- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 22 (6513) № 28.03.2024
«Юратнă ĕç çу сĕрнĕ пек пулса пыратчĕ»
Юратнă ĕçе пăрахма çынна мĕн хистет? Чăваш наци телекуравĕн шеф-редакторĕ, продюсерĕ пулнă, «Республика» хыпарсен чăвашла кăларăмне ертсе пынă Елизавета Цветкова сенкер экран çинчен çухалнине эсир те сиснĕ пуль. Ăна редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.
Телевиденишĕн тунсăхлать
— «Япăх пурăннă теместĕп. Укçа тӳлетчĕç, ĕç киленӳ кӳретчĕ. Кăларăмсем ӳкерес ĕç питĕ илĕртетчĕ: хитре кĕпесем, тимлĕх… Çаксенчен уйрăлса каймашкăн мĕн пулса иртмеллеччĕ-ха? Ӳсрĕм, пурнăç хакĕсем улшăнчĕç, тен, кӳренӳ… Халĕ эпĕ хам çине ĕçлетĕп». Эсĕ «Контактри» страницăра çулталăк каялла çакăн пек пост вырнаçтарнăччĕ. Лиза, пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ патне епле çитрĕн? Телекуравшăн тунсăхламастăн-и?
— Хамăн ĕçе питĕ юрататтăм. Анчах вăл та ывăнтарать иккен. Пĕр вăхăт хал пач юлманнине ăнлантăм, ĕçре «çунса тухрăм» пулмалла. Халĕ эпĕ мăшăр патĕнче ĕçлетĕп. Туризм тата сантехника енĕсемпе бизнес йĕркеленĕ вăл. Телекураври ĕçшĕн тунсăхлатăп. Халĕ те тĕлĕкре курăнать. Микрофон йăтса пĕрмай чупатăп, тем çыратăп, ӳкерĕве ĕлкĕрейместĕп пек…
— Сана телекуравçăсем çухатнине пĕлтереççĕ-и?
— Калаççĕ çав. Уйрăмах ялти кинемейсем маншăн тунсăхланине, курма кăмăллă пулнине палăртаççĕ. «Мĕншĕн кайрăн? Хăвăн ĕçнех таврăн», — теççĕ. Хамăн та кун пек шухăшăм пур. Халĕ хут ĕçĕпе ытларах чупатăп, кичем ку маншăн. Юратнă ĕç çу сĕрнĕ пек пулса пыратчĕ. Пурнăç кăтартĕ унта… Чăваш кăларăмĕсемшĕн чун ыратать. Вĕсене хатĕрлесси мĕн тери йывăррине пĕлетĕп.
— Чăваш кăларăмĕсене пăхатăн-и?
— Пăхман, чуна ыраттарас килмест.
— Журналист профессийĕ мĕнпе илĕртнĕ сана?
— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Треньелте çуралса ӳснĕ. Хамăр ялти шкулта 9 класс вĕрентĕм, малалла Ыхраçырмине ăс пухма çӳрерĕм. Шкул çулĕсенчех хаçатсене çырма тытăнтăм. Республика конкурсĕсенче те çĕнтереттĕм. Асаттен аппăшĕ Елизавета Паймина филологи наукисен кандидачĕ пулнă, çырас енĕпе пултарулăх унран куçнă пулмалла. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Кулакова мана журналистикăна кайма сĕнчĕ, пулăшса, хавхалантарса пычĕ. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне кĕтĕм. «Шалтай-балтай» çӳремен, тăрăшсах вĕреннĕ. Конференци валли докладсем хатĕрленĕ, практикăра хаçат валли статьясем çырнă… «Хыпар» Издательство çуртне çӳреттĕмĕр. Унта студентсене хавхалантарма тăрăшатчĕç, гонорар тӳлетчĕç. Пĕрре 800 тенкĕ илтĕм. Ку пысăк укçа пулнă маншăн. 2013 çулта диплом илнĕ хыççăн хаçата вырнаçма килтĕм. Ун чухне медиа-холдинг йĕркеленнĕ тапхăр пыратчĕ, штат кĕскететчĕç. Ваканси çук тесе йышăнмарĕç.
— Шыракан тупать теççĕ.
— Килте кулянса ларнă чухне Наци телекуравĕнче реклама асăрхарăм. Редакторсем кирлине пĕлтĕм. Кайса пăхрăм та чăвашла кăларăмсен редакцийĕнче çын кирлĕ мар терĕç. «Ку хĕрача мана сăнĕ-кĕлеткипе питĕ килĕшет, ĕçлесе пăхтăр», — терĕ пуçлăх. Вара йышăнчĕç. Кăштах ăнлантарчĕç те операторпа пĕрле тӳрех сюжет ӳкерме кăларса ячĕç. Манăн ку енĕпе опыт вуçех пулман, вĕреннĕ чухне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра практика тухнă. Ӳкерме кайсан пĕр çынна 12 ыйту патăм. Телекуравра ун пек нумай ыйтни кирлĕ те мар иккен. Кайран хамăн йăнăшсене асăрхаса ĕçлеме вĕрентĕм. Малтанах питĕ йывăрччĕ. Хаçатра çырасси тата сюжет валли текстсем хатĕрлесси пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Телекурав чĕлхи çăмăл пулмалла, предложенисене кĕске те ăнланмалла йĕркелемелле. Ăна пĕчĕк ача та, кинемей те ăнлантăр тесе вĕрентнĕ пире.
— Пире те çаплах вĕрентеççĕ…
— Чĕлхене пуянлатма кĕнеке, хаçат нумай вулаттăм. Калаçу яка та хитре пултăр тесен асăрханаттăм, сăмахсене каличчен шухăшлаттăм. Вĕрентекенсем — Александр Магарин, Надежда Яковлева, Игорь Поручиков… — лайăх пулчĕç. Манран специалист тума чăтăмлăхĕ епле çитрĕ-ши тульккăш? Кайран хăнăхсан, сасă уçăлсан «Республика» кăларăма ертсе пыма шанчĕç. Пĕрремĕш тӳрĕ эфирта хăранипе чĕре тухса ӳкессĕн туйăнчĕ. Тĕрлĕ кăларăм, çав шутра хамăн проектсене те, ертсе пытăм. Ытларах хыпарсен уйрăмĕнче политика пирки каласа пама юрататтăм. Правительство çуртне ларусене çӳреме килĕшетчĕ. Хама мĕн кирлине тӳрех пуçра çырса пыраттăм. Шоусене юратмастăп. Тамадана та чĕнчĕç мана. Чылай теле- тата радиоертӳçĕ кĕрекеçĕ пулса хушма тупăш тăвать. Çынна ташлаттарасси, савăнтарасси манăн мар пуль.
— Асра юлнă самантсем пурах ĕнтĕ. Каласа пар-ха.
— Тӳрĕ эфира тухас чухне хыпаланнипе суфлер папкине пĕрле илмерĕм. Эфир пуçланчĕ. Манăн калаçмалла — суфлер та çук. Пĕрремĕш сюжет умĕн сăмахсем вуламаллаччĕ. Эфира тухиччен текста 1-2 хутчен пăхса илни çăлса хăварчĕ. Мĕн астуса юлнине каларăм. Сюжет пынă вăхăтра папкăна килсе пачĕç. Эпĕ сăвă нумай вĕренеттĕм. Çакă астуса юлма питĕ лайăх пулăшать.
— Сана телевизорта курни пирки пĕлĕшсем мĕн калатчĕç?
— Хамăр ялсем, вĕрентекенсем мана курсан ялан мухтатчĕç. «Хĕрĕм, мĕнле пурăнатăн, мĕнле ĕçлетĕн?» — тесе кăсăкланатчĕç. Ачасем те: «Анне, сана телевизорпа кăтартаççĕ!» — тесе чупса пыратчĕç. Кĕçĕнни пĕчĕкрех чухне «Аннӳ ăçта ĕçлет?» тесен «Телевизорта!» тетчĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Тăван чĕлхене юратни анлă çул уçса панă
«Хавал» пуçару ушкăнĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ регионсен шайĕнче Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумне ирттерет. Вăл пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта Вĕренӳ институтĕнче (М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) 10 сехетре пулать.
Кун евĕр форум пуçласа 2019 çулта нарăс уйăхĕнче Наци библиотекинче иртнĕччĕ. Ун чухне ăна Тăван чĕлхе кунне халалланăччĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăна мар, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Мари Элтан, Мускавран та чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ çитнĕччĕ. Пурĕ 25 лапам ĕçленĕччĕ ун чухне. Вĕсенчен 23-шĕ — ăсталăх класĕ, 2 «çавра сĕтел» иртрĕ, вун-вун ыйту çĕкленчĕ. Форума хутшăннисем хăйсене çывăх темăпа йĕркеленĕ лапамра çĕннине пĕлмешкĕн май тупрĕç. Мероприятирен кашни çамрăках хавхаланса таврăннăччĕ. «Çак форум питĕ кирлĕччĕ», «Çĕннине нумай пĕлтĕмĕр», «Çулталăкра пĕрре кăна мар, темиçе те тĕл пуласчĕ», «Çур сехетлĕхе тесе кĕтĕм те çур кунсăр тухаймарăм, питĕ усăллă форум», — çавнашкал сăмахсене илтме тӳр килнĕччĕ. Тепĕр хут пуçăнса калаçмалли самант акă тинех çитет. «Халĕ чăвашлăхпа çыхăннă мероприяти сахал мар иртет. Ку питĕ лайăх. Тата ытларах пулсан та аван, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр тытăм мĕн чухлĕ кăткăсрах, çавăн чухлĕ вăйлăрах. Чăвашлăх тĕнчи те çавнашкалах. Вăйлăрах пулма пирĕн пĕр-пĕрне хисеплеме, йышăнма пĕлмелле, çавăнпа куçăн тĕл пулса калаçнине, хутшăннине нимĕн те çитмест», — палăртрĕ «Хавал» ертӳçи, ют чĕлхесен шкулĕн директорĕ Александр Блинов полиглот. Форум — пĕр-пĕринпе паллашмалли вырăн. Çамрăксене опыт, тĕслĕх илмелли çынсем кирлĕ. Форума спикер пулса килекен çамрăксем пурте хăйне евĕр пултаруллă. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ, хăйсен ĕçне ăнăçлă ертсе пыраççĕ. «Хăйсене епле тыткалани, калаçни, шухăшлани, кăтартни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем чăвашла калаçаççĕ, тăван культурăна, йăлийĕркине хисеплеççĕ. Çакă вĕсемшĕн норма шайĕнче. Ăна кăтартни питĕ кирлĕ. Ку форум ыттисенчен вăл пĕтĕмпех чăвашла пулнипе уйрăлса тăрать. Хăшĕ-пĕриншĕн çын умне тухса чăвашла калаçасси стресс пулĕ. Опыт çукрах тен. Чĕлхе вăл — кирек мĕнле халăх культурин авангарчĕ. Чĕлхесĕр культура типет, хăрса каять те пĕтĕмпех пĕтет. Шел те, хăйĕн чĕлхине çухатнă халăхсем пĕри те тăрса юлман. Чĕлхепе усă курмасан вăл хăйне хăй упранаймасть е питĕ чухăн пулса тăрать. Форум — пирĕн чĕлхе кирлĕлĕхне кăтартасси те», — терĕ Александр Васильевич. Форум тĕллевĕ — кăсăклă çынсемпе паллаштарасси, чăваш чĕлхин анлăлăхне кăтартасси, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелесси, уйрăм проектсем пуçарасси. Чăвашра пултаруллă çын питĕ нумай. Тăван чĕлхене юратни вĕсене анлă çул уçса панă. Яшсемпе хĕрсене çавăн пек çынсемпе паллаштармаллах. «Чăвашлăх тĕнчинче палăрнă çамрăк экспертсемпе тĕлпулусем кĕтеççĕ, тĕрлĕ ăсталăх класĕ иртĕ, 20 ытла лапам ĕçлĕ. Хăшне-пĕрне асăнса хăварар-ха: видеоблогинг, экономика, нумай чĕлхелĕх, астрономи, дизайн, хаçат ĕçĕ тата ытти те. Çамрăксен суйламашкăн ирĕк пур: ăçталла чун туртать, çавăнта хутшăнма юрать. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Ăна салтаксем хисеплесе «папа» тесе чĕнеççĕ
4-5 çул каялла Юрий Тинюков волонтер пуласси пирки шухăшлама та пултарайман. Вăл ача чухне лесник пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах пурнăç ăна урăх çулпа илсе кайнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Юрий Петрович кашни уйăхра тенĕ пекех Донецк тата Луганск халăх республикисенчи, Запорожье облаçĕнчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ леçет. Хăш чухне унта уйăхра 3-4 хут кайни те пулнă. Паянхи кунччен вăл гуманитари пулăшăвне 40 ытла хут леçсе çак регионсене урлă та пирлĕ çаврăннă. СВОри салтаксене пурне те — чăваш-и, тутар-и, пушкăрт-и, вырăс-и — «хамăр ачасем» тет Юрий Тинюков.
Ашшĕ пек пулма ĕмĕтленнĕ
Юрий Тинюков Патăрьел тăрăхĕнчи Сăкăт ялĕнче 1977 çулта çуралнă. Çемьере аслă ывăл пулнăран кĕçĕннисем ăна тĕслĕх вырăнне хунă. Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Патăрьелти 7-мĕш професси училищинче водитель правине илнĕ. 1995 çулта çар ретне тăнă. Куншăн питĕ хĕпĕртенĕ вăл. Ун чухне кашни арçын ача тенĕ пекех салтака юрăхлă пулма ĕмĕтленнĕ. Юрий салтакра чухне шăпах Чечня вăрçи пуçланнă. Тамбов хулинче вĕренӳре пулнă хыççăн вĕсене «хĕрӳ вырăна» илсе кайнă. Çавăн чухне унччен кĕнекере çеç вуланă, кинофильсенче кăна курнă вăрçă ахрăмне хăйĕн куçĕпе курнă. 1997 çулта Юрий яла таврăннă. Лесник пулас ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме тӳр килмен ăна. Ачаранах туслă пулнă Юлия Кариковăпа, хăйсен ялĕн хĕрĕпе, çемье çавăрнă хыççăн вĕсем Патăрьел салине пурăнма куçнă. Юлия нумай ачаллă çемьере çуралнă, 14 пĕртăван çитĕннĕ вĕсем. Юрий Тинюков çемье çавăрнă çул районта шăпах газификаци пуçланнă. Вăл ялсене газ кĕртекенсен бригадине ĕçе вырнаçнă. Ку ĕç вĕçленсен васкавлă медпулăшу водителĕнче вăй хума тытăннă. Унта 8 çул ĕçленĕ. Юлашки çулсенче «Россети» организацире вăй хунă. Анчах волонтер ĕçне кӳлĕнсен унтан кайма тивнĕ. Çула тухмассерен ĕçрен ыйтма аван мар-çке-ха. Юрипе Юлия Тинюковсем пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Петр та ӳссен ашшĕ пекех салтака кайма ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортра пысăк çитĕнӳсем кăтартнăран 9-мĕш класс хыççăн Петра Олимп резервĕсен Шупашкарти спорт шкулне илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан вăл салтака кайма ят тухичченех икĕ çуллăха контракт çырнă, Самара хулинче службăра тăнă. Шăпах киле таврăнмалли çул Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Петра ытти салтакпа пĕрле тӳрех унта илсе кайнă. Ывăлĕпе çыхăну татăлсан 2022 çулхи ака уйăхĕччен Петр çыхăнăва тухман. Ку Тинюковсемшĕн чи йывăр вăхăт пулнă. Юлашкинчен Юрий чăтайман — хăй çапăçу хирне кайса ывăлне шырама шутланă. Мăшăрĕ иккĕленнĕ. Çапах упăшки пĕртен-пĕр ывăлне пурпĕрех шыраса тупасса ĕнентерни кăмăлне çавăрнă. Пĕччен мар, виççĕн çула тухнă вĕсем. Салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ те илсе кайнă. Пĕрремĕш хут, нихăçан пĕлмен çулпа… Йывăр пулсан та çитнĕ вĕсем. Ун чухне гуманитари пулăшăвĕ леçекен ытлах нумай пулман. Вĕсем салтаксем патне каçхи 10 сехетре çитнĕ. Çанталăк çумăрлă тăнă, пылчăк çăрăлнă. Çав каçах Юрий Петрович ывăлĕ службăра тăракан чаç çинчен ыйтса пĕлнĕ. Ăна ирхине ывăлĕпе тĕл пултарма шантарнă. Çул çинче питĕ ывăннă пулсан та ашшĕ çĕрĕпе куç хупман. Ирхине ывăлĕ патне кайнă. Анчах… Ирхи 4 сехетре вĕсен ушкăнне малти рете илсе кайнă иккен. Çĕрлех çула тухнă тăк вĕсем тĕл пулĕччĕç вĕт. Юрий Тинюков ывăлне кураймасăрах Чăваш Ене таврăннă. Çавăн чухне машина çинчи чăваш номерне курсан Канаш каччи вĕсем патне чупса пынă. «Тăвансене курнăнах туйăнчĕ», — тенĕ вăл. Ăна та Чăвашран илсе килнĕ кучченеçпе хăналанă. Туçа тăрăхĕнчен парса янă медикаментсене вара медсанчаçе çитернĕ. Салтаксем вĕсене татах килме ыйтнă, мĕн-мĕн кирлине список çырсах панă. Çавăнтан пуçланнă та Юрий Тинюковăн волонтер ĕçĕ. «Хĕрӳ вырăна» нӳрĕ салфеткăран пуçласа двигатель, машина таранах илсе çитерет вăл. Паллах, пĕччен мар. Халĕ унăн хăйĕн команда пур: Алексей Савдеров, Алексей Ресметов, Владимир Ершов, Павел Еливанов, Андрей Румянцев, Сергей Тарасов, Сергей Гусаров, Дмитрий Лукьянов, Александр Юманов, Александр Вазюков, Александр Иванов, Александр Щукин, Владимир Положин, Николай Назаров, Виталий Сулагаев, Дима Егоров, Петя Иванов. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Хамăн йышăнура нимĕнле паттăрлăх та курмастăп»
Сергей Герасимов ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе кайнă
Канаш округĕнчи Карăклă ялĕнче пурăнакан Сергей Герасимов ятарлă çар операцине 2022 çулхи кĕркунне хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. «Халĕ те чун çавăнталла туртать. Ачасемпе (вăл хăйĕн батальонĕнчи салтаксене çапла чĕнет) паянхи кун та çыхăну тытатпăр. Вĕсемпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр тесе Турра кĕлтăватăп», — терĕ вăл сăмах пуçарсанах.
«Çемьене пăрахса кайма йывăрччĕ…»
Сергей Александрович 6 ачаллă çемьере ӳснĕ. Вăл — чи асли. Шăллĕсем Афган тата Чечня вăрçисене хутшăннă. Сергей Сывлăш десанчĕн çарĕсенче хĕсметре тăнă. Çар тивĕçне Хĕвел анăç Украинăри Львов облаçĕнче пурнăçланă. Еленăшăн мăшăрĕ ятарлă çар операцине кайма шухăшлани кĕтменлĕх пулнă. Амăшне лăплантарма Çурçĕр Осетирен хĕрĕ те çитнĕ. Юлашкинчен Елена упăшкине чарман, мĕншĕн тесен вăл мĕн шухăшланинчен пăрăнманнине пĕлнĕ. «Каяс тесен никамран ыйтса тăмасть вăл», — терĕ çирĕп кăмăллă хĕрарăм. «Çемьене пăрахса кайма йывăрччĕ. Унта та çăмăл мар. Хамăрăн салтаксене çухатма вара тата йывăртарах», — шухăшлăн малалла калаçрĕ Сергей Александрович. Мĕншĕн-ха вăл хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайма йышăннă? Сергей Александрович ăна икĕ сăлтав çапла тума хистенине пĕлтерчĕ: «Пĕрремĕшĕнчен, тăшмансем пире тапăнса кĕресрен пăшăрхантăм. Пирĕн çĕршыва çĕмĕрттерсе кĕрсен мĕн пулĕ? Эпĕ бандеровецсен тăхăмĕсем мĕнле пулнине хĕсметре чухнех курнă. Вĕсем пирĕнпе хутшăнмастчĕç. Лавккара пире çăкăр та сутмастчĕç. Унашкаллисене лайăх пĕлсе çитрĕм. Вĕсем пире тахçанах кураймаççĕ. Пĕррехинче юлташпа салă патне кайрăмăр. Пĕр çурт умĕнче чарăнса кил хуçи арăмне укçа тыттартăмăр. Арçын чĕркенĕ салла /унăн упăшки пулас/ пире карта урлă персе пачĕ… Кун çинчен чылай вăхăт аса илменччĕ. Халĕ çак самантсем куç умне тухса пыраççĕ. Иккĕмĕш сăлтав вара çамрăксем Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайнипе çыхăннă. Пирĕн ялтан тăватă çынна мобилизаципе илсе кайрĕç. Шăллăмăн ывăлне те повестка пачĕç. Ăна ăсатма кайрăмăр. Унăн ашшĕ çук, çемьере пĕртен-пĕр ывăл. Çак çамрăксем çине пăхса тăнă хыççăн ыттисене хамăн шухăша пĕлтермесĕр çар комиссариачĕн пӳлĕмне утрăм. Хамăн йышăнура эпĕ нимĕнле паттăрлăх та курмастăп. СВОра пулнă чухне Сергей киле часчасах шăнкăравлайман. Майĕ те пулман, тăшман тĕлĕрмест вĕт. «Икшер эрне шăнкăравламастчĕ. Кун пек чухне хама ниçта хума пĕлместĕм. Сассине илтсенех лăпланаттăм», — йывăр вăхăта аса илчĕ Елена. Герасимовсем 24 çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен 4 ача çитĕнет: 2 хĕрпе 2 ывăл. Чи асли Мария — 22-ре, Никита — 21-ре, Софья — 14-ра, кĕçĕнни — Александр — 7 çулта. <...>
Юлия ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать