Чăваш хĕрарăмĕ 27 (1306) № 13.07.2023

13 Июл, 2023

«Пĕр-пĕрне текех нихăçан та кураймăпăр»

Чăваш пики Галина Максимова Мускав консерваторийĕнче 1935-1940 çулсенче вĕреннĕ чухне именчĕк каччăпа Борис Григорьевпа паллашнă. Хĕре яш килне çитиех ăсатнă, тепрехинче ашшĕ-амăшĕпе паллаштарнă.

Пирвайхи юрату

Григорьевсем Çĕнĕ Басман урамĕнче, Хĕрлĕ хапхаран инçе мар, тăватă пÿлĕмлĕ хваттерте пурăннă. Çемье йышлă. Борис ашшĕ — инженер, амăшĕ — шăл тухтăрĕ, кукамăшĕ — грузин, унăн иккĕмĕш упăшки, вĕсен мăнукĕсем — Бориспа Ирина.

«Çемье хаваслăччĕ, грузин апачĕ, хĕрлĕ эрех лартса тултарнă сĕтел тавра час-часах пуçтарăнса ларатчĕ, — Григорьевсем çинчен тĕплĕн çырса хăварнă Галина Степановна. — Ирина хваттере хореографи училищинчен илемлĕ тăхăннă хĕр тантăшĕсене ертсе килетчĕ. Вĕсемпе танлаштарсан эпĕ вараланчăк ама çури евĕр курăннă. Урара кĕске кунчаллă пушмакчĕ, кăкăр çинче хĕрлĕ çу сăрăпа илемлетнĕ йывăç шăрçа çыххиччĕ. Хам тата вĕсем епле пурăннине танлаштарнă хыççăн хваттерне кайма пăрахрăм. Бориспа тепрехинче тĕл пулсан кино пăхрăмăр, кинотеатртан Хрулевсен, мана пĕр хушă пурăнма йышăннăскерсен, çуртне çитиччен ăсатрĕ. «Пĕр-пĕринпе текех тĕл пулмалла мар!» — терĕм ăна. «Мĕншĕн?» — ÿлесех ячĕ каччă. Мĕн хуравламаллине пĕлмерĕм — çаврăнса утрĕ. Çавăн хыççăн çулталăк хутшăнмарăмăр. Тимĕрçĕ кĕперĕ çинче тĕл пулсан вара каллех ĕлĕкхи туссем пекех калаçрăмăр».

Малтан Б.Григорьев Çар инженерийĕн академийĕнче вĕреннĕ, 1937 çулта амăшне Надежда Павловнăна «халăх тăшманĕпе Авель Енукидзепе çыхăну тытнăшăн» Караганда хули çывăхĕнчи Долинкăри ĕçлеттерсе юсамалли лагере ăсатнă, Бориса вара академирен кăларса янă. Вăл строительство институтне вĕренме кĕнĕ, диплом илнĕ. Галина Степановна, аса илĕвне 81 çулта чухне çырса пĕтернĕскер, Бориса мĕнле туйăмпа, шухăш-кăмăлпа качча тухнине палăртмасть, унпа мăшăрланни çинчен кĕскен çеç çырать.

1937 çулта Борис амăшĕпе Галя ашшĕне репрессилени те иккĕшне çывăхлатнă-тăр. Кун çинчен пĕрре çеç калаçман-тăр. Чăваш интеллигенчĕн çемйинче çуралса тĕрĕс воспитани илнĕ, музыка историне вĕреннĕ пуян чун-чĕреллĕ Галя юратмасăр качча тухма пултарайман. Халĕ çакна тăванĕсем çеç пĕлеççĕ. Иккĕшĕ 1939 çул пуçламăшĕнче пĕр çемьене пĕрлешнĕ, хăйсем мăшăрланнине патшалăх органĕнче шута илтернĕ. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш ывăл Никита çуралнă. Амăшĕ ăна кукашшĕн ятне панă, апла тăк чăваш хĕрарăмĕн сасси грузин культури пысăк вырăн йышăннă çемьере çирĕп пулнă. Ывăлĕпе йывăр чухне Галя, консерваторире вĕренекенскер, стипендирен ытла урăх тупăш илеймен.

«Ачана кăкăр ĕмĕртнĕ чухне те улма-çырла çиейместĕм, — палăртнă вăл. — Çапах Никита сывă та лăпкă çитĕнчĕ. 1941 çул пуçламăшĕнче çĕрле Борис йăмăкне Иринăна арестлеме Григорьевсен хваттерне икĕ гепеушник ªГПУ сотрудникĕсем. — Авт.º килчĕç. Япаласене айăн- çийĕн çавăрнă чухне шкапра Борис çулла ман пата, каникула Чĕмпĕрте ирттерекенскере, янă çырăва тупрĕç. Унта Борис йăмăкĕн Иринăн пĕлĕшне Анатолие те, Италирен таврăннăскере, асăннăччĕ. Гепеушниксенчен пĕри çав самантра пире «ырă сунма» пуçларĕ те. «Ай-уй! Çакăн пек çырусене хваттерте мĕншĕн упратăр?!» — терĕ. Борис хăйĕн «каварлă» çырăвĕпе Италири илемлĕ вырăнсем, Толя каласа пани çинчен çеç пĕлтернĕччĕ. Гепеушник Иринăн ылтăн сехетне сумкине чикме тăчĕ çеç — сăмахласа хирĕç тăтăм. Мана та арестлессипе хăратрĕç. Сасартăк хăюлланса. «Тытса кайăр — хăрамастăп!» — терĕм. Никита çывăрмастчĕ. Гепеушник патне утса пычĕ те куçран пăхса. «Дядя!.. Дядя!..» — терĕ. Мăнтарăн Ирина уголовниксемпе пĕрле лагерьте виçĕ çул шар курчĕ». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Чăн юрату — пиçсе çитнĕ туйăмсем

Юрату тенине Мария хăйне евĕр ăнланать. Малтанах — туйăмсем, унтан — хăнăху, пĕр-пĕрне хисеплени… Чăн-чăн юрату вара кайран кăна килет — туйăмсем пиçсе çитсен. Çирĕп çемье тени хĕрарăмшăн — мăшăр пĕр шухăшлă пулни, пĕр тĕллев патне утни. Пĕр пек тĕнче курăм… Шăпах çакă — пĕр пеклĕх нумай пулни — кăсăклă туйăнчĕ çак мăшăр шăпинче.

Пур çул та Шупашкара илсе çитерет

Инçе кайиччен вулакана «Чăваш хĕрарăмĕн» паянхи хăнисемпе паллаштарам — Мария Сергеевна тата Евгений Сергеевич Маловсем. Иккĕшĕ те ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Чăн та, арçын хĕрарăмран виçĕ çул маларах çуралнă. Интернетри «Контактра» соцсетьре паллашнă. Каллех — пĕр пеклĕхе пула: иккĕшĕ те Чулхула пачăшкин хĕрĕпе куçăмсăр мелпе çыхăну тытнă. Пĕр пек кăсăкланусем, страницăсенчи пĕр пек видеосюжетсем… Çаксене асăрханă Евгений хĕр патне малтан çыру çырса янă. Çапла пуçланнă хутшăнусем. Малтанах — виртуаллă. Тĕл пулнă хыççăн иккĕшĕ те Турра çывăх пулни палăрнă. Пачăшкăран пил илнĕ хыççăн Мария тата Евгений паллашнăранпа виçĕ уйăх иртнĕ хыççăн пĕрлешнĕ. Нумай та вăхăт иртмен, йыш хушăннă, тĕнчене ывăл килнĕ. Аслашшĕне, кукашшĕне сума суса ăна Сережа ят хунă. Арçын ача хăвăрт ÿснĕ. Аслашшĕн тата ашшĕн çулĕпех кайнă темелле. Аслашшĕ Сергей Малов самбо енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ пулнă, шел, иртнĕ çул вăл ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Евгений Малов та кĕрешÿ çак енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тăвать, ăмăртусене тăтăш хутшăнать, Раççей шайĕнчи чемпионăн, спорт мастерĕн хваттерĕнче темĕн чухлĕ медаль упранать. 11 çулти Сережа та çывăх çыннисене çитĕнÿсемпе савăнтарать.

Тăххăрти Ольăшăн спорт аэробики çывăхарах. Вăл та çĕнтерÿ çулĕпе утасси иккĕлентермест — тренер хĕр пĕрчине халех мухтать. Улттăри Лиза пултарулăх енĕпе аталанасси куç кĕрет — вăл алла киçтĕк тытса ÿкерме юратнине асăрханă ашшĕамăшĕ. Виççĕри Галя вара — ларма-тăма пĕлмен шăпăрлан. Электромотор лартса янă тейĕн ăна. Çав вăхăтрах чи кĕçĕнни, чи ачашши — чи туйăмли те. Амăшĕ кăшт кăна пусăрăннине те асăрхать вăл. Тÿрех пырать, ытамлать, сĕркеленет… Çакăн пек ачашпи çумра пур чух пусăрăнса ларма май пур-и вара? Паллах, вулаканăн тÿрех ыйту çуралать ахăр — мĕнле условисенче пурăнать пысăк çемье? Пурăнмалли кĕтес ыйту кăткăслăхĕпе асапланман Маловсем. Малтанах Евгенийăн ашшĕ-амăшĕн пысăк та хăтлă хваттерĕнче хăтлăх тупнă. Унтан аслисем пулăшнипе, хăйсем тăрăшнипе виçĕ пÿлĕмлĕ пысăк лаптăклă пурăнмалли кĕтес майланă.

Манăн вара пысăк çак çемьери арăмĕпе упăшки, ачисемпе ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕ пирки ытларах пĕлес килчĕ. Маларах вара кил-йышăн анлă географийĕ çинче чарăнса тăрар. Мария Свердловск облаçĕнчи Асбест хулинче çуралса ÿснĕ. Мускавра Раççейри хими-технологи университетĕнче вĕреннĕ хыççăн Шупашкара килнĕ. Кунта унăн амăшĕ тата амăшĕн йăмăкĕ, вăхăтĕнче Канаш тăрăхĕн каччипе çемье çавăрнăскер, пурăннă. Çапла Мария та, унăн шăллĕ те Шупашкарта тĕпленнĕ. Евгений вара кунтах çуралнă. Анчах та унăн ашшĕ — Иркутск тăрăхĕнчен, амăшĕ вара Чулхула облаçĕнчен. Пур çул та Шупашкара илсе çитерет… <...>

Маргарита ИЛЬИНА

Асамат çул çÿревĕсем

Чикĕ леш енне, Азие, Африкăна кайса курма ĕмĕтленекен нумай. Эпĕ те çавсен хушшинче пулнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ тĕнче шайĕнче иртекен музыка фестивалĕсене, гастрольсене çулсеренех кайса çÿретчĕ. Вĕсен репертуарĕнче эпĕ сăввине те, кĕввине те хывнă хайлавсенчен пуçтарнă тăватă юрăпа ташă сюитисене ансамбль таçта та кăтартнă. Çав шутрах — çичĕ ют çĕршывра. Италире, Францире, Германире, Португалире, Испанире, Бельгире тата Египетра. Ансамбль илемлĕх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев ман валли пур çĕртен те парне илсе килетчĕ. Египетран таврăнсан папирус çине сăрланă виçĕ Турăш сăнарĕ-кĕлеткине парнеленĕччĕ. Эпĕ ăна рамкăна хурса килте стена çине çакрăм. Ансамбль ман сюитăри юрăсене Египета хамран маларах çитернĕ.

Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче

Египетри Хĕрлĕ тинĕс хĕрринчи Шарм эль Шейх хулинче икĕ эрне кантăмăр. Вĕсенчен икĕ кунне Израильпе Палестинăна çитсе курма экскурси билечĕ туянтăмăр. Хитре йывăçсен, чечексен айĕнче ларакан хула илемĕ, тинĕс шавĕ, нихăçан тутанса курман апат-çимĕç, бассейнсене, мунчана, массажа çÿрени питĕ килĕшрĕ. Акваланг тăхăнса шыва чăмнă та умран хĕрлĕ, сарă, кăвак, хура, чăпар вĕтĕ е шултра пулă кĕтĕвĕсем вĕлтĕртетнине сăнаса киленнĕ. Пĕр кунхине тĕрлĕ тĕслĕ чул чечек-коралсене курса киленме çыран хĕрринех ишсе пынă. Мана такам сăнанăн туйăннипе тимлĕнрех пăхрĕм та шартах сикрĕм. Çăварне карнă тинĕс çĕленĕ – наркăмăш сапакан мурена ман çине пăхать. Сăх сăха, сăх сăха: «Ан тив мана, ан тив, эпĕ саншăн тăшман мар» шухăшпа хăвăрт-хăвăрт каялла ишсе тартăм. Тек вăл енне ишмен, çыран хĕррине пыман. Эпир пурăнакан корпус пахчинче тăрна пек яштака, сăрă тĕслĕ, путене пек чăпар, пĕчĕк кайăксем ирĕклĕн çÿретчĕç. Африка… Çула май, Сочире каннă вăхăтра Хура тинĕсе караппа канма тухсан çумранах дельфин кĕтĕвĕ сике-сике ишнине курсан кăшкăрсах янăччĕ тĕлĕннипе. Карап çинчен вăлтапа тытнă сардинăсене экскурсовод пире унтах ăшаласа çитернĕччĕ. Мана кĕмерĕ пĕрре те, мăнукпа хĕр вăлтине пилĕк-ултă пулă çакланчĕ. Чи нумай, çирĕме яхăн, тытаканни пĕр çамрăк мăшăр пулчĕ. Тата, Турцире каçпа тинĕс хĕррипе утса çÿреме тухсан пы-ысăк тимĕр шапа çăмарта хунине курса тăтăмăр. Ман хĕрĕм ăна тĕкĕнсе те пăхрĕ, чул панцирĕ вĕри терĕ. Тинĕс хĕрри хуралçисем çав вырăна карталаса хунине тепĕр ирхине куртăмăр.

Пыра чÿхеме юрамасть

Египетри Таба хулинче Израиле кĕме пропуск илнĕ хыççăн пирĕн пысăк автобус çула май Вилĕ тинĕс хĕрринче чарăнчĕ. Вилĕ тинĕс шывĕ сĕре тăварлине пула унта пулă пурăнмасть, курăк ÿсмест. Шыва кĕретĕн те — ишме йывăр, çурăм çине выртатăн, путмастăн. Шывпа куçа йĕпетме, пыра чÿхеме юрамасть, çунтарать. Шывран 15 минутран тухмалла, душа кĕрсе çăвăнмалла. Вилĕ тинĕс тăршшĕ 67 çухрăм, сарлакăшĕ хăш-пĕр çĕрте 18 çухрăм, чи тарăн вырăнсем 306 метр таран. Тинĕсе Иордан юхан шывĕ çĕнетсе тăрать. Тинĕс хĕррипе кукăр-макăр çул выртать, сулахай енĕпе — çара çÿллĕ тусем, сылтăм енĕпе — тинĕс хĕрри. Çул тăршшĕпе — тăварлă шыва тăварсăрлатакан станцисем, çырла, пахча çимĕç лартса ÿстерекен теплицăсем, пальма ращисем. Шарм эль Шейха каялла таврăннă çулпа кафере апатланма чарăнсан Вилĕ тинĕсре тепре шыва кĕтĕмĕр. Египета, мумисене хытарма, Вилĕ тинĕс çыранĕсенче пухăнакан битума-асфальта илсе килнĕ. Авал ăна Асфальт тата Содом тинĕсĕ тенĕ. Иртĕхсе пурăннă Содомпа Гоморра иудей хулисене Турă çунтарса ярса Вилĕ тинĕс айне путарма пултарнă тени историре пур. <...>

Светлана АСАМАТ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.