- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 33 (6483) № 24.08.2023
Чăваш юрăçисем ăçта каннă? Çурçĕр Осетирен пуçласа Египет таранах
Çулла вĕçленсе пырать — чӳречерен кĕр шаккать. Шăрăх кунсемпе пĕрле отпуск та хыçа юлать. Чăваш эстрада артисчĕсем те çĕнĕ сезонне уçма хатĕрленсе вăй пухаççĕ. Çуллана ăçта тата мĕнле ирттернĕ вĕсем? Халех каласа паратпăр.
Нумаях пулмасть иртнĕ ЮТВ телеканал премийĕнче «Вунăçуллăх шоуменĕ» номинацире çĕнтернĕ Евгений Григорьев пушă вăхăтра çĕнĕ вырăнсене çитсе курма тăрăшнине чылайăшĕ пĕлет-тĕр. Кăçалхи çулла та вăл темиçе тăрăха çитсе курнă. Икĕ уйăх каялла мăшăрĕпе Балти тинĕсĕн хĕррине çул тытнă. Калининград урамĕсенче хомлинсене /хĕртсурт/ курса çӳренĕ. Вĕсем хула хӳтĕлевçисем шутланаççĕ-мĕн. Григорьевсем тинĕс хĕрринче хăйăр тăрăх та утса курнă, вĕри шыв тултарнă чанра та çăвăннă. Пĕр уйăх каялла вара самолет çемьене Хĕрлĕ тинĕс хĕррине илсе çитернĕ. Египетра Евгений сунара тухнă. Çук, чĕр чунсене тытма мар, тинĕсре ишекен пулăсене сăн ӳкерме. «Шыв айĕнчи хăвăла ишсе кĕнĕ чухне урана çивĕч корала лектерсе юн тухиччен суранлатрăм. Ку, эпĕ мĕн курнипе танлаштарсан, темех мар. Тĕнче илемлĕ», — палăртнă шоумен. Тепĕр Евгений, анчах Кузнецов, çак кунсенче мăшăрĕпе Ольга Элимепе тата ывăлĕпе Артемпа пуйăспа тинĕс хĕррине çул тытнă. Çамрăк çемье кашни çулла курорта çитессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал, сăмахран, вĕсем тинĕс хĕррине иккĕмĕш хут каяççĕ. Çу уйăхĕнче Крымра та, Сочире те пулнă. Ун чухне Ольга Элиме хĕвел айĕнче хăй çĕленĕ купальникпе хĕртĕннине подписчикĕсене каласа кăтартнăччĕ. Хальхинче Кузнецовсем çула хăйсем кăна мар, пысăк ушкăнпа кайнине палăртнă. «Çиларман» ушкăнра юрланă, халĕ Vunberov хушма ятпа вырăсла юрăсем те шăрантаракан Олег Вунберов çулла пуçламăшĕнчех Сочи хулинче канма вăхăт тупнă. Иртнĕ уйăхра унта çамрăк юрăç Ульяна та пулса курнă. «Мана ку çанталăк, хула, пурнăç калама çук вăйлă килĕшет», — çапла çырнă пике соцсете вырнаçтарнă сăн ӳкерчĕксен айне. Амăшĕ пулма хатĕрленекен Алина Корнилова юрăç та нумаях пулмасть Сочире пальмăсен хушшипе утса çӳренĕ. Хура тинĕс Альбина Пăрчăканпа Андрей Смирнов юрăçсене те хăйĕн патне илĕртнĕ. Вĕсем пляж хĕрринче выртнине сăн ӳкерсе соцсете вырнаçтарнă. Çак уйăхра вара Альбина Пăрчăкан Санкт-Петербурга та çитнĕ: илемлĕ керменсемпе, фонтансемпе киленнĕ. «Ман телейĕм, Натали» юрăпа чылай хĕрĕн чĕрине çунтаракан Александр Арсентьев кăçалхи çулла тусен илемĕпе киленес тенĕ. Вăл Çурçĕр Осетие çитнĕ. «Çурçĕр Осетие мĕншĕн юратас мар? Лайăх климат, илемлĕ тусем, çăл куçсем, истори палăкĕсем, вырăнти халăхăн тараватлăхĕ тата, паллах, тутлă апат нумай. Ку хăйне евĕр республика манăн чĕрере яланлăхах вырăн тупрĕ», — палăртнă çамрăк артист. «Шур мерседес», «Мунча» тата ытти юрăпа халăх юратăвне çĕнсе илнĕ Типшĕм Сашук ывăлĕн Андрейăн каникул пулнине шута илсе çемйине Мускава илсе кайса килнĕ. «Сарă хĕрача» юрăпа чапа тухнă Сергей Петров та Мускава çитнĕ. Вăл унта иртнĕ Акатуйра савăннă. Унтан Тверь облаçне çул тытнă, Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп храмĕнче, совет салтакне халалласа лартнă Ржев мемориалĕнче пулса курнă. <...>
Çăлтăрсем ăçта каннипе Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ кăсăкланнă.
♦ ♦ ♦
Мĕнпе асра юлĕ Шупашкарăн çуралнă кунĕ?
Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар хули хăйĕн 554-мĕш çуралнă кунне чăннипех те савăнăçлăн паллă турĕ. Çавна май чылай мероприяти иртрĕ. Вулакансене чи асра юлаканнисемпе паллаштарăпăр.
Чапай чей ĕçме чĕнчĕ Арт-пикник Чапаев ячĕллĕ скверта иртрĕ. Çемье фестивальне йĕркелекенсем хаваслă кăмăл парне - лерĕç. Пухăннисем йывăçсен сулхăнĕнче чей ĕçрĕç, сăн ӳкерĕнчĕç. Шупашкар çыннисемпе хăнисене ăмăрту програм - ми те кăсăклантарчĕ. Фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ: арт-об±ектсем вырнаçтарнă, ăстасен куравне йĕрке - ленĕ. Музей çумĕнчех тĕрлĕ халăх ташшисене таш - лама вĕрентрĕç, юрласа савăнтарчĕç. Аслă шкул - сенче вĕренекен ют халăх студенчĕсем фестивале хастар хутшăнчĕç. Арт-пикника Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин та çитрĕ. Вăл пыл тутанчĕ, сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçрĕ, маçтăрсен ĕçĕсемпе паллашрĕ. Кӳме… карапа та çаврăнать Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче «Аист чĕппи» фести - вальпе кăсăкланакан нумай пуласси иккĕлентермерĕ. Ăна 12 çул каялла ачасене илеме туйма-курма, пулта - рулăха анлăлатма хăнăхтарас тĕллевпе пуçарнă. Çак тапхăрта фестивале 800 ытла çемье хутшăннă. Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ уявра 43 çемье пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Кӳме караппа са - молета, юмахри кермене те çаврăнма пултарать иккен. Шупашкарти ача сачĕсемпе шкулсем ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Унта кашниех хутшăнма пул - тарчĕ. Фестивале пухăннисене Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Алев - тина Федорова, республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин саламларĕç. Жюрие çăмăл пулмарĕ. Çĕнтерӳçĕсене тĕрлĕ но - минацире палăртрĕç: Лисен, Шишовсен, Покровски - сен, Федоровсен, Хамбиковсен çемйисем парнесе - не тивĕçрĕç. Рекорд пулмасан та хаваслă 50 минута тăсăлнă зарядкăна 5 пин ытла çын хут - шăннă. «Çăлтăрпа — зарядка» акци кăçал та хаваслă иртрĕ. Çапăçу самбо енĕпе тĕнчен 6 хутчен чемпи - онĕ, Европăн икĕ хут чемпионĕ тата РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Вячеслав Василевский, тĕнче класлă спорт мастерĕ Алексей Германов, йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Ринат Гадилов, То - кио хулинче иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннă тĕнче чемпионĕ Владислав Поляшов, Чăваш Енри фитнесаэробика федерацийĕн хастарĕсем тата ыттисем пысăк сцена çине тухса залива хаваслă кăмăлпа килнĕ халăха тĕрлĕ хускану тутарчĕç. Çав вăхăтра чăваш юррисем те янăрарĕç. Ку кăмăла пушшех те çĕклерĕ. Ав, спортсмен мар пулсан та, чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский хăйĕн чăвашла юррине янрат - са хускану тума пуçласан халăх авкаланма тытăнчĕ. Палăртмалла: 2013 çулта «Çăлтăрпа — зарядка» акци Раççейри рекорда çĕнетнĕ. Ун чухне залива 28 пин ытла çын пухăннă. Тепĕр тесен, кăçал та кая мар иртрĕ: çынни ун чухлех пулмасан та савăнăçĕпе ха - васлăхĕ сахалрах пулмарĕç. <...>
Ольга КАЛИТОВА, Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Чи пысăк телей маншăн — амăшĕ пулни»
Паян пирĕн тĕпелте — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕн пики Аида юрăç. Унăн юррисенче — тăванлăх, туслăх, юрату, чăвашлăх туйăмĕсем. Вĕсем чуна çунатлантараççĕ. Иртнĕ эрнере Аида Мускавран тăван ялне килсе çуралнă кунне юратнă амăшĕпе тата ывăлĕпе паллă тунă.
Ача чухнех юрлама юратнă
— Надежда, калаçăва ачалăхран пуçлар-и?
— Пĕчĕк чухне эпĕ ытти хĕр пĕрчи пекех пуканепе вылянă. Пахчари чечексемпе калаçаттăм, киленеттĕм. Анне мана юрлама вĕрентетчĕ. Ун хыççăн улăхпа утни куç умĕнче. «Акă ку — шăнкăрав курăкĕ, ку — утмăл турат», — тесе кăтартатчĕ. «Нарспи» поэмăна ачасемпе урамра пăхмасăр калаттăмăр. Куçа уçнă-уçман юрлама пуçлаттăм. Шкулта чухне «Кĕрен чечек» ушкăнра юрларăм. Халăх юррисене те вĕрентĕм. Аттепе анне мана лайăх пăхнă. Çулла Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Хăмаркка ялĕнче кукамай патĕнче хăналанаттăм. Унпа ĕне черетне çӳреттĕмĕр. Ялти пĕтĕм çыннăн ĕнине ятран пĕлеттĕм. Пĕррехинче кӳршĕсен выльăхĕ пăрулама пуçларĕ. Кукамай мана яла пулăшу ыйтма чуптарчĕ. Пашкаса чупни халь те асра. Кукамай пукан çине тăрататчĕ те юрлама ыйтатчĕ, кайран мухтатчĕ. Йăлине кура хут укçа тыттаратчĕ. Вăлах мана çăм арлама, çыхма вĕрентрĕ. Кукамай колхозра звеноводра вăй хунă. Кукаçи вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ пулнă. Вĕсем пĕрлешнĕ хыççăн кукаçи Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайнă. Кукамай хунямăшĕпе ăна тăватă çул вăрçăран кĕтсе пурăннă. Чĕрĕ таврăннă кукаçи. Ун чухне вĕсен килĕнче çеç радио пулнă. Каçсерен ял халăхĕ вăрçă хыпарĕсене итлеме пухăннă. Кукамай 6 ача çуратнă. Вăл вĕсене нихăçан та ятламан, çапман. Анне — çемьери иккĕмĕш ача, вăл Патăрьелте выльăх тухтăрне вĕренсе тухнă.
— Эсĕ — юрату çимĕçĕ, кĕтнĕ ача.
— Атте Çĕмĕрлери училищĕре строителе вĕренсе тухнă, Украинăра шахтăра ĕçленĕ. Вăл яла отпуска таврăнсан клуба тухнă: хăй нейлон кĕпепе, аллинче — магнитофон. Петр Романов композиторăн хунямăшĕ, аннепе туслă пулнăскер, аттене: «Вĕреннĕ хĕре качча ил», — тенĕ иккен. / Халь çак паллă композитор манăн хреснатте, эсĕ — хреснанне/. Анне, вăрăм çӳçлĕскер, илемлĕ кĕлеткеллĕскер, аттен чунне тыткăнланă. Çурла уйăхĕнче пĕрлешнĕ вĕсем. Çулталăкран, 1974 çулта, эпĕ çуралнă. Эпĕ кăштах ӳссен аттен тăванĕсем пире Волгоград облаçне ĕçлеме чĕннĕ. Анчах мамак чирлесен çемье тăван яла каялла куçса килнĕ, çĕнĕ пӳрт лартнă. Шăллăм Володька пур. Атте темиçе çул каялла сарăмсăр вилчĕ. Анне тивĕçлĕ канăва тухиччен дояркăра, выльăх тухтăрĕнче ĕçлерĕ. Фермăна ăна пулăшма çӳреттĕм. Аттепе анне ĕçкĕ-çикĕре ялан юрлатчĕç. Мана та лайăх юрланине кура: «Эсĕ артистка пулатăн», — тесе хавхалантаратчĕç. Шкулта мана ачасем «певичка» тетчĕç. Кӳреннипе макăраттăм. Таçта та юрлама илсе çӳретчĕç çав мана.
— Музыкăна юратни сана Шупашкарти музыка училищине илсе çитернĕ.
— Унта 9-мĕш класс хыççăн вĕренме кĕтĕм. 10-мĕш класа каçхи шкулта вĕренсе пĕтертĕм. Çулла аттен йăмăкĕ мана Мускава ĕçлеме илсе кайрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемччĕ, çĕршывра лару-тăру йывăрччĕ. Училищĕне таврăнмарăм. Суту-илӳ тĕнчине лекрĕм. Паянхи кун та çав ĕçрех вăй хуратăп.
— Мускаври чăвашсен культурин обществипе туслашни сана сцена çинче пултарулăхна кăтартма май туса панă.
— Çапла. Шупашкарта Мускавра наци ыйтăвĕсене аталантаракан Альбина Шашинăпа паллашрăм. Каярахпа тепре тĕл пултăмăр. Вăл мана чăвашсен культурин обществи çумĕнчи Галина Никитина ертсе пыракан «Атăл» хорта юрлама сĕнчĕ. 2011 çулта «Мускав — Чăваш Ен» теплоход турне лекрĕм. Унта юрăсен конкурсне хутшăнса «Мускав-Чăваш Ен мисĕ», «Теплоход мисĕ» ятсене тивĕçрĕм. — Эсĕ Мускавра чăваш дискотекисенче те чылай çул юрланă. — Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче унта чăваш дискотекисене харăсах темиçе çĕрте йĕркелетчĕç. Халăх нумай пухăнатчĕ. Качча тухсан хамăн «Пĕр сана чĕнет чĕре» пĕрремĕш юрă альбомне халăх патне çитертĕм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Мана тĕрмене хупсан тепĕр кунхине вăрçă чарăнчĕ»
Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăннă Петрпа Ольга Табаковсен хĕрĕсен çемйинче амăшĕн çырăвĕсем реликви пекех упранаççĕ. Миçе хутчен тытса вуламан-ши вĕсем çав çырусене? Кашнинчех ашшĕпе амăшĕн çутă сăнарĕсене, вĕсен йывăр, çав вăхăтрах телейлĕ кун-çулне куç умне кăлараççĕ. Ольга Филипповнăн шăпи ытла та тумхахлă пулнă. Табаковсен виçĕ хĕрĕ (Валентина, Мария, Лидия) ирĕк панипе вулакансене амăшĕ хĕрĕсем патне çырнă çырусенчи хăш-пĕр самантпа паллаштаратăп.
Окоп та чавнă
«Сывă-и, хĕрĕмсем? Хăвăр ыйтнипе пуçласа хамăн шăпам çинчен çырса пĕлтеретĕп. Тĕрĕсех калатăр эсир, хут çинче çырни ĕмĕрлĕхе тăрса юлать. Çĕр çинче 93 çул пурăнатăп тесе шутламан та. Тăван кил çутипе, тăван кил ăшшипе, аттеанне пехилĕпе пурăнатăп пулĕ. Эпĕ, Торговцева Ольга Филипповна, Чăваш çĕршывĕнчи Анат Туçа ялĕнче Кутăр кассинчи хĕрринчен иккĕмĕш çуртра 1920 çулта çуралнă. Виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă пирĕн. 1921 çулхи выçлăх та пире çапса хуçайман. Аннепе аслă пиччесем выçăпа аптранă çынсем урампа тайкаланса утнине, ыйткаласа çӳренине аса илсе каласа паратчĕç. Аттепе анне çав тери тĕплĕн, пĕлсе ĕçлекен çынсем пулнăран эпир выçăпа нушаланман. Атте выçлăх çулĕсенче Мускавра хăма çурнă çĕрте ĕçленĕрен те эпир питех аптраман. 1922 çулта атте Мускавран велосипед илсе килсе пĕтĕм яла тĕлĕнтернĕ. Тепрехинче унтанах балалайка ăсталаса калама вĕренсе килнĕ. Ӳсерехпе эпĕ те ăна калама вĕреннĕччĕ. Ял хушшинче вăтам пурăннă эпир. Çемьепе пурăннă вăхăтсем чи телейлисем пулнă маншăн. Малаллахи пурнăçăмра пит савăнса аса илмелли сахал. Чи аслă тете Энтрюшка ятлăччĕ. Вăл аттен малтанхи арăмĕнчен юлнă ывăл. Унăн амăшĕ ăна çуратнă чухне хĕне кайса вилнĕ. Вăл пирĕнпе пĕртăван пекех ӳсрĕ. Эпĕ сакăр çула çитсен пурнăç йăлтах улшăнса кайрĕ. Пирĕн ял арçыннисене тем шухăш пырса кĕнĕ. Ялтан 18 çемье Самара куçса кайрĕ. Çĕнĕ çĕрте пурнăç лайăх тенĕ-ши? Виçĕ тетепе атте маларах кайса çурт лартатпăр тесе тухса кайрĕç. Икĕ çултан пире илме килчĕç. Унта вĕсем тăмран кĕлетпе пӳрт туса лартнă иккен. Ялта та çурт-йĕр аванччĕ. Унта çурт тăмран тесен анне каясшăнах та пулмарĕ, çапах атте пире вăйпах илсе кайрĕ. Çапла Самар облаçĕнчи Порубежка ялне çитсе тухрăмăр. Нимĕнле йывăç та çук. Пушă хир. Аттесем çав хире пăсса акмалли çĕрсем тăватчĕç. Унтах пĕрремĕш класа кайрăм. Малалла аванах пурăнса каяттăмăр пулĕ, анчах самани пăсăлса кайрĕ. Эпĕ «коллективизаци», «раскулачивани» сăмахсене астуса юлнă. Пире те тустарма тытăнчĕç. Мĕн пур выльăха хăваласа кайрĕç. Чăх-чĕпе те хăвармарĕç. Япаласене те, тырра та йăлтах шăлса кайрĕç. Чи кĕçĕн йăмăк Элекса чирлесе вилчĕ. Килнĕ çемьесем каялла кайма пуçларĕç. Пирĕн ялта ун пек тустармаççĕ иккен. Пире атте каялла Анат Туçа ялне лартса ячĕ. Ваççили тетепе иккĕш япаласемпе хуралтăсене сутсан пыратпăр тесе юлчĕç. Ку вăхăт тĕлне аслă тетесем авланнăччĕ. Пĕр эрне яла килтĕмĕр. Пире кунта никам та кĕтекен çук. Ялти çурта сутса хăварнă. Аннен аппăшĕсем аттесем киличчен вăхăтлăха хăйсем патĕнче пурăнма ирĕк пачĕç. Кĕçĕн Ваççили тете Самарта вĕренетчĕ. Вăл атте патне яла пынă та унăн виллине мунчара тупнă. Вара кӳршĕсене чĕнсе тирпейлесе пытарса хăварнă. Атте таврăннă тăк йăлт урăхла пурнăç пулатчĕ. Вăл вăхăтсăр вилни мĕн чухлĕ йывăрлăх, хурлăх кăларса тăратрĕ. Пĕр çул çын патĕнче пурăннă хыççăн анне мунча пек пӳрт илсе лартрĕ. Çапла хамăр çуртра пурăнма тытăнтăмăр. Лăпкăн пурăнма пуçланăччĕ кăна — ялти пуянсене те çуртран кăларма тытăнчĕç, ссылкăна яма пуçларĕç. Колхозсем йĕркелеме тытăнчĕç. Анне колхоза час кĕмерĕ, хăрарĕ. Ялан тетесене кĕтетчĕ. Инхоз пулнипе питĕ нумай налук хуратчĕç: 80 кило какай, çăм, çăмарта, ĕне усракансен 16 килограмм çу памаллаччĕ. Тӳлесе татаймасан кăçатти таран илсе каятчĕç. Пирĕн тӳлесе татмалли нимĕн те пулман. Аннен пĕртен-пĕр пуянлăхĕ те çĕвĕ машиниччĕ. Налук тӳлейменнипе ăна Кушак Павăлĕ илсе тухса кайрĕ. Эпĕ ĕсĕклесех йĕрсе юлтăм. Эпĕ те анне пекех питĕ хитре çĕлеме вĕреннĕччĕ…» «Ырă кун пултăр сире манăн пурнăçăм çинчен малалла вулама. Çырнă май аса илсе куççульленетĕп. 1940 çулхи кĕркунне нумай çамрăка салтака илсе кайрĕç. Вăрçă пуçланасса сиснĕ ĕнтĕ çĕршывра. Улах вăхăтĕнче 18 яша салтака ăсатрăмăр. Ял пушансах юлчĕ. Кайран çавсем пурте хыпарсăр çухалчĕç. Виçĕ тете те малтанхи кунсенчех вăрçа кĕчĕç. Мана та Улатăра окоп чавма илсе кайрĕç. Окоп кăна мар, пĕренесене сыпăласа блиндажсем те тутаратчĕç. Виçĕ уйăх пĕр таврăнмасăр пурăнтăмăр. Вăл çулхине çулĕ питĕ сивĕ пулчĕ. Хĕллехи шăн çĕре катса илме кансĕрччĕ. Юнашар ĕçлекен Упи хĕрĕ тĕшĕрĕлсе анчĕ. Вăйĕ çуккине никама та каламанскер хыттăн кăшкăрса ячĕ. Окоп тăрăх чуна кайса тивекен сас хăлхара нумайччен янăрарĕ. Эпĕ ăна хамăн çири сăхман çине вырттартăм. Çăварĕнчен юн юхса анчĕ те — хĕр сывлама пăрахрĕ. Ăна ман сăхманпах йăтса кайрĕç. Пĕр старик çывăхри ялтан кĕски илсе килсе пачĕ вара. Ирпе каç яшка шӳрпине çăкăрсăрах çиеттĕмĕр, кăнтăрлана 400 грамм çăкăр чĕлли паратчĕç. Типĕтнĕ курăкпа милĕк çулçи яшки купăста шӳрпинчен ытларах лекетчĕ. Тăраниччен нихçан та çисе курман. Окоп чавнă чухне Энтрюшка тетене тĕл пултăм. Çатăр сивĕре салтак ботинкипе кăна хăй. Вăл та пулин ури çумне шăнса шăкăртатса кайнăччĕ. Пурттенккине сӳтме тытăнчĕ те, лешĕ ури çумĕнчен çăтăр-çăтăр туса хăпăнать. Тĕл-тĕл урин ӳчĕ те сĕвĕнчĕ, юнăхни курăнчĕ. Ман урара икĕ хут çăм нускиччĕ – пĕрне хывса тăхăнтартрăм. Тете те, салтаксем те питĕ ӳсĕретчĕç. Хамăн çăкăр пайне парса хăвартăм. Энтрюшка тетене урăх курма май килмерĕ. Улатăртан таврăнтăм çеç — тепĕр кунхинех вунă хĕрачана Иваново тăрăхне торф кăларма илсе кайрĕç. Ура типсе курман, атă пулман. Бахил витĕрех шыв кĕретчĕ. Шывлă торфăн каснă татăкне йăтса илме питĕ йывăрччĕ. Кĕркуннеччен нушаланнă хыççăн киле ячĕç. Татах килте пĕр кун та пурăнма памарĕç. Килнĕ кунхинех Кире вăрманне касма илсе кайрĕç. «Хăçан тăраниччен çывăрса курăпăр-ши? Хăçан тăраниччен апат çисе курăпăр-ши?» — тесе мĕн чухлĕ йĕмен-ши хĕрсемпе. Çăпаталлă ура йăтайми пăрланса, кĕпе юрпа йĕпенсе парашют пек шăнса ларатчĕç. Çынсене килтен çăпатасем килсе паратчĕç. Эпĕ никам курман чух çамрăк çăка хатĕрлесе хураттăм, каçхине пушăтне сĕветтĕм те çăпата тăваттăм. Тепĕр чух çывăрса та юлаймастăм. Çуркунне кăна Киряран таврăнтăмăр. Каллех Шăмăршă патне Шупашкар çулне тума кăларса ячĕç. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Ялта та пысăк укçа ĕçлесе илме пулать»
Çулла Шариковсен килĕнче пĕри те ахаль лармасть. Çемье пуçĕ Борис Васильевич ирех хире васкать. Халĕ шăпах тыр-пул пухса кĕртмелли вăхăт. Мăшăрĕ Мальвина Владимировна ачисене пăхать, хуçалăхра тăрмашать. Каламасăрах паллă: картиш тулли выльăх усрасан ĕçĕ тупăнсах тăрать.
4 ĕне усраççĕ
35-ри Борис Васильевич хуçалăха аталантарас, выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерес тĕллевпе кăçал, çулталăк пуçламăшĕнче, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăма кайса социаллă контракт çырнă. Патшалăх уйăрнă 200 пин тенкĕпе мăшăрĕпе иккĕшĕ 2 ĕне, выльăх валли утă-улăм, ĕне сумалли аппарат туяннă.
— Эпĕ вырăнти колхозра 10 çул трактористра ĕçлерĕм, — пĕлтерчĕ çемье пуçĕ. — Пĕлтĕр вара мăшăрпа канашланă хыççăн унтан кайма шухăшларăм. Паллах, тракторпа кунĕн-çĕрĕн çӳреме çăмăл мар. Çур аки вăхăтĕнче 5-ре ура çине тăрса ĕçе тухса каймаллаччĕ. Киле каçхи 9-11 сехетсенче, çанталăк мĕнле пулнинчен килет ĕнтĕ, таврăнаттăм. Ун чухне эпир выльăх нумай тытмастăмăр. Мĕншĕн тесен унта та, кунта та ĕлкĕрме йывăр. Ĕççи вăхăтĕнче çемьене курманпа пĕрехчĕ: ирхине тухса каятăн — ачасем çывăраççĕ, каçхине таврăнатăн — каллех çывăраççĕ. Çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннеччен киле çĕрле кăна килни ывăнтарма пуçларĕ. Çулла уйрăмах йывăр. Утă çулмалла, çумăр килет те ăна хăвăртрах кайса пресламалла, пуçтармалла… Хĕлле кăна кăшт канма пулатчĕ. Ун чухне те пулин Мускава стройкăна кайкалаттăм. Çемьене каллех кураймастăм. Стройкăра та çăмăл мар. Хĕлле — уйрăмах. Çил-тăман алхасать, йĕп-йĕпе пулса шăнатăн, шăм-шак ыратма пуçлать… Килтех ĕçлеме, выльăх-чĕрлĕх пăхма шухăшларăм. Социаллă контрактпа патшалăхран укçа илме май пуррине пĕлтĕмĕр. Пирĕн ялта пĕр çемье çавнашкал çăмăллăхпа усă курчĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса ĕçсĕр пек регистрацилентĕм. «Патшалăхран укçа тивĕçеетĕп-и е çук-и… Чи кирли — кайса пăхар», — калаçрăм мăшăрпа. Бизнес-план çыртăмăр. Телее, пире ăнчĕ. Малтан пирĕн 1 ĕнеччĕ. Халĕ выльăх шутне 4-а çитертĕмĕр. Вăкăр, пăру туянтăмăр. Юрать, электрокĕтӳç пур. Питĕ пысăк пулăшу вăл, ĕçе самай çăмăллатать. Выльăха ирхине çырма хĕррине илсе каятпăр, каçхине хăваласа килетпĕр. Ĕнесем сĕтне аван антараççĕ. Утă-улăм, кăшман, çăнăх тата ытти апат паратпăр. Сĕте пуçтарса çӳрекенсене сутатпăр. Анчах кунпа тупăш тума йывăртарах. Мĕншĕн тесен халĕ 1 литр сĕтшĕн сахал тӳлеççĕ. Тупăш тăвас вырăнне «минуса» каятпăр.
Паллах, выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăл мар. Кăнтăрлаччен хуп турттараймăн — ирхи 4-5 сехетрех Морфей ытамĕнчен тухма тивет. Тепĕр тесен, Борис Васильевич нумай çывăрма хăнăхнă çын пек туйăнмарĕ. Ĕç «вĕренипе» вăл калаçнă чухне те тăпăртатса кăна тăчĕ. Тырă вырма каймалла-мĕн.
— Нумаях пулмасть ку ĕç валли «Нива» комбайн туянтăмăр. Пирĕн хальлĕхе 10 гектара яхăн çĕр. Тата туянасшăн-ха. Алă-ура çавăрса яма, ĕçе аталантарма çĕр кирлех. Пĕр çĕрте — 50 сотăй, тепĕр çĕрте — 70 сотăй, тата тепĕр çĕрте пĕр гектар çĕр туянтăм та çерем пăсса тырă, люцерна акасшăн. Малашне утă турттарма та техника илес шухăшлă, — плансемпе паллаштарчĕ çамрăк арçын. Борис Васильевич социаллă контракт кăçал кăна çырнă пулсан та ĕçе кĕске тапхăртах вăйлă аталантарни те, выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерме тăрăшни те тĕлĕнтерчĕ. — Ĕçе пурте пĕрле тăватпăр. Аслă ывăл та трактор рулĕ умне ларакан пулчĕ, сухалама вĕренчĕ. Питĕ кăмăллă ку. Ачасем ĕне сума та пулăшаççĕ. Пирĕн пурте ывăл. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме вĕрентетпĕр. «Пепкене мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарсан вăл ӳссен ĕçчен пулать», — хăй вăхăтĕнче анне мана çапла калатчĕ, — çывăх çыннин сăмахĕсене аса илчĕ çамрăк ашшĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
Комментировать