Чăваш хĕрарăмĕ 4(1334) № 01.02.2023

1 Фев, 2024

Килĕнчех музей уçнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенчех паллашма тÿр килнĕччĕ унпа. Пĕвĕпе çÿллех марскер, анчах та тĕлĕнмелле çивĕчскер, ĕçченскер, чăрсăрскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче ăс пухатчĕ, журналист пулма хатĕрленетчĕ. Юрлама юратаканскер студентсен «Мерчен» ансамблĕнче пултарулăхне туптатчĕ. Йăрăскер, таçтан та пăшатан пек шăтарса тухатчĕ. Пулас вĕрентекенсем çуллахи каникул вăхăтĕнче республикăн тĕрлĕ районĕнче экспедицисем йĕркелесе халăх сăмахлăхне пухатчĕç. Чи хастаррисене Виталий Станьял республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне илсе çÿретчĕ. Вăрнар районĕнчи Элмен Супар ялĕнче вунă ачаллă çемьере çуралнă Надежда Арсентьевăн та хĕр чухнехи хушамачĕ хастаррисен йышĕнче Пенза облаçне çитмелле пулнă. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула пĕрремĕш курс студентки ректортан хăйне экспедицие Чăваш Енрех хăварма ыйтнă.

Вĕрентÿ тытăмĕнче — 30 çула яхăн

Кунта та йăрăлăхĕпе палăрнă пике. Муркаш районĕнчи Юнкă тăрăхĕнче сăмахлăх пухас ĕçе студентсене ректор мăшăрĕ Ефросиния Сидорова явăçтарнă, ушкăна вăлах ертсе пынă. Студенткăсене çирĕп алăра тытнă преподаватель. Каçхи тăхăр сехет иртсен хĕрсен урамра курăнма юраман. Пурте çырман çак «саккуна» пăхăннă. Анчах Надежда Арсентьева мар. Вăл çирĕп йĕркене пăхмасăр Юнкă тăрăхĕнче каччăпа паллашма та, ун пуçне çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Экспедици вăхăчĕ вĕçленнĕ. Çамрăксен чунĕсенче вара юрату кăвайчĕ çунма пуçланă. Çулталăкран Надеждăпа Вячеслав пĕр хушаматпа çÿреме тытăннă — хĕр Шандимирова пулса тăнă. Студентка малалла куçăн мар майпа вĕренме пуçланă. Алла диплом илсен Ефросиния Сидорова ăна университетрах ĕçлеме юлмашкăн сĕннĕ — фольклор вĕрентекенĕ пулма ыйтнă. Анчах çамрăк амăшĕ хулана килĕштермен, мăшăрĕн ялнех суйласа илнĕ. Шăпа ăна çак çулпах уттарнă — Надежда Вячеславовна ĕмĕр тăршшĕпех халăх пултарулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе, йăлийĕркипе, историйĕпе кăсăкланать. Вунă çул пĕр ĕмĕтпе пурăннă вăл — вырăнти чăвашсен мĕн авалтан йăлара усă куракан япалисене пухса музей уçма ĕмĕтленнĕ. Мăшăрĕ Вячеслав Александрович унăн шухăшне пурнăçа кĕртме пулăшнă. 2023 çулхи раштав уйăхĕнче палăртнине пурнăçланă — Муркаш округĕнчи Юнкă ялĕнче Шандимировсен килĕнче «Аваллăх ахрăмĕ» музей уçăлнă. Кирек епле пулсан та, çакна шăпа тесех каламалла пулĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне Надежда сăвăсем çырнă, вĕсем район хаçатĕнче Надежда Иванова ятпа пичетленнĕ. Ун чухне чăвашлăх пирки сĕмленмен те. Ăна хими, физика ытларах илĕртнĕ. Анчах паянхи кун вăл чунпа та, юнпа та — чăн чăваш хĕрарăмĕ, тăван халăхăн ытарайми мулне çитĕнекен ăрусем валли упраса хăварассишĕн хыпса çунаканскер. Чăвашлăх çулĕпе пуçламăш утăмсем тума вара ăна çапах та сăвă çырас пултарулăхĕ хистенĕ. Ялта ун пирки пурте «пирĕн журналист» тенĕ. Çапла шăпа ăна чăваш филологи уйрăмне илсе çитернĕ. Унта вĕренме кĕрес ĕмĕтпе хĕр ятарлă хатĕрленÿ курсĕ витĕр те тухнă. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист малтан Муркаш тăрăхĕнчи Кăпас шкулĕнче ĕçленĕ. — Питĕ килĕшетчĕ мана унта, — аса илчĕ Надежда Вячеславовна. — Коллектив туслăччĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлетчĕç, тараватлăччĕ… Темшĕн мана юмах тĕнчи пекех туйăнатчĕ çак шкул. <...>

Рита АРТИ

♦   ♦   


Теттепе выляс вырăнне çунакан бомбăсене сÿнтернĕ

Пирĕн çĕршывăн историйĕнче нихăçан асран тухман кунсем пур. Вĕсенчен пĕри — кăрлачăн 27-мĕшĕ, Ленинграда блокадăран хăтарнă кун. Çак хулана блокадăран кăларнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Улатăр тăрăхĕнчи чылай ялта пĕлтерĕшлĕ куна халалласа мероприятисем иртнĕ.

Стемас ялĕнчи культура çуртĕнче патриотизм сехетне йĕркеленĕ. Клуб ĕçченĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Ленинградра пурăннисем мĕн чăтса ирттернине каласа кăтартнă. Патриотизм сехетне хутшăннисем çынсем пĕр талăкра çăкăр мĕн чуль çинине курса ĕненнĕ, çăкăр карточкисене тытса курнă. Вĕсем Ленинградра пурăннă 11-ти Таня Савичевăн пурнăçĕ, Ладога кÿлли урлă выртнă Пурнăç çулĕ пирки тĕплĕнрех пĕлнĕ. Суйкăн ялĕнчи ачасем блокадăри Ленинград çинчен ÿкернĕ документлă кинофильм пăхнă. Улатăрти çамрăксем вырăнти скверта Совет Союзĕн Геройĕсене Михаил Боронина тата Валентин Ветвинские асăнса лартнă палăк умĕнче пуçтарăннă, Ленинград хÿтĕлевçисене аса илнĕ. Шкул ачисем паттăрсене сума суса сăвăсем вуланă. Сăмах май, Улатăрта «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» палла тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын кун кунлать. Нона матăшкă /чăн ячĕ — Нина Четыркина/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче 10-ри ача кăна пулнă. Çапах çав йывăр вăхăта лайăх астăвать. Нимĕç фашисчĕсем Ленинграда пырса кĕрсен унăн ачалăхĕ вĕçленнĕ. Нинăн тата амăшĕпе пиччĕшĕн кашни кунĕ кĕрешÿре иртнĕ. Заводра ĕçленĕ ашшĕне урăх хулана эвакуациленĕ. — Пиччепе час-часах килте иккĕн кăна юлаттăмăр. Малтанхи вăхăтра питĕ хăрушăччĕ, кайран бомбăсем сирпĕннине те, пăшал сассине те хăнăхрăмăр. Бомба вĕçсе килнĕ-и е çитсе кăна пырать-и — çакна та уйăрма вĕрентĕмĕр. Хулара выçлăх хуçаланатчĕ, апат çитсе пымастчĕ. Бадаев склачĕсем /мĕн пур апат-çимĕç унта упранатчĕ/ çуннине курма хăрушăччĕ. Паексем пĕтсе çитрĕç… Эпир кулинари кĕнекине уçса вăл е ку апата пĕçернине куç умне кăлараттăмăр, — аса илнĕ Нина Александровна. Вăрçă никама та, ниме те шеллемен: çуртсем, палăксем пĕрин хыççăн тепри çĕрпе танлашнă. Ленинград çине бомбăсем ывăтма тытăнсан Нинăн 14- ри пиччĕшĕ юлташĕсемпе пĕрле вĕсене сÿнтерме çÿренĕ. Çамрăксем снаряд ăçта ÿкессине пĕлес тесе дежурство тăнă. Çĕр çинче çунакан бомбăна курсан тÿрех ăна сÿнтерме чупнă. — 1942 çулта пиччепе иксĕмĕре шкулти ăлкăна чĕнчĕç. Ун чухне сивĕччĕ, тăхăнмалли çукчĕ — çавах кайрăмăр. Чăрăш питĕ капăрччĕ, тĕрлĕ тĕспе çуталса ларатчĕ. Эпир юлашки вăхăтра тĕттĕмре ларнине шута илсен ку пирĕншĕн калама çук пысăк савăнăç пулнăччĕ. Пирĕн çуртăн чÿрече кантăкĕ çĕмĕрĕлнĕччĕ, ун вырăнне картонпа фанера вырнаçтарнăччĕ. Ăлка чăн-чăн «пир» пек иртрĕ. Çав кун çинĕ катлетпа кишĕр мĕн тери тутлă пулнине нихăçан та манмăп. Праçник вĕçленсен пире парне тыттарчĕç. Хутаçра типĕтнĕ улма-çырлаччĕ. Çав кун чăннипех уяв пулчĕ — анне килти хаклă тумтире йĕкĕр ывăç çĕр улми хуппипе улăштарса унран апат хатĕрленĕччĕ, — каласа кăтартнă вăрçă ачи. Пĕчĕк Нина тăтăшах вар-хырăмĕ ыратнипе аптăранă. Вăл пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă. Паллах, çав вăхăтра эмел тупма çăмăл килмен. Телее, хĕрачан амăшĕ урамра упăшкин юлташне тĕл пулнă. Балти флочĕн пуçлăхĕ пулнăскер çемье инкеке лекнине пĕлнĕ. Çав кунах вĕсем патне эмел, шурă çăкăрпа услам çу татăкĕ йăтнă матрос пынă. Çапла Нина вилĕмрен çăлăннă. Кăштахран çав пуçлăх çемьене эвакуациленме пулăшнă. Вĕсем Свердловск облаçĕнчи Асбест хулине 20 кун кайнă.

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ

♦   ♦   


Йĕтем çинче те больницăлла вылянă

Шупашкар округĕнчи Çатракассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Людмила Николаева ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Çутă ĕмĕчĕ пурнăçланнă унăн — Гиппократ тупине тунăскер 34 çул ял халăхне сиплет. Хăйĕн ĕçне чунтан юратаканскер кану кунĕсенче те унсăр тунсăхлать.

Ял çыннисен сывлăхне тимлет

Людмила Леонидовна Элĕк районĕнчи Хуравар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн амăшĕ Нина Кузнецова Элĕк районĕн больницинче санитаркăра вăй хунă. Çавна май хĕр те хăйĕн кун-çулне медицинăпа çыхăнтарма шухăшланă. «Анне больницăра 22 çул тăрăшрĕ, каçхине дежурствăна кайнă чухне мана хăйпе пĕрле илетчĕ. Медсестрасем мамăкран «шариксем» йăвалама вĕрентетчĕç мана. Вĕсем чирлисене укол тунине кăсăкланса сăнаттăм. Киле килсен пÿрт умĕнче больницăлла выляттăм. Уй-хире каякан ĕçченсем ман пата «сипленме» чарăнатчĕç. Эпĕ вĕсене «эмел» параттăм. Кукамайпа пĕрле йĕтем çине те каяттăм. Унта та хамăн юратнă вăйăпа аппаланаттăм», — каласа кăтартрĕ Людмила Леонидовна. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан ăна направленипе Элĕкри район больницине ĕçлеме янă. Каярахпа вăл Лапсар поселокне куçнă, унтан — Çатракассинчи ФАПа. Унăн участокне 4 ял кĕрет: Çатракасси, Çĕнĕ Çатракасси, Ассакасси, Чĕркаш. Людмила Леонидовна 1331 çын сывлăхне тĕрĕслесе, пăхса тăрать, çак шутрах шкул ачисем те, пепкесем те пур. Ял çыннисем унтан-кунтан ыратсан е прививка тумалла пулсан тÿрех фельдшерпа акушер пунктне васкаççĕ. «Диспансеризацие хастар хутшăнаççĕ вĕсем, — кăмăллăн сăмахларĕ медицина ĕçченĕ. — Иртнĕ çул манăн участокра 526 çын диспансеризаци тухмаллаччĕ, пурте çак ĕçе пурнăçларĕç. Пире пĕлтĕр маммографи, флюорографи тишкерĕвĕсен куçса çÿрекен машинисемпе тивĕçтерчĕç. Вĕсем Çатракассинче 4 кун ĕçлерĕç. Манăн участокра 50 çын — маммографи, 100 çын флюорографи тишкерĕвĕ витĕр тухрĕç. Çĕр çынран саккăрăшне çĕнĕрен тĕрĕслеме йышăнчĕç. Диспансеризаци халăха питĕ кирлĕ. Хăшĕ-пĕри çакна ăнланмасть. Ял çынни хăйĕн сывлăхне питех пăхмасть: çуркунне-çулла пахчара тăрăшать, хĕлле каллех урăх ĕç тупăнать унăн. Выльăх-чĕрлĕх те чылай тытаççĕ. Çавăнпа та диспансеризаци пирки ял-йыша аса илтерсех тăратăп. Мĕншĕн тесен тухтăрсем шăпах çак вăхăтра пациентсен чирĕсене тупса палăртаççĕ, вĕсене çĕнĕрен тĕрĕсленĕ хыççăн учета илеççĕ. Диспансеризаци кăтартăвĕсем каярахпа участокри терапевт патне лекеççĕ. Чирлисемпе малалла вăл ĕçлет. Диспансеризаци иртме пире мобильлĕ автобуссем те уйăрса параççĕ. Вĕсемпе ялсене тухса çÿретпĕр. Унта тĕрĕсленмешкĕн пĕтĕм услови пур. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан халĕ ĕçлеме çăмăлрах». <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Атте мана пĕр каçра атă çĕлесе пачĕ

Манăн анне, ырă кăмăллăскер, чăваш тумĕпе питĕ кăсăкланатчĕ, çынсем валли хушпу-тухья хатĕрлесе паратчĕ. Çавăн пекех çĕтĕлнĕ япалана саплама та ыйтатчĕç унран. Аттен çĕвĕ машини пурччĕ. Анне ун умне час-часах вырнаçса пирĕн валли кĕпе çĕленине те астăватăп. Атте те ку енĕпе ăста пулнă. Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтра пĕррехинче манăн атта вăрларĕç. Эпĕ киле йĕлтĕр пушмакĕпе таврăнтăм. Атте мана пĕр каçра атă çĕлесе пачĕ.

Çăкăр хакне ачаранах пĕлнĕ

Анне Антонина Алексеева Шупашкар тăрăхĕнчи Пысăк Карачура ялĕнче ĕçчен çемьере çуралса ÿснĕ, ачаранах çăкăр хакне пĕлсе çитĕннĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ вăл, анчах йывăр пурнăçа пула 7 çултан ытла пĕлÿ илеймен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пиччĕшĕсем фронта кайнă. Аннене те, ун чухне вăл 17 çулта пулнă, Кÿкеçри çар комиссариачĕ повестка панă. Анчах 18 çул тултарман пирки вăрçа илмен ăна, ФЗОна трактористсен курсне вĕренме янă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн тимĕр ларкăчлă, тимĕр урапаллă, краççынпа ĕçлекен тракторпа ял-ял тăрăх суха туса çÿренĕ хĕрсем. Чылайăшне 18 çул тултарсан вăрçă хирне илсе кайнă. Тырă акнă чухне тракторсем чăхăмлани, детальсене тимĕрçĕ лаççине юсаттарма илсе кайни пирки калатчĕ анне. Сăмах май, çав трактор халĕ «Сельхозтехника» автобус чарăнăвĕ çывăхĕнчи постамент çинче ларать. Ăна вăрçă вăхăтĕнче уй-хирте вăй хунă трактористкăсене халалласа вырнаçтарнă. Анне каярахпа Пикшик ферминче дояркăра тăрăшнă. Вăл Лăпкă океан флотĕнче матросра хĕсметре тăнă аттепе Василий Алексеевпа вăрçă хыççăн çемье çавăрнă. Атте матрос çеç мар, разведчик та, командир та пулнă. Çакăн пирки эпĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне çар комиссариатне документ илме кайсан тин пĕлтĕм. Вăл вăрçăччен «Паха тĕрĕ» фабрикăра атăçăра ĕçленĕ. Фронтран таврăнсан та унтах вырнаçнă. Атте купăс калама питĕ ăстаччĕ. Çавăн пекех матрос ташшине ташлама кăмăллатчĕ. Ахальтен мар вăл вăрçăран хут купăспа таврăннă. Ял халăхне савăнтаратчĕ, тăван-пĕтенпе тĕл пулсан хут купăсне тăсса яратчĕ те кĕрекене илем кÿретчĕ. <...>

Роза АЛЕКСЕЕВА

♦   ♦   


Милĕкпе çапма чăваш эрешĕллĕ тум çĕлеттернĕ

Вăл хĕрÿ мунчара лăпкăнах темиçе сехет ирттерме, пăрлă шыва та пĕр çÿçенмесĕр кĕме пултарать. Юратнă ĕçĕ те хăйне евĕрлĕ Валентина Никоноровăн. Вăл — мунчаçă. Кунсăр пуçне 39 çулти Шупашкар пики хăйĕн дачинче ăратлă чăх-чĕп çитĕнтерет...

Пăрлă шывра та хăтлă

Хулара кун çути курнă Валентина çитĕниччен чăн-чăн мунча ăшшине туйса курман. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /халĕ — Чăваш патшалăх аграри университечĕ/ пĕлÿ илнĕ тапхăрта пĕррехинче вăл хĕр тусĕпе канмалли кун яла кайнă. Паллах, мунча хутнă. Унта çăвăнма кайсан хула хĕрĕшĕн ку тĕлĕнтермĕш пекех туйăннă. «Турăçăм, ăçта лекрĕм-ши эпĕ?» — шухăшланă вăл. Ара, мунчи хура пулнă-ха та… çитменнине — электричество кĕртменскер, краççын хунар кăна хăрăмпа хуралса ларнă стенасене кăштах çутатнă. Тусĕ, тутар хĕрĕ Гузель, Валентинăна милĕкпе çапнă. Ара, унсăрăн мунча ырлăхĕпе туллин киленейместĕн-çке. Ăна юратасси пикешĕн шăпах çакăнтан пуçланнă ĕнтĕ. Халĕ мунча Валентинăшăн юратнă ĕçĕ, чун киленĕçĕ. Ку кăна-и? Хăй калашле, ун пĕтĕм пурнăçĕ мунчапа çыхăннă. «Академире вĕреннĕ вăхăтрах эпĕ пĕр потребительсен кооперативĕнче кредит специалисчĕ пулса ĕçлерĕм. Майĕпен укçа пухса кооперативра çĕр лаптăкĕ туянтăм, каярах мунча лартрăм. Тусăн ялĕнчи мунча, хура пулин те, килĕшетчĕ мана. Гузель чăн-чăн мунча «церемонине» кăтартрĕ. Уншăн ку паллах, хăнăхнă япалаччĕ, маншăн вара тĕлĕнмеллеччĕ. Дачăри мунчана хăпартмашкăн ăста платник тупрăм. «Хам валли тунă пекех туса паратăп!» — терĕ вăл. Чăннипех çапла пулчĕ. Унтанпа 17 çул иртнĕ пулин те ăшшине аван тытать. Унта эпир лапкине кăна улăштарнă», — каласа кăтартрĕ мунча вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă хĕрарăм. Агропромышленноç комплексĕн экономисчĕн специальноçне алла илсен нумай та вăхăт иртмен — Валентина юратăвне тĕл пулнă. Каларăм ĕнтĕ, мунча тени уншăн ахаль сăмах çеç мар. Шăпа кама мĕнпе çыхăнтармаллине пĕлетех-тĕр. Ĕненетĕр-и, çук-и — Валентина пулас мăшăрĕпе Евгенипе те мунчара паллашнă. Çапла-çапла. Тус-юлташĕсемпе хаваслă йышпа дачăра Çĕнĕ çул уявланă ун чухне. Паллах, мунча та хутнă. Йышпа мунча кĕнĕ май паллашнă та Вальăпа Женя. Пĕр-пĕрне килĕштернине туйнă. Вĕсене мунчана юратни те пĕр çулпа утма пÿрнĕ ахăртнех. Ÿркенменскерсем кашни эрне вĕçĕнче Валентинăн дачине çул тытнă, кÿлĕрен шыв йăтса мунча хутнă. Хĕлле вара вак касса унтан шыв илме тивнĕ. Сăмах май, Евгенипе Валентина вĕри мунча хыççăн урама тухса юр ăшне чăмаççĕ. Вакăра шыва та кĕреççĕ вĕсем. «Пăрлă шывра та хама хăтлă туятăп», — терĕ çамрăк хĕрарăм. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.