Хресчен сасси 43 (2982) № 01.11.2023

1 Ноя, 2023

«Ял çыннин ĕçĕ хисепре, анчах çăмăл мар»

Аграрисем уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн çулталăка пĕтĕмлетеççĕ. Республикăри тĕрлĕ округра çĕр çинче тăрăшакансене те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене те, апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсенче ĕçлекенсене те пĕрле пухакан мероприятисем иртнĕ.

Кÿкеç поселокĕнчи культура çуртĕнче Шупашкар округĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсене чысланă. Мероприятие хутшăннисем ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ картишсенче «Шупашкар çĕрĕн пуянлăхĕ» куравпа паллашнă. Сĕтел кăçал уй-хирте тата пахчара туса илнĕ пысăк тухăçран, тăварланă тата консервланă продукцирен йăтăннă. Уява килнисем вĕсене тутанса курма пултарнă. Ырми-канми тăрăшакансене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Шупашкар округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Михайлов, Шупашкар районĕн больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов, депутатсем, ял хуçалăх предприятийĕсен тата общество организацийĕсен ертÿçисем, ĕç ветеранĕсем саламланă. «Ял çыннин ĕçĕ хисепре, анчах çăмăл мар. Тем тесен те, хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕсĕр пурнăç çук. Шел те, пĕлтĕрхи рекорда лартма май килмерĕ. Кăçал çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр çавнашкал кăтартусем пулни те начар мар. 9 уйăхра пирĕн округри хуçалăхсенче 56,6 пин тонна сĕт, 47,4 пин тонна какай туса илнĕ», — пĕлтернĕ Владимир Михайлов. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Шупашкар округĕн агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсене Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятĕнчен саламланă. Çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлекенсене Тав çырăвĕпе, тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсенчен пĕри — «ЧебоМилк» предприятире тракторист-машинистра 2019 çултанпа тăрăшакан Андрей Ермолаев /сăн ÿкерчĕкре/. Вăл ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Куславккасене ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕпе округ пуçлăхĕ Алексей Людков, унăн заместителĕ Геннадий Пушков, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Фирдавиль Искандаров саламланă. Аграрисем тухăçлă ĕçленĕшĕн муниципалитет тата республика шайĕнчи наградăсене тивĕçнĕ. «Куснар» агрофирмăра тăрăшакан Валентин Андреев «Çулталăкри чи лайăх механизатор» тесе йышăннă. «Велес» агрофирма ĕçченĕ Сергей Андриянов «Чи лайăх водитель» номинацире палăрнă. «Родина» ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакан Константин Плотников «Чи лайăх суха тăвакан» ята тивĕçнĕ. Сергей Петров /И.В.Семеновăн фермер хуçалăхĕ/, Владимир Шикарев /«Родина» ял хуçалăх кооперативĕ/, Андрей Сергеев /«Велес» агрофирма/, Сергей Плотников /«Куснар» агрофирма/, Виталий Гуреньков /В.Н.Гуреньков фермер хуçалăхĕ/ чи лайăх комбайнерсем пулса тăнă. <...>

Ирина КОШКИНА

♦   ♦   


Лаша кутăн пулнипе фронта каяйман

Канаш районĕнчи Вăрман Енĕшре çуралса ÿснĕ Евлампия Филипповăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл пулман. Турă ăна нумай çул пурăнма пилленĕ. Нумаях пулмасть вăл 100 çулхи юбилейне çывăх тăванĕсемпе пĕр кĕрекере уявланă.

Евлампия Филипповна йышлă çемьере çитĕннĕ. Вăл шкулта 4 класс çеç вĕренейнĕ. 12-ре чухне хĕрача тăлăха юлнă: унăн ашшĕ те, амăшĕ те вилнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Евлампийăна та фронта кайма повестка тыттарнă. Хĕр лаша кÿлсе Канашри чукун çул вокзалне çул тытнă. Турă ăна сыхланă: урхамах кутăн пулнипе Евлампия пуйăса ĕлкĕреймен, эшелон вăл çитичченех тапраннă. Çакăншăн çамрăка чутах тĕрмене хупман. Кайран вăл пурнăç тăршшĕпе колхозра вăй хунă. Ăна йывăр ĕç нихăçан та хăратман. Хĕрарăм пĕртен-пĕр хĕрне Любăна ура çине тăратассишĕн, тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Вăл ăна пĕчченех ÿстернĕ. 20 çул каялла Евлампия Филипповна хĕрĕ патне Вăрнар тăрăхĕнчи Пăваялне куçса килнĕ. Халĕ мăнукĕн Борисăн пысăк çемйипе хăтлă çуртра пурăнать. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ

♦   ♦   


Чăваш Енрен ку наградăна илнĕ пĕрремĕш çын

РФ культура министрĕ Ольга Любимова Мускаври Пысăк театрта çĕршывăн культурине тÿпе хывнă 30 çынна чысланă. Ку йышра — литераторсем, режиссерсем, пултарулăх коллективĕсен илемлĕх ертÿçисем, артистсем, преподавательсем. Патшалăх наградине илнисенчен пĕри — пирĕн ентеш Анатолий Аринин. Вăл — поэт, çыравçă, композитор, мусăкçă, психолог, философ, юрист.

Анатолий Николаевич РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн «Культурăри тата искусствăри ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Вăл — Чăваш Енрен кунашкал сумлă наградăна илнĕ пĕрремĕш çын. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин манăн ĕçе çавнашкал хакланăшăн тав тăватăп. Ку маншăн — пысăк чыс. Çак наградăна Ольга Любимова пани уйрăмах кăмăллă, — сцена çинчен çапла каланă Анатолий Николаевич. — Манăн пĕтĕм пултарулăх кăмăл-сипете вăратассипе çыхăннă. Вăл вара эпир Тăван çĕршыва мĕнле юратнине кăтартать. Эпир малалла та çаплах ĕçлессе шантарса калатăп. Кун пек хака эпĕ кăна мар, эпĕ ертсе пыракан пур коллектив та тивĕçнĕ. Хамран тата вĕсен ятĕнчен çапла шантарса калатăп: эпир пирĕн Президентшăн тата Ольга Борисовнăшăн тĕрев пулăпăр. Эпир культурăшăн, кăмăл-сипетшĕн яланах кар тăма хатĕр». Анатолий Аринин — ЧР писательсен союзĕн правленийĕн членĕ. Вăл тĕрлĕ общество организацине пуçарнă, вĕсене ертсе пырать. Ку йышра — «Дансрок-капелла» ВИА, Кăмăл-сипет академийĕ, Пултарулăх пуçарăвĕсен комитечĕ. Унсăр пуçне — Мускаври финанс-юридици университечĕн регионти представителĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Вăл республикăшăн кăна мар, Раççейшĕн те усăллă сахал мар ĕç тăвать. Унăн 20 тĕрлĕ кĕнеке кун çути курнă: поэзи, проза сборникĕсем, публицистика, ăслăлăх статйисемпе монографисем. Вăл 3 пин ытла сăвă çырнă. Анатолий Николаевичăн хайлавĕсенче чи малта — патриотизм, граждан тата юрату, философи лирики. Уйрăмах Раççее тата Чăваш Ене, хăй пурăннă тата ĕçленĕ вырăнсене питĕ пысăка хурса хаклани палăрать. Çак сăвăсене Раççейри тата Чăваш Республикинчи паллă артистсем Михаил Полосухин, Маргарита Гурьева тата ыттисем вуланă. Вĕсене РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Кирилл Ковальджи, Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши тата Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи пысăк хак панă. <...>

ЧР Писательсен союзĕн çыравçисем

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.