- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 41 (2980) № 18.10.2023
Çĕр ĕçченĕн мухтанмалăх, савăнмалăх пур
Йăлана кĕнĕ тăрăх уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх ĕçченĕсене, предприятисене чыслаççĕ. Муркашсем те ку йĕркене пăрахăçлас темерĕç.
Муркаш округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Мясников пухăннисене уявпа саламланă май ял хуçалăхĕнчи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Кашни гектартан вăтамран 29,8 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Чи пысăк тухăç — Суворов тата Андреев ячĕллĕ, «Свобода», «Ударник», «Герой», «Бездна» хуçалăхсен, В.А.Федоров, А.Н.Пихтеров, А.А.Афанасьев фермерсен. Çак хуçалăхсенчи тыр-пулăн вăтам тухăçĕ 32- 35 центнерпа танлашать. Çĕр улмипе пахча çимĕç тухăçĕ те аван. Кĕрхи культурăсене акассипе те муркашсем плана тултарнă ĕнтĕ. Кĕрхисене пĕтĕмпе 7055 гектар акнă. Чи пысăк лаптăксем — «Ударник», Суворов, Е.Андреев тата Чкалов ячĕллĕ, «Свобода» хуçалăхсен, «Куснар» агрофирмăн. Муркашсем выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлессипе те республикăра малта пыраççĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 34,6 центнер апат единици хатĕрленĕ. «Сирĕн ĕç хисепе тивĕç. Эсир округăн ял хуçалăхне, экономикине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшатăр, хăвăр ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр. Профессие чунтан парăнса ĕçленĕшĕн, çĕре тата Тăван çĕршыва юратнăшăн сире тав тăватăп», — каланă хăйĕн саламĕнче Андрей Мясников. Çакна та палăртмалла: муркашсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене хастар пулăшаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ. Çак кун савăнăçлă лару-тăрура агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Акă, сăмахран, «Свобода» тата Суворов ячĕллĕ хуçалăхсенчи машинăпа ĕне сăвакан операторсем Светлана Анисимова тата Надежда Михайлова, «Оринино» хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Оксана Налимова тата Муркаш чăх-чĕп фабрикин водителĕ Владимир Осетров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тивĕçрĕç. Çавăн пекех ĕçре палăрнисене ЧР Ял хуçалăх Министерствин Хисеп тата Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕç. Вырма – хĕрÿ тапхăр. Тыр-пула вăхăтра тата çухатусăр пухса кĕртесси çĕр ĕçченĕн тĕп тĕллевĕ. Механизаторсем, водительсемпе ял хуçалăх бригадисем çак тапхăрта ырми-канми ĕçлеççĕ. «Комбайнăн чи лайăх экипажĕ» номинацире «Ударник» хуçалăхра ĕçлекен Юрий Васильевăн комбайн экипажĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Чи лайăх водитель» — Николай Федоров, «Чи лайăх тракторист» — «Герой» хуçалăхра вăй хуракан Дмитрий Сорокин, «Чи лайăх уй-хир бригади» — Суворов ячĕллĕ хуçалăхри Эльвира Филиппова бригади, «Чи лайăх механизациленĕ бригада» ятне «Куснар» агрофирмăри Федор Васильев бригади илнĕ. Александр Толстов фермера «Чи лайăх хресчен-фермер хуçалăхĕ» номинацире чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсене ял хуçалăхĕнчи кăтартусене шута илсе палăртрĕç. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Ача садĕнченех паллаштараççĕ
Ачасене пĕчĕкренех çĕр ĕçне хăнăхтарас тĕллевпе республикăра «Агролаборатори» проект ĕçлет. Чăваш Енре пĕрремĕш агролабораторие 2016 çулта Шупашкарти 7-мĕш ача-пăча садĕнче уçнă.
Нумаях пулмасть черетлĕ лаборатори Тăвай округĕнчи Тăвай салинчи 1-мĕш ача-пăча садĕнче хута кайнă. Унăн кураторĕ — Сергей Михайлов фермер. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем ачасемшĕн наставник пулса опытпа паллаштараççĕ, пĕчĕккисене ачаранах çут çанталăка юратма, çĕр ĕçне хисеплеме хăнăхтараççĕ. Ку – округри иккĕмĕш агролаборатори. Сăмах май, маларах Тăвай округĕнче сĕт тирпейлессипе ĕçлекен Сергей Илларионов фермер пулăшнипе Турикас Тушкил салинчи ача садĕнче кун евĕр лаборатори ĕçлесе кайнăччĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем шкул çулне çитменнисемпе пысăк калăпăшлă ĕç йĕркелеççĕ: округри хуçалăхсенче экскурсире пулса кураççĕ, çĕнĕ пĕлÿ илеççĕ. Пĕчĕк агрономсем ÿсен-тăран акма, çум çумлама, кăпкалатма, калча мĕнле çитĕннине курма хăнăхаççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, проекта округсенчи 150 ытла фермера, çĕр ĕçченне тата ял хуçалăх таварне туса илекенсене явăçтарнă. Унсăр пуçне пур муниципалитетра та «Агрокласс» проект ĕçлет. 2022 çулта 453 шкул ачи валли 62 агрокласс уçнă. Калăпăр, Елчĕк округĕнчи Курнавăшри вăтам шкула илер. Ку шкулăн ачисем шкул аттестачĕпе пĕрле транспортпа çÿреме май паракан икĕ свидетельство илĕç. <...>
Вера МИХАЙЛОВА
♦ ♦ ♦
Батутпа сикнĕ чух аманнă
Чăваш Ен прокуратури ачасем валли йĕркеленĕ вылямалли лаптăксене тимлесех тăрать. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисем тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнать.
Йĕркене пăснă тĕслĕх чылай. Акă, сăмахран, Канаш округĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсен çумĕнчи вылямалли лаптăксем ыйтнине пачах тивĕçтермен. Çак кăлтăксене пĕтерме Канаш районĕн прокуратури хăш-пĕр пĕлÿ учрежденисен ячĕпе представлени тăратнă. Должноçри çынна административлă яваплăх кĕтет. Куславкка районĕн прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕн харпăрлăхĕнчи спорт тата ачасем вылямалли лаптăксене тивĕçлĕ шайра тытса пыманнине çирĕплетнĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени янă. Сăмах май, прокуратура ĕçченĕсем кун йышши йĕркесĕрлĕхе Патăрьел, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар округĕсенче, çавăн пекех Шупашкар хулинчи Калинин тата Мускав районĕсенче тупнă. Аттракционсемпе ĕçлекенсем те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни куçкĕрет. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле хулинчи канупа культура паркĕнчи скейт-площадкăна никам та пăхса тăмасть. Хула çыннисен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн çакă хăрушлăх кăларса тăратать. Паркри кăлтăка пĕтерме район прокуратури организаци ертÿçи ячĕпе представлени тăратнă. Калăпăр, июль уйăхĕнче çул çитмен ача Шупашкар хулинчи «Разгон» батут паркĕнче хытă сий çине ÿксе пуçне суранлатнă. Тĕпченĕ май центр палăртнă стандартсене пăхăнманнине, аттракционăн конструкцийĕн хăйне евĕрлĕхне шута илменнине палăртнă. Батут паркĕн управляющийĕ ячĕпе представлени тăратнă, РФ КоАПĕн 14.43 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Çул çитмен ачан правине хÿтĕлесе прокуратура суд урлă организацирен 100 пин тенкĕ компенсаци шыраса илмелле тунă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать