Çамрăксен хаçачĕ 22 (6508) № 22.02.2024

22 Фев, 2024

Килĕшÿллĕ тумланма укçа нумай кирлĕ мар

Вăл хĕлле урам тăрăх шортикпе, топикпе чупать. Йăл-йăл кулса вакра киленсе ларать… Шупашкарта пурăнакан Елена Деведерова моржсен клубне икĕ Çул каялла кăна Çырăннă пулин те ăмăртусенче медальсен комплектне Çĕнсе илме пултарнă.

Морж

- Елена, морж пулма сана мĕн хистерĕ?

— Икĕ çул каялла анне вилсен атте хăйне питĕ япăх туйрĕ. Йăмăкпа иксĕмĕр тăрук тăлăх турат пулса юлас хăрушлăх тухрĕ. Эпир унпа атте-анне хÿттинче питĕ телейлĕ çитĕннĕ-çке. Юрать-ха, атте ура çине тăчĕ. Хуйхă манăн пурнăçа питĕ улăштарчĕ. Эпĕ паянхи кунпа пурăнма тытăнтăм. Пурнăç мĕн тери кĕске пулнине ăнлантăм. Халĕ эпĕ çул çÿреве тухма пуçларăм, хăнăхнă йăласене улăштартăм, суя туссенчен хăтăлтăм. Аннене çухатнă хыççăн питĕ йывăр туйнă самантра çăл куçа анса хам тăрăх сивĕ шыв яраттăм. Организм шок тÿссе ирттернĕ хыççăн дофаминпа эндорфин ªсавăнăç гормонĕсемº кăларать. Ку шухăшсене пĕр тĕвве пуçтарма пулăшатчĕ. Аттене те хавхалантармашкăн хама алăра тытмаллаччĕ. Хама япăх туйма тытăнсанах хулари тĕп пляжри çăл куç патне каяттăм. Кашни кун хам тăрăх 15 витре шыв яраттăм. Çу вĕçленчĕ те çăл куç патĕнче хывăнса тăхăнма меллех марччĕ, сивĕччĕ. Кунсерен Атăл хĕррине 8-10 çухрăм утма тухаттăм. Унта шыва кĕрекенсене кураттăм. Пурнăç мана ялан кирлĕ çынсемпе тĕл пултарать. Моржсен клубĕ пуррине пĕлтĕм. Вĕсем патне пытăм. Авăн, юпа уйăхĕсенче шыва кĕме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ ишмен, кĕрсе йĕпенсе тухаттăм кăна. Çапла моржсен федерацине çырăнтăм. Пĕлтĕрхи хĕле вĕсемпе вакра киленсе ирттертĕм. Кун сиктермесĕр çÿрерĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ Эльбрус тăвĕ çине хăпарассишĕнех ишме тытăнтăм, çапла майпа ÿпкене аталантартăм. Ишесси питĕ килĕшрĕ. Çĕртме уйăхĕнче Атăл урлă ишсе каçрăм. Ку хĕлле вара ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм. Эпир, моржсем, çавăн пек çынсем, пĕрре хăнăхсан чун киленĕçĕнчен уйрăлаймастпăр. Хĕлле шортикпе чупасси — моржеран ăмăртун пĕр пайĕ. Унпа та пĕлтĕр туслашрăм. Анчах чупма мана питех килĕшмест. Çапла унччен кăсăклантарман туртăмсем манăн пурнăçа кĕчĕç.

— Эльбруса парăнтарас килнине хăш самантра ăнлантăн?

— Эпĕ мĕнпе те пулин кăсăкланатăп пулсан ун пирки тĕпчеме, ытларах пĕлме тăрăшатăп. Эльбрус çине хăпарни пирки тĕрлĕ видео пăхрăм. Унта хăпариччен тĕплĕ хатĕрленмеллине ăнлантăм. Эпĕ мĕн те пулин тăватăп тăк ăна лайăх пурнăçлатăп. Çавăнпах ÿпке аталантăр тесе ишме, чупма тытăнтăм. Тренировка тумасăр кайнисене ту чирĕ аптăратать, ку питĕ хăрушă. Унти сывлăш урăхла пулнăран çынсем ту çине хăпарса çитичченех юнлă хăсаççĕ, тăн çухатаççĕ. Уйрăмах аннă чухне аптăраççĕ, ÿпке çурăлнипе вилме те пултараççĕ. Эпĕ питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕм, организма витаминсемпе çирĕплетрĕм. Ушкăнра манăн кăна ту чирĕ пулмарĕ. Эпĕ Эльбрус çине хăпаракан чи лайăх гида тупрăм, вăл шыравпа çăлав службинче 30 çул ĕçлет. Вăл мана та вилĕмрен çăлчĕ. Эпĕ ту хушăкне вĕçсе аннă чухне мана тытса ĕлкĕрчĕ. Хăрушă пулни мана тусенчен пистермерĕ. Вĕсем мана çав тери килĕшеççĕ. Унта хăпарма укçа-тенкĕ нумай кирлĕ паллах. Çак енчен чăрмав пулмасан эпĕ тусем тăрăх кăна çÿрĕттĕм. Халĕ манăн Арарата е Килиманджарăна парăнтарас килет. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


«Эпир — пĕр халăх, пире çыхăнтараканни нумай»

«Альпсой» тени азербайджан чĕлхинчен «хастар, хăюллă йăх» тенине пĕлтерет. 22 çулти Ариз Гасанов çак сăмаха çĕнĕ хушамат вырăнне илесшĕн.

Туслăхпа ăнлану хунавĕ

— «Гасан» — араб ячĕ, «ов» — вырăссен аффиксĕ. Ку хушаматра наци сĕмĕ палăрмасть. Ку та çĕнĕ ят-шывпа паспорт илме палăртнă сăлтавсенчен пĕри, — уçăмлатрĕ каччă. Ариз перси поэзийĕн классикĕ Низами Гянджеви пурăннă Гянджа хулинче çуралса ÿснĕ. Каччă 17 çул ĕнтĕ вырăсла калаçать, грамматикăна лайăх тĕшмĕртет. Вăл çулталăк çурă каялла Волгоград патшалăх университетĕнчен юриста вĕренсе тухнă. «Çак хула мана килсе çÿреме меллĕччĕ. Кунсăр пуçне кунта Тĕнчен иккĕмĕш вăрçин историйĕ яр уççăн курăнать», — мĕншĕн шăпах çак хулана суйланине ăнлантарчĕ яш. Пĕлтĕрхи кĕркунне вăл çартан таврăнсан Гянджари аппелляци судне ĕçлеме вырнаçнă. Экзаменсем тытсан каччă прокуратура органĕсенче ĕçлесшĕн. Ариз 7 çул каялла тĕрĕк халăхĕн историйĕпе тарăннăн кăсăкланма тытăннă, Атăлçи Пăлхарсем пирки пĕлнĕ, вĕсен чĕлхине тĕпчеме тытăннă. Тĕрлĕ литература вуланă май чăвашсен историйĕ те кăсăклантарнă ăна. Пăлхар ушкăнĕнчен чăваш чĕлхи кăна упранса юлайнă та, ку халăх мĕнле пулса кайни, культури, чĕлхи ытларах та ытларах тыткăнланă, тĕпчеме хистенĕ. «Чăваш чĕлхи питĕ пуян, хитре те янăравлă, юрланă пек илтĕннине чылай ăсчах палăртать. Алфавитра 9 уçă сасă пулнипе çыхăннă ку», — терĕ çамрăк тĕпчевçĕ. Авалхи халăхсемпе унăн туслашас, хальхи чăваш чĕлхи мĕнле янăранине илтес кăмăл çуралнă. Азербайджанра чăвашсен диаспори çукки çыхăну йĕркелеме чăрмантарман — социаллă сеть пулăшнă. Ариз интернет урлă Шупашкар каччипе Денис Калюкпа паллашнă. Вĕсем Мускавра тĕл пулнă. Денис унта Чăваш Ен ялавĕпе пынă. Ариз тусне чăвашла пуплеме хушнă. Пирĕн чĕлхесем тĕрĕк çемйине кĕнĕ май Денис калаçнин 20-30 процентне вăл ăнланнă. Ариз Альпсой 2022 çулта Шупашкара килсе кайнă. Юлтăшĕпе Дениспа Туслăх çуртĕнче «Чăваш Ен — тĕрĕк тĕнчин центрĕ» ятпа конференци ирттернĕ вĕсем. Ăна азербайджансен наципе культура автономийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Кун йышши мероприяти Чăваш Енре унччен пулман, ку темăпа 30 çул калаçман та темелле. Ариз конференцие тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ. Вăл чăвашсемпе тĕл пулма тахçанах ĕмĕтленнĕ-çке. Çак тĕлпулу уншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Чăваш Ене мĕншĕн тĕрĕк тĕнчин кăвапи темелле? Шăпах çакна анлăн уçса паракан презентаци хатĕрленĕ вăл. «Пирĕн йăх тымарĕнчен туслăх тата ăнлану çĕнĕ хунавĕсем çĕкленеççĕ. Аризпа Денис пек çамрăксем пур чухне пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра», — çапла каланă конференци хыççăн Галина Григорьева. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


«Мирлĕ халăха та май килнĕ таран апат-çимĕçпе пулăшатпăр»

Патăрьел округĕнчи Каншел ялĕнче пурăнакан Галинăпа Юрий Ермошкинсем виçĕ ывăл çуралсан мĕн тери савăннă! Ытларах ашшĕ виçĕ паттăр ÿснĕшĕн хăпартланнă. Виççĕмĕш ывăлне вĕсем каярахпа, иккĕшĕ çитĕнсен, çуратнă. Халĕ вăл 1-мĕш класа çÿрет. Ермошкинсен икĕ ывăлĕ Владимирпа Александр вара Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ.

Пиччĕшĕпе шăллĕ контракт çырнă

Владимир 2018 çулта Патăрьелти агропромышленноç техникумне пĕтернĕ хыççăн контракт çырса салтака кайнă, Тольяттири спецназсен бригадинче çар тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Александр та ун хыççăнах, 2020 çулта, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче çăлавçа вĕренсе тухсан контракт çырса пиччĕшĕ патне кайнă. Икĕ ывăлĕ те пĕр çĕре лекнĕшĕн амăшĕ малтанах савăннă. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Владимирпа Александр пĕрремĕш кунсенчех унта лекнĕ. Паянхи кун та хăйсен тивĕçĕсене унта пурнăçлаççĕ. Амăшĕ Галина Николаевна икĕ ывăлĕ те ятарлă çар операцине кайнине пĕлсен, паллах, пăшăрханма пуçланă, çĕрлесерен ыйхи вĕçнĕ. Нумаях пулмасть Владимирпа Александр отпуска килнĕ, ун чухне вĕсемпе куçа-куçăн калаçма тÿр килчĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекен çап-çамрăк салтаксене курсан мĕн тери мăнаçлантăм. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа пĕртăвансем тăван ялне виçĕ хут килсе кайнă. Малтанхи хучĕсенче вĕсен пĕрле килме май пулман. Хальхинче вара сăлтав тупăннă. Çак кунсенче Владимир çемье çавăрнă. Кĕçĕн сержантпа Ксения Чемерова нарăсăн 10-мĕшĕнче упăшкипе арăмĕ пулса тăнă, Каншел ялĕнче туй кĕрлеттернĕ. «Ача чухне шăллăмпа Сашăпа килте те, урамра та «вăрçăлла» выляттăмăр. Яланах «спецназчĕ» эпир. Иксĕмĕр те хăмаран пăшал ăсталанăччĕ. Хĕлле Пăла юхан шывĕ хĕрринче окоп чавса, йывăç тăррине хăпарса «хамăрăннисемпе тăшмансемле» выляттăмăр. Ытти урам ачисем те хутшăнатчĕç. Ÿссе çитсен салтак пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Çавăнпа 18 тултарсанах икĕ çуллăха контракт çыртăм. 2020 çулта, унăн срокĕ тухсан, ăна малалла тăсрăм. Спецназа пурте лекеймеççĕ. Унта лекме пÿрнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Ман хыççăн шăллăм та килчĕ. Кайран ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Унтанпа шăллăмпа уйрăлман эпир. Пирĕн патра хамăр тăрăхри ачасем те пур. Çывăх тăвансемех вĕсем, нумайăшĕ пĕрле. Хамăр чăвашсем пулнине палăртма чăвашла шевронсем çакса çÿретпĕр. Чăваш ялавне ÿкернĕ унта. Салтаксем унпа кăсăкланаççĕ. Шеврон çине пурнăç йывăççине ÿкернĕ, вăл — чăваш халăхĕн вăрăм кун-çулĕн палли. Виçĕ хĕвел «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» тенине пĕлтерет. Çапла ăнлантарса паратпăр та, Чăваш çĕрĕ çапла пулнинчен тĕлĕнеççĕ», — каласа кăтартрĕ Владимир. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   


«Мускава куçса килсен те чăвашлăх чунрах юлчĕ»

Альбина СТЕПАНОВА — Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Мускаври чăвашсен культура обществин правленийĕн пайташĕ тата пресс-секретарĕ. Питĕ хастар, ĕçчен, ырă кăмăллă вăл, тĕп хулари чăвашсемпе çыхăннă мероприятисене тĕрлĕ енлĕн çутатса тăрать. Унран интервью илме Чехов хулинех çитрĕм. Чей ĕçнĕ май пирĕн калаçу шыв юххи пек шăнкăртатса юхрĕ…

Кирек ăçта та — журналист

— Альбина Александровна, калаçăва сирĕн паянхи пурнăçăртан пуçлас килет. Тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармастăр. Мускавра иртекен уявсене час-часах çÿретĕр.

— Чăвашлăхпа çыхăннă ĕç маншăн паян та пĕрремĕш вырăнта тăрать. Эпĕ чылай вăхăт Чĕмпĕрти «Канаш» хаçатра вăй хутăм. Мускава куçса килсен те чăвашлăх манăн чунрах юлчĕ. Вăхăт сахалрах пулсан та тĕп хулари «Атăл» хора икĕ çул юрлама çÿрерĕм. Ун чухне ывăл та пĕчĕкчĕ. Малтанхи çулсенче Иван Яковлевпа çыхăннă мероприятисене çеç хутшăнтăм. Яковлев кунĕсем библиотекăсенче иртетчĕç. «Канаш» хаçатра ĕçленĕ чухне ун çинчен нумай çыртăм. Кăштахран паллă çыравçăсемпе юрăçсен, ÿнерçĕсен уявĕсене хутшăнма пуçларăм. Тĕслĕхрен, Ирина Шоркина, Елена Соловьева, Валерий Иванов . Мускаври чăвашсен культура обществине ертсе пынă Гурий Крыловăн кĕнеке презентацине хаваспах кайрăм. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Захаров йĕркеленĕ ăмăртусене вĕсене интернетра çутатас тесех çÿрерĕм. Мана общество ĕçне обществăн паянхи ертÿçи Лира Смирнова явăçтарчĕ. Лира Петровнăпа туслашрăмăр. 2016 çулта манăн пурнăçра пысăк улшăнусем пулчĕç: кĕнеке хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçларăм. Пушкăртстанри Слакпуç ялĕнче кун çути курнă мăшăрăн ашшĕне Николай Павлова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панăранпа пуш уйăхĕн вĕçĕнче 80 çул çитет. Çапла, юлашки вăхăтра манăн ĕç, çул çÿревсем ытларах паттăрлăх темипе çыхăннă. Беларуçре тухса тăракан «Гомельская правда» хаçатра та Николай Спиридонович çинчен чылай статья пичетлерĕм.

— Эсир кирек ăçта та чи малтанах — журналист. Уявра хăнасем савăннă вăхăтра та тăрăшсах информаци пухатăр.

— Çырасси — ачаран. Эпĕ Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Йĕри-тавра вăрман. Район центрне çитес тесе малтан 7 çухрăм Турхан ялне утнă, унтан автобуспа кайнă. Аттепе анне аслă пĕлÿ илмен. Атте Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журнала çырăнса илетчĕ. Мĕн пĕчĕкрен унăн аллинче чăваш хаçачĕсене курса çитĕнтĕм. Вĕсене вулама юратнинчен пуçланчĕ те журналистикăна кăмăлласси. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Пионер сасси» хаçата заметкăсем ярса патăм. Пичетлемерĕç. «Тата çырăр», — тесе лăплантарчĕç. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне тăван районти «Авангард» хаçатра заметка пĕрремĕш хут пичетленчĕ. Аслă классенче ялкорсен семинарĕсене чĕнме пуçларĕç. <...>

Альбина ЮРАТУ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.