Тантăш 45 (4865) № 16.11.2023

16 Ноя, 2023

Гарибальди замокне çитме ĕмĕтленет

Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕнче шкулсен çуллахи çул çÿрев программи вăй илчĕ. Кашни ачан хăйĕн регионне, аваллăхпа историе, республикăри паллă предприятисене, культурăпа наука учрежденийĕсене пĕлмеллех. Асăннă программăн тĕллевĕ – çуллахи вăхăтра шăпăрлансене канмашкăн лайăх условисем туса парасси, вĕсене малалла аталанма пулăшасси тата патриотизм туйăмне вăйлатасси. Ачасене пулăшма ятарласа «Манăн çул çÿревсен кĕнеки» дневник хатĕрленĕ. Вăл шухăш-кăмăла çырмалли блокнот кăна мар, унта республикăри интереслĕ экскурси обекчĕсене те кĕртнĕ. Елчĕк округĕнчи Елчĕк шкулĕнчи Саша Кузьмин шăпах чи хастар çул çÿревçĕсен йышне кĕнĕ ачасенчен пĕри. Вăл кăçал çуллахи каникула калама çук интереслĕ те усăллă ирттернĕ. Çамрăк çул çÿревçĕ хăй çитсе курнă вырăнсемпе пире те паллаштарма кăмăл турĕ.

ÇУТĂ ĔМĔЧĔ ПУРНĂÇЛАННĂ Елчĕкре пурăнакан Кузьминсен çемйи çул çÿреме юратать. Çуллахи вăхăтра килте ахаль лармаççĕ вĕсем. Уйрăмах Раççей тăрăх курса çÿреме килĕшет Кузьминсене. Виçĕ-тăватă çул каялла ăçта кăна çитсе курман-ши вĕсем? Çемьепе Санкт-Петербурга, Мускава, Йошкар-Олана, Ивановăна тата ытти чылай хулана канма кайнă. Саша кашнинчех хаваспа çула тухнă. «Çуллахи çул çÿрев программи пирки илтсен савăнтăм. Манăн тахçанах хамăр республикăри паллă вырăнсемпе паллашас килетчĕ. Мĕн чухлĕ музей Чăваш Енре, вĕсем пирки урокра каласа кăтартни тăрăх тата вуласа кăна пĕлнĕ. Хам çитсе курма ĕмĕтленеттĕм. Республикăри тĕрлĕ предприяти-фирма ĕçĕ-хĕлĕ те интереслентеретчĕ. Кăçал çав çутă ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ», — савăнса каласа кăтартрĕ Саша. Çĕнĕ программăпа килĕшÿллĕн ытти ачапа пĕрле вăл çулла Канаш округĕнчи Мăкăр кĕперĕ патне, «Ясна» этнокомплекса, Шупашкар округĕнчи Ишек ялĕнчи тавра пĕлÿ, Етĕрнери ÿнерпе тавра пĕлÿ, Шупашкарти Василий Чапаев, Никита Бичурин, Трактор историйĕн, Чăваш наци, А.Г. Алексеев ячĕллĕ медицина историйĕн музейĕсене тата чылай-чылай предприяти-фирмăна çитсе курнă. Çитес кунсенче каллех çул çÿреве тухма палăртнă. Ку хутĕнче республикăри тĕрлĕ тавар, апат-çимĕç туса кăларакан предприятисемпе паллаштарĕç. <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


«Музыка ИНТЕРЕСНЫЕ ФАКТЫ «Музыка для меня – часть души»

26 октября этого года Главой Чувашской Республики Олегом Николаевым подписано распоряжение «О назначении именных стипендий Главы Чувашской Республики обучающимся общеобразовательных организаций и организаций дополнительного образования в сфере культуры и искусства». В число пяти стипендиатов от организаций дополнительного образования вошла учащаяся фортепианного отделения Чебоксарской детской музыкальной школы ; 5 им. Ф.М. Лукина Анна Иванова.

Аня учится в шестом классе 5-й гимназии города Чебоксары, а также обучается в Чебоксарской музыкальной школе ; 5 им. Ф.М. Лукина у преподавателя Ирины Шмелевой. За время обучения в музыкальной школе Анна достигла больших успехов в исполнительском мастерстве и в этом огромная заслуга ее преподавателя. В творческой копилке Ани большое количество наград, которых она удостоилась благодаря своему упорному труду. Говоря об увлечениях, которые заполнили ее сердце, она отмечает: «Мое сердце замирает каждый раз, когда я окунаюсь в мир бархатных клавиш пианино или наполняюсь магией легких и плавных движений. Музыка для меня – часть души». Творческая молодежь – это настоящее сокровище. Она обладает уникальными талантами, которые проявляются во всем, начиная танцами и заканчивая пением. Ее способности и креативность поражают, и они могут вдохновить и восхитить всех вокруг. Наша героиня не только играет на фортепиано, но и с шести лет занимается танцами в коллективе «Этуаль». Для нее танец – это инструмент, который позволяет сформировать естественную грацию и гибкость. Девочке нравится передавать эмоции и идеи через движения своего тела. Она отмечает, что танец способствует созданию настоящей магии на сцене, захватывая зрителей своей энергией и страстью. Говоря об увлечениях юного дарования, нельзя не отметить ее заслуги. Она неоднократно становилась победителем многих творческих соревнований: Республиканского форума «Одаренные дети Чувашии», республиканского отборочного этапа Молодежных Дельфийских игр России в Чувашской Республике, Всероссийского конкурса юных пианистов «Играем Баха», Международного фестиваля-конкурса вокально-хореографического, театрально-художественного и инструментального творчества «Калейдоскоп талантов», Всероссийского вокальноинструментального конкурса «Хаваслžх», Всероссийского фестиваля-конкурса «Úмúт», Межрегионального фестиваля-конкурса «От ДО до СИ», который прошел в городе Ульяновск, Всероссийского конкурса исполнителей-инструменталистов «Мозаика» в городе Волгоград и других. Творческие заслуги Анны уже были оценены на самом высоком уровне – в 2022 году она вошла в число стипендиатов главы администрации города Чебоксары для одаренных и талантливых детей и молодежи. <...>

Ангелина ПЫРКИНА

♦   ♦   


Чебоксарские «Добрята»

Герои сегодняшней рубрики – чебоксарские ребята из 54-ой школы. Начинающие журналисты печатаются в российской прессе. В журнале «Добрята», который распространяется по всей России, традиционно появляются статьи юных чебоксарских школьников еще с первого класса.

НАШИ ИНТЕРЕСЫ

О чем же пишут юные корреспонденты? Конечно, о том, что их интересует, что им нравится – о своих домашних питомцах, путешествиях. Родители тоже вносят свою лепту – снимают интересные кадры, помогают в организационном и техническом направлениях. Из города Томска, где издается журнал, с нетерпением ждут первоклассники свежую прессу, чтобы увидеть там свои творения и ознакомиться с творчеством ребят из разных уголков нашей страны.

СВЕЖИЙ НОМЕР

Только что вышел ноябрьский номер журнала «Добрята». Юные корреспонденты – первоклассники опубликовали в нем 11 своих статей. Малика Басырова написала про своего пушистого друга Пушка, Карим Мифтахутдинов – про кучерявого барашка Черныша. Александр Воробьев рассказал про любимого пса Бима, Георгий Павлов – про дружбу кошек, Мария Миронова – про ежика. В рубрике «Живая природа» Алексей Александров написал очерк «Дуб-великан», Александр Воробьев – «Как я вырастил подсолнух?», Алексей Александров поделился, как сделать рисунок на воде. Катя Григорьева поведала про свои впечатления о парке «Тайган» в Крыму и о 60 африканских львах, Анастасия Васильева – про Музей поездов в СанктПетербурге, Кирилл Степанов – про достопримечательность Канашского округа – Мокринский мост. <...>

Лена Атаманова

♦   ♦   


Менделеев класĕнче пĕлÿ пухаççĕ

Тĕрлĕ опыт тăвасси, пĕр ирĕлчĕке тепринпе хутăштарса çĕнĕ хут¸ш хатĕрлесси, вĕсен реакцине сăнасси, хими енĕпе кăсăклă проектсем хатĕрлесси, задачăсем шутласси — вĕсен чун киленĕçĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире саккăрмĕш класра вĕренекенсем халĕ хими предметне тата тарăнрах ăса хываççĕ. Асăннă пĕлÿ учрежденийĕнче нумай пулмасть Менделеев класĕ уçăлчĕ. Ку — Чăваш Енре пĕрремĕш. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче кунта вĕренекенсем çамрăк менделеевçă пулма, унăн ятне çÿллĕ шайра тытса пыма тупа турĕç.

Вĕренÿ авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчех пуçланнă. Унта саккăрмĕш класа çитнĕ ачасене, уйрăмах çут çанталăк наукисемпе туслисене, суйласа илеççĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсем шăпах Менделеев класне васкаççĕ. Пÿлĕме тĕрлĕ опыт, практика занятийĕ ирттермелли ятарлă лаборатори хатĕрĕсемпе, хими савăт-сапипе, реактивсемпе тивĕçтернĕ. Çамрăк химиксем Д.И. Менделеев ячĕллĕ Раççей химипе технологи университечĕн тĕп программине ăса хываççĕ. Çавăн пекех ачасем хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме те пултараяççĕ. Çак ĕçре вĕсене асăннă университетăн тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими факультечĕсенчи аслăрах курссенче вĕренекен студентсем пулăшса пырĕç. «Химипе математика предмечĕсене тĕплĕн вĕренни шкул ачисене хушма майсем туса парать, унсăр пуçне опытлă вĕрентекенсемпе наставниксем ертсе пынипе наука интересĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Çамрăк химиксене Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» предприятин персоналпа ĕçлекен директорĕ Елена Рогозина та саламларĕ. «Эпир хамăр вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсене сăнасах тăрăпăр, предприятире ачасене курма яланах хавас», — терĕ вăл. Унсăр пуçне Д.И. Менделеев ячĕллĕ Раççей химипе технологи университечĕн специалисчĕсем çак проекта хутшăнакан вĕрентекенсем валли квалификаци ÿстермелли ятарлă курссем те хатĕрленĕ. Менделеев класĕнче халĕ 26 ача ăс пухать. Занятисем – кашни кунах. Интереслĕ лекцисене Д.И. Менделеев ячĕллĕ университетăн преподавателĕсем ирттереççĕ пулсан, практика ĕçĕсене гимнази вĕрентекенĕсемпе пурнăçлаççĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.