Çамрăксен хаçачĕ 51 (6501) № 28.12.2023

28 Дек, 2023

Çĕнĕ çул кĕрекине çĕнĕ çуртра ларĕç

Канаш тăрăхĕнчи Атнаш ялĕнче пурăнакан Леонтьевсем Çĕнĕ çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Чăннипех те савăнма сăлтавĕ пур! Ултă ачана пăхса ÿстернĕ Ольга Леонтьева хăй вăхăтĕнче патшалăх программипе усă курмашкăн черете тăнă. Кăçалхи çу уйăхĕнче патшалăх вĕсем валли çурт хăпартма тытăннă. Вăхăт нумаях та иртмен — кĕркуннене кĕрсен туса пĕтернĕ. Халĕ пÿрте шалтан хăтлăлатас ĕç вĕçленсе пырать.

Ултă ачапа тăрса юлнă

Упăшки 12 çул каялла йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ хыççăн Ольга ултă ачипе тăрса юлнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем ăна нумай ачаллисене пулăшакан федераци программи пуррине пĕлтернĕ. Ольга черете тăрас тесе пĕр тăхтамасăр документсем пухма тытăннă. Иртнĕ çул вĕçĕнче Леонтьевсене вĕсен черечĕ кĕçех çитессине пĕлтернĕ. Ольга хăй те нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Вăл çак тăрăхрах Матьшÿ ялĕнче Нинăпа Сергей Леонтьевсен çемйинче 1974 çулта çуралнă. Пиллĕкĕн пĕртăван ÿснĕ вĕсем. Шел те, ашшĕ Ольга пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне çĕре кĕнĕ. Амăшĕ пурнăçĕ кăштах çăмăлланасса шанса пилĕк ачипе Ульяновск облаçне куçса кайнă. Ачисем унтах шкул пĕтернĕ. Ольга 11-мĕш класс хыççăн Ульяновск хулинчи училищĕре вĕренсе специальноç илнĕ. Унтан, 1996 çулта, Канаш тăрăхĕнчи Атнаша куçса килнĕ. Çавăнтанпа вăл çак ялта пурăнать. Кунтах пулас мăшăрĕпе Николай Евграфовпа паллашса çемье çавăрнă. Мăшăрланнине çирĕплетсе хут уйăрттарман вĕсем. Николайпа Ольга ултă ача çуратнă: икĕ хĕр те тăватă ывăл. Асли Марина Мускавра медсестрара ĕçлет. Иккĕмĕш хĕрĕ Светлана — çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ывăлĕсем, Сашăсăр пуçне, амăшĕ çумĕнче. Саша Калининград облаçĕнче хĕсметре тăнă вăхăтра çарта юлма контракт çырнă. Халĕ вăл ятарлă çар операцине хутшăнать. Иртнĕ çул Çĕнĕ çул умĕн Саша отпуска килсе çемйине савăнтарнă. Паллах, ывăлĕ амăшне кулянтарас мар тесе йăлтах каласа памасть. Çапах Ольга вăл малти линие час-часах кайни çинчен шăллĕсемпе калаçнине илтнĕ. Çав вăхăтра Саша, паллах, килтисемпе час-часах çыхăнаймасть. Амăшĕ ытла ан кулянтăр тесе интернет лайăх тытманнипе çыхăнăва тăтăшах тухайманнине калать. Анчах амăшĕн чĕри пурпĕрех сисет-çке. Вăл ывăлĕ чĕрĕ-сывă киле таврăнтăр тесе кĕлтăвать. Ольгăн тăван шăллĕ Дмитрий те ятарлă çар операцийĕнче, вăл унта мобилизаципе кайнă. «Нумаях пулмасть вăл çухални çинчен пĕлтерчĕç. Те чĕрĕ, те тыткăна лекнĕ — нимĕн те пĕлместпĕр. Виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ унран хыпар çук», — шухăшлăн калаçрĕ Ольга. Нумай ачаллă çемьере пăшăрханмалли тупăнсах тăрать. Ачисем пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕ вĕсем хăçан ÿсĕç-ши тесе шутлать. Ывăлĕ-хĕрĕ ÿснĕ чухне Ольгăн нумай тăрăшма тивнĕ. Атнаш ялне куçса килсенех вăл фермăна ĕне сума вырнаçнă. Паянхи кун та çавăнта ĕçлет. Дояркăн ĕçĕ илĕмтилĕмпех пуçланать. Вăл ĕçе тухса кайнă чухне ачисем çывăрса юлнă. Килте вара вĕсене пăхакан ватăсем пулман. Çавăнпа аслисен кĕçĕннисене астума тивнĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   


Хĕл Мучи-таксистăн кашни рейсĕ кăсăклă иртет

«Часах çитетĕп, Аслă Устюгран килетĕп вĕт!» — шÿтлерĕ телефонпа шăнкăравласан Алексей Потапов. Чăннипе, çав кун çанталăк та Хĕл Мучин тăван çĕршывĕнчи евĕрччĕ тейĕн: кунĕпех юр вĕçтерчĕ, наччасра кăпăш кĕртсем ÿссе ларчĕç… «Хĕлле йăмăкăм паян алхасать-ха, часах лăпланĕ», — Çĕнĕ çулăн чăн-чăн асамçи пек ытарлăн калаçрĕ вăл.

Сехет те парнеленĕ

Алексей Николаевич — хальхи вăхăтри Хĕл Мучи. Раштав-кăрлач уйăхĕсенче вăл шурă çăмăл машинăпа Шупашкар урамĕсемпе вĕçтерсе çÿрет. Ытти чухне таксистра вăй хуракан арçын уяв умĕн Хĕл Мучие çаврăнать. Саккăрмĕш çул ĕнтĕ вăл хăйĕн транспортне капăрлатса çула тухать. Салонра — гирлянда, цветомузыка, пĕчĕк шăнкăравсем, тул енчен вара транспорта Çĕнĕ çул сĕмĕллĕ тĕрлĕ наклейкăпа илемлетнĕ. Кунашкал асамлă таксие ларакансем, паллах, хавасланаççĕ, вĕсен кăмăлĕ çĕкленет, сăнне кулă çутатать. Ачасем уйрăмах хĕпĕртеççĕ. Ара, Хĕл Мучипе юнашар ларса пыраççĕ-ха та! Вăл канфетпа хăналасан вара пушшех савăнаççĕ. Шăпăрлансене кăна мар, аслисене те руль умĕнчи Хĕл Мучи парнепе хавхалантарать, Çĕнĕ çул юррисене ярса пĕрле юрлама сĕнет. «Хĕллехи асамçăн кĕрĕкĕпе такси рулĕ умне ларма пуçласан ман тавра хаваслă çын нумайланчĕ. Мана килĕшет ку. Çÿç кăвакаричченех çынсене савăнăç парнелеме шухăшлатăп. Хĕл Мучин кашни рейсĕ кăсăклă иртет. Юрлама сĕнсен клиентсем вăтанаççĕ. «Эпĕ ача ÿсĕмĕнчен тухнă ĕнтĕ», — теççĕ. Эпĕ чунпа яланах çамрăк пулмалли пирки калатăп. Çынсене лайăх кăмăл-туйăм парнелес килет. Кулленхи пурнăçра вĕткеленнĕ май эпир савăнăç пирки манатпăр. Ĕç нумай чухне уяв пирки шухăшлама вăхăт та çук. Эпĕ вара кун пирки аса илтеретĕп пек пулса тухать: манăн машинăна ларакан пассажир Çĕнĕ çул сĕмне туйса илетех», — калаçрĕ шур сухалне кăмăллăн сăтăркаласа 45 çулти Хĕл Мучи. Хĕрлĕ кĕрĕклĕ таксиста парнепе савăнтаракан та чылай. Нумаях пулмасть пĕр арçын Алексей Николаевича ырă сунса «Монтана» сехет тыттарнă. Пĕррехинче вара хăйне евĕр таксие ывăннă сăнлă арçын ларнă та… шалтах тĕлĕннĕ. Кунашкал транспорта пачах кĕтменскер хавасланнă, шур сухаллă водительпе пĕрле уяв юррисем шăрантарнă. «Ĕç ăшне пуçĕпех путнăччĕ эпĕ, тахçанах асамлăха ĕненме пăрахнăччĕ. Мана кура ачасем те пурнăç çине урăх куçпа, кичемрех, пăхма пуçларĕç», — тенĕ вăл. Вырăна çитсен хавхаланнăскер водителе Грузи эрехне парнеленĕ. Унăн ачисем ашшĕне Хĕл Мучи леçнине курсан вăл пуррине çĕнĕрен ĕненме пуçланă. Чÿречерен сăн ÿкерсе йăл-йăл çиçнĕ. Тепĕр кунхине çак арçын асамçă-таксист патне шăнкăравланă, ывăлĕ-хĕрĕ капăр машинăпа ярăнасшăн иккен. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


«Сцена çине тухăп тесе нихăçан та шухăшламан»

Пурнăç асамлă кĕтменлĕхсемпе пуян. Шăпа паракан телее вăхăтра туйса ĕлкĕрмелле. Шупашкарта кун Çути курнă Елена СЕРГЕЕВА чĕрине итлесе модель пулса тăнă та… таса та Çута ĕмĕчĕсене чăнлăха Çавăрнă. Çĕнĕ Çул умĕн вăл чунне уçма килĕшрĕ.

Парковкăри тĕлпулу

— Елена, эсĕ — ЮТВ телеканал çулсерен йĕркелекен «Персона года» конкурс çĕнтерÿçисенчен пĕри. Аллуна диплом тытсан çурăм хыçĕнчи мăшăр çунату тата çирĕпленчĕ ахăртнех?

— Эпĕ сцена çине диплом илме çеç мар, чăваш эстрада юрăçи пек те тухрăм. Икĕ юрă шăрантартăм. Вĕсене халăх ăшшăн йышăнни пушшех те хавхалантарчĕ.

— Эсĕ подиум тата чăваш эстрадин сцени çине кĕтмен çĕртен тухнине йăл кулса аса илетĕн. Ку пулăм пĕр кăсăклă самантпа тачă çыхăннă вĕт-ха.

— Профессипе эпĕ — бухгалтерэкономист. Виçĕ çул каялла бизнеспа çыхăннă курсра пĕлÿ пухрăм. Машинăна парковкăна лартнă вăхăтра Данила Ленский телепродюсера ăнсăртран тĕл пултăм. Вара маншăн юмах евĕр пурнăç пуçланчĕ. «Лена, эпир «Мисс краса Чувашии» конкурс йĕркелетпĕр. Унта шăп та лăп сан пек чиперуксене йыхравлатпăр. Эсĕ питĕ илемлĕ. Атя, хутшăн», — терĕ Данила. Ун чухне хама тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхас кăмăл пысăкчĕ. Çапла вĕренме каяс вырăнне Данила Ленскипе ЮТВ телеканал офисне çитрĕм. Çĕнтерÿçĕ пулса финала лекрĕм. Хавхалансах кайрăм. Мускавра иртекен «Мисс бикини» илем конкурсне хутшăнма шутларăм. Унта гран-при çĕнсе илтĕм. Кайран Македонири илем конкурсне лекрĕм. Унта та çĕнтертĕм. Кун хыççăн Дубая чĕнчĕç. Çак конкурссене упăшка спонсор пулнипе хутшăнма пултартăм. Дубайри уяв питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Сăмахран, Андело Эстера модельер Дубайри король çемйи валли тумтир шутласа кăларать. Унăн туй кĕписене рекламăларăмăр. Малтан çав кĕпесене отельти подиум çинче кăтартрăмăр.\Крымра иртекен «Крымская неделя моды» илем конкурсне хутшăнма та пÿрчĕ. Телейĕм пурах-тăр. Эпĕ яланах подиум çине пĕрремĕш тухакан пикесенчен пĕриччĕ. Жюри чи малтан кама астуса юлать-ха? Паллах, чи малтанхисене. Чаплă тăватă коронăран пĕрне Чăваш Ене илсе килтĕм.

— Бухгалтер-экономист ĕçĕ — яваплă профессисенчен пĕри.

— Çак ĕçе юратма мана атте вĕрентрĕ. Вăл — Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Старак ялĕнчен. Атте пурăннă чухне Шупашкарта çурт-йĕр тăвас енĕпе вăй хуратчĕ. Нимрен те хăрамастчĕ. Яланах типтерлĕ, шукăль тăхăнатчĕ. Анне — Шупашкар округĕнчи Малтикасси ялĕнчен. Унăн чунĕнче нихăçан та кĕвĕçÿ туйăмĕ пулман. Вăл та çурт-йĕр тăвас енĕпе тăрăшатчĕ. Эпĕ Шупашкарта кун çути курнă. Атте-аннерен тĕслĕх илсе стройкăна çул тытрăм, хамăн профессипе ĕçлерĕм. Мĕн пытармалли? Кунта чăн-чăн маттурсем ĕçлеççĕ. Яваплăх пысăк. Пĕр хушă бухгалтер курсĕнче çамрăксене те вĕрентрĕм. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.