куна паллă турăмăр. Пур çĕрте те савăнăçлă тĕрлĕ мероприяти нумай иртрĕ. Анчах çак чаршав хыçĕнче каламалли-пăшăрханмалли, калаçмалли-шухăшламалли те сахал мар. Шăпах çакăн çинчен сăмах пуçартăмăр та Чăваш Республикинчи Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйпа Алевтина Федоровăпа. …Ĕç вăхăчĕ пуçланман-ха, Алевтина Николаевна вара вырăна тахçанах çитнĕ. Кашни куна талăкра пулса иртнĕ пăтăрмахсен сводкинчен пуçлать вăл. Кашни тĕслĕхе пайăррăн тĕпчет: мĕншĕн, кам айăпĕпе пулса иртнĕ вăл е ку инкек? Хальхинче лару-тăрăва пĕрле тишкертĕмĕр. Пытармастăп: маншăн ку сводка — çĕнĕлĕх, унпа пĕрремĕш хут паллашрăм. Эпĕ тĕлĕнтĕм, Алевтина Николаевна вара пăшăрханăвне пытараймарĕ: «Каллех, каллех, — йĕркерен йĕркене куçать унăн куçĕ. — Инкекрен нумайăшĕ ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Вĕсем пепкисене куçран вĕçертмен тĕк çаксенчен чылайăшĕ пулса иртмĕччĕ те… Калăпăр, пĕчĕкскерсем сĕтел çинче е урăх çĕрте, чи кирли — алă айĕнче, ларакан пур япалана та тытса ĕçеççĕ. Темĕн те пур унта: эмел те, уксус та, япала çумалли шĕвек те… Вĕсемшĕн йăлтах кăсăклă вĕт, пĕчĕкскерсем пĕтĕмпех çăвара хыпса пăхаççĕ. Çавăнпа та ашшĕамăшне тепĕр хут асăрханулăх çинчен аса илтерес килет». Сводкăна тишкернĕ май ытларах куллен тĕл пулакан хыпарсем куçа тăрăнаççĕ. Пĕр вырăнта вара Алевтина Николаевна та, эпĕ те такăнтăмăр. Çул çитмен çамрăк эрехпе наркăмăшланнă. «1 кĕленче», — палăртнă унта. 2017 çулта çуралнă… Тĕлĕнмелле! 7 çулти ача 1 кĕленче эрех пушатнă-и?! Округне палăртмăп, паллах, кун çинчен çав тăрăхри администраци ĕçченĕсем пĕлеççех, аслисен тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççех. Инкек сăлтавĕ вара тишкермесĕрех паллă. Тен, ку çемьере эрех-сăрапа виçесĕр айкашмаççĕ те пулĕ, тен, кĕленче ача аллине ăнсăртран кăна çакланнă. Çапах та тĕп вырăнта — ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕ, ачисене асăрхаса çитерменни. Алевтина Николаевнăпа сводкăна малалла тишкертĕмĕр. Шăпăрлансене йытă тапăнса çыртнă тĕслĕх сахал маррине асăрхарăм. Тĕрлĕрен шар кăтартаççĕ пĕчĕкскерсене анчăксем, ăçтан май килет, çавăнтан çыртаççĕ: ураран та, питрен те. Кунта та тĕлĕнмелли тупăнчĕ — урамра хуçасăр чупса çӳрекеннисем кăна мар, хуçа çумĕнче пыраканнисем те тапăнаççĕ-мĕн ачасене. Пĕрремĕш ушкăнрисемпе влаç органĕсем кĕрешме тăрăшаççĕ-ха, ятарлă вырăна илсе кайса стерилизацилеççĕ, ун хыççăн ирĕке яраççĕ. Хуçаллисемпе вара мĕн тумалла? Каллех — явапсăрлăх. Чĕр чун усракансен хăйсен йыттисене асăрхамалла-ха та ĕнтĕ… Ăнланни çитмест Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнсах пырать. Паян ачапăчапа çамрăксем çуран утмаççĕ, кирлĕ вырăна çитме вĕсен тĕрлĕ хатĕр пур: мопед, самокат… Юлашкисен йышĕ пушшех те çумăр хыççăнхи кăмпа пекех ӳсет. Вĕсен çинчен ӳксе суранланнă тĕслĕх сахал маррине çирĕплетрĕ çӳлерех асăннă сводка — çакăн пек тĕслĕх пирки кашни кунах çитет хыпар. Самокатпа ӳксе суранланнă ачасене больницăна кашни кун тенĕ пекех илсе пыраççĕ. Алевтина Николаевна черетлĕ хут аслисене чĕнсе каларĕ — ачасемпе çул-йĕр правилисем пирки тăтăшах калаçмалла, хăрушсăрлăх çинчен аса илтермелле. Паллах, самокат туянса парнеленĕшĕн шăпăрлан ашшĕ-амăшне тав тăвĕ, савăнĕ, ӳксе алă-урана хуçнишĕн вара нимĕн хĕпĕртемелли те çук. Паян ку транспорта хулан кирек хăш кĕтесĕнче те тара илсе ярăнма пулать. Ун çине тăрса çамрăксем вăш та вăш кăна иртсе каяççĕ çумран. Çил ачипе ăмăртнă май йĕркене пăхăнмаллине кăна манас марччĕ. Сисмесĕрех ăшă çу кунĕсем çитрĕç. Шăпах çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче шыва кĕмелли сезона официаллă майпа уçрĕç. Хаваслă каникул шыв хĕррине чĕнет, шелсĕр çунтаракан хĕвел пайăркисенчен урăх ăçта пытанма-çăлăнма пулать тата? Атăлта, пĕве-кӳлĕре питех те уçă вĕт. Анчах та ваттисем шывăн турачĕ çуккине каланă. Çавăнпах ачасене ку тĕлĕшпе те хăрушсăрлăх мерисем пирки аса илтерме тивет. Шыва кĕме ирĕк панă вырăнта кăна чăмпăлтатма юранине те манăçа кăлармалла мар. Хаваслă каникул кунĕсене нимĕнле инкек те ан тĕксĕмлеттĕр. Аслисен тимлĕхĕ çинче каллех чарăнчĕ Алевтина Федорова. Ачана пурнăç парнелени кăна сахал, тумлантарнитăрантарни те çителĕксĕр. Тĕп вырăнта – хутшăну. Шăпах çакă çитмест паян пурнăçра. «Ачасемпе тăтăшах тĕл пулнă май вĕсене хăйсене телейлĕ туймашкăн мĕн кирлине ыйтатăп. Пĕррехинче пĕр арçын ача яшт сиксе тăчĕ те: «Мана атте-анне ăнланни çитмест, — терĕ. — Вĕсем манăн пăшăрханăва чĕре çывăхне илни, илтни, манпа калаçни...» Чăннипе хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачи вăхăта мĕнле ирттернипе те кăсăкланмасть, вăхăта пĕрле ирттермест, унпа пĕрле тĕрлĕ лару-тăрăва сӳтсе явмасть. Кун пек чухне, паллах, вĕсен хушшинче çыхăну çукки куçкĕрет. Кулленхи пурнăçра пепкемĕрсем валли вăхăт тупма тăрăшмалла. Ачасемшĕн шанчăклă тĕрев пулмалла. Вĕсем вара çакна туйса тăччăр. Çапла, паян укçа пуç пулса тăчĕ, çемьене финанс енчен тивĕçтерме тăрăшатпăр. «Урăх мĕн кирлĕ тата вĕсене?» — теме пăхать хăшĕ-пĕри. Эпир ачасене илтни, итлени питех те пĕлтерĕшлĕ вĕсемшĕн. Унсăрăн ачасем пире шанма пăрахаççĕ, ăнланăва, хутшăнăва урамра е интернетра шырама пуçлаççĕ. Унта вара вĕсене кам мĕнле канаш панине ăçтан пĕлсе çитерĕн?» — пăшăрханăвне пытармарĕ Алевтина Николаевна. Интернет тенĕрен, унта темĕн тĕрлĕ хăрушлăх кĕтет çул çитменнисене. Тепĕр чухне вĕсен шанăçне кĕрсе усал ĕç тума хĕтĕртекен те пур. Палламан çынпа туслашнă май çамрăксем хăйсен сăн ӳкерчĕкĕсене ярса параççĕ. Каярахпа вĕсемпе усă курса хăртма, укçа ыйтма пуçлаççĕ. Шел те, кун пек тĕслĕхсем пирĕн регионта та çук мар-мĕн. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Радио итлен. май пуçне минтер çине хурса й.н.

5 çул каялла пĕр мероприятире эпĕ «Сывлăмпи» ача-пăча пултарулăх ушкăнне асăрханăччĕ. Питлĕх çинче еплерех тапăртатса ташлаççĕ, аллисене çӳлелле çĕклесе юрлаççĕ. Пĕрпĕр паллă артистран та ирттереççĕ. Унта пурнăç вĕресе тăрать! Паянхи хаçат хăни — Муркаш округĕнчи «Сывлăмпи», «Туслăх», «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнĕсен ертӳçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова.

Баянне аллинчен ямасть

«10-мĕш класра пурте урок хыççăн килĕсене каятчĕç. Класс ертӳçи Вениамин Андриянов баянне парта çинче хăваратчĕ. Эпĕ юлса ăна каласа пăхаттăм. Алă килет пек туйăнатчĕ. Каярах класпа концерт хатĕрлерĕмĕр. Çав программăпа Акатуя кайрăмăр. Пыратпăр автобусра çапла. Ăнсăртран Вениамин Андриянович: «Баяна калаканни эсех пулатăн», — терĕ. Куракансем пурте сан çине пăхаççĕ-çке! Мĕнле эпĕ, 17 çулти хĕрача, халăх умĕнче баян калăп? Вĕрентекене хирĕçлеймерĕм. Тухрăм та пĕр йăнăшмасăр халăха кĕвĕпе савăнтартăм. Çав вăхăтранпа баяна алăран яман. Акатуйра шаннăшăн Вениамин Андрияновича паянхи кунчченех тав сăмахĕ калатăп», — аса илчĕ Надежда Максимилияновна. 17-ри хĕрача çав уявра пĕр хĕрарăм купăс каланине асăрханă, унран ăçта вĕреннине ыйтса пĕлнĕ. «Шупашкарта Симĕс пасар пур. Унта Чăваш Республикинчи халăх пултарулăх çурчĕ ларать. Çавăнта вĕреннĕ», — тенĕ хайхискер. Кăштах вăхăт иртсен çав çурта çул тытнă Надежда. Рем Жуковскипе Николай Эриванов музыкантсем хĕре итленĕ хыççăн районтан направлени илме сĕннĕ. Каланă — тунă! Учитель юррăн 2 йĕркине вĕренме хушса янă пулсан, Надежда тăваттăшне ăса хывнă. «Кошкина /хĕр чухнехи хушамачĕ. — Авт./ вăн ăçта çитнĕ!» — чи малта пулнăран мухтанă ăна вĕрентекенĕсем ытти ача умĕнче. Надежда канмалли кунсенче яла кайнă. Ашшĕн çăматтине, тăлăпне тăхăнса ăсталăхне туптама мунчана тухса ларнă. Çулталăк хушшинче баян тата аккордеон пĕлĕвне илнĕ хĕр. Баянист-хоровик пулса тăнă. Вĕреннĕ вăхăтра Шупашкарти Якимов варĕнчи пĕр нишлĕ çурта пĕлĕшĕсем патне çывăрма кĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ялтан çăкăр, какай парса янă унта пурăнма. Каярах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă пĕлӳ илнĕшĕн те çав тери савăннă вăл. Муркаш округĕнчи Çĕлеменкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ, Ситуккассинче пурăнакан Надежда Кондукторова халĕ — 64 çулта. Ача чухнех юрра-кĕвве килĕштернĕскер ашшĕ-амăшĕ кӳршĕсем патне каçсан килĕнче радио янă та куççуль тухичченех илемлĕ кĕвĕсем итленĕ. Минтер çине пуçне хурса макăрнă. Надеждăн ашшĕ тата 4 пĕртăванĕ вăрçăра пулнă, иккĕшĕ таврăннă, пĕрле нимĕç купăсĕ йăтса килнĕ. «По долинам и по взгорьям» юрра каланă купăспа ашшĕ. Купăс калас пултарулăх хĕрне унранах куçнă ахăр. 5-мĕш класра чирлесен Надеждăна килĕнче хăварнă, кăмака хутма каланă. Хушнине пурнăçличчен вара хĕрача тĕкĕр умне тăрса купăс калама пикеннĕ... Ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕскер Вĕренсе пĕтерсенех çамрăк музыкант Рыккакассинчи ял клубне ĕçлеме вырнаçнă. Малтанхи çулах ачасемпе 17 концерт лартнă! Ашшĕ ăна баян парнеленĕ. Амăшĕ пĕрмаях «Ашшĕ пек лайăх çын пултăр», — тесе кĕлтунă. «Аттепе анне мĕнле ĕçленĕ, эпир те çаплах тăрăшнă. Çăкăр çине çу сĕрнĕ те симĕс суханпа çинĕ. Çавăнпа вăйлă пулнă. Арçын пек ĕçленĕ. 8-мĕш класрах аслисемпе пĕр тан утă çулнă. Ытти ача лагере çӳренĕ вăхăтра эпĕ ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Манăн та каяс килетчĕ, анне ярасса та шантаратчĕ. Çаплах çулсем иртрĕç. Ĕçе хăнăхтарнăшăн аннене çав тери юрататăп. Йăмăк кукăль пĕçеретчĕ пӳртре. Эпĕ вара вăл ĕçе пĕлмен. Ун вырăнне выльăх-чĕрлĕх пăхнă, шыв кӳнĕ, вутă йăтнă. Пĕррехинче пĕчченех пĕр кунра вутă çурса пĕтертĕм», — пуплерĕ Надежда Максимилияновна. Çак клубра ĕçленĕ вăхăтра Çĕнĕ çул уявĕ ирттерес умĕн вăл электричество улăштарма шухăшланă. Электриксене йыхравлама кайсан: «Салтакран нумаях пулмасть килнĕ Кондукторов пур пирĕн. Çавна шыра», — тенĕ. Урамра Надежда çиле хирĕç утнă май чухăнрах çи-пуçлă, сăнпа вара хитре каччă патне пырса чарăннă. «Кондукторовĕ вăл эпĕ-ха», — тенĕ шăппăнрах çамрăк электрик. Качча Анфир тесе чĕннĕ. «Ятне аран калама хăнăхрăм вĕт! Сăмах ваклама юратмастчĕ Анфир. Ашшĕ ир çĕре кĕнĕ унăн. Тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ ылтăн алăллăскер. Амăшĕ Турра ĕненетчĕ, питĕ лайăх çынччĕ», — аса илчĕ Надежда. Йĕкĕт клубри электрикăна веçех çĕнетнĕ, гирляндăсем те çакнă. Вутă та татса пулăшнă. Надежда Максимилияновна Анфир Николаевича сăнанă май вăл лайăх йĕкĕт пулнине ăнланнă. 4 çултан вĕсем пĕрлешме шут тытнă. Анчах унччен вилнисене асăнма масар çине кайма палăртнă хайхискерсем. Надежда маларах çитнĕ. Яш вара çук та çук. Чылайччен тăнă вăл Анфира кĕтсе. Масар çинчен тухса та ĕлкĕрнĕ. Акă тинех йӳле янă пиншакпа вĕçтерсе çитнĕ каччă. Çамрăксем тăванĕсен вил тăприсем патне пынă, пĕрлешессе пĕлтернĕ. Акăш кӳлли çумĕнче Кăçал Надеждăпа Анфир Кондукторовсем пĕрлешни 40 çул çитет ĕнтĕ. 1988 çулта çамрăк çемьене совхоз 2 пӳлĕмлĕ хваттер панă. Çĕнĕ кайăк вĕçсе килессе 6-7 çул та чăтăмсăррăн кĕтнĕ мăшăр. Те ачаллах вăйлă ĕçлени, те шăнни витĕм кӳнĕ? Районти тухтăрсем пепке пирки ĕмĕтленекен хĕрарăма Махачкалана кайса сипленме путевка панă. Хунямăшĕ кинне ача пулманшăн пĕр сивĕ сăмах та каламан. 2 хут ăнăçсăр çире пулнă хыççăн виççĕмĕшĕнче тинех кĕтни пурнăçланнă. Ывăлĕ Саша çуралас умĕн пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче концерт ирттернĕ Надежда Максимилияновна. Сцена çинче баян каласа ташлаттарнă çеç. Концерт хыççăн 2 сехетрен унăн шыв кайнă. Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче вара çĕнĕ çын кун çути курнă. Тепĕр 2 çултан тĕнчене хĕрĕ Марина килнĕ. Сăмах май, Саша пĕлтĕр çемье çавăрнă. Арăмĕпе Оксанăпа чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ. Марина Сочире пурăнать. Ташлама юратаканскер çак енĕпе ĕçлет. Мăшăрĕпе телейлине палăртрĕ Надежда Максимилияновна. «Ывăлăм ашшĕне хунă. Математика енĕпе вăйлă. Хĕрĕм хам пек вăр-варскер. Ачамсене çынна ырă тумаллине вĕрентетпĕр. Чулпа перекене çăкăрпа пеме сĕнетпĕр», — сăмахларĕ 2 ача амăшĕ. Çĕр лаптăкĕ илсен Кондукторовсем çĕнĕ çурт хăпартма шут тытнă. Çĕр улми лартса ӳстернĕ, ăна сутса укçа пухнă. Йывăç касма та хăйсемех çӳренĕ. Муркаш районĕнчен малтан Шупашкарти Юхан шыв портне килнĕ, пăрахутпа Атăл урлă Северный поселока каçнă. Пĕррехинче хĕлле шкулти уроксем хыççăн тухса каçхине 4-сенче çитнĕ вăрмана Надежда. Ĕçлекенсем валли çырткаламалли илсе килнĕ. Водительсем ăна тӳррĕн мĕнле тухмаллине ăнлантарнă. Кашкăрсем çуккине пĕлтернĕ. Юр тăрăх ашса сĕм тĕттĕм пуличченех утнă вăл. Çӳллĕ йывăçсем çинче ларакан кайăксем çуначĕсене лăш-лăш! сулса вĕçсе хăпарнă. Çитнĕ Надежда вырăна, вăрман касакансем вара çук — кайса ĕлкĕрнĕ. Мĕн тумалла? Акăш кӳлли çумĕнче кивĕ вăрманçă çурчĕсем ларнă. Пĕринче чӳрече витĕр пĕчĕк хăю çунни курăннă. Надежда алăка уçнă та — унта 4 арçын тата пĕр пысăк йытă ларнине курах кайнă. Сĕтел çинче алюмини савăтра — аншарли. Шăнса хытнă хĕрарăм сĕтел патне пырса хаяррине пĕр черкке ăша янă, хăярпа тата салăпа çыртнă. Арçынсем кун пеккине кĕтменрен чĕлхине çăтнă. Тепĕртакран тăна кĕрсен сăмах хушнă: «Кун пек çанталăкра каçхине хăшĕ-пĕри «Мерседес» парнелесен те урама тухмасть», — тенĕ. Хайхискерсем сунара кайнă. Надежда çуртра пĕчченех çĕр каçнă, ирхине тăван районне вĕçтернĕ. Çав вăхăт тĕлне сунарçăсен йĕрĕн палли те юлман. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.