Хресчен сасси 26 (2965) № 05.07.2023

5 Июл, 2023

Рабочи профессисене алла илеççĕ

Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикассинчи вăтам шкулта иртнĕ çултан «УПК-21» проект пурнăçланать. Унăн шайĕнче ачасене рабочи профессисене алла илме пулăшаççĕ. Вĕренÿпе производство класĕсенче шкул ачисем çĕвĕç ĕçне тата ял хуçалăх техникине юсама вĕренеççĕ. Кăçал 14 хĕрачапа 19 арçын ача свидетельствăсем илнĕ.

Вĕренÿ апрель уйăхĕнче пуçланнă. Эрнесерен Етĕрнери агротехникумран Иван Николаевпа Любовь Романова педагогсем ачасене асăннă профессисене хăнăхтарма çÿренĕ. Материала ăса хывма 136 сехет уйăрнă. Хĕрачасем малтанах ансат япаласем çĕленĕ: ал шăллисем, алсишсем. Ун хыççăн йывăртарах калăплисем çине куçнă. «Пирваях ачасем хăюсăртарахчĕ. Кунран-кун çирĕпленсе, хăнăхса пычĕç, çĕлеме те вĕренсе çитрĕç. Вĕсене çакă килĕшет, хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ, ĕçе хăнăхса пыраççĕ. Халĕ аслисемпе танах çĕлеççĕ», — пĕлтерчĕ Любовь Романова педагог. Вĕренÿпе производство класĕсене 7, 8, 9-мĕш классенче ăс пухакансем çÿреççĕ. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн алла свидетельствăсем илнĕ. Аттестатпа пĕрлех ĕç профессийĕ пирки калакан документ илнĕшĕн ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртеççĕ.

Сăмах май, килĕшÿ тăрăх, Етĕрнери ял хуçалăх техникумĕ пĕлÿ пама, шкул ĕç пÿлĕмĕпе тивĕçтерме, инвестор çĕвĕ машинисем туянса пама калаçса татăлнă. «Руноспец» учредитель саккас нумай пулнăран хăйне тумтир çĕлекен квалификациллĕ специалистсем кирлине палăртнă, çĕвĕ машинисем туяннă. Çапла йĕркеленнĕ те çĕвĕ пÿлĕмĕ. Çуллахи вăхăтра та станоксем пушă лармаççĕ. Арçын ачасем те рабочи профессине алла илеççĕ. Теорие технологи кабинетĕнче туптаççĕ пулсан практикăна Етĕрнери ял хуçалăх техникумĕнче ирттереççĕ. Çакăн валли эрнере пĕр кун уйăраççĕ. Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров каланă тăрăх, кун йышши классене тата виçĕ шкулта уçасшăн. Шкул вăхăтĕнчех хĕрачасем ал ĕçне вĕренни, арçын ачасем рабочи специальноçне илни пăсмасть. Муниципалитет шкул ачисене хушма специальноç илме май туса пани ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Рабочи профессийĕсем яланах кирлĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   ♦


Центр - пĕр-пĕринпе хутшăнма

Нумаях пулмасть Красноармейски тата Комсомольски округĕсенче аслă ăрурисене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан центрсем уçăлнă. Çакна палăртмалла: пĕлтĕр кун йышши центрсене Çĕрпÿре тата Канашра хута янăччĕ.

Красноармейски салинче çак центр Раççей социаллă фончĕн вырăнти уйрăмĕнче вырнаçнă. Ăна уçма Раççей Социаллă фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев, ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов, «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕ Светлана Яковлева тата ытти общество организацийĕн представителĕсем пырса çитнĕ.

Хăнасем нумай функциллĕ центрти майсене хак панă. Клиент службин ертÿçи Андрей Муравьев каланă тăрăх, залпа лекцисемпе вебинарсем йĕркелемелли вĕренÿ пÿлĕмĕ евĕр те усă курма пулать. Кун йышши центрсем çĕршывĕпех уçăлаççĕ. Вĕсем ватăсене пĕр-пĕринпе хутшăнма май туса параççĕ. Кунтах çар ветеранĕсем пулăшу илме пултарĕç. «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн специалисчĕсем ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене тата вĕсен çемйисене консультаци парĕç. Маларах уçăлнă икĕ центр аван ĕçлесе пырать. Кăçал вĕсенче пĕтĕмпе 276 ĕç-пуç ирттернĕ, унта 3 пин ытла çын хутшăннă. «Пирĕн центрсем компьютер тата финанс енĕпе пĕлÿ параççĕ. Кунтах тухтăрсемпе, çыравçăсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Центра çÿрекен ватă çынсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма тăрăшаççĕ, маскировка тетелĕ çыхаççĕ, окопра усă курмалли çуртасем тăваççĕ», — калаçăва пĕтĕмлетнĕ Валерий Николаев. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   ♦


Шкул пĕтерни çур ĕмĕр иртсен…

Шкултан вĕренсе тухни 5, 10, 15, 20… çул çитнĕ май тĕлпулу йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Шкул пĕтерни кăçал 50 çул çитнине уявлама Çĕрпÿ округĕнчи Вăрăмçут ялĕнче пухăнтăмăр.

Малтанах класс ертÿçи пулнă Р.А.Алексеева сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене ăшшăн саламларĕ, пĕр-пĕрне манманшăн, асра тытнăшăн тав турĕ. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасенчен нумай ырă та ăшă сăмах илтрĕ. Тĕлпулăва ертсе пыракан Роза Немцова кашнинех сăмах пачĕ. Савăнмалли те, хурланмалли те чылай пулчĕ аса илÿсенче. Тĕрлĕ ĕçре вăй хурса халĕ тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем кашниех хăй çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Акă, сăмахран, Клара Яковлевăпа Люда Васильева — сутуçăра, Аля Петрова — ветлечебницăра, Елена Ефимова — теплицăра, Вера Васильева малтанах — агрономра, кайран ачасене пĕлÿ парас ĕçре, Светлана Владимирова — типографире, Аля Петрова — поварта, Виталий Алексеев — «ПМК-8» организацире, Валя Платонова столовăй заведующийĕнче, кайран — усламçăра, Владимир Михайлов тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, Роза Немцова вара вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн ĕç стажĕ — 45 çул. Вăл Тавăшкассинчи шкулта ĕçлет. «Вăй çитсен малашне те ĕçлеме кăмăл пур-ха. Хамăн профессипе кăмăллă эпĕ», — тет вăл. Сăмах май, Виталий Алексеев — ăста купăсçă. <...>

Раиса АЛЕКСЕЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.