Хресчен сасси 19 (2979) № 22.05.2024

22 Мая, 2024

Ĕçлекенсене вăрлăхпа, çĕрпе тивĕçтереççĕ

«Агростартап» тĕрев панипе вун-вун фермер хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Патшалăх пулăшăвĕ куç умĕнче. Грант çĕр ĕçченне аталанма, производство калăпăшне ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать.

Сăмахран, Патăрьел округĕнчи Петр Кошкин севок сухан ÿстерет. «Çак культурăпа ачаранах ĕçлетпĕр. Малтанах колхоз уйĕнче тар тăкнă, атте-аннене севок сухан пуçтарма пулăшнă. Хыççăн ку культурăна хамăрăн хуçалăхра çитĕнтерме пуçланă. Ун чухне калăпăшĕ сахалрах пулнă. Çав-çавах тăрăшнă, ĕçленĕ. 2021 çулта «Агростартап» илме тÿр килнĕ май лаптăксене пысăклатма тĕллев лартрăм», — каласа кăтартрĕ фермер. Виçĕ çул каялла вăл малалла аталанма тĕллев лартнă. Харпăр хăй хуçалăхра туса илнĕ тухăç пахча çимĕç управне кĕрейми пулнă. Кун хыççăн пулăшу ыйтма шухăшланă та. Бизнес-план çырнă, конкурс витĕр тухнă, 3 миллион тенкĕ илнĕ. Ку укçапа трактор, погрузчик, сенĕк, суха, строительство материалĕсем туяннă. Севок сухан управне 2025 çулта хута ярасшăн. Хальлĕхе çурт каркасне туса пĕтернĕ, малалла шалти пайне йĕркене кĕртмелле, климат тĕрĕслев тытăмне вырнаçтармалла, çĕнĕ лини хута ямалла. Ĕç вырăнĕсем те пур. Халĕ хуçалăхра 50 пин тонна севок сухан туса илеççĕ. Ăна пуçтарма 50-а яхăн çынна ĕçе илеççĕ, тирпейлесе тăракансем тата 10 çын. Çулталăкĕпех кунта 2 механизатор ĕçлет. Фермер ĕçлекенсене пулăшма тăрăшать: вăрлăхпа тата çĕрпе тивĕçтерет. Сезон вĕçленсен çак лаптăкра туса илнĕ тупăш ĕçлекенсене преми пама каять. Петр Кошкин продукцие «Лук-Агро» кооператива парать. Пахча çимĕçе çĕршыври тĕрлĕ региона, çавăн пекех Беларуçа тата Монголие экспорта ăсатаççĕ. «Агростартап» Надежда Пирожковăна та хуртхăмăр хуçалăхне аталантарма пулăшнă. «Гранта 2022 çулта тивĕçрĕмĕр. Ку пулăшупа хурт-хăмăр хуçалăхне аталантарасшăн: инвентарь, хатĕр-хĕтĕр туянасшăн, тĕрлĕ продукци туса илесшĕн», — пĕлтерчĕ фермер. Надежда Пирожкова 3 миллион тенкĕ илнĕ. Çак укçапа тĕллевлĕ усă курнă. Туса илнĕ продукцие Шупашкарта тата ял хуçалăх ярмăрккисенче сутаççĕ. «Красночетайский мед» кооператив та продукцие вырнаçтарма пулăшать. Пыл çынсен кăмăлне тивĕçтерет. Ахальтен мар Пирожковсен çемйи 2016 тата 2017 çулсенче Мускаври конкурсра мала тухнă. Пыл хурчĕсемпе ĕçленисĕр пуçне хуçалăхра ульетерапи валли апиçуртсем пур. Унта вĕлле хурчĕсемпе сипленме пулать. «Çак мел бронхитпа, астмăпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансене, стресс вăхăтĕнче лайăх пулăшать. Çынсем тăтăш килеççĕ, сиплĕ сывлăшпа сывлаççĕ», — каласа кăтартрĕ Надежда Пирожкова. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Ĕçсĕр пурнăç илемĕ çук

Хăш-пĕр çыннăн чун-чĕринче мĕн упраннине пĕрре-иккĕ курса сăмахланипех туйса илме пулать. Питĕшкассинчи Вячеслав Филимоновпа калаçсан вара унăн ăшă кăмăлĕ пурин валли те тивĕçнине çирĕппĕн туйрăм. 40 çул урлă каçнă арçынна тĕрлĕ ыйту парсан та кашнине туллин хуравлать вăл.

Вячеслав Владимирович ача чухнех ялти ытти тантăшĕ пекех ĕç енне туртăннă. Тăван тавралăха юратса ÿснĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вара ăс-тăнне çивĕчлетнĕ, вăй-халне çирĕплетнĕ. Малашлăха çутă шанăçпа пăхма хăнăхнăскер ялта тĕпленме шухăшланă. «Ĕçлеме ÿркенмесен çуралса ÿснĕ кĕтесре те пурнăç лайăх», — тет вăл. Çав шухăш-кăмăлпах 10 çул каялла ним шикленмесĕр фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, çавăнпа та тÿрех трактор туяннă, кăкарса çÿремелли агрегатсем илнĕ. Маттурскер уй-хирте «хурçă утпа» ĕçлеме тытăннă: тырă акнă, вырнă, ăна хĕл каçма кĕлете хунă. Тупăш илес тесен, паллах, хĕрÿ\тапхăрта тар кăларса тăрăшма тивет, уй-хиртен татăлма та пĕлмест хастар арçын, мĕншĕн тесен кашни сехечĕ шутра. Хăш-пĕр чухне техника кĕтмен çĕртен юрăхсăра тухма пултарать. Механизатор профессине алла илнĕскере тракторăн вăл е ку пайне улăштарасси йывăрлăх кÿмест, çын пулăшăвĕсĕрех «хурçă ута» юсама пултарать. Юратнă ĕç вара ăна ялан вăй-хăват парать. Вячеслав Филимонов техникăран чухăн мар: МТЗ-82, Т-25, ЮМЗ тата ДТ-75 трактор пур. «Енисей-950» комбайна виçĕ çул каялла туяннă. Унччен «Нива» комбайн та пулнă, анчах ăна сутнă. Халь пĕр «уй-хир карапĕпех» тыр-пула пуçтарса кĕртет. — Эпĕ çулсерен тыр-пул çитĕнтеретĕп. Иртнĕ çулта виçĕ тĕрлĕ культура туса илтĕм — урпа, тулă тата ыраш. Кăçал та çавсенех акрăм. 2024 çулта та ака-суха ĕçĕсене тĕплĕ хатĕрлентĕм. Уй-хире кăлармалли техникăна тĕплĕ пăхса тухрăм, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, минераллă удобрени те çителĕклĕ кÿрсе килтĕм, — терĕ Вячеслав Владимирович. — Сире çĕр ĕçĕ туртса илнĕ, унран уйрăлас та килмест пулĕ, — кăсăклантăм эпĕ. — Çапла, тĕрĕснех калатăр. Ял пурнăçĕ чуна çывăх. Çавăнпа кашни çул уй-хирти пуянлăха пухса кĕртнĕ çĕрте вăй хуратăп. Пĕр-пĕр ĕçе пикенсен йывăрлăха кĕрсе ÿкесрен хăрамастăп, мĕншĕн тесен мана пулăшакансем те пур. Акă шăллăм Владислав Владимирович чăннипех те маттур. Ăна ĕç пурнăçламаллине пĕлтер кăна — туххăмра çитсе тăрать. Вăхăт çук тесе нихăçан та каламасть. Вăл килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш тăвать. Хĕрÿ тапхăрта манран уйрăлмасть тесен те юрать, — кашни сăмаха васкамасăр каларĕ Вячеслав Филимонов. <...>

Юрий КОРНИЛОВ.

♦   ♦   


Специалистсем ялсене çÿреççĕ

«Специалистсем ялсене тухса çÿренишĕн хĕпĕртетпĕр. Тепĕр чухне ял çыннисен кирлĕ тухтăр патне лекме тата çитме чăрмавлă. Пирĕншĕн тăрăшни — кăмăллă», — теççĕ Пăрачкав округĕнче пурăнакансем. Нумаях пулмасть Анастасово салинчи фельдшерпа акушер пунктне медицина ĕçченĕсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Ку йышра медик волонтерсемтата тухтăрсемпулнă. Çак кун салара пурăнакансене эндокринолог, офтальмолог, кардиолог, онколог тата терапевт йышăннă. Унсăр пуçне куçса çÿрекен медицина комплексĕн пулăшăвĕпе усă курса кашниех ковидран вакцинациленме пултарнă. Акци вăхăтĕнче Пăрачкав тĕп район больницин тата республикăри тухтăрсем 49 çынна консультациленĕ. Медицина профилактикин специалисчĕсем Анастасовăри вăтам шкулта вĕренекенсемпе сывă пурнăç йĕрки пирки калаçнă. Тухтăрсемпациентсене спортпа туслă пулмаллине, кĕлетке йывăрăшĕн виçине, юн пусăмне, холестерин шайне сăнаса тăмаллине ăнлантарнă. Медик волонтерсем Скандинави уттипе ăсталăх класĕ ирттернĕ, пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтарнă. Çулсерен диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмаллине асăрхаттарнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалист аритмологĕ Татьяна Ермолаева Çĕмĕрле округне çитнĕ. Медицина центрĕнче консультаци панă, реанимацире выртакан пациентсемпе курнăçнă. Çав кун 15 пациент тĕрлĕ енлĕ пулăшу илнĕ. Тĕрĕслев хыççăн тухтăр 8 çынна малалла тĕрĕсленме направлени панă. Татьяна Николаевна инсульт тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем йывăрлăх ан кăларччăр тесен мĕн тумаллине ăнлантарнă. 15 пациентран 8-шĕн шăпах çак чирсем аталанас хăрушлăх пур. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.