Хресчен сасси 15 (3005) № 17.04.2024

17 Апр, 2024

Çур аки пуçланнă

Кăçал чи малтан çурхи акана Пăрачкав округĕнчи «Никулинский» ЯХПК ĕçченĕсем тухнă.

Хальхи вăхăтра кунта 166 гектар çинче çурхи урпа акнă. Кăçал республикăра хуçалăхсен акнă-лартнă лаптăксем 546,1 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра тырă культурисем — 55,2% /çурхисем — 209,4 пин, кĕрхисем — 92 пин/ гектар. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри мĕн пур округра /Сĕнтĕрвăррисĕр пуçне/ çурхи ĕçсене пуçăннă. Аграрисем 22,2 пин гектар çинче кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă, 7,4 пин гектар çинче сÿреленĕ.

УЙ-ХИРТЕ ДРОНСЕМ ВĔÇЕÇÇĔ. Элĕк округĕнчи Сергей Волков фермер уй-хир ĕçĕ-хĕлне пурнăçлама дронпа усă курать. Пилотсăр аппаратпа ĕçлеме пуçлани — виççĕмĕш çул. Дрона патшалăх пулăшăвĕпе туяннă. Çавнамай тăкакăн 45% каялла тавăрнă. Пĕлтĕр техникăпа 5 пин гектар çинчи культурăсеммĕнле аталаннине сăнанă. Çуркунне шыв типеймен лаптăксене дрон пулăшнипе удобренипе апатлантарма, ытти ĕçе пурнăçлама пулать. Çĕнĕ технологи тухăçлăха ÿстерет.

«ÇУРКУННЕ — 2024» ЯРМĂРККĂ УÇĂЛНĂ. Чăваш Енри çурхи ярмăрккă ĕçлеме пуçланă. «Вырăнти тавара туса илекенсене пулăшма, халăха паха ял хуçалăх продукцийĕпе, акмалли-лартмалли материалпа тивĕçтермешкĕн çулсерен ярмăрккă йĕркелетпĕр», — палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Республикăра 43 суту-илÿ лапамне йĕркеленĕ. Вĕсенче 150 организаципе фермерсене, хушма хуçалăхсене суту-илÿ вырăнне тÿлевсĕр уйăрнă. Çавна май хаксем те палăрмаллах пĕчĕк. Сăмахран, борщ пĕçермелли çимĕçсен пуххи /купăста, кăшман, пуç сухан, кишĕр/ 34% йÿнĕрех. Купăста /1 кг/ — 25 тенкĕ /лавккара — 70/, кăшман — 50 тенкĕ /59/, пуç сухан — 30 тенкĕ /39/, кишĕр 30 тенкĕ /38/ пулнă. Унсăр пуçне çĕр улми вăрлăхĕ, ытти апат-çимĕç те туянма май пур. Ярмăрккă пĕр уйăх, канмалли кунсенче ĕçлет. Шупашкарта ярмăрккă ирттермелли 4 вырăн палăртнă – «Николаевский», «Северная» суту-илÿ комплексĕсем, «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕ умĕнче тата Эльгер урамĕнчи суту-илÿ ретĕнче. Çулсерен çурхи ярмăрккăра 300 тонна ытла продукци сутăнать.

ÇĔР УЛМИ ВĂРЛĂХНЕ ТУЯНМА ПУЛАТЬ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хушнипе Чăваш Енре çĕр улми вăрлăхне сутмалли хушма кунсем палăртнă. Ку пуçарăва «Çĕр улми» регионсен хушшинчи курав хыççăн йĕркеленĕ. Ун чухне пĕтĕмпе 44 тонна вăрлăх сутăннă, вĕсенчен 30 тоннине çынсем пĕрремĕш кунхине туяннă. Курава вăрлăхпа ĕçлекен 6 предприяти 26 тĕрлĕ сорт илсе килнĕ. Вĕсенчен 17-шĕ — хамăр тăрăхрисем. «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма 100 тонна ытла вăрлăх хатĕрленĕ. Суту-илÿ Комсомольски, Патăрьел, Канаш, Елчĕк округĕсенче тата Шупашкарта иртнĕ. Пĕтĕмпе 11 тонна тавар сутăннă. Çĕр улми вăрлăхне эрнесерен йĕркелекен çурхи ярмăрккăсенче çак кунсенче туянма пулать: апрелĕн 19-мĕшĕнче — Патăрьелте, апрелĕн 20-21-мĕшĕсенче — Канашра тата тĕп хулари «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ умĕнче.

КĔРХИ КАЛЧА ÇĔРЕТ-ШИ? Республикăра кĕрхи культурăсен 27% хĕл япăх каçнă. Специалистсем лаптăксене тĕрĕслесех тăраççĕ. Нумаях пулмасть Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем Вăрмар округĕнче кĕрхи калчасене тĕрĕсленĕ. Ку тăрăхра вăл 4 пин гектар йышăнать. Çав шутра 23% хĕл лайăх каçнă, 61% те тивĕçтерет. 16% вара пĕтме пултарĕ. Апла ăна тепĕр хутчен акма тивет. Хуçалăхсенче вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ку енĕпе чăрмав пулмалла мар. Калча йĕркеллĕ çитĕнейменнин сăлтавĕ — тăпра япăх шăнни, юр хулăн выртнăран калча çĕрме тытăнни. Вăйсăрланнă ÿсен-тăран çуркунне те çĕкленеймест. Специалистсем палăртнă тăрăх, иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал лару-тăру япăхрах. Кăнтăр енчи округсенче кĕркунне акнă калча хĕле кĕриччен шăтса ĕлкĕреймен. Çавăнпа кĕрхисене çирĕпленмешкĕн лаптăкне сÿрелесе удобренипе апатлантарма сĕнеççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА, Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


«Ĕçре тăван çук: эпир - ĕçтешсем»

Шупашкарта пурăнакан Анатолий Игнатьевичпа Валентина Алексеевна çемье çавăрни кăçал 45 çул çитет. «Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, пулăшса пыни çемье çирĕплĕхне çултан-çул вăйлатса пырать çеç», — теççĕ Ивановсем.

Анатолий Игнатьевич, нумай ачаллă çемьере çуралнăскер, ĕçе ир кÿлĕннĕ. Пĕр хушă Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçленĕ. Кунтах хăйĕн мăшăрĕпе паллашнă. Тус-тантăшĕсем сĕннипе 1983 çулта «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексне хаçат цехне ĕçлеме килнĕ. Çак предприятире мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех 36 çулвăй хунă. Паян унăн ĕçне тăсаканĕсем — хĕрпе ывăлĕ тата çывăх тăванĕсем. «Каçсерен аттене пачах курмастăмăр. Хаçат цехĕнче ĕçленĕскер ĕçе каç кÿлĕм тухса каятчĕ те тепĕр кунхине кăна таврăнатчĕ. Ирпе хваттерте сăрă шăрши сăмсана кăтăклатчĕ. Атте ĕçрен килнĕ! Аллинче — хаçат. Малтанах хăй ĕçне тишкеретчĕ, кайран информаципе паллашатчĕ. «Каçсерен ĕçлеме пулать-и вара?» — тесе ыйтаттăм унран час-часах. «Çынсем ирпе çĕнĕ хаçат-журнал вулаччăр, киосксенче, лавккасенчетуянччăртесетăрăшатпăр-çке», — хуравлатчĕ вăл. Ун чухне пичет кăларăмĕсем самай пичетленнĕ», — каласа кăтартрĕ хĕрĕЕкатерина. Паянхи кун Екатерина Анатольевна «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕнче производство директорĕнче вăй хурать. Унăн ĕç стажĕ – 25 çул. «Аçăр çулĕпемĕнлекаяс терĕр?» — ыйту памасăр чăтаймарăм эпĕ. «Трактор заводĕнче çулталăк ĕçленĕ хыççăн аттерен ĕç пирки ыйтса пĕлтĕм. Тÿрех вырнаçма май килмерĕ. Ĕçлеме вара ахаль рабочирен пуçланă. Ун чухне чылай ĕçе алă вĕççĕн тунă. Малалла ÿсес, аталанас килнĕ-тĕр, мĕн пур япалапа интересленнĕ, ăса илнĕ. Ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ, тĕрлĕ должноçра вăй хунă. 14 çул цех ертÿçи пулнă хыççăн пĕлтĕр çак должноçа сĕнчĕç. Ĕçре ÿсме наставниксем, ахаль ĕçченсем нумай пулăшнă. Кунта чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ. Хăшне-пĕрне ятранах палăртса хăварас килет: Галина Чемерева, Вера Семенова, Дания Фахртдинова. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Йывăрлăхсем вăйлăрах пулма вĕрентнĕ

Кăçал 3-мĕш совет космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генералмайорĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитет. Çавна май «Мухтавлă Андриянăмăр» рубрика уçатпăр. Унта паллă космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартăпăр. Историре Андриян Григорьевич уçлăхра скафандрсăр ĕçленĕ, космосри çар экспериментне хутшăннă пĕрремĕш космонавт пек паллă. Андриян Николаев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ хресченсем пулнă. Анна Алексеевна дояркăра ĕçленĕ, Григорий Николаевич лашасем пăхнă. Çемьере тăваттăн çитĕннĕ: Иван, Петр, Зинаида тата Андриян. Пулас космонавтăн çамрăклăхĕ — вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи çулсем — çăмăл килмен. Андриян аса илĕвĕнчен: «Ялсенчи арçынсем пурте фронта кайнă. Сусăрсемпе ватă çынсем кăна юлчĕç. Атте час-часах чирлеме пуçларĕ. Çавăнпа та ăна фронта илсе кайман. Çемьере манран кĕçĕнреххисем йăмăкпа шăллăм пулнă. Эпĕ аслă пиччепе Иванпа пĕр танах ĕçе пикентĕм. Ачасемпе савăнмалăх вăхăт та пулман. Вăрçă çамрăксене ир çитĕнтерчĕ. Улттăмĕш класра чухне каникул вăхăтĕнче эпĕ сухаланă уй-хире сÿрелерĕм. Халтан кайичченех ĕçлерĕм, ывăнтăм. Тепĕр çултан мана сухалама та шанчĕç. Малтанах пăхсан кунта ăсталăх кирлĕ мар пек туйăнатчĕ, анчах ĕçе пĕлсе тумасан лаша айккине пăрăнма та пултарать, вара ĕç пахалăхĕ чакать». Çичĕ çул ăс пухмалли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Андриян фельдшер пулма ĕмĕтленнĕ. Шел пулин те, çемьере ачана вĕрентме май пулман. 1944 çулта вăл аслă пиччĕшĕ патне Сĕнтĕрвăрри хулине пурăнма куçнă, вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.