Тантăш 05 (4876) № 08.02.2024

8 Фев, 2024

«Лучше всех!» проекта хутшăннă

Шупашкарти 31-мĕш шкулта вĕренекен Платон Уляков çак кунсенче «Лучше всех!» телекăларăма хутшăннă. Ятарлă урокра Авалхи Рим çинчен, вăл вăхăтри патшасемпе хĕç-пăшал пирки каласа кăтартнă, гладиаторсене вĕрентнĕ. Ăна вулакансенчен чылайăшĕ курма ĕлкĕрчĕ пулĕ. Çак кунсенче çичĕ çулти Платонпа, унăн амăшĕпе Анастасия Владимировнăпа çыхăнма май килчĕ.

ЮМАХ КĔНЕКИСЕМ КĂСĂКЛАНТАРМАН Платон икĕ çул çурăрах сыпăкăн вулама вĕреннĕ. Икĕ çул та вунă уйăхра чухне вăл энциклопедисем шĕкĕлченĕ. Тĕссене, кÿлепесене уйăрма пĕчĕккĕллех лайăх пĕлнĕ. Ăна пуринчен ытла халĕ космос, динозаврсем тата Авалхи Римпа Египет историйĕсем кăсăклантараççĕ. Рим цифрисен эксперчĕ, авалхи цивилизацисен специалисчĕ тесе калас килет ун пирки. «Пĕчĕкренех аттепе пĕрле ăслăлăх литератури вулаттăм. Виçĕ çулта чухне çын эволюцийĕпе, тĕрлĕ вирус-бактерипе интересленме тытăнтăм. «Лучше всех! телекăларăмра чи малтан эпĕ космос пирки каласа кăтартасшăнччĕ, кайран хамăн юратнă Авалхи Римах суйласа илтĕм. Кастинг йĕркелекенсене те çак тема кăсăклантарчĕ», — паллаштарчĕ арçын ача. Вăл аякри çула пĕрремĕш хут тухнă, Шупашкартан Мускава самолетпа вĕçме тата пуринчен ытла унăн сасси килĕшнĕ. «Кĕнеке лавкки умĕнчен лăпкăн иртсе кайма çукчĕ, Платон унта çавăтсах кĕретчĕ. Юмах кĕнекисем пачах та кăсăклантармастчĕç. Тĕрĕсссипе, вĕсене вуламан та пуль. Виçĕ çулта чухне вăйпах «Вирусы, бактерии» энциклопедине туянтарттарчĕ, ăна çийĕнчех вуласа тухрĕ. Хĕвел тытăмĕ, тÿпери хура хăвăлсем, çăлтăрсем питĕ интереслĕ ăна. Кĕнекесем валли укçа хĕрхенместпĕр. Аслă шкулта студентсене экономика, геологи вĕрентекен аслашшĕ Владимир Николаевич та пĕрмай парнелет. Платон çемьере пуринчен малтан вăранать те аллине кĕнеке тытать», — паллаштарчĕ ывăлĕпе амăшĕ Анастасия. Арçын ача пушă вăхăтра каратене çÿрет. Кĕрешÿ мелĕсемпе телекăларăмра та паллаштарчĕ Платон. Çавăн пекех акăлчанла лайăх пĕлет, пахча çимĕç, улма-çырла ячĕсене, тĕссене пĕр такăнмасăр калаять. «Манăн мăшăр акăлчанла ирĕклĕн калаçать. Платон та ашшĕнчен майĕпен хăнăхать, кашни сăмаха астуса юлать», — каласа кăтартрĕ Анастасия Владимировна. КАСТИНГА ХАТĔРЛЕНМЕ ВĂХĂТ ПУЛМАН Платон пĕрремĕш класра пĕлÿ пухать. Унăн дневникĕнче «5» паллă кăна. Хутламалли таблицăна та ача садĕнченех пĕлет. Хитре ÿкерме ăста. Телекăларăмра хăйĕнпе паллаштарнă май шкулта чăвашла вĕрентнине палăртрĕ Платон. Сăмах май, вăл салам, арçын ача, хĕрача, кишĕр сăмахсем мĕне пĕлтернине ертÿçе каласа кăтартрĕ. Чăваш наци апат-çимĕçĕпе — шăрттанпа — паллаштарнă Платон, Чăваш Ен пирки нумай интересли пĕлтернĕ. Шел те, вĕсене кадра кĕртеймен, вăхăт сахал уйăрнăран сыпăксене операторсем каснă.

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


Талантливый алантливый человек– талантлив алантлив во всем!

«Движение первых» – Общероссийское общественно-государственное движение, которое было создано 14 июля 2022 года по инициативе руководства России для воспитания, организации досуга подростков и формирования мировоззрения на основе традиционных российских духовных и нравственных ценностей. Отделения движения открылись в каждом муниципалитете России, а в каждой школе создаются первичные ячейки движения. Ученица седьмого кадетского класса Комсомольской школы ;1 Комсомольского округа Анна Пермякова – активист Общероссийского общественно-государственного движения «Движение первых».

ОДАРЕННЫЙ КАДЕТ, ОТЛИЧНИК УЧЕБЫ, АКТИВИСТАня – одаренный кадет, который ярко выделяется среди своих сверстников. Отличник учебы, активист общественной, спортивной и творческой жизней обладает редким набором навыков и качеств, которые делают ее подлинным лидером. – Новым этапом в моей жизни стало принятие меня в актив «Движения первых» своего округа. Благодаря этому движению, я могу реализовать все свои смелые идеи! Мне очень нравится поддерживать других ребят и участвовать в акциях. Например, в рамках «Двухнедельника русского языка и литературы», приуроченного к юбилею великого баснописца Ивана Крылова, я записывала видеоклип, в день памяти юного героя-антифашиста я также создала ролик со стихотворением и выложила его в социальные сети.

КАДЕТСКИЙ ВАЛЬС – ЛЮБИМЫЙ ТАНЕЦ Выразительное чтение художественных произведений и обучение в музыкальной школе помогают развивать ей творческое начало. Анна Пермякова – ведущая школьных и муниципальных мероприятий. Ни один праздничный концерт или памятное мероприятие не обходятся без танца кадетов, где Аня также принимает активное участие. – Кадетский вальс – мой любимый танец. Особенно привлекает то, что молодые люди танцуют в костюмах, а мы, девушки, – бальных нарядах. Со стороны это смотрится очень изящно и волшебно, – делится кадет. Большую часть времени Аня уделяют учебе. Из всех школьных предметов она выделяет гуманитарные науки: историю и литературу. Ежегодное участие в олимпиадах также помогает Ане на учебных занятиях. Спорт для кадета – неотĕемлемая часть жизни. В неделю у Ани три тренировки по волейболу, а в выходные – активный отдых с семьей. <...>

Ангелина ПЫРКИНА

♦   ♦   


Помост çинче — чи маттуррисем

Спортăн кашни тĕсĕ хăйне евĕрлĕ, тĕлĕнмелле, илемлĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе ăмăртса кам çÿллĕрех, хăвăртрах тата вăйлăрах пулнине палăртаççĕ. Иртнĕ шăматкун Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн спорт аэробики енĕпе уçă турнир иртрĕ. Ăмăртура аэробика ăстисем кашни куракана хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме пултарчĕç. Турнира Чăваш Енрен, Ульяновскран тата Чулхуларан спортсменсем килсе çитрĕç.

Аэробика енĕпе иртнĕ уçă турнира хутшăнакансене ЧР спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, цифра министрĕн çумĕ Алина Федорова, республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук, Шупашкар хулин администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Соловьев тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕнтĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç. — Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем, ăна суйласа илекенсем илеме туйма, хăйсене халăх умĕнче тытма пĕлеççĕ тата çитĕнÿсем патне туртăнаççĕ. Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă, — терĕ Дмитрий Андреевич спортсменсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунса. Помост çинче спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕчченшерĕн, виçшерĕн, мăшăрпа тата ушкăнпа та тĕлĕнтерчĕç, чи пĕчĕккинчен пуçласа аслисем таранах ăмăртрĕç турнирта. Настя Девяткина, сăмахран, ку ăмăртăва Ульяновскранах килнĕ. Шупашкар хулинче вăл пĕрремĕш хутчен мар, çак турнира та пуçласа хутшăнмасть. — Спорт аэробикине эпĕ ăнсăртран лекнĕ. Пĕчĕк чухне спортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе туслашас килетчĕ. Ун пирки аннене пĕлтертĕм. Çывăх çыннăм тÿрех спорт аэробикине кайма сĕнчĕ. Мана унта пĕрремĕш занятиренех килĕшрĕ. Унтанпа пилĕк çул иртрĕ. Спортăн çак тĕсĕпе туслашнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Куракансем умне тухас умĕн хумхантарчĕ, анчах хама алла илтĕм, — терĕ вунă çулти хĕрача. Шупашкарта пурăнакан Арианна Светлова спорт аэробикипе икĕ çул кăна туслă-ха. Вăл «Спартак» керменте хăйĕн ăсталăхне аталантарать. — Тăван хула кунĕнче заливра уçăлса çÿренĕ вăхăтра спорт аэробикин шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхне курма май килчĕ. Вĕсене сăнанă май, манăн та аэробикăна каяс кăмăл çуралчĕ. Çывăх çыннăмсем те хирĕç пулмарĕç. Ку ăмăртура эпĕ пуçласа хутшăнмастăп. Паян ман çумра аттепе анне, кукамай, юлташ хĕрачисем ªЮльăпа Соняº, — каласа кăтартрĕ Арианна. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.