Чăваш хĕрарăмĕ 2 (1332) № 18.01.2024

18 Янв, 2024

Вăл илемлĕ юрланине Президент курса ĕненнĕ

Кам вăл педагог? Вăл учитель кăна мар, психолог та, наставник та. Шăпах вĕрентекен йывăр вăхăтра алă тăсать, пурнăç çулне кăтартать. Халĕ эпĕ — икĕ ача амăшĕ, вĕсем Шупашкарти тĕрлĕ шкулта ăс пухаççĕ. Пĕр тĕпренчĕкĕм гимназире вĕренет. Класри 15 ача чăваш чĕлхине вĕренме кăмăл тунă пулин те ку предметпа пĕлӳ паракан çук. Анчах манăн ачасене ăннă: амăшĕ чăвашла калаçать, вĕсене вĕрентме, чăваш юмахĕсемпе паллаштарма пултарать. Мана шкулта чăн-чăн педагог пĕлӳ панă. Ку — унăн тӳпи.

Эпĕ ялти шкулта вĕреннĕ. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Ираида Фомина уроксене питĕ кăсăклă ирттеретчĕ: килĕнче чăвашла калаçман ачасем те вĕсене чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Мĕншĕн тесен Ираида Аркадьевна чи малтан пирĕншĕн юлташ пулма тăрăшнă. Эпир уроксенче вуланă илемлĕ литература хайлавĕсене сӳтсе явнă кăна мар, сочиненипе диктант çырнă, çав произведенисене хальхи пурнăçпа, вырăс тата ют çĕршыв авторĕсен калав-романĕпе танлаштарнă. Кашни хайлавăн хăйĕн философийĕ пулнине шута илнĕ, ăна ăша хывнă. Чи интересли — эпир уроксенче чăваш наци апачĕ пирки пĕлнĕ, вĕсене килте пĕçернĕ. Унтанпа шăрттан — манăн чи юратнă наци апачĕ. Шупашкар округĕнчи РФ Геройĕ Дмитрий Семенов ячĕллĕ Тренкасси шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Ираида Фомина чăннипех тав сăмахне тивĕç. Шăпах унашкал педагогсем геройсене ӳстереççĕ, вĕсене пурнăç çулне кăтартаççĕ: пĕрисене — çар, теприсене медицина, журналистика енĕпе вĕренмеллине калаççĕ. Паян Ираида Аркадьевна хăйĕн вĕренекенĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланма пултарать. Иккĕленместĕп, вăл геройсен пĕр ăрăвне кăна мар ӳстерĕ, вĕсене пирĕн халăхăмăрăн пуян культури, йăли-йĕрки пирки каласа парĕ, вĕсене чăваш постановкисене курма ертсе çӳрĕ, пĕрле чăваш юррисене итлĕ… <...>

Людмила АЛЕКСАНДРОВА.

♦   ♦   ♦


Пире ял тăрантарнине манас марччĕ

Юлашки 20 çулти тапхăрта Раççейре 37 пин ял пĕтнине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Паллах, ку пăшăрхантаракан статистика, мĕншĕн тесен ялпа пĕрлех çĕр çинчен культура, тăван чĕлхе, истори, еткерлĕх çухалать.

