Чăваш хĕрарăмĕ 32 (1311) № 17.08.2023

17 Авг, 2023

Ĕмĕр сакки сарлака та…

Ырă çын кайсан ырă ят юлать теççĕ…

Татьяна Тютина Шупашкар районĕнчи Явăш ялĕнче 1923 çулхи çĕртме уйăхĕнче çуралнă. Йышлă çемьере 8 ача çитĕннĕ. Хĕр çут тĕнчене килнĕ тапхăрта апат-çимĕç енчен пурнăç питĕ йывăр тăнă. Чир-чĕртен те вăхăтра сипленеймен. Тухтăр патне çитмешкĕн çулĕ инçе пулнă. Таньăсен çемйинче те тăватă ача кăна юлнă. Татьяна Васильевна чи асли пулса тăнă. Ун хыççăн тата икĕ шăллĕпе йăмăкĕ çуралнă.

Ашшĕ Василий Игнатьевич арманта ĕçленĕ. Амăшĕ Мария Никитична колхозра тăрăшнă. Шкула кайма вăхăт çитсен Татьяна Явăша çул тытнă. Тăрăшса вĕреннĕ вăл. Лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн шкулта ăна хитре тутăр парнеленĕ. Хĕрача иккĕмĕш класа çитсен ашшĕпе амăшĕ çĕнĕ пÿрт ларма пикеннĕ. Килте пулăшакан çук тесе хĕрачана текех вĕренме яман. Турпас пуçтармалла, кĕçĕннисене пăхмалла… Анчах Татьяна шкула туха-туха тарнă. Çав тери вĕренес килнĕ унăн. Ашшĕ вара ăна тытатыта илсе килнĕ. Хĕрача 14 çула çитсен чире пула ашшĕ вилсе кайнă. Килти ĕçсем: апат пĕçересси те, кĕпетумтир çăвасси те, çăпата тăвасси те, чăлха-нуски çыхасси те хĕрачан тивĕçĕ пулса тăнă. Амăшĕ лаша кÿлсе иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Татьяна Васильевна фермăра вăй хунă. Хаяр вăрçă вĕçленнĕ чухне 23 çула пуснă. Хура çÿçлĕ, хитре кĕлеткеллĕ, вăрвар пике ытти çамрăкпа пĕрле ларма каçĕсене тухнă. Фронтран таврăннă каччăсем те пулнă кунта. Татьянăна Чантăр каччи асăрханă. Хĕр алă ĕçне хăвăрт тунă. Савин сăнанă çакна, хакланă, хĕре килĕштернĕ. Çапла 1946 çулхи нарăс уйăхĕнче çемье çавăрнă. Юратса, пĕр-пĕрне килĕштерсе пĕрлешнĕ вĕсем. Чăваш йăлипе çамрăксен тĕп килтен уйрăлса тухмалла. Ферма çумнерех вырăна суйланă вĕсем. Ытлă-çитлĕ пурнăç тунă. Иккĕшĕ те хастар пулнă май аллисенче ĕç вĕресе кăна тăнă. Татьяна Васильевна фермăра вăй хунă. Савин Николаевич Шупашкарти В.Чапаев ячĕллĕ заводра тăрăшнă. Çемье йышлансах пынă. 7 арçын ачапа 3 хĕр пĕрин хыççăн тепри ÿснĕ. Маттур та пултаруллă, хастар çитĕннĕ вĕсем, килĕштерсе пурăннă. Хуçалăхри пĕр ĕç те вĕсемшĕн ют пулман. Кил хуçи кирек епле тивĕçе те юратса пикеннĕ. Пура пуралама та, платник ĕçĕнче те ÿркенсе тăман. Пур енĕпе те ăста пулнă. Çемье ял-йышра ырă ята тивĕçнĕ. Ăшă кăмăлĕпе, таса чунĕпе, шанчăклăхĕпе палăрнă. Йывăрлăхсенчен хăраман. Шăпах тÿрĕ кăмăлĕпе ĕçченлĕхĕшĕн хисепленĕ те вĕсене. <...>

Ольга ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Çирĕп пĕлÿ — малашлăх шанчăклă никĕсĕ

Хĕрÿ хĕвеллĕ, хаваслă çу кунĕсем тин кăна пуçланнă пекчĕ. Чăнласах, И.Крыловăн юптарăвĕнчи йĕп вăрри пек юрла-юрлах иртсе каять кĕске те шутлă тапхăр. Çăвĕпе канса вăй пухнă, сывлăхне пиçĕхтернĕ ачасем темиçе кунранах сăрă шăрши сирĕлсе те ĕлкĕреймен парта хушшине вырнаçĕç. Чунран тунсăхланă тантăшĕсемпе курса калаçĕç, юратнă вĕрентекенсемпе пĕрле пĕлÿ тĕнчине малалла утăмлĕç.

Пĕлÿ çурчĕсенче — хĕрÿ тапхăр. Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илмешкĕн тивĕçлĕ хатĕрлесе çитермелле. Шăпах çак ыйтăва тишкернĕ те ятарлă канашлура ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров Шкул директорĕсен канашĕпе. Çавна май федераци вĕрентÿ программине ĕçе кĕртес ыйтăва пăхса тухнă, ачасене ĕç воспитанийĕ парас тĕлĕшпе те сăмах хускатнă. Директорăн воспитани тĕлĕшпе ĕçлекен канашçин практикине тишкернĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева юлашки çĕнĕлĕхе шкулсем аван йышăннине палăртнă. «Паянхи кун тĕлне çакна сăнатпăр — канашçă должноçне штата кĕртнĕренпе урок тулашĕнчи мроприятисене ачасем ытларах та ытларах хутшăнаççĕ», — тенĕ вăл. Шел те, вĕрентÿ тытăмĕнче паян кадр ыйтăвĕ çаплипех çивĕч-ха. Шкулсене вĕрентекенсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе муниципалитетсене хăйсене хастартарах пулма сĕннĕ. Çак тĕллевпе професси вăтам тата аслă пĕлĕвĕ паракан учрежденисемпе çыхăнăва вăйлатмалла, унта ăс пухакан студентсемпе пайăррăн ĕçлемелле. Телее, Чăваш Республикисенчи шкулсенче хăйсен ĕçне чунтан парăннă педагогсем вăй хураççĕ — çакна юлашки кунсенче пĕтĕмлетнĕ конкурс çирĕплетет. ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров Телеграм-каналра çапла пĕлтернĕ: регионри 11 педагог Раççей Президенчĕн 200 000 тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. Вĕсем:

Екатерина Ананьева, ют чĕлхе учителĕ /17-мĕш шкул, Çĕнĕ Шупашкар/

Малека Гасанова, истори тата обществознани учителĕ /5-мĕш гимнази, Шупашкар/

Лариса Гладкова, биологи учителĕ /3-мĕш шкул, Куславкка/

Алексей Данилов, физика тата астрономи учителĕ /Елчĕкри шкул/

Ольга Дмитриева, ют чĕлхе учителĕ /2-мĕш лицей, Шупашкар/

Василиса Егорова, кĕçĕн классене вĕрентекен /12-мĕш шкул, Çĕнĕ Шупашкар/

Ираида Матьянова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ /сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен 2-мĕш шкулĕ, Шупашкар/

Татьяна Петрова, географи учителĕ /Пăртасри шкул, Вăрнар округĕ/

Елена Селезнева, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ /2-мĕш шкул, Улатăр/

Татьяна Соколова, акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ /1-мĕш шкул, Çĕмĕрле/

Александр Степанов, чăваш чĕлхипе литература вĕренекенĕ /40-мĕш шкул, Шупашкар/. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Ĕç пĕрлештерчĕ пире»

Кун хыççăн кун иртнĕ май çулсем те пухăнсах пыраççĕ. Тăнлавсем шуралнă май пурнăç опычĕ те хушăнать. Пархатарпа ирттернĕ кашни кун, кашни самант пуянлăха çаврăнать. Чăн та, ырă та уçă кăмăл-туйăмпа, килĕшÿпе çураçура пурăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Комсомольски тăрăхĕнчи Тури Тимĕрчкасси ялĕнчи Кошкинсем никамран аван пĕлеççĕ çакна. Иккĕшĕ те 85 çула хăвалакан упăшкипе арăмĕ хăйсем пирки «палăрмалли нимĕн те туман» теççĕ. Çав вăхăтрах 61 çул пĕрле пурăнаканскерсем обществăн çирĕп никĕсне хываççĕ, çемье хаклăхне палăртаççĕ. Ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе, правурлăхĕпе вара çитĕнекен ăрушăн паян та тĕслĕх вырăнĕнчех вĕсем.

Атте кĕлечĕ

Кил ăшшин управçи Юлия Ивановна 1939 çулта çуралнă. Ашшĕ вăл вăхăтра Аслă Чурачăк ялĕнче шкул директорĕнче тăрăшнă. 1938 çулта кунта пысăк ĕçе пуçăннă — шкулăн çĕнĕ çурчĕ валли йывăçран икĕ хутлă пысăк пура хăпартнă. Амăшĕ Таисия Александровна та пĕлÿ çуртĕнчех вăй хунă, кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Шăпах кунта паллашса пĕрлешнĕ те çамрăк учительсем. 1938 çулта Яковлевсен ывăл çуралнă. Çулталăкран Юля та «тупăннă». — Директор пулнă май аттен шкул хăпартас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрма тивнĕ паллах. Çавăнпах-ши аттене бронь та панă — салтака каймасăр юлнă. Миçе çула пулнă-ши ĕнтĕ вăл — пĕлместĕп. Эпĕ çуралсан вара унăн хĕсмете кайма ят тухнă. Атте çырнă виç кĕтеслĕ çырусене паян кунчченех типтерлĕ усратăп. Ачасем вĕсене мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене те кăтартаççĕ, пĕрле вулаççĕ. Салтакăн киле таврăнмашкăн икĕ уйăх кăна юлса пынă — анчах вăрçă пуçланнă. Белгород хулинче вăрçа кĕнĕ чикĕре пулнă вăл. Тăван киле чĕрĕ-сывă çаврăнса çитеймерĕ, — ассăн сывларĕ Юлия Ивановна ачалăхне аса илнĕ май. Паллах, çăмăл килмен. Хура-шурне те, йÿççине те, терт-нушине те самаях ас тивнĕ. — Вăрçă вăхăтĕнче, паллах, никама та çăмăл пулман. Шкул тавра вĕрентекенсен общежити çурчĕсем вырнаçнăччĕ. Пирĕн çемьене те унта пĕр пÿлĕм уйăрса панăччĕ. Пĕрре шкулĕ пысăк, тепре пурăнмалли çуртсем — пурне те вут-шанкăпа хутса ăшăтмалла пулнă вĕт... Асаттепе асанне пире Тури Тимĕрчкассине илсе килчĕç. Икĕ ывăл ÿстернĕскерсем иккĕшне те фронта ăсатнăччĕ. Тĕп килте инке те пурăнатчĕ. Унăн икĕ ачаччĕ. Асатте-асаннепе нумаях та пурăнаймарăмăр эпир. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши ĕнтĕ — ачапча пулнă та пит аван ас тумастăп та. Вăрçăран аттен пиччĕшĕ аманса таврăнчĕ. Эпир пурăнмашкăн асаттен тăванĕсем патне хваттере тухрăмăр. Кил хуçи хĕрарăмĕн хăйĕн те 4 ачаччĕ. Эпир пиччепе иккĕн хутшăнтăмăр. Кăмаки пы-ы-ысăкчĕ вара. Улăмпа хутатчĕç ăна. Вучахра кăшт кăвайт та пулнă ĕнтĕ. Унта инке яшка çакатчĕ. Анне унта çĕр улми шуратса яратчĕ — миçе янă çавăн чухлĕ шутласа кăларса илетчĕ те пире паратчĕ, хăй вĕрентме тухса каятчĕ. Пурăнсан-пурăнсан асанне: «Кине Иванăн кĕлетне парар пуль», — тенĕ. Вăл мунчаран кăшт кăна пысăкрахчĕ. Асаттесен çуртне хирĕç çырмара лартрăмăр ăна. Тăррине улăм хутăмăр. Çил килетчĕ те илсе пăрахатчĕ, çил килетчĕ те илсе пăрахатчĕ. Аннепе миçе хутчен витмен пуль! Çерем пăсса пахча турăмăр. Самани темле йывăр пулсан та учительсене кашни уйăхра кăштах çăнăх паратчĕç. Çавăнпах крахмал пуçтармах кайман ĕнтĕ эпир, — йывăрпа иртнĕ вăхăтсене куçĕ умне кăларчĕ ĕç ветеранĕ.

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Тупа пĕлĕт пĕрлешет, çавăнта кĕтет пехет

Черетлĕ отпускра çула пуçтарăннă май студент çулĕсем аса килчĕç. Шăпах эпир шкултан вĕренсе тухнă тапхăралла ялсене «ПАЗиксем» çÿреме пуçларĕç. Район центрне Шупашкартан ăшă, çемçе «Икарус» автобуссем хутлатчĕç. Эпир вара пĕчĕккисене, хайхи ПАЗсене, килька пулă пек хупланса тулаттăмăр, ура пусма та вырăн юлманнипе тыткăчран хăрах алăпа çакланса пыраттăмăр. Тепĕр тесен, мĕн çакланса пымалли пулнă — пур пĕрех ÿксе юлмастăн вĕт. Юрать-ха, çул вăрăмах марччĕ, ун чухне Элĕкрен Ишек урлă тÿрĕ çул çукчĕ-ха, çавăнпа чавсаланса Нурăс урлă çÿреттĕмĕр, пур пĕрех 1 сехет иртсен автобус пашлатса Шупашкар автовокзалне çитсе чарăнатчĕ.

Çакăнтан инçе çÿресе курманскер пĕррехинче Патăрьел районĕнчи Туçара пурăнакан тантăшăм патне хăнана кайрăм. Ай, тур-тур! Каятпăр-каятпăр, çул вĕçĕ-хĕрри те çук, каятпăр-каятпăр, Патăрьел пирĕнтен тарсах пырать тейĕн. Юрать-ха автобусĕ çемçе йышши. Пирĕн пата çÿрекенни пулсан хăш-пĕр вырăн шăтсах кайĕ ларса пынăçемĕн. Ларса та пăхатăп, чалăшса та илетĕп… Çитессĕн туйăнманччĕ ун чух. Эпир яла кашни шăмат кун чупаттăмăр та Патăрьел хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕ патне мĕншĕн сайра çÿренине çавăн чухне тин ăнланса илнĕччĕ. Çакăн пек вăрăм çула тепрехинче Самар тăрăхне тухнăччĕ. Пÿлĕмре пĕрле пурăнакан тантăшăн, Тутарстанра çуралнăскерĕн, йăмăкĕ çав хулара пурăнатчĕ, кондитер фабрикинче ĕçлетчĕ. Пире те цеха илсе кĕме май тупрĕ хайхискер. Эх, пылак çимĕçпе тăраниччен сăйланнăччĕ ун чух! Те çак çул çÿревсем пулăшрĕç, Крыма хамăрăн машинăпа кайнă чух пит йывăр пек те туйăнманччĕ… Çавăнпа та кăçал Кавказ тăрăхне пĕр хăрамасăрах çула пуçтарăнтăмăр. Çывăх мар паллах. Калама кăна — çул çинче 1 талăк ытла иртет. Ĕçсем пуррине кура Мускава кĕрсе тухма лекрĕ, ку вара çула татах та вăрăмлатрĕ. Кĕскен, пĕтĕмĕшле 2800 çухрăм таран хыçа хăвартăмăр, вăхăт вара икĕ талăкпах тенĕ пек танлашрĕ. Мухтав руль умĕнче ларакана, инкек-синкексĕр илсе çÿрерĕ.

Васкамасăр…

Каларăм ĕнтĕ, Крыма машинăпах кайнăччĕ, анчах та ун чухне çул сисĕнмерĕ. Кавказ тăрăхнелле те начар тееймĕн, анчах та нумай çĕрте — ансăр. Пирĕн, чăвашри, федераци пĕлтерĕшлĕ çулсемпе танлаштарма та çук. Икĕ еннелле те пĕрер йăрăм кăна пулнине кура хăвăртлăха ÿстерме çук — сехетре 80-90 çухрăма кăна парăнтарма пулать. Умра пыракан йывăр тиевлĕ машинăсенчен иртме кансĕр — хирĕç килекеннисем умлă-хыçлах. Çапла Мускавран тухнă хыççăн Волгограда аран йăшăлтатса çитрĕмĕр. Çĕрле фурăсен водителĕсем канма чарăнаççĕ те, çул кăштах пушанать. Ростов енĕпе кайма хăрушă — квадрокоптерсемпе усă курса Мускава çитсех тапăнаççĕ вĕт сывлăшран. Волгоград умĕн эпир те çывăрма чарăнтăмăр. Умра — Герой хула! Унпа паллашмасăр юлма пулать-и вара? Ывăнни-качки вара нимĕн те пăхас килмĕ. Пире хыçран никам та хăваламасть вĕт. Çул хĕрринчи хăна çуртĕнче мĕн ирччен ним туйми çывăрнă хыççăн вырăнтан тапранатпăр. Сталинград паттăрĕсене халаллаланă комплекса — Мамай курганне — çитсе курма тахçанах ĕмĕтленеттĕм… <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.