Çамрăксен хаçачĕ 21 (6522) № 06.06.2024

6 Июн, 2024

Каччă хĕре мăшăрĕ пулма ыйтнă

Нумаях пулмасть Тăвай округĕнче иртнĕ «Ялта чи лайăххисем» агрослет Даниил Кирилловпа Виктория Матвеевăшăн ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Çакăнта вĕсен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă — каччă хĕре мăшăрĕ пулма ыйтнă.

Çĕрре иртнĕ çулла туяннă

Даниил — Тăвай тăрăхĕнчен, Виктория — Шăмăршăран. Çамрăксем 4 çул каялла «Контактра» социаллă сетьре паллашнă. Хĕрпе каччă темиçе уйăх çыру çӳретнĕ хыççăн тĕл пулнă. Даниил Викторияна курас тесе ятарласа Шăмăрша çитнĕ. «Эпĕ хамăн йышăнушăн ӳкĕнместĕп, мĕншĕн тесен çак самантран пирĕн пурнăç историйĕ çырăнма пуçланчĕ», — терĕ Даниил. Вăл пĕлтĕрех савнă хĕрне мăшăрĕ пулмашкăн ыйтма шутланă. «Мĕн тăсса пурăнмалла-ха? Манпа çумра юратнă çын пур», — шухăшĕсен вĕçне пăнчă лартнă вăл. Ылтăн çĕрре Даниил иртнĕ çуллах туянса хунă. Унтан савнине хăйĕн шухăшĕ çинчен пĕлтерме юрăхлă самант шыранă та — тупнă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тăвай округĕнче иртнĕ «Ялта чи лайăххисем» агрослет кун валли шăпах меллĕ тесе шутланă. Викторияпа Даниил унта пĕлтĕр те хутшăннă. Кăçал вара каччă савнине пĕтĕм çын умĕнче ылтăн çĕрĕ тăхăнтартма çирĕппĕн палăртнă. Туя вĕсем кăçал утă уйăхĕн вĕçĕнче паллă тăвĕç. «Агрослет умĕн сценаристсемпе тата режиссерсемпе калаçса хамăн шухăша пĕлтерме май килчĕ. Манăн пуçарăва вĕсем тӳрех ырларĕç. Качча тухмашкăн ыйтнă саманта агрослета уçмалли чаплă мероприятисен программине кĕртрĕç, — калаçăва тăсрĕ каччă. — Чăннипе, унччен эпĕ савнине халăх умĕнче качча тухма ыйтасси пирки шухăшлама та пултарайман. Питĕ хумхантăм. Сцена çинче каламалли сăмахсене манасран, туйăмсемпе шухăшсене тĕрĕс пĕлтереймесрен хăрарăм. Анчах ку шухăшланинчен те лайăхрах пулса тухрĕ. Юратнă çын: «Килĕшетĕп!» — тенĕ хыççăн пире пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç». Çĕршыв Президенчĕ кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавăнпа кăçалхи агрослет çакăн пек самантпа çырăнса юлни пушшех те кăмăллă.

Дискусси лапамĕсем ĕçленĕ

Кăçал Тăвай çĕрĕ мал ĕмĕтлĕ, тăван тăрăхшăн тăрăшса ĕçлекен 1500 ытла çамрăка пуçтарчĕ. Ялта чи лайăх специалистсем агрослетра 3-мĕш хутчен тĕл пулчĕç. Виçĕ кун пынă форумра çамрăксен вăхăчĕ усăллă та тухăçлă ирттĕр тесе анлă программа хатĕрленĕ: уçă калаçусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем, культура мероприятийĕсем иртнĕ. Яшкĕрĕмпе хĕр-упраç хăйсен пуçарулăхне те кăтартма пултарнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Слета палатка лагерĕн формачĕпе йĕркеленĕ. Проект «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланнине палăртмалла. Слетра 5 дискусси лапамĕ ĕçленĕ: «Агротуризм», «Кадрсем», «Патшалăх ĕçĕ», «Çемье», тата «Экологи». Пухăннисемшĕн уйрăмах хумхантаракан ыйтусене республика ертӳлĕхĕпе куçа-куçăн сӳтсе явма, канашлама май пулни пĕлтерĕшлĕ пулнă. Кăçалхи агрослетра та тĕрлĕ ыйтăвăн хуравне пĕрле шыранă. Экспертсемпе влаç представителĕсем çамрăксемпе тирпей-илем кĕртессинче, ял хуçалăхĕнче, патшалăх пулăшăвĕнче, спортра тата патриотла юхăмра çĕнĕ проектсемпе пуçарусем хатĕрлессине сӳтсе явнă. «Хутшăнакансен йышĕ çултан-çул ӳссе пырать. Пĕлтĕр кашни округран 30-шар çын пулнă, кăçал вĕсен шучĕ 40-е те çитрĕ. Унсăр пуçне слета предприятисем те хутшăнма кăмăл тăваççĕ», — пĕлтернĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Агрослетăн ĕçлĕ программи шайĕнче Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн регионти уйрăмĕ тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çамрăксен социаллă пурнăçĕнчи, пултарулăхри, вĕренӳри тата предпринимательлĕхри пуçарусене тĕрев пама, ял территорийĕсене, вĕсенчи культура еткерлĕхне, ял пурнăçĕн йăли-йĕркине аталантарас енĕпе мерăсем йышăнма, проектсемпе программăсем хатĕрлеме тĕллев лартнă. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Пирĕн халăх хăйне евĕрлине кăтартас килет»

Чăваш блогерĕсем социаллă сетьсенче хайсене питĕ хастар кăтартаççĕ. Вĕсен хушшинче страницăна чăвашла тытса пыракансем те пур. Юлашки вăхăтра интернетра тăван чĕлхепе çыракансен йышĕ ӳссе пынă пек туйăнать. Вĕсен йышĕнче чăваш этноблогерĕ Ксения Романова та пур. Вăл çынсене чăвашлăхпа кăсăклантарма тăрăшать.

— Ксюша, сана «чăваш блогерĕсен амăшĕ» теççĕ. Эсĕ Тутарстанра пурăнатăн, интернетра чăвашла контент ӳкерме кăмăллатăн. Пĕр сăмахпа, хастар блогер эсĕ. Çак ĕçе пурнăçлама кам тата мĕн хавхалантарать сана?

— 2017 çулта «Тĕрĕксен ылтăнĕ» форумра тутар блогерĕпе паллашрăм. Вăл хăйĕн аккаунтне тутарла тытса пыратчĕ. Çавăн хыççăн чăваш блогерĕсене шырама пуçларăм, анчах тупаймарăм. Çапла хам пĕрремĕш чăваш блогерĕ пулас терĕм. Манăн шкулта вĕреннĕ чухнех хамăрăн культурăна хальхи меслетсемпе кăтартас килетчĕ. Ĕлĕкхи чăваш тумне тăхăнса юрлани, ташлани кичем пек туйăнатчĕ. Тăван чĕлхешĕн питĕ çунаттăм, чăваш чĕлхи ялта пурăнакансене çеç мар, хулара тĕпленнĕ çамрăксене те кирлине кăтартас килчĕ. Блог мана çак тĕллеве пурнăçлама пулăшрĕ. — Эпĕ сăнанă тăрăх, санăн блогра рилссем, кĕске видеосем час-часах курăнаççĕ. Вĕсене ӳкерес шухăшсем мĕнле çуралаççĕ?

— Ялти вăхăта, ача чухне мĕн çинчен калаçнине аса илсе, чăваш мифологине пăхса çĕнĕ меслетсем шутласа кăларатăп. Ытти блогер ĕçĕсем те хавхалантараççĕ. Хăш-пĕр шухăш ӳкернĕ вăхăтра çуралать.

— Видеосем ӳкересси ывăнтармасть-и? Мĕн парать вăл сана?

— Ĕç результачĕ /çынсем мĕн чухлĕ пăхни, çырăнакансем, страницăна çырăнакансем, лайксем, комментарисем, репостсем/ хавхалантарать. Çак кăтартусем аванах мар тăк кулянатăп, вара хавхалану та чакать. Эпĕ — СММспециалист, хамăн аккаунтсăр пуçне ытти çыннăн страницине те тытса пыратăп. Хăш чухне ку ĕç ывăнтарать паллах, анчах видео ӳкерес, чăвашла çырас хавхалану пĕтмест. Ку ĕç питĕ килĕшет мана. Хамăн блога тытса пырса çамрăксене пирĕн халăх чăнкă та интереслĕ пулнине кăтартас килет. — Хăвна çынсен умĕнче мĕнле тытатăн? Вăтанмастăн-и? Йывăрлăхсем сиксе тухсан вĕсемпе мĕнле кĕрешетĕн?

— Эпĕ — вăтанчăк çын, палламан çын патне пырса калаçма юратмастăп. Мана пĕрремĕш сăмах хушсан вара калаçăва хаваспах хутшăнатăп. Сцена çинче, халăх умĕнче калаçма вăтанатăп, анчах кашнинчех çак туйăм чакса пырать. Паллах, çын умĕнче вăтаннине кăтартмастăп. Халăх умне тухиччен хама алла илетĕп.

— Блог ертсе пымашкăн сценари нумай çырмалла. Пĕччен йывăртарах пуль. Ку ĕçре сана кам пулăшса пырать?

— Сценарисене ытларах пĕччен çыратăп. Ӳкерӳ вăхăтĕнче хĕр тусăмпа Лана Романовăпа пĕрле шутлатпăр. Ушкăнпа ĕçлесен сценари çăмăллăнрах çырăнать, пуçа çĕнĕлĕх ытларах кĕрет. Паллах, роликсене хам кăна шухăшласа кăларман. Ушкăнпа та ĕçлетпĕр. Анчах ĕçе тĕплĕн тăвас тесен хама кăна шанмалла.

— Ксюша, эсĕ «Шеп» ятлă проектра та вăй хуратăн. Эсир унта мĕн тăватăр? Каласа парсам.

— Эпĕ çак проектăн кураторĕсенчен пĕри шутланатăп. Мансăр пуçне унта тутар, вырăс, мари, удмурт блогерĕсем пур. Эпир унта ачасене этноблогер пулма вĕрентетпĕр. Чи малтан шкулсене, çуллахи лагерьсене кайса ачасене хамăрпа паллаштартăмăр, хамăрăн ĕç пирки каласа патăмăр, блогинг, мастер-классем ирттертĕмĕр. Ачасемпе пĕрле видеосем те ӳкертĕмĕр. Кайран икĕ уйăх эрнере икĕ хутчен онлайн тата офлайн форматпа ачасемпе уроксем ирттертĕмĕр. Вĕсем унта паллă блогерсемпе те паллашрĕç. Ун чухне ачасем харпăр хăйĕн халăхĕ çинчен контент ӳкерме вĕренчĕç, этноблогер пулма кăсăклă пулнине ăнланчĕç.

— Эсĕ капăрлăхсем те ăсталатăн. Вĕсем çинчен те тĕплĕнрех каласа кăтарт-ха.

— 2023 çулхи чӳк уйăхĕнче чăвашла капăрлăхсен брендне йĕркелеме шутларăм. Унччен, 2019 çулта, чăваш сĕмĕллĕ толстовкăсемпе футболкăсем кăлартăм, анчах пĕччен йывăртарах пулнипе çак ĕçе пăрахрăм. Халĕ малтанхи опыта аса илсе чăвашла капăрлăхсем ăсталама шутларăм. Ку ĕçре хĕр тусăмпа пĕрле тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть капăрлăхсем валли хитре упаковка тăвас шухăш çуралчĕ. Пĕр художника тупрăм, ăна мĕн кирлине ăнлантартăм та вăл мана питĕ хитре ӳкерчĕк туса пачĕ. Çав ӳкерчĕк манăн капăрлăхсен курупки çинче вырăн тупрĕ. Курупкасене ятарлă мастер туса парать. Капăрлăхсемпе ĕçлеме халĕ вăхăт нумаях мар манăн. Вĕсене туянаççĕ. Чăвашла капăрлăхсем çынсене килĕшни мана питĕ савăнтарать. Малалла вĕсем валли вăхăт тупса илемлĕ контент ӳкерес килет. <...>

Кристина ПАВЛОВА.

♦   ♦   ♦


Хула юбилейне халалласа юрă çырнă

Сергей Аршинов МЧСра 18 çул вăй хурать. Вăл — 4 пĕлӳ илнĕ çын. Сăвăсем шăрçалама Сергей Аршинов иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех, Чулхулари юхан шыв училищинче вĕреннĕ чухне, пуçăннă. Пĕтĕмпех КВН команди валли тăватă йĕркеллĕ сăвă çырса панинчен пуçланнă.

Шыва çывăх пулас килнипе Паянхи кун вăл Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ГИМС центрĕнче ĕçлет. «Атте Вячеслав Владимирович юхан шыв флотĕнче вăй хунă. Çĕнĕ Шупашкарта буксир çинче ĕçленĕ. Вăл мана 5 çултанпа хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе çӳретчĕ. Атăл манăн юратнă вырăнччĕ. Çавăнпах эпĕ çитĕнсен шыв çинче ĕçлес тĕллевпе пурăнаттăм. Шупашкарти 14-мĕш шкулта 8 класс пĕтерсен Чулхула облаçĕнчи юхан шыв училищине вĕренме кĕтĕм. Пассажирсене илсе çӳрекен пысăк теплоходсенче практика тухрăм. Унтан салтак аттине тăхăнма вăхăт çитрĕ. Службăна Сывлăш оборонин çарĕсенче ирттертĕм, радиотелеграфист пултăм, — пуçларĕ калаçăва вăл. — Юхан шыв училищинче пире «пулăç», «пулă» тата «юхан шыв» сăмахсемпе усă курса сăвă çырма хушрĕç. Шухăшлама 1 минут пачĕç. Манăн пуçра тӳрех сăвă йĕркисем çуралчĕç. Эпир 1-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр». Унăн пултарулăхĕ ыттисене те килĕшнĕ. Вăл хăй те сăвă çырма килĕшнине ăнланнă. Ытларах ĕç пирки, МЧС ĕçченĕсен кулленхи пурнăçĕ çинчен тата патриотлăх темипе çырать вăл. Вĕреннĕ вăхăтра Сергей пĕр шухăшлă çынсене тупнă, сăвă çыракансемпе туслашнă. «Пирĕн вăхăтра кĕсье телефонĕсем пулман. Блокнот, тетрадь çине çырса пĕр-пĕрин патне çыру çӳрететтĕмĕр. Сăмахран, юлташ тетраде мĕн те пулин сăвăласа çыратчĕ те мана тăхтавра тыттаратчĕ. Эпĕ те ăна сăвă йĕркисемпех хуравлаттăм. Çапла юрăсем те çырăнма пуçларĕç. Пĕр курсра вĕреннĕ юлташсемпе паянхи кун та çыхăну тытатпăр. Сăмахран, Сергей Федосеевпа халĕ те пĕрпĕрин патне çырусем çӳрететпĕр. Вăл повара вĕреннĕ, эпĕ машина уйрăмĕнче ăс пухаттăм», — малалла каласа пачĕ вăл. Салтакран таврăнсан Сергей Аршинов карап çине ĕçлеме вырнаçнă. Унта 11 çул тĕрлĕ должноçра вăй хунă. «Унтан пулă хуçалăхне ĕçлеме куçрăм. Шыв патне çывăхрах пулас килчĕ. Дежурный технологра ĕçленĕ вăхăтра ГИМСăн штатра тăман общество инспекторĕнче вăй хутăм. Унтан мана патшалăх ĕçченĕн должноçне шанчĕç. 2020 çултанпа тĕрĕслевпе надзор пайне ертсе пыратăп», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Сергей Вячеславович. Вăл мăшăрĕпе Валентинăпа пĕр ывăла ура çине тăратнă, халĕ пĕр мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Çăлавçăн ĕçĕ çăмăл мар «Шыв çинче йĕркене пăснине тĕрĕслетпĕр. Пĕчĕк кимĕсемпе карапсене, пляжсене, сооруженисене, кимĕ станцийĕсене тата ыттине сăнаса тăратпăр. Кимĕçĕсене регистрацилетпĕр, экзаменсем йышăнатпăр», — калаçăва тăсрĕ Сергей Вячеславович. Çăлавçăн ĕçĕ çăмăл мар: рейдсене çӳремелле, инкек вырăнĕсене тухмалла, йывăрлăха лекнисене пулăшмалла, çухалнисене шырамалла… Канмалли кунсенче те ĕçе тухма тивет. Тем валли те вăй-хал çитерет Сергей Аршинов. Вăл пулла çӳреме юратать. Отпуск çитсен вăл яланах юратнă чун киленĕçĕ валли вăхăт тупма тăрăшать. Ывăлĕпе е юлташĕсемпе пулла çӳрет. Сергей Аршинов пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать. Унăн пурнăçлама палăртнă шухăш нумай. «Шел те, шывра путса вилекен ачасем пур. Çавăнпа шăпăрлансене тата ашшĕамăшне асăрхаттарас килет. Пирĕн уйрăм 35 пин ачапа çамрăка пăхса тăрать. Вĕсем шкулта, колледжсенче, техникумсенче, вузсенче вĕренеççĕ», — терĕ вăл. Сергей Аршинов Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче ача-пăча валли «Хăрушсăрлăх çĕршывĕнче — çул çӳревре» кăларăм ертсе пырать. «МЧСа ĕçлеме килсенех ĕçре усă курмалли интереслĕ меслетсем шырама пуçларăм. Мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăларас килетчĕ. Çапла радиокăларăм хатĕрлес шухăш çуралчĕ. Ачасен хушшинче пурнăçа çăлса хăварас енĕпе нумай енлĕ кĕрешӳ йĕркелерĕмĕр. Ăмăртăва 2013 çултанпа ирттеретпĕр. Çавăн пекех памяткăсем хатĕрлетĕп. Унта хамăн сăвăсене кĕртетĕп. Кун пек памяткăсене ачасем лайăх йышăнаççĕ, вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Унтан пуçаруллă ушкăнпа куç курман ачасем валли Брайль шрифчĕпе çырнă кĕнеке кăларма шухăшларăмăр. Хуплашка çинче QR-код пур. Ăна телефонпа сканерласа мĕн çырнине итлеме май пур. Çавăн пекех пысăк сас паллисемпе çырнă кĕнекесем кăлартăмăр. Радиокăларăма хамăрăн пресс-службăн ĕçченĕ Ольга Нягина, Валерий Галямин, кăларăм редакторĕ Алина Герасимова, Настя Нягина, сасă режиссерĕ пулăшнипе эфира кăларатпăр. «Кашни кăларăмрах хăрушсăрлăх темипе çыхăннă ыйтусене хускататпăр. Кăларăма халалласа сăвăсем çыратăп, тупмалли юмахсем, юмахсем хатĕрлетĕп. Ытти ĕçе Алина Герасимова редактор пурнăçлать. «Хăрушсăрлăх çĕршывĕнче — çул çӳревре» радио хумĕсем çине иккĕмĕш çул тухать. Кун пек пĕлтерĕшлĕ кăларăмсене эпир унччен те йĕркеленĕ. Вĕсем урăх ятпа тухнă», — каласа кăтартрĕ вăл. Сергей Аршинов тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнса опыт пухнă. «Шупашкарта «Мелодия чутких сердец» фестиваль иртнĕччĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионтан хутшăнчĕç. Вăл темиçе кун пычĕ. Пĕр кунхине ман пата ĕçтеш Андрей Барабанов пулăшу ыйтма пычĕ. Ман тӳрех пуçра юрă йĕркисем çырăнчĕç. Вăл куплетне çырчĕ. Пирĕн юрă итлекенсен кăмăлне кайрĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Ку юрра Пĕтĕм Раççейри «Человек доброй воли» конкурса ярса патăмăр та 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр», — калаçăва тăсрĕ Сергей Вячеславович. Пĕтĕм Раççейри «Знание. Автор» конкурсра та çĕнтернĕ вăл, чи лайăх сăвă çыракансен йышне кĕнĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕр шăнманнипе сăтăрçăсем шар кăтартĕç

Кăçал çуркунне çанталăк пахчаçăсене питех савăнтармарĕ ахăртнех. Улмуççисем, чие йывăççисем, ытти тĕм шап-шурă чечеке ларнă вăхăтра сивĕтрĕ, юр та çурĕ. Кăçал тухăç мĕнле пулĕ? Яланхи пекех пахчаçăсене сăтăрçăсем те канăç памаççĕ. Вĕсемпе мĕнле кĕрешмелле? Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ӳсентăрана хӳтĕлессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна ПЫРКИНА çаксене кăна мар, ытти ыйтăва та уçăмлатрĕ.

Колорадо нăрринчен, тымар хуртĕнчен

— Татьяна Ивановна, пĕлтĕр кĕркунне çĕр шăнмасăрах юр ларчĕ. Ку ӳсен-тăраншăн япăх-и е лайăх-и?

— Çĕр шăнманни лайăх мар. Пĕрремĕшĕнчен, сăтăрçăсем шăнса пĕтмен. Вĕсем пире сезон тăршшĕпех шар кăтартĕç. Пирĕн специалистсем хĕлĕпех уя тухса çĕр температурине виçсе тăраççĕ. Кăçал çĕр 50-60 сантиметр тарăнăш кăна шăннă. Вăл та пулин шак хытă мар. Хĕл каçма 1 метр тарăнăшне кĕрекен сăтăрçăсем те пур. Çĕр лайăх шăнманнипе кăмпа чирĕсем те йăлтах пĕтмен. Кĕрхи тырăсенех илер. Юр кайса пĕтрĕ, çулçăсем çинче септариоз тăрса юлни паллăччĕ. Вăл малалла сарăлчĕ. Çанталăк сивĕ-ăшă тăни вĕсене пушшех те ĕрчеме май пачĕ. Çĕр 1 метр е ытларах тарăнăшне шăнсан аван. Ытлашши шăнни те япăх, культурăсем пĕтеççĕ.

— Юлашки вăхăтра çĕр улмине лартичченех Колорадо нăрринчен хӳтĕлекен препаратпа сапаççĕ. Кайран сиенлĕ мар-и?

— Çĕр улми вăрлăхне ятарлă препаратпа сапни Колорадо нăрринчен кăна мар, тымар хуртĕнчен /проволочник/, ытти чир-чĕртен те хӳтĕлет. Кăçал тымар хурчĕ нумай. Чылайăшĕ «Престиж», «Табу трио» препаратсемпе усă курать. Вĕсем пĕрешкелтерех. Анчах ир пулакан сортсене ун пек сапса лартма сĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем 45-50 кунран пулса çитеççĕ, препарата çимĕçрен тухса пĕтме 1 уйăх ытларах кирлĕ. Тата, тен, Колорадо нăрри ĕрчесе кайĕ те каллех «хими» сапма тивет. Нумайăшĕ нăрра алăпа пуçтармасть вĕт. Çапла хамăра хамăр наркăмăшлантаратпăр. Малтанах çакна, тен, туймăпăр та. Анчах пурăна киле япăх витĕмĕ палăрĕ. Уйрăмах — аллергиксен. 90 е ытларах кунран пулса çитекен çĕр улми сорчĕсене лартиччен сапма юрать. Уйрăмах — тăпрара тымар хурчĕ пур пулсан.

— Каллех Колорадо нăррисем тухсан çеçкине те сапма тивет вĕт. Ытлашши «хими» пулмасть-и?

— Ятарлă препаратпа сапса лартнă çĕр улми çинче малтанхи вăхăтра Колорадо нăррисем пулмаççĕ. Препарат витĕмĕ пĕтсен кăна тухаççĕ. «Эпир тӳрех сапса лартрăмăр, анчах нăрăсем пурпĕрех нумай тухрĕç», — тет хăшĕ-пĕри пирĕн пата килсен. Препаратпа мĕнле усă курнине ыйтатпăр. «100 мл «Престижа» 5 литр шыва ятăм», — теççĕ. Инструкцие пăхăнмалла: 100 мл препарата 900 мл шывпа хутăштармалла. Çак 1 литр шĕвекпе 100 кг çĕр улмине сапмалла. Инструкцие пăхăнмасан усси çук.

— Тымар хурчĕ ытларах çерем пăсса тунă ана çинче пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çĕнĕ анана мĕнле хута ямалла?

— Çак хурт-кăпшанкă çумлă ана çинче те нумай. Вир курăкĕ, ежовник, йыт пырши ӳсекен вырăна юратаççĕ вĕсем. Тымар хурчĕ йыт пыршин тымарĕнче ĕрчет. Çак çум курăка вара пĕтерме йывăр. Гербицидсемпе темиçе хут усă курсан çеç пĕтерме май пур. Унăн тымарĕ 80 метр тарăнăшне кайма пултарать. Çерем пăссан унта пĕрремĕш çулхинех çĕр улми, пахча çимĕç лартмалла мар. Ун пек çĕр çинче ĕне нăрри /хрущ/, май нăррин личинки, ытти сăтăрçă нумай. Сăтăрçăсен те пурăнас килет вĕт. Вĕсем ытларах йывăçлă вырăнта, нумай çул ӳсекен курăклă çĕрте хĕл каçаççĕ. Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес тесен ăна кĕркунне сухаласа хăвармалла — сăтăрçăсем шăнса вилччĕр. Курăк акма пулать. Тĕслĕхрен, горчица, рапс. Хăшĕ-пĕри вĕсем кăшт ӳссен сухаласа пăрахать. Ку тăпрашăн — сидератлă удобрени. Тырă хутăшĕ акма пулать. Ăна çулса илсен анана дискпа пăтратмалла. Çĕре пушă вырттарсан тата лайăхрах: ун пек чухне гербицид сапма пулать.

— Çĕр улми сортне, вырăнне миçе çултан улăштармалла?

— Кирек мĕнле сорт та 3-4 çул тухăç лайăх парать. Кайран вĕтелет, анчах тути, пахалăхĕ пĕтмест. Çакна «расщепление» теççĕ. Çав сортах, анчах урăх çĕртен илсе лартма пулать. Тĕслĕхрен, кӳршĕрен. Çĕр улми çапла та çĕнелет. Сортсемпе улшăнсан тата лайăхрах. Халĕ элитлисем те пур. Ана çинче кашни çулах пĕр сорта пĕр вырăна лартмалла мар, урăх сорт пулнă вырăнпа улăштармалла. Çĕр улмине пĕр вырăнта нумай çул лартма юрамасть. Капла тăпрара сăтăрçăсем, инфекцисем пухăнса пыраççĕ.

— Халĕ севока кĕркунне лартса хăварасси модăна кĕчĕ. Кун пирки мĕн калатăр? — Ытларах чухне кĕркунне шултрине мар, «овсюшкăна», 1-мĕш сортлă севока лартаççĕ. Шултрисем лайăх хĕл каçмасан та пултараççĕ: шăнаççĕ, пырша каяççĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Чи малтан курнă ача пире «атте», «анне» терĕ»

«Манăн атте усрав ывăл пулнă, пĕччен ӳснĕ. Тен, çавăнпа аннепе çемье çавăрсан 10 ача çуратса ӳстернĕ. Ултă ывăлпа тăватă хĕр пулнă вĕсен. Пурте тĕрĕс-тĕкел çитĕнтĕмĕр», — çапла калаçăва пуçларĕ Виталий Клементьев.

«Эпир суйласа тăман»

Виталипе Наталия Клементьевсем Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Чакă ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем 3 ача, пĕр ывăлпа икĕ хĕр, çуратса ӳстернĕ. Аслă ывăлĕ çемье çавăрнă ĕнтĕ. Хĕрĕсем хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Клементьевсем икĕ ачана опекăна илнĕ. Вĕсем шкула çӳреççĕ-ха. Наталия Павловна Аслă Арапуç шкулĕнче тата ача садĕнче 27 çул медсестрара ĕçлет. Вăл Аслă Арапуç ялĕнче 1969 çулта çуралнă, кӳршĕ Анат Чакă ял каччипе пĕрлешнĕ. «Манăн атте Павел Смирнов вăрçă ветеранĕ пулнă. Ачасене çав тери юрататчĕ. Икĕ хутчен çемье çавăрнă вăл. Вăрçăран сусăрланса таврăнсан пилĕк ача çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ чирлесе çĕре кĕнĕ хыççăн тепре авланнă, пирĕн аннепе пĕрлешнĕ. Тепĕр виçĕ ача çуратса ӳстернĕ вĕсем. Çапла саккăрăн çитĕнтĕмĕр. Пурте аннене питĕ хисеплетпĕр. Халĕ анне 94 çул тултарчĕ. Пирĕн патра пурăнать. Атте 1999 çулта çĕре кĕчĕ. Вăрçă çинчен питех каласа пама юратмастчĕ. «Эпĕ курнă нушана ачан ачисем те ан курччăр», — тетчĕ. Ăна 1941 çулта вăрçа илсе кайнă. Вăл 19-та кăна пулнă. Çĕпĕр дивизине лекнĕ. Çĕпĕрте кăштах вĕрентнĕ хыççăн вĕсене Ленинграда илсе кайнă. Дивизийĕнче Çĕпĕрте пурăннă çын нумай пулнă. Вĕсем вара — питĕ ăста сунарçăсем. Ленинград çывăхĕнче нимĕç самолечĕсем аялтанах вĕçни, çынсене çавăнтанах пулеметран пени çинчен калатчĕ атте. «Сунарçă-снайперсем летчиксене пăшалтан персе вĕлерме тытăннă хыççăн нимĕçсем аялтан вĕçме пăрахрĕç», — тетчĕ. Атте кивĕ Çĕнĕ çул каçхине аманнă. Çав кун çитсен: «Паянхи кун эпĕ сăмсапа юрпа çĕре сухаланă», — тетчĕ. Ăна икĕ пуля лекнĕ. Пĕри — тăнлавран, тепри пит çăмартинчен кĕрсе çăвар маччинчен тухнă. Çумĕнчех снаряд сирпĕнсе ăна тăпрапа хупласа хунă. Юрать, çакна хăйĕн ентешĕ, Çăл Атăк ялĕнчи медсестра Шура, курнă. Вăл ăна палласа илсе чавса кăларнă та медсанбата ăсатнă. Виçĕ уйăх тăнсăр выртнă атте. Куçĕ курман, хăлхи илтмен. Госпитальтен тухсан 90 çулти вырăс карчăкĕ аттене халăх мелĕсемпе сиплесе куçне кăштах куракан тунă. Çаплипех ĕмĕрне ирттерчĕ. Мăнукĕсене юрататчĕ. Пире, ачисене, нумай пулăшатчĕ. Аттепе анне юнашар пулсан ачасене пурăнма çăмăлрах. Анчах, шел те, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех тăлăх ӳсекен ача чылай. Ун чухне аслă ывăлăмăр Алюш ӳссе килтен кайнăччĕ. Настьăпа Ксения часах шкул пĕтеретчĕç. «Ачасем ӳссе çитрĕç, часах йăваран вĕçсе кайĕç. Иксĕмĕр çеç юлăпăр. Ача хӳтте илмелле мар-ши?» — терĕ пĕррехинче мăшăрăм. Иксĕмĕр те йышлă çемьере ӳснĕ те, кил-çуртра ача сасси илтĕнмесен темĕн çитмест пек туйăнать. Çапла пĕр шухăш патне пырса тухрăмăр. Малтан администрацие кайса çав енĕпе ĕçлекенсемпе калаçрăмăр. Хутсем пухрăмăр, çемьене ача илекен ашшĕамăшĕн шкулне пĕтертĕмĕр. Унтан Улатăрти ача çуртне çитрĕмĕр. Эпир суйласа тăман. Чи малтан курнă ача пирĕн чĕрçе çине ларчĕ, «атте», «анне» терĕ. Вăл 3 çул çурăри Кирилл пулчĕ. Ытла та лăпкă ача. Тарăхтарса, йăлăнтарса курман пире. Илсе килсенех ăна пирĕн çемьене хăнăхма çăмăлах пулмарĕтĕр. «Мĕншĕн мана маларах илсе килмен-ха эсир?» — тесе ыйтатчĕ час-часах. Халĕ 7-мĕш класс пĕтерчĕ. Шкулта учительсем Кирилл пирки япăххине каламаççĕ. Вăл ытларах чăваш чĕлхине кăмăллать. Ăна сăвăсем вулама тĕрлĕ конкурса илсе каяççĕ. Малти вырăнсене йышăнса савăнтарать. Пĕр сăмах та чăвашла пĕлменскер пĕр çулта таса калаçма вĕренчĕ. Куншăн Елена Сорокина вĕрентекене тав сăмахĕ калас килет. Кирилл питĕ ырă кăмăллă, йывăрлăха лекнисене пулăшма тăрăшать. Пĕррехинче каç пулчĕ — Кирилл çук та çук. Шырама каясшăнччĕ кăна — тăр пылчăк килсе тăчĕ. Ачасем çырма хĕрринче футболла вылянă иккен. Мечĕке аяккалла тапса янă та пĕр ачи ăна илме чупнă. Ыттисем килелле саланнă. Мечĕкĕ хăйăр шăтăкне чăмнă. Ача çав шăтăка аннă, çыранĕ ишĕлсе ăна хупласа хунă. Шăп çав вăхăтра Кирилл велосипедпа иртсе пынă. Вăл часрах чупса пырса ачана чавса кăларнă. Хамăр та тĕлĕнтĕмĕр ун чухне: тепри пулсан хăраса тарать, вăл вара хăй тара ӳкиччен пулăшнă. Пĕчĕк чухнех пирĕн çумра ĕçлеме юрататчĕ. Пире чăвашла «атте», «анне» тесе чĕнет. Шкула кайиччен Кирила тăван çемйи пирки каласа патăмăр. Урамра пĕличчен хамăртанах илттĕр терĕмĕр. Унăн амăшĕ, пиччĕшĕпе аппăшĕсем пур. Эпир ăна вĕсемпе хутшăнма чармастпăр. Анчах хальлĕхе хăй вĕсемпе тĕл пулма хатĕр мар. Ӳссен, тен, шухăшне улăштарĕ. Эпир ирĕксĕрлеместпĕр. Çынпа хутшăнма юратать вăл. Юлташĕ нумай. Пĕррехинче юлташĕсемпе пулла кайнă. Тусĕ вăлтине аяккарах ывăтас тенĕ-ши? Сулса янă та йĕппи аллине тирĕннĕ. «Аран-аран кăлартăм. Турра кĕлтусан çеç тухрĕ», — терĕ кайран Кирилл. Унăн ача çуртĕнчех хĕрес пурччĕ. Аньăна вара кунта килсен тĕне кĕртрĕмĕр. Аньăна çемьене илме Кирилл хĕтĕртрĕ. Хамăрăн хĕрсем шкултан вĕренсе тухрĕç те, Кирилл: «Мана кичем, выляма шăллăм кирлĕ», — теме пуçларĕ. Хамăр та ача-пăча хĕвĕшнине хăнăхнăччĕ. Çулла хулари тăвансем пирĕн пата 7-8 ача килсе яратчĕç. Вĕсем те ӳссен килме пăрахрĕç. Çапла ача опекăна илмешкĕн документсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Ун чухне коронавируса пула карантинччĕ. Ача çуртне кĕртместчĕç. Улатăрти ача çуртĕнчен хăйсем чĕнсе ячĕç. Темиçе шăпăрлан кăтартрĕç. Ытла пĕчĕкчĕ вĕсем. Чи асли хĕрачаччĕ, 3 çултаччĕ. Çапла Кирилл валли йăмăк илсе килтĕмĕр. Аня та аталанчĕ. Кăçал 1-мĕш класа кайĕ. Халĕ ялта та ачасем вырăсларах калаçаççĕ. Çавăнпа Аня чăвашла пуплеме Кирилл пек хăвăртах хăнăхаймарĕ. Воспитательсем ăна пурпĕрех чăвашла сăвăсем вĕрентеççĕ. Аня хальлĕхе тăван мар ача пулнине пĕлмест. Унăн пиччĕшĕ пуррине каларĕç. ДЦПпа чирлĕскере кукамăшĕ пăхать-мĕн. Аньăна кун пирки калама тăхтатпăр. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Ватăсем ăна юратса «хĕрĕм» теççĕ

Пĕччен пурăнакан ватăшăн соцĕçчен тăванран та çывăх. Уйрăмах килтен тухса çӳрейменнисем, çынпа питех хутшăнайманнисем вăл килессе питĕ кĕтеççĕ.

Кушак çурине те суйлаççĕ те…

Вулакан тĕлĕнĕ те, çулталăк каялла эпĕ хам та Шупашкарти халăха комплекслă майпа тивĕçтерекен центрăн 3-мĕш уйрăмăн соцĕçченĕччĕ. Ватăсене пулăшас килни, пĕр вырăнта лармалла марри тата, паллах, соцĕçченĕн шалăвĕ журналистăннинчен пысăкрах пулни /40 пин тенке яхăн/ те илĕртнĕччĕ. Анчах кунта мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивессе пĕлмен-ха эпĕ. Çакна çеç калама пултаратăп: пысăк шалăва çичĕ хут тар тăкса ĕçлесе илмелле. Чи йывăрри — вăхăтпа тĕрĕс усă курасси. Кун каçипе хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă 6-7 /хăш-пĕр кун ытларах та/ адреспа çитмелле. Кама мĕнле пулăшмаллине маларах килĕшӳ çырса палăртаççĕ. Сăмахран, пĕр ватă патне эрнере 3 хутчен килмелле, хваттерте урай çумалла, апат-çимĕç туянмалла, коммуналлă тăкаксемшĕн тӳлемелле, апат пĕçермелле, уçăлма илсе тухмалла тата ытти те. Кашни ĕçĕн — хăйĕн тарифĕ. Уйăх вĕçĕнче пулăшупа тивĕçтернĕшĕн соцработнике укçа параççĕ. Анчах вăл соцĕçчен кĕсйине кĕмест — ăна комплекслă центрăн кассине памалла. Ĕçченĕн план пур: 10 çынран кая мар пăхса тăмалла, вăл кӳрекен пулăшусен сумми уйăхра 18 пин тенкĕрен кая мар пулмаллаччĕ. Кунсăр пуçне пулăшу кирлĕ ватăсене соцĕçченĕн хăйĕн те шыраса тупмалла. Тин кăна ĕçлеме вырнаçнă çыншăн ку çăмăлах мар, çапах та 1-2 уйăхран хăнăхма пулать. Укçапа ĕçлеме тивнĕрен соцĕçченĕн документсем, отчетсем тумалла. Чексене, квитанцисене пĕтĕмпех çыпăçтарса, çырса пымалла. Уйăх вĕçĕнче ватă çын е унăн тăванĕсем ĕçе пурнăçланин актне алă пусаççĕ, соцĕçчен ĕçĕ тивĕçтернĕ-и, çук-и — веçех палăртаççĕ. Кăна та вĕренмешкĕн кăштах вăхăт кирлĕ, малтанхи вăхăтра уйрăмăн заведующийĕ, специалисчĕсем пулăшрĕç. Троллейбуспа çӳремешкĕн соцĕçчене кашни уйăхра проездной параççĕ. Тин ĕçлеме килекен çыншăн чи пысăк йывăрлăх — адрессем тăтăш улшăнса тăни. Чылай чухне отпуска каякан ĕçтешсен çыннисене пăхма параççĕ. Ватă е сусăр çын çумне соцĕçчен çирĕплетиччен малтан унпа паллаштараççĕ. «Кушак çурине те суйлаççĕ те, соцĕçчене курмасăр, калаçмасăр киле епле кĕртĕн?» — тенĕччĕ пĕри. Калаçма юрататăп та пĕр чĕлхе тупасси маншăн йывăр пулмарĕ. Эмел ĕçмесĕр Тĕрлĕ шăпаллă çынпа паллашрăм. Ленин проспектĕнче пурăнакан 86-ри хĕрарăмăн çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнеттĕм. Хăй вăл ача чухнех сусăр пулнă, çапах тухтăра вĕренсе тухнă. Чылай çул, тивĕçлĕ канăва тухсан та, çак профессипе ĕçленĕ. Ватлăхра унăн ури утми пулнă, кӳмепе çӳрет. Ваннăра ӳксе хул шăммине хуçнă хыççăн тăрса ларасси те йывăр пулнă. Соцĕçчен ун патне кашни ир килет. 1,5 сехете яхăн ун патĕнче ирттерет. Подгузникне улăштарать, çăвăнтарать, пĕçерсе çитерет, хваттерĕнче тирпейлет, кӳме çине ларма пулăшать… Хĕрарăм питĕ тирпейлĕччĕ, выртакан пулсан та шăршă тавраш çукчĕ. Кашни ир шăл тасататчĕ, хул хушшине çăватчĕ. Каяшне вăл çынна тасаттармастчĕ, пĕр вараланмасăр «тула кайма» епле хăнăхнине паянхи кун та пĕлместĕп. «Манăн хамăн вăрттăнлăхсем», — тетчĕ кăна. Каçхине ун патне кӳршĕ хĕрарăмĕ килсе пăхатчĕ. Н.Рождественский урамĕнчи хĕрарăм патне кăмăлтанах çӳреттĕм. Ăна курсан чун савăнатчĕ. Вăл та çав тери тирпейлĕскерччĕ. Çамрăк чухне хăй те соцслужбăра вăй хунăран ку ĕçе питĕ лайăх ăнланатчĕ. Аякра пурăнакан ачисем унăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшатчĕç. Курьер урлă апат-çимĕç кӳрсе паратчĕç. Хĕрарăм хăй те урама уçăлма тухатчĕ. Ачисем унăн телефонне геолокаци вырнаçтарнă та, амăшĕ ăçта пулнине йăлт куратчĕç. 101 çулти кинемее те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче радистка пулнăскере, пăхса куртăм. Мăнукĕ ăна хăйĕн патне Чулхулана питĕ илсе каясшăн пулнă. Анчах асламăшĕ килĕшмен, пĕчченех пурăнчĕ. Кинемей хăех кухньăна çитсе апатланатчĕ, краватьпе юнашар лартнă пукан евĕр куршака «тула» çӳретчĕ. Ун патне кунне икĕ хутчен пырса каймаллаччĕ. «Ан кай, кунта юл», — тетчĕ вăл. Ун умĕнче кам тăнине манатчĕ те: «Эсĕ кам?» — тетчĕ пĕрмай. 93-ри вырăс хĕрарăмĕ те асрах. Мĕн кăна чăтса ирттермен пуль вăл хăйĕн пурнăçĕнче? Ачалăхĕ вăрçă тĕлне лекнĕ. Кайран упăшкине пытарнă. Усал шыççа парăнтарнă. Чи пысăк хуйхă — 30-ти ывăлĕ пурнăçран уйрăлни. Ăна пĕрмай аса илсе макăратчĕ вăл. 3-4 çул каялла вăл аллине хуçнă. Çавăн хыççăн килти ĕçсене пурнăçлайми пулнă. Унччен кукăльсем те хăех пĕçернĕ. Хĕрарăм эмел таврашĕ вуçех ĕçменни тĕлĕнтеретчĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.