Çамрăксен хаçачĕ 24 (6510) № 07.03.2024

7 Мар, 2024

«Темиçе пин çынран мана суйларĕç»

188 çĕршыври 20 пин яш-хĕр Сочире иртекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне пухăннă. Олимп чемпионĕсемпе, политиксемпе, культурăпа искусство деятелĕсемпе, блогерсемпе ăсталăх класĕсем, лекцисем иртеççĕ. Çамрăксем проекчĕсемпе паллаштараççĕ, Çĕнĕ юлташсем тупаççĕ…

Шӳтлеме пĕлни ĕçре пулăшать

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ Анна Шуканова фестивальте вăхăта усăллă ирттерет. Вăл конкурс суйлавĕ витĕр тухса çĕршывăн ТОП-300 экскурсовочĕсен шутне кĕнĕ. Пулас экскурсоводсем фестиваль программине икĕ эрне ăса хывнă, ятарласа мероприяти валли хатĕрленĕ маршрутсене тĕпченĕ. Фестиваль объекчĕсене тума тата территорие хăтлăлатма пуçланине чи малтан шăпах экскурсоводсемпе координаторсем курма пултарнă. Аня Шуканова «Сириус» территорийĕнчи Bridge Resort отелĕнче информаци стойкинче ĕçлет, Раççей тата ют çĕршыв çыннисене экскурсие çырăнма пулăшать, фестивалĕн аккредитаци центрне тата аэропорта çитмелли çулсене кăтартать, ытти ĕçе пурнăçлать. Хĕр шӳтлеме пĕлни ăна ĕçре пулăшнине палăртрĕ. «Кулăш çынсемпе калаçнă чухне вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклеме пулăшать», — терĕ вăл. Хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне Аня ыттисене те алă парать. Пĕр кунхине, тĕслĕхрен, куçаруçăпа усă курса Испани çыннине тантăшĕн çухалнă фотоаппаратне шыраса тупма пулăшнă. Аня Сочире — 11-мĕш хут, «Сириус» вĕренӳ центрĕнче икĕ хут пулса курнă. «Фестивальтен чи лайăххине кăна кĕтрĕм. Пушă вăхăтра ытти экскурсоводпа тата координаторпа концертсене çӳретĕп. Раççей эстрада артисчĕсен юррисемпе киленетпĕр, ытти хула кампусĕнче те пулса курма май килчĕ», — пĕлтерчĕ студентка. Аня фестивале хутшăнма чăннипех те тивĕçлĕ пулни иккĕлентермест. Вăл пур çĕрте те хастар. Аня «Универ-ТВ» платформăра университет мероприятийĕсене çутатать, репортажсем хатĕрлет. Çавăн пекех вăл соцсетьсенче хăйĕн каналĕсене тытса тăрать. Вĕсенче хăйĕн пурнăçĕ пирки, мĕнле мероприятисене хутшăнни, çул çӳревсем çинчен каласа парать, шухăшĕсене пĕлтерет. Хĕр хăйне «Чăваш Ен Мисĕ — 2023» илемпе талантсен конкурсĕнче те тĕрĕслесе пăхнă. «Конкурса хутшăнса çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çӳреме, йăл кулма вĕрентĕм, хама модель вырăнĕнче туйса куртăм», — кăмăлне уçрĕ хĕр. Чи лайăх пулас журналистсен йышне лексе Мускава пресс-турпа кайса телеканалсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та тӳр килнĕ унăн. «Культура» телеканалта тата «Останкино» телецентрта пулса курнă. Аня вожатăйсен ăсталăх шкулĕнче вĕренсе тухса Чăваш патшалăх университечĕн «ЧуГУнОК» педагогсен отрячĕпе Анапăна вожатăй пек те кайнă. «2023 çул маншăн тухăçлă килчĕ. Анапăри лагерьте икĕ сменăра пулнă, 10 çулти ачасемпе ĕçлеме, вĕсемпе хутшăнма, ыйтăвĕсене татса пама, мероприятисем йĕркелеме интереслĕччĕ. Лагерьте оратор ăсталăхĕпе лидер пахалăхĕсене аталантарма та пултартăм. Халĕ çак енсем мана фестивальте координатор ĕçĕнче пулăшса пыраççĕ, мĕншĕн тесен информаци стойкинче çынсемпе хутшăнма пĕлни пĕлтерĕшлĕ», — каласа кăтартрĕ Аня Шуканова. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Унти пурнăç кунта ан çиттĕр»

Анна Кольцова ятарлă çар операцийĕн зонине кашни уйăхра гуманитари пулăшăвĕ леçме çӳрет. 2 çулта 28 хутчен «хăю леш енне» кайнă. Яланах икĕ машинăпа, кашнине лăк тулли тиесе çула тухать вăл. Анна Алексеевна — Етĕрне округĕнчи «Z.O.V. сердца» волонтерсен ушкăн ертӳçи.

Икĕ сменăпа Ятарлă çар операцийĕ пирки пĕлтерсенех унăн мăшăрĕ, Хусанти командирсен аслă танк училищинче вĕреннĕскер, хăйĕн ирĕкĕпе контракт çырнă. Чечня вăрçинче илнĕ опыт пурнăçра татах кирлĕ пуласса шухăшламан та пуль офицер. «Капитан» позывнойлăскер «Барс» резерв батальонĕнче тăнă. Унран 2 уйăх нимĕнле хыпар та пулманран арăмĕ алă усса ларайман. Контрактниксен арăмĕсемпе паллашса пĕр ушкăна пĕрлешнĕ те командованипе çыхăнма май тупнă вĕсем. Ун чухне Анна Алексеевна Чехов хулинче йĕркеленнĕ «Барс-6» ыр кăмăллăх отрячĕн волонтерĕ пулса тăнă. Контракт вĕçленсен унăн мăшăрĕ тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнă, хальхинче вăл «Писарь» позывной илнĕ. Мăшăрĕ вара тăван тăрăхĕнче волонтер юхăмĕ пуçарнă. Анна Кольцова Етĕрне округĕнчи Мăн Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Вăл 3 çул ĕнтĕ Мускавра пурăнать. Çапах ку ăна Пĕрçырлан тăрăхĕнче волонтер ĕçне ертсе пыма чармасть. Ялти клубра вĕсем валли вырăн уйăрнă. Мускавра вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен шутланать. Строительство фирминче персонал суйлас енĕпе менеджерта тăрăшать. Дистанци мелĕпе вăй хунă май волонтер ĕçĕ валли те вăхăт уйăрать, Донбаса кайса килме те май тупать. Кашни уйăхра пĕр эрне тăван тăрăхĕнче пурăнать вăл. «Z.O.V. Сердца» ушкăнăн Ачакра, Кивĕ Тинкешре, Кăкшăмра пунктсем пур. Кунта кашни ялтанах волонтерсем пур та, ĕç пĕр кунлăха та чарăнмасть, кашниех хăйĕн енĕпе тăрăшать. Ватти-вĕтти пурте пĕрле кунта Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшаççĕ. Сăмахран, 2 сменăпа маскировка тетелĕ çыхаççĕ, окоп çурти шăратаççĕ, хăвăрт пиçекен яшка, пăтă хатĕрлеççĕ, кукăль, пицца, печени янтăлаççĕ… Анна Кольцова пулăшăва леçме хăй каять. Хĕрарăма инçе çула, тупăсем кĕрленĕ çĕре, кайма çăмăл мар. «Эпĕ яланах çапла пулнă, лăпкă пурăнма пĕлмен, хам валли йывăрлăхсем тупсах тăнă. Çапах ку мана телей кӳрет. Манăн хамăрăн округри салтаксене пулăшас килчĕ. Тата тепĕр сăлтав та пур: хамăн пĕтĕмпех пĕлес, курас килчĕ. Логистикăна мĕнле йĕркелесси пирки те шухăшларăм. Командованипе паллашрăм, вĕсемпе канашларăм. Пĕрремĕш хутĕнче Лисичанска кайрăм, Дебальцевăра, Донецкра пултăм. Хама кирлĕ çын пек туяс килчĕ», — каласа пачĕ Анна Алексеевна. Пĕрре унта кайсан, çав куçсене курсан вăл пĕтĕмпех ăнланнă: мĕн вĕçленичченех вăл пулăшма, кунта çӳреме пăрахмĕ. Гуманитари пулăшăвĕ леçни пирĕн салтаксен нимĕн те çуккине пĕлтермест, мĕн кирли вĕсен пĕтĕмпех пур. Халăх Раççей салтакĕсене пулăшса Тăван çĕршыва юратнине палăртать. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Куратăр-и? эпĕ чĕрĕ, çакă — чи пахи»

Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Станиславпа Светлана Адикинсем 2022 çулта хăйсен хĕрне Олесьăна хура тăпрапа хупланă. Пĕртен-пĕр хĕрне йывăр чир çапса хуçсан ашшĕ-амăшĕн чĕри мĕн тери хӳхлесе макăрнине çакăн пек хуйха чăтса курнă çын çеç ăнланать. Çурма тăлăха юлнă икĕ мăнукĕ Олесьăн çутă сăнарне куç умĕнче тытма пулăшаççĕ. Адикинсен тепĕр ывăл Алексей пур. Вăл Олеся виличчен пĕр уйăх маларах мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнă. Аппăшне пытарма та килеймен вăл ун чухне.

Салтакра — снайпер

Пĕлтĕр Адикинсен тепĕр инкек сиксе тухнă. Ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва иккĕмĕш çул хӳтĕленĕ Алексей йывăр аманнă. Халĕ вăл госпитальте сипленет. Ашшĕн ăшĕ çунать пулсан та вăл çакна кăтартмасть. Амăшĕн вара макăрман кунĕ сахал. Çапла хыпса çунать-çке амăшĕн чĕри! Алексей хăй те «атте» ята илтнĕ, унăн виçĕ çулти ывăл Максим çитĕнет. Вăтăрта-и, хĕрĕхре-и — амăшĕшĕн ывăлĕ-хĕрĕ пурпĕрех ача. Алеша Питĕрти госпитальте выртать. Вăл 2023 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче задани пурнăçланă чухне аманнă. Унăн сылтăм урине татнă. Сулахаййи те снаряд ванчăкĕсем ăшĕнче. Пĕр ванчăкĕ — чĕркуççинче, тепри — пĕççинче, шалтах. Хальлĕхе вĕсене кăларма май çук. Тепĕр ванчăк хулпуççи витĕр тухнă. Алексей 1992 çулта Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн /халĕ аграри университечĕ/ зоотехника факультетне вĕренме кĕнĕ. Виççĕмĕш курс хыççăн ăна салтака илнĕ. Алексей салтак тивĕçне Екатеринбург хулинчи çар чаçĕнче снайпер пулса пурнăçланă. Салтакран таврăнсан каччă малалла вĕренмен, тӳрех ĕçлеме тытăннă. Часах çемье çавăрнă, кӳршĕ ял хĕрне Анюта Федотовăна качча илнĕ. Çамрăк çемье Шупашкарта пурăннă. Кушака пула «Мĕнрен калама пуçлам-ши? 2022 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче пирĕн завода çар комиссариачĕн ĕçченĕсем килсе тулли мар мобилизаци пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ ним шутласа тăмасăрах ĕç хыççăн çар комиссариатне кайрăм. Мана авăнăн 26-мĕшĕ валли повестка пачĕç, ирхи 9 сехет валли паспортпа çар билетне илсе килме хушрĕç. Каймалли кун ывăлăм çĕрĕпе кутăнлашрĕ, канăçсăрланчĕ. Нимĕнле те лăплантараймарăмăр. Çавăнпа мăшăрсăрах çар комиссариатне тухса утрăм. Питĕ нумаййăн пухăннăччĕ унта. Пире тӳрех Ульяновск хулине вĕрентĕве илсе каяссине пĕлтерчĕç. Хампа пĕрле нимĕнле тумтир те илменрен арăм патне шăнкăравларăм. Ача çаплах лăпланайманнипе вăл килтен тухаймарĕ. Мухтав Турра, аттепе аппан упăшки юлашки самантра япаласене килсе пачĕç. Вырăна çитсенех пире подразделенисем çине уйăрчĕç. Вĕренӳ нумай та тăсăлмарĕ. Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче эпир ятарлă çар операцине кайрăмăр. Унччен мăшăрăм Анюта ман пата темиçе хутчен те килсе кайрĕ, çи-пуç парса хăварчĕ. Юпан 16-мĕшĕнченпе пирĕншĕн вăрман «кил» пулса тăчĕ. Эпĕ инженер саперсен ротине лекрĕм. Çапах пĕр уйăх госпиталь сыхлама тиврĕ. Ку маншăн чи йывăр самант пулчĕ. Юн, юн… Татнă алă-ура… Ахлатса кăшкăрни… Ухмаха тухса каятăп пуль тенĕччĕ. Олеся усал шыççа парăнтараймасăр вилни çинчен пĕлтерсен тата ман çине мĕн тери пысăк хурлăх йăтăнса аннине никам та пĕлмест. Тăван аппана юлашки çула ăсатма каяйманни чуна тата ытларах ыраттарчĕ. Хĕрӳ вырăнта темĕн те куратăн, темĕн те тӳсетĕн. Окоп та чавнă эпир, блиндажсем те тунă. Пĕррехинче окоп чавнă чухне çын виллисене тупрăмăр: аслă ӳсĕмри 38 çын тата 3 ача. Украина салтакĕсем мирлĕ çынсене вĕлернĕ те шăтăк чавса пăрахса хăварнă. Вилесене кăлартăмăр, тирпейлесе ăсатрăмăр. Ялан тенĕ пекех тĕрлĕ вырăна минăсенчен тасатма каяттăмăр. Украина салтакĕсем вĕсене шеллеместчĕç — нумай лартатчĕç. Çав вăхăтрах çамрăк салтаксене сапер ĕçне вĕрентеттĕмĕр. Сапер пурнăçĕнче икĕ хутчен йăнăшать теççĕ. Пĕрре — çав специальноçе суйланă чухне, тепре — мина çине пырса кĕрсен. Эпĕ сапер пулнăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Курма пӳрнине тикĕс çул çинче утса пынă чухне те куратăн. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Стресс мана аталанма пулăшрĕ»

Гуля Баннова хăйĕн çуралнă кунĕнче упăшкине лобзик, шлифовка тăвакан машинка, йывăç каскаламалли сĕтел парнелеме ыйтнă. Унăн гаражĕнче вăл хăйĕн валли мастерской уçнă.

Пĕр вырăнта лараймасть

Гуля ачаран пурнăç çине философ пек пăхнă: çут тĕнче мĕнле пулнипе кăсăкланнă. Темĕн те пĕр шухăшласа кăларса тĕлĕнтернĕ. Телевизорти диктор пек вулама, кивĕ япаларан мĕн те пулин çĕлеме юратнă вăл. Аслашшĕн плащне сӳтсе хăйĕн валли куртка çĕленĕ. Урамра ачасем Гуля тухасса кĕтсе кăна тăнă, мĕншĕн тесен унпа кăсăклă пулнă. Хĕрĕ пултарулăхпа çыхăннă професси суйласса амăшĕ иккĕленмен. Çапла пулнă та, Гуля И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра журфака кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн ĕç хăвăртах тупнă вăл: Шупашкарти электроаппарат заводĕнче «Электрик» хаçат кăларнă. Анчах некрологсемпе саламсем çырасси, цехсем тăрăх çӳресси çамрăк журналисткăшăн кичем пек туйăннă. Кĕçех вăл Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине /ÇÇХПИ/ оператора вырнаçнă, унта текстсем пичетленĕ. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен, çынпа кăмăллă калаçакан хĕре пуçлăх асăрханă та пропаганда пайне вăй хума чĕннĕ. Çĕнĕ ĕç ăна шутсăр кăмăла кайнă. Вара ун тавра тĕнче çаврăнма тытăннă тейĕн: акцисем пуçарнă, статьясем шăрçаланă, тĕрлĕ вырăна тухса çӳресе тĕлпулусем ирттернĕ, урамри çынсемпе калаçса кĕске видеосем ӳкернĕ…. Наци радиовĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă кăларăм та ертсе пынă вăл. «Иккĕмĕш ачапа декретран тухнă çĕре веçех улшăнчĕ. Милицирен полици туса хучĕç. Ĕç те, çынсем те урăхланчĕç. Штата кĕскетме тивнĕрен мана пропаганда пайĕнчен автомобильсене регистрацилекен уйрăма куçарчĕç. Ку маншăн йывăр вăхăтчĕ. Машинăсен маркине те пĕлсех кайман. Кун каçипе 200-300 çын килетчĕ, питĕ хăвăрт ĕçлемеллеччĕ. Формăпа пулин те хăшĕ-пĕри тăшман çине пăхнă пек тинкеретчĕ, кăнттам калаçатчĕ. Çавах манăн йăл кулма тиветчĕ. Кайран пурпĕр хăнăхрăм. Ĕçе меллĕ йĕркелерĕм те вăл мана килĕшме пуçларĕ», — аса илчĕ пуçа усма хăнăхман хĕрарăм. Отпуск — гаражра Пĕр канмалли кун вăл упăшкипе Дмитрипе Свияжска кайнă. Унта столяр мастерскойне кĕрсен Гульăна йывăç саваланчăкĕн шăрши çав тери килĕшсе кайнă. Вăл пĕр самант тапранмасăр тăнă. Киле çитсен те çав шăршă ăсран кайман. «Унчченхи пурнăçра йывăçпа ĕçлекен ăста пулнă-тăр эпĕ», — ку ахальтен маррине çапла тӳрре кăларнă вăл. Вара Гуля интернетра йывăç касакансем пирки тĕпчеме пуçланă. Социаллă сетьре хăмаран касассипе ĕçлекен ăстан каналне çырăннă. Унăн та питĕ вĕренес килнĕ. «Упăшкапа мана ăннă, вăл ман тĕлĕнтермĕшсене пĕтĕмпех йышăнать. Икĕ хутлă гаража тултарнă ăпăр-тапăра кăларса ывăтрăмăр та ман валли мастерской хута ятăмăр. Касма тытăнсан мана пултарулăх тĕнчине илсе каякан саваланчăк шăрши тухрĕ — ку ĕç манăн пулнине ăнлантăм, киленсе ĕçлерĕм. Ун чухне хăмаран кролик касса кăларнăччĕ. Отпуска гаражра ирттертĕм», — каласа пачĕ полици капитанĕ. Унăн çавăн пек йăла пур: мĕн те пулин килĕшсен çавăн çинчен ытларах пĕлмелле, тĕпчемелле. Шупашкарти заливра дежурствăра пулнă чухне вăл тĕлĕнмелле кĕвĕ янăранине илтнĕ. Шăхлич сасси илтĕннĕ çĕре кайнă та чăваш кĕпи тăхăннă мучи вылянине курнă. Хăмăшран тунăскере туяннă та дежурство тăршшĕпе алран яман. Ача чухне музыка шкулĕнче вĕреннĕскер нотăсене тĕшмĕртнĕ. Киле çитсенех выляма тытăннă. Анчах шăхлич тĕрĕсех каламасть-мĕн. Джеймс Ластăн «Пĕччен кĕтӳç» кĕввине калама вĕренме тĕллев лартнăскер лавккана кайса флейта туяннă. Кĕвĕ тӳрех тухман. Гуля тарăхнă та, макăрнă та — пурпĕр ĕмĕчĕ патне талпăннă. Амăшĕн юбилейĕнче хăнасен умĕнче выляса тĕлĕнтернĕ. «Анне мана унччен пĕрмай çапла калатчĕ: «Мĕн тесе музыка шкулне çӳрерĕн? Ним усси курмарăм». Акă, нумай çул иртсен, пĕлӳ кирлĕ пулчĕ те!» — хавхаланса калаçрĕ Гульзия Фердусовна. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Мускава куçса килнĕ тесе халăх йăлине пăрахăçлас килмест»

Алевтина ТЕЛЬЦОВА — Мускаври чăвашсен культура обществи çумĕнчи «Ентеш» чăваш фольклор ансамблĕн ертӳçи. Вăл Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче çĕр çине килнĕ. Унпа Мускавра тĕл пултăм.

Пач расна икĕ професси

— Алевтина, эсĕ Мускава пурăнма куçсан унта илемлĕ саслă чăвашсене тупса пĕр ушкăна чăмăртама пултарнă. Паян «Ентеш» чылай уявра чăвашсене савăнтарать. Ку çăмăлах мар лава кӳлĕнме епле хăрамарăн? — Хĕрĕм Ксения аттестат илсен Мускава аслă пĕлӳ илме кайрĕ. Унпа юнашар пулас терĕм. Çав çулах мăшăрăм куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Никама та шанма çук тесе хĕрĕмпе пĕрле çула тухрăм. Эпĕ ун чухне 54 çултаччĕ. Çав ӳсĕмре Мускава куçса каятăп тесе нихăçан та шухăшламан. Малтанах хама ют çĕре килнĕ пек туйрăм. Юрлас тесе пĕрле ăс пухнă Елена Соловьевăпа хутшăнтăм. Чăвашсем ăçта пуçтарăннине тĕпчерĕм. Лена мана культура обществин ертӳçипе Лира Смирновăпа паллаштарчĕ, ушкăн йĕркелесси пирки хыпарларĕ. Пуш уйăхĕнчи илемлĕ кун пĕр ушкăна чăмăртанса юрлас текен чăвашсемпе тĕл пултăм. Хăшне-пĕрне паллатăп та иккен: Валентина Попова, Надежда Шагарова. Малтан ушкăн «Шевле» ятлăччĕ. Пĕр уйăхран кунти чăвашсемпе Чăваш чĕлхи кунне ирттертĕмĕр. Канаш районĕнче çуралнă Алексей Сергеев купăсçăпа /ун чухне ушкăнра 9 çынччĕ/ сцена çинче юрларăмăр-ташларăмăр. 2021 çулхи кĕркунне Мускав чăвашĕсене маларах йĕркеленнĕ «Атăл» хорпа «Кĕр сăри» кăтартрăмăр. Культура обществин ертӳçин çумĕ, Чăваш Республикинчи физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Захаров йĕркелекен спорт мероприятийĕсене час-часах хутшăнатпăр. Раççей шайĕнче иртекен спорт вăййисенче тĕрлĕ халăха хамăр пултарулăхпа паллаштаратпăр. Пирĕн репертуарта ытларах — халăх юррисем. Эпĕ малтан паллă фольклорист Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» ушкăнра солист пулнă. Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕме шăпах Зинаида Алексеевна сĕнчĕ. — Санăн пĕрремĕш професси — фельдшерлаборант. Пач расна икĕ ĕçе епле çыхăнтарма пулать-ха? — Шкул хыççăн Чĕмпĕрти фармацевтика училищинче фельдшер-лаборанта 2 çул вĕрентĕм. Диплом илсен Шупашкарта ĕçлес килчĕ. Чун тăван тăрăхах туртрĕ. Малтан Патăрьелте практикăра пултăм. Патшалăх практикине вара Шупашкарта ирттерме май пулчĕ. Мускава куçса киличчен унта 35 çул пурăнтăм. Больницăра вăй хунă чухне юрлас килнипе патшалăх экзаменĕсене тытса музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Каçсерен Строительсен больницине ĕçе каяттăм, кăнтăрла студент сакки çине лараттăм. Пĕлӳ илнĕ чухне пĕр-пĕр ушкăн йĕркелесе хамăр мĕн вĕреннине çирĕплетме практика пек ирттермеллеччĕ. Хамăр районти Треньел хĕрĕ Таня Кошкина Шупашкарти шкулта чăваш чĕлхине вĕрентетчĕ, вăл мана хăйĕн класĕнчи ачасемпе ушкăн йĕркелеме тесе илчĕ. Конкурссене хутшăнма пуçларăмăр. Малти вырăнсене йышăнтăмăр. Училищĕре 18 студентран 9-ăшĕ çеç диплом илтĕмĕр. Дипломлă пулсан та лăпланаймарăм. Музыка енĕпе малалла аталанас килчĕ. Килте те çемье ансамблĕ пулнă пирĕн. Шăпах ун чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра искусствăсен кафедрине уçрĕç. Ăна паллă педагог, дирижер Валерий Важоров ертсе пыратчĕ. Унта куçăн майпа вĕренме кĕтĕм. Шупашкарти 1-мĕш хула больницинче чылай вăхăт вăй хутăм. Унтан Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче «Мерчен» ансамблĕн ертӳçинче тăрăшрăм. Шупашкарти 55-мĕш шкулта чăваш фольклорĕн урокĕсене 10 çул ирттертĕм. Медицинăна та пăрахмарăм. Пурнăç хистенипе ĕç вырăнĕсене улăштарса больницăсен сукмакне 39 çул такăрлатрăм. Медицина мана хăйĕнчен ямарĕ. Паянхи кун та эпĕ больницăрах ĕçлетĕп. Эпĕ анчах мар, чылай тухтăр чун канлĕхне юрăра шырать. Тухтăрта ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Тен, çавăнпах чуна кантарас тесе юрлатпăр. — «Ентеш» ушкăна йĕркелесси мĕнпе çыхăннă? — Больницăра талăкĕпе ĕçленĕрен «Шевле» пикисене кашни репетициех çӳреме май пулмассине тӳрех асăрхаттартăм. Ку — общество ĕçĕ, уншăн укçа тӳлемеççĕ. Тĕп ĕç вара яланах пĕрремĕш вырăнта. Мускавра иртнĕ тĕрлĕ уявра чылай юрларăмăр. Чăваш культурин обществи çумĕнче паян — 4 ушкăн: «Шевле», «Тăвансемĕр», «Атăл», «Ентеш». Эпĕ «Шевлерен» уйрăлса «Ентеш» ушкăн йĕркелерĕм. Пирĕн валли çĕнĕ купăсçă Александр Иванов, Тăвай тăрăхĕн арĕ, тупăнчĕ. Пирĕн репертуарта пĕтĕмпех тенĕ пек халăх юррисем. Юрлас туртăм манра ачаранпах тĕвĕленнĕ. Аттепе анне яланах хăна юррисене шăрантаратчĕç. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене сцена çинче чĕртесси манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăчĕ. Пирĕн тумсем илемлĕ. Вĕсене хамăр çĕлеттернĕ. Кашнин çинче — ĕлĕкрен упранса юлнă, тĕрлĕ тăрăхра пурăннă чăвашсен тумĕ. Ман çинче, сăмахран, Самар чăвашĕсен çи-пуçĕ. Патăрьел тăрăхĕнче тăхăнакан икĕ аркăллă кĕпене сцена çинчен кăтартас килнипех çĕлеттертĕм. Паян пирĕн ушкăнра — 21 çын. Эпир чĕрĕ сасăпа юрлатпăр. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.