Тантăш 29 (4849) № 27.07.2023

27 Июл, 2023

Кăмпа яшкипе, хуран куклипе савăнтарать

Урамра çу кунĕсем хуçаланаççĕ. Шкул ачисен чи кĕтнĕ каникулĕ малалла тăсăлать. Вăхăчĕ пур-ха, парта хушшине çĕнĕрен вырнаçса ларса пĕлӳ тĕнчине путма тепĕр уйăх ытларах юлать. Çуллахи кану кунĕсене ачасенчен кам мĕнле, ăçта ирттерет пуль? Кам ялта е лагерьте, кам хулара… Çапах та чи пахи — вăл асра юлмалла, усăллă иртни. Çапла мар-и-ха? Елчĕк округĕнчи Шăмалак шкулĕнчи маттур та тăрăшуллă вĕренекен Вероника Усанова пире хаваспах хăйĕн çуллахи кану кунĕсем пирки каласа кăтартрĕ.

Сарай тăрри витет, çырлана çÿрет Вероника — çемьере чи кĕçĕнни. Аппăшĕпе пиччĕшĕ Мальвинăпа Никита шкул пĕтерсе тахçанах пурнăç çулĕ çине тăнă, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаканскерсем стоматолог тухтăрта тăрăшаççĕ. Вероника сакăр класс пĕтерсе тăххăрмĕшне куçнă. Вăхăта перекетлесе унпа тĕрĕс усă куракан хĕрача çуллахи каникула епле ирттерет-ха? Вероникăн çу кунĕсенчи чи юратнă ĕçĕ — çырла-кăмпа татасси. Кăçал çанталăк пĕр вăхăт типĕ тăнăран Шăмалак вăрманĕнче хура çырлапа хурăн çырли ытти çулти пек вăйлах пулман. Анчах та хăмла çырли туллиех. Кăçал та вăл вăрман кучченеçне витри-витрипе пухнă. Юлашки вăхăтра çумăр çусах тăчĕ — акă кĕçех кăмпа та тухĕ. Шурă кăмпана кайма карçинккисене хатĕрлесе хунă ĕнтĕ Вероника. Хĕрарăм е арçын ĕçĕ-и — тиркесе тăмасть вăл. Хальхи вăхăтра ашшĕпе пĕрле хĕрача сарай тăрри витет. Ачаран алли пуртă-пăчкă, мăлатукпа хăма татки патне туртăннине калаççĕ килтисем. Ашшĕ çĕвĕç ĕçне лайăх пĕлнĕрен Вероникăна машинăпа çĕлеме те хăнăхтарнă. «Мăшăрпа иккĕшĕ — чи чаплă поварсем. Чĕлхе çăтса ямалла апат янтăлаççĕ. Эпĕ çавах вĕсем чухлех пултараймастăп. Вероника кăмпа яшки, хуран кукли пĕçерме ăста. Кукăлĕсене тĕрлĕ çырларан янтăлать. Аппăшĕпе пиччĕшĕ хăнана килсен унăн апатне юратса çиеççĕ», — каласа кăтартать амăшĕ Венера Кузьминична. Вĕтĕ шăрçаран хитре мăй çыххисемпе алкасем те хатĕрлеме маçтăр хĕрача. Уявсенче амăшне, çывăх тусĕсене, тăванĕсене хăй ăсталанă парнесемпе савăнтарать Вероника. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«С радостью поддерживаем инициативы детей»

«Поисковое движение России» — это общероссийское общественное движение по увековечиванию памяти погибших при защите Отечества. Главная цель — поиск и установление имен бойцов и командиров Красной армии, считавшимися пропавшими без вести в годы Великой Отечественной войны.

В настоящее время более 45 тысяч поисковиков из 84 регионов страны работают на полях сражений. Они ведут поисковые работы во всех уголках нашей страны, которые затронула Великая Отечественная война. Движение обĕединяет все поколения: школьников, студентов, взрослых и стариков. В Чувашской Республике всего пятьдесят семь поисковых отрядов, из них около пятидесяти – это школьные. Ярким примером активного участия в поисковой деятельности является поисковый отряд «Пламя» 27-й школы города Чебоксары, который существует с 2017 года. За эти годы ребята под руководством своего командира Михаила Александрова и его заместителя Юрия Шестакова выезжают на поля сражений, трудятся в архивах, помогают родственникам узнать о судьбе своих близких, ухаживают за воинскими захоронениями, проводят выставки по итогам работ. «С каждым годом, с каждой поездкой интерес ребят к поисковой деятельности, в частичности к работе в полях, растет, глаза горят! Восхищает, что их не пугает ни тяжелая работа ӳне только физическая, но и моральнаяӲ, ни жизнь в палаточном лагере. Компетентность и чистота работ с останками растет. Живя десять дней в кругу старших товарищей – бойцов поисковых отрядов Чувашского государственного университета им. И.Н. Ульянова «Георгиевская Лента» и Чувашского государственного педагогического университета им. И.Я. Яковлева «Память» ребята обретают новые навыки, друзей и наставников», – делится Юрий Васильевич. «Пламя» два года подряд участвовало в Международной акции «Вахта Памяти». Полевые экспедиции проходили в 2022 году, на территории Тверской области, подо Ржевом, а в этом – в Волгоградской области в Городищенском районе у поселка Самофаловка. По итогам первой «Вахты Памяти» школьники смогли применить на практике метод археологического подĕема останков; познакомиться с палаточной жизнью и насладиться красотами русской природы. «Сталинградская весна – 2023» навсегда останется в памяти моих подопечных», – говорит командир отряда Михаил Александров. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   


В гостях у мультгероев

Только представьте, любимые мультгерои ходят по вашей квартире, отвечают на вопросы, разговаривают на любые темы... Вам кажется это фантастикой? Уверен, после посещения «Союзмультпарка» вы задумаетесь над моими словами...

УДИВИТЕЛЬНЫЙ ПАРК

Утро субботы началось необычно. Мама разбудила в 6 часов и попросила скорее собраться. Через полтора часа мы доехали в железнодорожный вокзал города Канаш и купили билеты. Нас ожидало путешествие в Казань. Мы с сестренкой впервые поехали в электропоезде. Три часа пути прошли быстро. Казань встретил ярким солнышком и теплой погодой. Не теряя времени, мы отправились в «Ак Барс Арену». Это огромный стадион, построенный для проведения Всемирной летней Универсиады 2013 года. Тут прошли матчи Чемпионата мира по футболу в 2018 году. Сейчас здесь обустроили детский городок Kids Spase. Мы направились в «Союзмультпарк». На улице нас встретили цветные статуи Шарика, Львенка, Черепахи, Винни-Пуха и Пятачка. Помните, где нашли Чебурашку? Столько ящиков с апельсинами я никогда не видел. «Союзмультпарк» ‒ это удивительная интерактивная площадка с интересными локациями. В России их всего два: в Москве и Казани. Наша экскурсия началась весело: голубой вагончик с Чебурашкой и Крокодилом Геной остановился у огромного телевизора. Благодаря этому устройству мы смотрим мультфильмы, знакомимся с новыми героями. А как создается анимационный фильм? Экскурсовод Софья показала нам планшет. На нем аниматор рисует и раскрашивает героя. Неожиданно появились голограммы героев мультфильма «Оранжевая корова». Они собрались помочь мультипликатору Алексею, который уснул. Герои опрокинули краску и испачкали пол. На помощь пришли Карлсон и Кот Матроскин. Вместе они справились с бедой. Затем мы отправились в путешествие по мультфильмам. И первым делом зашли в гости к Кролику. К сожалению, угоститься сладким и вкусным медом не удалось: ложки и тарелки прилипли к столу. А через минуту налетели пчелы и распугали всю нашу группу. Но мы помогли Винни-Пуху и дружно справились с насекомыми, наполнили горшочек меда и направились дальше. «А вы любите бегать по крышам?» ‒ решила узнать Софья. Я догадался, что мы попали в гости к Карлсону. На полочках стояли банки с вареньем, а в кресле сидела Фрекен-Бок. Это очень интересная площадка, где вместо пола крыши домов. Мы бегали по ним и отпугивали хитрых воришек. Малыш и Карлсон поблагодарил нас за смелость. <...>

Никита КАЛИТОВ. Чебоксары, 60-я школа.

♦   ♦   ♦


Иван Яковлев: «Спешите делать добро»

Доброта спасет мир и подарит радость жизни. И сказки не врут. И не только они, также и произведения мудрецов учат истинам. Пример тому детские рассказы Ивана Яковлева. В рассказе «Калач» добрый отец учит мальчика выйти из труднейшего бедственного положения: ясно, что в бедной чувашской семье не хватает денег для покупки калача. Мы говорим не только об этнопедагогике отца, воспитывающего сына трудом, а именно о доброте: родитель в произведении Ивана Яковлева является образцом доброты и воспитания.

Доброта она в душе человека. Даже в коротеньком рассказе «Как я чулок вязала» Иван Яковлев бережно и ласково относится к шалостям маленькой девочки. Мы, педагоги общеобразовательных школ, знаем про зло и добро не понаслышке. К счастью, на нашем пути в основном встречались лишь хорошие люди. В год педагога добрым словом хочется вспомнить наших учителей и родителей. Для родителей выпускников школ 80-90-х годов ХХ столетия первый учитель был иконой: таковыми остались в памяти отца учителя Климовской восьмилетней школа Ибресинского района Лидия Архипова, Нина Миронова, Вера Алексеева, Николай Сергеев. Как трепетно и с любовью относились к своим ученикам учителяфронтовики: Александр Архипов, Анисим Анисимов, Николай Пульхеровский, Серафима Гаврилова. А мама, заслуженный учитель ЧР и автор линии УМК «Чувашский язык для русскоязычных школ» Галина Абрамова, всегда с добрым словом вспоминает руководителя литературного кружка «Хунав» Срееднетатмышской средней школы, ветерана ВОВ Алексея Архипова. Я – выпускник филологического факультета Чувашского государственного университета, с удовольствием вспоминаю ученых-словесников с большой буквы: профессора Ивана Одюкова, Ивана Андреева, Геннадия Корнилова, Николая Петрова, Михаила Скворцова, Виталия Сергеева, доцента Валерия Андреева. <...>

Светлана РАЗУМОВА, учитель начальных классов. Чебоксары, 1-ая школа.

♦   ♦   ♦


Чĕкеç чĕпписем

Пирĕн пӳрт çамкинче темиçе чĕкеç йăви пур. Пĕр кунхине эпĕ пахчана кĕтĕм те курăк çинче кушак çури темĕскерпе вылянине асăрхарăм.

«Шăши тытнă-им?» — савăнса пĕшкĕнтĕм те унăн аллинче пĕчĕк чĕкеç чĕппине куртăм. Амантасран хăрарăм. Çура та хăй умĕнче апат пулнине ăнланмарĕ пулас. Сарă сăмсаллă чĕкеç чĕппипе вылярĕ. Ăна амантасран хăраса васкамасăр кушак аллинчен илтĕм. Хăй умĕнчи «теттене» илнĕшĕн пĕчĕк çăмламас кăштах тĕлĕнсе те кулянса ман çине тинкерчĕ. Чĕппе пӳрте илсе кĕтĕм те аннене кăтартрăм. «Мĕн тумалла санпа, вĕçме те вĕренеймен-çке эсĕ», – терĕ çывăх çыннăм сарă сăмсана. Кушак çăварне лекесрен хăраса чĕппе хут курупкана ятăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, аппа пахчара, çав вырăнтах тепĕр виçĕ чĕп тупрĕ. Вĕсем те йăваран ӳкнĕ, те пĕр-пĕрне тĕксе кăларнă ĕнтĕ… Тăватă чĕпĕ. Мĕн тумалла? Вĕсен ашшĕпе амăшĕ çывăхра курăнмарĕ. «Капла вилеççĕ чĕпсем, — терĕ анне. – Эпир тăрантараймастпăр. Каялла йăвана ямалла пулĕ». Анчах малтан интернета кĕрсе чĕкеçсем пирки вуласа пĕлтĕмĕр. Йăваран тухса ӳкнĕ чĕппе ашшĕпе амăшĕ каялла йышăнаççĕ иккен. Çын алăпа тытнă пулин те малалла пăхаççĕ. <...>

Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Кăркка тăвĕ çинче те пултăмăр

Кăçал пирĕн Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче канма тӳр килчĕ. Эпир çиччĕмĕш сменăра пултăмăр. Вăл çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 13-мĕшĕччен пычĕ. Лайăх вĕреннĕшĕн, тăван ен культурипе пысăк çитĕнӳсем тунăшăн тивĕçнĕ дипломсем тăрăх суйлав витĕр тухрăмăр. ЧР вĕрентӳ институчĕ йĕркеленипе лагере пирĕн республикăран 12 ача каяссине пĕлтерчĕç. Вăл шутра эпир пулнишĕн мĕн тери савăнтăмăр!

Туапсе хулине пуйăспа икĕ кунра çитрĕмĕр. Кайран «Орленока» автобуспа илсе кайрĕç. Лагерьте 21 кун кантăмăр. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 11-16 çулсенчи ачасем пуçтарăннă. Кашниех маттур, пултаруллă. Ушкăнсенче икĕ вожатăй пулчĕ. Каласа хăвармалла: «Орленок» лагерь Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă. Çавăнпа эпир шывра чăмпăлтатма та вăхăт тупрăмăр. Лагерь кунĕсем интереслĕ иртрĕç, тĕрлĕ ăмăртупа, квестпа, кăсăклă мероприятипе, ташă каçĕпе пуянланчĕç. Эпир хамăр пултарулăха пур енлĕн туптарăмăр. Ушкăнри ачасемпе пĕр шухăшлă пулса ăмăртусенче вăй виçрĕмĕр. Çавăн пекех ташларăмăр, юрларăмăр, çĕнĕ юлташсем тупрăмăр. «Раççейĕн çамрăк турисчĕ» вĕрентӳ программипе килĕшӳллĕн, Кăркка тăвĕ çине çул çӳрев йĕркелерĕç. Вăл кăсăклă пулчĕ. Пĕр кунне ту çине хăпартăмăр, тепĕр кунне антăмăр. Унтах çĕр каçрăмăр, апат пĕçерсе çирĕмĕр. Пирĕн патра тусем çук, çавăнпа ку асра юлчĕ. Хĕвел анни ту çинчен илемлĕ курăнать. Эпир ăна та курса килентĕмĕр. Тĕлĕнмелле хитре вырăнсене çитрĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Кăркка тăвĕ çинче çапăçусем пынă иккен. Пуç хунă салтаксене халалланă палăк чылай кунта. Эпир вĕсем патне чарăнса чечексем хутăмăр. Çул çӳрев пурне те килĕшрĕ. Вăл пирĕн туслăха тата çирĕплетрĕ. <...>

Максим ВАРЮХИН, Ирина ЦВЕТКОВА. Муркаш округĕ, В.А. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр шкулĕ.

♦   ♦   


Вĕсем пурришĕн савăнатăп

Хамăртан аслисене хисеплеме пире мĕн пĕчĕкрен вĕрентеççĕ. Çакăншăн манăн юратнă аттепе аннене, шкулти учительсене тав тăвас килет.

Асаттепе асанне, шел те, эпĕ пĕчĕккĕ чухнех пурнăçран уйрăлнă. Мария Петровнăпа Николай Алексеевич ялти сумлă çынсем пулни çинчен аттепе анне каласа панине итлеме кăмăллă. Вĕсен пилĕпе пĕрлешнĕ çывăх çыннăмсен тăватă ывăлĕ телейлĕ те йышлă çемьере çитĕнеççĕ. Эпĕ килте виççĕмĕш ача, кăçал сакккăрмĕш класс пĕтертĕм. Икĕ пичче Шупашкарта тĕпленнĕ, шăллăм Коля ялти шкула çӳрет. Эпир — кукаçипе кукамайăн чи юратнă мăнукĕсем. Манăн шăпах вĕсем çинчен каласа кăтартас килет. Кукаçи Леонтий Иванович 1969 çулта Улатăрти вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван тăрăхри вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Мĕн чухлĕ йывăç лартман-ши хăй ĕмĕрĕнче?! Çак ĕçе çамрăксене те явăçтарнă вăл. Пире çут çанталăка упрама, хисеплеме вĕрентет, уншăн ырă та усăллă ĕçсем тума хăнăхтарать. Кукаçипе кĕтӳ кĕтме, вăрманта кăмпа-çырла татма, пулла кайма кăсăклă, тем пирки те каласа кăтартать. Çав вăхăтрах пире çут çанталăк тусĕ пулма хавхалантарать вăл. Кукаçи темиçе çул ĕнтĕ ял старости. Нумай çынна сĕнӳ-канашпа пулăшать. Кукамайпа Анисия Александровнăпа ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Пашьел» фольклор ансамбльне çӳреме вăхăт тупать. Туй йăли-йĕркине кăтартнă чухне кукаçи мăн кĕрӳ сăнарне калăплать, ташланă чухне ури çĕре лекмест тейĕн, юрланă вăхăтра вĕсен сассине нимĕнпе те арпаштараймăн. Ялта вĕсемсĕр пĕр концерт та иртмест. Нумаях пулмасть кукамай фольклор ушкăнĕпе Петĕр Хусанкай поэт çуралнă тăрăха, Тутарстан Республикинчи Сиктĕрмере иртнĕ Уява çитсе килчĕ. Пысăк уяв еплерех иртнине пире те каласа пачĕ. Кукаçипе кукамай пире, мăнукĕсене, тăван халăх культурин лайăх енĕсене упраса хăвармалли çинчен яланах асăрхаттараççĕ, хăйсемпе пĕрле тĕрлĕ уява хутшăнтараççĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Мăн асатте-асаннесен, кукаçикукамайсен вăхăтĕнче усă курнă чылай япала пирĕншĕн — хăйне евĕр кăсăклăх. Шкул музейĕнче те ĕлĕкхи япала нумай. Вĕсем пирки кукаçипе кукамай каласа пани маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă хыçа юлнă вĕренӳ çулĕнче эпĕ тăван ен культурипе регион шайĕнчи предмет олимпиадинче призер пулса тăтăм. Кунта вĕрентекенпе çывăх çыннăмсен тӳпи пурах. <...>

Саша ЛАРЕВ, Патăрьел округĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.