Чăваш хĕрарăмĕ 19 (1349) № 23.05.2024

23 Мая, 2024

«Ирхине вăрансан куçран мамăк кăлараттăмăр»

«Пуçласа пиллĕкмĕш класра хамăн кофтăна тĕрлерĕм те унпа шкула çÿрерĕм. Ку ĕçе никамах та вĕрентмен мана, аппасем патне ялти хĕрсемпе каччăсем каçсерен улаха пуçтарăнатчĕç. Ларнă май пикесем алă ĕçĕ тăватчĕç: пĕри çăм арланă, тепри тĕрленĕ, виççĕмĕшĕ çыхнă… Вĕсем ĕçленине куç илми сăнаттăм. Çапла каярахпа хам та алă ĕçĕ тума пуçларăм», — пуçарчĕ калаçăва 82 çулти тĕрĕ-çĕвĕ ăсти Галина Иванова.

Ашшĕне курмасăр

Красноармейски районĕнчи Супар ялĕнче кун çути курнăскер, икĕ аппăшĕпе тата пĕр пиччĕшĕпе çитĕннĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене, ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăра лекнĕрен выçăллă-тутăллă пурăннă. Галина Тимофеевна каланă тăрăх, урана çын ретлĕ тăхăнмалли атă-пушмак та пулман. Çапах вăл 10 класс вĕренсе пĕтернĕ. «Ачалăх çăмăл килмен ĕнтĕ, мĕн каласси. Çĕрнĕ çĕр улмирен юлнă крахмал та, мăян та çинĕ. Ку таранччен пурăнса çитрĕм. Аслă аппапа пичче çак çĕр çинче çук ĕнтĕ, пĕр аппа тата эпĕ сывă. Вăл ялта кун кунлать. Тем тесен те анне пире, тăватă ачине, лайăх пăхнă. Аттене эпĕ пачах та курман, вăл 1942 çулта фронта тухса кайнă, 1943 çулта вăрçă хирĕнче пуç хунă. Вăл тăшмансемпе çапăçма кайнă чухне эпĕ аннен чĕри айĕнче пулнă, атте тухса кайсан эрнерен çут тĕнчене килнĕ. Кусене эпĕ анне каласа кăтартнинчен кăна пĕлетĕп. «Аçу арманçăра ĕçлетчĕ те киле сайра килетчĕ», — тетчĕ вăл. Анне ĕмĕрĕпех колхозра вăй хучĕ, 96 çулччен пурăнчĕ. Вăл Алманчра ГЭС тунă çĕрте те ĕçлерĕ, çавна май ялта пуринчен малтан пирĕн киле электричество кĕртрĕç. Эх, еплерех савăнтăмăр! Унччен хăйă, краççын çутипе пурăннă-ха та…» — сÿтрĕ аса илÿ çăмхине ĕç ветеранĕ. Ашшĕн хăть сăн ÿкерчĕкĕ упранса юлинччĕ, анчах вăл та çук-мĕн. Унăн пĕртăванĕсен ÿкерчĕкĕсем пур, ашшĕн вара çук… питĕ ÿкĕнĕçлĕ-çке. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


Ашшĕ-амăшне ялта тунсăхлама памаççĕ

Çемье ăшшине упраса пурăнма нумай юрату, чăтăмлăх, сывлăх кирлĕ. Телейлĕ пулас тесен итлеме, илтме тата ăнланма пĕлмелле. Красноармейски округĕнчи Туçи Чуракасси ялĕнче пурăнакан Виталипе Антонина Петровсен çемйинче çакă веçех çителĕклĕ. Кăçал вĕсем пĕрлешни — 45 çул!

Шкул сукмакне такăрлатса пĕтерсенех Антонина Алексеевна Çĕрпÿ хулине çĕвĕçе вĕренме кайнă, пĕлÿ илнĕ хыççăн çав профессипех ĕçленĕ. Виталий Валерьянович вара пĕр инçетри хулара пĕлÿ пухнă. Каярах вăл ялти колхозра тăрăшнă. 1979 çулта вара вĕсем çемье çавăрнă. Виталий Валерьяновичпа Антонина Алексеевна иккĕшĕ те пĕр çулта çуралнă, пĕр урамра пурăннă, пĕр шкулта, пĕр класра вĕреннĕ. Алран алла тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса кун кунланă мăшăр ку таранччен. Паллах, пурнăç пăтăрмахĕсем те пырса тивнĕ. Сăмахран, кил хуçине пĕлтĕр шалкăм çапнă, тухтăрсем тата ачисем ăна ура çине хăвăрт тăма пулăшнă. Петровсем çавах та савăнăçлă самант ытларах пулнине палăртаççĕ. Ачаранпах пĕр-пĕрне пĕлсе ÿснĕрен, ĕмĕрĕпех туслă пулнăран вĕсен çемйи çирĕп те тĕреклĕ. Мăшăр 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине тăратнă. Пурте хăйсен çемйисене çавăрнă ĕнтĕ, шурă Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне ялта иккĕшне çеç тунсăхласа ларма памаççĕ, кашни уявра, канмалли кунсенче çывăх çыннисем патне васкаççĕ. Антонина Алексеевна вара ачисене тата вĕсен тĕпренчĕкĕсене яланах кукăльпе кĕтсе илет. Мĕн тери хаклă самант- çке вăл, тăван киле пырса кĕрсен сăмсана тутлă çимĕç шăрши кăтăклани! «Эпир ахаль çынсем çеç. Темех каламалли те çук. Чăхчĕп, хурсем, сурăхсем усратпăр. Ĕне те пурччĕ, кăçал сутса ятăмăр. Ачасем пĕрмаях килсе савăнтараççĕ. Мăнуксем те питĕ маттур. Вĕсем пирĕн вун виççĕн: Лена, Оксана, Вася, Витя, Данил, Лера, Катя, Юля, Костя, Максим, Ульяна, Артем тата Настя. Аслăраххисем хуçалăхри ĕçре пулăшаççĕ, мĕн хушнине веçех пурнăçлаççĕ. Чи асли Лена пÿрт-çурта тирпейлет, Данил выльăх-чĕрлĕх патĕнче аппаланать. Лерăпа Катя апат пĕçернĕ çĕрте мĕн кирлине хатĕрлесе параççĕ. Кĕçĕнреххисем кунĕпех урамра выляççĕ», — сăпайлăн пуплерĕ Антонина Алексеевна. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА

♦   ♦   


Халĕ Пуканкассисем путвалта та телефонпа калаçма пултараççĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ĕнерхи студентки ун чухне Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» хаçатра ĕçленĕ. «Черетлĕ номер хатĕр, пичете ямалла кăна. Çак самантра тĕп редактор пÿлĕме пырса кĕчĕ, хăмла çинчен çырнă информацие кам хатĕрленипе кăсăкланчĕ. Йышăнтăм. Анчах та тĕп редактор мĕнле сăлтавпа кăмăлсăр пулнине ниепле те ăнланмарăм-ха. «Ун чухлĕ хăмла район территорине виçĕ хутчен хупламалăх çитет», — тет пуçлăх. Тонна мар, центнер темелле пулнă иккен. Юрать, тĕп редактор куçĕ çивĕч пулнă, йăнăша асăрхаса ĕлкĕрнĕ. Кун пек тĕслĕх урăх астумастăп та», — «Чăваш Ен» телерадиокомпанийĕнче вăй хуракан Альбина Фомина журналист чăнах та пăтăрмахлă пĕр тĕслĕх те тек аса илеймерĕ.

Спорт илĕртнĕ

Пĕриншĕн хăйĕн хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ пултăр. Тепри вара ыттисемшĕн хыпса çунать, хăй мар, юлташĕпĕлĕшĕ тутă пултăр, чунĕ савăнăçпа тултăр. Шăпах иккĕмĕш ушкăнри çын вăл — Альбина Фомина, канăçсăрскер, ларматăма пĕлменскер, вĕçĕмех темĕн шыраканскер. Кирек ăçта ĕçлесен те яланах тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрать вăл. Журналистикăра, калăпăр, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса çĕнтерет. «PROобразование» конкурсра — пĕрремĕш, «Патриоты России» — иккĕмĕш, Раççей Пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса — виççĕмĕш, «Щит России» пултарулăх тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă вăл. Журналистсен союзĕн Леонид Ильин ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах Альбина Фомина Вăрнар округĕнчи хăй çуралса ÿснĕ Пуканкасси ялĕн старости те, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи те. Тăван тăрăхра та вăл йĕркелесе, ертсе пынипе темĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, тавралăха хăтлăх, илем кĕртеççĕ. Çичĕ ачаллă çемьере иккĕмĕш пулса çут тĕнчене килнĕ вăл. Пуканкассисем вĕренме кÿршĕллĕ Ярмушкари шкула çÿренĕ. «Шкулĕ кивĕччĕ, сивĕччĕ… Çĕннине тума пуçланă, анчах та ĕçсене ниепле те вĕçлеймеççĕ. Ун чухне директорта ĕçленĕ Иван Кустин чăтса тăрайман, ахăртнех, унăн чунĕ питĕ ыратнă, Брежнев ячĕпе çыру ăсатнă. Çакăн хыççăн тинех шкул çĕклес ĕç вĕреме пуçларĕ. Эпир те, аслăрах классенче вĕренекенсем, пулăшма чупаттăмăр. Çапла çиччĕмĕш класра çĕнĕ шкулта парта хушшине лартăмăр», — аса илчĕ журналистка.

М.МИХАЙЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.