Çамрăксен хаçачĕ 27 (6477) № 13.07.2023

13 Июл, 2023

«Ача чухне темшĕн паллă çын пулас килетчĕ»

Класри пĕртен-пĕр хĕрача

Екатерина Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мучикассинче ÿснĕ. Ялти шкулта 1-7 классене вĕреннĕ вăл, пĕртен-пĕр хĕрача пулнă. Арçын ачасен йышĕнче кăмăлĕ те вĕсенни евĕрех çирĕп пулса пынă-тăр. Катя хăй палăртнă тăрăх, кĕçĕн çулсенчех йăваш пулман вăл.

«Эпир çемьере иккĕн çитĕнтĕмĕр. Шăллăм Сергей манран 6 çул кĕçĕн. Вăл çуралнă тапхăрта аттепе анне çурт лартатчĕç. Хăйсен ялан стройка ĕçĕпе аппаланма тивнĕрен шăллăма пăхма час-часах мана шанатчĕç. Эпĕ вара хам та ача-çке, тантăшсемпе выляма тухас килет. Эх, тарăхаттăм вара. Пĕррехинче чăтăмлăх тулсах çитрĕ пулмалла — кÿмери шăллăм йĕме пуçласан питĕ хытă сиктертĕм те вăл тухса ÿкрĕ. Кÿренÿ туйăмĕ пурăна киле сĕвĕрĕлчĕ паллах. Эпир туслă çитĕнтĕмĕр. Шăллăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, специальноçĕпех ĕçе вырнаçрĕ. Шăллăм анне сукмакне суйларĕ. Чи çывăх çыннăмăр Римма Сергеевна Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕнче нумай çул ĕçлерĕ, инженер-строитель вăл. Аттен Владислав Гавриловичăн чăннипех те ялта пурăнакан çынна кирлĕ профессиччĕ. Колхозра агрономра чылай çул тăрăшрĕ. Асатте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, ватлăхра урине хуçсан атте ăна пăхса пурăнчĕ. Виличчен 6 çул вырăн çинчен тăраймарĕ асатте. Пĕлтĕр, шел, атте те çĕре кĕчĕ. Ача чухне темшĕн паллă çын пулас килетчĕ. Анчах мĕнле ĕçпе палăрмалла — çакна куç умне кăларма йывăрччĕ. Сцена çине тухас килетчĕ, анчах ялта пурăннă чухне вăтанаттăм. 2010 çулта аттестат илсен Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм. Юридици факультетне суйларăм-ха, анчах хам унта пĕлÿ илессишĕн çунмастăм. Шкулта аван вĕрентĕм, атте-анне сĕннипе юридици енĕпе кайрăм-тăр. 5 çул вĕренсе те çак професси чуна выртмарĕ», — Катьăпа çакăн пек калаçуран пуçланчĕ паллашу. Пурнăç сукмакĕ таçта та илсе çитерет, темĕнле кĕтменлĕх те парнелет. Çав шутра — ыррипе пĕрле кăмăла хуçаканнине те. Аслă шкултан вĕренсе тухсан Екатерина качча тухнă. Анчах хĕр чухне ĕмĕтленнĕ пек мăшăрĕпе пурнăç çулĕпе шăкăл-шăкăл утма шăпа пÿрмен ăна. Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть теççĕ-ха та… Чуна хуçакан самантсем çине-çинех пулнăран малашлăхра ыррине кĕтмеллиех çук тенĕ-ши Катя — уйрăлма шухăш тытнă. «Ывăлăм Кирилл виççĕ те тултарайманччĕ. Пурнăç тÿрех тикĕс пымарĕ. Чăнах та, çав тери йывăрччĕ. Пурăнмалли вырăн та, укçа-тенкĕ те, ĕç те çук… Мĕн пытармалли, çавăн пек самантра, уйрăлас патне çитсен, атте-анне ÿпкелемесĕр пулмасть. Качча кайнă тăк пурăнмалла, пĕр-пĕринпе çураçма пĕлмелле тесе шухăшлаççĕ аслисем. Ялта ачисем çинчен хитре мар калаçу тухни ашшĕ-амăшне епле ан пăшăрхантартăр ĕнтĕ? Çавăн пек самантра, йывăр чухне, кирлĕ пулчĕ те хамăн арçынларах характер. Çур çул шăла çыртса чăтрăм. Хамăн ылтăн капăрлăхсене сутса Шупашкарта пурăнмалли кĕтес тара илтĕм. Ачана садике вырнаçтартăм. Пĕр фирмăн коллцентрне ĕçе вырнаçрăм. Ан тив, пĕчĕк шалу кăна паратчĕç, анчах ку çын куçĕнчен пăхманни пулнипе лăпланаттăм. Фотоаппарат пурччĕ те — унпа сăн ÿкерсе тупăш тума хăнăхрăм. Чăтăмлăхшăн çÿлти хăват парне кÿрессе, çулăма уçасса шансах тăраттăм. Çулталăк иртсен Геннадипе паллашрăм. Вăл Мари Элтан. Туйăмсене пĕр вăхăт тĕрĕсленĕ хыççăн пĕрлешме шухăш тытрăмăр. Эпир çемье тĕвĕленĕренпе тăватă çул çитрĕ», — малалла тăсăлчĕ калаçу пултаруллă çамрăк хĕрарăмпа. <...>

Ирина ИВАНОВА

«Халăха килĕшекен ĕç тунăшăн савăнатăп çеç»

«Ман çинчен мĕнех çырма пулать-ши ĕнтĕ? Ялти ытти çын пекех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, нимĕнпе те мухтанмалăх çук. Ыттисем пекех вĕреннĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча ÿстернĕ, халĕ мăнуксемпе савăнса пурăнатпăр», — тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне Красноармейски тăрăхĕнчи Анаткас ялĕнче пурăнакан Полина Николаева.

Телейлĕ ачалăх

Çапах та иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çуралнă ачасем чăннипех те телейлĕ теес килет манăн. Ачалăхăн мĕн пур ырлăхне курса, туйса ÿснĕ вĕсем. Полина Ивановна та çав тапхăра савăнса аса илчĕ: «Эпĕ 1963 çулта çак ялтах çуралнă. Çемьере пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Эпĕ чи асли. Атте-анне пире çын хушшинче çын пек пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Чи савăк самант — ачасемпе урамра чупни. Мĕн тĕрлĕ вăйă выляман-ши эпир? Шăтăкла, кĕтесле, мерелле, лапталла, тапмалла, сикмелле… Халĕ ачасем çав вăйăсене пĕлмеççĕ те. Хĕлле те шăнма пĕлмесĕр урамра вылянă. Йĕп-йĕпе пулаттăмăр, алсиш шăнса хытатчĕ, çапах чирленине астумастăп. Виççĕмĕш класран пуçласа каникулта совхоза ĕçе çÿреме пуçларăм.

Пирĕн ял «Мичуринец» совхоза кĕретчĕ. Анне фермăра ĕçлетчĕ, каникул пуçлансанах пире бригадăна кăларатчĕ. Çулла пĕр кун та ĕçе каймасăр юлман. Çумлассинчен пуçлаттăмăр та йĕтем çинче тырă пуçтарса кĕртнипе вĕçлеттĕмĕр. Силос хывнă çĕре кайма тăрăшаттăмăр, унта укçа нумайрах паратчĕç. 9-10-мĕш классенче каникулта дояркăсем отпуска кайсан вĕсен вырăнне ĕçлеттĕм. Çулла ĕçлесе илнĕ укçа шкул тумĕ илме чухах пулатчĕ. Пирĕн ял илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Ял варринче — пĕве. Унта кунĕн-çĕрĕн ача-пăча чăмпăлтататчĕ. Каçсерен вăл вырăна çамрăксем йышăнатчĕç. Юрлатчĕç, ташлатчĕç, вăйăсем вылятчĕç. Ытла та асра юлмалли илемлĕ вăхăтсем пулнă-çке. Шел, халь пĕве те ăшăхланчĕ. Ялта çамрăк та пирĕн вăхăтри пек йышлă мар.

Савăнăçлă ÿснĕ эпир. Çапах 1972-1974 çулсене йывăрпа аса илетĕп. Çавăн чухне мĕнле хура тапхăр пулчĕ-ши пирĕн ялшăн? Виçĕ çулта çур ял çунса кайрĕ пуль. Лаша, ĕне витисем кĕл пулчĕç. Паян пĕр çĕрте пушар тухать, тепĕр 3-4 кунран — тепĕр çĕрте. Кĕркунне, шăп çĕр улми кăларнă вăхăтра, эпир те тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр, аялти кĕпе вĕççĕн тăрса юлтăмăр. Кÿршĕсем хăйсем патне илчĕç. Пушарсен сăлтавне тупса палăртаймарĕç. Паянхи кун та никам та пĕлмест. Хĕлле çамрăксем вăхăта клубра ирттеретчĕç. 9-10-мĕш классенче эпĕ те клуба çÿреме тытăнтăм. Унта пулас мăшăрпа Валерий Николаевпа паллашрăм. Тĕрĕссипе, эпир пĕр-пĕрне малтанах палланă. Пĕр ялта ÿснĕ-çке-ха. Тульккăш вăл манран 5 çул аслăрах пулнăран хутшăнман. Эпĕ 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл шăпах салтакран таврăнчĕ. Клуба салтак тумĕпе пырса кĕчĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарта бухгалтерсен шкулĕнче пĕр çул вĕрентĕм. Ун хыççăн хулари завода ĕçе вырнаçрăм. Яла питĕ каяс килетчĕ. Канмалли кунсенче тăван тăрăха васкаттăм. Заводра нумай ĕçлемерĕм. 1982 çулта Валерипе çемье çавăртăм та яла куçса килтĕм. Маншăн акă мĕн питĕ интереслĕ: мăшăрпа иксĕмĕр те Иванпа Марье ачисем, иксĕмĕр те 5 ачаллă çемьере ÿснĕ. Çемье çавăрсан пĕр çул ялти перекет кассинче ĕçлерĕм. 1983 çултанпа Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хутăм». <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

«Эпир çемйипех театрта пурăнатпăр»

«Театр — çын чунĕн тĕкĕрĕ, чăнлăх тĕслĕхĕ», — тенĕ хай вăхăтĕнче Мигель де Сервантес. Çакăн тавра чуна уçса калаçрăм та Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕпе Елена НИКОЛАЕВĂПА.

Директор тивĕçне шаннă

— Елена Васильевна, эсир пурнăçăрти 12 çула театрпа çыхăнтарнă. Мĕн вăл сирĕншĕн театр?

— Театрта ĕçлĕп тесе нихăçан та шутламан. Эпĕ çитĕннĕ чухне Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче темĕн тĕрлĕ студи те пурччĕ. Çав шутра — ташă студийĕ те. Ăна Григорий Долгов ертсе пыратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен ташласа ÿснĕ эпĕ. Кашни эрнерех Шупашкара конкурса килеттĕмĕр. «Ленинская искра» колхоз ертÿçи Аркадий Айдак çамрăксене хуçалăх шучĕпе Хусана, Елабугăна хореогрофа вĕренме яратчĕ. Эпĕ вара шкулта кашни сочиненирех учитель пулатăп тесе çыраттăм.

Манăн шутпа, «Театр — вĕрентекен» теме те пулать.

— Халĕ эпĕ театр манăн шăпа пуль тесе йышăнатăп. Шкул хыççăн вĕрентекен дипломне илтĕм. 2011 çулта вара культура тытăмĕнче хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас терĕм. Ун чухне Çамрăксен театрĕн директорне шыратчĕç. Конкурса хутшăнтăм. Çапла мана театра ертсе пыма шанчĕç. — Театра чун-чĕререн юратас тесен мĕн тумалла? — Ĕçлемелле, ĕçлемелле, ĕçлемелле… Тата театра юратмалла. Манăн хам ертсе пыракан коллектива яланах курас, вĕсемшĕн ырă тăвас килет. Кунта ĕçе кĕрес текенсене çапла калатăп: «Эпир кунта пурăнатпăр. Театр — иккĕмĕш çемье». Артистсемпе пĕрле çĕрлеччен те ĕçлеме пултаратăп. Хăш чухне пÿлĕмре çур çĕрчченех пĕччен хутсемпе ларатăп. Эпĕ администратор вĕт. Мана аттепе анне çынпа епле хутшăнмаллине вĕрентнĕ. Мăшăрпа 30 çул пурăнатпăр. Иксĕмĕр те культура тытăмĕнче тăрăшатпăр. Вăл купăс калать, уявсенче эпĕ ун çумĕнче юрлатăп. «Сан сцена çине тухас килет-и?» — тесе ыйтать мăшăрăм. Тÿрех хирĕçлеттĕм. Сценăн хăйĕн яваплăхĕ. Артист тесе çырни хут çинче çеç пулмалла мар. Манăн шутпа, артиста чаплă ят мар, сцена çинчи ĕçĕ çĕклет.

— Паянхи кун «Театр вешалкăран пуçланать» тени чăнлăхпа пĕр килет-и?

— Хальхи вăхăтра театр рекламăран, афишăран, репертуартан пуçланать. Мĕн кăтартаççĕ сцена çинче? Çак спектакле кам курма пултарать? Чи малтан çакăн пек ыйтусем панă пулăттăм. — Театр çынсене пурнăçа хаклама, ăнланма, юратма вĕрентет. Куракансен чунне витерес, вĕсем хăйсен пурнăçне сăнарпа танлаштарччăр тесен питĕ вăйлă спектакль лартмалла. — Пирĕн театрăн репертуарĕ лайăхланнине палăртмалла. Эпир тĕрĕс çулпа утнăн туйăнать. Пирĕн театр паян — çемьепе пĕрле канмалли вырăн. «Эпир спектакле кам валли лартатпăр? Кам пирĕн пата килет?» — тесе ыйтатăп яланах коллективран. Театрăн камитпе кăна пурăнмалла мар. Унта йăлтах пулмалла: ырăпа усал та, юратупа курайманлăх та… <...>

Альбина ЮРАТУ

♦   ♦   


Пластика хирургĕ патне ватлăх кăна илсе çитермест

Медицинăри хăйне евĕрлĕ отрасльсенчен пĕри — пластика хирургийĕ. Раççейри кашни регионтах вăйлă аталаннă теме çук ăна. Пирĕн республикăра вара ку енĕпе ĕçлекен сиплев учрежденийĕ темиçе те. Вĕсенчен пĕрне, Шупашкар хула клиника центрĕн пластика хирургийĕн уйрăмне, çитсе куртăм. Çакăнта ĕçлет çамрăк тухтăр Ринат Гималиев.

Ашшĕн тĕслĕхĕ

— Ринат Аглеметдинович, сирĕн ĕç ювелирăнни пекех — çав тери кăткăс та яваплă. Мĕнле пырса тухрăр çак çул çине?

— Кирек кам та малашлăха мĕнлерех йĕр хывасси пирки ача чухнех шухăшлама тытăнать. Çавăнпа ун чухне мĕн курни, мĕнле профессисемпе çывăх паллашни, паллах, витĕм кÿрет. Шкула кайма тытăничченех атте патне ĕçе çÿреттĕм. Атте Аглеметдин Галелдинович куçĕ курманнипе пĕрремĕш ушкăнри сусăрччĕ. Вăл ача чухнех суккăрланма тытăннă. Апла пулин те тухтăра вĕренме кĕрессишĕн çине тăнă. Ăна аслă шкула йышăнасшăн пулман. Анчах дипломлă пулсан хăйне ĕçе илме хатĕр учрежденисенчен çырусем пухса студент пулса тăнă. Невролог специальноçне алла илнĕ вăл. Ĕçлеме пуçласан мануаллă терапи вăрттăнлăхĕсемпе кăсăкланнă. Атте çынсен шăмă-тĕртĕмне тĕрĕс хускатса чирчĕртен сиплеме хăнăхнă. Пурăна киле ку енĕпе уйрăм клиника уçрĕ. Мана медицина енĕпе кайма шăпах атте сĕнчĕ. Шупашкарти 2-мĕш лицейре вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне кĕтĕм. Пĕрремĕш курсрах хирурги кăсăклантарма пуçларĕ. Тĕрлĕ больницăна çÿреттĕм, операци блокĕсене кĕреттĕм.

— Пĕрремĕш курсри кашни студентах медицинăна çапла тарăннăн тишкерме тытăнаймасть-тĕр?

— Паллах, аслă шкулта аудиторире лекци итлесе ларнипе кăна тивĕçлĕ шайри тухтăр пулаймастăн. Лайăх специалист пулас тесен харпăр хăйĕн шалти кăмăлĕ тапса тăни пĕлтерĕшлĕ. 4-мĕш курса çитсен пластика хирургине тĕпчеме тытăнтăм. Çавăн чухнех пултаруллă наставник Владимир Иванов çумĕнче пирвайхи операцисене хутшăнтăм. Халĕ эпĕ шăпах вăл ертсе пыракан уйрăмра тăрăшатăп. Хусанти медицина университетĕнче ординатурăра вĕреннĕ вăхăтра хам тĕллĕн операцисем ирттерме пуçăнтăм. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ пластика хирургĕнче тăрăшатăп. <...>

Ирина ИВАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.