Çамрăксен хаçачĕ 39 (6489) № 05.10.2023

5 Окт, 2023

Общежитире пурăнакан студентсене пулăшасшăн

Ялтан хулана килсе общежитире пурăнакан чылай студент тĕрлĕ лару-тăрăва лекет, йывăрлăхпа тĕл пулать. Çакă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенткине Юлия Кирилловăна проект çырма хистенĕ. Нумаях пулмасть вăл Росмолодежь микрогрантне тивĕçнĕ.

Пысăкрах проект çырма ĕмĕтленет

— Манăн проект «21-мĕш ăру» общежитисен актив шкулĕ» ятлă. Унăн тĕллевĕ мĕнле-ха? Вăл общежитире пурăнакан студентсене пулăшĕ. Манăн вĕсене хăйсен прависем, яваплăхĕ пирки ытларах пĕлтерес килет. Общежити пӳлĕмĕнче пурăннă вăхăтра мĕн тума юрать, мĕн тума юрамасть? Йывăрлăха лексен, тавлаштаракан самантсем пулсан камран пулăшу ыйтмалла? Чылайăшĕ ку ыйтусен хуравне пĕлмест, — каласа кăтартрĕ студентка. — Пирĕн университетра 9 общежити. Кашнинчех студентсен канашĕ пур. Шăпах унта тăрăшакансенчен пулăшу ыйтма пулать. Унсăр пуçне университетра вĕренекенсен профкомне пыма юрать. Сăмах май, эпĕ ку организацие 1-мĕш курсрах кĕтĕм. Шăпах унта тăрăшакансем мана ку проекта çырма пулăшрĕç.

Юлия проекта тепĕр çул пурнăçлама тытăнĕ. Унпа килĕшӳллĕн актив шкулĕ йĕркелесшĕн. Пике университетри 15 факультетра ăс пухакансене ĕçе явăçтарасшăн. 3 куна тăсăлакан мероприятире профкомра ĕçлекенсем студентсем валли ăсталăх класĕсем йĕркелĕç, тĕрлĕ лару-тăруран мĕнле тухмаллине кăтартмашкăн студентсене командăсене пайласа задачăсем шутлаттарĕç. Унсăр пуçне «Чи лайăх студентсен хули» конкурс ирттерме палăртнă.

Юлия хăй те общежитире пурăнать, çавăнпах кунашкал хăйне евĕр проект шухăшласа кăларнă вăл. Пике тантăшĕсем йывăрлăха лексен камран пулăшу ыйтмаллине пĕлменнине пĕрре мар курнă. Сăмахран, пӳлĕмре пурăнакансем пĕр чĕлхе тупаймаççĕ, çавăнпах пĕр кӳрши теприне кăларса яма хăтланать. Ку — йĕркене пăсни. Юлия проект çырас умĕн урăх хуласенче пурăнакансен опычĕпе те паллашнă, унти лару-тăрăва тишкернĕ. Пĕр çĕрте студентсен хулин директорĕ çамрăка общежити пӳлĕмĕнчен кăларса яма тăнине пĕлнĕ. Юлия пĕр форума кайсан Чулхулари çамрăксемпе паллашнă. Вĕсем хăйсен университетĕнче те профком пуррине, студентсене хăйсен прависене хӳтĕлеме пулăшнине каласа панă.

— Профкомра ĕçлекен тантăшсем маншăн тĕслĕх пулчĕç. Вĕсем проект çырса самай пысăк грантсене тивĕçеççĕ. Çавăнпах хам та ку ĕçе хутшăнса пăхма шухăш тытрăм. Манăн проект микрогрантсен конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Эпĕ 100 пине яхăн тенке тивĕçрĕм. Малашне, паллах, тата пысăкрах грант илес килет. Çавăнпа пурăна киле урăх проект çырас кăмăл пур. Хăш темăна хускатмаллине те шухăшласа хутăм, анчах кун пирки каламăп — вăрттăнлăхра пултăр, — йăл кулчĕ Юлия. — Тĕрĕссипе, манăн проект çырас опыт малтанах пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухне Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурса икĕ хут хутшăнтăм. Иккĕшĕнче те çурма финала лекрĕм. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Этем туйăмĕсем паян та 200 çул каяллахи пекех

Ялти пĕр евĕрлĕ, лăпкă, пурне те тивĕçтерекен пурнăçа тăруках улăштарать вăл. Çемье, таврари çынсем çинчен мантарсах шухăш-ĕмĕт авăрĕнче пурăнтарать. Мĕн-ши вара вăл — кун пек хăватлăскер? Хуравĕ пĕрре — юрату. Çак туйăма ĕмĕртен ĕмĕре пин-пин çын пăхăнать, пĕр унранах нумай çивĕч ыйту туратланса тухать. Вырăс классикĕ Иван Тургенев çырнă «Месяц в деревне» пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектакльти ĕç-пуç та тĕп сăнар юратса пăрахнипе çыхăннă.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 106-мĕш сезонта кăтартнă пирвайхи премьерăна шăпах вырăс классикĕн хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Спектакле лартаканĕ — ку театра çӳреме кăмăллакансемшĕн çĕнĕ çын. Çапах Дмитрий Миронов, Раççей патшалăх театр ӳнерĕн институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк режиссер, хăйĕн професси ăсталăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кăçал «Театрлă Атăлçи» фестивальте вăл лартнă «Страна слепых» спектакль номинацисенчен пĕринче çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Чăваш драмтеатрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев шăпах çавăнта асăрханă хыççăн хăйсем патне чĕннĕ ăна. «Пĕр уйăх çеç пĕрле» хайлава Иван Тургенев 1848- 1850 çулсенче çырнă. Паллах, унти ĕç-пуç, лару-тăру çав вăхăтпа тӳр килет. Апла пулин те вăл паянхи кунпа та килĕшсе тăрать. Сăлтавĕ, ахăртнех, пьеса пуçламăшĕнчен вĕçне çити этем психологийĕпе çыхăннинче. Ахальтен мар вырăсла калаçакан режиссер хăй чăвашла пĕлсех каймасан та артистсен вылявĕнчен, кăмăл-туйăмĕнчен сюжета йăлтах ăнланма май пуррине калать. «Ку пьесăпа ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. Эпир 200 çул каялла пулса иртнинчен аяккалла пăрăнман та тейĕн. Тургенев вăхăтĕнчи самана хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма тăрăшрăмăр. Пьесăн шухăшне, унти кулăшларах самантсене вара тата анлăлатрăмăр», — палăртать Дмитрий Миронов. Режиссер пулăшуçи Валерий Карпов, спектакльти çемье тусĕн Ракитинăн сăнарне выляканскер, вырăс классикĕн хайлавĕ кăткăс пулнине палăртрĕ. «Кашни сăнарăн харпăр йĕрне тытса пыма ансатах мар. Автор калас тенĕ шухăша артист хăйĕн вылявĕпе кăтартса пĕтереет-и — калама хĕн», — хăй çутатнă сăнар кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хăйне тĕрĕс тытма тăрăшнине, анчах туйăм авăрĕнче çакна тума йывăр килнине астуса калать вăл. Ислаевсен килĕнче яланах хăтлă, лăпкă пурнăç хуçаланнă. Апла пулин те вĕсен ывăлне Кольăна пĕлӳ пама çĕнĕ вĕрентекен Алексей Беляев /Григорий Петров артист/ килсен кил хуçи мăшăрĕшĕн Наталья Петровнăшăн /Эмилия Назарова артистка/ пурнăç пуçхĕрлĕ çаврăнать теме те пулать. Хăйĕн кăмăл-туйăмне яланах чараклама пултарнă лăпкă хĕрарăм çукшăнах вĕчĕрхенме, пăлханма тытăнать. Хĕрарăм ачалла ашкăнчăклăха çухатман, ирĕклĕхе кăмăллакан студента юратса пăрахать. Хăй вăхăтĕнче вăл ку туйăма пĕлсех те çитеймен: мăшăрĕпе Аркадипе пĕрле пулассине ашшĕ-амăшĕ татса панă. Яланах ĕçлĕ Ислаев килĕнчи çынсемпе мĕн пулса иртнине асăрхасах та каймасть: унăн мăшăрне чи çывăх тусĕ Михайло Ракитин тахçантанпах юратса пурăннине те, Натальйăн чĕри çамрăк вĕрентекеншĕн çуннине те. Чăн та, хуçан арăмне студент асăрхамасть те пек. Вăл кунĕпех вĕсен ывăлĕпе Кольăпа айкашать е çемье хӳтте илнĕ тăлăх хĕрпе Верăпа /Светлана Лукиянова артистка/ уçăлса çӳрет. Вун çиччĕри хĕр качча чунран кăмăлланине Наталья Петровна сисет. Чунĕнче кĕвĕçӳ вăраннăран хĕрарăм Верăна аслă çулти пĕччен пуян арçынна Афанасий Большинцова /Александр Кураков артист/ качча парасшăн. Ăна çакăн пек сĕнĕве, чăннипе, уес тухтăрĕ Шпигельский /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников/ парать. Вăл евчĕ ĕçне ăнăçтарсан тусĕ Большинцов пурлăх енĕпе пулăшасса шанать. Çыравçă сăнланă çынсен пурнăçĕнче мĕн пулса тухать? Çак ыйту хуравне вăрттăнлăхра хăварар. Премьерăна кайса курсан йăлтах уçăмланĕ. Çĕнĕ постановка куракансене килĕшни малтанхи пайрах палăрчĕ. Спектакле тимлĕ пăхма хистекенни, театра ăнсăртран тенĕ пек лекнĕ çынна та кăсăклантарма пултараканни пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех тупăнса пычĕ. Артистсем зал варринчен сиксе тухаççĕ-и е сцена çинчен тăрук куракансем ларакан çĕре анаççĕ-и, ăнсăртран пăшалран «переççĕ-и», çил «тухать-и» е çумăр «çăвать-и» — пурте ытла та ĕнентерӳллĕ. Вĕсенчен те витĕмлĕреххи, ахăртнех, артистсен вылявĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Хам вĕрентнĕ ачасем пĕчченлĕхе туйма памаççĕ»

«Эпир ача чухнех ватă çынсенчен чăваш йăли-йĕрки пирки нумай илтнĕ. Уйăха вупăр пусать тенине те вĕсемех каланă. 3-4-мĕш классенче вĕреннĕ чухне çуллахи каникулта комбайн хыççăн юлнă пучахсене пухма çӳреттĕмĕр. Пĕррехинче питĕ кая юлтăмăр. Каçхи 10-11 сехет те çитсе пыратчĕ пулĕ. Сасартăк пĕр хĕрача: «Пăхăр-ха, уйăха вупăр пусать!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Чăнах та, çаврака уйăх пĕчĕккĕн хупланма тытăнчĕ. Эпир хăранипе тырă çапакан комбайн патне кăшкăрса чупрăмăр. Комбайнер машинине чарса пирĕн пата тухрĕ. Эпир ăна сырса илтĕмĕр, хамăр мĕн курнине каласа патăмăр. Çав каç пире бригадир килĕрен ăсатса çӳрерĕ», — калаçăва ачалăхне аса илнинчен пуçларĕ Инна Сугутская.

«Капитанская дочка» Унтанпа чылай çул иртнĕ пулин те Инна Вениаминовна чăвашсен йăли-йĕркине çирĕп тытса пырать, чăваш халăхĕн тумĕпе питĕ кăсăкланать. Вăл 1957 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче Вениаминпа Раиса Сугутскисен çемйинче çуралнă. Ашшĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, амăшĕ шкулта та, çыхăну уйрăмĕнче те вăй хунă. Вениамин Пантелеймонович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, танкист пулнă. Аманнă, сывалнă, каллех строя тăнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл 10 класс пĕтернĕ. Чăваш каччине тӳрех танкиста вĕренме илсе кайнă. 18 çул тултарсан вăрçа кĕнĕ вăл, Курск пĕккинче çапăçнă, Ржев хулине хӳтĕленĕ. Йывăр тапхăр чĕринче ĕмĕрлĕхех суран хăварнă ахăртнех, ветеран вăрçă çинчен аса илме юратман. Вăл хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ кӳршĕ ял ачисемпе Гурий тата Леонид Кузнецовсемпе пĕр кунра вăрçа кайнă. Пĕр вăхăт виççĕшĕ те пĕр çĕрте пулнă. Каярахпа Леонида офицера вĕренме янă, унтан вăл взвод командирĕ пулнă. Гурипе Вениамин пĕр танкра çапăçнă. Виçĕ юлташ пĕр-пĕринпе çыхăну тытнă, çырусем çӳретнĕ. Вениамина танк командирне лартнă. Экипажри виççĕмĕш юлташĕ Чулхула каччи Володя пулнă. Пĕр çапăçура командир икĕ тусне те çухатнă, хăй йывăр аманнă. Кун пирки вăл чи малтан çывăх юлташне Леонид Кузнецова çырса пĕлтернĕ. Вăрçă пĕтсен Вениаминпа Леонидăн Çĕнтерӳ кунне пĕрле кĕтсе илес йăла пулнă. Çартан капитан званийĕпе таврăннă Вениамин Пантелеймонович хĕрне «Эсĕ манăн «капитанская дочка» теме юратнă. Çавăнпа ачасем Иннăна «капитанская дочка» тесе чĕннĕ. «Хăнаран таврăнсан атте çывăрса каятчĕ те час-часах: «Заряжай! Огонь!» — тесе кăшкăрса вăранса каятчĕ. Вăрçă пирки каласа пама ыйтсан сăмаха урăх еннелле пăратчĕ. Атте ывăлне, манăн пиччене ĕнтĕ, çывăх юлташĕ пек Володя ят хуртарнă. Тете те салтака кайсан танкист пулса çар тивĕçне пурнăçларĕ. Вăрçăра вилнĕ юлташĕн амăшĕ пурăннă чухне атте Чулхулана темиçе те кайса килчĕ. Хăй ĕмĕр тăршшĕпех чĕри çывăхне кĕрсе ларнă виçĕ ванчăкпа пурăнчĕ. Чĕри çумĕнчех пулнăран тухтăрсем малтан ăна кăларма хăранă. Ватлăхра вара хăй кăларттармарĕ. Ытла тӳрĕ кăмăллă çынччĕ вăл. Суйнине тата çын япалине илнине çав тери юратмастчĕ. Пĕррехинче тетесем Володьăпа Гера каçхине колхоз ани çинчен симĕс пăрçа татса килчĕç. Атте вĕсене çĕрле каялла леçсе пама кăларса ячĕ. Анне те ӳкĕте кĕртеймерĕ. Çавăнтанпа пирĕн килте çын япалине илесси пулман», — ашшĕне аса илчĕ Инна Вениаминовна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Ачасене сăвва рэп кĕввипе вĕренме çăмăлрах»

Совет саманинче ӳснĕ ачасенчен кам «шкулла» выляман-ши? Пĕрисемшĕн «урок» ирттерни вăйă шайĕнчех тăрса юлнă, теприсемшĕн вара пурнăç тăршшĕпех туптамалли пархатарлă ĕç пулса тăнă. «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» Раççей конкурсĕн кăçалхи лауреачĕшĕн Анжела Московцевăшăн вĕрентекен профессийĕ мĕн пĕчĕкрен — чуна чи çывăххи. Карачай-Черкес Республикинче иртнĕ финала хутшăннă хыççăн пултаруллă вĕрентекене хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.

Пукан çитмесси хăратмарĕ

— Анжела Юрьевна, Шупашкартан 1700 километрта вырнаçнă тăрăха çула тухса хăвăрăн ăсталăхпа ыттисене паллаштартăр. Йывăр пулчĕ-и?

— Паллах, çăмăл тееймĕп. Республикăри çĕнтерсе çĕршыв шайĕнчи тапхăра хутшăнма ирĕк çĕнсе илтĕм. Çу уйăхĕн вĕçĕнче республикăра «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ» ята тивĕçнине пĕлсен маншăн çуллахи кану пулаймассине пĕлсех тăтăм. Раççей шайĕнче тупăшмашкăн самай хатĕрленме тиврĕ. Ял çыннишĕн вара çу кунĕсем мĕн тери хĕрӳ: çĕр çинче ĕçлемелле. Ниме пăхмасăр тăрăшмаллине ăнлантăм. Конкурс положенийĕпе килĕшӳллĕн медиавизитка хатĕрлерĕм. Çакна пурнăçлама, хам Шупашкар округĕнчи Мăнал шкулĕнче вăй хуратăп пулин те, Кăшавăш шкулĕнчи çуллахи лагере çӳрекен ачасем пулăшрĕç. Чи кирли — ытти регионти вĕрентекенсен тата тӳресен умĕнче пите хĕретме тивмерĕ. Конкурсăн кашни тапхăрĕнче хама тивĕçлĕ шайра тытма ĕçтешсем, уйрăмах пĕрле çула тухнă ЧР Вĕрентӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин ертӳçи Анна Егорова, чылай пулăшрĕç. Анлă ăмăртăва кайни, 72 конкурсант йышне кĕни хăех пысăк çитĕнӳ.

— Этемĕн пурнăç çулĕ еплерех хывăнни ача чухне юнашар пулнă çынсенчен те нумай килет-тĕр…

— Ачалăхăм Мишер ялĕнче иртрĕ. Ытларах пайĕ — кукамайпа тата кукаçипе. Кукамай Анисия Даниловна, вăрçă нушине тӳснĕскер, аванах çирĕп хĕрарăмччĕ. Окоп та чавнă\вăл, торф та кăларнă. 1944 çулта блокадăран кăларнă Ленинграда тасатматирпейлеме кайнă. Ун чухне кукамай 18 çулта кăна пулнă. Аслисем ĕçре тăрмашнă чух эпир тĕрлĕ майпа йăпанаттăмăр. Аннен йăмăкĕ Людмила шкулта вăтам классенче вĕренетчĕ. Кукамайпа кукаçи «Хатĕр пул» журнал, «Пионер сасси» хаçат çырăнатчĕç. Çав пичет кăларăмĕсем тăрăх пире Люда аппа диктант çыртаратчĕ. «Шкулла» выляма килĕштереттĕм. Пĕррехинче пирĕн çурт умĕнче хитре кăна пĕр хĕрарăм тăнине куртăм. Вĕрентекен-мĕн, мана шкула хатĕрленекенсен класне йыхравлама килнĕ. Кукамай мана, кĕркунне çиччĕ тултараканскере, 1-мĕш класах яма хатĕрччĕ. Ираида Романовна вара вырăн çуккине пĕлтерчĕ. Эпĕ макăрсах ятăм. «Пукан çитмест, ача питĕ нумай-çке. Сана ăçта лартăп?» — терĕ вĕрентекен. Кукамай манăн кăмăла туйса хӳтĕлесшĕн пулчĕ те: «Ара, питех çук пулсан пуканне килтен илсе кайтăр», — терĕ. Çапла шкула кайрăм. Малтанах пире пĕр парта хушшине виççĕн лартрĕç. «Хăшĕ шкула пĕр сиктерми çӳрет, тăрăшса вĕренет — çавна илĕпĕр», — терĕ учитель. Пĕр хĕрача юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнăччĕ, эпĕ вара — унран пĕр кун маларах. Тантăшсен умĕнче хам аслăраххине ĕнентерме тăрăшрăм. Авăн уйăхĕн варринче мана шкула илчĕç. Вĕрентекен каланине асра тытса питĕ тăрăшаттăм. Çитĕнсен ун пекех пуçламăш классен учителĕ пулăп тесе ĕмĕтленеттĕм. 4-мĕш класра нимĕç чĕлхине вĕренме пуçларăмăр. Ку предмета юратрăм. Киле панă ĕçсене пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлаттăм. Аслă шкула ют чĕлхесен вĕрентекенĕ пулма çул тытăп теттĕм. Тепĕр ĕмĕт те пурччĕ-ха тĕрĕссипе. Хам тĕллĕн купăс калама вĕреннĕччĕ те музыка училищине кайса пăхасшăнччĕ. Анчах кукамай хирĕçлерĕ. Вăл эпĕ 15 çулта чухне çĕре кĕчĕ. Кукаçипе Иван Яковлевичпа иксĕмĕрех пурăнтăмăр. Вăл кукамайран 12 çул кĕçĕнрех. Ача чухне мана хăйĕн хӳттине илнĕ çывăх çыннăм паян пирĕнпе пĕрле пурăнать. 85 çулта пулин те кăштăртатать-ха, сывлăхĕ çитнĕ таран хуçалăхра тăрмашать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Шупашкарти ачана пиччĕшĕшĕн тавăрма сăмах панă

Эдуард Рубцов лăпкă пурăнма хăнăхман. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, Тăван çĕршыва хӳтĕлемелле чухне, вăл унта каймасăр епле юлĕха? 2022 çулхи пуш уйăхĕнче вăл çар комиссариатне кайса контракт çырма шутланă, анчах 40 çула çитнĕ тесе ăна йышăнман. Тепĕр уйăхран Раççей Президенчĕ 40 çултан иртнисемпе те контракт çырма ирĕк парсан Эдик çар комиссариатне тепре кайнă. Хальхинче ăна йышăннă, кăштах кĕтме хушнă. 2022 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăл ятарлă çар операцине лекнĕ.

Чечня, Абхази, Грузи

«Çут тĕнчере 42 çул пурăнатăп. Авланнăранпа 18 çул çитрĕ, çемьепе çак вăхăтăн пĕрре виççĕмĕш пайне пулса курнă-ши хăть эпĕ? Яланах — командировкăра, «хĕрӳ точкăра». Мăшăра питĕ хĕрхенетĕп. Мĕнле чăтать-ши? Атте-анне, ачасем тата мĕнле тӳсеççĕ-ши? Ятарлă çар операцине кайнăранпа отпускра икĕ хутчен пултăм. Килтисем мана çав тери кĕтеççĕ, хам та вĕсемшĕн тунсăхлатăп. Хĕрӳ вырăнта чунпа та, кĕлеткепе те çирĕпленнĕ çынсен пулмалла. Тин çеç ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухнă çамрăксене кунта питĕ йывăр. Эпĕ хам çар çынни пулатăп тесе ĕмĕрне те шутламан. Хăй вăхăтĕнче манăн чуна вăрçă çирĕплетрĕ, манран арçын турĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Эдуард Рубцов. Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ вăл, шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа питĕ туслă пулнă. Вĕсен çемйинче тăватă ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ. Тĕрĕссипе, Рубцовсен ачисем пурте спорта юратса ӳснĕ. Эдуард шкулта ăс пухнă вăхăтра нумай енлĕ ăмăртассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. Халĕ унăн аслă хĕрĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче вĕренет, кĕрешес енĕпе Раççейри ăмăртусене хутшăнса çĕнтерет. Кĕçĕн хĕрĕ те кĕрешес енĕпех аталанса пырать. Эдуардăн шăллĕ Павел — кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ, унăн икĕ ачи те ку енĕпе кайнă. Тепĕр шăллĕн Юрин те икĕ ывăлĕ кĕрешӳре пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ. Эдик аттестат илсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарас тесе Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне агронома вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсанах ăна çара илнĕ. Салтак тивĕçне Балашиха хулинче пурнăçланă. Службăра тăнă чухне вĕсене малтан — Чечняри, каярахпа Абхазипе Грузири хирĕç тăрусене лăплантарма илсе кайнă. Шăпах çавăн чухне чăваш каччи Тăван çĕршыва хӳтĕлесси унăн тĕп тивĕçĕ пулнине ăнланнă. Çартан таврăнсан вăл Шупашкарта милицие ĕçе вырнаçнă. Унтан çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Милицире ĕçленĕ чухне Чечняна командировкăна темиçе хутчен те кайнă. Чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне кура каярахпа ăна Çĕрпӳ хулинчи ПАИ пуçлăхне лартнă. Питĕ çирĕп ыйтаканскер унта чылай вăхăт ĕçленĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Аппăшне кура шăллĕ те ветеринара вĕренме кайнă

Ашшĕпе амăшĕ яланах карта-вите тулли выльăхчĕрлĕх усранă пулин те Эльза Таркина хĕр чухнехи хушамачĕ — Малышева пуласлăхра пурнăçĕ килти чĕр чунсемпе çыхăнасса тĕлленмен. Чылай хĕр-упраç таса та илемлĕ курăнмалли вырăнта тăрăшма тĕмсĕлет мар-и? Ун пек çĕрте вăй хумалли сумлă професси пайтах. Комсомольски тăрăхĕнчи Кĕтне Пасар хĕрĕ шкул хыççăн Шупашкара çул тытнă. Çыхăну техникумĕнче юрист-правовед специальноçĕпе вĕренсе тухсан шăпа тĕрлĕ ĕçпе паллаштарнă ăна.

Ферма ачисем

«Ача чухне аттепе анне иккĕшĕ те колхозра ĕçлетчĕç. Вĕсем кунĕпе ĕçре пулнăран эпир те шăллăмпа фермăна аслисене пулăшма тăтăшах каяттăмăр. Аслăрах çынсем пире «ферма ачисем» тенине пайтах илтнĕ. Атте Олег Николаевич «Восток» хуçалăхăн сĕт-çу фермин заведующийĕнче чылай çул тăрăшрĕ. Пĕр тапхăр бригадир та пулчĕ. Уйра выльăх кăшманĕ чылай акатчĕç. Колхозри çынсене пайсем валеçсе панă вăхăта эпĕ те çав йыша лексе ĕлкĕрнĕ. Çуллахи вăхăтра пирĕн валли ĕç пайтах пулнă. Йывăр-и, çăмăл-и — ун çинчен шухăшламан та. Пурнăçламалла тăк — урăхла çул шыраман. Манран икĕ çултан та сахалрах кĕçĕн шăллăмпа Антонпа килти выльăх патне те тăтăшах тухаттăмăр. Пĕр вăхăт пирĕн кил картинче лаша та пурччĕ. Хамăр тĕллĕнлĕхе вĕренсе мĕн пур выльăха пăхма хăнăхса çитнĕ эпир», — Таркинсен çемйинчи кил хуçи мăшăрĕпе Эльза Олеговнăпа калаçу çапла пуçланчĕ. Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх теççĕ. Кĕтне Пасар ялĕ Асанкассипе юнашарах. Кӳршĕ ял çамрăкĕсем пысăк мар Кĕтне Пасар клубне те килсе çӳренĕ. Нумай çула тăсăлнă çакнашкал йăла: икĕ ял хĕрĕсемпе каччисем туслашса пынă. Эльзăпа Андрей та паллашсан пĕр-пĕриншĕн çывăх тус пулса тăнă. Икĕ çул çыхăну тытсан çамрăксем пĕрлешме шухăшланă. «Андрей — йышлă çемьерен. Пиллĕкĕн пĕртăван вĕсем. Пысăк çемьере çитĕннĕскер эрех-сăрапа иртĕхменни, пирус таврашĕпе çыхланманни, ĕç енчен нихăçан та ӳркенменни килĕшрĕ, çаксем вăл шанчăклă мăшăр пулассине систерчĕç. Унпа кирек ăçта та — хулара-и, ялта-и — пурнăçра ăнасса ĕнентĕм. Чăн та, кил хуçи пулнă май ăçта йăва çавăрассине вăл татса пачĕ. Андрей хулара шавлă пулнипе унта хăйне нихăçан та хăтлă туйманнине каларĕ. Çапла эпир вăл çуралса ӳснĕ кил вучахне малалла хĕмлентерекенсем пулса тăтăмăр», — сăмах малалла тăсăлчĕ «Асаново» хуçалăхра тăрăшакан ĕçченпе. Эльза малтанах Комсомольски салинче уйрăм юристăн кантурĕнче ĕçленĕ. Çак профессипех малалла аталанас тĕллев те пулнă унăн. Çавна кура 2011 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелти филиалĕн юридици факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăт тĕлне çемьере пĕрремĕш ача çитĕннĕ. Пĕчĕк Тимофея амăшĕн тимлĕхĕ питĕ кирлине пăхмасăр çамрăк хĕрарăм вĕренӳрен пăрăнман, 2014 çулта диплом илнĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.