- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 42 (2981) № 25.10.2023
Чăваш каччи Мускавсене тĕлĕнтернĕ
Ăратлă чăхсем, хур-кăвакал, кăрккасем, кроликсем, павлинсем… Çамрăк фермерăн Кирилл Степановăн хуçалăхĕнче темĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун пур. 20-ри каччă вĕсене мĕнле усранине социаллă сетьсенче хыпарласах тăрать. Çак кунсенче Кирилл Мускавран таврăннă. Вăл октябрĕн 20-21-мĕшĕсенче «Экспоцентрта» иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Нетипичный садовод» курава çитсе килнĕ.
Фитолампа парнеленĕ
Унта хамăр çĕршыври блогерсем, çĕр ĕçĕпе аппаланакансем валли тĕрлĕ продукци туса кăларакансем тата пахчаçăсем хутшăннă. Курава йĕркелекен Анна Акининăн тĕллевĕ шăпах çакă: вăл çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çынсене, гигант кавăн, арпус тата ытти çимĕçе ӳстерекенсене, сад пахчинче чечекĕн тĕрлĕ сортне çитĕнтерекенсене çулленех Мускавра пухасшăн. Çамрăк хĕрарăм — паллă блогер, унăн социаллă сетьри страницисене 3 миллион çын пăхса тăрать. Вăл чĕр чунсене, çĕре мĕнле юратнине, пахчара мĕн ӳстернине каласа кăтартать. Анна ял пурнăçĕ, хуçалăха пĕччен тытса пырасси çăмăл маррине лайăх пĕлет. Мĕншĕн тесен хăй те пысăк сад ĕрчетет, пĕчченех çурт хăпартать. Унсăр пуçне Анна «Усадьба», ОТР телеканалсенче кăларăмсем ертсе пырать. Икĕ куна тăсăлнă мероприятире конференци иртнĕ. Унта тĕрлĕ эксперт — хăй вăхăтĕнче паллă телеертӳçĕ пулнă, «Советы огородникам», «Огород — круглый год», «Дачные феи» кăларăмсене ертсе пынă Октябрина Ганичкина, хуларан яла куçса килсе блогера тухнă, агрофирма уçнă Василий Блокин-Мечталин, халăхра «Раççейри чи паллă чечек блогерĕ» ята тивĕçнĕ Марина Патрина, мероприятие йĕркелекен Анна Акинина хăнасене хăйсен опычĕпе паллаштарнă, кирлĕ сĕнӳсем панă. Курав уçăличчен маларах сасăлав йĕркеленĕ. Çынсем çĕнтерӳçĕсене 6 номинацире палăртнă. Чăваш каччи Кирилл Степанов интернетра «Ял пурнăçĕпе сад ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене кăтартакан топ-блогер» номинацире мала тухассишĕн кĕрешнĕ. Вăл курава кайма хăйне евĕр тум суйланă: шлепке, комбинезон тăхăннă, алла çемçе тетте — хур — тытнă. Каччă Мускава карçинккапа çитнĕ. Вăл ăна самолета хăпарнă чухне алăра тытса пынă. Анчах карçинккана чутах багаж тесе укçа тӳлеттермен. Кирила пĕр ырă арçын пулăшнă, карçинкка унăн тесе хăйĕн патне хунă. Кайран каччă куравра унта çемçе тетте-чăх хурса йăтса çӳренĕ. — Пĕтĕм Раççейри çак мероприяти ахаль курав кăна мар. Вăл яланлăхах асра юлĕ, — çапла палăртнă каччă Мускавран таврăннă хыççăн. Йĕкĕт çĕнĕ паллашусем йĕркеленĕшĕн, пысăк компанисемпе блогерсем йĕркеленĕ тĕрлĕ ăсталăх класне хутшăннăшăн савăннă. Паллах, унран ытла фермер уявран пушă алăпа таврăнманнишĕн хĕпĕртенĕ. «Топ-блогер» номинацире вăл 3-мĕш вырăн йышăннă. Раççей шайне илес пулсан ку — калама çук пысăк çитĕнӳ. Каччă каланă тăрăх, унăн кăшт кăмăлĕ хуçăлнă. Апла пулин те 3-мĕш вырăна тухни те вăл тĕрĕс çулпа утнине кăтартать, малалла çанă тавăрса ĕçлеме хавхалантарать. Анна Акинина Чăвашри фермер-блогера хăйне евĕр парнепе савăнтарнă: ăна ятарлă преми парса чысланă. Кирилл — «Çуталма пуçланă çăлтăр» номинаци çĕнтерӳçи. Анна чăваш каччи интереслĕ блог тытса пынине, часах вăл супер-çăлтăр пулассине каланă. «Çамрăксем ял хуçалăх ĕçĕпе кăсăкланни савăнтарать», — Кирила мухтанă май çапла каланă курав йĕркелӳçи. Вăл йĕкĕте фитолампа парнеленĕ. Ку хуçалăхра тăрмашакан çамрăка кирлĕ пулатех. Сăмах май, Кирилл ял хуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ курава час-часах хутшăнать. Кăçал ăна ЧР Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ «Çĕр улми–2023» курава чĕннĕ. Вăл çулла Элĕк округĕн делегацийĕн йышĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Уй кунне» те çитсе курнă. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Ял хуçалăхĕнчи цифра трансформацийĕ
Республикăн ял хуçалăх отраслĕ цифра технологийĕсемпе анлă усă курать. Çакă ĕçе ансатлатать, вăхăта перекетлеме, вырăнти лару-тăрăва тишкерме тата хушма мерăсем йышăнма май парать. Сăмах май, кăçалхи пĕрремĕш çур çулти кăтарту тăрăх, агропромышленноç комплексне цифрăлас енĕпе Чăваш Ен топ-5 шутне кĕнĕ. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисем пирки тĕплĕнрех ЧР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Инна Волковăпа калаçрăмăр.
— Пĕлтĕр Чăваш Енре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен Федерацин пĕрлехи информаци тытăмĕ хута кайнă. Инна Вячеславовна, калăр-ха: çак тытăм ял хуçалăх ĕçне мĕнле çăмăллăх парать?
— Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен Федерацин пĕрлехи информаци тытăмĕ /ЕФИС ЗСН/ 2018 çултанпа ĕçлет. Унăн операторĕ — Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен патшалăх мониторингне йĕркелекен Раççей центрĕ. Пĕрлехи тытăм тĕрĕс те актуаллă информаципе тивĕçтерет. Çĕр лаптăкĕ ăçта вырнаçнине, унпа мĕнле усă курнине йĕрлеме пулăшать. Пур ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре те цифра тытăмне кĕртнĕ. Регионти лару-тăрăва Чăваш Енри Ял хуçалăх министерстви тимлесе тăрать. 2022 çултан çак тытăм туллин ĕçлесе кайнă. Пур муниципалитетра та АПК тата çĕр хутшăнăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яваплă çынсене уйăрнă. Çак тытăмпа ĕçлекен администратор харпăр кабинетне йĕркелет тата техника пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Тытăмра уй-хир чиккине, акнă культура лаптăкне, мĕнле культура çитĕнтернине, çĕрпе мĕнле усă курнине, ака-суха ĕçне хăçан пуçăннине курма пулать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни уй-хирĕн хăйĕн кăтартăвĕсем пур. Тĕш тырă продукцине малалла ФГИС «Зерно» информаци тытăмĕ тимлет. Ун тăрăх ял хуçалăх таварне туса илекен мĕн чухлĕ тыр-пул пухса илнине, ăна ăçта упранине, кама сутнине курма пулать. Çак кăтартусемпе ял хуçалăх таварне туса илекене патшалăх пулăшăвĕ панă чухне усă кураççĕ. Юлашки кăтартусене илер. 2023 çулта ЕФИС ЗСН тытăмĕнче кĕрхисен 2517 лаптăкне /134123,5 га/, çурхи культурăсен 8609 лаптăкне /397067,5 га/ шута илнĕ. Сăмах май, çак тытăм ĕçне йĕркелессипе федерацин Атăлçи тăрăхĕнче пирĕн республика — малти ретре, çĕршывĕпе — пĕрремĕш теçеткере.
— Ял хуçалăх кĕнекисене те цифрăна куçарнă. Муниципалитетсенче çак ĕçе тĕппипех йĕркелесе çитернĕ-и?
— Çапла, пĕлтĕртен пур ял хуçалăх кĕнекине те пĕрлехи информаци тытăмне куçартăмăр. Хальхи вăхăтра çак тытăма 225 пин те 965 харпăр хуçалăха кĕртнĕ. Ку вăл республикăри пур калăпăшран — 99,8 процент. Тепĕр 0,2 процент юлать-ха. Муниципалитет ертӳçисене кăçалхи июнь уйăхĕччен хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе тата хушма хуçалăхри пур ака лаптăкне çак тытăма кĕртме вăхăт панăччĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕхе маркăласси те кĕрет. Çак ĕçе ЧР Патшалăх ветеринари служби тытса пырать. Хуçалăх кĕнекине 1935 çулта ĕçе кĕртнĕ. Унта хуçалăх пирки калакан мĕн пур информацие пĕлме пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, Ял хуçалăх министерстви тата Патшалăх ветеринари служби хуçалăхри пур даннăя та курса тăрать. Маларах çак ĕç темиçе уйăха тăсăлнă. Халĕ пĕр пускăчпах курма пулать. Цифровизаци ĕçе самай çăмăллатать. Хуçалăх кĕнекинче çырнине чылай вырăнта ыйтаççĕ. Халĕ ăна электронлă мелпе ытти учреждение тӳррĕнех ярса параяççĕ. Çак ĕçе пур округра та йĕркелесе çитернĕ. Каласа хăвармалла: электронлă хуçалăх кĕнекисене çĕршыври 9 регионта ĕçе кĕртнĕ. Çак шухăша вĕсенчен илнĕ те. Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службинче ĕçлекенсемшĕн те çак информаци тытăмĕ чылай ĕçе йĕркелеме май парать: ял хуçалăх выльăхне шута илессине тата регистрацилессине, регионти эпизооти лару-тăрăвне, хушма хуçалăхсене шута илессине, килсĕр чĕр чунсемпе ĕçлессине тата ыттине. Çак процедурăна 2024 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен тумаллах пулать. Хальхи вăхăтра маркăламалли выльăх-чĕрлĕх йышне ĕне, лаша, ашак, сысна, вĕлле хурчĕсем, сурăх, тĕве, качака, килти кайăк-кĕшĕк, пăши, çемçе тирлĕ тискер чĕр чунсем, кролик, пулă кĕнĕ. РФ Ветеринари çинчен калакан саккунăн 18-мĕш статйипе килĕшӳллĕн выльăх-чĕрлĕхе идентификацилемелли яваплăх хуçана пырса тивет. Çак информаци тытăмне хута янăранпа республикăри ветеринари специалисчĕсем 42 пин те 462 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 7 пин те 651 пуç мăйракаллă вак выльăха, 1 пин те 148 пуç сыснана тата 123 лашана шута илнĕ.
— Çĕнĕ информаци тытăмĕ хăй тĕллĕн ĕçлекенсене килтен тухмасăр Республикăн информаци порталĕнчи харпăр хăй кабинетне кĕрсе патшалăх пулăшăвне илмелли документсене ярса пама май парать. Çак мелпе паянхи кун тĕлне миçе çын усă курма пултарчĕ?
— Чăн та, кăçалтан çак мел ĕçлесе кайрĕ. Цифрăна куçарасси пирки маларах та калаçнăччĕ-ха эпир. Республикăра ял тăрăхĕсенче 222 пин ытла хушма хуçалăх. Пĕлтĕртен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме пуçларăмăр. Пулăшу федераци тата республика бюджечĕсенчен килет. Енчен те малтан хушма хуçалăх ертӳçисем тата хăй тĕллĕн ĕçлекенсем округ администрацийĕнче заявлени çырса, справка тата ытти документ тăратса хăйсен вăхăтне ирттернĕ пулсан халĕ ĕç самай çăмăлланнă. Чăваш Енри Ял хуçалăх, Экономика тата Цифра министерствисемпе канашласа проект туса хатĕрлерĕмĕр. Халĕ хăй тĕллĕн ĕçлекенсем ЧР инвестици порталĕ урлă харпăр кабинетне кĕрсе патшалăх пулăшăвне илме пултараççĕ. Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕ документсене тĕрĕслеме, йышăнма, заявкăна тӳрлетӳсем кĕртсе хута каялла ярса пама та пултарать. Унсăр пуçне тытăм субсиди калăпăшне те шутласа парать. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсенчен электронлă мелпе 1 пин те 475 заявка килнĕ, вĕсенчен 966-шне ырланă. Пулăшу калăпăшĕ – 86,8 миллион тенкĕ. 942 çынна субсиди куçарнă. Ку шутра — ĕне, сурăхпа качака усрама тата туянма, ял хуçалăх техникипе хатĕрĕсем туянма, вĕлле хурчĕ ĕрчетес енĕпе ĕçлеме. 104 заявкăна тӳрлетме каялла тавăрса панă, 37-шне ырламан, 368 заявка — тĕрĕслевре.
— Инна Вячеславовна, çитес çултан Ял хуçалăх министерстви тепĕр цифра «продукчĕ» хута ярасшăн. Чăнах-и?
— Тĕрĕсех. Ял хуçалăх отраслĕ пĕр вырăнта тăмасть. Пурнăç ыйтнипе тан утма тăрăшать. Кăçалтан пирĕн регион сăнавлă проекта хутшăнать. Унта 18 регион кĕнĕ. Эпир — вĕсен йышĕнче. «Карттă» пĕрлехи информаци тытăмĕнче истори даннăйĕсем упранаççĕ. Уйхирте хăçан тата мĕн çитĕнтернĕ, мĕн чухлĕ, çĕр пахалăхĕпе унăн сийĕ мĕнле улшăннă — пĕтĕмпех. Çакă мониторинг тума май парать. Тĕп тĕллев — ял хуçалăх çĕрĕсен пахалăхне сыхласа хăварма пулăшасси. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш Енри пĕрремĕш этнобиблиотека
«Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пирĕн республикăра юлашки виçĕ çулта модельлĕ 17 библиотека уçăлнă. Çулталăк вĕçлениччен Шупашкарта тата тепĕр вулавăш хута кайĕ. Нумаях пулмасть юсав хыççăн Комсомольски округĕнчи этнобиблиотека пĕрремĕш вулакансене йышăнчĕ. Культура учрежденине уçма ЧР культура министрĕ Светлана Каликова тата Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева килсе çитрĕç.
«Кунта чун апатне тупатпăр»
«Кăçал çапларах йышăну турăмăр. Федераци бюджетĕнчен килекен укçа-тенкĕпе кăна çырлахмастпăр. 2024 çулта кун йышши библиотекăсене кашни округра уçас тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа уйăрас терĕмĕр. Комсомольски округĕ — телейлисен йышĕнче. Федераци бюджетĕнчен культура учрежденине çĕнетме 10 миллион тенкĕ тăкакланă. Чылай ĕç пурнăçланă: çĕнĕ хатĕрсем, сĕтел-пукан, кĕнеке туяннă. Кун йышши библиотека республикăра пĕртен-пĕрре», — палăртрĕ Светлана Каликова вулакансемпе курнăçнă май. Комсомольски тăрăхĕ — нумай нациллĕ округ. Кунта чăвашсем, тутарсем, вырăссем пурăнаççĕ. Халăх хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе çак тăрăхра пурăнакансем этнобиблиотека уçас шухăш патне çитнĕ. Çак тĕллевпе халăх хушшинче ыйтăм та йĕркеленĕ. Нумайăшĕ çак шухăша ырланă. Библиотека илемленнĕ, интерьер улшăннă, интерактивлă хатĕрсемпе пуянланнă. «Пирĕн библиотека хутшăну вырăнĕ пулса тăрĕ. Вулакансен йышĕ те темиçе хут ӳсĕ. Çĕнĕ ăрури библиотека аслă ăрурисемшĕн те, çамрăксемшĕн те интереслĕ. Кунта этнопа çыхăннă япаласем те чылай: этногалерея, ӳнерçĕсен куравĕ, ăсталăх класĕсем», — библиотекăпа паллаштарчĕ Инна Ядрова директор. Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева вара этнобиблиотекăна çĕнĕ проектсемпе ĕçлеме хавхалану сунчĕ. Çак вулавăша тĕрлĕ\ӳсĕмрисем çӳреççĕ. Аслисем тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене шĕкĕлчеме кăмăллаççĕ, ача-пăчана çĕнĕ йышши кăларăмсем тыткăнлаççĕ. Вĕсемпе выляма та пулать. Компьютер пурри финанс пĕлĕвне анлăлатма пулăшать. Ватă çынсем çăмăллăнах патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленме, тĕрлĕ енлĕ пулăшу ыйтма пултараççĕ. Вырăнти халăх «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнетнĕ библиотека майĕсене тивĕçлипех хакларĕ. Комсомольски округĕнчи 1-мĕш шкулта вĕренекен Ульяна Чернова каланă тăрăх, çак библиотекăпа вăл ачаранпах туслă. Кунтах вăл оригами мелĕпе тĕрлĕ япала ăсталама, тĕрлеме, çыхма вĕреннĕ. «Халĕ кунта йăлтах улшăннă. Питĕ кăмăллă, çутă та хăтлă. Мана уйрăмах çамрăксен хутшăну зони килĕшет. Çĕнĕ техника та чылай кунта: ноутбук, телевизор, планшет, компьютер пур, — хавхалансах калаçрĕ шкул ачи. «Кĕнекесене виçĕ чĕлхепе илсе вулама пулать. Ялти халăхшăн пысăк савăнăç. Вулавăша пĕрмай çӳретпĕр. Кĕнеке, хаçат-журнал вулатпăр. Аслă ăрурисем валли «Надежда» клуб ĕçлет. Кунта эпир чун апатне тупатпăр», — пĕлтерчĕ Комсомольски салинче пурăнакан Надежда Петрова. «Библиотека ĕçченĕсем тарават. Вулакансене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Эпĕ историпе тата йăла-йĕркепе интересленетĕп», – алăри çĕнĕ кĕнекене хакларĕ Виталий Хураськин вулакан. «Интернет пулман вăхăтсенче энциклопеди чылай шĕкĕлченĕ. Халĕ — çĕнĕ майсем. Çав-çавах кĕнекерен никам та писмен-ха», — палăртрĕ шухăшне Геннадий Петров. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе библиотека çĕнĕ кĕнекесем те туяннă. Пĕтĕмпе 1 пин те 806 экземпляр. Кусем вырăсла, чăвашла тата тутарла кăларăмсем. Унсăр пуçне сывлăх енчен хавшак çынсем валли Брайль шрифтпа çырнă кĕнекесем пур. Çĕнетнĕ библиотекăра тĕрлĕ зал ĕçлет: «Этнокультура холĕ», «Культурăсен асамат кĕперĕ» пĕчĕк галерея, «Вучах», «Аваллăха çыхăнтаракан çип», «Пĕрле» зонăсем, нумай функциллĕ тата шăппăн кĕнеке вуламалли залсем. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен, ветерансен, çемьепе, шашкăпа шахмат вăййисене кăмăллакансен клубĕсем ĕçлеççĕ. Компьютерпа финанс пĕлĕвне вĕрентекен курссем те пур. Наци çыхăнăвĕсене çирĕплетессипе «Çулталăк тăршшĕпе» этнопроект ĕçлет. Библиотекăна кĕрсе çӳремешкĕн сывлăх енчен хавшак çынсем валли майсем тунă – пандус вырнаçтарнă, библиотека ĕçченĕсене йыхравламалли пускăч, санитари пӳлĕмĕ пур. Этнобиблиотекăра çамрăксен лапамне йĕркеленĕ. Класпа килсе фильм курма, курни-илтнине сӳтсе явма, дискусси ирттерме пулать. Хутшăну тата курнăçу мелĕпе çамрăксене кĕнеке тĕнчине явăçтарас тĕллевлĕ библиотека ĕçченĕсем. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма»
Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет хастарĕсен пуçарăвĕпе «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Мероприятие Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă.
Тупăшăва Чăваш Енри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр, Оренбург тăрăхĕсенчи 15 хĕрарăм хутшăнчĕ. Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕшĕнче республика тулашĕнче пурăнакансем видеороликсем ярса пачĕç. Чăваш Енри хĕрарăмсем Йĕпреçре тата Çĕрпӳре тупăшрĕç. Чи пултаруллисем юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Муркаш округĕнчи Кашмашри культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Ăмăртăва хутшăннă хĕрарăмсем пилĕк тупăшура пултарулăхне кăтартрĕç. Чи малтанах вĕсем апат-çимĕç ăсти пулнине çирĕплетрĕç. Сĕтел çинче мĕн пуррине курсан куç алчăраса кайрĕ… Какай шӳрпи, аш-пăш, юр-вартан, улма-çырларан хатĕрленĕ апат-çимĕç! Тулли сĕтелсем авăнса кăна тăчĕç. Хĕрарăм кил ăшшине упракан пулнине пысăк ăсталăхпа кăтартса пачĕç. Муркашри Галина Голубева ача çуралнă ятпа ирттернĕ уявпа паллаштарчĕ. Çак ĕç-пуçа вăл тăванĕсене те явăçтарчĕ. Ачана пил панине вĕсем пĕрле сăнарларĕç. «Сӳс ярăмĕ пек вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр. Ӳссен суха тăвакан пултăр. Ашшĕамăшне ватлăхра пăхакан пултăр», — тесе ырă сунчĕç. Хĕрлĕ Чутайри Светлана Яруськина улах ларакансене асаннен асамлă арчинчи тупрапа паллаштарчĕ. Унăн ушкăнĕ тури чăвашсем качча каякан хĕре пуç сырса арăм тунине кăтартрĕç. Шупашкар округĕнчи Венера Спиридоновăпа ăна пулăшаканĕсем Хĕрт-сурт пăтти çитернипе çыхăннă йăлапа паллаштарчĕç. Сĕнтĕрвăрринчи Надежда Красновăн ушкăнĕ ывăлĕпе кинне тĕп килтен çĕнĕ пӳрте уйăрса кăларнине сăнласа пачĕç. Ашшĕпе амăшĕн пил сăмахĕсене вуларĕç, çĕнĕ пӳртре арçын хуçа пултăр тесе урайне укçа сапрĕç. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Валентина Аршинова ачана куç ӳкнине авал мĕнле сипленине кăтартрĕ. Çĕрпӳрен килнĕ Надежда Васильева качча кайма хатĕрленнĕ хĕр туприпе паллаштарчĕ. Йĕпреç тăрăхĕнчи Ольга Петровăпа мăшăрĕ ывăлĕпе хĕрне çăкăр пĕлтерĕшĕпе тата хакĕпе паллаштарчĕç, ăна тĕрĕс касса çиме вĕрентрĕç. Канаш округĕнчи Вероника Иванова кил хуçалăхĕнче выльăх хушăннипе çыхăннă йăла-йĕркене — ĕне ырри çинине — кăтартрĕ. <...>
Юлия МАРЕЕВА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать