- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 2 (6503) № 18.01.2024
Аэробистăн кăштах артист та пулмалла
Вăл спорт аэробикипе 6 çултах паллашнă та ăна пĕрре курсах юратса пăрахнă. Шупашкарта çуралнă Артем Васильев аэробист 19 çул тĕлне Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ, çĕршыв шайĕнчи турнирсенче нумай хут мала тухнă.
Тренер профессине алла илет
Мĕнлерех спорт тĕсĕ-ха вăл — спорт аэробики? Артем каласа кăтартнă тăрăх, ку спортра ăсталăха туптаканăн спортсмен кăна мар, кăштах артист та пулмалла. Мĕншĕн тесен хусканусене кĕвĕ май ташланă евĕр пурнăçламалла. Ăмăртусенче вара жюри членĕсем техникăна мар, артистлăха та тимлеççĕ. Çăмăл мар ку: ташланă-хускалнă май сăн-пите кăмăллăн тытасси. Спорта чунпа парăннă Артем Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Кĕçех вăл тренерпреподаватель профессине алла илĕ. Алла илнĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Яша тренер ĕçне шаннă ĕнтĕ — вăл икĕ ушкăна акробатика ăсталăхне ăса хывма вĕрентет. Чăваш Енри спорт аэробикин командин спортсменĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Ирхине, кăнтăрла — занятисем, каçхи 6 сехетрен пуçласа 9 çурăччен — тренировка. Вĕсем кунсеренех иртеççĕ. Унсăрăн май çук. Вăл çакнашкал пурнăç йĕркине хăнăхнă ĕнтĕ. Занятисем хыççăн килне апатланма кĕрсе тухать те «Спартак» физкультурăпа спорт комплексне васкать. Пушă вăхăт питĕ сахал пулин те Артем тусĕсемпе тĕл пулма, савнă хĕрĕпе хутшăнма май тупать. Сăмах май, вăл та спортсменка. Вĕсем пĕр-пĕрне хавхалантарсах тăраççĕ. «Тренировка туни кунсеренех кирлĕ, ӳркеве çĕнмеллех. Унсăрăн тем çитмест пек туйăнать. Спорт аэробики мана кăткăслăхĕпе тата илемĕпе илĕртрĕ. Ачаранах килĕштертĕм ăна», — каласа кăтартрĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Оксана Дьячук патĕнче ăсталăхне туптаканскер. Кăмăлĕпе сăпайлă каччă хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки сăмах пуçарма кăмăлламасть. Пухмачĕнче — 200 ытла медаль-кубок. Çапах пуç каçăртас, мухтанас йăла çук унăн. Ачаранах унпа ĕçленĕ тренерĕ Оксана Сергеевна та çакна çирĕплетрĕ. «Артема кирек мĕнле ĕç те шанма юрать. Шанчăклăскер хăйĕнчен килнине 100 проценчĕпех пурнăçлать. Вăл питĕ тăрăшуллă та пултаруллă. Тепĕр тесен, пирĕн пĕрлештернĕ командăра кашни ача çавнашкал. Çитĕнӳсем патне ăнтăлаççĕ. Раççей командине кĕнисем, сăмахран, Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ», — терĕ чылай вĕренекенĕшĕн иккĕмĕш анне пек пулса тăнă тренер. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Амăшĕн йăлине тăсса халĕ те пашалу пĕçерет
Халăх йăли-йĕркине тытса пыракансем пурри çав тери савăнтарать. Пирĕн патра, Патăрьел тăрăхĕнче, паянхи кун та Кивĕ Çĕнĕ çул каçхине йăвача пĕçерсе çветкене тухнă ача-пăчана сăйлаççĕ. Куславкка округĕнчи Энтри Пасар ялĕнче пурăнакан Алена Турганова та йăх-несĕлĕнчен куçнă йăлана паянхи кун та тытса пырать.
«Эпĕ çак тăрăхрах Кунер ялĕнче Лидийăпа Петр Игнатьевсен çемйинче çуралнă. Атте-анне учитель пулнă. Эпĕ çемьере чи кĕçĕнни. Çавăнпа атте: «Санăн 20 çухрăмран инçерех вырнаçнă яла качча каймалла мар. Пире пăхакан кирлĕ», — тетчĕ. Кивĕ Çĕнĕ çул каçхине хапха урлă çăматă ывăтаттăмăр. Манăн çăматă ялан хĕвел анăç еннелле пăхатчĕ. «О-о-о, эпĕ Мускав еннех качча каятăп», — теттĕм кулса. Асанне çак каç яланах пашалу пĕçеретчĕ. Кайран анне унăн йăлине тăсрĕ. Пĕрин ăшне укçа хуратчĕ. Пиçсе тухсан пире сĕтел айне кĕртсе лартатчĕ те пашалăвне тытса: «Ку кама валли?» — тесе ыйтатчĕ. Эпир ятсене калаттăмăр. Пашалу çине ят çырса пыратчĕç. Ăна çемьери кашни çын валлиех пĕçеретчĕ. Пĕри килте çук пулсан та ун валли хатĕрлетчĕ. Пашалăва хутпа чĕркесе минтер айне хурса çывăраттăмăр. Çав каç курнă тĕлĕк пурнăçланать тетчĕç. Ирхине пĕр-пĕрне каласа параттăмăр. Укçаллă пашалу кама лекет — çавă укçа-тенкĕллĕ, телейлĕ пулать тетчĕç. Анне пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, халĕ эпĕ пашалу пĕçеретĕп. 1986 çулта шкул пĕтертĕм. «Пурте учитель ан пулăр-ха. Урăх çĕре вĕренме кай», — терĕ анне. Ку вăхăт тĕлне аппа та, пичче те пединститутра вĕренетчĕç. Аттепе аннен тăванĕсем пурте учительсемччĕ. Эй, учителех каятăп терĕм. Ун чухне Шупашкарти пединститутра географи вĕрентекенĕсене хатĕрлеместчĕç. Пире, пилĕк хĕре, Волгоградри пединститута географи учительне вĕренме ячĕç. Ун чухне Совет Союзĕ арканманччĕ, çавăнпа практика вăхăтĕнче эпир Вăтам Азири мĕн пур республикăра пулса курнă. Волгоградра следовательсене хатĕрлекен аслă училище пурччĕ. Унта чăваш каччисем те вĕренетчĕç. Вĕсем пирĕн пата чăвашла калаçассишĕнех килетчĕç. Пире Чăвашран килнĕ преподаватель Юст Иванович вĕрентетчĕ. Вăл та ятарласа чăвашла калаçатчĕ», — аса илчĕ Алена Петровна. Аслă шкул пĕтерсен вăл Чăваш Ене таврăннă. Ăна Куславкка районĕнчи Энтри Пасар шкулне географи вĕрентме янă. Çак тарана çитсе вăл тĕрлĕ предмета ертсе пынă: географи, биологи, истори, технологи, общество. Юлашки çулсенче Алена Петровна — библиотекарь те. Чăваш чĕлхи учителĕпе пĕрле ачасене чăвашсен йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарать. «Пирĕн çемьере йăла-йĕркене яланах çирĕп тытса пынă, ăна халĕ те манмаççĕ. Тăванлăха пысăка хураççĕ. Манăн атте Вăрмар районĕнчи Çиçтепе ялĕнче çуралнă. Унта вара тăвансемпе пуçтарăнса Атăл хĕррине çĕр выртмаллах каясси йăлара пулнă. Шупашкарта пурăнакан тăвансем Атăл тăрăх кимĕпе çав вырăна килнине халĕ те астăватăп. Асаттепе асанне ку тĕнчере тахçанах çук ĕнтĕ. Сăпас кунĕнче /ун чухне Çиçтепе ялĕн престол праçникĕ/ чи малтан вĕсен вил тăприйĕ çинче пулатпăр, унтан тĕп киле пуçтарăнатпăр. Çветке чупмалли кун хĕрсем пухăнса юмăç пăхатчĕç. Чашăк çине шыв яратчĕç, юнашар укçа, кăмрăк, çăкăр, тырă, тĕкĕр хуратчĕç. Унтан автан илсе кĕретчĕç. Автанĕ малтан мĕн сăхса илнине кура хĕрĕн упăшки çапла пулать тетчĕç. Эпир те туса пăхнă ун пеккине. Çапах чи интересли Питравраччĕ. Çав кун пирĕн аттен çуралнă кунĕ. Çав кун така пусса шӳрпе пĕçересси, сутта /тултармăш/ тăвасси йăлараччĕ. Питравра ялти тăвансем те пирĕн киле пухăнатчĕç. Чăн-чăн пысăк уявччĕ. «Тăванлăха упрама тăрăшмалла», — тетчĕ атте ялан. Çывăх çыннăмсем çĕре кĕнĕ пулин те вĕсен ырă йăлине упрама тăрăшатпăр. Раштав çитиччен пĕр 2-3 кун маларах пĕтĕм тăван аттепе аннен çуртне пухăнатпăр. Вĕсем вилнĕренпе унта никам та пурăнмасть, çапах тăван киле хупмастпăр. Çимĕкре те пĕтĕм тăван пухăнатпăр. Тăванлăха упрас йăла пирĕн çемьере çеç мар, ялта та çирĕп. Çимĕкре Энтри Пасарĕнче авланнисемпе авланманнисем футболла вылясси тахçантанпах йăлара. Хĕлле урамсем волейболла выляççĕ. Кăçал хĕрарăмсем те командăсем йĕркелерĕç. Хĕрĕмсем Анфисăпа Анна спортпа питĕ туслă. Вĕсем тăрăшнипе пулчĕ ку», — малалла калаçрĕ Алена Петровна. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Журналистăн хăравçă пулмалла мар»
Редакторăн чи хăрушă тĕлĕкĕ — хаçат страницисем пушă тухни. Юрать, ку ыйхăра кăна пулма пултарать. Мĕншĕн тесен «Çамрăксен хаçатне» кăсăклă та çивĕч статьясемпе пуянлатассишĕн Ирина Алексеева редакторпа корреспондентсем ырми-канми тăрăшаççĕ. «Хăшĕ-пĕри хаçат валли интервью памах çуралнă пуль, хăйсем пирки шакăртаттарса каласа кăтартаççĕ. Эпĕ вĕсен вырăнĕнче пулас тăк мĕн каласа парăттăмччĕ-ши?» — шухăшланă Ирина кашнинчех алла диктофон тытсан. Мĕнех, çак самант çитрĕ.
«Ыттисем пĕлменнине ыйтса пĕлмелле»
— Ирина, эсĕ хаçатра пичетленнĕ кашни сăмахшăн яваплă темелле. Мĕнлерех вăл, кунсерен çавнашкал яваплăха туйса ĕçлесси? Стреса кĕртсе ӳкермест-и çакă?
— Малтанхи вăхăтра, паллах, пăшăрханаттăм, редактор тивĕçĕсене пурнăçласси шиклентеретчĕ, стресс та пулнă ĕнтĕ. Тума пултарайман ĕç пек туйăнатчĕ ку. Яваплăх пирки калас тăк — вăл пысăк. Мĕншĕн тесен сăмах вăйĕ хăватлă. Сăмах вĕлерме те пултарать тесе ахальтен каламаççĕ. Çавна май хаçат редакцийĕ пичетленнĕ кашни сас паллишĕн, сăмахшăн яваплă. Хаçата пичете ярас умĕн темиçе хут вулатпăр. Халĕ, технологисем аталаннă вăхăтра, ĕçлеме çăмăлрах. Корреспондентсемпе вулакансем çырнă статьясене компьютертах вуласа тӳрлететĕп, унччен хут çинче ручкăпа çырма тиветчĕ. Типографие ярас умĕн хатĕр хаçат страницисем редактор, корректор, дежурнăй редактор, тĕп редактор алли витĕр тухаççĕ.
— Çынсем хăйсем пирки çырнă статьяпа яланах кăмăллă юлаççĕ-и?
— Кирек мĕнле ĕçре те кăлтăксем тупăнаççĕ. Паллах, эпир те пурне те хĕвел пек юраймастпăр. Пĕррехинче корреспондент Çĕрпӳ округĕнче пурăнакан «вăрçă ачи» пирки çырчĕ. Вăл ватă арçын патне кĕрсен унăн куç умне тирпейсĕрлĕх тухса тăнă. Корреспондент статьяра ачисем ашшĕне лайăх пăхманшăн куляннине палăртнăччĕ. Статья пичетленнĕ хыççăн редакцие «вăрçă ачин» ывăлĕ килсе çитрĕ, ашшĕне лайăх тимленине ĕнентерме тăрăшрĕ.
— Апла журналистăн хăш-пĕр саманта курмăш-илтмĕш тумалла-и? Асăрхасан та çырса кăтартмалла мар-им?
— Унашкал самантсенче тӳррĕн мар, çавăрттарса, шахвăртса çырса кăтартма пулать. Алина Изман /халĕ — Ильина/ корреспондент пĕррехинче патшалăх хăпартса панă çуртра пурăнакан çемье патне статья çырма кайнăччĕ. Çурчĕ илемлĕ, пластик чӳречеллĕ. Анчах корреспондент хуçисем хăтлă пӳрте хакламаннине, килте тирпей çуккине асăрханă, шап-шурă пластик чӳрече янахĕ çинче таса мар çатма ларнине курнă. Ку саманта вăл статьяра палăртмасăр хăварман, анчах кун пирки уççăн мар, çавăрттарса каланă. Критика кирлĕ паллах. Шăпах вак-тĕвек самантсемпе статья интереслĕрех пулать. «Вулакансене çыннăн биографийĕ, унăн наградисем, вăл ăçта ĕçлени интереслĕ мар. Унран ыттисем пĕлменнине ыйтса тĕпчемелле, унăн чунне тавăрса кăтартмалла», — тетчĕ «Çамрăксен хаçачĕн» унчченхи редакторĕ Дмитрий Моисеев.
— Эсĕ кашни округах çитсе курнă, тем тĕрлĕ çынпа та курса калаçнă. Асра юлнă çул çӳрев пирки каласа кăтарт-ха.
— Йăлтах каласа кăтартас тăк çирĕм пĕр тĕслĕх тупăнать. Кашни округ пирки интереслĕ тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Çĕрпӳ районĕнчи пĕр пĕчĕк яла кайрăмăр, унта икĕ арçын çеç пурăнатчĕ, вĕсем те пулин пĕр-пĕринпе хутшăнмастчĕç. Пĕри хаклă телескоп туянни пирки каласа кăтартрĕ. Хăйĕн çурчĕ вара тăйлăк-майлăк, пĕр çĕнĕ япала та, электричество та çукчĕ. Пӳрте кĕрсе тăтăмăр та — сĕтел çинче тем пысăкăш çĕçĕ выртать. Хăранипе часрах тухса тартăмăр. Чăнах та, хăйне евĕр çынччĕ вăл. «Эпĕ çуралнă чухне 1600 грамм кăна тайнă. Мана арăм тума илемлĕ, йăрăс пӳллĕ хĕр кирлĕ — пирĕн ачасем те хитре пулччăр», — тенĕччĕ. Вăл телескоппа Крыма кайса бизнес пуçарас шухăшлăччĕ. Унпа çынсене çăлтăрсем кăтартса укçа ĕçлесе илесшĕнччĕ. Çак арçын патĕнчен тухсан çырма урлă каçса тепĕр яла, тĕне кĕмен çынсем пурăнакан çĕре, çитрĕмĕр. Кĕркуннеччĕ, шăнса ĕнтĕркерĕмĕр. Пĕр хуçалăхăн алăкĕнчен кĕтĕмĕр кăна — кил хуçи: «Ма кунтан кĕтĕр? Вилĕм илсе килтĕр!» — тесе хирĕç вирхĕнсе тухрĕ. Статья çырма килнине пĕлтерсен: «5 пин тенкĕ», — терĕ те чăнласах, те шӳтлесе. Анчах статйи ăна укçа тӳлемесĕрех пичетленсе тухрĕ. Журналистăн хăравçă пулмалла мар, унсăрăн интереслĕ статья тупма йывăр. Унашкал çынсем патне пĕччен мар, «напарникпе» каймалла. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Ман çинчи кĕпе пекки урăх никамăн та ан пултăр теттĕм»
2024 çулта рубрика ярăмне СанктПетербургра тымар янă чăваш хĕрарăмĕнчен Алиса ШАРПАЕВА çĕвĕ ăстинчен пуçлас терĕм. Унпа чуна уçса калаçсан йывăрлăхсен умĕнче нихăçан та пуç усмалла маррине тепĕр хутчен ĕнентĕм.
Амăшĕнчен куçнă ăсталăх
— Алиса, пĕлтĕр Санкт-Петербургра иртнĕ Акатуйра эсĕ çĕленĕ чăваш тĕрриллĕ кĕпепе саркалантăм кăна. Санăн кĕпӳсене модельсем подиум çинче Санкт-Петербургра çеç мар, Мускавра та кăтартаççĕ. Çак ăсталăх камран куçнă сана?
— Эпĕ Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнче çуралнă. Хĕр чухнехи хушаматăм — Павлова. Маншăн атте-анне тĕслĕх вырăнĕнче. Атте вăрман турттарнă, шкулта завхозра тăрăшнă. Хисеплĕ çын пулнă. Ялта ăна Семен Павлыч тесе чĕнетчĕç. Анне ĕмĕрне çĕвĕçре ĕçлесе ирттернĕ. Калама çук ылтăн алăллăччĕ. Анне КБОра çĕленĕ тумсене сӳтсе çĕнĕрен çĕлесе паратчĕ. Çемьере улттăн ӳсрĕмĕр: эпĕ, аки, ыттисем — арçын ача. 4-мĕш класранпа колхоз уйĕнче тар тăкма пуçларăм. Стаж ачаран пулнăран пенси укçи кăштах хушăнчĕ /кулать. — Авт./. Кăçал кĕпесем çĕлеме пуçланăранпа 31 çул çитрĕ. Ку ĕçе часах пуçлаймарăм, 29 çулта кăна вĕрентĕм. Анне çĕвĕ машинине çĕмĕресрен хăраса ăна пире тыттармастчĕ. Ку ĕçпе çемьене тăрантарнă-ха та вăл. «Çĕвĕç ан пулăрах, питĕ кăткăс ĕç», — тетчĕ вăл акипе иксĕмĕре. Хирург ĕçĕ пекех-çке вăл. Ялти пурнăç питĕ йывăр. Шкул хыççăн хулана савăнсах тухса кайрăм. Тусăмпа самолетпа вĕçрĕмĕр. Анчах пире Ленинграда мар, унпа юнашар Колпино хулине илсе çитерчĕç. Халь вăл Санкт-Петербург йышĕнче шутланать. Ун чухне пĕчĕк хула çеçчĕ. «Эх, яла ялпа улăштартăм», — кулянса шутларăм ăшра.
— Еплерех кĕтсе илчĕ сире ют тăрăх?
— Çитнĕ-çитмен крановщицăна вĕренме заявлени патăм. Унта пурăнакан туссем çапла сĕнчĕç, «Лайăх, пысăк шалуллă професси», — терĕç. Эпир, ялтан килнĕ виçĕ хĕр, крановщицăна пĕр çул вĕрентĕмĕр.
— Ку ĕçрен епле хăрамарăн? Манăн çĕр çинче утса çӳренĕ чухне те пуç çаврăнать те, кунта вара ав мĕн çӳллĕшĕнче ĕçлемелле!
— Пирĕн курсра 3-4 каччă çеçчĕ. Ялтан килнĕ виçĕ пикерен эпĕ çеç çак ĕçре юлтăм. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçлеме пăрахман-ха. Хăрушлăх пысăк пулсан та хамăн ĕçе юрататăп. Темĕн те сиксе тухать, экстремаллă лару-тăрăва темиçе хут та лекрĕм. Турра шĕкĕр, чĕрĕ юлтăм. Пĕррехинче чутах вилеттĕм. Рельспа кусакан крана аран-аран чарнă хыççăн çав тери хăранипе чĕтресе макăрса ятăм. Ниепле те чарăнаймастăп. Тимĕр-тăмăр цехĕнче 21 çул ĕçлерĕм. Унтан тепĕр тимĕр-тăмăр цехне куçрăм. Эпĕ яланах виçĕ сменăпа ĕçленĕ. 50 çул тултарнă чухне РФ Промышленноç министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕм.
— Халь эсĕ çĕвĕç ĕçне мĕншĕн кăмăлланине ăнлантăм. Арçын профессийĕнче тăрăшнăран хĕрарăм ĕçне çапла та пулин компенсацилес терĕн-и?
— Мĕн ачаран анне çĕвĕ машини умĕнче ларнине курма хăнăхнăран çак туртăм хăех чуна вырнаçрĕ пуль. Эпĕ чаплă çĕвĕç пулма ĕмĕтленеттĕм. Анчах кун пирки никамах та каламан. Ман çинчи кĕпе пекки урăх никамăн та ан пултăр теттĕм. Ыттисенчен уйрăлса тăрас килетчĕ. Çĕнĕ кĕпе тăхăнсан кăмăл та урăхла вĕт: вĕçсе утатăн. Пирĕн ялти çурт çунса кайрĕ. Ун чухне аннен «Зингер» çĕвĕ машини те юрăхсăра тухрĕ. Анне питĕ вăйлă макăрчĕ. Ерипен çĕнĕ çурт çĕклерĕмĕр. Харăсах икĕ уяв пултăр тесе /укçа та перекетлес килнĕ пуль/ çĕнĕ пӳрт ĕçкипе пĕрле туй та турăмăр.
— Ак тата…
— Пулас мăшăрпа хĕр туссем Ленинградра паллаштарчĕç. Пĕр чăваш хĕрĕ, унтан тепри, кайран виççĕмĕшĕ çемьеленчĕç те, вĕсен мăшăрĕсен юлташĕсен хушшинче ман валли те савни тупăнчĕ. «Авланас тесен атя Чăваша, атте-анне патне», — терĕм. Малтанхи кун çĕнĕ пӳрт ĕçки турăмăр, тепĕр кунхине туй кĕрлеттертĕмĕр. Упăшка тивĕçлĕ канăва тухиччен слесарь-сборщикре ĕçлерĕ.
— Туй мыскари халь те манăçман тесе кулса аса илетĕн ав.
— Хатĕрленес тесе яла маларах çитрĕм. Мăшăр туя пиччĕшпе самолетпа вĕçсе килчĕ. Ăнсăртран сиксе тухнă сăлтава пула вĕсене виçĕ сехет кĕтме тиврĕ. Машинăпа кĕтсе илтĕмĕр. Руль умĕнче пĕртăванăм ларчĕ. Киле хăвăртрах çитес тесе ПАИ посчĕ умĕнчен çил пек вĕçтерсе иртсе кайрăмăр. Инспекторсем хыçран хăвалама пуçларĕç. Хăваласа çитсен пост патне каялла илсе кайрĕç. Пире вара ялта туй халăхĕ кĕтет. «Тархасшăн, ан штрафлăр, эпир туя васкатпăр, пирĕн çырăнмалла», — тесе вĕсен чунне витертĕмĕр. Вара нумай тытса тăмарĕç. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать