Чăваш хĕрарăмĕ 30 (1309) № 03.08.2023

3 Авг, 2023

«Официанткăсем нихçанхинчен илĕртÿллĕрех çăрхаласа кумрĕç»

Республикăн ырă ятне çĕкленисенчен пĕри — Чăваш Енре çуралнă Зоя Миронова дипломат. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен аса илÿ хăварман вăл. Унпа пĕрле ĕçленисен мемуарĕпе усă курса пурнăçĕнчи кăсăклă тапхăрпа паллаштарма тăрăшăпăр.

Çулĕсем хĕресленнĕ «Хĕрарăмсене тĕнче шайĕнче хÿтĕленĕ» статьяра («Чăваш хĕрарăмĕ», 48 (1276) №, 8.12.2022) Зоя Васильевнăпа, Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Европăри уйрăмĕ тата пĕтĕм тĕнчери ытти организаци çумĕнче ССР Союзĕн яланхи представителĕ — элчи — пулнăскерпе (1966-1982), çыхăнни çинчен Василий Окуловăн, 1972-1976 çулсенче Швейцарире пирĕн тулаш разведка сотрудникĕн, аса илĕвне тĕпе хурса çырнăччĕ. Унпа малалла паллашар-ха. Зоя Миронова 1971-1974 çулсенче Мускав Патриархачĕн Пĕтĕм тĕнчери чиркÿсен Женевăри канашĕнчи представителĕ пулнă Кирилл архимандрита, халĕ Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ, пĕлнĕ. Çулĕсене мĕн хĕреслентернĕ? Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Пимен ССР Созĕнчен ертсе килнĕ делегацие иккĕшĕ 1973 çулта Женевăра кĕтсе илме хутшăннă. Унăн хăрушсăрлăхне тивĕçтерме, ăна хăна çуртне вырнаçтарма Кирилл архимандрит Зоя Миронова ертсе пынă яланхи элчĕлĕхрен пулăшу ыйтнă. Вырăс православи чиркĕвĕн ячĕпе Европăри храмсене ĕçлеттерессипе çыхăннă ыйтусене канашра çĕкленĕскер Мускав Патриархачĕн Женевăри пĕр чиркĕвĕн священникĕ те пулнă. Вăл элчĕлĕхрен, консуллăх тивĕçне те пурнăçланăскертен, Европăри патшалăхсене каймашкăн ирĕк илме пирвай Зоя Васильевна пÿлĕмне кĕмесĕр виза паман-тăр. Çакăн хыççăн яланхи элчĕ 27 çулти архимандрит ыйтăвĕсене, çав шутра Пимен Патриарха Женевăра кĕтсе илессипе çыхăннине, тишкерме хăрушсăрлăх сотрудникĕ шутланнă Василий Окулова хушнă. Вăл Кирилл архимандритпа тĕл пулни çинчен çапла аса илнĕ: «Мана сĕнÿсем те, тен, Вырăс православи чиркĕвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме пулăшу та кирлĕ, — терĕ Кирилл атте. — Канаш ĕçне хутшăнма Пимен Патриарх çывăх кунсенчех килнĕ май делегацие вырнаçтарассипе, транспортпа, хуралпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту тухса тăрать». Вăл Патриарх çул çÿревне йĕркелеме хатĕрленесси пирки калаçма Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви ертсе пынă элчĕлĕхе Ленинград тата Новгород митрополичĕ Никодим вĕçсе килесси çинчен те хыпарларĕ. Эпĕ делегацие йÿнĕ мар, анчах хисеплĕ «Интерконтиненталь» хăна çуртне вырнаçтарма сĕнтĕм, хăйĕн хăрушсăрлăх служби пур, ăна сыхлама полици хурал тăратĕ терĕм. Ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Андрей Громыко Америкăн правительство делегацийĕпе яланах кунта тĕл пулнине пĕлтертĕм, Патриарха транспортпа, хăрушсăрлăхпа вырăнти полици çеç тивĕçтерейнине систертĕм». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Светофор куçне хĕсет — кăшт кăна тăхта-ха тет

Анлă сарăлнă юрăра светофор мĕншĕн тăтăш симĕс çутататчĕ-ха? Çапла, пурнăçа юратнипе. Кашни çынна ырă самант ытларах парнелеме ăнтăлнăран.

Пурнăçра симĕс çутă кăна пулни аван паллах. Анчах светофор çинче хĕрлĕ тĕс пуррине те асра тытмалла. Вăл вара пĕр самантлăха чарăнса тăмаллине систерет. Унсăрăн инкеке çакланасси те часах. Çакна ывăл-хĕре мĕн ачаран хăнăхтаратпăр. «Светофор куçне хĕсет — кăшт кăна тăхта-ха тет». Çапла, хĕрлĕ тĕс чарăнса тăма хушать. Хĕрлĕ-сарă хатĕрленме вăхăт çитнине палăртать. Симĕс çутă утма ирĕк парать — çул çинчи культурăна, хăрушсăрлăх йĕркине çапла майпа ăша хывма пулăшатпăр. Светофор, чăн та, усăллă та паха хатĕр темелле. Унсăрăн çул юппинче мĕн пулĕччĕ-ши? Унăн хăйĕн уявĕ те пуррине пĕлекен сахал паллах. Анчах календарьте кун пек кун та пур. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери светофор кунне паллă тăваççĕ. 1914 çулта Америкăри Кливленд хулинче унăн мăн-мăн аслашшĕ çуралнă. Ун чухне вăл хĕрлĕ тата симĕс кăна çутнă-ха. Пĕр çутă тепринпе улшăннă чухне сасă панă. Чи пĕрремĕш светофора вара Британи çынни Джей Найт 19-мĕш ĕмĕртех шухăшласа кăларнă. Лондонри парламент çурчĕ умне 1868 çулта вырнаçтарнă ăна. Виçĕ çул иртсен унăн хунарĕ çурăлса кайнă, полици ĕçченне суранлатнă. Кун хыççăн «çул хуралçи» çинчен 50 çуллăха маннă. Раççее светофор 1930 çулта çитнĕ. Ленинградри Невский тата Литейный тăкăрлăксем хĕресленнĕ вырăнта çакнă ăна. Çак уява, паллах, ытларах ÇÇХПИ ĕçченĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансем, общество организацийĕсен хастарĕсем тимлĕх уйăраççĕ. Çитĕнекен ăрăва çул çинчи йĕркене пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтермелли меллĕ самант ку. Хăрушсăрлăха вара светофор умĕнче кăна мар — пур çĕрте те пăхăнмалла. Çул урлă та пĕлсе каçмалла, велосипед таврашĕпе те чухласа ярăнмалла. Шел те, йĕркене уяманнисем кĕçĕннисен хушшинче кăна мар, аслисен йышĕнче те нумай. Сăмахран, çул урлă каçнă чухне велосипед çинчен анманнисем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Кун пек чухне икĕ кустăрмаллă транспорта çавăтмаллине никам та систермен-шим вĕсене? Икĕ урапаллă тепĕр транспорта — самоката — çăварлăхлакансем те вĕçтерсе кăна çÿреççĕ. Чăннипех те çил ачисемпе ăмăртаççĕ. Тепĕр чухне ун-кун пăхма та манаççĕ. Çул çине те, картиш таврашĕнче те кĕтмен çĕртен сиксе тухаççĕ хайхисем… Шăпах çакнашкаллисем автомашина айне лекни çинчен пĕлтерекен хыпарсем те çирĕплетеççĕ çакна. «Тимсĕрлĕх», «явапсăрлăх» — урăхла мĕнле калайăн? Çул çитменнисем пирки сăмах хускатнă май, статистика тăрăх аварисене ытларах 7-11 çулсенчи ачасем лекеççĕ-мĕн. Акă кăçалхи ултă уйăхра республикăри çулсем çинче пулса иртнĕ инкексенчен 56 процентĕнче те шăпах çак ÿсĕмрисем шар курнă. Çуран çÿрекен 15 ача суранланнă. Улттăшĕ хăйсен айăпĕпе шар курнă — шăпах велосипедпа е самокатпа ярăннă май асăрханулăха çухатнă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Кевер туй асамачĕн кĕперĕ айĕнче

Ачалăх туслăхĕ пĕр сукмакпа пыратчĕ пулин те пирĕн, Чăваш çĕрĕнчи Вăрнар тăрăхне кĕрекен Хурăнсур ялĕнче çуралнăскерсен, пурнăç çулĕсем расна пулса тухрĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсем асран каймаççĕ.

Сахар пиччесен ачи Ваня Захаров Донбасра, Олег Кошевой хулинче Краснодонра, çĕр айĕнчен çĕр кăмрăкĕ кăларать. Тир Йăванĕн ачи Амруç Овчинников Тури Уралта, Краснотурьинскри алюмини заводĕнче, хамăр ял ачисемпе ĕçлет. Йăван Маркăч ачи Вася Марков хамăрăн Ленин ячĕпе хисепленекен колхозăн бухгалтерĕ. Эпĕ — хаçат кăларнă çĕрте. Авланас-мĕн пулсан, эпир çапла шутланăччĕ: Вася — Ваньăна, Ваня — Амруçа, Амруç — Вулутине, Вулути Васьăна хăйматлăх тăвать. 1959 çулхи çĕртме уйăхĕн 12- мĕшĕ. Захар Александровичсен килĕнче темиçе кун уяв — ывăлĕ шахтăран курма килнĕ. Амруç та отпускра, ялтах. Вася авланма шухăш тытнă. Марковсем те, Сахарсем те туя хатĕрленеççĕ. Эпир те Амруçпа аякра юлмастпăр, пулăшатпăр. Каç енне сулăнарахпа хĕр илме кайма хатĕрленсе çитрĕç. Ахух, эпир сиссе те юлаймарăмăр — туй йĕрки улшăнчĕ. Марковсемваттисем ывăлĕн хăйматлăхне хăйсемпе хирĕç пурăнакан Иххан мучи ачине Гришăна тăвасшăн. Вăл трехтонкăпа чупать. Машини килĕ умĕнчех. Çаплах пулса тухрĕ. Тепĕр темиçе çултан редакци ĕçĕпе колхоза кайнăччĕ. Нурăс енчен яла таврăнтăм. Эпĕ пынă чухне Сахар пичисен пÿрчĕ шавлать. Ванька Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта пĕр класра вĕреннĕ Анатолий Александрович учитель хĕрне Тоньăна качча илнĕ. Амруç хăйматлăх пулчĕ. Амруç Овчинников Питрава арăмпа килчĕ. Вăл алюмини заводĕнче пĕрле ĕçлекен Эрика ятлă хĕре качча илнĕ. Вырăсланнă нимĕçсемпе тăванланнă. Хăйматлăхне лерех тупнă. Туссенчен çапла эпĕ пĕчченех хусахра тăрса юлтăм. Çирĕм ултта пуссан авланас шухăш çирĕпленсе çитрĕ. Утмăл иккĕмĕш çулта пирĕн Çĕрпел вăтам шкулне сар кайăксем вĕçсе килчĕç. Вĕсенчен пĕрин, акăлчан чĕлхи вĕрентекен Р.И.Ильинан, тĕп йăвийĕ Торăпкассинчеччĕ. Хаçатăн вĕçĕмсĕр ĕçĕ çамрăка та самаях ĕшентерет. Тепĕр чухне тылă витĕр тухнăнах туятăн. Кăрлачра та пулин кăштах канса илес терĕм. Анчах ялта та манăн пушă вăхăт çук. Пысăк колхозри 150 хĕрпе каччăран тăракан комсомол организацийĕпе ĕçлемелли нумай. Çав хушăрах ВЛКСМ райкомĕн ĕçне те хутшăнмалла. Хурăнсурта, Çĕрпелте, Тукайра Римма Ильиничнăпа, шкулти, ялти хĕрсемпе тата каччăсемпе вăхăта савăк ирттеретпĕр, халăх умĕнче тĕрлĕ ыйтупа калаçатпăр, юрлатпăр, клубра спектакльсем лартатпăр. Сакăр спектакль хатĕрленĕччĕ эпĕ ун чухне. Юратупа туслăх çинчен клубра хĕрÿллĕн калаçса-тавлашса та илтĕмĕр. Манăн «Таса юратушăн» лекцие пурте ырларĕç. <...>

Владимир КУЗЬМИН, журналист.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.