Сухаламан çĕршĕн те хавхалантаратпăр-и?

9 Окт, 2014

Çĕнтерÿçĕсен премийĕ самаях катăлчĕ

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăш-пĕр ведомство ертÿçисем тĕлĕшпе шелсĕр пулчĕ. Пĕри Правительство йышăнăвне улшăну кĕртме сĕннине ыйтăва тĕплĕ хатĕрлемен тесе ырлама хирĕçлерĕ, тепри лару кун йĕркипе тумалли докладне манса хăварнă та - «ун тĕлĕшпе служба тĕрĕслевĕ ирттерме», çийĕнчен сывлăх сыхлавĕн министрне сумлă чиновникĕн «юн пусăмне тĕрĕслеме» сĕнчĕ.

Юрĕ, ку сăмах май тенĕ пек пултăр. Анчах калаçтараканни ларура татах пулчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин ял-хула тăрăхĕсен 2013 çулхи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене хавхалантармалли укçана валеçессипе паллаштарчĕ. Халăх йышне кура пайланă ушкăнсенче Етĕрне районĕнчи Иваньково, Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер, Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ял тăрăхĕсем мала тухнă. Вĕсене общество инфратытăмне аталантарма 660-шар пин тенкĕ параççĕ. Чăн та, «парасшăнччĕ» тени тĕрĕсрех пулать.

Михаил Игнатьев тÿрех кăмăлсăрланчĕ: иртнĕ çул кăтартăвĕсемшĕн укçана мĕншĕн халĕ тин паратпăр? Унăн шухăшĕпе - çу уйăхĕнчех уйăрмалла пулнă, ял тăрăхĕсем çав укçана ĕçе хывса ĕлкĕретчĕç. Ку çеç те мар, республика Пуçлăхне ăмăрту çĕнтерÿçисем иккĕлентереççĕ. Вăл Иваньково, Вăрман Çĕктер тăрăхĕсенче усă курман çĕрсем пуррипе кăсăкланчĕ. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çирĕплетнĕ тăрăх - унашкаллисем пур.

- Çав ялсем пирки республика хапхи теме пулать, - палăртрĕ Михаил Васильевич. - Усă курман çĕрсем пур тăк - укçа мĕншĕн паратпăр? Эппин, ăмăрту çĕнтерÿçисене палăртмалли методикăна улăштармалла.

Министр Етĕрнесен çурт-йĕр тăвас, бюджет тупăшĕ енĕпе кăтартусем аваннине тĕпе хунипе тÿрре тухма тăчĕ-ха, анчах республика Пуçлăхне пур пĕр ÿкĕте кĕртеймерĕ. Патшалăх Канашĕн комитечĕн ертÿçи Николай Малов хăйĕн ентешĕсен хутне кĕресшĕн пулчĕ: «Иваньковăра усă курман çĕрсем çук. Лаша завочĕ аван ĕçлет, çул хĕрринчи сервис объекчĕсем...» Çук, çакă та пулăшмарĕ.

- Чĕчкенсене тулли кăмăлпа хавхалантарма хатĕр. Кусем вара - хула çумĕнчи территорисем, Мускавпа Мускав облаçĕ пек. Вăрман Çĕктерти çĕрсене пăхăр - лаптăксене уйрăм çынсем туянса пĕтернĕ, пĕр 15 хут сута-сута янă. Иваньковăра Шупашкар элити пурăнать... Сирĕн, депутат пулнă май çакна пĕлмелле, - пăнчă лартрĕ Михаил Игнатьев. Çавна май асăннă ял тăрăхĕсене ăмăртура çĕнтернĕшĕн памалли премие 1/3 чухлĕ чакарма сĕнчĕ. Владимир Аврелькин «чакарнине Комсомольскисене парăпăр-и?» тесе ыйтрĕ те - татăклă хурав пулчĕ: «Бюджетра хăварăпăр».

Пурлăх министрĕ Анатолий Кузьмин налук хурас тĕллевпе çурт-йĕрпе мĕнле усă курнине палăртмалли йĕркепе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх - пĕлтĕр ку енĕпе 2,9 млрд тенкĕ тупăш илнĕ. Кăçал хăш-пĕр енĕпе кăтарту чакма пултарать-мĕн. Чăн та, «тĕп налукçă» Ольга Никина çине тăрса ĕçлесен налук ÿсĕмне тивĕçтерме май пуррине те палăртрĕ. Çав вăхăтрах Предпринимательсен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Владимир Иванов вак бизнесшăн йăтайми тиев пуласран сыхланса хăйне евĕр виçе çирĕплетме сĕнчĕ - лаптăк унран пĕчĕкрех тĕк налук хумалла мар. Сĕнĕве шута илес терĕç.

Республика нушисем валли таварсем туянмалли, пулăшу ĕçĕсем пурнăçламалли саккассене халăхпа обязательнăй майпа сÿтсе явмалли йĕркене çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Хăш тĕслĕхсенче хаксем пысăк - вĕсене обществăпа пĕрле тишкермелле. «Хупă» саккассем - патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланаканнисем, РФ Президенчĕ сĕннипе пурнăçлаканнисем. Сăмах май, çитес çул валли 100 млн тенкĕрен хаклăрах саккассем пĕр теçетке патнелле пулмалла-мĕн.

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Олег Бирюков хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Докладра, паллах, цифра нумай - хăш-пĕрне асăнни вырăнлă. Юлашки виçĕ çулта инспекци административлă правăна пăсни пирки 300 ытла ĕç пуçарнă, 38 млн тенкĕлĕх тÿлевсене çĕнĕрен шутласа палăртнă, çурт-йĕр хуçисене ытлашши тÿлеттернĕ 6 млн тенке каялла тавăрса панă. Михаил Игнатьев «тăрă мар» управляющи компанисен тÿпипе кăсăкланчĕ те - унашкаллисем, Олег Борисович палăртнă тăрăх, 30% таранах-мĕн, УКсене ĕçлемешкĕн лицензи памалли йĕрке çине куçсан вĕсенчен хăтăлма пулать, çакă ĕç-хĕлшĕн сиенлĕ пулмĕ. «Çынсем вара мĕнпе тăрса юлĕç?» - интересленчĕ ЧР Пуçлăхĕ. «Парăмсемпе...» - çивĕчлĕх пулма пултарасса пытармарĕ тĕп инспектор.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

 

Николай ДМИТРИЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.