Хресчен сасси 5 (2995) № 07.02.2024

7 Фев, 2024

"Тĕллевсем пур. Малалла ĕçлетпĕр"

«Ял хуçалăх отраслĕ юлашки çулсенче пысăк ÿсĕм тăвать. Пухса кĕртнĕ тыр-пул тухăçĕ, продукцие сутса тунă тупăш, хывакан инвестицисем, пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем аталанни те савăнтарать», — палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарма кадрсем кирлине, пулас специалистсене шкул çулĕсенченех хатĕрлемеллине каланă. Патшалăх пулăшăвĕ те пĕлтерĕшлĕ. Регион ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, субсиди мелĕсене упраса хăварса, вĕсене çĕнĕлĕх кĕртсе тата çĕнĕ çăмăллăхсем пăхса тухмалла. Туса илнĕ продукцие вырнаçтармалли вырăнсене те палăртмалла. Тĕрлĕ çимĕçпе ĕçлекен агрегаторсем хатĕрлемелле. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçтарнă фермерсен çĕнĕ тавар речĕсем хула çыннисене экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтерме май параççĕ. Кун йышши лаптăксем кашни округрах йĕркелемелле. Анчах вĕсен пĕр евĕр пулмалла, пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене кăна суту-илÿ тума ирĕк памалла, унта йĕркене тивĕçлĕ шайра тытса пымалла. Хăмла туса илес тата ăна тирпейлес енĕпе те пирĕн республика çитĕнÿ тунă. Ял хуçалăх аталанăвĕпе инвестици илĕртÿлĕхĕн никĕсне регионти эпизооти лару-тăрăвĕ те витĕм кÿрет. Хăрушă чирсене йĕрлеме тата тупса палăртма ветеринари службин лабораторийĕн инфратытăмне çĕнетни пĕлтерĕшлĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Хăнасене «Хăмла ачи» кĕтсе илет

Февраль уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Мускаври ВДНХра «Раççей» курав-форумра ЧР Ял хуçалăх министерстви хăмла отраслĕпе паллаштарнă.

Сергей Артамонов министр пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври хăмлан 90 процентне пирĕн республикăра туса илеççĕ. Регионта хăмлапа ĕçлеме пур услови те пур: наукăпа вĕрентÿ компетенцийĕ, ют тата хамăр çĕршыври коллекци сорчĕсем, хăмла енĕпе ĕçлекен специалистсем, патшалăхран килекен пулăшу. Хăмла пуçтаракан комбайн тата типĕтмелли агрегат пирки те каламалла. Пĕлтĕр хăмла аврине 133 гектар çинче çакнă, 192 тонна пуçтарса илнĕ. Хăмлапа ĕçлекенсемпе сăра вĕретекенсем валли «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртет. 2023 çулта мероприятие 45 пин ытла çын хутшăннă. Сакăр куна тăсăлнă фестивальте 52 пин литр сăра сутăннă. Ĕçлĕ программа шайĕнче сăра заводĕнче ĕçлекенсемпе хăмла ÿстерекенсем валли республикăри предприятисенче экскурсисем йĕркеленĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, хăмла ÿстермелли меслетсене сÿтсе явнă. Хăмлапа сăра вĕретнĕ тата çăкăр пĕçернĕ çĕрте, косметологире тата медицинăра анлă усă кураççĕ. Унăн шăрши лăплантарать. Çавна май хăмла тултарнă минтерсем те çĕлеççĕ. «Раççей» курав-форума килнисем ку отрасльпе интерактивлă мелпе паллашнă. Хăмла пуçтаракан комбайнăн макетне курма пултарнă, «Хăмла ачипе» курнăçнă. Кашни сехетрех викторинăсемпе конкурссем иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале çитсе курмашкăн сертификатсем панă. Çак кунсенче #ЧувашияМолочная блок ĕçлеме пуçлать. Сăмах май, малтанхи кунсенче регион экспозицийĕпе 1500 ытла çын паллашнă, вĕсем викторинăсемпе тĕрлĕ ăсталăх класне хутшăннă. Хăнасем ăвăсран çурта ăсталассине кăмăлланă. Хурт-хăмăр ăвăсне пĕтĕмпе 5 килограмм тăкакланă. Аппликаци тума вĕренес текенсем те йышлăн пулнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦    


Мăкăр кĕперĕ туристсене ытларах илĕртĕ

«Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ пулăшнипе шкул ачисем Чăваш Енри паллă та илемлĕ вырăнсене çитсе курма, тавра курăмне аталантарма, вырăнти культурăпа çывăхрах паллашма пултараççĕ.

2023 çулта 5-9-мĕш классенче вĕренекен 5 пин ытла ача çул çÿреве тухнă. Вĕсем — олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем, спорт тата патриотизм енĕпе хастарлăх кăтартнисем, наукăра, искусствăра, общество ĕçĕнче çитĕнÿ тунисем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулăшнипе 3 пин ытла ача валли тÿлевсĕр хушма пĕр кунлăх турсем те йĕркеленĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çĕр пин ытла ача «Манăн çул çÿрев кĕнеки» культурăпа вĕрентÿ проектне хутшăннă. Музейсенче, культура учрежденийĕсенче, промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса шкул ачисем хăйсемшĕн чылай çĕннине уçнă. Вĕсем тĕрлĕ экскурси-урока та хутшăннă. Çапла майпа тăван кĕтесĕн культурипе, унăн хăйне евĕрлĕхĕпе тĕплĕнрех паллашнă. Чăваш Республикинче туризм маршрутне 38 об±екта кĕртнĕ. Ку шутра — музейсемпе центрсем, этнокомплекс тата çут çанталăк паркĕсем, сывлăх сыхлавĕпе промышленноç предприятийĕсем, аграри об±екчĕсем. Шкул ачисем уйрăмах 12 объекта кăмăлланă: Чăваш Наци музейне, «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексне, Трактор историйĕн музейне, Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ мемориал комплексне, «Чăваш вăрманĕ» наци паркне... <...>

Вера МИХАЙЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.