Çамрăксен хаçачĕ 38 (6488) № 28.09.2023

28 Сен, 2023

«Кукамай маншăн савăннипе пĕрмай макăрать»

НТВ телеканалпа кăтартакан «Ты супер!» ача-пăча конкурсĕн çиччĕмĕш сезонĕ старт илчĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 50 çын жюри членĕсене пултарулăхĕпе паллаштарать. Вĕсен йышĕнче Çĕмĕрлере ÿснĕ 19-ти Виктория Трончук та пур.

Чи лайăх фанат

— Виктория, ку сезон саншăн пĕрремĕш маррине пĕлетĕп. Эсĕ конкурсăн малтанхи икĕ тапхăрне хутшăннă. «Ты супер!» конкурса мĕнле лекрĕн?

— Конкурса пĕрремĕш хут хутшăннă чухне эпĕ 13-реччĕ. 14-ра чухне тепĕр сезона лекрĕм. Халĕ ак Мускава виççĕмĕш хут кайрăм. Пĕрремĕш хутĕнче конкурса кукамай Роза Ахатовна хутшăнма сĕнчĕ. Вăл ун пирки телевизор курса пĕлнĕ. Унччен эпĕ «Синяя птица» телекăларăма та хутшăннăччĕ. «Ты супер!» конкурса лекес тесе заявка янă хыççăн кастинг иртрĕ: йĕркелӳçĕсемпе видео урлă çыхăнса юрласа кăтартрăм. Ун хыççăн мана Мускава чĕнчĕç. Унта ӳкерӳ пуçланиччен кăшт маларах кайма тиврĕ: хатĕрленмеллеччĕ, репертуара палăртмаллаччĕ. Ун чухне, хальхипе танлаштарсан, проектра ӳкерĕнме чылай çăмăлрахчĕ. Ара, эпĕ 13-14-ри ача пулнă. Халĕ вара 19 çулта. Сцена çине тухатăн та, çынсем ларнине куратăн та, ăшра урăх туйăмсем хуçаланаççĕ. Халĕ кирек мĕнле пулсан та лайăх юрлас, такăнас мар тесе шутлатăп. Сцена çинче мĕнле курăнни те шухăшлаттарать. Пĕчĕк чухне вара кун пирки пуç ватман. Хальхинче ӳкерĕннĕ чухне проектри педагогсене: «Сцена çине тухиччен мана курпунланмалла маррине аса илтерĕр-ха», — тесе асăрхаттартăм. /кулать. — Авт./

— Проектри жюри членĕсем сана чăваш Аделĕ /Адель — Аслă Британири тĕнчипе паллă юрăç/ тесе чĕнме тытăннă.

— Ку иккĕмĕш сезонра пулчĕ. Ун чухне эпĕ Адель юррине шăрантартăм.

— Конкурсра ачасен пултарулăхне Раççей çăлтăрĕсем хаклаççĕ. Пĕрремĕш сезонра Сергей Лазарев, Юлианна Караулова, Виктор Дробыш, Игорь Крутой жюри членĕсем пулнă. Хальхинче — Александр Панайотов, Алексей Воробьев, Ани Лорак… Çавăн пек паллă артистсене курсан мĕнле кăмăл-туйăм хуçаланчĕ?

— «О-о-о», «Вау-у» темен паллах. Вĕсене курсан хама лăпкă тытрăм. Манăн характер çавнашкал: эпĕ — сăпайлă, кăмăл-туйăма ытлашши кăтартмастăп. Паллах, çав вăхăтрах чунра темĕнле ăшă-ăшă. Александр Панайотовпа юрласа куртăм. Калама çук кăмăллă пулчĕ. Пĕрремĕш сезонра Наталья Подольская юрăçпа дуэтпа юрларăм.

— «Ты супер!» проекта ашшĕамăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасем хутшăнаççĕ. Эсĕ пĕчĕк чухнех çурма тăлăха юлнă…

— Анне аварире вилнĕ хыççăн пиччепе иксĕмĕре кукамайпа кукаçи ура çине тăратрĕç. Пире халĕ те ӳстереççĕ темелле, пирĕншĕн пăшăрханаççĕ, пулăшаççĕ. Анне вилнĕ чухне эпĕ 4-ра пулнă. Атте пурăнать. Унпа хутшăнкалатăп, анчах çывăхах мар. «Ты супер!» конкурса пĕрремĕш хут кайсан аннесĕр юлнине каласа кăтартма ыйтсан питĕ йывăр пулчĕ. Проекта хутшăнакан ачасемпе психологсем ĕçлерĕç. Çакă маншăн усăллă пулчĕ. Халĕ мана кун пирки калаçма самай çăмăлрах.

— Ахăртнех, кукаму санăн тĕп фанат?

— Тĕрĕсех, вăл мана калама çук вăйлă хавхалантарать. Маншăн савăннипе пĕрмай макăрать. Вăл маншăн темĕн тума та хатĕр. Эпĕ пĕчĕк чухне манпа пĕрле конкурссене çӳретчĕ. Халĕ, паллах, çулне кура инçе çула çӳреймест. Эпир пĕрпĕринчен аякра пулсан та вăл мана пулăшнине туятăп. Пĕр-пĕр конкурс хыççăн миçемĕш вырăна тухнине шăнкăравласа калатăп та: «Маттур!» — тесе хавхалантарать, саламласа çине-çине смс-çыру ярать. Кукамай «Ты супер!» шоун пĕр сезонне те сиктермен. Ачасене мухтать, хăшне-пĕрне лайăх паллать, вĕсене манран салам каласа ярать. Проектри ачасемпе эпир пĕр çемье пек. Хальхинче ӳкерĕннĕ хыççăн уйрăлма йывăр пулчĕ. Эпир пурте пĕрешкел шăпаллă вĕт. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр, туятпăр. «Ты супер!» кăларăмра хăйне евĕр атмосфера. Унта хутшăнни чĕрене çу сĕрнĕ пекех. Маншăн кукаçи те хĕпĕртет. Çывăх тăвансем эпĕ çавнашкал пысăк проекта хутшăннăшăн савăнаççĕ. Мускавра пурăнакан пичче ӳкерӳ лапамне пырса кайрĕ. Мана юлташсем те, савни те чылай хавхалантарчĕç. Çынна ырă сăмахпа пулăшни питĕ кирлĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Шăпа Казахстана илсе çитернĕ

Нумаях пулмасть çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан, Мускаври чăваш культурин обществи çумĕнчи «Вучах» клуба 10 çул тытса пынă, халĕ çакнашкал ятлă ушкăна ертсе пыракан Татьяна Расторгуева шăнкăравларĕ. Ĕçлĕ калаçу хыççăн савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. «Шахтĕрсен кунĕ умĕн çывăх тăвансен — Марийăн, Леониллăн, Тамарăн, Розăн — ачисене пĕр кĕрекене пухса 83 çулти Геннадий куккана уяв туса патăмăр. Вăл тивĕçлĕ канăва тухиччен шахтерта ĕçленĕ. Халĕ çулĕсене пăхмасăр купăс калать, юрлать, тĕрлĕ уявра ялти çынсен кăмăлне çĕклет. Ял халăхĕ ăна хисеплет. Кукка çинчен пĕтĕм чăваша каласа кăтартас килет», — терĕ Татьяна. Мĕнех, унран Геннадий Яковлев пирки ыйтса пĕлтĕм. Чăнах та, питĕ хăйне евĕр шăпаллă маттур чăваш вăл.

Çĕр айĕнче епле ĕçлемеллине пачах пĕлмен чăваш каччи ăста шахтер пулса танă. Казахстанри Карагандана вăл ахальтен лекмен. Вăл инçе çула 600 çамрăкпа пĕрле тухнă. Совет Союзĕнче ун чухне шахтăра ĕçлес текенсене ятарласа шыраса çӳренĕ. Ун чухне ялта колхозниксене паспорт паманни халь пирĕншĕн тĕлĕнтермĕш пекех туйăнать. Анчах ĕлĕк чăнласах та çапла пулнă, ял çыннисене ялтах пурăнтарма тăрăшнă. Çĕршывра рабочисем çитменнипе 1958 çулта 16-18-ти çамрăксене промышленноç предприятийĕсенче ĕçлеме ирĕк паракан постановлени кăларнă. Татьяна Расторгуевăн куккăшĕ шăп та лăп çак майпа усă курса инçе çула тухнă та. Геннадий Яковлевичăн шăпи мĕн ачаран çăмăлах пулман. Амăшĕ ир çĕре кĕнĕ, ашшĕ урăх çемье çавăрнă. Пĕртăванĕсем кашни хăйĕн пурнăçĕпе пурăннă. Геннадий шкулта тăрăшса вĕреннĕ, пысăк çын пулма ĕмĕтленнĕ. Тĕллев патне талпăнакан çын çак çула парăнтаратех. Геннадий Яковлев та ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Ун чухнехи çăмăлах мар çулсенче чылай çамрăк ФЗО витĕр тухнă. Геннадий Яковлевич шахтер профессине алла илес тесе пĕр уйăх вĕреннĕ. Унтан ăна направленипе Карагандари Ленин ячĕллĕ шахтăна ĕçлеме янă. Сăмах май, шахта ятне улăштарман, паянхи кун та çав ятпах юлнă. Çара каясси каччăсемшĕн пысăк чыс шутланнă. Геннадий та салтак аттине тăхăннă, çарта хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Салтак шинельне хывсан вăл хăйĕн ĕçне каялла таврăннă. Пĕр ĕçрен те хăраман вăл. Мастер та пулнă, инженер профессине илсе ку енĕпе чылай çул вăй хунă, унтан хастарлăхне кура ăна участок пуçлăхĕн заместителĕн должноçне шанса панă. Вăхăта чарма çук. СССР аркансан тулли мар яваплă обществăсем йĕркеленме тытăннă. Геннадий Яковлевич пĕр организацин тĕп директорĕн пуканне йышăннă. Ун чухнехи пурнăçа нумайăшĕ астăваççĕ пулĕ: ĕç укçи паман, лавккасенче тавар тупма йывăр пулнă. Пуçлăхсем çак йывăр лару-тăруран тухма майсем шыранă. Казахстанра та шахтăран кăларнă кăмрăкăн пĕр пайне организаци ячĕпе сутса шалу тӳлеме ирĕк панă. Çав вăхăтра пирĕн кунта чăлха-нуски сутса укçа тунă, шахтерсем вара кăмрăк сутса тимĕр туяннă, ăна укçалла парса апат-çимĕç илнĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ.

♦   ♦   ♦


Кăçал купăстана пăрçа мĕншĕн вăйлă тапăнчĕ?

Ял çыннисем, дачăна çӳрекенсем çуркуннерен пуçласа хĕл ларичченех çĕр çинче тăрмашаççĕ. Пахчари ĕçсем тухăçа пухса кĕртнипе кăна вĕçленмеççĕ. Çитес çул лайăх çимĕç туса илес тесен халех хатĕрленме пуçламалла. Пахчара тăрăшакансене пăшăрхантаракан ыйтусене Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертсе пыракан энтофитопатологĕпе Светлана МИХАЙЛОВĂПА уçăмлатрăмăр.

Сивве пула чир ерет

— Светлана Валерьевна, ахăртнех, пахчаçăсем сирĕн организацие тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ.

— Çапла, пирĕнтен сĕнӳ-канаш ыйтакан чылай. Хăшĕ-пĕри вăл е ку культура чирленине асăрхать те çакă мĕнле амак пулнине пĕлме пирĕн пата килет. Теприсен хими им-çамĕпе усă курас килмест, çавăнпа мĕнлерех биологи препарачĕ лайăхраххи пирки специалистсенчен ыйтни шанчăклăрах тесе шухăшлаççĕ. Паллах, вĕсене тивĕçлĕ консультаци паратпăр.

— Çуркунне ака-суха ĕçне пуçăннă чухне ӳсен-тăран чирлесрен мĕнле сыхланмалла? Тен, вăрттăнлăхсем пур?

— Сывлăш температурине сăнани — чи кирли. Çĕр йĕркеллĕ ăшăнса çитмесĕрех лартсан-аксан çимĕç тĕрĕс-тĕкел çитĕнесси иккĕленӳллĕ. Чылай пахча çимĕçе илес тĕк, тăпра 10 градус таран ăшăнса çитсен тин лартмалла. Нумай чир шăпах шăннинчен пуçланать. Севока та васкаса лартмалла мар — вăл кĕпçене каяс хăрушлăх пысăк. Сивве аван чăтса ирттерекенни — кишĕр. Унăн вăрри нӳрĕк çителĕклĕ, тăпрари температура пысăках мар чухне аван шăтать. Çакă вăрăра эфир çăвĕ нумаййипе, вĕсем çакнашкал условире лайăхрах ирĕлнипе çыхăннă.

— Хăш-пĕр пахчаçă халăх сăнавĕсене шута илет.

— Асăрханă тăрăх, халăхра калани чăнлăхпа тӳр килет. Эпĕ хам та çут çанталăка сăнатăп. Ача чухне асанне каланисене асра тытатăп. Калăпăр, Иустиния Фоминична кишĕре чие чечеке лариччен акмалла тетчĕ. Кая юлтăн пулсан вара çеçки тăкăнасса кĕтмелле. Унсăрăн пахча çимĕçе кишĕр шăни тапăнĕ-мĕн. Ăшша юратакан ӳсен-тăран калчисене палан чечеке ларсан кăна йăран çине кăлармалли пирки илтнĕччĕ. Хурăн çулçи Совет саманинчи пилĕк пус пысăкăш пулсан çĕр улми лартма тухаттăмăр. Ытти сăнав та — çу типĕ е йĕпе пуласси, çуркунне ирех е кая юлса килесси, кĕркунне çумăрлă е уяр кунсем ытларах тăрасси — нумай чухне тĕрĕсе килет.

— Кăçал çулла шăрăх кунсем вăраха тăсăлчĕç. Авăн та ăшах тăрать ав. Çавăнпа ял çыннисен пахчисем йăлтах пушаннă тесе калаймăн. Теплицăсенче çимĕçсем халĕ те тухăç параççĕ. Кун пек çанталăкра вăйлăрах аталанакан чир-чĕр пур-и?

— Паллах. Сăмахран, кладоспориоз. Çак кăмпа чирĕ хупă çĕрте, урăхла калас тăк — теплицăра, çитĕнекен пахча çимĕçе ерет. Кун каçа шăрăх тăнă çанталăк каç еннелле улшăнать. Хупă çĕрте ăшă юлнă, тулта вара сулхăнрах пулсан теплица питĕ вăйлă тарлать. Конденсат пахча çимĕç çине ӳксен томат е баклажан çулçисем пĕтĕрĕнеççĕ, типеççĕ. Çапла çимĕç тухăçĕ чакать. Помидорăн пуçĕ хĕрелнĕ, анчах тунапа çыхăнакан тĕлте симĕсрех пулни те — çав чир палли. Çимĕçĕн варри тымарлă, хытăрах пулни те кладоспориоз тапăннине систерет.

— Помидор чипер-йĕркеллĕ пиçнĕ çĕртех хуралнă вырăнсем тухма пуçлаççĕ тĕк ӳсентăран мĕнпе чирлет?

— Ку физиологи палли. Кун пекки кали çитмен чухне пулать. Вăл ӳсен-тăран тĕмне пĕтĕмĕшле сиен кӳмест. Сиенленнĕ çимĕç сыввипе юнашар выртсан иккĕмĕшне нимĕн те пулмасть.

— Ахăртнех, çĕр улмишĕн, помидоршăн тата хăш-пĕр ытти пахча çимĕçшĕн чи анлă сарăлнă чир — фитофтора.

— Çапла калама пулать, мĕншĕн тесен ку кăмпа чирĕ пахча çимĕçе шăпах пухса илмелли тапхăрта ытларах ерет. Анчах юлашки çулсенче фитофтороз пахча çимĕçе кĕр çитичченех çулăхать. Çĕртме вĕçĕнче е утă уйăхĕнче хăмăрланнă помидор курнинчен тĕлĕнмелли çук. Çакăн пек лару-тăру патне çитес мар тесен çу пуçлансанах ӳсен-тăрана биологи препарачĕпе е хими фунгицичĕпе сапмалла. Биологи им-çамĕпе кăна усă куратăр тăк çакна кашни эрнерех тумалла. Ун пеккисене пирĕн ял хуçалăх центрĕнче те хатĕрлесе кăлараççĕ. Вĕсен йышĕнче — «Фитоспорин», «Триходермин», «Алерин». Утă уйăхĕнче пахча çимĕçе фитофтора сиен кӳресрен сыхланса хими препарачĕ сапсан аван. Утă уйăхĕнче унпа темиçе хутчен те сапнă, анчах çурла уйăхĕнче пурпĕрех помидор хуралчĕ тĕк пахчара фитосанитари тасатăвĕ тумалла. Кăмпа чирĕн тымарĕ, мицели, питĕ вăйлă аталанать. Вăл пахча çимĕçре кăна пулмасть, çĕр çинче те юлма пултарать. Çĕр улмине те çакнашкал чир тапăнма пултарать. Çавăнпа тымар çимĕçе йăран çинчен кăларнă хыççăн тӳрех тĕп сакайне, нӳхрепе хумалла мар, 10-14 кун сывлăш лайăх вылякан вырăнта тытмалла. Пахча çимĕçе купаласа мар, сарса хурсан аван. Хĕл валли хумалли пахча çимĕçе тĕплĕ суйласа кĕртмелле. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Кĕрĕк вырăнне бетон çăрмалли техника туянтăм»

Тĕп хулара çитĕннĕ Наталья Плавова Шупашкар округĕн Карачурара пурăнать. Çемьене ăнсăртран килсе çапнă инкек, мăшăрне яланлăха çухатни, хĕрарăма чуна çывăх ĕç тупма хистенĕ. Техника специальноçĕпе аслă пĕлӳ илнĕскер сад-пахча ĕçне кăмăллама тытăннă. Паян унăн пахчинче тĕрлĕ чечек ешерет. Гортензи кăна 60 сорт!

Юратура ĕрчетнĕ сад Наталья Плавова хăш вăхăтра каннине хăй кăна пĕлет-тĕр. Хулари электроникăпа суту-илӳ тăвакан организацире ĕçлекенскер киле таврăнсанах хăйĕн «ешĕл патшалăхĕнче» чечек тунисене касса тымарлантарма лартать. Теплицăсенче, «хĕллехи садра» тăпра тултарнă савăтсем — теçетки-теçеткипе. «Халĕ майĕпен хĕле хатĕрленетпĕр. Уçă вырăнта та, теплицăсенче те тăпрана сидератпа пуянлатасси йăлана кĕнĕ. Нумай ĕçе аннепе пĕрле пурнăçлатпăр. Вăл ытларах пахча çимĕçпе аппаланать. Юлашки çулсенче арпус ăнса пулать. Çулла шăрăх пулнăран вăрăран акса тунă калчасем тулăх çимĕç параççĕ, — пахчара ман валли экскурси ирттерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Эпĕ тахçан пахчара çум çумланисĕр пуçне нимех те тума пĕлмен. Чăнах та. Хальхи вăхăтра интернет пур. Унта пĕтĕмпех вĕренме пулать. Строительство ĕçĕсене мĕнле пурнăçламаллине, ӳсен-тăрана епле çитĕнтермеллине унта пăхатăп. Чечексем пирки калас тăк, йăлтах 5 çул каялла пуçланчĕ. Эпĕ пĕр хĕрарăм блогерăн страницине сăнаса пыраттăм. Вăл чечексем ӳстеретчĕ. Унран вĕренмешкĕн курс туянтăм. Хунав-çулçă тымарлантарас тĕлĕшпе пĕрремĕш утăмсем аванах пулса пычĕç. Ун чухне Европăран тĕрлĕ культура çырăнса илме пулатчĕ. Петунин тĕрлĕ сортне саккас параттăм. Калибрахоа уйрăмах илĕртетчĕ. Самолетран тымарлантармалли хунавсем тиенĕ пысăк курупкасем кĕтсе илеттĕм. Халĕ ку чечекпе питех аппаланмастăп. Иртнĕ хĕлле шар куртăм. Ялта хăш чухне электричество сӳннĕрен «хĕллехи садри» ӳсен-тăран шăнчĕ. 70 сорт петуни, 35-40 калибрахоа /халăхри ячĕ — «1 миллион шăнкăрав курăкĕ»/ сорчĕ ĕрчетнĕччĕ. Халĕ фуксипе аппаланма пуçларăм. Çанталăк сивĕтсен ăна пӳрте те илсе кĕме пулать. Петуние вара ăшă çĕрте ӳстереймĕн, вăл чирлеме пуçлать. Хăйне 10-14 градус ăшăра хăтлă туять вăл. Нӳрĕк ытлашши кирлĕ мар. Çак чечеке пахчара, балкон çинче ӳстерекенсем вара ăна шăварма юратаççĕ. Ку — пысăк йăнăш. Нӳрĕке пула петуние чир ерме пуçлать», — декоративлă ӳсентăрана мĕнле пăхмаллине ăнлантарасси Натальйăшăн ним те мар. Вăл хăй тĕллĕн вĕренсе пырать. Ӳсен-тăранăн агротехникине, чир-чĕрне пĕлмесĕр хитре те тулăх пахча-сад пулаймассине пĕлет. Çынпа хутшăнма юратаканскер ку ыйтусене кӳршисемпе те сӳтсе явать. Хушăран вĕсем ĕçе пĕрле канашласа пуçараççĕ. Тĕслĕхрен, монилиоз чирĕпе пĕр хуçалăх уйрăммăн кĕрешнин усси çук. Ялта хурт пур тăк вăл еретех. «Калаçса татăлса хими препаратне пĕр вăхăтра сапнине нимĕн те çитмест. Чылайăшĕ кăçал чие çырли пулманни пирки калать — пирĕн пахчара витривитрипех пиçрĕ», — терĕ Наталья. <...>

Ирина ИВАНОВА.


♦   ♦   ♦

Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи çăлтăрсем ăçта пурăнаççĕ?

Тепĕр чухне юрăçсем питĕ хăвăрт чап çĕнсе илеççĕ. Анчах пурăна киле, шăпах çăлтăр пулса тăрсан, сцена çинчен çухалаççĕ. Пĕрисем пурнăçне çемьене халаллаççĕ, теприсем хăйсене урăх ĕçре шырама тытăнаççĕ... Хăй вăхăтĕнче чăваш эстрадине парăнтарнă, вăхăт иртсен алăран микрофон янă артистсем халĕ мĕнле пурăннине тишкертĕмĕр.

Пуçлăх пулса тăнă

Чылай çул каялла Алена Алексеева юрăçпа пĕрле Алексей Матросов юрлатчĕ. Каччă сцена çине пĕччен те тухатчĕ. Унăн репертуарĕнчи «Ан чар, хĕлхем», «Ăçта халь эс, ăçта?», «Юлашки каç» тата ытти юрри чылайăшĕн кăмăлне каятчĕ. Тăвай тăрăхĕнчи Тăрмăш ялĕн каччи ытларах Эдуард Табаев çырса кĕвĕленĕ юрăсене шăрантаратчĕ. Сăмах май, Эдуард та Тăрмăш ялĕнчен. Алексей хăй вăхăтĕнче музыка енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче /халĕ — ӳнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультечĕ/ аслă пĕлӳ илнĕ. Анчах вăл пысăк сцена çинче курăнмасть. Халĕ унăн яваплă ĕç: Алексей Николаевич — Тăрмăш территори уйрăмĕн пуçлăхĕ. Вăл тăван тăрăхшăн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшать. Нумаях пулмасть Тăрмăшра пурăнакансем ял уявне паллă тунă. Алексей Николаевич ентешĕсене юрă парни тунă. Вăл пĕрмай аталанать. Икĕ çул каялла И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе юрист дипломне алла илнĕ. Вăл çемье çавăрнă: Матросовсем 3 хĕре ӳстереççĕ.

Управляющи компанийĕ уçнă

2000 çулсенче чылай хĕр чĕрине çунтарнă Андрей Терентьевран вăл ăçта çухални çинчен ыйтсан: «Ниçта та çухалман. Эпĕ Шупашкартах пурăнатăп», — терĕ шӳтлесе. Елчĕкре çуралса ӳснĕскер хăй вăхăтĕнче чылай юрра шăрантаратчĕ: «Вăрттăн юрату», «Çут çăлтăр евĕр», «Юрату»… Анчах пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: чи анлă сарăлни — «Шăпа». Ăна кашни машинăранах янăраттаратчĕç темелле. Андрей ачаранах юрлама юратнă. Хăйĕн ентешĕсем — Алексей Московский, Дмитрий Московский, Андрей Патшин — уншăн тĕслĕх пулнă. Çавсене кура Андрей та сцена çине талпăннă. Хăй вăхăтĕнче вăл «Кĕмĕл сасă» фестивале те хутшăннă. Дипендра Мани юрăçпа пĕрле Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче концерт та лартнă. Сăмах май, унччен вĕсем дуэтпа та юрланă. «Çемье çавăртăм та сцена кăсăклантарма пăрахрĕ, — пĕр пытармасăр каласа кăтартрĕ ĕнерхи юрăç. — Хулара уйрăм кĕтес туянасси пирки шухăшламаллаччĕ, çавăнпа ирĕксĕрех урăх енĕпе ĕçлеме тиврĕ. 2007 çултанпа, университетран вĕренсе тухнăранпа, ЖКХ енĕпе тăрăшатăп. Хамăн управляющи компанине уçрăм. Пурнăç мана ку сферăна хăй кĕртсе ячĕ темелле». Пуçлăхăн сцена çине таврăнасси пирки шухăшлама вăхăт та, кăмăл та çук. Çапах юрласси чун киленĕçĕ пек юлнă. Тăванĕсемпе уявра пухăнать-и, юлташĕсен туйĕнче савăнать-и — алла микрофон тытса хăна-вĕрлене илемлĕ юррисемпе савăнтарма май тупать. Ăна корпоративсене те чĕнкелеççĕ, анчах вăл хирĕçлет. «Эпĕ — çемьеллĕ çын. Мăшăрăм шкулта ĕçлет. Икĕ ача пур. Вĕсем музыка енĕпе аталанасшăн мар, спорт валли ытларах вăхăт уйăраççĕ. Пĕр тĕпренчĕкĕм — ишессипе, тепри мини-футболпа кăсăкланать», — пурнăç мĕнле йĕркеленни çинчен ыйтсан çапла пĕлтерчĕ Андрей. Хăй сцена çинче юрласси пирки шухăшламасть пулсан та унăн юррисем çĕнĕлле янăраççĕ. Халĕ «Шăпа» юрра чăваш эстрада артисчĕ Сергей Лекеров шăрантарма тытăннă. Андрей Терентьев ăна юрлама ирĕк панă. <...>

Çухалнă çăлтăрсене Ирина КОШКИНА шыраса тупнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.