- Чăвашла верси
- Русская версия
Утакан çул такăрланать
Ку тăрăхра чылай хушă пулманран, улшăнусем тÿрех куç умне ÿкеççĕ: икĕ хутлă кантур çурчĕ, хăватлă техника, хранилищĕсем... Юлашки тапхăрта хуçалăх самай аталанса вăй илнĕ. Унччен фермер ĕçне пуçăнакан Василий Семенов хуçалăх аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарни пурнăçланма пултарайман илемлĕ юмах пек туйăннăччĕ. Куç хăрать те алă тăвать çав. Тепри пулсан тахçанах аллине сулнă пулĕччĕ. Вăл вара такăна-такăнах хăй ĕмĕчĕ патне талпăнчĕ. Йывăрлăх ăна çирĕплетрĕ кăна темелле.
Çак тапхăрта фермер хуçалăхĕн ертÿçи те улшăнма ĕлкĕрнĕ. Василий Николаевич аслă пĕлÿ илнĕ ывăлне хăрамасăрах хуçалăх тилхепине шанса панă. Ара, вăл ачаранах ашшĕпе пĕрле вăй хунă. Мускавран каникула таврăнсан та уй-хиртен кĕме пĕлмен каччă.
– Хуçалăха манран та лайăхрах пĕлсе тăрать вăл, – кăмăллăн палăртрĕ В. Семенов. – Хальхи çамрăксем анлă тавра курăмлă, пурнăçпа тан утма пĕлеççĕ. Иван та рынокри лару-тăрăва шута илсе ĕçлеме тăрăшать.
Çичĕ хут тар кăларса хывнă çула ывăлĕ малалла такăрлатма, тăван тăрăхрах юлма кăмăл тунишĕн аслин чунĕ хĕпĕртет. Çĕр-шывăн тĕп хулинче пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен яла таврăнакансем татах пур-ши? Çитменнине çĕр ĕçне кÿлĕнекенсем. Василий Николаевич та хуçалăхрах тăрăшать-мĕн, ывăлне хаваспах пулăшса пырать. «Эпĕ консультант халĕ», – терĕ вăл.
Ял хуçалăх таварне туса илекенсемшĕн хак ыйтăвĕ çивĕччисенчен пĕри. Çамрăк ертÿçĕпе паллашнă май калаçу сисмесĕрех ун çине куçса кайрĕ.
– Ир пулакан çĕр улми килограмĕ икĕ кун вунă тенкĕ тăчĕ те каллех йÿнелчĕ. Утă уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле – 6, кайран 3 тенке çитрĕ. Çулла пирĕн тăрăхра çумăр çумарĕ тесен те юрать. Шăвармалли техника çителĕксĕррипе татах туянма тиврĕ. Куллен шăварса тăнипе кăна тухăçа ÿстертĕмĕр. «Иккĕмĕш çăкăр» гектар пуçне вăтамран 320 центнер тухрĕ. Ăна 42 гектар çитĕнтертĕмĕр. Çĕр улми лаптăкĕ пушаннă ĕнтĕ. Халĕ купăста касатпăр. Вăл 42 гектар йышăнать. Ир пулаканнисене тахçанах сутса пĕтернĕ. Кĕрхисене сутма тата тăварлама хатĕрлетпĕр, – каласа парать Иван Васильевич. – Купăстана кĕркуннерен пуçласа нарăс уйăхĕчченех тăварлатпăр, кайран сутма тытăнатпăр.
Сутма ятарлă сорт çитĕнтереççĕ. Купăста калчисене пĕр-пĕринпе тачă лартса хăвараççĕ. Çакă вĕсене ытлашши сарăлса ÿсме памасть.
Çимĕç 1,5 – 3 килограмран иртмест. «Пасара ытларах кил хуçи хĕрарăмĕсем çÿреççĕ. Вĕсене пĕр хут пĕçермелĕх пĕчĕкрех купăста кирлĕ. Касса хунин сĕткенĕ типет-çке. Тата йывăр çĕклемпе камăн нушаланас килтĕр? – терĕ фермер. – Паллах, пĕчĕкрех купăста пуçĕсем туса илнипе тухăç чакать. Анчах пирĕн чи малтан туянакан ыйтăвне тивĕçтермелле. Сутăнман тавар çитĕнтерсе мĕншĕн тăкакланмалла?» – пĕтĕмлетет И. Семенов.
Туянас текенсем вара сахал мар, килсех тăраççĕ. Унччен хакĕ йÿнĕрех пулнипе чĕр тавара сутлăх хатĕрлесе ĕлкĕреймен. Ĕçлекенсем çителĕксĕррипе те çыхăннă ку.
– Тавар хăвăрт та лайăх сутăннине кура эпир хака ÿстертĕмĕр, килограмне 5 тенке çитертĕмĕр. Кун хыççăн туянакансем сахалланчĕç пулин те тупăш илесси ÿсрĕ. Тар тăкса çитĕнтернĕ çимĕçе мĕншĕн йÿнĕпех парса ямалла? Вĕсем пирĕнтен курттăм туянса икшер-виçшер хут хаклăрахпа ярăнтараççĕ. Хамăрăнах сутмалла та, анчах харăсах темиçе ĕç тăваймăн. Ман шутпа кашнин хăйĕн çулĕпе утмалла: пĕри суту-илÿпе ĕçлемелле, тепри – çĕр ĕçĕпе, виççĕмĕшĕ тата урăххипе. Хĕрÿ тапхăрта суту-илÿпе аппаланма вăхăт хĕсĕкрех. Кун пек чухне тавара курттăм парса ярсан аванрах.
Фермер хуçалăхĕнче хăяр – 8, помидор – 1,5, ытти пахча çимĕç 1,5 гектар. Вĕсене те пичкесене тăварласа чикнĕ, сутма хатĕрленĕ. Тирпейленĕ чĕр тавар лайăхрах каять-мĕн тата унăн хакĕ те пысăкрах. Шупашкар, Хусан, Анат Чаллă тата ытти хуласене саланать чăваш çимĕçĕ. Вĕсене хапăлласах кĕтсе илеççĕ.
Çамрăк ертÿçĕн тĕллевĕ пысăк – акакан-лартакан лаптăксене ÿстернĕ май ытти культурăсене те туса илме тытăнасшăн. Сăмахран, кишĕр. Темиçе çул каялла унпа та ĕçленĕ-ха. Анчах ятарлă техника çуккипе акма пăрахнă. «Ĕç алли çине шанса ларнипе аталанаймăн. Кишĕр валли комбайн туянмалла. Ун чухне лаптăка та ÿстерме май пулĕ. Комбайн сезонра 40-50 гектар кăларса пуçтарать. Çимĕçĕн тухăçĕ те пысăк, гектартан 700-800 центнер илме пулать. Тата вăл çĕр улмирен хаклăрах. Апла тупăшĕ те ытларах. Çĕр улми, купăста туса илме техника çителĕклех, технологине те вĕренсе çитрĕмĕр. Майĕпен ытти культура çине куçма юрать. Хуçалăхăн çĕр çителĕклех, 300 гектара яхăн. Паллах, мĕн пур лаптăка акса-лартса хăварман, пусă çаврăнăшне тытса пыма тăрăшатпăр. Çĕрĕн те канмалла, – ĕмĕт-шухăшне палăртать çамрăк ертÿçĕ.
Малашне пахча çимĕç, çĕр улми упрама пысăкрах хранилище тума палăртать вăл. Ĕмĕтсем пысăк. Чи кирли – вĕсене пурнăçа кĕртме талпăнни. Хуçалăх çирĕп алла куçнишĕн чун-чĕререн савăнтăм. Эппин, ял пĕтмест-ха, малаллах аталанать. Вырăнта ĕç вырăнĕсем пулсан, вăхăтра шалу тÿлесен мĕншĕн пысăк укçа шыраса тĕнче касса çÿремелле?
Лариса Никитина.
Комментировать