«Эпир çамрăк чухне урам тулли ача-пăча чупатчĕ», — теççĕ аслă ăрури çынсем. Çапла, кашни килте сахалтан та 3-4 ача пулнă ун чухне. Халĕ вара çулталăкра пĕр ача çуралакан ялсем те пур. Ара, каччăсемпе хĕрсем шкул пĕтерсенех хуланалла туртăнаççĕ. Ялта аслă ăрури çынсем çеç кун кунлаççĕ. «Эпир ялта пурăнсах çурт çĕкленĕ, ача-пăча çуратса ӳстернĕ, вĕрентсе кăларнă», — теççĕ ватăсем çамрăксене тăван тăрăха хăварас тĕлĕшпе. Паллах, вĕсене те ăнланма пулать: ватлăхра тĕрек кирлĕ. Çамрăксемпе пурăнакан кинемейсемпе мучисен кун-çулĕ те вăрăмрах-çке. Мĕншĕн тесен вĕсем ашшĕамăшне упраса пурăнаççĕ. Çак тĕлĕшпе тутар халăхĕ тĕслĕх кăтартать. Ашшĕ-амăшĕ хисепре вĕсен. Эпир, чăвашсем, хуланалла туртăнатпăр. Çак пулăма ялта ĕç çуккипе сăлтавлатпăр. Акă Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамах илер. Асăннă ял çулсерен пысăкланса çеç пырать. Унта та колхоз-совхоз çук, фабрика-завод ĕçлемест. Çав вăхăтрах çамрăксем яла юлса хăйсен ĕçне йĕркелеççĕ, çынсене те ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ, капмар çуртсем тăваççĕ, ашшĕ-амăшне пăхаççĕ. Çапла майпа яла аталантараççĕ, тăван чĕлхине те упраççĕ. Шăнкăртам пĕрпĕр хуларан та чаплăрах паян. Çакна пĕр тĕслĕхпе çеç çирĕплетсе хăварас килет: Çĕнĕ çул умĕн асăннă ялта выльăх-чĕрлĕх тирпейлекен 17-мĕш цех /4-шĕ вăхăтлăха ĕçлемеççĕ/ уçăлнă. Альберт Хамбиков çемйи ăна хăйĕн вăйĕпе 1,5 çулта туса лартнă. Унта 5-6 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, кил хуçи 50 пуç лаша усрать. Вăл юлашки вăхăтра лаша спортĕнче те курăмлă çитĕнӳсем тăвать. Эппин, хастар çын ĕçре те, спортра та ĕлкĕрет. Хулана çамрăкла тухса кайнисем яла таврăнасшăн мар каярах. Ватă çынна çеç мар, кил-çурта та тĕрек кирлех. Мĕншĕн тесен пурăнман çурт кунсерен хавшать. Ахальтен мар аслисем кил-çуртра кашни кун пĕрер пăта çапмаллине калаççĕ. Кил хуçинчен тăлăха юлнă çурт мĕскĕннĕн курăнать, чуна ыраттарать. Хăй вăхăтĕнче унта та пурнăç вĕресе тăнă: сехет шакканă, алăк чĕриклетнĕ, ача-пăча савăннă, выльăх-чĕрлĕх макăрнă... Килтен юлашки çын тухса кайсан пурте тăлăха юлать: сĕтел-пукан та, тирĕк-чашăк та, алăк та, кантăк та... Çакă кил-çуртра пурнăç сӳннине пĕлтерет. Шел те, кунашкал «çуртпалăксем» юлашки çулсенче ялсенче нумайлансах пыраççĕ. Тайăлнăскерсем ватă çынна аса илтереççĕ. Ку çуртра çуралса ӳснĕ хĕрывăлне кĕтекен ашшĕ-амăшĕ евĕр туйăнаççĕ вĕсем. Раççей Правительстви яла аталантарас тĕлĕшпе юлашки вăхăтра чылай ĕç пурнăçлать. Çав шутрах çамрăксене яла хăварас тĕлĕшпе те тĕрлĕ программа ĕçлет. Сăмахран, «Земство тухтăрĕ», «Земство учителĕ»… Юлашкинчен асăннă программăна 2030 çулчченех тăснă. Яла, рабочи поселока е хула евĕр поселока ĕçлеме каякан вĕрентекен 1 миллион тенке тивĕçет. Анчах унăн суйласа илнĕ вырăнта 5 çул ĕçлесси пирки килĕшӳ тумалла. Çамрăксене пулăшас тĕллевпе ытти программа та пур. Çапла, кашни ял хăйне евĕр пĕчĕк çĕршыв пек туйăнать. Унта тĕрлĕ професси çынни кирлĕ: çĕр ĕçченĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхакан, вĕрентекен, тухтăр, ташă-юрă ăсти... Тулли пурнăçпа пурăнакан ялта çаксем пурте вырăнта ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен ăс-тăн енчен хавшанă ялăн пуласлăхĕ чакать. Çавăнпа та çĕршывăн сăн-сăпатне улăштарас тесен ял пурнăçне çĕнетмелле, çĕр-аннемĕрпе пĕтĕçтерекен çыхăнăва татмалла мар. Ял пире тăрантарнине нихăçан та манас марччĕ. Ял пурнăçне аталантарма юлашки вăхăтра «Пуçаруллă бюджет» программа чылай пулăшать. Вăл республикăра çиччĕмĕш çул ĕçлет. 2023 çулта Чăваш Енре 1055 проект пурнăçа кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе Шупашкар округĕ хастар ĕçленине палăртмалла. Пурĕ 108 обћекта çĕнетнĕ. Ку шутрах — ялсенчи çул-йĕре, ача-пăча вăйă лапамĕсене, общество территорийĕсене, социаллă обьектсене... <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Çемьере мĕнле «çанталăк» хуçаланасси хĕрарăмран килет»

Питĕрте пурăнакан 37 çулти Анастасия Степанова хĕрарăмăн тӳрĕ тивĕçĕсене пурнăçлассипе пĕрлех хăй тĕллĕн аталанма та май тупать. Виçĕ ача амăшĕ пĕлтĕр илем конкурсĕсене хутшăнса тĕрлĕ титула тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри — «Санкт-Петербургăн 2-мĕш вице-миссисĕ».

Мăшăрĕпе интернетра паллашнă

— Анастасия — эсир нумай ача амăшĕ. Хăвăр та йышлă çемьере çитĕннĕ пулĕ-ха?

— Çук. Аннепе аттен эпир иккĕн — эпĕ тата йăмăк. Анчах иккĕмĕш сыпăкри аппасемпе йăмăксем нумайăн. Атте, анне енчисем пурте пухăнсан шавлă ушкăн пулса тăрать. Кашни çулла пĕрле кĕрекене пуçтарăнатпăр. Эпĕ ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман çемьере çитĕннĕ: анне — медицина ĕçченĕ, атте — водитель.

— Эсир хула хĕрĕ-и?

— Çапла. Шупашкарта çуралса ӳснĕ эпĕ. Аттепе анне — Канаш районĕнчен. Ача чухне асаттепе асанне е кукаçикукамайпа çуллахи каникула ялта ирттереттĕм. Çавна май чăвашла та вĕрентĕм. Шкул хыççăн ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕм. 3-мĕш курс хыççăн эпир Ленинград облаçĕнчи пĕр завода ĕçлеме кайрăмăр. Унта малашне мана мĕнле ĕç кĕтнине курсан кăмăл сӳрĕкленчĕ. Эпĕ хама завод ĕçченĕ пек курмастăм. Çапах академирен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. Унтан тантăш хĕрпе Питĕре тухса кайрăмăр, эпĕ строительство компанине ĕçе вырнаçрăм. 2008 çулта фирма саланчĕ те ĕçсĕр юлтăм. Çав тапхăрта эпĕ пулас мăшăра тĕл пултăм. Унтан ăçта ĕçлесси пирки пуç ватрăм. Манăн унчченех пурнăçа медицинăпа çыхăнтарас килетчĕ. Ара, анне те, аппа та çак тытăмра вăй хураççĕ. Чун ăçталла туртать, çавăнта кайрăм — косметологи курсĕсене вĕренсе пĕтертĕм.

— Мăшăрпа мĕнле паллашрăр?

— Ĕненетĕр-и е çук-и — паллашу сайтĕнче! /кулать — Авт./ Ку веçех ăнсăртран пулса тухрĕ-ха, тĕрĕссипе каласан. Хĕр-ĕçтешсем сĕннипе унта регистрациленнĕччĕ те… Ĕçсĕр аптăранă чухне кĕркелесе тухаттăм. Чылай арçын унта чăнкăрах курăнма хăтланса чаплă машинăпа ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарать. Антонăн сăн ӳкерчĕкĕ вара ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ — вăл ахаль тумпаччĕ, пурнăçри пек ӳкерчĕкчĕ. Çак ансатлăх кăсăклантарчĕ те. Пулă тытасси, сунар — унăн чун киленĕçĕсем. Икĕ уйăх пек çырăннă хыççăн тĕл пултăмăр. Кафере сунар, пулă тытни пирки калаçса лартăмăр. Мана пĕр-пĕр япалапа е ĕçпе кăсăкланакан, уншăн çунакан, ун пирки çиçекен куçпа каласа кăтартакан çынсем килĕшеççĕ. Антон шăпах çавнашкалччĕ. Ăна çăвар карса итлерĕм темелле.

— Çемьере мĕнле йăласене тытса пыратăр?

— Уявсене пĕрле паллă тăватпăр. Кашни çулла Чăваш Ене атте-анне патне килетпĕр. Упăшкана та ку тăрăхра килĕшет. Кунта хăнасене тарават çынсем пурăнаççĕ тет. Çветтуй Троицăра тăвансемпе пуçтарăнатпăр. Шел, килте пĕрле пухăнма май çук — ачасем шкул хыççăн хушма занятисене çӳреççĕ, вĕсене леçмелле, илсе килмелле. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Поляр унки леш енче

Аçтаха çулĕнче — Аçтаха çăмартисем

Териберка туристсене илĕртекен пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма пуçланăранпа вăхăт нумай иртмен-ха — унта Андрей Звягинцев хăйĕн «Левиафан» фильмĕн пĕр пайне ӳкернĕ хыççăн поселок питĕ хăвăрт чапа тухнă. Мурманск тăрăхне çитекенсем Териберкăра пулса курма тăрăшаççĕ. Унран та ытла — çак вырăна ятарласа çакăншăн пыраççĕ. Ку вара хăйĕн çимĕçне хăвăртах кӳнĕ темелле — халĕ çур утрав çине лекме те, унти хăна çурчĕсенче вырăн тупма та питĕ кăткăс, темиçе уйăх маларах йышăнса хураççĕ: хĕлле те, çулла та. Тĕлĕнмелле те, пире çул тăршшĕпех ăнчĕ темелле. Мускавран самолета билет туянма та, хăна çуртĕнчинчен кая мар условисенче пурăнма та, çурçĕр шевлин вылявĕпе киленме те май килчĕ. Тепĕр кун, пĕр гид та пушă мар пулин те, Териберкăна илсе кайма килĕшекен те тупăнчĕ. Сăмах май, çав кун нумайăшĕ çула тухма шикленчĕ, çанталăк улшăнасса кĕтессе палăртрĕ. Маларах каланăччĕ, теветкеллĕх чăнах та хакла ларма пултарать — юр тыткăнне çакланса темиçе кунлăха тундрăрах юлас хăрушлăх чăнласах пур-çке. Эпир вара хамăрăн черетлĕ гида шантăмăр — вăл йăлтах йĕркеллĕ пуласса палăртрĕ. Тепĕр тесен, хăй те пирĕнпе пĕрлех çула тухать вĕт. Çакна та асăнса хăварам: Эпир çула тухнă кун умĕн те, ун хыççăн та Териберкăна илсе кайман туристсен ушкăнĕсене çула хупнă. Пире каллех ăнчĕ — çул пĕртен-пĕр кун уçă пулнă, эпир шăпах çав вăхăта çаклантăмăр. Унсăрăн питĕ кӳренмелле пулĕччĕ — çавăн пек инçе çĕре кайса пӳлĕмре мĕн туса лармалла-ха? Веçех ăнса пынăшăн çӳлти хăватсене тав туса 10.00 сехетре çула тухрăмăр. Чăн та, ятарласа шыв сапса шăнтнă тейĕн — çул çап-çутă пăрпа витĕннĕ. Çапах та машинăсем çиçĕмле хăвăртлăхпа малалла вĕçтереççĕ. Çул урлă йăсăрка çил вĕçтерет, юра юхтарать, пĕчĕк кĕртсем калăплать, сехрене хăпартать. Йĕркеллĕ çаврăнса таврăнасчĕ кăна тесе шухăшларăмăр. Çул айккинче тем мĕкĕлтетрĕ. Тилĕ! Асăрханаасăрханах умра чарăннă машинăсем патнелле çывхарчĕ вăл. Çак вырăнта ăна туристсем апат ывăтса парассине йăлана кĕртнĕ иккен, çавăнпа яланах тенĕ пек çав вырăнта çаврăнкаласа çӳрет вăл. Тĕлĕнтермĕшсем Териберкăна çитичченех пуçланаççĕ. Пĕрин çине теприне хăпартса вырнаçтарнă чул кӳлепесем речĕпех тăраççĕ — юр кĕлетке пек, анчах та çакă йăлтах çут çанталăкра хăй тĕллĕн пулса иртет. Темĕнле асамлă вырăн… Çанталăкпа киленсе пытăмăр. Тундра… Пуш хирти пек. Анчах та унта йĕри-тавра — хăйăр, кунта вара — тап-таса, никам та пырса перĕнмен, пĕр йĕр те çук юр, юр, юр… Тӳпе вырăн-вырăн çĕр çинех анать — çул тăвалла хăпарать. Тӳпе кăвакăн-кĕренĕн ялкăшать. Териберкăна çитнине сисмерĕмĕр те. Туристсен пĕр ушкăнĕн машини юр тыткăнне çакланма ĕлкĕрнĕ. Пирĕн гид ăна пĕчĕк автобуспа çаклатса кăларма мекеçленчĕ — вăй çитереймерĕ. Халăх хĕвĕшрĕ кăна. 6 метр çӳллĕш чуччу патĕнче сивве пăхмасăр 10-15 çын черет тăратчĕ. Айккинерех — хумсем çыран хĕррине кăларса пăрахнă пысăках мар карап. Ăна каялла тĕртсе кĕртмешкĕн пысăк укçа кирлине палăртрĕ гид. Этем мар, çут çанталăк хăватлăрах иккенне палăртса айккăн чалăшса тăлăххăн ларать карап. Тĕрĕссипе, тăлăх мар-ха, ун патĕнче туристсен ушкăнĕ явăнчĕ. Эпир те тутăхма ĕлкĕрнĕ тимĕр купи патне çул тытрăмăр. «Левиафанран» юлнă тискер чĕр чун шăм-шакки сехрене хăпартса кăнтарса тăрать. Тата маларах кайсан Аçтаха çăмартисене курма пулнине каларĕ гид. Анчах та унта — тундра, патшалăх упракан тавралăха машинăпа кĕме юрамасть. Вичкĕн çил кастарнине пăхмасăр тинĕс хĕррипе малалла çуранах утрăмăр. Мĕн вăл Аçтаха çăмарти? Ĕмĕрсен хушши хум çапа-çапа çап-çавракалатса янă чул катăкĕсене çапла калаççĕ иккен. Çыран хĕррипе таçта çитиех тăсăлать чул купи. «Пĕлтерĕшлĕ пулĕ ку, — култăмăр эпир. — Аçтаха çулне унăн çăмартисене курма килнинчен пуçларăмăр!» <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.