Чăваш хĕрарăмĕ 8(1338) № 29.02.2024

29 Фев, 2024

Театра пырсан килне кĕнĕнех туйăннă

Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен çынсен йышĕнчен вăл. Пĕр вăхăтрах темиçе ĕçре вăй хума пултараканскере çакă хавхалантарать кăна. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн артистки Антонина Казеева сцена çине тухнăранпа ултă çул çеç çитнĕха. Апла пулин те унăн ячĕ кĕрлесе кăна тăрать. Паллă пьесăсенчи тĕп сăнарсене те калăплать вăл, ачасене юрлама та вĕрентет, республикăри Театрсен ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ĕçне те хастар хутшăнать, пултарулăх конкурсĕсенче тупăшать. Спортпа та туслă вăл. Çав хушăрах чипер каччăпа тĕл пулса çемье çавăрма та, хĕр пĕрчи «тупма» та ĕлкĕрнĕ. Пĕчĕк Лисук виçĕ çула çитнĕ ĕнтĕ, ача садне çӳрет. Сăмах май, çамрăк амăшĕ декретра та виçĕ уйăх кăна ларнă. Çук, ачипе вăхăт ирттересси чăрмавлă пулман-ха уншăн — пӳлĕмре, тăватă кĕтес хушшинче, хупăнма тивни çунатсене усăнтарнă, чуна тăвăрлантарнă. Мăшăрĕн кăмăлĕ пусăрăннине кура упăшки арăмне ĕçе тухма ирĕк панă.

Ăраскаллă «Дуняша»

— Антонина, аннӳ сана юратса мĕнле чĕнет?

— Анне Зоя Васильевна мĕн пĕчĕкренех мана «Дуняша» тет.

— Вăт, Дуняша, вулакансене хăв çинчен каласа кăтарт-ха — кам эсĕ, ăçтан эсĕ, пур ĕçе те ĕлкĕрме епле вăхăт, вăй-хал çитеретĕн?

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕ ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралнă, эпĕ — виççĕмĕшĕ. Анне пире ĕçе мĕн ачаран хăнăхтарса ӳстернĕ. Пирĕн килте ĕç вĕресе кăна тăнă. Тепĕр чух урама выляма тухмашкăн та вăхăт пулман. Уншăн пачах та ӳпкелешмен эпир — хамăр та пиллĕкĕн вĕт, выляма йыш çителĕклĕ. Хаваслă ӳсрĕмĕр. Пилĕк ачаран хулана эпĕ пĕрремĕш тухса кайрăм — анне улттăмĕш класс хыççăн Г.С. Лебедев ячĕллĕ лицей интерната вĕренме каймашкăн ирĕк пачĕ. Эпĕ яланах юрласа çӳреттĕм, çакăн пирки хам шухăшламан та. Спортпа туслăччĕ, çав енĕпех вĕренме каяс шухăш та пурччĕ. Анчах та музыка вĕрентекенĕ Нина Тихонова аннене мана юрлама ямашкăн сĕннĕ. Анне пире нихăçан та ним енĕпе те хистемен. Лицее вĕренме каяссине пĕлсен малтан тӳрех килĕшрĕм-ха ку шухăшпа. Хула вĕт-ха! Савăнтăм. Анчах та патне çитсен хăрушă пулса кайрĕ — манăн килтен тухса каймалла-çке. Уйрăлас килмест. Мĕн тума килĕшрĕм-ха, тетĕп. Анне: «Кай, — терĕ. — Килĕшмесен хăть те хăçан каялла таврăнма пултаратăн». Чăнах та вĕт… Аттен аппăшĕ, «Çеçпĕл» ушкăн солистки Ольга Прокопьева, питĕ савăнчĕ ку хыпара пĕлсен, пулăшма шантарчĕ. Çапла чăматан çĕклеттерсе анне хулана пĕчченех лартса ячĕ. Лицее вĕренме кĕрес текен чылайăнччĕ. Пурте тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ. Эпĕ вара пачах хатĕрленмен… Экзамен тытмалла иккен. Эпĕ темшĕн ачасен «Облака» юррине юрларăм. Тĕлĕнмелле те, мана вĕренме илчĕç. Вĕренме кĕрсен те тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Ачасем пурте уçă кăмăллă, пĕр-пĕринпе вăтанмасăр хутшăнаççĕ. Эпĕ вара темĕнле хутланса ларнă — кăмăлпа. Çакна никама та кăтартман-ха, хăюллă курăнма тăрăшаттăм. Çиелтен — ăмăрт кайăк, шалтан — чĕпĕ. Анчах чĕппе никам та курмасть. Вăт çак шалти чĕппе пытарма вĕренсе çитнĕшĕн хама мухтас та килет. Унсăрăн паян пурнăçра питĕ йывăр пулĕччĕ.

— Кур-ха, ун чухнех артист пултарулăхĕ пулнă санра…

— Артистлăх пирки ун чухне пачах та шухăшламан. Лицейра юрă-кĕвĕпе çывăх туслашрăм. Физкультурăпа олимпиадăсене хутшăнма тытăнтăм. Мана ку питĕ хавхалан¬тарчĕ — ялтан тухнă хĕрача республика шайĕнче тупăшать вĕт! Вĕренӳре «виççĕсем» курăнма пуçларĕç. Анчах та уншăн пачах та кӳренмен, ку малалла тăрăшарах вĕренме хистетчĕ кăна. Вĕсен шутне чăнласах катертрĕм. Лицей пурнăçра хам вырăна тупма пулăшрĕ. Шел те, унта вĕренсе пĕтерме тӳр килмерĕ. Вуннăмĕш класра чухне лицее хупассине каларĕç. Эпир, вĕренекенсем, пухăнса калаçрăмăр. Арçын ачасен те куçĕсем шывланчĕç. Мĕн тумалла? Ăçта каймалла? Кам итлĕ пире? Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланмаллаччĕ ĕнтĕ. Маларах асăрхаттарманнипе нимĕн туса та ĕлкĕреймерĕм, тăван киле таврăнма тиврĕ, районти Аслă Арапуç шкулне çӳреме тытăнтăм. Мана унта питĕ йывăр пулчĕ, пĕр çулталăк вунă çул тăсăлнăн туйăнчĕ… Куçăм тапхăрĕ пулнăран, кăмăл улшăнсах тăнăран пушшех те… Эпир, лицейре вĕреннисем, çутă пуласлăха шаннă вĕт. Ăна хупни маншăн пуласлăхăма пĕтернĕнех туйăннăччĕ. Юрлама юратни, хастарлăх тата спорт алă усма памарĕç. «Мехел» конкурсра юрлани И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетне эстрада уйрăмне илсе çитерчĕ. Унта та вĕренме кĕрес текен нумайччĕ. Эпĕ, лицейра пĕлӳ илнĕ пулин те, тĕрĕс мартарах юрланă иккен. Шел те, вĕреннĕ вăхăтра нотăсемпе «туслашман». Мана студентсен йышне илесшĕнех те пулман. Каллех ăраскал çăлса хăварчĕ. Мана анне «кĕпепе çуралнă» тет. Те çакă пулăшса пырать пурнăçра? Каярахпа, иккĕмĕш курсра кăна Ольга Васильевна ман хута кĕнине пĕлтĕм. Абитуриент чухне вăл маншăн хăй яваплă пулассине каланă-мĕн. Иккĕленнĕ-ха вăл, анчах та эпĕ чунран юрлани килĕшнĕ ăна. Куççуль тухрĕ çак сăмахсене илтсен. Институтра вĕренме питĕ кăмăла каятчĕ, сольфеджио та килĕшме пуçларĕ… Студент çулĕсенчех конкурссене хутшăнма тытăнтăм. «Морская звезда» ятли тинĕс хĕрринче иртрĕ. Унта «Я вернусь» юрăпа иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Спорт енĕпе те курс чысне хӳтĕлеттĕмĕр, малти вырăнсене те йышăнаттăмăр. Йывăр самантсем пулнă паллах. Юлташсемпе пĕр-пĕрне ăнланманни те, ытти те… Пур йывăрлăха парăнтарма спорт пулăшатчĕ. Студент çулĕсем нихăçан та асран тухас çук.

— Юрă-кĕвĕ мĕнле вырăн йышăнчĕ пурнăçра?

— Студентлăхра «Дуняша style» ушкăнра юрлама пуçларăм. Ольга Васильевнăпа, Оля аппапа, пĕр çуртрах ĕçлерĕмĕр. Вăл юрлани питĕ килĕшетчĕ, халĕ те çаплах. Унран çавăнпах вăтанаттăм та. Хам та ун пек юрлама тăрăшаттăм. Ушкăна малтан — Валентина Салихова, каярахпа Вероника Арисова ертсе пычĕç. Маншăн пысăк опыт пулчĕ ку. Темиçе сасăпа юрлаттăмăр. Малтанах йывăр та пулчĕ. Анчах ертӳçĕсем пулăшнипе хăнăхса çитрĕм. Çапла юрлама хăнăхни халĕ те пулăшса пырать мана. <...>

Маргарита МИХАЙЛОВА калаçнă.

♦   ♦   


Чăваш Енпе кăмăллă юлнă

«Сывлăх сунатпăр! Эпир сире юрататпăр!» — çак сăмахсемпе хавхаланса кĕтсе илнĕ Çĕрпӳ округĕн çыннисем Раççей Президентне Владимир Путина нарăсăн 22-мĕшĕнче. Сивĕ çанталăка пăхмасăр çĕрпӳсем çĕршыв ертӳçине урамра 5 сехет кĕтсе тăнă.

Владимир Владимирович Чăваш Ене килсен Президентăн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Игорь Комаровпа, ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Çĕрпӳ округĕнчи Рынкă салинчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне, Çĕрпӳри культура аталанăвĕн центрне /ăна «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă/, çитсе курнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Культура центрĕнче Владимир Путина Раççейĕн тĕрленĕ карттин репродукцине парнеленĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, хулара пурăнакансем асăннă центра концерта килме, спектакль е кино пăхма, пушă вăхăта кăсăклă ирттерме пултарĕç. Унта 197 вырăнлăх курав залĕ, библиокафе, ташă залĕ, универсаллă классем тата ытти те пур. Министр Президентăн шкул театрĕсем йĕркелемелли хушăвне пурнăçлассине малалла тăсса ачасен театрсен çумне профессионалсен театрĕсене çирĕплетнине пĕлтернĕ. «Асам» фестивальне йĕркелени çинчен те каланă. Светлана Анатольевна Владимир Путина «Пушкин картти» проектшăн тав тунă. Вăл çитĕнекен ăрăва театрпа, музейсемпе туслаштарма пулăшать. «Пултарулăха парăннă çамрăк çынсемшĕн çапла хавхалантарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», — палăртнă шухăшне çĕршыв ертӳçи. Çĕрпӳре Владимир Путин республикăн социаллă экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта çĕршыв министерствин пуçлăхĕсем те видеоконференци мелĕпе хутшăннă. Президент лифт хуçалăхне çĕнетес, ялсенче халăха шывпа тивĕçтермелли сетьсене тăвас шухăша ырланă. Кунсăр пуçне икĕ шкул çĕклес, Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăлти Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ мемориал комплексне çĕнетес енĕпе те пулăшма шантарнă. Планра: комплексра фонд управĕн тата музей лапамĕсене пысăклатасси, 60 вырăнли планетарипе астрономи обсерваторине тăвасси, сăнав вырăнне йĕркелесси. Канашлура хăмла производствине те сӳтсе явнă. Палăртмалла: çĕршывра çитĕнтерекен хăмлан 90% Чăваш Енре туса илеççĕ. Пĕлтĕр çак культурăна 192 тонна туса илнĕ. Республика хăмла çитĕнтерес енĕпе компетенци центрĕ пулма пултарать. Çак тĕллевпе лаборатори инфратытăмне йĕркеленĕ, хăмла пуçтаракан комбайн, ăна типĕтмелли хатĕр те тунă. Владимир Путин региона хăмла туса илес енĕпе пулăшма РФ финанс министрне Антон Силуанова хушнă. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Федераци каналĕнче юлташĕсемпе тĕл пулнă

Ятарлă çар операцине хутшăнни, парашютпа сикни, звание тивĕçни… Çакă йăлтах 30 çулти Сергей Михайловăн çитĕнĕвĕсен списокĕнчен. Вăл ятарласа çитĕнӳсен хăмине хатĕрленĕ, унтах кун йĕркине те палăртса пырать.

Нумаях пулмасть ăна, Йĕпреç районĕнчи Вырăс Тимешĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ яша, «Россия-1» телеканалпа кăтартнă. Вăл Андрей Малахов ертсе пыракан телекăларăма хутшăннă. Паллах, унта ахальтен кайман вăл, студире Сергей ятарлă çар операцийĕнче пĕрле неонацистсене хирĕç кĕрешнĕ тусĕсемпе курнăçнă. Хальхи вăхăтра вăл Новороссийск хулинче пурăнать, вырăнти «Шторм» хоккей командинче тăрать. «Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ Хура тинĕс флотĕнче çар карапĕ çинче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм, кайран унтах контрактпа служба тухрăм. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан айккинче юлас килмерĕ, хам ирĕкпе унта тухса кайрăм. Пĕр задание пурнăçланă чухне мана хытă амантрĕç — хăрах урана чĕркуççи таран çухатрăм. Вăл татăлнине курсан тăна çухатмарăм, шок пулчĕ-ши, жгутпа урана хамах çыхрăм. Ампутаци хыççăн пĕр самант кăна пăшăрхантарчĕ: тек коньки çине тăраймасран, пăр çине тухаймасран шиклентĕм. Çур çур госпитальте сиплентĕм, халĕ протезпа çӳретĕп», — каласа кăтартнă вăл сюжетра. Çар операцине кайнине каччă çывăх çыннисене пĕлтермен. Ун чухне шăпах шăллĕ салтак аттине тăхăннă. Сергей амăшĕ ку ларутăрăва ытлашшипех йывăррăн йышăнасран пăшăрханнă. Госпитальте сипленнĕ чухне те вăл тăванĕсене аманни пирки хыпарламан. Хатĕрленӳре тесе каланă. Спортпа туслă каччă кирек мĕнле çанталăкра та Хура тинĕсре шыва кĕрет. Протезпа та ишме хăнăхнă вăл. Ишме кăна-и? Парашютпа та сикнĕ. Коньки сырса пăр çине тухма хатĕрленекенскер хальлĕхе эрнере виçĕ хутчен тренировкăна çӳрет. Протезпа пулнăран йывăрлăхсем тухса тăраççĕ паллах, анчах Сергей вĕсене паттăррăн парăнтарать. Протез илемлĕрех курăнтăр тесе ун çине вăл татуировкăллă çанă тăхăнтартнă. «Пăр çине тухсан ура çуккине те манатăп. Сиплев вĕçленсен киле таврăнтăм. <...>

Нина ЦАРЫГИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Ташлама пуçланă… аллă çултан иртсен

«Ача-пăча ту хăвна савăнма, умна саппун çак куççульна шăлма…» Чăваш юрринчи анлă сарăлнă çак йĕркесем воспитани ĕçĕнче питех те курăмлă. Анчах та шăпăрлансенчен тивĕçлĕ çынсем ӳссе çитсен те амăшĕсен тепĕр чухне куççульне шăлма алла саппун арки тытма тиветех. Ача-пăча кайăк чĕппи пекех – питĕ хăвăрт ӳссе çитĕнет те çунатне сарса килтен ирĕке вĕçсе тухать. Ашшĕ-амăшĕн йăви тăвăрланать уншăн.

Килти шăплăха чăтаймасăр

Шупашкарта пурăнакан Борискинсен килĕнче те нумай çул каялла çаплах пулса тухнă. Аслă ывăлĕ Егор авланнă, уйрăлса тухнă. Кĕçĕн хĕрне Дашăна Мускав илĕртнĕ. Ăна тантăшĕсем çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленни, аслă шкулсене вĕренме кĕни те канăç паман, ахăртнех. Çемье пуçĕ хĕр пĕрчине аякка ярасшăн пулман-ха. Анчах та сарăлнă çуната касăн-и? Çапла пушаннă çемье йăви. Инкеке, арçыннăн ĕмĕрĕ кĕске килсе тухнă. Тин çеç шăв-шав янăранă кил-çуртра тăрук шăплăх хуçаланма пуçланă. Кил ăшшин управçин чун-чĕринче вара тунсăх тымар янă. Тарăнлансах, вăй илсех пынă вăл. Алла йĕппе çип те тытса пăхнă-ха Фира Рафаиловна. Хĕресле те тĕрленĕ, алмаз мозаикине те вĕреннĕ. Чуна вăхăтлăх кăна лăпкăлăх кӳнĕ ку. Хăлхара пурпĕрех шăплăх янăранă, чун тунсăхра пĕр чарăнми асапланнă. Çак инкекрен ăна тантăшĕ хăтарнă. «Атя ташлама, — чĕннĕ Людмила Агрегат завочĕн культура керменне. — Унта амăшĕсем ачисене «FReSH» ташă студине илсе çӳреççĕ. Шăпăрлансене кĕтнĕ май хăйсем те вăхăта ахаль ирттермеççĕ, ритмика секцине çӳреççĕ…» Каланă — тунă. Фира Рафаиловна тантăшне итленĕ. Çапла 50 çултан иртсен ташлама пуçланă хĕрарăм. Халĕ вĕсем асăннă студи çумĕнче «Аннесем» ушкăн йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем эрнере икĕ хутчен репетицисене пухăнаççĕ. Хĕллехи çил-тăман та, çуллахи шалкăм çумăр та хăратмасть. Ташă, хускану, хăвăртлăх… — çакă пĕрлештерсе тăрать вĕсене. «Пирĕн тренер Мария Тепеева — тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăм, — каласа кăтартрĕ Фира Борискина. — Вăл пире пĕр самант та кичемленме памасть. Кашни репетицирех çĕнĕрен те çĕнĕ хусканусем тутарать, кашнинчех урăхла юрă-кĕвĕ янăрать. Çакă вара пуç мимишĕн те усăллă — ăна «çывăрса кайма» памасть. Никама та ним тума та хистемеççĕ кунта, кашниех хăй ирĕкĕпе çӳрет. Мана «Аннесем» ушкăнра питех те килĕшет. Эпир спорт стилĕпе ташлатпăр. Çакă кĕлеткене те вăй-хал кӳрет, кăмăла çĕклет, малалла пурăнма хавхалантарать». Фира Мирзянова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Курган облаçĕнче çуралнă, Челябинскра ЭВМ операторне вĕреннĕ. Ăна направленипе Ижевск хулинчи мотозавода ĕçлеме янă. Шупашкар каччине те, Хусанта инженера вĕренсе тухнă хыççăн, шăпа унтах çавăрса çитернĕ. Паллашнă, пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк çемье Ижевскрах пурăнма юлнă. Кĕçех çемьере ывăлĕ Егор çуралнă, унтан, 1990 çулта, çут тĕнчене хĕр пĕрчи Даша килнĕ. «Мĕнле сутуçă пултăр санран?» Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсене аслă ăрурисем питех те лайăх астăваççĕ ахăртнех. Лавккасенчи пушă сентресем, талонсем… «Çынсене ĕçрен, шалу шучĕпе, макарон е тата тем те пĕр паратчĕç, пирĕн ун пекки те çукчĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. — Мăшăрпа иксĕмĕр те пĕр заводрах ĕçленĕ вĕт. Ачасене вара апат çитермелле. Анчах — мĕн? Пепкесене асăрхама тантăшсене ыйтса, мăшăр командировкăсене çӳретчĕ, хам ирхи çиччĕре лавккасем тăрăх чупаттăм. Темиçе сехет черетре тăраттăмăр, анчах мĕн илсе килесси паллă марччĕ. Тавар çитсен пăхатăн та — сĕт çук. Çав тапхăрта сĕт мĕншĕн пулман-ши?.. Хăйма е турăх туянаттăм, вĕсене шывпа хутăштараттăм. Кӳршĕсен сĕт пулсан вĕсем паратчĕç. Юлташсем ытти хуларан ача-пăча апачĕ туянса килсе паратчĕç, анчах пепкен организмĕ вĕсене йышăнмастчĕ…» Çĕнĕлĕх тапхăрне чăтаймасăр завод та хупăннă. Ăçта каймалла, мĕн тумалла? Мăшăрĕ вĕçĕмех Шупашкара таврăнма ӳкĕтленĕ. Çемьере пĕртен-пĕр ывăл пулнă вăл, ыттисем — хĕр. Арçыннăн вара ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пулмалла — çапла вĕрентсе ӳстернĕ. Кăшт вăхăт иртсен Борискинсем икĕ ачапа Шупашкара куçнă. Вĕсене çывăх çыннисем май пур таран пулăшнă. Çапла пĕчĕккĕнех майлашăнса пынă пурнăç. Чылай фабрика-завод хупăннă май ĕçе вырнаçма та ансат пулман. Анчах хĕрарăм йывăрлăха чăтма вĕреннĕ. Çав вăхăтри ытти нумай çын пекех Фира Рафаиловна та пасара çул тытнă. «Эсĕ — сутуçă-и? — тĕлĕннĕ тăванĕсем. — Мĕнле сутуçă пултăр санран?» Анчах пурнăç ташлаттарать. Унăн саккунĕпе ташлама пĕлсен шарласа юхакан шыв юххинче те тытăнса тăма пулатех. Шартлама сивĕре те урамра прилавок хыçĕнче тăнă хĕрарăм, хими япали сутнă. «Ĕçе тухмалли мар пĕртенпĕр сăлтав пулма пултарать, ку — эсĕ вилнине çирĕплетекен справка», — хăйне ĕçпе тивĕçтернĕ çыннăн сăмахĕсем паянхи кун та янăраççĕ Фира Рафаиловнăн хăлхинче. Пасар йĕрки-куркине хăнăхнă хыççăн хăйсем те ĕç пуçарнă Борискинсем. «Шутсăр тĕлĕнмелле вăхăт пулчĕ ун чухне, — аса илчĕ хĕрарăм. — Пĕр япала хакĕ кунĕпе темиçе хутчен ӳсме пултаратчĕ. Калăпăр, ирхине пилĕк тенкĕпе сутатăн. Кăнтăрла кӳршĕ сутуçă пырать те, çынсем çавнах вун пиллĕкпе сутнине пĕлтерет. Тепĕр чухне хака чăнласах кун тăршшĕпе темиçе хутчен те улăштараттăм». <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.