Хресчен сасси 29 (2968) № 26.07.2023

26 Июл, 2023

Хĕрÿ ĕççи малалла пырать

«Паянхи кун республикăри 12 округра вырма пуçланнă», — хыпарлаççĕ ЧР Ял хуçалăх министерствинчен.

Патăрьел округĕнче уй-хире чи малтан «Красное знамя» ЯХПК тата «Батыревский» пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем тухнă. Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тата икĕ хуçалăх — К.М.Салихов тата Ф.К Чабатов хресченфермер хуçалăхĕсем — уй-хире «карапĕсене» кăларнă. Муниципалитетри ял хуçалăх предприятийĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16821 гектар çинчен пуçтарса илмелле. Хальлĕхе вырăнти аграрисем 203 гектар çинчен 600 тонна тĕш тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 30 центнер тухнă. Уй-хирте 9 комбайн ĕçлет. Тыр-пула йышăнмалли управсене шуратнă, хурт-кăпшанкăран им-çамланă. Вырмапа пĕрлех Патăрьелсем кĕрхисем валли çĕр сухалаççĕ. Çак ĕçе 2410 гектар çинче пурнăçланă. Выльăх валли апат янтăлас ĕç те малалла пырать: 25 пин тонна сенаж тата 13 тонна яхăн утă хатĕрленĕ. Ку тăрăхри хуçалăхсем севок сухан ӳстернĕ май çак пахча çимĕçе кăларассипе те тимлеççĕ. Севок суханăн чи пысăк лаптăкĕсем «Красное знамя» тата «Корма», Е.М.Мартышкин, Л.П.Краснова хресчен-фермер хуçалăхсен. Патăрьел округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Виктор Львов çитес вăхăтра ытти хуçалăх та вырмана тухма хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Муркаш тăрăхĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăхра та хĕрӳ ĕç пырать. Паянхи кун вырмана тухнă ку тăрăхри пĕртенпĕр хуçалăх ку. Кĕрхисем 1500 гектар йышăнаççĕ. Лаптăксем Муркаш тата Етĕрне округĕсенче пур. Çак кун тĕлне хуçалăх ĕçченĕсем 420 тонна тĕш тырă çапнă, вăтам тухăç — 30 центнер. Хуçалăх ертӳçи Алексей Воробьев сăмахĕпе ĕççине пилĕк комбайна явăçтарнă. Тырра ток çине виçĕ машинăпа икĕ КАМАЗ турттарать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Çур ĕмĕр пĕрле

Ăратлă выльăха ĕрчетессипе ĕçлекен «Чувашское» пĕрлешӳ йĕркеленнĕренпе — 50 çул, Раççейре ял хуçалăх выльăхчĕрлĕхне искусствăлла майпа пĕтĕлентерме тытăнни 115 çул çитрĕ. Çак икĕ пулăма уявлама сумлă хăнасем, отрасль ĕçченĕсемпе ветерансем Шупашкар округĕнчи ăратлă выльăхпа ĕçлекен «Чувашское» предприятие пухăнчĕç.

Паян предприяти пысăк пахалăхлă биопродукципе Чăваш Енри тата ытти регионти 300 ытла хуçалăха тивĕçтерет, вăкăр вăрлăхне шăнтса ăна нумай вăхăт упрассине 45 çул тимлет. Çĕнĕ технологисемпе, пулăшу майĕсемпе анлă усă курать, выльăх пуçне çĕнетет. «Чувашское» пĕрлешĕвĕн акционерĕ Владимир Каян палăртнă тăрăх, предприяти генетика производстви енĕпе Раççейре малтисен йышĕнче. 2022 çулта Колорит ятлă вăкăр çĕршыври чи лайăх вăкăр ятне илнĕ. Улшăнусем куç умĕнче. Çакна уява хутшăнакансем предприятин лабораторийĕнче пулса курнă хыççăн та çирĕплетрĕç. Кăçал февраль уйăхĕнче хальхи вăхăтри лабораторинче çĕнĕ лини хута янă, 14 миллион тенкĕлĕх хатĕр туяннă. Çĕнĕ майсем вăкăр вăрлăхне пĕр тапхăрпа анализ илме, шăнтма, чĕркеме май параççĕ. Кунта ăратлă 90 выльăхăн 900-е яхăн вăрлăхĕ упранать. Надежда Тимофеева ку предприятире 32 çул ĕçленĕ. Халĕ — тивĕçлĕ канура. Ĕçтешĕсемпе курса калаçни çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм парнеленине пытармарĕ вăл. Унпа пĕрлех Елена Никифорова вăй хунă. «Коллектив туслă пулнă, ĕçе нихăçан та уйăрса тăман, пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшнă», — аса илчĕç ĕçтешсем темиçе çул каяллахине. Биотехнологи пайĕн ертӳçи Леонид Решетников ку предприятире 41 çул вăй хурать. Енчен те маларах пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă пулсан халĕ йăлтах автоматизациленĕ. Искусствăлла майпа пĕтĕлентернипе республикăри хуçалăхсенче ĕне сăвăмĕ те ӳснĕ. Халĕ хуçалăхра виçĕ ăратран 31 пуç вăкăр. Предприяти малалла аталанать. Ял хуçалăхне çамрăксем те туртăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Екатерина Зонтова лаборант çак предприятие нумаях пулмасть ĕçлеме вырнаçнă. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра кунта темиçе хутчен практикăра пулнă. Килĕшнĕ курăнать, ĕçлеме юлнă. Малтанлăха çăмăл килмен çамрăка, вăхăт иртнĕçемĕн алă-ура ĕçе хăнăхнă. Оксана Лаврентьева — ветеринар. Унăн ĕç стажĕ — 5 çул. Кунта çур çул кăна ĕçлет-ха. Ытти хуçалăхпа танлаштармалли, вĕренмелли чылай пулнине палăртать. Çакна палăртмалла: хальхи вăхăтра пирĕн республикăра харпăр хăй хуçалăхсенче ĕнесене искусствăлла майпа — 46,3 процент, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — 54,5 процент, ял хуçалăх организацийĕсенче 98,3 процент пĕтĕлентереççĕ. Сăмах май, историпе те паллаштарас килет. Раççейре выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине Илья Иванов зоотехник пуçарса янă. 1897-1905 çулсенче вăл пĕрремĕш тĕпчев ирттернĕ. 1930 çулсенче çак меслет Чăваш Енре те аталанма пуçланă. Вăрçă хыççăн вара биоматериалсене сивĕтсе упрассипе ĕçлеме пуçланă. Биологи наукисен тухтăрĕ, физиолог Виктор Милованов ку енĕпе экспериментсем тунă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Çыхăнăва çирĕплетет, опытпа паллаштарать

«Ку курава 21-мĕш хут ирттеретпĕр. Унăн тĕп тĕллевĕ — бизнес-партнерсемпе тĕл пуласси тата малашнехи çыхăнусене çирĕплетесси. Эпир — вĕсенчен, вĕсем пирĕнтен вĕренсе пыраççĕ. Пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлени çĕр улмине туса илес ĕç пахалăхне ӳстерет. Хамăрăн çитĕнӳсем пирки эпир уççăнах пĕлтеретпĕр, опытпа паллаштаратпăр», — пĕлтерчĕ «АСК» хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Идиатуллин отрасльти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май.

Комсомольски тата Елчĕк округĕсенчи «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма хирĕсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕр улми уйĕн кунĕ иртрĕ. Кунта хăна йышлăн килсе çитрĕ. Раççейрен кăна мар, Беларуç Республикинчен те, Казахстанран та. Семинара хутшăнакансем валли анлă та пуян программа хатĕрленĕ. Вĕсем çĕр улми çитĕнтерекен теплица комплексĕпе, çĕр улмине микрохунавран çитĕнтерекен лабораторипе, управсемпе паллашрĕç тата тĕрлĕ йышши сорт лартнă уйсене çитсе курчĕç. Киров облаçĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи Сергей Русаков Çĕр улми уйĕн кунне 7-мĕш хут хутшăнать. «Кашнинчех ăса илмелли, вĕренмелли тупăнатех», — тет фермер. «Иккĕмĕш çăкăра» вăл 2010 çулта 10 гектар çинче\ӳстерме пуçланă. Вăрлăха пирĕн республикăран туяннă. Муркаш округĕнчи Владимир Федоров фермер куравра пĕрремĕш хут. Çак тĕлпулура çĕнĕ технологисемпе паллашса, пĕр шухăшлă çынсене тупса ку енĕпе малалла ĕçлес тĕллевлĕ вăл. Аса илтеретпĕр: «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма федераци проектне хутшăнать. Пĕлтĕр 8 пин ытла микрохунав, 35 пин микро çĕр улми, 66 тонна суперсупер тата 138 тонна яхăн супер элита çĕр улми вăрлăхĕ туса илнĕ. Ку республикăна кăна мар, ытти региона та элита вăрлăхпа тивĕçтерме çитет. Проект шайĕнче «Гулливер», «Метеор», «Самба», «Краса Мещеры» тата «Пламя» Раççей сорчĕсене çитĕнтереççĕ. Хăйсене вĕсем лайăх енчен кăтартнă. Халĕ çĕнĕ çĕр улми гибридне тĕпчеççĕ. Ку сорта А.Г.Лорх ячĕллĕ тĕпчев институчĕпе пĕрле шухăшласа тупнă. «Патшалăх пирĕн шухăша ырларĕ. Хамăр çĕршывра туса илнĕ вăрлăх темиçе хут та пахарах. Хальлĕхе çĕнĕ сорт ячĕ паллă мар-ха», — пĕлтерчĕ Рамиль Идиатуллин. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Вĕсем - спорт аталанăвĕн историйĕнче

60-70 çул каялла пирĕн çĕршывра кĕске дистанцисене чупассипе Чăваш АССР, Раççей тата Совет Союзĕн нумай хут чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Ардалион Игнатьев спортсмен ячĕ пурне те паллă.

Вăл 1953 çулта Румынин тĕп хулинче Бухарестра Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивалĕнче 400 метра чупассипе ылтăн медале çĕнсе илнĕ хыççăн чăваш атлечĕсенчен чи пĕрремĕш СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ пулса тăнă. Тепĕр çулталăкранах чи паллă çăмăл атлет Бернта Европа чемпионатĕнче çĕнтерет. 1956 çулхи кĕркунне Австралири Мельбурн хулинче 16-мĕш Олимп вăййисенче хăйĕн юратнă дистанцинче бронза медале тивĕçет. Ардалион Игнатьев çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче тата Универсиадăсенче лайăх результат кăтартса вун-вун çĕршыври спорта юратакансене савăнтарнă. Савăнтарнă кăна мар, ырă тĕслĕх кăтартнă. 1960 çулччен республикăра çăмăл атлетика енĕпе пурĕ те икĕ спорт мастерĕ шутланнă. Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн ентешсен спортри ăсталăхне ӳстерессишĕн нумай вăй хунă. Ардалион Васильевичран унпа пĕрле Елчĕкри вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ, хăш-пĕр республикăри ăмăртусенче Елчĕк районĕн чысне хастар хӳтĕленĕ Адольф Зайцев, Серафим Григорьев, Зинаида Егорова, Маргарита Мальцева. Чăваш Енри спорт аталанăвĕн историйĕнче пысăк тӳпе хывнă вăрçă ветеранĕн Селиван Зайцевăн ывăлĕ Адольф ашшĕнчен тĕслĕх илсе мĕн пĕчĕкрен арифметикăпа математикăна юратнă, çав вăхăтрах аслă юлташĕнчен Ардалион Игнатьевран спортра юласшăн пулман. Адольф Селивановичпа эпĕ 60 çул каялла, Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрсен çывăх паллашрăм. Спортăн темиçе енĕпе Чăваш АССР чемпионĕ тата рекордсменĕ çав вăхăтра кунта физика тата математика вĕрентетчĕ, занятисем хыççăн пысăках мар спортзалра йывăр атлетика секцине ертсе пыратчĕ. Чăвашсен чи пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев çуралса ӳснĕ тăрăхри çăмăл атлетсем яш чухнех кире пуканĕ е штанга йăтма хăнăхнă. Унăн çамрăк юлташĕсем Адольф Зайцев, Серафим Григорьев, Николай Мальков тата Леонард Клементьев йывăр атлетсем çур ĕмĕр ытларах каялла Чăваш Ен чемпионатĕнче кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи тата Пĕтĕм Раççейри турнирсенче те çĕнтернĕ. <...>

Владислав СИДОРОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.