Хресчен сасси 28 (2967) № 19.07.2023

19 Июл, 2023

Ырă çанталăкпа усă курса юласшăн

Елчĕк тата Каçал тăрăхĕсенче вырма пуçланнă. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пĕтĕмпе 303 пин гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле.

Елчĕк округĕнче ĕççине чи малтан Ленин ячĕллĕ хуçалăхра пуçăннă. Паянхи кун тĕлне 60 гектар çинчи пăрçана çулса пĕтернĕ, вăтам тухăç гектартан 30 центнерпа танлашать. Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Волков пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕк тăрăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23415 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Паянхи кун тĕлне 230 гектар пăрçа, 65 гектар сĕлĕ, 320 гектар кĕрхисене çулнă. Ял хуçалăх организацийĕсем вырмана тĕплĕн хатĕрленнĕ: çунтармаллисĕрмелли материалсем, агрегатсем валли саппас пайсем çителĕклĕ туяннă, техникăна юсанă, тĕрĕслев витĕр кăларнă. Тыр-пула йышăнмалли управсене те шуратса хурт-кăпшанкăран им-çамланă. Уйхир ĕçĕсене пурнăçлама çĕнĕ йышши техникăна явăçтарнă. Çавна май ĕç хăвăртланать, тухăçлăх ӳсет, тăкакĕ самай чакать. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа вырăнти хуçалăхсем 69 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши 14 техника туяннă. Вырмапа пĕрлех çĕр ĕçченĕсем кĕрхисем валли çĕр сухалаççĕ, выльăх апатне янтăлаççĕ. Пĕр выльăх пуçне 18,5 апат единици хатĕрленĕ. Комсомольски тăрăхĕнче те ĕççи хĕрӳ пырать. Кашни çеккунчĕ шутра. Аграрисем ир пуçласа каçченех уй-хирте вăй хураççĕ. Муниципалитетри ял хуçалăх предприятийĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15073 гектар çинчен пуçтарса илмелле. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Ах, çырли…

Питрав кунĕнче Шупашкар округĕнчи «Ивушка» декоративлă ӳсен-тăран питомникĕнче республикăра пĕрремĕш хут Çырла фестивалĕ иртрĕ. Кунта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан кăна мар, çывăхри ял-саларан та çынсем пухăнчĕç. Çырла фестивалĕ аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.

Йĕри-тавра юрă-кĕвĕ, кулă-ташă янăрарĕ, кашниех тутлă апат-çимĕç тутанса пăхма, çырла тата хунав-тĕм туянма пултарчĕ. Хутран-ситрен ӳккелекен çумăр та çынсен кăмăл-туйăмне хуçаймарĕ. Шатерсенче фермерсем хăйсен продукцине тăратнă: тĕрлĕ çырла, сыр, пыл, типĕтнĕ улма-çырла, пастила тата ытти те. Шупашкарти коммерципе апатлану технологийĕн техникумĕн студенчĕсем вĕрентекенпе пĕрле пысăк хурансенче варени пĕçерчĕç. Çавăн пекех хăнасем çĕр çырлипе хăмла çырлинчен хатĕрленĕ фрэш тата шăккалатлă çĕр çырли тутанма пултарчĕç. Çырла фестивальне чылайăшĕ çемьепе, ачасемпе килнĕ. Пĕчĕккисем валли ятарлă лаптăксем йĕркеленĕ. Фестиваль шайĕнче «Декоративлă сад ĕçĕ» тата «Çырла культури» ятпа сессисем иртрĕç. Çакна та палăртмалла: Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркеленипе «Шупашкар» универмаг», «Вокзалçум урамĕ» тата «Питĕр» суту-илӳ центрĕ» чарăнусенчен ятарлă транспорт çынсене питомнике тӳлевсĕр илсе çитернĕ. Çавăн пекех харпăр хăйĕн транспорчĕпе килекенсем те пулнă. Уявра 2 пин ытла çын пулса курнă. Сăмах май, фестивальте шкул çулне çитмен учрежденисен хушшинче «Çырлан чи лайăх костюмĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç, «Фермерсен шкулĕн» тăваттăмĕш ушкăнĕнчен вĕренсе тухакансене савăнăçлă лару-тăрура пĕлӳ илнине çирĕплетекен диплом пачĕç. Эпир уява хутшăнакансемпе тата суту-илӳ тăвакансемпе калаçрăмăр, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр.

Патăрьелти улма-çырла питомникăн ĕçченĕ Елизавета МИХАЙЛОВА:

— Кун йышши çырла фестивальне пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Питĕ кăмăллă. Çырли нумай, туянакан чылай. Ыйтаççĕ, интересленеççĕ. Фестивале хура хурлăханпа хăмла çырли илсе тухрăмăр, сутлăхра тĕрлĕ йывăç-тĕм пур. Хăмла çырлисенчен «Гусар» ятлине ытларах кăмăллаççĕ. Ку çырла шултăра пулать, лайăх упранать. Хурлăхан çырлисенчен «Загадкăна» хапăл тăваççĕ. Унăн хуппи çӳхе, çырли пылак.

Светлана КАМЕЕВА, Шупашкар хулинче пурăнакан:

— Çырла фестивалĕ пирки ăнсăртран илтрĕм. Тăхтамасăрах транспорта лартăм та килтĕм. ЧР Ял хуçалăх министерствине çынсене килсе курма автобуссем уйăрнăшăн тав. Ассортимент пысăк. Пушă алăпа каяс темерĕм: йĕплĕ хурлăхан тата хăвăш /жимолость/ тĕммисене туянтăм. Çырлана çемйипех юрататпăр. Пур çырла та усăллă, витаминпа пуян. Хамăрăн та çĕр лаптăкĕ пур. Çăвĕн-кунĕн унта ĕçлетпĕр, улма-çырла, пахча çимĕç ӳстеретпĕр. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерет

Çĕрпӳ округĕнчи Михайловка ялĕнчи Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн сăнав уй-хирĕнче «Уй кунĕ — 2023» курав иртнĕ.

Курава хутшăнакансем валли тĕрлĕ ял хуçалăх техникине тата ял хуçалăх культурисен 240 ытла сорчĕпе гибридне илсе пынă унта. Вĕсене Раççейри вăрлăхпа ĕçлекен 21 хуçалăхпа институтра туса кăларнă. Çав шутра тулă, ыраш, урпа, тритикале, çурхи культурăсем тата минерал удобренийĕсем, ӳсентăрана хӳтĕлемелли хатĕрсем пур. «Уй кунне 2006 çултанпа ирттеретпĕр. Çулленех пирĕн тăрăхри ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе ытти регионти хăнасен агропромышленноç пĕрлĕхне тĕлĕнтермелли сăлтав тупăнатех. Курав çултан-çул хăйĕн лаптăкне анлăлатать, хутшăнакансен йышĕ ӳссе пырать. Ку — пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли, малашнехи хутшăнусене йĕркелемелли лапам», — палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Уява хутшăнакан 17 регионти 79 компани ял хуçалăхĕнчи çитĕнӳсемпе тата хатĕрсемпе паллаштарнă. Сăмахран, çĕнĕ йышши «Туман» мультимодульлĕ хатĕр пĕрĕхтерме кăна мар, тымара шĕвĕ удобренипе апатлантарма та пултарать. Хамăр çĕршывра туса кăларнă комбайнсен ĕçне, çĕнĕ йышши шăвармалли-пĕрĕхтермелли дрона пахаланă. Техника каçхи вăхăтра та ăнăçлă ĕçлет иккен. Специалистсем селекци мелĕпе туса кăларнă тырă тĕслĕхĕсем пирки те каласа панă. Тулă сорчĕсенчен пĕри пур тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса часах Патшалăх реестрĕнче регистрациленмелле. Палăртмалла: «Аленушка», «Дивный», «Эн воин» тата туллăн ытти сорчĕ, çавăн пекех куккурус, соя, рапс типĕ çанталăкра та тухăç аван параççĕ. Чылайăшĕ çанталăк улшăннине лайăх чăтса ирттерет, çирĕп. Куравăн ĕçлĕ программи шайĕнче «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем иртнĕ. Унта хутшăнакансем мăйракаллă шултра выльăха апатлантарас меслетпе тата сĕтлĕ выльăха ĕрчетес ĕçпе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Çĕр спорчĕ» марафонăн республика тапхăрĕн çĕнтерӳçисене чысланă. «Кун йышши мероприятисене пула çĕр ĕçĕн культури лайăхланать, ĕç тухăçлăхĕ ӳсет, компанисен тупăшĕ тата ĕçлекенсен ĕç укçи хăпарать. «Уй кунне» малашне те аталанса пыма пулăшăпăр», — тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион ертӳçи Олег Николаев. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.