- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 33 (1312) № 24.08.2023
Арçын сывлăхĕшĕн те хĕрарăм яваплă
Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, паян Чăваш Енре 700 пин ытла хĕрарăм пурăнать. /Сăмах май, арçынсенчен 100 пине яхăнах ытларах/. Пурнăçăн кирек хăш тытăмĕнче те вăй хурать паян этемлĕхĕн черчен пайĕ. Çемье ăшшине упрассишĕн те вăл ытларах тăрăшать. Ку кăна та мар, сывлăх хуралĕн ĕçченĕ çирĕплетнĕ тăрăх, арçын сывлăхĕшĕн те шăпах мăшăрĕ яваплă. Çавăнпа та хĕрарăм ыйтăвне республикăра чи çÿлти шайра куçран вĕçертменнине ырламалла кăна.
ЧР Ĕçлев министерстви пуçарнипе çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче хĕрарăм интересĕсене хÿтĕлес енĕпе наци стратегийĕ епле пурнăçланнине тишкерес ыйтупа брифинг иртрĕ. Унта регионри ĕç тăвакан влаç юппин представителĕсем, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтекен центрсен специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Пурнăçра кирек епле çемьере те тĕрлĕ ыйту сиксе тухать. Вĕсене татса памашкăн нумай чух специалист канашĕ кирлĕ пулса тухать — пур ыйтăва та пĕлсе çитерме çук-çке. ЧР ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева çакăн пек чухне «Манăн çемье центрне» çитме сĕнет — унта ача ÿстерекен пур çемье те пулăшăва тивĕçтерме пултарать. Хальлĕхе вĕсем Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче ĕçлеççĕ. Çывăх вăхăтрах асăннă центрсем Шупашкарта тата Канашра уçăлмалла. Чи кирли, унта пулăшу ыйтма пыракансен хăйсен статусне çирĕплетмешкĕн нимĕнле справка та пухмалла мар. Унсăр пуçне, граждансен ыйтăвне татса паричченех ĕçлĕ центр. Калăпăр, халиччен ĕçе ниепле те вырнаçайман тăк асăннă центрта, пĕлсех тăрăр, сире пулăшаççех.
Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн директор çумĕ Наталья Афанасьева ытларах психолог, юрист, логопед, дефектолог пулăшăвĕ кирли çинче чарăнса тăчĕ. Психолог аслă ÿсĕмрисемпе те ĕçлет. Нумай чухне çемьене сыхласа хăварас ыйтусене хускатать. Кăçал, калăпăр, уйрăлмашкăн ыйту çырнă 42 мăшăртан 38-шĕн шухăшне улăштарма пултарнă, çемье сукмакне малашне те пĕрлех такăрлатма тĕв тунă вĕсем. Шел те, хĕрарăм нумай чухне йывăр ларутăрăва кĕрсе ÿксен унтан тухмалли çул-йĕре курмасть. Шăпах çакăн пек чухне кризис уйрăмĕсенчен пулăшу ыйтни вырăнлă. Кун йышшисем Шупашкарта та пур. Вĕсем пирки Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн пай пуçлăхĕ Людмила Иванова каласа кăтартрĕ. Кунта талăкĕпе те, кăнтăрла кăна та пурăнма пулать. Ниçта кайма çуккисене пурăнмашкăн пур условипе тивĕçтереççĕ. Тĕп услови — талăкĕпех кунта хÿтлĕх тупнисене те 90 кунран ытла тытăнса тăма ирĕк çук. Чăн та, вĕсене урама каплах кăларса ямаççĕ. Инкеке лекнисемпе çак яхăнта уйрăм программăпа ĕçлеççĕ, психолог, юрист, тухтăр, йĕрке хуралçисен пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухать. Ытларах чухне пĕччен тăрса юлнисем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, тăлăхсем, çула çитмен пулас амăшĕсем пыраççĕ. Кризис уйрăмĕсенче пурăннăшăн тÿлемелле мар. Республикăра 3 кризис уйрăмĕ ĕçлет, çулталăкра тĕрлĕ енлĕ пулăшу ыйтма 2 пине яхăн хĕрарăм пырать. Вĕсенчен 32-шĕ центрта талăкĕпех пурăннă. <...>
Маргарита ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
Телей çулĕпе
«Юрать, çемье ăнланать», — тет вăл юратнă мăшăрне, икĕ хĕрне тĕревлесе пынăшăн тав туса. Калама кăна çăмăл, шкул ĕçĕнчен пушанса киле каçхи 7-8 сехетре кăна таврăнни те пулать. Ун хыççăн та тĕрлĕ проект, доклад çырса, конкурссене хутшăнма хатĕрленсе çĕрĕ-çĕрĕпе пуç çĕклемесĕр иртет вăхăт. Чăваш чĕлхине чунтан парăннă вăл. Çавăнпах сăмахсене пĕрчĕн-пĕрчĕн шăрçаласа сăвă çырать, вĕсене пухса ярăмлать, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Унăн çитĕнĕвĕ-çĕнтерĕвне асăнса çитерме те çук. 2017 çулта, калăпăр, вăл Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе — çав шутра вырăс чĕлхи те — вĕрентекенĕсен хушшинче иртнĕ ăсталăх класĕнче «Учитель-мастер» номинацире çĕнтернĕ. Кăçал вара çĕршыври — 1250, Чăваш Енри 11 педагог хушшинче Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ. Çакă вăл йăлтах — Ираида Матьянова, литературăри хушма ячĕ Телейпи. «Сан çине пăхсан икĕ ят кăна аса килет — е Кăмăлпи, е Телейпи», — тенĕ ЧР Писательсен союзĕн ертÿçи Юхма Мишши Ираида Васильевнăна пултарулăх пĕрлешĕвне йышăннă май. Ачасене чунтан юратакан, пурнăçне вĕсене халалланă хĕрарăм куçĕнче, сассинче чăнах та ăшăлăх тапса тăрать. Паян вăл Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентет. Президент премийĕпе мĕнле усă курасси пирки ыйтсассăн та вăл ăна хăй ĕçлекен шкулта ăс пухакан ачасем валли чăваш кĕписем çĕлеттерессине пĕлтерчĕ.
Хурăн — хурлăх йывăççи
Ираида Васильевна Элĕк районĕнчи Эренар ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере кĕçĕнни, хăй каланă тăрăх, ачашши пулса ÿснĕ. Шкула темшĕн пилĕк çултах янă ăна. Çитменнине, кÿршĕ ялти Тенири пĕлÿ çуртне утнă хĕрача. Тепĕр чухне ачашланасси те килнĕ-тĕр çав пĕчĕкскерĕн. «Анне, паян шкула каям мар-ха», — тем шухăш кĕнĕ тепĕр чух. «Ан кай эппин», — хирĕçлемен амăшĕ. Çемçе кăмăлне шăпах унтан илнĕ пулас хĕрарăм. Çырас пултарулăхĕ вара ашшĕнчен куçнă. Пĕрремĕш сăввине те ăна, çывăх çыннине, халалланă 9-мĕш класра вĕренекен хĕрача — ашшĕпе шăпах çавăн чухне ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма тивнĕ. Çухату çамрăк чуна хытах хуçнă курăнать...
«Чÿрече умĕнче шурă хурăн ÿсетчĕ. Ун çине пăхса йĕркесем хăйсемех пуçа килчĕç…
Кантăк умĕнче эп ларатăп
Пăхатăп шур хурăн çине, Каллех аттене ас илетĕп
Калать пек хăйĕн сăмахне… «
Хурăн — хурлăх йывăççи, — тетчĕ атте, — кил умне лартмалла мар ăна». Атте вилсен вара касрăмăр çав йывăçа…» Пурнăç сукмакĕ, шел те, яланах такăр мар. Шкултан вĕренсе тухсассăн ĕмĕтне пурнăçлаймасть хĕр — аслă шкула вĕренме кĕреймест. Училищĕне те лекеймест. Кÿршĕ ял каччипе пĕр-пĕрне килĕштерсех пĕрлешеççĕ-ха, анчах та каллех такăнмалли тупăнать. Пĕрремĕш пепке айăплă çуралать. Ăна сиплессишĕн çемье Мускава куçать — эмел валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çапах та ача пурнăçĕ хăвăртах татăлать… <...>
Маргарита ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
Тупа пĕлĕт пĕрлешет, çавăнта кĕтет пехет
«Эсир Волгограда кайнă иккен…» «Чăваш хĕрарăмĕн» иртнĕ номерĕпе паллашнă хыççăн чылайăшĕ хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ. Тунмастăп, Тăван çĕршывăн кăна мар, Тĕнче иккĕмĕш вăрçин историне улăштарма пултарнă хаяр çапăçусем пынă вырăна çитсе курма тахçанах ĕмĕтленнĕччĕ. Кăмăл тулчĕ. Совет салтакĕн паттăрлăхĕпе, хăюлăхĕпе, харсăрлăхĕпе тулнă, хула çыннисен тата унăн хÿтĕлевçисен юнĕпе шăварăннă çĕре тивĕçлĕ пăхса тăнине, мухтавлă Аслă çĕнтерÿпе çĕнтерÿçĕсене асрах тытнине курса ĕненнĕ хыççăн çул çапах та малалла выртрĕ.
Сывлăш та…
Кавказ… Мăнаçлă тусем. Вĕри юнлă халăхсем. Ирĕклĕхе юратни. Çакă йăлтах паллă та чаплă вырăс поэчĕн Александр Пушкинăн пултарулăхĕнче вырăн тупнă. Пушă та анлă уй-хир урлă выртать унта çул. Умра — калмăк çĕрĕ. Каллех Пушкин аса килет. «И друг степей калмык…» — çырать поэт хăй çак халăха, çак халăх вара ăна хăйне юратнине-хисепленине палăртса.
Маларах кайса çакна каласа хăварам. Дагестанра чарăннă май вырăнти çынсемпе паллашрăмăр, туслашрăмăр. Киле таврăнма пуçтарăннă май вĕсем пире çула каçхине кăна тапранма сĕнчĕç — калмăк çĕрĕпе сехечĕ-сехечĕпе каймалла, хĕвел шелсĕр çунтарать, термометр вара 40 градус ытла кăтартать. Пушă хирте градус татах та хăпарать, çавна пула çул йывăр тиевлĕ фурăсен айĕнче авăнсах анать. «Калмăк çĕрĕнче сывлăш çунать», — теççĕ кÿршĕллĕ регонсенче пурăнакансем. Çавна пула машина пăсăлма та пултарать иккен. Пире ăнчĕ темелле. Волгоградра нумай курса çÿренĕ май кун каç еннелле сулăннăччĕ ĕнтĕ. Çул хула тăршшĕпех выртнипе унтан та час тухаймарăмăр. Çапла вара калмăк çĕрĕн хĕрÿлĕхĕн çĕрлехи хумĕ кăна çакланчĕ пире.
…Каç ĕнтрĕкĕнче çул юхать, юхать. Çывăхра пурнăç та çук тейĕн — чăваш тăрăхĕнчи пек аякри çутăсем вăрттăн мĕлтлетемĕлтлете кăмăла хускатмаççĕ, йĕри-таврах сĕм тĕттĕм. Тавралăха каç чатăрĕ пуçĕпех хупличчен çунса хытнă çĕр çинче те темĕн ÿснине асăрхаса ĕлкĕретпĕр. Армути /тури чăвашсем ăна сапарпи теççĕ/. Талккăшĕпе, хирĕ-хирĕпе! Çук, ăна никам та акманлартман паллах. Хăй тĕллĕн ÿсет. Сăмах май, сиплĕ курăка пухмашкăн тавраран та килеççĕ, типĕтсе Мускава ăсатаççĕ.
Машинăна чарса кăшт канмашкăн урама тухатпăр. Хĕвел паçăрах канма кайнине пăхмасăр пăчă, сывлăш çук, ÿте çаплипех вĕри чĕпĕтет. Лĕм çил çук. Мĕнле пурăнаççĕ кунта? Пурăнаççĕ-и-ха тата? Хамăр пĕр-пĕр Марс çинче мар, Çĕр çинчех иккенне хирĕç килекен е çумранах вашлаттарса иртсе каякан машинăсем кăна çирĕплетеççĕ.
Малалла çул хыватпăр. Ак тамаша! Пĕр чун татки курăнман вырăнта… кафе «ÿссе ларнă». Чарăнатпăр паллах. Пĕр енчен, кăсăклă: шалта çынсемех-и? Ара, çывăхра нимĕнле ял-хула та курăнмасть! Тепĕр енчен, мĕнле апат сĕнеççĕ-ха? Сентре тепĕр енчи калмăк хĕрĕсем тараватлăн кĕтсе илеççĕ, вырăсла хитрех калаçаççĕ. Журналистăн темĕн те пĕлес килнине хута ямашкăн кăна вăй юлман. Питĕ килес килет те — ăçтан, миçе çухрăм хыçа хăварса, мĕнпе çÿреççĕ вĕсем ĕçе? Тепĕр тесен, капла та паллă. Пурăнакан вырăнĕ инçе, ĕçе вара машинăпа çÿреççĕ — халĕ транспорт çак хатĕрĕ чухлĕ ĕлĕк ялта велосипед та пулман. Калмăк Республики Раççей пĕр пайĕ вĕт, апла, унта та çакăн пекех аталанса пырать пурнăç. <...>
Рита АРТИ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать