- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 10(1340) № 14.03.2024
Кăмакаçă кăмака яшкипе шарккăвне кăмăллать
Пурнăç кустăрми çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитерет пулсан та, çулсем иртсен чун туртнипе, тăванлăх вучахĕн хĕлхемĕ ялкăшнипе çуралнă кĕтесех таврăнатăн. Е унтах «тымар ярса» тăван тавралăх илемĕпе тата пуянлăхĕпе киленсе пурăнатăн, унăн пуянлăхне çитĕнекен ăрушăн упраса хăварассишĕн тăрăшатăн. Хаçатăн паянхи геройĕ те, Канаш округĕнчи Мăкăр ялĕнче кун кунлакан Юрий Николаев, йышлă çемьере çуралса ÿс¬нĕскер, ялтах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. «Çемьере тăваттăн çитĕнтĕмĕр, эпĕ — чи кĕçĕнни. Шел, пиччесем Леньăпа Лева сарăмсăр пурнăçран уйрăлчĕç, шăписем кăра пулчĕç вĕсен. Аппапа, Любовь Сергеевнăпа, ялтах пурăнатпăр, пĕрпĕрне пулăшса тăратпăр», — терĕ Юрий Сергеевич. РФ Пуçламăш професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн, ĕç ветеранĕн вулакансене каласа кăтартмалли пурах.
Çурт хăпартнă хыççăн — Юрий Сергеевич, тус-юлташăрсем хулана туртăннă пулсан, эсир çамрăклах ялта юлма шутланă. Кун сăлтавĕ мĕнре-ши? — Çартан таврăнсан юлташсемпе хулана тухса каяс тенĕччĕ. Хĕсметре Украинăра Одесса хулинче икĕ çул службăра тăтăм. Тĕрлĕ яваплă ĕçе шанса паратчĕç. Аслă лаборант тивĕçне те пурнăçланă, пахалăхлă çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе самолетсене тивĕçтернĕ. Салтак аттине хывсан çемьепе канашларăмăр та шухăша улăштартăм. Аттепе анне: «Эсĕ — кĕçĕнни, йăха тăсаканни. Тăван килте кайран кам кĕтсе илĕ тăвансене?» — терĕç. Вăт çапла вара ялтах юлма тиврĕ, тиврĕ анчах мар: çĕнĕ çурт та çĕклерĕмĕр. Пиччесем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланиччен тăвансемпе пĕрле нимелле /ял-йыш та пулăшрĕ/ çĕнĕ пÿрт никĕсне ятăмăр. Нимеллех урайне, маччине, пÿрт тăррине те турăмăр. Хам çамрăклах нумай вăй хунă. Çартан килсен ăшă кĕртрĕм. Çавăн чухне строительство ĕçĕ килĕшнине туйрăм. Горький облаçĕнчи Перевоз хулинче строительство техникумне вĕренме кайрăм. Кайран тăван республикăн тĕп хулинчи университетра строительство факультетĕнче пĕлĕве тарăнлатрăм. 1992 çулта инженерстроитель профессине алла илтĕм. — Паянхи кун ăçта вăй хуратăр? — Канашри 16-мĕш училищĕре производство енĕпе маçтăр пулса ĕçлерĕм. Пĕр вăхăт ял хуçалăх строительство комбинатĕнче, вакунсем юсакан заводра тăрăшрăм. Вĕрентекенсем çитменнипе каялла училищĕне чĕнсе илчĕç, килĕшрĕм. Халĕ Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче ĕçлетĕп. Çамрăксене, пулас каменщиксене, сварщиксене, отделочниксене строительство вăрттăнлăхĕсене ăса хывма пулăшатăп. Педагогикăри 40 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. <...>
Надежда СТЕПАНОВА калаçнă
♦ ♦ ♦
Пуканене чун кĕртекен
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Чувашская быль Галины Изратовой» кĕнеке-альбом кун çути курчĕ. Ăна Елена Михайлова [Елена Енькка] пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ — Владимир Степанов. Кăларăма 1000 экземплярпа пичетленĕ.
Кĕнеке-альбом пултаруллă ÿнерçĕн, халăх маçтăрĕн, Чăваш Республикинчи ал ĕç ăстисен Гильдийĕн пайташĕн Галина Изратовăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Галина Васильевна Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче 1957 çулта çуралнă. Ачаллах çут çанталăка, кайăк-кĕшĕке, ÿсен-тăрана, выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратнă. Çак юрату туйăмĕ çухалман, вăл çулсерен аталанса пынă. Каярах тăмран кĕлеткесем ăсталама тытăннă, вĕсене сăрласа «чун» кĕртнĕ. Унăн алли витĕр çĕр-çĕр композици тухнă. Çакна асăнма кăмăллă: Галина Изратовăн сăнарĕсем пурте — ĕçчен, ăшă кăмăллă, ырă чунлă. Вĕсем чăваш халăхĕн ĕçĕ-хĕлне, культурине, йăли-йĕркине сăнлаççĕ. Çак сăнарсенче вара ÿнерçĕн кÿрши-аршине, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене палласа илме май пур. Пултаруллă ăста тăмпа çеç ĕçлемен, кĕççерен, пусма таврашĕнчен çыпăçуллă кĕлеткесем тунă. Хăшне-пĕрне тумтир те çĕлесе тăхăнтартнă. Ăсталăха çамрăк ăрăва та вĕрентнĕ. Галина Васильевна хăй вăхăтĕнче Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ĕçлетчĕ, ачасене тăмран кĕлеткесем тума хăнăхтаратчĕ. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтеретчĕ. Сăмах май, унăн аппăшĕ Татьяна Шаркова ÿнерçĕ, педагог республикăра çеç мар, çĕршывĕпех палăрнă çын. Вăл — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Апла пулсан аппăшĕпе йăмăкĕ чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе ăмăртса ĕçленĕ темелле. Галина Изратовăн сюжетлă композицийĕсем тăрăх «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕ 2001-2003 çулсенче ачасем валли «Пулăçăпа пулă çинчен çырнă юмах», «Кĕтÿ вырăнĕ», «Çăкăр хакĕ», «Пÿрнеске» видеофильмсем ÿкернĕ. 2011 çулта Чăваш кĕнеке издательстви вара çăкăра авалтан мĕнле хакланине кăтартакан «Çăкăр шăрши» открыткăсен пуххине хатĕрлесе кăларнă. Пĕтĕмлетсе каласан, Галина Васильевна ĕçĕсенче пурнăç вĕресе тăрать, савăнăç, юрату палăрать. Шел те, хăйĕн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Йывăр чир унăн ĕмĕчĕсене татрĕ: 2016 çулхи кĕркунне вăл пурнăçран яланлăхах уйрăлчĕ. Чăваш тĕнчин тÿпинче çуталнă çăлтăр часах сÿнчĕ… <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Раççей юрăçи валли те мăй çыххи хатĕрленĕ
Хăйне евĕр ятлă чăваш каччипе, чăвашлăхшăн çунакан Атиллăпа паллашсан Красноярск пики Мария чăваш халăхĕ хăйшĕн те ют маррине ăнланнă. Вĕсем, искусствăна юратакан çамрăк чĕресем, А.Л.Штиглиц ячĕллĕ Санкт-Петербургри промышленноçпа ÿнер академийĕнче вĕреннĕ вăхăтра тĕл пулнă. Иккĕшне те ювелир ĕçĕ кăсăклантарнă. Паллах, вăл çеç мар… Балтаевсем пĕрлешсен çемье мастерскойĕ йĕркеленĕ, вĕсем мифологие тĕпе хурса тĕрлĕ капăрлăх ăсталаççĕ. Мария юратнă ĕçпе, çемйипе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.
Чунлă эрешсем
— Мария, ювелир ĕçĕпе хăçан кăсăкланма пуçларăр?
— Мана мĕн ачаранах капăрлăхсем ăсталасси интереслентернĕ. Малтан пластикăран тĕрлĕ кÿлепе, тем те пĕр йăваласа хатĕрлеттĕм. Красноярскри училищĕре вĕреннĕ вăхăтра хобби тупрăм: тăмран чул евĕр кÿлепе ăсталаса акрил сăрăсемпе эрешлеттĕм. Училищĕрен вĕренсе тухсан бурят художникĕн Даши Намдаковăн скульптурисемпе ювелир хатĕрĕсен куравне çитсе куртăм та… канăçа çухатрăм эпĕ. Тĕнче курăм тепĕр май çаврăнчĕ. Маçтăр кураври япаласене епле хатĕрлени пирки шухăшларăм. Тĕлĕнмелле сăнарсем, шаман кÿлеписем… Мана тимĕртен хатĕрленĕ монумент ĕçĕсем уйрăмах тĕлĕнтерчĕç. «Ăна мĕнле ăсталанă-ши?» — явăнатчĕ пĕрмай шухăш. Манăн çак ăсталăха ăса хывас туртăм вăйлăччĕ. Скульптурисем мĕн пысăкăшчĕ те!.. Даши Намдаковăн пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн пĕр-пĕр ÿнер академине вĕренме кĕрсе пĕлÿ илес кăмăл çуралчĕ. Санкт-Петербургри А.Л.Штиглиц ячĕллĕ промышленноçпа ÿнер академине ювелира вĕренме кĕтĕм. Çакăнтан пуçланчĕ те манăн пултарулăх çулĕ.
— Хăвăр хатĕрленĕ пĕрремĕш капăрлăх пирки каласа кăтартăр-ха.
Вăл — «Вăрман» ятлă икĕ брошь. Вĕсене чи ансат техникăна пăхăнса хатĕрленĕ. Академире задани панăччĕ те… Çав капăрлăхсем халĕ те килĕшеççĕ. Манăн хальхи техникăна илес тĕк, унпа усă курса тунă пĕрремĕш издели — кит кÿлепиллĕ çĕрĕ. Çав тапхăрта эпĕ тĕрлĕ халăхăн ювелир капăрлăхĕсене тишкереттĕм. Африка çыннисен пысăк çĕррисем килĕшрĕç. Вара тимĕртен кит кÿлепиллĕ çĕрĕ шăратрăм. Чăннипех пăлхануллă самантчĕ вăл. Унччен эпĕ шăратнă тимĕрпе ĕçлесе курман-ха та. Кăткăс мелпе усă курнăран шĕвĕ тимĕр пуç çине юхасран е стенана вараласран шикленнĕччĕ. Телее, веçех ăнăçлă иртрĕ. Илемлĕ те хăйне евĕрлĕ çĕрĕ пулса тухрĕ. Вăл халĕ те пур коллекцире. 3-мĕш курсра юмах-халапа тĕпе хурса сĕтелçи скульптурине ăсталама хушрĕç. Çав самант тĕлне эпĕ пулас мăшăрăмпа Атиллăпа паллашнăччĕ. Вăл чăваш юмах-халапĕсем пирки каласа кăтартрĕ, вĕсем мана питĕ кăсăклантарчĕç. Чăвашсен мифологине тишкертĕм. Çавна май скульптурăна ăна тĕпе хурса хатĕрлеме шутларăм. Атиллăпа пĕрле кÿлепесене харпăр фирмăра тимĕртен шăратрăмăр. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать