Чăваш хĕрарăмĕ 40 (1319) № 12.10.2023

12 Окт, 2023

Кунта пачах урăх сывлăш!..

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 2023 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа директор лавне Елена Николаева туртма тытăнчĕ. Чылайăшĕшĕн çакă кĕтменлĕх пулмарĕ-тĕр — Елена Васильевна культура тытăмĕнче 2002 çултанпа вăй хурать. 12 çул вăл Чăваш патшалăх Çамрăксен театрне ăнăçлă ертсе пычĕ. Çак тапхăрта театр коллективĕ директорпа пĕрле çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене, грантсене пурнăçа кĕртрĕ. Нумай чухне ертӳçĕсем çĕнĕ ĕçре вăй хума пуçланă май çулталăкран пĕтĕмлетӳ тăваççĕ. Мал ĕмĕтлĕ, пĕр вырăнта тăпăртатса тăма пĕлмен, ĕçе йĕркелеме, унтан та ытла, коллектива ӳсĕм çулĕпе шанчăклăн ертсе пыма пĕлекен Елена Васильевнăн вара каласа кăтартмалли халех нумай. Чăн та, çĕнĕ ĕçре пĕрремĕш утăмсем тăвичченех йывăр çухату тӳссе ирттерме тивнĕ унăн.

Амăшĕн пилĕпе

— Питĕ яваплă ĕç шанчĕç. Конкурс витĕр тухнă хыççăн ЧР Культура министрĕн хушăвĕпе çирĕплетрĕç. Анчах та çак тапхăр маншăн питĕ йывăр пулчĕ, чи çывăх çыннăма аннене ĕмĕрлĕхех çухатрăм. Анчах вăл мана пил парса ĕлкĕрчĕ, мĕншĕн тесессĕн эпĕ конкурс витĕр маларахах тухнăччĕ. Анне пилĕпе хавхаланса пуçăнтăм ĕçе.

Театр сывлăшĕпе тахçанах сывлатăп. Кунта çĕнни, паллах, ытларах, тĕллевсем те, куракан та урăхларах. Чăн та, ку енĕпе опыт пур — куракана театра илĕртес тесессĕн унăн чĕлхипе калаçмалла. Мĕн кирлĕ паян куракана? Çавна шырамалла. Театрта 100 ытла çын ĕçлет, çурри пултарулăхра туптаннă. Вĕсен хушшинче сумлă, тава тивĕçни нумаййăн. Эпĕ çак артистсем калăплакан сăнарсене курса-юратса ӳснĕ. «Кай, кай Ивана», «Нарспи»… — нихçан кивелмен классика. Вĕсене курман-пăхман çын çук. Çакăнта килсе, çакăн пек çынсемпе пĕр сывлăшпа сывлани питĕ паха маншăн. Ĕç нумай. Театра малалла тĕрлĕ енлĕ аталантармалла. Чăваш театрĕнче чăваш чĕлхи, юрри янăрамалла. Кунта чăвашлăх управĕ пулмалла, тĕп вырăнта — чăваш сăмахĕ. Театрăн илемлĕх ертӳçи питех те сумлă — СССР халăх артистĕнчен Валерий Яковлевран вĕренмелли нумай. Хăй вăхăтĕнче Иосиф Дмитриевпа пĕрле ĕçлеме тӳр килнĕшĕн шăпама тав тăватăп, унран та нумай вĕреннĕччĕ.

Çĕнĕ çула — çĕнĕ ĕçсемпе

— Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумай та мар. Театр коллективне тата куракана мĕн çĕнни кĕтет?

— Çĕнĕ çула кĕриччен çĕнĕ пилĕк ĕç сцена çине кăларма хатĕрленетпĕр. Премьера çине премьера пулĕ. Тин кăна Дмитрий Миронов И.Тургенев пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектакле куракан хак пама пултарчĕ. Çак кунсенче В.Распутин повеçĕпе лартнă «Анне» драма сцена çине тухĕ. — Епле пулсан та чăваш ĕçĕсене те кĕтет, ахăртнех, куракан…

— Н.Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» кивелми романĕ тăрăх спектакль хатĕрлет Н.Сергеева.

— Вăт ку хăватлă! Вăй çитеретĕр-и?

— Пиçсе тухасса шанас килет. Çавăн пекех ачасене хĕлле кăтартма юмах хатĕрлетпĕр. Артистсем вырăсла калаçĕç, анчах та ĕçĕ чăвашла пулмалла.

Театр Хĕрлĕ тӳремре вырнаçнипе усă курса ачасем валли Хĕл Мучи резиденцине уçасшăн. Эпĕ уçă алăксене юрататăп. Шупашкар кӳлмекĕнчен халăх татăлмасть — вĕсен театра кĕрсе курмашкăн яланах сăлтав тупăнтăр. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


«Салтаксене пулăшас килет»

Чăваш Енре ыр кăмăллăх вăй илсех пырать. Çамрăксем кăна мар, аслă ӳсĕмрисем те пурнăç юхăмĕнчен юлмаççĕ. Чăваш Енре паян 600 ытла кĕмĕл волонтер шутланса тăрать. Пурте хастар, пултаруллă, ырă чунлă, пурнăçа юратаççĕ. Чи кирли — кашниех пулăшу аллине тăсма хатĕр.

Иртнĕ эрнере республикăра волонтерсен «Кĕмĕл чун» иккĕмĕш форумĕ иртрĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ чи лайăххисене тĕрлĕ номинацире палăртаççĕ. «Çĕнтерӳ волонтерĕ» ята кăçал конкурсра Çĕрпӳ хулинче пурăнакан Валентина Михайлова тивĕçнĕ.

— Çулĕ нумай-ха манăн, анчах волонтерсен юхăмĕнче эпĕ çап-çамрăк — çулталăк çеç. Ыттисемпе танлаштарсан ĕçе пуçăнса кăна пыратăп. Хăшĕ-пĕри миçе çул тăрăшать ĕнтĕ! — тет сăпайлăн Валентина Владимировна. Çав вăхăтрах вăл курăмлă ĕçпе палăрма ĕлкĕрнĕ. — Малтан нимĕнле юхăма хутшăнас кăмăлăм та çукчĕ-ха. Шухăшра та пулман. Пĕррехинче Çĕрпӳри халăха социаллă пулăшу кӳрекен центрта тăрăшакан пĕлĕмĕш чĕнчĕ: «Пирĕн патра «Кулинарочка» ушкăн уçăлать. Вăхăт ирттермелле пыр», — терĕ. Мăнуксене вăхăт нумай уйăрма тивет, çавăнпах хам валли çукрах вăл. Кунта вара кăнтăрлаччен 2 сехетлĕхе кăна каймаллаччĕ. Килĕшрĕм — çынсемпе те хутшăнмалла-çке. Пĕр хушăран ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă май каччăсем «асанне-кукамай кукăльне çиес килет» тенипе вĕсен кăмăлне тивĕçтерес терĕмĕр. Ун чухне çанталăк сивĕччĕ-ха. Çул вăрăм пулнине пăхмасăр апат пăсăлмастчĕ. Эпир «Кулинарочкăсем» вĕт — кукăль таврашĕ пĕçерсе тултартăмăр. Вĕсем салтаксем патне чипер-йĕркеллĕ çитнĕ, кучченеçсемпе ывăлсемпе мăнуксем савăнсах сăйланнă.

Тепĕр хутчен гуманитари пулăшăвĕ ăсатма хатĕрленнĕ тĕле çанталăк ăшăтма пуçларĕ. Кукăльсем лайăх çитесси иккĕлентерчĕ. Эпĕ вара дипломпа çĕвĕ ĕçĕн техниктехнологĕ. Пирĕн килте пурин те термос сумкăсем пур. Ăçта та пулин пуçтарăннă чухне ĕçме-çимене утна чикетпĕр. Тепĕр тесен, унта сивĕ аккумуляторĕ те хума пулать. Шыв шăнтнă пластик кĕленче те сивĕ тытма пулăшать. Çапла эпĕ васкасах пысăк 3 термос сумка çĕлерĕм. Унта сивĕ аккумуляторĕпе пĕрлех хамăр пĕçернĕ кукăльсене хутăмăр. Кунашкал сумкăсем салтаксене те килĕшнĕ. Вĕсене сивĕтмĕш пек усă курма хаваспах илсе юлнă. Çакăн хыççăн кунашкал сумкăсене татах та çĕлерĕмĕр. Халĕ акă ăшă алсишсем хатĕрлеме тытăнтăмăр — сивĕтет вĕт. Пилĕке ăшă пултăр тесе çыхмалли сарлака пиçиххисем те çĕлетпĕр. Çапла кулинарирен çĕвĕçе куçрăм. Пушшех те, ку манăн юратнă ĕç, — каласа кăтартать Валентина Михайлова. Центрта йĕркеленĕ кружок «Кивĕ япаласен çĕнĕ пурнăçĕ» ятлă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли кăна мар, нумай ачаллă çемьесем валли те тĕрлĕ япала хатĕрлеççĕ кунта. Сăмахран, шкулта улăштарса тăхăнмалли пушмак чикме сумкăсем çĕленĕ. Хăрушсăрлăх çинчен шухăшланă май вĕсене çутă пайăркисене каялла сапалакан хăюсемпе илемлетнĕ. Ватă çынсене саппун та, вĕри савăт тытмалли алсиш таврашĕ те кирлĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Кĕрешÿ халăх культурине упрама пулăшать

Кашни халăхăн хăйĕн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки. Кунпа пĕрлех кашни нацин кĕрешӳ тĕсĕ те пур. Вĕсем пĕр вăхăтрах расна та, пĕрешкел те. Çакна Шупашкарта иртнĕ Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăййине хутшăнакансем те, куракансем те сăнаса ĕненме пултарчĕç. Спортсменсен вара хăйсене тĕрлĕ тĕсре тĕрĕслесе пăхма май пулчĕ. Юпа уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» пăр керменте Пĕтĕм тĕнче вăййи иртрĕ.

25 регионран тата 25 çĕршывран

Унта хутшăнмашкăн спортсменсем Раççейĕн 25 регионĕнчен кăна мар, 25 ют çĕршывран та çитнĕ. Азербайджан, Армени, Афганистан, Беларуç, Ботсвана, Германи, Замби, Израиль, Инди, Иордани, Иран, Казахстан, Кипр, Кăркăсстан, Колумби, Марокко, Мексика, Молдова, Пакистан, Сири, Таджикистан, Турци, Узбекистан спортсменĕсем те Чăваш Ене çитме кăмăл тунă. Вĕсем кĕрешĕвĕн 14 тĕсĕнче: айкидо, пиçиххинчен тытса кĕрешни, пĕтĕм меслете усă куракан каратэ /всестилевое/, киокушин, корэш, мас-рестлинг, хапсагай, кĕрешӳ, казахсен «Рубка» ал кĕрешĕвĕ, хĕçпе кĕрешни, ориентал, казахсен «Учкур» боксĕ, шахбокс тата кыргыз курош — хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Сăмах май, Чăваш Ен чысне хӳтĕлесе 86 спортсмен кĕрешĕвĕн çичĕ тĕсĕнче вăй виçрĕ. Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййине йĕркелекен, унта хутшăнакан, мĕн пур хăна ячĕпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин салам сăмахĕ ăсатнине те палăртмалла. Унпа вăййа уçнă савăнăçлă самантра Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев паллаштарнă. «Пысăк та çутă çак мероприяти «Шупашкар-Арена» пăр керменте ятлăсумлă спортсменсене кăна мар, çамрăксене те, вĕсен тренерĕсемпе наставаникĕсене те, Раççейрен тата ют çĕршывсенчен пухăннă куракансене те пĕрлештерет. Вăйă Чăваш Енре иртни те ахаль мар. Кунта мĕн авалтан халăх юратакан Кĕрешӳ аталаннă. Тупăшу туслăхпа ăнлану атмосферинче иртессе шансах тăратăп. Вăл çĕршывра кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсем, уйрăмах çамрăксен хушшинче, аталанассине витĕм кӳрессе, çакă халăхăн ĕмĕрхи культурине упраса хăварма пулăшасса ĕненетĕп», — палăртнă Владимир Владимирович.

Чи вăйлисем тĕл пулчĕç

Кĕрешĕвĕн тĕрлĕ тĕсне кăмăллакансем унăн сассине илтмен мар. Арена çине тухакансен ячĕсене хăйне май палăртакана чылайăшĕ паллать ахăртнех. Вырсарни кун «Шупашкар-Арена» пăр керменне пухăннисем вара Александр Загорский ринганонсера илтме кăна мар, курма та пултарчĕç. Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăййисен гала-финалĕн 6 çапăçăвне шăпах вăл ертсе пычĕ. «Кĕтсе илетпĕр», — кашни сăмаха тăсса, кашни сыпăка пусăм туса сассине хулăнлатрĕ вăл. Çапла куракан умне черетленсе наци кĕрешĕвĕн тĕрлĕ тĕсĕн спортсменĕсем тухрĕç. Киокушин кĕрешĕвĕн финалĕнче кавир çине тухакансем иккĕшĕ те Раççей чысне хӳтĕлекенсем пулчĕç. Махамед Гусейнов вăрвартарах та чеерех пулса Кирилл Бузмакова çĕнтерейрĕ. Вĕсем хыççăн ринга учкур ăстисем йышăнсан куракансем палăрмаллах шавлама тытăнчĕç. «Раççей! Раççей!» — кăшкăрса, алă çупса хавхалантарчĕç вĕсем Чăваш Ен спортсменне. Анчах та Григорий Никитин Иранран килнĕ Хожжат Бидерафша парăнтараймарĕ. Чылайăшĕн кăмăлĕ хуçăлма та ĕлкĕрнĕччĕ пулĕ те — кĕрешекенсем хавхалантарчĕç. Кавир çине икĕ чăваш каччи — Евгений Абрамовпа Евгений Павлов — тухрĕ. Чылайăшĕ хăшĕншĕн алă çупмаллине те пĕлмерĕ. Кĕрешӳ тĕсĕнче «Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăйă» çĕнтерӳçи ята Абрамов тивĕçрĕ. Вĕсем хыççăнах кавир çине Ренат Сабитовпа Алексей Солдатов тухрĕç. Раççей чысне хӳтĕлекен каччăсем пиçиххинчен тытса кĕрешрĕç. Нихăшĕ те парăнасшăн пулмарĕ, анчах та хальхинче Сабитов вăйлăрах пулчĕ. Ориентал тĕсĕнче Грузи спортсменĕ Иранран килнĕ яша хыçа хăварчĕ. Пĕтĕм меслете усă куракан каратэре Нурлан Ахмедов Артем Юфкинран ирттерчĕ. Сăмах май, икккĕшĕ те Чулхула облаçĕнчен килнĕ. «Шах та мат» теççĕ ăс-хакăл вăййин ăстисем. Ку сăмахсене шахбокс спортсменĕсем те пĕлеççĕ. Шăпах çапла пулса тухрĕ те. Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййине официаллă майпа хупнă уявра шахбокс енĕпе тĕнче чемпионĕ ята тивĕçессишĕн ку тĕсĕн çĕршыври чи вăйлă спортсменĕсем тĕл пулчĕç. Рингпа сĕтел хушшинче хире-хирĕç Турцирен килнĕ Чинар Догуканпа Мускавран çитнĕ Даниил Соловьев тăчĕç. Пиллĕкмĕш раундра мат лартса Чинару ылтăн медале тивĕçрĕ. Командăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе Раççей мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Иран, виççĕмĕшĕсем — Кăркăсстан команди. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.