- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 44 (6494) № 09.11.2023
«Эсĕ — юмахри лара-тăра пĕлмен Золушка»
Чăваш пикисем çĕршыв кăна мар, тĕнче шайĕнче те иртекен илем конкурсĕсенче çĕнтерни пирĕн халăх пултаруллă, ăслă пулнине çирĕплетет. Юпа уйăхĕнче «MISS INTERNATIONAL» конкурсра Ольга Краснова гран-прие тивĕçнĕ, Полина Васильева — «Пĕрремĕш вице-мисс» ята.
Илем индустрийĕнче
— Ольга, тĕнче шайĕнче иртнĕ илем конкурсĕнчен гран-припе таврăннă ятпа саламлатăп.
— Тавах. «MISS INTERNATIONAL» конкурса 5 çул тултарнисенчен пуçласа 63-рен иртмен хĕрарăмсем хутшăнма пултараççĕ. Раççейрен, Францирен, Казахстанран тата ытти çĕршывран 33 çын килчĕ унта. Конкурс «Астория грант» лайнер çинче иртрĕ. Унта хутшăннă май эпир Хура тинĕсре ишсе, Турцин тинĕс хĕрринче вырнаçнă хулисене курса килентĕмĕр. Конкурсра çĕнтерсен мана коронăпа пĕрле 1 миллион тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Ку конкурсра Шупашкарта çуралнă чăваш хĕрачипе, 7 çулти Полина Васильевăпа, пĕрле пултăм.
— Конкурс условийĕсем йывăрччĕ-и?
— Пĕрремĕш кунхине подиум çине виçĕ хутчен тухрăмăр. Малтан — спорт тумĕпе. Кашни чиперкке конкурс эмблемипе усă курса çĕлеттернĕ футболкăпа шорты тăхăннăччĕ. Кайран подиум çинче наци тумĕпе утрăмăр. Ăна мана туссем парса ячĕç. Виççĕмĕш хутĕнче каçхи кĕпепе тухрăмăр. Иккĕмĕш кунхине пирĕнпе пĕрле пулнă дизайнер-модельерсен кĕписене рекламăларăмăр. Паллă дизайнерăн Вячеслав Зайцевăн тумĕсем те пурччĕ. Виççĕмĕш кунхине «Мисс-бикини» конкурс иртрĕ. Каçхине çĕнтерӳçĕсене чысларĕç. Подиум çинче хама кашнинчех пĕрремĕш хут тухнă пек туятăп. Юлашкинчен Турцири тĕрлĕ хулара уçăлса çӳрерĕмĕр. Стамбула юратса пăрахрăм. Пире кашни кун репетицире утма, йăл кулма, хамăра тытма хăнăхтарчĕç. Маншăн ку йывăрах мар, мĕншĕн тесен эпĕ илем индустрийĕнче 2013 çултанпах тăрăшатăп. Тăван ялтан Шупашкара экономиста вĕренме кĕрсенех çывăх тăванăм мана «Атăл мисĕ» модельсен агентствине ертсе кайрĕ. Унта çур çул ăс пухрăм. Мана ĕçлеме хăварчĕç. Питĕ нумай конкурса хутшăнтăм, çав шутра — Раççей шайĕнчисене те. «Чăваш Ен мисĕ» конкурсра «Пĕрремĕш вице-мисс» пулса тăтăм. Унтан — «Атăл мисĕ», «Атăлçи мисĕ»… Манăн килте — 10 корона, хулпуççи урлă çакмалли 20 ытла хăю.
— Эсĕ Шăмăршă районĕнчи Хайпăла ялĕнче кун çути курнă, чăн-чăн чăваш пики пулса ӳснĕ.
— Аттепе анне иккĕшĕ те çак ялтах çитĕннĕ. Атте тивĕçлĕ канăва тухиччен полицире чылай çул ĕçлерĕ. Анне — ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕ. Аннен пур тăванĕ те кун-çулне медицинăпа çыхăнтарнă. — Ял хĕрĕсем ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ…
— Конкурсран яла таврăнсан тӳрех пахчана тухатăп. Унта ĕç нумай. Хăш чухне ялта ĕçленине сăн ӳкерсе интернета вырнаçтаратăп та конкурса пĕрле хутшăннă хĕрсем шӳтлесе комментарисем çыраççĕ: «Оля, эсĕ — юмахри лара-тăра пĕлмен Золушка».
— Аçупа-аннӳ санăн паянхи ĕçе ырлаççĕ-и? Ара, эсĕ малтан — экономиста, унтан юриста вĕренсе тухнă-çке-ха.
— Хăнăхрĕç пулĕ. Чи пĕлтерĕшли — вĕсем мана хавхалантараççĕ. Кукамайпа асанне конкурс умĕн мана ырă сăмахсем каласа пехиллеççĕ. Асанне çамрăк чухне колхозра вăй хунă, асатте электрикра тăрăшнă. Кукаçие курма тӳр килмен мана, кукамай больницăра медсестрара ĕçленĕ. Çемьере виçĕ пĕртăван. Эпĕ — чи асли, ман хыççăнхи шăллăм Денис — çар çынни. Чи кĕçĕнни Данил 9-мĕш класра вĕренет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /халĕ аграри университечĕ/ экономист дипломне илтĕм. Пĕрремĕш курс хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Атте пек шалти органсенче ĕçлес кăмăл пысăкчĕ. Анчах диплом илсен республикăра Ĕçлев министерствине ĕçе кĕтĕм. Унта 5 çул вăй хутăм. Пĕр евĕрлĕ ĕç ывăнтарнипе кăсăклăраххине тупас килчĕ.
— Çапла, çамрăклăх пĕрре килет… Модель профессине пула халь ав тĕнче курса çӳретĕн.
— Студент чухнех «Студентсен çуркуннине» модель пулса хутшăнаттăм. Патшалăх службинче вăй хунă чухне те «Офис мисĕ» конкурсра пултăм. Ĕçрен кайсан мана тӳрех Сочире иртнĕ «Раççей илемĕ» конкурса чĕнчĕç. Унта жюри членĕпе Беатрис Малаховăпа паллашрăм. Вăл — Мускаври журналсен «Модный дом» медиахолдинг директорĕ. Беатрис мана «Раççей бьюти мисĕ» конкурса чĕнчĕ. Жюрире Вячеслав Зайцев модельер та пулчĕ. Гран-при çĕнсе илтĕм, 60 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Темиçе уйăхран «Тĕнче уçлăхĕн мисĕ» конкурсра пуçа корона тăхăнтартрĕç, 90 пин тенкĕлĕх сертификат тыттарчĕç. Ку укçапа «MISS INTERNATIONAL» конкурса хутшăнтăм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ял ыйха путсан та канăç мĕнне пĕлмеççĕ
Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пушар сӳнтерме хутшăнакансен йышĕнче чи лайăх ыркăмăллăхçăсене палăртнă. Пушарнăйсен 2 пин ытла команди, 3 пин волонтер хутшăннă унта. Татьяна Шлифанова муниципалитет, регион, федераци округĕн тапхăрĕсенчи ăмăртусем витĕр ăнăçлă тухса çĕршывра виççĕмĕш вырăна йышăннă. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутарта пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕнче медсестрара ĕçлекенскер çынсене пулăшмах çуралнă тейĕн.
Пуканесене укол тунă
Татьяна Владиславовна Вăрнар районĕнчи Пăртасра кун çути курнă. Ялти шкулта вăтам пĕлӳ илсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ вăл. «Анне каласа кăтартнă тăрăх, эпĕ пĕчĕк чухнех пуканесене укол тунă. Шкул ӳсĕмĕнче вара пулас професси çинчен тĕплĕнрех шухăшланă май çынсемшĕн усăллă ĕç тăвасчĕ теттĕм. Атте чукун çул çинче ĕçлетчĕ, анне поварччĕ. Эпĕ вара хама урăхларах çĕрте кураттăм. Çапла шăпана медицинăпа çыхăнтарас терĕм», — хăй çинчен каласа кăтартма пуçларĕ медсестра. 2002 çулта çамрăк специалист Çĕмĕрле районĕн тĕп больницин хирурги уйрăмĕнче ĕçе пуçăннă. Çынсем ку уйрăма мĕнле кăна суран аптăратнипе çитмеççĕ-ши? Хăшĕ-пĕрин чирĕ шалах каять. Медсестран пуринпе те лăпкăн калаçмалла. Хăш-пĕр пациент питĕ пăшăрханать-çке, ун пеккисем валли кăмăла çĕклекен сăмахсем те тупмалла. Татьяна Вороновăн /хĕр чухнехи хушамачĕ/ ырă сунăмĕ сахал мар пациента чирпе çине тăрса кĕрешме пулăшнă. Çĕмĕрле тăрăхĕнче ĕçлеме тытăннă тапхăр Татьянăшăн пулас мăшăрĕпе Александрпа паллашнипе те асра юлнă. Илемлĕ те яштака каччă автосервисра ĕçленĕ. Машинăсем юсама çав тери ăста йĕкĕтпе икĕ çул туслă хутшăннă хыççăн хĕр унпа пĕрлешме хирĕç маррине пĕлтернĕ. «Машина тенĕрен, мĕн ачаран хам та руль умĕнче çӳреме юрататăп. Иккĕмĕш сыпăкри пичче хăнана килетчĕ те, унран машинăпа ярăнса пăхмашкăн ирĕк ыйтаттăм. Мотоциклпа вĕçтерсе çӳреме те килĕшетчĕ. Хăйне евĕр экстрим пулнă ку маншăн. 2006 çултанпа çăмăл машина рулĕ умне ларатăп. Хамăрăн участокри пациент патне-и е Çĕмĕрлене ĕçпе çитмелле-и — хамăн «урхамахпа» çула тухатăп», — техникăна чунран юратнине палăртрĕ Татьяна. Паллах, машина таврашне тем пек юратсан та вăл транспорта юсас енĕпе мăшăрĕпе Александр Шлифановпа танлашаймасть. Çапах упăшкипе арăмне çыхăнтаракан туртăм пур. Шлифановсем — хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекенсен ушкăнĕн хастарĕсем. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутар ялĕнче çав командăна вĕсем хăйсемех йĕркелесе янă. «Эпир пĕрлешсенех Çĕмĕрлере пурăнтăмăр. Кайран мăшăр автомобильсем юсама кирлĕ пулĕ тесе Хутарта гараж туянчĕ. Кăшт вăхăт иртсен «Çамрăк çемье» патшалăх программипе усă курса çак ялтах çурт туянтăмăр. Ăна юсаса çĕнетрĕмĕр, халĕ унта пурăнатпăр. Мăшăрăм ку ялти чиркӳ пачăшкипе Алексей аттепе /Чумерин/ тахçантанпах туслă. Пĕррехинче вĕсем ял пурнăçĕ, унăн малашлăхĕ çинчен калаçса кайнă. Алексей атте таврари ялсенче пушар час-часах тухни, çакă халăха пысăк инкек кӳни çинчен каланă. Çавăн чухне вĕсем Хутарта тата ун çывăхĕнче пурăнакансенчен пушарпа кĕрешекен ыркăмăллăхçăсен командине йĕркелесси çинчен калаçса татăлнă. Часах кивĕ пушар машини илсе килчĕç. Ăна мăшăр юсарĕ. Техникăна лартмалли, çынсем пухăнмалли, шăнкăравсем йышăнмалли вырăн эпир туяннă гараж пулса тăчĕ. Çапла 2013 çултанпа пирĕн ялта ятарлă ушкăн пур», — калаçу тăсăлчĕ Татьяна Владиславовнăпа. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ача чухне унăн летчик та пулас килнĕ
Анчах вăл манаха тухса тĕн çулне суйланă
Çак кунсенче Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Савватий Владыкăпа тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ. Шупашкарта çуралса ӳснĕ, чăвашла таса та тĕрĕс калаçакан Владыкăпа калаçу çăмăллăнах сыпăнса пычĕ.
Тăватă ывăл
Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем ăна Сергей Антонов пек пĕлеççĕ. Вăл 1968 çулта Геннадий Антонов священник çемйинче çуралнă. Ашшĕ Введени соборĕн настоятелĕ пулнă. Антоновсем килте ытларах чăвашла калаçнă. Амăшĕ Вăрнар районĕнчи Кӳстӳмĕр ялĕнче çуралса ӳснĕ, ывăлĕсем çуллахи каникула çак ялта ирттернĕ. Унти ачасемпе чăвашла çеç хутшăннă вĕсем. Çывăх çыннисем ĕçе кайсан арçын ачасене ытларах амăшĕн аппăшĕ /вĕсем ăна мăнакка тенĕ/ пăхнă. Вăл вара вырăсла пачах пĕлмен. Кайран, чиркӳре ĕçлеме пуçласан, Савватий аттене кĕлĕсене тăван чĕлхепе ирттерме шаннă. Пĕр вăхăт Чăвашрадиовĕнче «Турă пирĕнпе» кăларăм икĕ чĕлхепе /вырăсла тата чăвашла/ эфира тухатчĕ. Вăл ăна та ертсе пынă. Çавăнпа Савватий Владыка чăвашла лайăх пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук. Антоновсен çемйинче тăватă ывăл çитĕннĕ. Чи кĕçĕнни — Сергей /Владыка/. «Хыпар» хаçата интервью панă чухне Савватий Владыка ачалăхне çапла аса илнĕ: «Ман валли мĕншĕн аппа е йăмăк çуратса паман-ши тесе аннене кăштах кӳренеттĕм те. Кĕçĕнни пулнăран урай та, кĕпе-йĕм те çума тиветчĕ. Шкулта юлашки çулсене вĕреннĕ чухне йывăртарах килчĕ, мĕншĕн тесен комсомола кĕртессишĕн сăмах илтме тиветчĕ. Комсомолецсем – атеистсем, эпĕ вара Турра ĕненетĕп теттĕм. Октябренокпа пионера мана хамсăрах илнĕ. Шăп çав вăхăтра эпĕ чирленĕ. Значокĕпе галстукне пачĕç. Тăватă ывăлтан эпир пурте чиркӳ çыннисем. Çук, пире аттепе анне çак çулпа кайма хистемен. Аслă пичче врач пулма ĕмĕтленетчĕ, тепри музыка енĕпе каясшăнччĕ. Манăн летчик та пулас килетчĕ, чиркӳре службăсем ирттересси те пысăк ĕмĕтреччĕ. Çапла ним суйласа илеймесĕрех салтака тухса кайрăм. Çартан килсен килтисене: «Манаха каятăп!» — терĕм те, çав тери хирĕç пулчĕç. Анчах хамăн шухăша улăштармарăм – çулталăкран манпа килĕшрĕç. Летчик пулайманшăн кулянмастăп. Иркутск хулинче штурвал тытса АН-2 самолетпа вĕçсе курнă эпĕ. Кунта, Шупашкара /Савватий атте унччен Улан-Удэ тата Бурят митрополичĕ пулнă. — Авт./ килсен аэроклубран килчĕç, хăнана чĕнчĕç. Анчах халĕ самолетпа интересленме вăхăт çук. Ытларах чиркӳ енĕпе ĕçлемелле. Чăваш Енре — 280 ытла чиркӳ. Паллах, вĕсемпе пуринпе те кăсăкланса тăма вăхăт чылаях кирлĕ. Манах пулнăшăн та пĕрре те ӳкĕнместĕп. Турри мана çак ĕçре халăх валли ырă ĕçсем тума пилленĕ». Сергей Антонова 1989 çулта Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава Савватий Соловецкий çветтуй ячĕпе манаха кăларнă, çав çулхинех иеродиакон, иеромонах ятсене панă. Çав вăхăтрах Савватий атте Мускаври тĕн семинарийĕнче, тĕн академийĕнче вĕреннĕ. 1993 çулхи утă уйăхĕнче ăна Шупашкарти Виç Ипостаçлă çветтуй Турра асăнса лартнă мăнастирĕн наместникне лартнă. Шупашкарти арçынсен мăнастирне 1566 çулта Хаяр Иван патша вăхăтĕнчех уçнă. Анчах 1924 çулта ăна хупнă, кайран унта тĕрлĕ организаци вырнаçнă. Пурăна киле нумайăшне пăснă, хăшĕ-пĕри хăй ишĕлсе пĕтнĕ. Шăп çав вырăнта çĕнĕрен мăнастир йĕркелесе яма пилленĕ те çамрăк Савватий аттене. Нумаях пулмасть Шупашкар епархийĕн пресс-служби Савватий Владыкăран пысăк интервью илнĕ. «Эпĕ ун чухне 24 çулти çамрăк манахчĕ, мана пилленĕ ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланса та пĕтереймен пулĕ. Указ тухнă, Синод йышăнăвĕ пулнă — ним шутламасăрах ĕçе тытăннă. Паллах, Турă пулăшăвĕпе. Малтанхи вăхăта курасчĕ сирĕн! Çав организацисем мăнастир вырăнĕнчен куçса кайнă чухне хăйсемпе пĕрле мĕн илме май пур — йăлтах илсе кайрĕç. Чӳрече рами, паркет таранах. Тĕрĕссипе, паркечĕ ниçта усă курма юрăхсăрччĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшакан пулмарĕ. Чи малтан икĕ пĕртăван художник, Шитовсем, килчĕç. Вĕсем те, хулара ӳснĕскерсем, малтанлăха стройка ĕçне ăнланмастчĕç. Халĕ вĕсем игуменсем /Феодосипе Мануил/. Чи малтан мăнастир йĕри-тавра тытса çавăрма тимĕр çетка тупрăмăр. Уншăн та мĕн тери савăннă! Выртса тăма нимĕн те çукчĕ. Малтанлăха килтен утиялсемпе минтерсем илсе килтĕмĕр. Çур çулта хамăр вăйпа пĕрремĕш чиркĕве сăваплама пултартăмăр. Паллах, Варнава митрополит тата чиркĕве çӳрекен халăх питĕ нумай пулăшрĕç. Пĕчĕк ачасенчен пуçласа ваттисем таранах пулăшма килетчĕç. Темĕнле йывăрлăх та сиксе тухрĕ. Мăнастирĕн пĕр çуртĕнче ресторан ĕçленĕ. Ăна çӳп-çапран тасатнă чухне хутаçпа чĕркенĕ пысăк чăмакка тупрăмăр. Çын вилли марши тесе милици чĕнтĕмĕр. Вĕсем тĕрĕсленĕ хыççăн ĕне вилли пулнине пĕлтĕмĕр. Çав вырăнтан 30 машина çӳп-çап илсе тухрăмăр. Кăшарни уявне пĕрремĕш хут ирттерни асрах. Мăнастире сăваплă шыв илме нумай çын килчĕ. Эпĕ, çамрăкскер, халăх шывшăн пĕр-пĕрне хĕстерме пултарнине чухламан пулинех. Çынсен юхăмĕ мана çӳлелле çĕклесе çынсен пуçĕ çине улăхтарса хучĕ. Пĕр кулмалла, пĕр йĕмелле. Хам аякран мĕнле курăнатăп-ши тесе шухăшлатăп. Çавăн хыççăн шыва тирпейлĕ парассине йĕркелерĕмĕр. Мăнастир патне пыма хальхи пек çул çукчĕ, çыран хĕрри сĕвекчĕ. Ватă хĕрарăмсем чиркĕве упаленсе хăпаратчĕç. Пĕррехинче мăнастирти çынсене çитерме апат пĕтсе çитрĕ. Мĕн тумалла? Иверти Турă Амăшĕн турăшĕ патне пырса пулăшу ыйтса кĕлĕ турăм. Чиркӳрен тухрăм çеç — мăнастир умне пĕр машина пырса чарăнчĕ. Мăнастире тĕрĕсех килни çинчен пĕлсен хĕрарăм савăнса кайрĕ. Вăл пысăк лавкка уçнă иккен. Ĕçĕ йĕркеленсе кайсан мăнастире пĕр машина апат-çимĕç леçсе пама Турра сăмах панă. Çакăн пек килсе тухнăшăн вăл та, эпĕ те Турра тав турăмăр. Çавăн пек тĕслĕх нумай пулнă. Каярахпа республикăри ертӳлĕх те пулăшма пуçларĕ. 1996 çулта Шупашкара II Алексий Патриарх килесси çинчен пĕлтĕмĕр. Эпир вара чиркĕве туса пĕтерменччĕ. Ĕçĕсем темиçе уйăхлăхах юлнăччĕ. Рабочисем канмасăр ĕçлесе 10 кунра туса пĕтерчĕç. Патриарха çĕнĕ чиркӳре кĕтсе илтĕмĕр», — çапла аса илнĕ Савватий Владыка. 2005 çулта ăна епископ санне парса Улатăр епископне, Шупашкар епархийĕн викарине суйланă. 2009 çултанпа Савватий Владыка Бурят епархине ертсе пынă, каярахпа — Бурят тата Улан-Удэ митрополине. 2020 çулта Варнава митрополит йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ хыççăн Синод ăна Шупашкар тата Чăваш Ен митрополине илсе килнĕ. Çав вăхăтрах Савватий Владыка Виç Ипостаçлă çветтуй Турра асăнса уçнă мăнастирĕн архимандричĕ те. Мăнастире хута янăранпа кăçал 30 çул çитнĕ. Çак ятпа Чăваш Енре пысăк уяв ирттернĕ. Уявра чăваш митрополине 44 çул ертсе пынă /1976-2020 çулсем/ Варнава митрополита асăнса палăк уçнă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Кирек ăçта кайсан та ялах таврăнас килет»
Павелпа Инна Белковсем çемье çавăрсан Патăрьел салинче те, Шупашкарта та пурăнса пăхнă. Унта та, кунта та килĕшмен вĕсене — хваттерте читлĕхри пек лармалла, пахчана тухса кӳршĕсемпе те калаçма çук. Юлашкинчен çамрăк мăшăр пĕтĕмлетӳ тунă: ялта пурăннине нимĕн те çитмест, унта хăйсене кăна мар, чуна та ирĕклĕ.
Ачаранах ĕçчен
Инна Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ӳснĕ. Икĕ пĕртăванран вăл асли пулнă. Ашшĕпе амăшĕ, Татьяна Федоровнăпа Геннадий Александрович хĕрĕсене Иннăпа Аринăна мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă. Çемье ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранăран ĕçĕ пурин валли те çитнĕ. Инна ача чухнех ĕне сума вĕреннĕ. Нимĕнле ĕçрен те хăраман вăл. Шкулта 9-мĕш класс хыççăн аттестат илсен Инна Патăрьелти агропромышленноç техникумне повара вĕренме кĕнĕ. Шăпах унта шăпа ăна пулас мăшăрĕпе тĕл пултарнă. Павел студентсене вĕрентнĕ. Инна унăн занятийĕсенче ларса курман пулсан та пурнăç вĕсен çулне пĕрлештернĕ. «Çамрăк, хитре каччă. Хĕрсене тата мĕн кирлĕ?» — терĕ Инна йăл кулса Павел ăна мĕнпе илĕртни пирки ыйтсан. Туйăмĕсене вĕсем нумай тĕрĕслемен. Шăпа пӳрнĕ çын пулнине чĕре тӳрех туять-çке-ха. Инна 3-мĕш курс пĕтерсен Павел ăна качча тухма ыйтнă. Ун чухне хĕр 18-та пулнă, каччă — 26 çулта. Пĕрлешсен Белковсем Патăрьел салинче икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнма тытăннă. Вăл — хуняшшĕпе хунямăшĕн. Александра Александровнăпа Иван Васильевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Патăрьелти агропромышленноç техникумĕнче ĕçленĕ. Хваттере вĕсене унтан панă. Çемьеленнĕ хыççăн Иннăпа Павел унта икĕ çул пурăннă. «Кайран, упăшкан асламăшĕ вилсен, хуняçапа хуняма патне, Нăрваш Шăхаль ялне, пурăнма куçрăмăр. 2012 çултанпа эпир ялта кун кунлатпăр. Ача кĕтнĕ чухне темиçе уйăх Шупашкарта пурăнса пăхрăмăр. Килĕшмерĕ, каяллах таврăнтăмăр. Пурнăç темĕнле урăхла унта, çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнмаççĕ, калаçмаççĕ темелле-ши? Таçта васкаççĕ, çапăнса иртсе каяççĕ. Ялта вара пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ», — малалла калаçрĕ кил ăшшин управçи. Сакăр çултан Белковсем тĕп килтен уйрăлса тухма шутланă. Вĕсем валли юрăхлă çурт кӳршĕ ялтах, Çĕньялта, тупăннă. Ăна хăтлăлатнă, шыв кĕртнĕ, канализаци хунă. Пĕр сăмахпа, хулари пекех пурăнмалли условисем тунă. Ку енĕпе вара Павел ăста. Унăн алли ылтăн — кирек мĕнле ĕçе те тума пултарать. Çемье пысăк пулнăран Белковсем кивĕ верандăна пăсса пристрой купаланă, ăна ăшăтмалла тунă. Ку ĕçе пуçăнсан та вĕсем çынна укçалла ĕçлеттермен, хăйсемех тапаçланнă, кӳршисем пулăшма каçнă. Халĕ пысăк та хăтлă çуртра ачасем валли те, хăйсем валли те пӳлĕмсем пур. Павел газооператорта тăрăшать. Ĕçрен пушă чухне шапаша çӳрекелет. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать