- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 17 (4888) № 08.05.2024
Çĕршыв пуласлăхĕ — çирĕп алăра
Шупашкарти 36-мĕш шкулта, тăххăрмĕш класра вĕренекен Паша Щербаковпа Саша Тихончук пиллĕкмĕш класран кадетсен ретне тăнă. Хастарлă, çивĕч ăс-тăнлă, хушнă ĕçĕн яваплăхне ăнланаканскерсем — çак сăмахсем пурте вĕсем çинчен.
КЛАСРА ВĔСЕНЕ ШАНАÇÇĔ Пашăпа Саша пĕрле вĕренекенсемшĕн — ырă та çутă тĕслĕх. Хăйсем калашле, кадет класне ахальтен суйламан. Кунта ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк. Вĕсем ывăлĕсене ĕçе юратма, çывăх çыннисене хисеплеме хистеççĕ. Иккĕшĕ те спортра та, вĕренÿре те маттур. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакан Саша Тихончука ак хĕрлĕ аттестат кĕтет. Арçын ачасем кашни çулах ОБЖпа иртнĕ предмет олимпиадисенче призер пулса тăнă. Çитĕнĕвĕсем сахал мар. Тĕрлĕ конкурса, акцие, патриот мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Пĕр-пĕринчен уйрăлми икĕ тус яланах пĕрле, пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ, кадет ятне çÿлте тытаççĕ. Ытти класра ăс пухакансем уроксем хыççăн хăвăртах килĕсене саланаççĕ пулсан, вĕсем çав вăхăтра стройпа утас ăсталăха аталантараççĕ, сывлăха çирĕплетмелли хусканусене тăваççĕ, конкурссемпе акцисене хатĕрленеççĕ. Калашников автоматне салатса пуçтарассипе, пăшал магазинне патрон тултарассипе, стройпа утас енĕпе вĕсене çитекенни çук. Маттурсем бассейнра ишсе те, хÿтĕлев тумне тăхăнса та лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Тĕслĕхрен, Калашников автоматне питĕ пысăк хăвăртлăхпа, 24 çеккунтра салатса пуçтараççĕ. ПРОДАКТ-МЕНЕДЖЕР ПУЛАСШĂН Паша Щербаковăн юратнă предмечĕсем — алгебра, геометри, ОБЖ, физкультура. Вăл Раççей ДОСААФĔН Шупашкарти пĕрлештернĕ техника шкулне çÿрет. Тинĕс ĕçĕпе тата историйĕпе кăсăкланать, çавăн пекех спорт шкулĕнче пĕлÿ пухать. Волейболла, футболла, баскетболла выляма юратать. Паша пурнăç йывăрлăхĕсенчен хăрамасть, вăл яланах хăйне валли мĕн те пулин çĕнни шырать. Улттăмĕш класра арçын ача çамрăк армеецсен ретне тăнă. Класра ăна командир пулма шаннă. Çак чыса вăл хăйĕн ăсĕпе, маттурлăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе тивĕçнĕ. <...>
Елена АТАМАНОВА
♦ ♦ ♦
Узнали все о гербе, флаге и гимне нашей республики
А вы знаете, что входит в государственные сим- волы Чувашской Респуб- лики? Это флаг, герб и гимн. 29 апреля отмечает- ся День государственных символов Чувашской Рес- публики. Празднуют его с 2004 года. В преддверии этого торжества в Чуваш- ской детско-юношеской библиотеке состоялось торжественное мероприя- тие под названием «Госу- дарственные символы Чу- вашской Республики: исто- рия и современность». А участниками такого со- бытия стали ребята 37-й школы города Чебоксары.
Почетными гостями торжественного мероприятия стали министр культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Светлана Каликова, директор Чувашской детско-юношеской библиотеки Та тьяна Вашуркина, а также вдова автора герба и флага нашей республики Элли Юрьева – Галина Алексеевна. – Самое главное, когда мы говорим о государственных символах, это уважение к ним. Потому что в этом и кроется уважение к своей родной республике, своему родному краю, – отметила Светлана Анатольевна, поздравляя гостей с этим праздником. А Татьяна Геннадиевна подчеркнула, что каждому важно знать и чтить историю возникновения государственных символов. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА
♦ ♦ ♦
Комбата будем помнить!
С Климовского поселения Ибресинского округа в специальной военной операции участвуют более 20 солдат. В первый же день в бой с противником вступил выпускник Климовской средней школы, Московской общевойсковой академии сухопутных войск ордена Жукова, офицер российской армии Сергей Михайлов. Сергей Николаевич увлекался волейболом и легкой атлетикой, а по вольной борьбе становился многократным чемпионом Чувашской Республики.
ПРО ГЕРОЯ 20 апреля в родной школе, где обучался кавалер орденов Мужества, «Службою и Храбростью» ªЛНРº, прошел Первый открытый Климовский турнир по вольной борьбе памяти чемпиона Чувашии, подполковника ВС России, командира батальона Сергея Михайлова. Как и было обĕявлено, взвешивание началось ровно 8 часов утра. Тогда же ученики 8-9 классов заступили в почетный караул на двух постах: в фойе около баннера «Наша гордость – комбат Сергей Николаевич Михайлов» и мемориальной доски, которая установлена на здании школы. Со вступительным словом выступила заместитель главы администрации Ибресинского округа Инна Алексеева. – Сергей Михайлов – настоящий герой. Он передал вам дух любви к Родине. Будьте достойны его светлого имени, – сказала Инна Витальевна, призывая представителей спортивных команд и сельскую общественность возложить цветы к мемориалу и вручить их матери Сергея Михайлова – Любови Серафимовне. Учащиеся Климовской школы подготовили оригинальный литмонтаж. Юнармейцы по очереди знакомили с биографией героя. Кстати, командиром юнармейцев школы является племянница Сергея Михайлова – Кира Семенова. Также собравшиеся почтили минутой молчания память о Сергее Михайлове. НА ДВУХ КОВРАХ Основная часть спортивного форума началась со вступительного слова главного судьи соревнования, заслуженного работника физической культуры Чувашской Республики Федора Максимова: – Сегодняшний турнир станет важной вехой в вашей спортивной жизни. Знайте, проигравших не будет! Кто-то, как и Сергей Михайлов, поднимется на первую ступень пьедестала, кто-то займет другие призовые места, а кто-то и вовсе в первый раз поучаствует в республиканском турнире, и сегодняшние соревнования станут хорошим уроком. К победе, мои юные друзья, – напутствовал всех Федор Николаевич. На турнир приехали представители со всех уголков Чувашской Республики. Присутствовали спортсмены из городов Чебоксары, Канаш, а также из Канашского, Вурнарского, Ибресинского, Яльчикского округов. Более 120 спортсменов в 20-и весовых категориях боролись за комплекты наград на 2-х коврах: с 23 до 65 килограммов. <...>
Анатолий АБРАМОВ
Чăваш чĕлхи эрни
Чăваш чĕлхи эрнине халалласа пирĕн шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Чи малтан «Иван Яковлевăн тăван халăхшăн тунă ĕçĕсем» презентаци куравĕпе паллашрăмăр. Тăван литература урокĕсенче Иван Яковлевăн хайлавĕсене вуларăмăр. Ытларикун ачасем «Иван Яковлевăн хайлавĕсенчи сăнарсем» ятпа ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç. Юнкун «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2024» акцине хастар хутшăнчĕç. Кĕçнерникун «Чи тавçăруллисем» ятпа 5-6-мĕш классен хушшинче КВН вăййи иртрĕ.
Ачасем икĕ командăпа тупăшрĕç. «Çăлтăрсем» тата «Хĕвел» ушкăнсем тăван чĕлхепе çыхăннă ĕçсем пурнăçларĕç. Ваттисен сăмахĕсене вĕçне çитерчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç. Ÿкерчĕç, чăваш чĕлхи пирки сăвă çырчĕç. «Çăлтăр» ушкăн çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Çавăн пекех ялти вулав çуртĕнче те чăваш чĕлхине халалласа тĕрлĕ конкурс иртрĕ. «Тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ» ятпа кĕнеке куравĕ ĕçлерĕ. Татьяна Артемьева библиотекарь ачасемпе «Чĕлхем пуянлăхĕ» ятпа конкурс ирттерчĕ. «Сар ачапа» «Сарă хĕр» ушкăнсем тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç, алфавитпа усă курса цифрограмма йĕркелерĕç, çухалнă сыпăксен мăшăрĕсене тупрĕç, паллă сăвăçсен хайлавĕсенчи йĕркесене пĕлчĕç. Тупăшура «Сарă хĕр» ушкăн çĕнтерчĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем «Мухтав сана, Чăваш Ен!» сăвă конкурсне хутшăнчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсемпе «Халăх сăмахлăхĕ» ятпа тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем сăнавсен, каларăшсен, тупмалли юмахсен хуравне тупрĕç. Тăван чĕлхе ячĕпе синквейн çырчĕç. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать