- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 29 (6479) № 27.07.2023
«Мăшăрпа унăн уринчен такăнсан паллашрăм»
«Медицина – манăн пĕрремĕш пурнăç. Сцена вара — иккĕмĕш», — тет чăваш эстрада артисчĕ Лариса ШАУРБИНА. Юрăçпа тата медицина ĕçченĕпе çывăхрах паллашнă хыççăн ăна хаçатăн тĕпелне чĕнес килчĕ.
Чаплă пушмакне чикансене панă
— Кам-ши вăл Лариса Шаурбина? Чăваш эстрадинчи çĕнĕ ят е хăйĕн пурнăçне медицинăпа тачă çыхăнтарнă çын?
— Чи малтан эпĕ — Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ӳснĕ чăваш хĕрарăмĕ. 8 класс пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен хамăр район больницине васкавлă пулăшу уйрăмне ĕçе вырнаçрăм. Юратнă мăшăрпа больницăра паллашрăм. Юрист профессине илнĕскер милицире вăй хуратчĕ. Унтан ЖКХра ĕçлерĕ. Халĕ Мускавра вăй хурать. Пирĕн ывăл пур. Юрист профессине алла илчĕ.
— Пĕрремĕш пурнăçу медицинăпа хĕресленнĕ. Мĕнпе илĕртрĕ сана çак професси?
— Медицинăна аннене сыватас тесе суйларăм. Вăл пуç чирĕпе аптăратчĕ. Анне мана çуратнă хыççăн 3 кунран кăмака хутса вĕриленсе кайса чире кайнă иккен. Вăл колхозра чылай çул весовщицăра тăрăшрĕ. Çулла хирте кăшман, севок сухан пайĕсем илеттĕмĕр. Аттепе анне 5 ачине те ĕçлеттернĕ, ĕçпе пурăнма вĕрентнĕ. Хăмла плантацийĕ çинче те чылай тар тăкнă. Хам больницăра ĕçлеме пуçласан аннене кашни çул пĕр хутчен те пулин сипленме вырттараттăм. Кайран тĕрлĕ санаторире ĕçлерĕм. Çапла аннене сипле-сипле пурнăçне тăсрăм.
— Васкавлă пулăшу машинипе Елчĕк тăрăхĕнчи чылай яла çитнĕ эсĕ. Миçе çынна çăлман-ши?
— Пĕррехинче ток çапнă хĕрарăма çăлма кайрăмăр, анчах ĕлкĕреймерĕмĕр — унăн чĕри чарăнса ларнăччĕ. Хурлăхлă хыпара тăванĕсене пĕлтерме питĕ йывăр пулчĕ. Тепрехинче машинăра ача çураттарма тивнĕччĕ. Хĕлле, çулсем япăх. Каркалар ялĕнче пурăнакан хĕрарăм патне кайрăмăр. Хайхискере машинăна лартрăмăр. «Елчĕке çитиччен чăтаятăр-и?» — тесе ыйтрăм. «Чăтаймастăп пуль. Ку — манăн тăваттăмĕш ача», — терĕ. Мĕн тумалла? Водитель мана лăплантарма тытăнчĕ. Машинăна уй варринче чартăмăр та çапла ача кун çути курчĕ. Водитель айккинче тăмарĕ, пулăшрĕ. Ку тĕнчене ывăл ача килчĕ. Кун хыççăн пирĕн пирки район хаçатĕнче те çырса кăтартнăччĕ.
— Музыка тĕнчи сана ача чухнех хăйĕн ытамне илнĕ…
— Музыкăна юратма ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Мустаев вĕрентрĕ. Ун пек çын пирĕн таврара çукчĕ. Ăна çут çанталăк тĕрлĕ енлĕ пултарулăх панă. Мĕн пур кĕвве пĕрре илтсенех купăспа выляса паратчĕ. Эпĕ Лаш Таяпа шкулĕнче те ăс пухнă. Хамăр клубра хор йĕркеленĕччĕ. Кашни уявра концерт лартаттăмăр. Эпĕ клубран тухма пĕлмен. Ялсем тăрăх концертсемпе çӳреттĕмĕр, районта иртекен конкурссене хутшăнаттăмăр. Канашри медучилищĕре вĕреннĕ чухне те культура мероприятийĕсене хастар хутшăнма пуçларăм. Хамăр ушкăнра мана культорга суйларĕç.
— Чăваш маттурĕ Олег Мустаев санăн тăвану иккен. Ав ăçтан санри лара-тăма пĕлмен канăçсăрлăх...
— Олегпа пĕр ялтан эпĕ, пĕр класра вĕреннĕ, ача чухне пĕр урамра çарран чупнă. Пирĕн ялта Мустаевсен йăхĕ тарăн тымар янă. Мана шкулта музыка вĕрентнĕ Николай Мустаев та ку йăхранах. «Олег – виççĕмĕш сыпăкри тăвану», — тетчĕ анне. Пирĕн ял пысăках мар. Эпĕ ача чухне 100 ытларах хуçалăхчĕ. Халь тата сахалрах — çамрăксем хулана тухса каяççĕ, çуртсем пушанаççĕ. Анне çĕре кĕрсен тăван килĕмĕр те хупăнчĕ. Атте 42 çултах чире пула ĕмĕрлĕх куçне хупрĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах трактор умне ӳкнĕ, чĕри чарăнса ларнă. Аттепе анне укçа шеллемесĕрех «Серенада» проигрыватель илсе пани асрах. Кӳршĕ ачисем панă пластинкăсене лартса ташлаттăм. Анне юрра-ташша ăстаччĕ. Вăл ĕçкĕ-çикĕ илемĕ пулнă. Шалкăм çапнă хыççăн 7 çул вырăнпа выртрĕ. Ача чухне артист пулма та ĕмĕтленеттĕм. «Артист пулма юрать-ха, анчах ун валли пур çĕрте те ĕç çук. Хĕрĕн вара качча каймалла. Тухтăра вĕренсен хăть ялта та, хулара та ĕç тупăнĕ», — çапла калатчĕ анне. Эпĕ — çемьере иккĕмĕш ача. Пичче Валера ир çĕре кĕчĕ. Ман хыççăн шăллăм Коля ӳсрĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, мăшăрĕпе ывăл ӳстерет. Йăмăкăм Надежда хамăр районтах телейне тупрĕ. Чи кĕçĕнни — Ирина. Аннене ытларах вăл пăхрĕ. Çавăнпа ятарласа хуларан яла куçса килчĕ. Эпир, хĕрсем, виçсĕмĕр те медицинăна суйланă.
— Ача чухне эсĕ аннӳ туяннă хаклă сăран пушмака яла килнĕ чикансене тыттарса янă. Вăрçасран та хăраман.
— Эп ун чухне 5 класс пĕтернĕ. Анне вĕренӳ çулĕ умĕн Пăвара хăмăр тĕслĕ пушмак туянса пачĕ. Яла чикансем килнĕччĕ. Манăн вĕсем еплерех ташланине курас килетчĕ. Ял вĕçне чупса кайрăм. «Ташласа кăтартнăшăн мĕн паратăн?» — ыйтрĕç вĕсем. «Сĕт, турăх», — терĕм. Килĕшмерĕç. «Апла пушмак паратăп», — тесе ăна киле чупса кайса йăтса килтĕм. Ташласа пачĕç. Хам та пĕрле çаврăна-çаврăна ташларăм. «Аннӳ вăрçать халĕ», — çапла каларĕ кукамай. «Вăрçтăр. Чăтса ирттерĕп. Чи кирли, эпĕ чикан ташшине ташлама вĕрентĕм», — терĕм. Анне мана ташлама нихăçан та чарман. Чикан ташшине халĕ те кăмăллатăп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Ялти асанне-кукамай патне лекнĕнех туятпăр»
Çапла калаççĕ Елена Иванова хатĕрленĕ чейпе сăйланакансем
Суту-илӳре ĕçленĕ Елена Иванова хăйĕн лавккине уçса Китай чейĕ сутма ĕмĕтленнĕ. Экономист профессине алла илнĕскер «Чей историйĕсем» проект хатĕрлесе бизнесплан та çырнă. Çавна май хĕвел тухăç çĕршыври чейе хушакан тĕрлĕ ӳсен-тăран пирĕн тăрăхра та çитĕннине шута илнĕ, вĕсене кунта та пуçтарма май пурри çинчен шухăша кайнă.
Ăслă кĕнекесен витĕмĕпе
Йĕпреç тăрăхĕнчи Березовка поселокĕнче кун çути курнă Алена. Çакăнта, йĕри-тавра вăрман кашлакан вырăнта, çут çанталăкăн ешĕл пуянлăхĕпе мĕн пĕчĕкрен паллашнă вăл. «Ача чухне ирхине килтен тухса каяттăмăр та кунĕпе вăрманта çӳреттĕмĕр. Çырлине те тăраниччен çинĕ, чун каниччен вылянă та. Манăн кукамай Нина Николаевна шкулта ачасене биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Унăн ӳсен-тăрансем çинчен темĕн тĕрлĕ кĕнеке те пурччĕ. Çавсене уçкаласа тишкерме мĕн пĕчĕкрен килĕштереттĕм. Ӳкерчĕкри курăкчечеке, тĕм-йывăçа вăрманта курсан палласа илеттĕм. Эмел курăкĕсене аслисемпе пĕрле сахал мар пуçтарнă. Çапла эпĕ курăксен тĕнчипе ача чухнех туслашнă», — калаçу пуçламăшĕнчех хăй çут çанталăк ытамĕнче çитĕннине палăртрĕ Алена. Çапах та шкултан вĕренсе тухсан хĕр кукамăшĕпе амăшĕн çулне суйламан. Амăшĕ Наталья Николаевна та вĕрентекенре тăрăшнă, пуçламăш классене пĕлӳ панă. Ашшĕ Владимир Валерианович — строитель. Алена Шупашкарти туризмпа сервис институтне çул тытнă. Шăпах çавăнта вĕренни пикене бизнес тата туризм хутлăхĕсенче пĕлĕве аталантарма май панă та. Анчах диплом илсен вăл профессийĕпе ĕçлемен, сутуçăра вăй хума пуçланă. «2020 çулта çуркунне, çĕршывра пандеми пуçлансан, çынсем сывлăха упрас тĕллевпе килтен ĕçлеме пуçларĕç. Чылай лавккана ĕçлеме чарчĕç. Çав тапхăрта хĕрĕмпе Катьăпа кукамай патĕнче пурăнтăм. Çавăн чухне çуралнă тăрăхри çут çанталăкра чей валли тĕрлĕ ӳсен-тăран чылай пуçтартăм. Малтанхи хутаçсене хавхаланса тултартăм. Интернетра блог тытса пыракан курăк-чей ăстисене ярса патăм, юлташсемпе тăвансене парнелерĕм. Вĕсем сĕнӳ-канаш, хак парасса кĕтрĕм. Пĕрисем — дизайн енĕпе, теприсем типĕтмелли технологи тĕлĕшпе канашсем пачĕç. Виççĕмĕшсем: «Хамăра ялти асанне-кукамай патне лекнĕнех туйрăмăр», — тесе тутлă та техĕмлĕ курăксемшĕн тав турĕç. Çапла пуçланчĕç «чей историйĕсем». Шупашкарта иртнĕ дизайнфестсенчен пĕринче пирвайхи хут суту-илӳ йĕркелерĕм», — аса илчĕ 3 çул каяллахи ĕç-пуçа Елена Владимировна. Вырăнти курăксене пуçтарма тытăнсан çамрăк хĕрарăм вĕсене Китай чейĕпе хутăштарас шухăшран майĕпен пăрăннă. Хăйсенчен кăна вĕретнĕ чей сиплĕ те, тутлă та пулассине ăна тус-пĕлĕшĕ те ĕнентернĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Шкултан таврăнакан мăнука кӳрши тимĕрпе çапса пурнăçран уйăрчĕ»
— Эпĕ ун чухне те 5-ре, те 6-ра пулнă. Атте килчĕ те мана анне патĕнчен вăрласа тухса кайрĕ. Çапла эпĕ ун патĕнче 2 уйăх пурăнтăм. Аттен аппăшĕ Марье хулана шăллĕсене курма килсен эпĕ йĕрейĕре унпа пĕрле каялла яла таврăнтăм, — ачалăхне куç умне кăларчĕ Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕ Александра Руссова [хĕр чухнехи хушамачĕ Салмина].
Пăрлă çумăртан шăтăкра пытаннă
Вăрçă хыççăнхи çулсем никамшăн та çăмăлах пулман пулĕ. Саня аппа та çав тапхăра йывăрпа аса илчĕ. — Çемьере виçĕ пĕртăван ӳсрĕмĕр. Манран 2 çул аслăрах аппа Валя, эпĕ тата шăллăм Коля. Аттен пурнăçĕ çинчен нимех те пĕлместĕп. Вăрçăра пулнă вăл, яла таврăнсан Кивĕ Ахпӳрт хĕрĕпех Ксения Каргинăпа çемье çавăрнă. Тĕп килтен уйрăлса тухсан вĕсене алă-ура çавăрма пит çăмăлах пулман-тăр. Тăмран çапса тунă пӳртре пурăнаттăмăр. Тăррине улăмпа витнĕччĕ. 1950 çулсенче çамрăксем вербовкăпа ĕçлеме каясси йăлана кĕнĕччĕ. Пурнăç йывăррине кура аттепе анне ялти ытти çынпа пĕрле тухса кайма шутларĕç. Шăпах ялти темиçе çемье Финляндие çула тухма пуçтарăннă. Ун чухне шăллăм çуралманччĕ-ха, анне ача кĕтетчĕ. Эпĕ килтисем каласа панă тăрăх çеç астăватăп. Канаша çитсен пирĕн çемьене малалла яман. Вăрçă вăхăтĕнче атте тыткăна лекнĕ пулнă иккен. Çавăнпа пирĕн çемьене ют çĕршыва тухса кайма ирĕк паман. Çапла каялла таврăнтăмăр. Атте ниепле те алă-ура сыпăнтараймарĕ, çавăнпа: «Шупашкара ĕçе вырнаçатăп та сире илме килетĕп», — тесе тухса кайрĕ. Вăхăт-вăхăт килкелесе каятчĕ. Малтан пире илсе каясшăнччĕ, анне, хутла та вĕренменскер тата вырăсла чухламанскер, хулана кайма çав тери хăрарĕ. Каярах атте час-час килсе çӳреме пăрахрĕ. Тепре авланнă терĕç. Анне питĕ кăмăлсăрччĕ паллах. Атте мана питĕ юрататчĕ. Ара, эпĕ ун сăнлăччĕ. Çапла пĕрре яла килсен вăрласа кайрĕ. Вăл çĕнĕ арăмне икĕ ывăл çураттарнă. Мана питĕ лайăх пăхатчĕç. Анчах тăван аннерен хакли пур-и тĕнчере? Аппапа яла таврăнтăм та атте патне ӳссе çитмесĕр те кайса курмарăм. Çурт-йĕр япăх пулнăран хĕллехи вăхăтра пӳрт ăшă тытмастчĕ, йăлт пасарса каятчĕ. Вĕрсен сывлăш палăратчĕ. Чӳрече кантăкĕсене пӳрнепе чĕре-чĕре йĕр тăваттăмăр та тулалла пăхаттăмăр. Пурте пĕр кравать çинче çывăраттăмăр. Анне аппапа иксĕмĕре ура вĕçне вырттаратчĕ, шăллăма — хăй çумне. Çапла пирĕн урасене хăйĕн ури çумне хурса ăшăтатчĕ. Анне темиçе ĕçре тăрăшатчĕ пулин те çурт-йĕре çĕнетеймерĕ. Аппапа иксĕмĕре шăллăма пăхма хушса хăваратчĕ. Ачана сăпкаран йăтса илесси çав тери йывăрччĕ. Эпĕ сăпкана аялалла туртса тăраттăм, аппа шăллăма аран йăтса илетчĕ. Аннене кĕте-кĕте çывăрса кайни те, хирĕç шырама тухни те темиçе пулнă. Пĕрре çапла виçсĕмĕр те анне патне каятпăр тесе хирелле утрăмăр. Сасартăк çумăр çума тытăнчĕ. Эпир, пĕчĕкскерсем, тулă пуссинче пытантăмăр. Ларнă май çывăрсах кайнă. Анне ĕçрен таврăннă – эпир çук. Йĕрсе ялĕпе шыраса çаврăнтăм тетчĕ. Юлашкинчен пĕр çын эпир хирелле кайнине каланă. Çапла тулă пуссинче çывăракан ачасене шыраса тупнă. Кăшт ӳсерехпе хамăра та ĕçлеме илсе тухма пуçларĕç. Вир вырма кайнине нихăçан та манмастăп. Хире çитрĕмĕр кăна — тӳпене кăн-кăвак пĕлĕт хупăрласа илчĕ те пăр çума пуçларĕ. Çынсем ялалла чупма тытăнчĕç. Ял вĕçĕнчи анкарти патне çитрĕмĕр те пурте чавса хунă шăтăка сикрĕмĕр. Пăртан хӳтĕлет терĕмĕр-ши ĕнтĕ? Кайран пылчăклă шăтăкран ниçтан тухаймарăмăр вĕт. Аран-аран кăларса пĕтерчĕç. Çав тăм пӳртрех пурăнса шкул пĕтертĕм. Шкул çурчĕ çуккипе клубра вĕренеттĕмĕр. Унта вăхăт-вăхăт кино кăтартатчĕç. Киномеханикĕ кӳршĕ Тури Туçа ачи Руссов Витюкчĕ. Вăл ялан эпĕ вĕренекен пӳлĕме уçса пăхатчĕ, темĕн сăнатчĕ. Каярах ман пата килекен пулчĕ. Çапла туслă çӳреме тытăнтăмăр. 8 класс пĕтерсен салтака ăсатса ятăм. Хам вара малалла вĕренме шутламан. Килти пурнăç йывăртан аппапа иксĕмĕр фермăна ĕçе вырнаçрăмăр. Эпĕ ĕне сăваттăм, аппа сысна пăхатчĕ. 20 ĕне сума тиветчĕ. Ĕне айне те хамăрах тасатнă, курăкне те хамăрах панă, армана çăнăх илме те хамăрах кайнă. Пĕтĕм ĕçе алăпа тунă, тульккăш сĕт флягисене йăтса илме йывăрччĕ. Çамрăк пулнă мар-и? Аппа ĕçе маларах пĕтеретчĕ те мана пулăшма каçатчĕ. Ĕçленине кура укçа та тӳлетчĕç. Çапла 1963 çулта çурта çĕнетрĕмĕр. Анне мĕн тери савăнмарĕ-ши? — аса илсе каласа пачĕ Саня аппа. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Пĕр кунра икĕ награда илнĕ
Алексей Леснов Чăваш патшалăх аграри университечĕн çамрăксен политикин пайне ертсе пырать. Кăçал вăл Пĕтĕм Раççейри çамрăксен кунĕнче ЧР Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ, çавăн пекех республикăра иртекен «Çамрăк лидерсен команди» конкурсра çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ.
Тухтăр пулайман
— Алексей, саншăн, Шупашкара аякран килсе тĕпленнĕскершĕн, çамрăклах патшалăх наградине тивĕçни — пысăк чыс. Саратов тăрăхĕнчен Чăваш Ене кĕпер хывасси епле пулса тухрĕ?
— Манăн анне Надежда Германовна Тăвай районĕнче çуралса ӳснĕ. Çамрăк чухне ăна, электромеханика техникумĕнчен вĕренсе тухнăскере, Саратов облаçĕнчи Ершов хулине ĕçлеме янă. Вăл «Хула электросечĕсем» предприятие электромонтер пулса ĕçе вырнаçнă. Атте Ершоврах чукун çул çинче машинистра вăй хунă. Пирĕн хула пысăк мар, Канаш пекех чукун çул станцийĕпе паллă. Унта чăвашсем самаях пурăнаççĕ. Тăватă пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Аслă пиччесем — Александрпа Константин — шкул хыççăн Чăваш Ене вĕренме кайрĕç. Шупашкарта тăвансем пуррипе кунта тĕрев парасса туйнă-ши? Манăн Саша пекех тухтăр пулас килетчĕ, вăл медицина факультетĕнче вĕренчĕ. Анчах ППЭ кăтартăвĕсемпе бюджет уйрăмне кĕреймерĕм. Тӳлевлĕ çĕрте вĕренсен атте-аннене йывăр килессе ăнланаттăм. Çапла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне суйларăм. Анчах çав тапхăрта манăн вĕрентекен пулма кăмăл пачах та çукчĕ. Эпĕ суйланă професси ятĕнче «апат-çимĕçĕн хими экспертизисем» тени пуртан хама малашлăхра темĕнле кăсăклă лабораторире кураттăм. 2-мĕш курсра педотряд йышĕнче вожатăйра тăрăшма пуçларăм. 10 çул хушшинче ачапăча лагерĕсенче 35 ытла смена ĕçлерĕм. Хама 2 çул тĕрĕсленĕ хыççăн педагог ĕçĕ маншăн чуна çывăххине ăнлантăм. Ытларах Атăл леш енчи «Росинка» базăра канакан ачасемпе ĕçлеттĕм. Пĕр çулхине «Лазурь» педотрядпа пĕрле Хура тинĕс хĕрринчи Кабардинкăна та çитрĕмĕр.
— Педагогах пулас шухăш хăçан çирĕпленчĕ? — Практикăна Шупашкарти 59- мĕш шкулта, 2-мĕш гимназире ирттертĕм. 2012 çулта, юлашки курсра, коопераци техникумĕнче хими предметне вĕрентме пуçларăм. Диплом илсен мана аспирантурăра вĕренме сĕнчĕç. Малтанах диссертацие химипе çыхăнтарса çырасшăнччĕ. Анчах вожатăйра самай пысăк опыт пухнă май наука ĕçне педагогика енне сулăнтартăм. 2015 çулта педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕлерĕм. Çав çулах 6-мĕш шкулта педагог-йĕркелӳçĕ пулса тăрăшма тытăнтăм. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте — Шупашкарти професси колледжĕнче, апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче — ĕçлесе куртăм. Тĕрлĕ мероприятире пĕрмаях çынсемпе тĕл пулма тиветчĕ те çапла мана асăрханă-тăр. 2018 çулта Илья Царевский, ял хуçалăх аслă шкулĕн воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ, хăйсем патне килме сĕнчĕ. Малтанах воспитанипе социаллă ĕç пайне ертсе пыма шанчĕç.
— Çамрăксен уйрăмĕнче ĕçлеме тĕрлĕ енлĕ аталанни, яш-кĕрĕмпе тата хĕр-упраçпа пĕр хум çинче пулни пĕлтерĕшлĕ.
— Мана ачасемпе, студентсемпе хутшăнса ĕçлеме кирек ăçта та килĕшетчĕ. Ку тытăмра чунра хĕлхем пулмасан, хăв мĕн туни хăвăншăн кăсăклă пулмасан малалла утăм тăваймастăн. Коопераци техникумĕнче ташă кружокĕ ертсе пыраттăм. Ачасемпе республикăри тĕрлĕ конкурсра малти вырăна йышăнаттăмăр. Эпĕ ташă вăрттăнлăхĕсене ниçта та ятарласа вĕренмен. Хама килĕшнипе кăна пуçăнтăм. Педагогика университетĕнче вĕреннĕ тапхăрта «Студентсен çуркунни» фестивале тăтăш хутшăнаттăм, КВН командинче выляттăм. Çавна май хусканусем енĕпе те опыт пухăннах. Чăваш Енри КВН йышĕнче 2010 çултанпах тăратăп. Тĕп хулари лигăсене, Сочире иртекен Пĕтĕм тĕнчери КВН фестивальне те пĕрре кăна мар хутшăннă. Юлашки 2 çулта сцена çине тухмастăп. Текстсем çырассипе тимлетĕп. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать