Хресчен сасси 12 (3002) № 27.03.2024

27 Мар, 2024

Юсавлă техника техника - ĕç тухăçлăхĕ

Кăçал çур аки ĕçĕсем пĕлтĕрхинчен каярах пуçланĕç. Çакна уй-хирти юр хулăнăшĕ тата юрти нÿрĕк виçи нормăран пысăкрах пулни витĕм кÿнĕ. Апла пулин те республикăри аграрисем палăртнă ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме тĕллев лартнă.

Кăçал акана пĕтĕмпе 546 пин гектар çинче ирттермелле. Çурринчен ытларах пайĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем пулĕç, кĕрхисем 92 пин гектар йышăнаççĕ. Çур аки валли вăрлăх çителĕклĕ. Хальлĕхе 94 проценчĕ кондицире. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăх материалĕпе — çĕр улмипе, сахăр кăшманĕпе, сойăпа тата рапспа — туллин тивĕçтернĕ. Куккурус тата хĕвел çаврăнăш вăрлăхĕ 60 процентпа шайлашать. Ку ĕç малалла пырать. Специалистсен сăмахĕпе кĕрхисен 75 проценчĕ вăтам тата япăх шайра. Шăтса тухайманнисене тепĕр хут акмашкăн хуçалăхсенче вăрлăх çителĕклĕ. Тепĕр самант та пур. Раççей ял хуçалăх центрĕн тата Гидрометцентрăн ĕçченĕсем агрометеорологире тĕл пулакан хăрушă пулăма палăртнă. Юр хулăннине тата тăпра тарăн шăнманнине пула кĕрхисем «пăчăхас» хăрушлăх пур. Кун йышши лару-тăру Улатăр, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шăмăршă тата Елчĕк округĕсенче пулма пултарать. Çур акине 14-15 кунра ирттерме май пур. Халĕ хуçалăхсем минерал удобренийĕсем, çунтармаллисĕрмелли материалсем туянаççĕ. Палăртмалла: дизель топливи юлашки вăхăтра 18 процент хакланнă. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра йÿçĕк çĕрсен лаптăкĕ пысăк — 278 пин гектара извеçлемелле. Çак ĕçе кăçал 14 пине яхăн гектар çинче пурнăçламалла. Тăкаксене патшалăх субсиди парса саплаштарĕ. Акана 5 пин ытла трактор явăçтармалла. Хальлĕхе ял хуçалăх техникин хатĕрлĕхĕ — 98 процент. Юлашки вăхăтра техника паркĕ самай пуянланнă, вырăнти аграрисем 4 пине яхăн единица техника туяннă. Республикăри аграрисем ытларах Раççейре тата Беларуçра туса кăларнисене кăмăллаççĕ. Патшалăхран килекен субсидисем те пулăшаççĕ. Çакна пула пирĕн аграрисем 800 яхăн техника илнĕ. «Март уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăх хăй тĕллĕн çÿрекен техника —143, çав шутра ял хуçалăхĕнче – 34, тырă пухса кĕртмелли 2 комбайн туяннă. Çак кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах», — пĕлтернĕ ЧР Технадзорĕ. Çур акине хутшăнакан техника юсавлă пулмалла. Çак тĕллевпе çулсерен инспекторсем техникăна тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Уя кăлариччен опытлă инженерсемпемеханизаторсемтехникăна тĕплĕн тишкереççĕ, юсамаллине – юсаççĕ, улăштармалли пайсене саппас пайсемпе улăштараççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


«Ăслă» технологисем пурнăçа кĕреççĕ

«Пĕлтĕр информаци технологийĕсен облаçĕнчи тата çыхăну сферинчи 8 пĕлтерĕшлĕ проект хута кайнă. Вĕсем ял хуçалăхĕнчи, ветеринарири, медицинăри тата ведомствăсен хушшинчи информаци тытăмне çĕнетме тĕрев пачĕç», — пĕлтернĕ ЧР Цифра министерстви йĕркеленĕ коллегийĕн анлă ларăвĕнче. Пухăннисем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май умри тĕллевсене палăртнă.

Чăваш Ен цифра трансформацийĕн ертÿçисен çĕршыв рейтингĕнче 27-мĕш вырăн йышăнать, Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинче 8-мĕш вырăнта тăрать. Республикăри тĕп отрасльсен «Цифра çитĕнĕвĕн» шайĕ палăрмаллах ÿснĕ — 79 процент. Регионти информаци технологи, çыхăну тата цифра трансформаци проекчĕсемпе хастар ĕçленине пула кун пек çитĕнÿ тума пултарнă та. Сăмах май, паянхи кун тĕлне Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче 922 пин çын регистрациленнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра пурăнакансем электрон майпа патшалăхăн 102 пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Çак шутран 88-ăшĕ социаллă пĕлтерĕшлисем. Кунсерен онлайн мелĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илекенсен йышĕ ÿссе пырать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă ытларах шкула çырăнма, транспорт хатĕрне техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма е регистрациленме, вăтам професси пĕлÿ паракан пĕлÿ организацисене вĕренме кĕме заявлени параççĕ. Иртнĕ çул чи анлă сарăлнă пулăшусем çаксем пулнă: çынсем тухтăр патне çырăннă, ĕç кĕнекинчен выписка илнĕ тата пособи тÿлевне палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕсене тата сервисене электрон формата куçарасси малалла пырать. Пирĕн республикăра «Цифра экономики» наци проекчĕ шайĕнче регионти 4 проект ĕçлет: «Информаци инфратытăмĕ», «Информаци хăрушсăрлăхĕ», «Цифра патшалăх управленийĕ» тата «Цифра технологийĕсем». Паянхи кун тĕлне чылай массăллă социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене электронлă майпа илме пулать. Çапла кашниех хăйĕн вăхăтне перекетлеме, учреждение килмесĕрех кирлĕ документа илме е пама пултарать. Планра — «Хăрушсăр хула» патшалăх информаци тытăмне хута ярасси. Унта сăнавлă муниципалитетсем тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем кĕреççĕ. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Юратнă ĕç - пысăк телей

Сăнĕнче – çутă кăмăл, чунра – çу пек çемçе туйăм. Çак сăмахсене Элĕкри ача-пăча библиотекинче ĕçлекен Оксана Семенова пирки çирĕппĕнех калама пулать. Вăл библиотекăна пыракан кашни ачана тарават йышăнать, унпа ăшшăн калаçать, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать.

Оксана библиотекарь профессине суйланăшăн пачах та ÿкĕнмест. Элĕкри ача-пăча вулавăшĕн алăкне пĕлтĕр уçнă вăл. Çамрăк планланă ĕçе тĕплĕ тата кĕске вăхăтра тума пултарать. Кĕнеке çÿлĕкĕ е сĕтел çинче тусан асăрхать-и — çийĕнчех шăлса тасатать. Пĕр сăмахпа тирпейлĕхе, илеме питех те юратать. Пурте хăй вырăнĕнче — кăмăл-туйăм та лайăх библиотекарĕн. «Манăн шухăшпа, чи пысăк телей — чунтан парăннă ĕç пурри», — терĕ вăл. Оксана Ивановна шкул çулĕсенче библиотекарь пулма вуçех те ĕмĕтленмен. – Ача чухне, шкул çулĕсенче, кĕнеке вулама питĕ кăмăллаттăм. Пушă вăхăт тупăнатчĕ те алла пĕр-пĕр кĕнеке тытаттăм. Хăш-пĕр произведени çав тери туртса кĕрсе каятчĕ — çур çĕр çитнине те сисместĕм тепĕр чух. Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра библиотекăна кунсерен тенĕ пек çÿреттĕм. Çĕнĕ хаçат-журналпа та паллашнă. Кĕнеке нумай вулани вĕренÿре те пулăшатчĕ. Çавăнпа дневникре лайăх паллăсем кăначчĕ, — терĕ Юманлăхра кун çути курнă Оксана Ивановна. Хĕр 9 класс хыççăн Шупашкарти культура училищине вĕренме кайнă, ташă енĕпе пĕлĕве тарăнлатма пуçланă. Дипломлă специалист пулсан тĕп хулара садике ĕçе вырнаçнă. Ачасене ташлама хăнăхтарнă. Кăшт вăхăт иртсен Элĕке таврăннă. Телейĕ юнашарах çÿренĕ пулас — ăна Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче ĕç сĕннĕ. Çамрăк иккĕленсе тăман, çийĕнчех килĕшнĕ. Професси шайне ÿстерес тĕллевпе çине тăрса ĕçленĕ. Çавăн пекех пĕр вăхăт вăл Вутлан шкулĕнче тата унти культура çуртĕнче тăрăшнă. Халĕ Оксана Семенова Элĕкри ача-пăча библиотекинче ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх культура институтне социаллă культура библиотека ĕçĕн уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк ăс-хакăла пуянлатать, çавăнпах библиотекăна çĕнĕ кĕнеке килсен унпа пуринчен малтан хăй паллашать. Ачасене сĕниччен вуламасăр май çуккине аван ăнланать. Шкулта вĕрентекен кĕнекере мĕн çырнине ыйтрĕ пулсан тулли хурав пама та пĕлмелле-çке. <...>

Юрий КОРНИЛОВ

♦   ♦   


Йыш ÿсни савăнтарать

Регионти спорт министерствин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне, ГТО проект епле пурнăçланнине, спорт учрежденийĕсем цифра çине куçнине тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва ЧР Физкультурăпа спорт министерствин ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

«Юлашки 5 çулта республикăра физкультурăпа спорта юратакансен йышĕ курăмлах ÿсрĕ. Хăй тĕллĕн спортпа туслашакансем, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем те чылаййăн», — палăртрĕ ЧР спорт министрĕ Василий Петров. Çитĕнÿсем тума вырăнти спорт учрежденийĕсем пулăшаççĕ. Маларах хута янисемпе пĕрлех çĕннисем çĕкленеççĕ. Ахальтен мар халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтерессипе ытти суб˜ект хушшинче эпир 7-мĕш вырăнта. Юлашки çулсене илсен пирĕн республикăра пĕтĕмпе 48 спорт объекчĕ хута ярса çĕнетнĕ. Вĕсенчен чи пысăккисем: 15 футбол уйĕпе стадион, Элĕкри 25-метрлă бассейн, «Унга» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс, 4 уçă комплекс, республикăри хоккей шкулĕ валли ятарлă тренажер залĕ. Июнь уйăхĕнче Шупашкарта «Атăл» стадионпа «Çĕнĕ хула» микрорайонти пăр катокĕ уçăлмалла. Палăртнă тăрăх, хупă футбол манежĕпе йĕлтĕрпе роллер трассин строительстви вĕçленмелле. Çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа куçараççĕ. 2021-2023 çулсенче 6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Республикăра уйăхсерен иртекен Сывлăхпа спорт кунĕсем те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистеççĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли ишме вĕрентекен ятарлă уроксем пур, 20 пин ытла ача пĕлÿ илнĕ те. Аслă ÿсĕмрисем валли те вырăнти спорт учрежденийĕсем яланах уçă. ГТО спорт комплексне тепĕр хут пуçарнăранпа кăçал 10 çул çитет. 2023 çулхи кăтартусем тăрăх, пирĕн республика ытти регион хушшинче — 8-мĕш, Атăлçи тăрăхĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Паянхи кун тĕлне ГТО комплексĕн пĕрлехи информаци тытăмĕнче 300 пин ытла çынна регистрациленĕ, нормативсене тултарма 177977 çын хутшăннă. Сăмах май, пĕлтĕр 87841 çын çак проекта хутшăнма кăмăл тунă, вĕсенчен çурри ытла ГТО паллине илме тивĕç пулнă. Ку шутра: ылтăн палла — 13322 çын, «кĕмĕллине» — 17789 çын тата «бронзăна» 17532 çын тивĕçнĕ. Рейтинг тăрăх, ГТО сарассипе пĕрремĕш вырăнта — Комсомольски округĕ, ун хыççăн — Елчĕкпе Етĕрне округĕсем. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.