Чăваш хĕрарăмĕ 5 (1335) № 08.02.2023

8 Фев, 2024

Гимнаст пек сикеççĕ, акробат пек авăнаççĕ

Вĕсен сцени — помост, ташши — аэробика. Спорт аэробикине чунпа парăннисен хăйсене куракансен умĕнче спортсмен пек кăна мар, артист тата ташăçă пек те кăтартмалла. Халăх умĕнче хăвăрт кĕвĕ май шпагат ларма, сикме, пĕр-пĕрне çĕклеме тивет-çке-ха. Çав вăхăтрах йăл кулма та манмалла мар… Нарăсăн 3-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта аэробистсем хăйсен ăсталăхне çӳллĕ шайра кăтартрĕç. Унта Чăваш Ен, Чулхула тата Ульяновск спортсменĕсем хутшăнчĕç. Спортсменсене ЧР спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, цифра министрĕн çумĕ Алина Федорова, республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертӳçи Оксана Дьячук, Шупашкар хулин администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Соловьев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн – тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев ăнăçу сунчĕç.

Суранланнă пулин те…

Помост çине тĕрлĕ ӳсĕмри аэробистсем /чи пĕчĕккисенчен пуçласа тĕнче шайĕнчи спортсменсем таранах/ тухрĕç. Куракансене тĕнче чемпионĕ Алексей Германов та хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ уйрăм тупăшура пьедесталăн чи çӳллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Мăшăрсен ушкăнĕнче Дарья Кокшинăпа пĕрле вĕсем иккĕмĕш пулчĕç. Раççей спорт мастерĕ Артем Алексеев та — турнир çĕнтерӳçи тата призерĕ. Алтай крайĕнче çуралнăскер спорт аэробикипе улттăра чухнех туслашнă. Çичĕ çул каялла Алексеевсен çемйи Шупашкара пурăнма куçнă. Кунта Оксана Дьячук тренер маттур яша хăйĕн командине илнĕ. «Спорт пурнăç тĕшши пулса тăчĕ. Помост çинче хама ирĕклĕ туятăп. Чун киленĕçĕ савăнăç кӳрет», — терĕ 19-ти спортсмен. 2022 çулта вăл Мускавра иртнĕ Раççей чемпионатĕнчен икĕ «ылтăнпа» таврăннă. Наградăсен пухмачĕнче — 100 ытла медаль. «Спорт йывăрлăха çĕнтерме хăнăхтарать», — теççĕ. Суранланнине пăхмасăрах старта тăракан сахал мар пулнă. Артем Васильев та — вĕсен йышĕнченех. Аллине гипсланă пулин те вăл помост çине тухса хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Виçĕ пĕртăван — спортсменсем 18-ти Дарья Кокшина Раççей спорт мастерĕн удостоверенине алла илнĕшĕн уйрăмах савăннă. Ку норматива вăл пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта пурнăçланă. Хĕр çĕршыв ăмăртăвĕсенче кăна мар, Казахстанра тата Болгарире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче те çĕнтерӳçĕ пулнă.

- Пĕлтĕр çитĕннисен командине куçрăм. Унта программа та, тренировка та кăткăсрах. Çавăнпа ытларах ĕçлеме тивет, — спорт аэробики тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшнине палăртрĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки. Вăл — пулас дизайнер. Çавăн пекех Дарья ташă ăсталăхне те алла илме тăрăшать. Çав тĕллевпе видеоуроксем пăхать, студие çӳрет. Пĕлтĕртенпе Алексей Германовпа иккĕшĕ помост çине тухаççĕ. «Ун пек ăста спортсменпа пĕр ретре тăма çăмăл мар. Маншăн чи пĕлтерĕшли — унран юлмалла мар. Вăл манăн ăсталăха пысăк шая çĕклеме пулăшать», — терĕ хĕр. Дарья Кокшинăн шăллĕпе йăмăкĕ те — аэробистсем. 12-ри Виктор та спортра палăрнă. Вăл Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Сăмах май, кăçал яш çĕршыв чемпионатне хутшăнма хатĕрленет. 6-ри Екатерина пуçламăш утăмсем кăна тăвать-ха. Кокшинсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Шăпах унти 1-мĕш спорт шкулĕнче 6-ри Дарья гимнастикăпа туслашнă. Тепĕр тăватă çултан тренер сĕннипе вăл спорт аэробикине куçнă. Çав тапхăртанпа Оксана Дьячук тренер патĕнче ăсталăха туптама тытăннă. Аппăшĕнчен тĕслĕх илсе Виктор та спорт шкулне çӳреме пуçланă. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ те — республикăн пĕрлештернĕ командин членĕсем. Виçĕ пĕртăвана çывăх çыннисем пулăшса пыраççĕ. Спортпа туслă амăшĕ ачисем сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе тăрăшать. Ăмăртусене курма çӳренисĕр пуçне йĕркелӳ ĕçне те хастаррăн хутшăнать. Ашшĕ те спорта юратать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Этемлĕхĕн черчен пайне тĕрев, ăнлану ытларах кирлĕ»

Хĕрĕх çултан иртнĕ Надежда çамрăк чухнех хăйĕн ĕçне пуçарма ĕмĕтленнĕ. Хăйне те, пепкисене те тулăх пурнăçпа тивĕçтерме тĕв тунă. Пĕрре пуçăнса пăхнă вăл — ĕç пиçмен. Алă усман хĕрарăм, тепĕр енĕпе ăнăçтарма тапаланнă. Каллех ĕç тухман. Пиллĕкмĕш хутĕнче те ăнăçу тарнă унран. Е ултав серепине çакланнă е кăткăс лару-тăрăва лекнĕ. Телее, вăл Пĕтĕм Раççейри «Бизнесри хĕрарăмсем» организацие çитнĕ. Надеждăна кирлĕ информаципе тивĕçтернĕ, хавхалантарнă, ăнăçу çулĕпе утма шанăç кӳнĕ. Чи кирли — вĕреннĕ, аталаннă, экономика саккунĕсене шĕкĕлченĕ вăл. Мĕн тетĕр? Йывăрлăхсене парăнма хăнăхман хĕрарăм улттăмĕш хутчен çанă тавăрнă! Халĕ вăл — ăнăçу çулĕпе утакан предприниматель, общество пурнăçне те хастар хутшăнать.

Тепĕр тĕслĕх. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакан хĕрарăм сыр пĕçерес ĕçе кӳлĕннĕ, тухтăр профессийĕпе сыв пуллашнă. Ĕç малалла аталаннă. Пĕтĕм Раççейри «Бизнесри хĕрарăмсем» общество организацийĕн нумаях пулмасть иртнĕ канашлăвĕнче ырă хыпар пĕлтернĕ — Раççейри çакăн йышши предприятисен хушшинче тăваттăшне суйласа илнĕ, чăваш хĕрĕ Сочи хулинче иртекен Çамрăксен фестивальне хутшăнĕ! Ăна Раççейре сыр тăвас ĕç мĕнле аталанни çинчен каласа кăтартмашкăн шаннă. Çак тата ытти хастар çинчен Пĕтĕм Раççейри «Бизнесри хĕрарăмсем» общество организацийĕн регионти уйрăмĕн ертӳçи Марина Аниченкова каласа кăтартрĕ. Асăннă пĕрлĕх Раççейре чĕрĕк ĕмĕр каялла йĕркеленнĕ. Халĕ унăн тытăмĕнче — 50 уйрăм ытла. Бизнесри хĕрарăмсем предпринимательлĕх ыйтăвĕсене кăна мар, социаллă тытăмри кăткăслăхсене те тишкереççĕ. Арçынсемсĕр… — Марина Николаевна, сирĕн пĕрлешĕве хĕрарăмсем кăна пулăшу илме пыраççĕ-и? — Бизнесра, тĕрĕссипе, арçын тата хĕрарăм ăнлавсем пулмалла та мар, гендер уйрăмлăхĕ çук кунта. Хĕрарăмсен тиевĕ ытларах — çакă кăна. Уйрăм ĕçе йĕркелесе пынипе пĕрлех вăл çемьешĕн те упăшкинчен ытларах яваплă, мĕншĕн тесен хĕрарăм — амăшĕ, çемье ăшшин управçи. Ачисене воспитани парасси те, мăшăрне хавхалантарса пырасси те — йăлтах унăн тивĕçĕ. Этемлĕхĕн черчен пайне тĕрев, ăнлану ытларах кирлĕ. Тепĕр енчен, юратнă ĕçре вăй хуни, обществăра хисепе тивĕçни хĕрарăма хăйне телейлĕ туйма май парать. Кун пек чухне çын хăй те ыттисене телей кăна кӳни каламасăрах паллă. Мăшăрĕн йăлтах ăнăçса пыни арçын чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ вăратать. — Йăлтах ăнăçса пыни лайăх паллах. Анчах та хăвăн ĕçне йĕркелени тĕлĕнмелле, пысăк яваплăх та ку. Пурнăçран юлас мар тесен вĕçĕмсĕр вĕренмелле, аталанмалла… Хĕрарăмăн çакăн валли вăхăт сахалрах пек туйăнать. — Килĕшетĕп сирĕнпе. Çемьешĕн тăрăшнине кура тепĕр чухне, чăнах та, вăхăт хĕсĕкрех. Экономика, налук енĕпе информаци çителĕксĕртерех илме пултарать хĕрарăм. Саккунсем вара улшăнсах тăраççĕ. Шăпах çак енĕпе тивĕçтересси — пирĕн организацин тĕллевĕсенчен пĕри. Тĕрлĕ тытăмри улшăнусем çинчен хĕрарăмсем патне информаци вăхăтра çитерме тăрăшатпăр. Çĕнĕлĕхсем çинчен тата пĕлтерĕшлĕ ытти информацие Телеграмканалта хамăрăн чатра вырнаçтарсах тăратпăр. — «Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен» текен каларăш пур чăвашăн… — Мероприятисем тăтăшах ирттеретпĕр: «çавра сĕтелсем», хавхалантаракан интенсивсем… Йăлтах хĕрарăмсем валли — кăсăклă та усăллă информаци. Ĕлĕк хĕрсем вăййа тухса карталанса утса юрланă. Çакăн сăлтавне пĕлетĕр-и? Çапла майпа энергетика пĕр çĕре пухăнса пурне те тĕлĕнмелле пысăк вăй кӳрет. Пирĕн мероприятисенче те çаплах. Пĕри, калăпăр, теприн çине пăхать те шухăшлать: «Вăл та манран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Унăн вĕт-ха йăлтах ăнăçать, апла тăк, тăрăшсан, манăн та пулать». — Вĕрентӳ мероприятийĕсем мĕнле шайра иртеççĕ? — Республикăра та, çĕршыв шайĕнче те йĕркелетпĕр, чикĕ леш енне те тухса çӳретпĕр. Унти хĕрарăмсем мĕн ĕçлени пирĕншĕн питех те кăсăклă. Ют çĕршывсене тухса çӳрессине Раççейри организацин ертӳçи Татьяна Гвилава, вăлах Раççейараб ĕçлĕ канашăн председателĕ, пуçарчĕ. Ытларах Тухăç çĕршывĕсенче пулатпăр. Унти халăхсен менталитечĕ хăйне май вĕт. Çавăнпа та мероприятисене хĕрарăмсем кăна хутшăнаççĕ. — Пирĕн республикăра Хĕрарăмсен союзĕ, ертӳçи — Наталья Николаева тухăçлă ĕçлет. Эсир — çак организацин Президиумĕн членĕ те. Икĕ пĕрлешӳ мĕнле çыхăну тытать? — Хĕрарăмсен союзĕпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр, пĕрле питĕ нумай мероприяти ирттеретпĕр. Çавăн пекех пĕрлехи мероприятисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тăтăшах хутшăнать. Пирĕн ĕçпе кăсăклансах тăрать вăл. Нумаях пулмасть Алла Леонидовнăпа черетлĕ хут тĕл пултăмăр. Пирĕн хĕрарăмсем пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕлпулу йĕркелеме сĕнчĕç. Унта уяв сĕмĕсĕр пуçне «уçă микрофон» пулĕ, çапла майпа бизнесри хĕрарăмсем хăйсене канăç паман ыйтусене хускатма, регион ертӳлĕхĕнчен тӳрремĕн хурав илме пултарĕç. Кун пек тĕлпулусене малашне тăтăшах йĕркелес шанăç пур. — Кăçал çĕршывра — Çемье çулталăкĕ. «Бизнесри хĕрарăмсем» мĕн тума палăртнă? — «Çемье бизнесĕ» текен ăнлав пурнăçра çирĕп тымар ячĕ, анчах та унăн саккунлă статусĕ çук. Çакнах Наталья Алексеевна та палăртрĕ. Хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле çак ыйтупа ĕçлесшĕн. Кăçал Республика кунĕнче «Çемье бизнесĕн» фестивальне ирттересшĕн. Алла Леонидовнăпа Наталья Алексеевна манăн сĕнĕве ырласа йышăнчĕç. Мĕнле кăна професси династийĕсем çук пирĕн! Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, республикăри бизнесăн 70% шăпах çемье предприятийĕсем йышăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсен статусне саккун шайĕнче çирĕплетмеллех. Унсăр пуçне ачисем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлени паха, патриотизма, ĕç воспитанине витĕм кӳрет ку. Çемье йăли-йĕрки çирĕпленсе пырать. Пирĕн Президент та тĕп вырăнта çемье пулмаллине тăтăшах палăртать. Ăçта çуралнă — çавăнтах кирлĕ пулнă теççĕ. Çамрăксем те аякка тухса каймĕç — çемьепе пĕрле пуçарнă ĕçе малалла аталантарĕç. Нумаях пулмасть çамрăк предпринимательсен конкурсĕнче пулма тӳр килнĕччĕ. Пĕр çамрăк арçын асра юлчĕ. Вăл çемйипе мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет. Çĕре тара илеççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ку таранччен выльăха какая ăсатнă кăна пулсан, халĕ малалла аталанасшăн, хăйсемех тирпейлеме пуçласшăн, сĕт суса сутма та шухăшлаççĕ. Хăй — пур ыйтăва та татса параканни, йĕркелекенни. Мăшăрĕ бухгалтерăн, финанс директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Виçĕ ывăлĕ фермăра техникăна пăхăнтарать, тракторпа та ĕçлет. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Картишре паллă вырăнти пек чуччу вырнаçтарнă

Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Чăнкассинчи Мадеевсен йышлă çемйин ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕнчен таврари çынсем те тĕлĕнеççĕ. Вĕсем пахчине чăн-чăн чечек утравне çавăрнă. Кил хуçи беседка, чуччу ăсталаса вырнаçтарнă, мăшăрĕ вара сукмакăн икĕ енĕпе тĕрлĕ çеçке лартнă. Нумай ача амăшĕ Татьяна Алексеевна сад-пахчана капăрлатмашкăн хăйне евĕрлĕ кӳлепесем те хатĕрлет. Туслă çемьен пахчинчи хĕп-хĕрлĕ кĕл чечекĕсем юпа уйăхĕчченех иртен-çӳрене савăнтараççĕ.

Пĕрле — концерта, экскурсие

Татьяна Алексеевнăпа Борис Николаевич — пĕр ялтанах. Аксаринта çуралса ӳснĕскерсем пĕве кĕрсен туслашнă, вăхăт иртнĕ май çамрăксен чĕрисенче юрату туйăмĕ йăва çавăрнă. 34 çул пĕр çулпа алла-аллăн утаççĕ вĕсем. Кил ăшшин управçи çирĕм çул ытла ача садĕнче вăй хунă. Малтан — техничкăра, унтан — поварта. Мăшăрĕ садикре хуралçăра ĕçлет. Мадеевсем пилĕк ачана кун çути парнелесе ура çине тăратаççĕ. «Аслă хĕрĕмсем пултарулăх тĕнчине иленчĕç. Оля зефиртан çимелли чечексем ăсталать. Илемпи çекĕлпе илемлĕ теттесем çыхать», — каласа кăтартрĕ Татьяна Алексеевна. Сăмах май, иккĕмĕш хĕрне ашшĕ ят хунă — Илемпи. Амăшĕ вара шухăша путнă: хăйне евĕрлĕ ят еплерех витĕм кӳрĕ-ха хĕрачана? Илемпие вара хăйĕн ячĕ, сайра тĕл пулнăран, питĕ килĕшет. Ольга çемьеленнĕ ĕнтĕ, мăшăрĕпе Дмитрийпе тăтăшах ашшĕ-амăшĕ патне килсе çӳрет. Мадеевсен Ывăлĕ Николай йĕрке хуралĕнче вăй хурать. Кĕçĕннисем вара — йĕкĕреш Левпа Виктория — Чăнкасси шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлӳ илеççĕ. «Аслă ачасемпе эпир тĕрлĕ спорт ăмăртăвне хутшăнаттăмăр. «Çулталăк çемйи» конкурсра та тупăшрăмăр. Кĕçĕннисемпе тăтăшах концерта, экскурсие çӳретпĕр. Пĕлтĕр Куславкка округĕнчи «Кайăк вĕçевĕ» мысĕнче пултăмăр. Унта турист нумай килет. Мана уйрăмах брусчаткăран хунă Чăваш Ен гербĕ килĕшрĕ. Мăшăра вара чуччу кăсăклантарчĕ. Пĕрле калаçнă хыççăн, çакăн евĕр ярăнчăка картишре ăсталама шухăшларăмăр. Ĕçе пĕрле пуçăнтăмăр — мăшăра Кольăпа Лев, тăвансен ывăлĕ пулăшрĕç. Веçех тĕплĕн турĕç: чуччу пулмалли вырăна бетон сарчĕç, пăрăхсем вырнаçтарчĕç. Çапла кил хушшинчех илемлĕ кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Эпир яланах хăнасене хапăл. «Пирĕн пата ĕçлеме мар, канма килĕр», — тетпĕр вĕсене», — тăсрĕ калаçăва тарават кил хуçи арăмĕ. Юратнă ĕç — чечек çитĕнтересси Çемье картиш тулли выльăх тытать. Чăх-чĕп, сурăхсем, ĕне, вăкăр усраççĕ. Пĕр вăхăт лаша та пулнă. Вăй-хал çитсе пынă чухне картиш пушă ан тăтăр тесе тăрăшаççĕ Мадеевсем. Ашшĕпе-амăшĕ ачисене яланах хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ. Вĕсен чун киленĕçне ырлаççĕ. Сăмахран, ывăлĕ Николай пулă тытма ăста. Аякка çӳреме те кирлĕ мар-ха унăн, пахча хыçĕнчех çырма юхать. Пĕлтĕрхи кĕркунне Кольăпа ялти ытти çамрăк юхан шыва вĕтĕ пулă янă. Ан тив, ĕрчеччĕр. Çыран хĕрринче канма та аван. Унта кӳршĕ округсенчен те хăнасем килеççĕ. Мадеевсем те çуллахи кунсенче юхан шыв хĕрринчи беседкăра пухăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли, каласа кăтартмалли яланах тупăнать туслă çемьен. Татьяна Алексеевна кулленлĕхри ĕçсене пăхмасăр чун киленĕçĕ валли те, алă ĕçĕ тума та май тупать. Хăй вăхăтĕнче çĕвĕ цехĕнче вăй хунăскер паянхи кун тум çĕлет. Килти çĕвĕ машинине ахаль лартмасть. Çавăн пекех çыхма, тĕрлеме кăмăллать вăл. «Ачасем пĕчĕкрех чухне вĕтĕ шăрçапа тем те пĕр хатĕрлетчĕç, вĕсене кура хам та ку алă ĕçĕпе кăсăклантăм. Пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли сăмса тутрисем тĕрлерĕмĕр. Эпир тĕрлĕ акцие, мероприятие хутшăнма кăмăллатпăр», — терĕ хастар хĕрарăм. Пултаруллăскер округри амăшĕсен слетĕнче «Общество ĕçĕсенче хастар амăшĕ» номинацие çĕнсе илнĕ. Мăшăрĕ те унран юлмасть: ылтăн алăллăскер мĕн пур ĕçе пурнăçлать. Ял çыннисене стройкăра пулăшать. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Çурта пекех çунчĕ унăн чунĕ

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче тата хальхи ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашлăх чĕрĕлме пуçланăччĕ: Чăваш наци конгресĕ йĕркеленни, аслă шкулсенче чăваш филологийĕн уйрăмне вĕренме кĕрекенсен йышĕ пысăк пулни, тăван чĕлхепе çĕнĕ хаçатжурнал тухма тытăнни те çакна çирĕплетеççĕ. Чи пĕлтерĕшли, паллах — 2003 çулта «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна йышăнни. Шăпах çак вăхăтра чăвашсен Жанна д’Аркĕ — Галина Абрамова — тупăнчĕ. Чăвашлăхшăн чунран çунаканскер çинчен Виталий Станьял тĕпчевçĕ шăпах çапла çырнăччĕ.

Çакна та палăртам: хальхи ĕмĕрччен педагогика, литература, журналистика арçын ĕçĕ пулнă темелле. Галина Абрамова вĕреннĕ университетри историпе филологи факультетĕнче те М.Р.Федотов, Н.П.Петров, И.А.Андреев, М.И.Скворцов, М.Ф.Чернов, В.И.Сергеев профессорсем мăнаçлăн утса çӳретчĕç. Чăвашлăха аталантарас ĕçе кӳлĕннĕ хĕрарăмшăн суйланă тивĕçе пурнăçлама çăмăл пулмарĕ. Çапах вăл малалла талпăнчĕ. Галина Васильевна чăвашлăха хулара та аталантарас идейăпа хавхаланчĕ. Шухăшĕсем чăннипех çирĕп те çунатлă пулчĕç-тĕр — 2005 çулта ЧР Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерстви вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли вĕрентӳпе методика комплекчĕсене хатĕрлес енĕпе ирттернĕ конкурсăн икĕ номинацийĕнче те çĕнтерме пултарчĕ. Тур лаши пек туртрĕ вăл тăван чĕлхене. Ăна аталантарассишĕн вăйне шеллемерĕ. Хĕрĕпе Светланăпа 1-9-мĕш классем валли хатĕрленĕ «УМК для русскоязычных школ» вĕрентӳпе методика комплектне Чăваш Енри хуласене, Пушкăртстанпа Тутарстан, Чĕмпĕрпе Самар чăвашĕсем патне çитерчĕ. Шел те, ăна хавхалантаракансемпе пĕрлех ура хуракансем те тупăнсах тăчĕç. Пăшăрханнăран вăл 2015 çулта «Хыпар» хаçатра «Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статья та çырса кăларчĕ. Ачасене шкулта чăваш чĕлхине ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк ыйтса вĕрентме пуçлани те ăна хумхатрĕ. Кăрлач уйăхĕн варринче пирĕн çемьешĕн, тăвансемшĕн, чăвашлăх тĕнчишĕн пысăк çухату пулчĕ. Раççей Президенчĕн грантне виçĕ хутчен тивĕçнĕ хастар, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн отличникĕ Галина Абрамова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пурне те пулăшма тăрăшакан, ĕçлеме хавхалантаракан, канăçсăр чун-чĕреллĕ вĕрентекен 1963 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче Иустинăпа Василий Андреевсен туслă, пысăк çемйинче çуралнă. 4 ывăлпа 4 хĕр ӳснĕ вĕсен. Пурте ĕçре те, пултарулăхра та хастар пулнă. Галинăна пиччĕшĕсен Валерин, Сашăн, Борисăн хайлавĕсемпе сăввисем район тата республика хаçачĕсенче пичетленни питĕ хавхалантарнă. Вăтам классенче вăл чĕлхеçĕ е журналист пулма тĕллевленĕ те текех шухăшне улăштарман. Чăваш чĕлхишĕн çунакан хĕр диплом ĕçне журналистикăпа çыхăнтарнă. Малашлăхра пичет, радио е телекурав редакцийĕнче ĕçлемелле пулнă унăн. Шăпа ăна педагогсемшĕн тата шкул ачисемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлама пӳрнĕ. Галина Васильевна пĕр класс валли хатĕрленĕ вĕрентӳпе методика комплектне ачасем валли — учебник, учительсем валли — методика кĕнеки, 2 ĕç тетрачĕ, пичетленĕ программа, электрон пособи, электрон дидактика материалĕсем кĕреççĕ. 1 комплект 7 уйрăм кĕнекерен-электрон пособирен тăрать! Вăл çавнашкал 40 ытла кĕнеке-пособи хатĕрленĕ. 2009 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра чăваш вĕрентекенĕ çырса пухнă «Вĕрентӳпе методика комплекчĕ» «Чи лайăх УМК» ята çĕнсе илнĕ. Кĕнекесемсĕр пуçне вырăс чĕлхиллĕ шкулсенчи учительсене ĕç вырăнне мĕнлерех йĕркемеллине те хăйĕн тĕслĕхĕпех кăтартса панă Галина Васильевна: Шупашкарти 59-мĕш шкулта хăтлă та илемлĕ пӳлĕм — этнографи кĕтесĕ — йĕркеленĕ. Чăваш чĕлхин çивĕч ыйтăвĕсене хастар чĕреллĕ педагог Чăвашра тата Хусанти, Челябинскри аслă шкулсенче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конференцисенче çĕкленĕ, ачасене вĕрентесси, воспитани парасси çинчен тĕрлĕ кĕнекере, журналсенче статьясем пичетленĕ, вăл чĕлхе ыйтăвĕсемпе ирттернĕ семинарсен вара шучĕ те çук-тăр. Хĕрĕпе Светланăпа пĕрле ЧР Вĕрентӳ министерствипе, «Авангард» çарпа патриотизм центрĕпе «Фотоканикулы: Россия – Победитель», «Фотографируем Победу и Победителей. Памяти комбата, подполковника Сергея Михайлова, погибшего в СВО» патриотизм акцийĕсем йĕркеленĕ. <...>

Анатолий АБРАМОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.